Çавал сарăлсан :: 10. Тарăн касă
1
Тарăн касă анана йăранлать.
Ваттисен сăмахĕ.
Пуç тăрринчи тăри Павела хăй юррипе савăнтарать. Итлет каччă тăрсах, хĕвелтен çамкине ал тупанĕпе картласа, тӳпене сăнать. Тĕрлĕ шухăшсем çуралаççĕ кайăк пирки. Епле вăл телейлĕ! Тăван çĕре вăл çӳлтен-çӳлтен курать. Ăна çĕр хăвачĕ, çĕр пуянлăхĕ вăй-хăват парса çĕкленĕ. Вăл тӳпене савать, тӳпене пиллет, анчах вăл та тӳпе чухăннине пĕлет-ши? Çав хушăрах тăри каллех çĕре анать. Кайăкăм, пĕчĕк кайăк, сухаçăсен чĕрине çунатлантармах çуралман-ши эсĕ? Вĕсен шухăшĕсене те хăвпа пĕрнех тӳпене çĕклетĕн, çав хушăрах аннемĕр-çĕр çинчен мантармастăн.
Павел хăйĕн плугĕпе сухалама Салука вăрманĕ хĕрринчи кĕллĕ тăпраллă çĕре суйласа илчĕ. Аллă гектар. Пĕр çичĕ çул каялла çав лаптăка сухаласа та, акса та пăхнă. Акнă вăрлăхĕ те каялла тухмарĕ. Унтанпа ун çине алă сулчĕç. Ӳсет халь унта чăлтăр-чăлтăр хĕрлĕ мăк курăкĕпе чĕкеç курăкĕ, урăх нимĕн те ӳсмест. Сурăх кĕтĕвĕсем чĕпĕткелеççĕ кăшт-кашт курăка. Правленинче Трофим Матвеевич çапла каларĕ:
— Тырри пулмасан, вăрлăхне те хăвăнтанах шыраса илетĕп. Опыт тесе аксан çеç. Саланма сакăр алăк, пуçтарма пĕр алăк.
Тата тепĕр улшăну пулса иртрĕ паян. Павел хăйпе ĕçлеме плугарь тупаймарĕ. Павел Трофим Матвеевичран çын тупса пама ыйтрĕ.
— Мана ярăр, кум, — терĕ Павел сăмахне илтнĕ Нина.
— Эс мĕн, ăсран тайăлтăн-и? — ун çине тĕлĕнсе пăхрĕ председатель.
— Килте пĕччен ларса ăсран мар, сывлăхран та тайăлатăн. Халăхпа пĕрле хуйхи-суйхи иртекен.
— Плугарь хĕрарăм ĕçĕ мар.
— Ĕç никам çумне те çыпăçмасть.
— Виссарион Маркович пулсан, сана плугарь тунăшăн мана пуçран шăлатчĕ-и?
Анчах, калаçсан-калаçсан, килĕшрĕç.
Каччă тракторĕпе плугне кăнтăрла иртсенех Салука хĕрне кайса лартрĕ. Ыран яла каймалла ан пултăр.
Паян хĕвел тухичченех вăранса çăвăнчĕ Павел. Нина та персе çитрĕ. Арçын евĕрлех тумланнă хăй: фуфайкăпа, шăлаварпа, резинă атăпа. Шупка тĕрĕллĕ кăвак тутăрĕ айĕнчен уйрăлса тухнă çӳç пайăрки палăрать. Ывăнчăклăрах сăнлă симĕс хурлăхан тĕслĕ куçĕ те паян улшăннă: вĕсем савăнăçлăрах. Çилпе тата ирхи сивĕпе пичĕ хĕрелнĕ, сылтăм пит çăмарти çинчи тур палли татах та лайăхрах палăрать.
— Эп куçлă та илтĕм. Унта курăнмиех тусан вĕçет пуль. Мана эс вĕрент, атту эп тĕренсене антарма вай çитмесрен хăратап, — терĕ вăл пӳрте кĕнĕ-кĕменех.
— Тусан та вĕçмест, хăрама та кирлĕ мар. Эп сана, çур аки пĕтиччен плуг тĕренĕсене антарса хăпартма мар тракторпа çӳреме те вĕрентĕп, — хавхалантарма тăрăшрĕ ăна Павел.
— Аюк. Эп трактор çине лармас. Ăна чарма та пĕлес çук.
