Çавал сарăлсан :: 10. Тарăн касă
Вăл улăм çине чĕркуçленсе ларчĕ те аллине кивĕ эрĕм ути тунине илсе çавăркаларĕ. Пурте вăл каласса кĕтсе шăплансан, вăл йăлтăр кулса илчĕ те сиксе тăчĕ вара:
— Çумăр иртет. Çитет сăмах акса. Машинăсем патне! Улĕмрен йăлтах каласа парăп, — тесе, пӳртрен хăвăрт тухрĕ.
7
Трофим Матвеевич чĕринче кунашкал çĕкленӳ сахал пулнă. Утти те ун йăрăланчĕ, çывăрасса та талăкра виçĕ-тăватă сехетрен ытла çывăраймарĕ. Хăй ĕçĕпе хăй йăпанчĕ вăл, хăй кăмăлне уçрĕ. Кăçалхи уй-хир ĕçĕсем кал-кал пыни те савăнтарчĕ ăна, Марье каласа панине тимлесе итлерĕ.
Пĕр каçхине колхоза телеграммă килчĕ. Трофим Матвеевича «Ч» хулинчи тусĕ васкасах тухса пыма чĕнет-мĕн. Ахальтен çак хĕрӳ вăхăтра вăл телеграммă ярас çук, ахăртнех, хĕç тимĕр тупса парать пулĕ. Каçхине вăл çула хатĕрленчĕ, ирхине ирех ăна Марье машинăпа станцăна леçрĕ...
...Колхоз председателĕ пĕтнĕ клевера пăхнă хыççăн пăсма ирĕк панă пулĕ тесе, Павел ирех колхоз правленине чупрĕ. Техничкă ăна председательпе арăмĕ машинăпа района кайни çинчен пĕлтерчĕ. Каччă наряд кĕнекине илчĕ, анчах унта уй пăсасси çинчен пĕр сăмах та çук.
Кампа канашламалла? Коммунистсемпе-и? Правлени членĕсемпе-и? Мĕнле пухас халь вĕсене? Трактористсем вăл хушасса кĕтсе лараççĕ. Павел Марьене кĕтме шутларĕ.
Правление çынсем пухăна пуçларĕç. Хул пуççи урлă кирзă сумкă çакнă, хăрах хулĕ хушшине шагалкă хĕстернĕ Федор Васильевич çитрĕ. Председатель пӳлĕмне те вăл хутлатса хунă шагалкипех кĕчĕ, Павела сывлăх сунса, наряд кĕнеки çине тăрăнчĕ. Виктор Андреевич фермăна çырса панă фураж пĕтет, анчах никама та ал пустарса илме май çук, тесе вĕтеленчĕ. Кĕткелерĕç те, иккĕшĕ те тухса утрĕç.
Марье правленине сасăсăр кĕчĕ. Ахăртнех, анаталла аннă чух машинăн моторне ĕçлеттермен пулас. Вăл кăвак свитер тăхăннă. Хăмăр тĕрĕллĕ тутăр вĕçне, çивĕтне ĕнсе хыçне пуçтарса, майралла çыхнă. Сăнран пăхсан, вăл 20 — 22 çулсенчи хĕр пекех çамрăк курăнать. Кĕрсенех, Павелпа иккĕшĕн хушшинче нимĕн те пулман пекех, каччă аллине çирĕппĕн, арçынла чăмăртарĕ. Куçсем тĕл пулчĕç. Павел çине вĕсем киленсе те илĕртсе пăхрĕç. Каччăн куçĕсем Марьене салхуллăн тинкерчĕç.
— Çĕрнĕ клевер уйне пăсма хушман-и? — ыйтрĕ каччă.
— Трофима ăсатрăм, — тавăрчĕ Марье ыйтăва илтмен пек.
— Мария Сергеевна, эп трактористсене пăсма хушатăп, — терĕ каллех Павел. — Е хăвăр пырса пăхатăр-и? Атту халь машинăсене пирĕн те вăрмана ямалла, те акана?
Марье бухгалтерире ĕçлекенсем панă хутсене алă пусса пĕтерчĕ те, тутăрне ĕнсе хыçне çавăрса çыхса, çӳхе хром перчеткине тăхăнчĕ.
— Илтрĕр-и? — терĕ вăл бухгалтеринчисене, — Эп уйра пулатăп. Кăнтăрласăр ан кĕтĕр. Ыйтсан-тусан Трофим пирки... калăр: вăл чирленĕ... Василий Иванович ыйтсан, командировкăра тейĕр. Кадышев юлташ, — ниме пĕлтермен сасăпа чĕнчĕ вăл. — Кайрăмăр.
— Эп те сирĕнпех пыратăп, — çыхланчĕ вĕсен çумне Санька.
Юрать Санька асăрхамарĕ: Марье ун çине самантрах курайманлăхпа тулнă куçĕпе пăхса илчĕ, çав самантрах, роле лайăх вылякан артист пек, сăнне улăштарса йăл кулчĕ:
Клеверĕ сан бригадăн-и?
— Манăн, ăнманскер, — тавăрчĕ бригадир. Павелпа Санька хыçалти ларкăч çине ларчĕç. Калаçу ытларах çанталăкпа Санькăн пулас туйĕ çинчен пычĕ, унта Марье те хутшăнчĕ, кула-кулах вăл Николай Андреевич хăй хĕрне Санькăна парас мар пирки Трофим Матвеевич патне пырса калаçнине каласа кăтартрĕ.
— Курнăçланать вăл старик, — тавăрчĕ бригадир. Хирте вĕсем час-часах машинăна тăрата-тăрата анса пăхрĕç. Бригадирпе Марье ăнланчĕç: клевер çĕрнĕ, пăсмалла.
Машинă тракторсем патне çитрĕ. Санька ансанах, Марье Павела тăхтама хушрĕ, вара хĕрӳлĕн пăшăлтатрĕ:
— Кĕçĕр эп сана тул çутăличчен кĕтетĕп. Илтетĕн-и? Пымасан, эс этем мар.
Каччă нимĕн те шарламарĕ. Вăл хăйне кĕтсе ларакан трактористсем патне çывхарчĕ.
— Ĕçĕ, ачасем, талăк çурăлăх. Кунти тăпра кĕллĕрех, тарăнăшне пĕр çирĕм пилĕк сантиметр ярас, — пуçларĕ вăл. — Акма сĕлĕпе хутăш викă, сĕлĕпе хутăш пăрçа акмалла пулать. Урăх вăрлăх çук.
— Апла, «по машинам»! — тракторĕ патне васкарĕ Володя. Колхозăн пĕтĕм тракторĕсем уя тухса ларнă иккен.
Хир мотор шавĕпе тулса ларчĕ.
Тăватă гусеницăллă трактор хăй хыççăн шоссерен те сарлака лаптăка çавăра-çавăра пăрахса шăвать. Вĕсем Павела самантлăха çерем уçнă малтанхи çулсене аса илтерчĕç. Ун чухне те çапла, пĕтĕм бригадипе, вун тăватă тракторпа тухнăччĕ. Анчах унти лаптăкĕ куçпа виçеймиех сарăлса выртатчĕ. Çавалкас çĕрĕ Казахстан мар, кĕске. Ав, Авăслăх тăвайккинченех Çавал çыранĕ курăнать, Карталлă уй вăрманĕ ешерет. Тракторсем кĕр калчи хĕррине çитсе çаврăнаççĕ, айлăм тăрăх шăваççĕ.
Мĕнле аван пĕрле ĕçлеме!
8
Лена пурнăçĕнчи улшăну ытла та сисĕнкĕсĕр те хăвăрт пулса иртрĕ. Комсомол райкомĕн пленумне кайрĕ те, Çавалкас фермине ĕне сума та, шкулти ачасем патне те таврăнаймарĕ. Ăна комсомол райкомĕн пĕрремĕш секретарьне суйларĕç. Унăн ятне харăсах икĕ-виçе çамрăк асăнчĕç. Завьялова хирĕç вара чылайăшĕ куренсе калаçрĕç, халăхпа ĕçлеме пĕлмест тесех критиклерĕç.