— Вĕренен, — кулчĕ Павел. — Кур-ха, эс тумланасса та чăн-чăн тракторист пек тумланнă.
— Вăрманпромхозра эп грузчикре ĕçленĕ. Çав тум-тирсемех, — терĕ Нина, Павелпа тан утма васкаса.
Акă мотор çăра тĕтĕмпе чыхăна-чыхăна кĕрлеме тытăнчĕ. Павел, вараланнă аллисене çĕтĕкпе шăлса, Нинăна плуг антарса хăпартма вĕрентрĕ.
— Çул урлă каçнă чух çеç хăпарт тата çаврăннă чух. Ак çапла. Каçма тытăнсанах е касса ӳксен, антар. Ак çапла. Мана тăратас тесен, ак çак пралукран турт, вара эп чаратăп, — вĕрентрĕ Павел.
— Ку плугĕ те трактор плугĕ евĕрлĕ мар. Тĕве çине ларса пынă пек.
— Çĕр ăшне ансан пĕчĕкленет. Малтанхи утăм.
Мотор сасси вăйланчĕ, плуг туртăнса хытрĕ те, суха кассисем çĕр ăшне кĕрсе çухалчĕç. Хăвăртрах тапа пуçларĕ чĕре, кăкăрта темĕнле юрă кĕвви карталанчĕ. Куçсем умра выртакан парлака çĕре çеç курчĕç. Павела самантлăха каллех Казахстан çеремне уçнăн туйăнчĕ. Павел чăтаймасть, трактора чарать те сухаланă çĕре пырса пăхать:
— Плуг ĕçлет! Ĕçлет плуг! Нина! Урра! — кăшкăрать Павел. Вăл хăй патне пынă хĕрарăма пилĕкĕнчен тытса çӳлелле çĕклет. — Плуг ĕçлет! Тырă пулать!
— Мĕн ухмахла кăшкăратăн, — чарать ăна плугарь. — Ĕçлемест сан плугу.
— Мĕн пĕлен эс, апăрша. Лар, лар хăпарса. Тепĕр çирĕм метртан каччă каллех тракторне чарать. Халь малтанхи савăнăçа шухăшлăх хуплать: мĕншĕн кĕллĕ тăпра йăлтах аяла анса пĕтмест? Виççĕмĕш сий тĕренне маларах куçармалла мар-ши?
Куçарса пăхать, Анчах çаплах тĕллĕн-тĕллĕн хăпаракан амăш тăпри çинче кĕллĕ тăпра çийĕçем курăнкалаççĕ.
Тата мĕн, тумалла? Ăçта йăнăшнă вĕсем?
Павел тĕренсене хăпартать, йăнăшсем çакăнтах. Вăл иккĕмĕш сий тĕренне ытларах авма хăтланать, анчах мĕнех тăвăн пĕр мăлатукпа?
Чунне хытарсах тăрăшать Павел. Унăн халь намăс курас килмест. Ĕçне тăвичченех шавлама лекни, унăн плугĕ çинчен райком секретарĕ пĕлни ăна пăшăрхантарать. Час-часах чарса тăратать, тĕрлĕ хăвăртлăхсемпе ĕçлесе пăхать, анчах çаплах кĕллĕ тăпра пытанмасть.
Кăнтăрлахи апат çĕклесе Арçук Гени амăшĕ Кулине инке çитрĕ. Трактористсемпе килĕшсе Павел ăна хăех повар турĕ. Час-часах пĕрле пулмалла, чиркӳрисем сырăнсан та вĕсенчен хăптарма çăмăлтарах пулать, терĕ.
Каччăн хăйĕн хумханăвне Нинăна кăтартас килмест. Вăл савăнăçлăрах пулма тăрăшать.
— Эс манăн чаплă плугарь пулса та тăтăн, — ырлать вăл.
— Хăнăхма пулать, — килĕшет Нина.
Апата çерем çине ларса çирĕç. Йӳçĕтнĕ купăста яшки ытла та тутлăн туйăнчĕ Павела. Нина та юратсах çирĕ, ашне çеç хурларĕ:
— Чĕн пек хытă. Ват выльăх ашĕ пулас.
— Чăмла та, çисе ярайманнине хама пар, — шӳтлерĕ каччă.
— Икĕ сехете яхăн вĕретрĕм, яшки те тухса кайрĕ, çаплах пиçмен пек, — хăйне айăплăн туйрĕ апат çитерме килнĕ Кулине инке. — Каçхи апатпа килес-и е хăвăр пыратăр?