Кăнтăрла иртсенех, çав тери пăшăрханса ӳкнĕ Александр Петрович — ăна сейф уççипе пичет пачĕ.
— Эс ссылкăра икĕ çул еннех пурăнтăн, халь мана черет çитрĕ, — мăкăртатрĕ Завьялов, пăшăрханса.
Ленăн ăна ятласа тăкасси килчĕ, колхоза ĕçлеме хăй ирĕкĕпе юлнине пĕлтерме шухăшларĕ, анчах каччăн ахаль те пăтранчăк та пусăрăнчăк кăмăлне пăсас темерĕ.
— Ялта кунтинчен виçĕ хут лайăх. Командировкăсене çӳрес çук, хăвна валли вăхăт та çителĕклĕ, — тавăрчĕ хĕр.
— Пурăнсан курăпăр, — хуравларĕ Завьялов. Ленăшăн ĕлĕкхи пекех канăçсăр кунсем пуçланчĕç...
Малтанласа вăл гостиницăра çывăрчĕ, ĕнер кăна юлташĕсем пĕр-пĕччен карчăк патне хваттер тупса пачĕç.
Хваттер ăна килĕшрĕ. Çавалкасри япаласене кăна илсе килмелле.
Çавалкас тенĕрен... Пĕр эрне пурăнсах аса килекен пулчĕ. Каçсерен вăл тĕп урамра вырнаçнă гостиницăра çывăрса каяймасăр тĕрлĕ шухăшсемпе асапланчĕ. Чӳрече умĕнченех çурта кисрентерсе машинăсем ирте-ирте каяççĕ, юнашар пӳлĕмре шавла-шавлах картла выляççĕ. Пĕчĕк çеç пӳлĕм те, больницăри пек шурă çи виттипе витнĕ икĕ таянмалли пукан, пĕр пĕчĕк сĕтел, шап-шурă сăрпа сăрланă тумбочкă уншăн ют. Вун икĕ сехетпе çывăрма выртать. Хăлхара кĕç-вĕç юрласа лаша шăваракан Илюш конюхăн кĕвви илтĕнессĕн туйăнать. Çук юрă. Çук. Çаплипех юнашар пӳлĕмре картла выляççĕ, çаплипех кая юлса таврăнакан машинăсем чӳрече кантăкĕсене чĕтрентереççĕ...
Ирхине вăл райкомолта ĕçлекенсене пухрĕ, кашни валлиех ĕç тупса хăварчĕ, хăй, вырсарникунччен тесе, командировкăна Çавалкаса тухса кайрĕ. Райкомра машинă та, лăша та çук, çавăнпа тӳрĕрен вăрман çулĕпе çуранах утрĕ.
Мирон Ленăна çур çулта хăваласа çитрĕ. Палларĕ курăнать: мотоциклне чарса, сăпкин брезентне уçса пачĕ.
— Елена Егоровна, тархасшăн, ларма ыйтатпăр, — мотоциклĕ çинчен сиксе анчĕ те брезент çине ларнă тусанне силлерĕ, ларкăчне шăлса тата вĕрсе тасатрĕ. — Тархасшăн, Елена Егоровна. Эсир те Çавалкаса пулас, — вĕтеленчĕ вăл.
— Тавтапуç сире, — хуравларĕ хĕр, мотоцикл сăпки çине меллĕн вырнаçса ларса.
— Каçарăр, сире суйланă ятпа саламлама мансах кайнă. Кая юлса та пулин, пĕтĕм чĕререн ĕçре телей сунатăп, — аллине тăсрĕ каччă. — Инспекципе комсомол хушшинче тачă çыхăну пуласса шанатăп. Райкомола кĕрсе калаçмалли ыйтусем пур-ха. Мĕнле калас, аванах та мар, личнăй ыйту пур. Паллах, халĕ каламастăп, унашкаллине уй варринче калаçмаççĕ. Ерçсессĕн, кĕретĕп ак. Атту Завьялов, трагикпа пĕрех вăл, унпа чĕререн калаçма çук.
Çул çинче сăмах ăнмарĕ, Салука тӳпинче çеç хĕр чарăнса тăма ыйтрĕ.
Лена куçĕ умне Ăвăслăх айлăмĕ тухрĕ. Катаран шăрпăк коробки пек кăна курăнакан тракторсем шăваççĕ. Карталлă уй вăрманĕ патĕнчи хир сип-симĕс калчапа витĕннĕ.
Лена самантлăха куçне хупрĕ те çавăнти пĕр трактор çинче ларса пыракан Павела ас илме тăрăшрĕ. Анчах вăл мĕнле ĕçленине, мĕн тунине ниепле те тавçăрса илеймерĕ. Самантлăха каччăн хура та пысăк куçĕ кăна ун çине çунтарса ярасла пăхнăн туйăнчĕç.
— Мана эсир çав тракторсем патне леçеймĕр-ши? Комсомол организаци секретарĕ Баранов çавăнта пулма кирлĕ, — хĕрелсе кайрĕ хĕр.
— Хаваспах, — хуравларĕ Мирон. — Тен, унта кăштах бензин та тупма пулĕ...
...Павел, карттă кăларса, çĕрсе кайнă клеверĕн лаптăкне виçме пикенчĕ. Чарусăр çил ĕçлеме чăрмантарасшăн пулнă пекех сумкинчен кăларакан хутсене тăрмаларĕ. Виçсе пĕтерме çеç ĕлкĕрнĕччĕ, ют мотор сассипе пуçне çĕклерĕ. Ун çинеллех чылай пысăк хăвăртлăхпа мотоциклет килет, рулĕ умĕнче лараканни çилпе тусанран сыхланмалли куçлăх тăхăннă пулин те, Павел ăна тӳрех палласа илчĕ: Мирон.
Мотоцикл чарăнчĕ, сапка çинче курпунланса тăракан брезент ваштах уçăлчĕ. Унтан самантранах яштак пӳллĕ хĕр сиксе тухрĕ, çĕре аннă-анманах янăравлă кулли шăнкрав пек янăрарĕ.
— Шофер та вара! Тусантан тармалăх хăвалаймасть, — кăвак кофтине хывса, ларнă тусана силлерĕ хĕр. Çав вăхăтра майне чĕркенĕ шап-шурă кашнене çил çулса тытрĕ, сисеймерĕ те, вĕçтерсе ячĕ. Вăл лĕпĕш пек вĕлтĕртеткелесе илсе, çĕре çапăнчĕ, унтан каллех, сывлăш хумĕпе çӳлелле çĕкленсе, Павел ури çывăхĕнчи кăвак эрĕм утинчен пырса çакланчĕ. Каччă кашнене васкамасăр, хуратасран хăраса, икĕ пурнипе тытрĕ. Хĕр, сиссе илсенех, кашне хыççăн ыткăнчĕ, анчах ĕлкĕреймерĕ, Павел умне чупса çитрĕ. Иккĕшĕ те пĕр-пĕрне пăхса кулса ячĕç, иккĕшĕ те сывлăх сунма манса кайсах пĕр-пĕрне тинкерчĕç.
— Каçарăр, хуратрăм пулас, — вăтаннă пекрех персе ячĕ каччă.
— Темех мар, — тавăрчĕ хĕр кашнене илсе.
Павел кашне çинче хăйĕн пӳрнин йĕрĕсене асăрхарĕ, питех те пысăк айăпа кĕнĕн аван марланса кайрĕ. Темĕнле таса та çутă япалана ытла та сарăмсăр хуратса тăкнăн туйăнчĕ ăна.
— Кăна сире эп хам çуса парăп, — нимĕн шӳтлемесĕр сăмах хушрĕ Павел.
— Халь Çавал тăрăлнă, кашне мар, тем те çумалла, — тавăрчĕ хĕр.
— Здрасте — сасартăк вĕсем патне пырса тăчĕ Мирон, анчах алă памарĕ. Темĕнле хаклă япалана алран туртса илнĕнех туйăнчĕ Павела. Вăл Мирон пурри çинчен те манса кайнăччĕ ĕнтĕ, çак айлăм тӳпемĕнче вĕсем Ленăпа иккĕшĕ кăна хире-хирĕç пăхса тăнăн туйăнатчĕ.