— Кил. Ыттисене çитер малтан.
— Вĕсем патне ачасене ярăп.
Павел Нинăна та киле ячĕ, хăй плугне кăкарсах тимĕрçĕ лаççине кайрĕ. Петĕрпе вĕсем иккĕмĕш сий тĕренĕсене паяльнăй лампăпа хĕртсе аврĕç. Татах хире васкарĕ каччă. Кĕллĕ тăпра сахалланчĕ. Павел çаплипех ĕçлеме шут тытса хучĕ. Урăххи шухăшлаттарчĕ-ха ăна: тен, çиелти касне те тăпрана сирсе пăрахмаллах тумалла пулнă? Мальцев меслечĕпе курăк тымарĕсем начар ванаççĕ. Сӳре, ав, вĕсене еплерех пуха-пуха сиктерсе хăварать. Епле пулсан та, гербицид тупмалла, унсăрăн кăçал кунта çумлă пулма пултарать.
Гусеницăллă тракторсем пурте çур акире. Павел çине тăнипе лашасемпе иккĕмĕш кун сӳрелеççĕ. Сӳреленĕ лаптăксем типĕ, паян Элекçи тӳрех культиваци тума тухрĕ. Гришка кĕр калчи сӳрелет.
— Сӳреленин усси çук. Ĕç кунĕ тăккалани кăна, — хирĕç пулчĕ Трофим Матвеевич.
— Ваттисем каланă тăрах, кăçалхи çур шăрăх килет. Çавăнпа нӳрĕк сыхласа хăвармалла, — çине тăчĕ Павел. — Сӳрелени хăй хакне кăларать.
Вăл хушнипех платниксем кĕреш юмансене чутласа катоксем тума тытăнчĕç. Кăçал вăл пĕр лаптăка та пусмасăр хăварасшăн мар. Капла тырă хăвăртрах шăтать, çурхи нӳрĕк пĕтиччен вăй илсе юлать.
Кĕрлет трактор. Ĕçлеме ырă. Павел кабинă алăкĕсене иккĕшне те илсе хучĕ. Варкăш çил кĕлеткене, çан-çурăма уçăлтарать.
Хĕвел анас чух Трофим Матвеевич çитрĕ. Йĕнерлĕ юлан утпа. Çĕре сиксе анса лашине чĕлпĕр вĕççĕн çавăтрĕ. Чарăнчĕ. Чĕлпĕрне вĕçермесĕрех аттипе сухаланă çĕре сире-сире пăхрĕ, унтан кукленсе ларсах аллипе чавалама тытăнчĕ. Трактор ун патнелле çывхарнă май, хăранă лаша хуçине каялла сĕтĕрме пикенчĕ.
«Эккей, ăнман чĕрчун, — шухăшларĕ Павел, моторне чарса. — Ĕмĕрĕнче трактор курман пекех хăрать.
Председатель кăмăлсăр. Ăна Павел çĕре аничченех сисрĕ. Акă, хăй патне пынă-пыманах калама та пикенчĕ:
— Тăранмаслах хăтланатăн, парторг. Кунта эс аллă гектарах çавăрса илтĕн. Çав курăк тымарĕсем çинче тыр пулать тетĕн-и? Ахалех çунтаратăн соляркăна. Мĕн усси пултăр? Каларăм эп сана: вунă гектарпа çитет тесе. Кирек епле ватăран ыйт: кунта Çавалкас пуçланнăранпа тырă мар, курăк та ӳсмест. Мĕн ку сан! Сыснасене кăларса ярсан, лайăхрах çемçетеççĕ. Пĕлмес: мĕн тума кирлĕ çак плуг? Чи вăйлă трактор унпа ларать. Ме, вула райхаçат: уй енчи колхозсем акса пĕтереççĕ, эпир тытăнман. Çынсем Хисеп хăми çине лекеççĕ, пире хура хăма кăна, — хĕрӳленчĕ Трофим Матвеевич.
— Коммунист сăмахĕ: çĕр сая каймасть, — çиелех хăпарнă арлан тăприне чавса кăтартрĕ Павел. — Тырри те улăхринчен кая пулмасть. Хисеп хăмине ăна, Трофим Матвеевич, çур акине хăвăрт вĕçленĕшĕн мар, вăйлă тыр-пул пухса кĕртнĕшĕн тумалла. Ят илес тесе, лапра çине акаймастпăр.