— Ну, здравствуйте, — тавăрчĕ Павел, хăйне чăрмантарнине пытарма тăрăшса.
— Эсир çаплах акса пĕтереймен-çке. Района сводкă панă. Эпир — республикăна. Ку мĕн? Очковтирательствă-и? — пачах кулмасăр ыйтрĕ вăл. — Халь акма та кая юлнă.
— Мĕнле очковтирательствă? Курмастăн-им, уçман çереме уçатпăр. Планран ирттерсе акнишĕн кам ятлать. Акма та кая юлман. Ваттисем Микулнă, çитиччен акма юрать, теççĕ. Вăл вырсарникун пулать. Тата виçĕ кун-ха.
— Эс карчăксен сăмахĕ тăрăх ан анраш. Илтетĕр-и, Елена Егоровна, вăл тĕн уявĕсене те пĕлет. Тахçанах ăна комсомол пухăвĕнче сӳтсе явмалла, — кăмăлсăрланчĕ агроном.
Павел ун çине куларах пăхрĕ. Лена ăна пĕрремĕш хут курать пулас, çавăнпа вăл Мирон калаçнине тĕлĕнсе итлерĕ, хăйне мĕнле тыткаламалли пирки шухăшларĕ.
Мирон никам та чĕнменнине кура ун-кун пăхкаларĕ, вара пуçне çĕре чикрĕ. «Пысăк шухăшсем ăнсăртран килеççĕ», тенешкел, вăл та тупсăмне çаклатрĕ.
— Тăхта, тăхта. Ак ку вĕт клевер, — çĕре пĕшкĕнчĕ Мирон.
Шуранкăрах çаврака пичĕ хĕрелсе кайрĕ, пиншакĕ айĕнчен тухса кайнă вăрăм галстукĕ çĕрелле ĕне хӳри пек тăсăлса анчĕ.
— Ăнлантăм, — тӳрленсе тăчĕ вăл. — Вильямс системине критиклекенсем хыççăн кайнă. Пусă çаврăнăшне пăсма кам ирĕк панă сире? Райком-и, инспекци-и? Прыгунов ăçта? Да, эп ăна паянах райком бюровне чĕнтеретĕп. Унта часах юсаса яраççĕ, — хĕремесленчĕ Мирон.
— Трофим Матвеевичăй кунта айăп çук. Эп хушрăм пăсма, — тавăрчĕ Павел.
— Кам эс? Эс кам?
— Ыйтмасăрах пĕлме кирлĕ. Колхозник эп. Çĕр хуçи. Эс ху кам? — лăпкăн хуравларĕ Павел. — Мана эс ан кашкăр: эп сан ачу мар.
Лена кулса ячĕ. Анчах Мирон комсомол райкомĕн секретарĕ умĕнче хăйĕн ятне яма шутламарĕ. Павел унран хăрамасăрах ответлени ăна çиллентерсе ячĕ.
— Эс бригадир. Чар сухалама! Пĕл эс хăв кама пăхăннине! Эс ман подчиненинче, — сурчăкне сирпĕтсех хирĕлме пикенчĕ Мирон.
— Ятлаçиччен эс аяларах анса пăх. Унта клевер йăлтах çĕрсе кайнă. Уру айĕнчине ан пăх эс, — лăпкăн тавăрчĕ Павел.
Тракторсем çаврăнса çитрĕç. Мала ӳкнĕ Элекçи каллех анаталла кайма хатĕрленчĕ. Тăпах тăракан Мирон сасартăк трактор патнелле ыткăнчĕ, машинăпа юнашар утса мотора чарма хушрĕ. Тракторист ăна те асăрхамасăр, те юри ăсăрхасах тăратасшăн пулмарĕ. Вара хăна трактор умне чупса кайса тăчĕ, аллипе хăлаçлана-хăлаçлана чарăнма хушрĕ.
— Каçарăр, Лена, — терĕ Павел, хĕр çине ăшшăн пăхса. — Кунта вĕреннĕ çынсен дуэлĕ пырать. Сире эп кăштах пăрахса хăварам.
Павел та васкасах тӳпемрен айлăмалла анчĕ.
— Сухалама пăрах! Юрамасть! Инспекци ячĕпе калатăп! — янрарĕ Мирон.
Павел тракториста ал сулса малалла кайма хушрĕ.
Элекçи вăл кăшкăрнине лăпкăн итлесе каллех кабинăна кĕрсе ларчĕ. Мирон мотора чарасса, Павел — тапратасса кĕтрĕç.
Тракторист агронома «сыв пул» тенĕн пĕчĕк ача евĕрлех темиçе хутчен аллипе сулчĕ, унтан трактора вырăнтан хускатрĕ. Мирон хăйне итлеменнине туйса илчĕ. Çук, парăнма шутламарĕ вăл, каллех трактор умне чупса кайса тăчĕ. Элекçи татах кула-кула малалла кайрĕ. Агрономăн чунĕ шикленчĕ пулас, пăрăнчĕ, маларах чупса кайса тăсăлса выртрĕ.
Мотор чарăнчĕ. Гусеницă çине кабинăран Элекçи тухса тăчĕ.
— Эй, ыр çын! — кăшкăрчĕ вăл. — Тăр! Атту гусеницăна лапчăтатăн. Тăр, ан ухмахланса вырт.
Мирон сиксе тăчĕ, Элекçи патне чупса пырса тăвăлса çитнĕ сассипе хăйăлтатрĕ:
— Эс, айван, эп каланине те итлеместĕн-и? Мĕншĕн лайăх клеверах пăсан? Чарăн, тетĕп сана, эс малалла каян!
— Клеверĕ ăçта? — сиксе анса хулĕнчен çулса илчĕ ăна тракторист. — Ну, ăçта? Парам эп сана айван! — аллине çĕкленçи пулчĕ тракторист.
Мирон карт! туртăнса вĕçерĕнчĕ те çĕрелле пĕшкĕнчĕ, куçлăхне кăларса тăхăнчĕ, темĕн шырама тытăнчĕ.
Ытти тракторсем те çитсе чарăнчĕç, трактористсем сике-сике анчĕç. Халь Павел та вĕсем патне çывхарчĕ. Пурте Мирон çине кăсăкланса та кулса пăхаççĕ. Тăрса юлнă Лена та çитрĕ.
— Мирон Семенович! Эс чĕкеç курăкне клевертан уйăрса илейми пулнă-мĕн, — йĕкĕлтерĕ ăна Гришка.
— Клеверне шырама микроскоп илсе кил, — ахăлтатрĕ Якур Типушкин.
Лешĕ шарламасть. Туять вăл хăй ырă мар хăтланнине, анчах пурин куçĕ умĕнчех йăнашне юсас килмест. Хăй йăлтах хĕремесленсе кайнă, куçлăхне пĕр хывать, пĕр тăхăнать. Анчах ĕçе вĕçне çитермелле, çавăнпа кĕпĕрленсе пынă трактористсем патне пычĕ.
— Кунта çуккă тейĕпĕр, вăн, лери çĕрмен, — тӳрре тухма тăрăшрĕ вăл.
— Мирон Семенович, — пуçларĕ Павел. — Нивушлĕ эс колхозра ухмăхсем ĕçлеççĕ тетен? Эпир пĕрре касиччен çиччĕ виçсе пăхнă. Ху пысак пуçлăх пулнине кăтартас тетĕн пулсан, эс ăслă шухăш сĕнетĕн пулсан, сана эпир кăшкăрмасăр та итлетпĕр. Ма халь ĕçе тулăксăр чарса тăратрăн?
— Кадышев, эс айăплă. Малтан мана тĕрĕс информировать тумарăн, — тӳрре тухма тăрăшрĕ вăл, куçлăхне тăхăнса. — Ĕлĕкхинех манаймастăн, тавăратăн халь.
— Эх, анкă-минкĕ иккен эс, Мирон, — хаш сывласа ячĕ Павел. — По машинам! Çитет ĕçсĕр тăрса! — шӳтлерех кăшкăрчĕ те вăл трактористсене, Лена еннелле çаврăнчĕ. — Комеди пĕтрĕ, эсир хирĕç мар пулсан, яла çуран каяр мар-и?
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...