— Район ăна пĕлмест. Паян та инспекцинчен виçĕ хут шăнкăравларĕç: акăр та акăр. Мĕн тетĕн эсĕ? Çĕр гектар акрăмăр, тесе сводкă патăмăр.
— Акма тытăнман та, — пӳлчĕ председателе Павел. — Тытăнмалла ĕнтĕ. Эс те кунта лапăртатса ларатăн. Тăватă сеялкă кăкарса кĕрлеттермелле кăна.
— Эп кăна, Трофим Матвеевич, сухаласах пăрахатăп. Ыран урапаллă тракторсене кăларатпăр.
— Эх, кутăн та эс, — терĕ председатель. Унтан, кăштах шухăшласа тăнă хыççăн, атă кунчине чĕлпĕрпе çапкаларĕ. Тусанланнă кунча çинче йĕрсем тăрса юлчĕç.
— Трактортан сан уйрăлмах тивет. Эс кунта аппаланатан, ыттисем тем мурĕ тăваççĕ. Вĕсене кам тĕрĕслет? Эс бригадир вĕт. Кам ыттисен ĕçне виçет, кам ĕç кунĕ парать? Манăн пăхса çитерме вăхăт çук.
— Çемене эп каçхи сменăна тухма хушрăм, — тавăрчĕ Павел.
— Эп Якур Типушкина тупрăм. Вăл ыран ĕçе тухма пултарать. Паллатăн-и? Вăрманпромхозри тракторист. Вĕсене халь шала. Сăр хĕрне хăвалаççĕ. Якур каймасть. Килĕ-çурчĕ ялта, арăмĕ колхозра ĕçлет.
— Аван çын.
— Эп усаллисене суйламас, — куланçи пулчĕ председатель. — Пĕтĕм шанчăк халь сан çинче. Ыран эп вăрманпромхоза каятăп. Унта икĕ-виçĕ кун иртет. Çынсем тырă акчăр, эп, ак, укçа пухса кĕртетĕп. Вĕсен çурчĕсене илесшĕн, — куçĕсене чеен ялкăштарчĕ Прыгунов. — Давай, тĕрĕслесех тăр.
— Пирĕн ĕç, тырă шăтсан, хăех курăнать, — тавăрчĕ Павел.
— Шăтсан тин, кая юлать, — утланса ларчĕ председатель.
Сыв пуллашмасăрах лашине юрттарчĕ.
2
Вăрманпромхоз директорĕ каçхине шăнкравласан, Трофим Матвеевич йăлтах канăçне çухатрĕ, чан сассине илтнĕ пушар лаши евĕр тăпăртатрĕ: пĕрре бухгалтерине кĕчĕ, счет çинчи укçа хисепне тĕрĕслерĕ, клубран Марьене чĕнтерсе пычĕ. Ыран ирех каймасан, ытти колхозсем ĕлкĕрме пултараççĕ.
Укçа. Çав хытах шухăшлаттарчĕ ăна. Пулас тупăш çунатлантарса ячĕ. Анчах колхоз счечĕ, çинчи пĕр çурт илме çитĕ-и, çук-и? Перекет кассине хăй хунипе усă курсан?
Марье сăмах та чĕнтермерĕ.
— Çири кĕпене хывса парса, хăв çатта çарамас юл, — тавăрчĕ арăмĕ.
Трофим Матвеевич укçана хай ячĕпе хуманшăн кулянса кайрĕ. Пĕрре амĕш хут вăл хĕрарăма виçесĕр шаннипе хăй ытла та вăйсăр тăрса юлнине ăнланчĕ. Каллех техничкăна чĕнсе илчĕ. Ирхине, тăватă сехет тĕлне, правленине Павела, Виктор Андреевича, бригадирсене чĕнме хушрĕ. Çивĕчленсе кайнă ăс-тăнĕ тĕлĕнмелле хăвăртлăхпа ĕçлерĕ: вăл укçа тупатех.
Каçхине вăл пĕр-икĕ сехет кăна çывăрчĕ, Марьене вăратас мар тесе, хăех çăмарта ăшаласа çирĕ. Правленине çитнĕ çĕре чĕннисем пурте пухăннăччĕ ĕнтĕ. Кашнинех ал пачĕ. Тĕлĕнчĕç вĕсем: Трофим Матвеевич унашкал пулакан Марччĕ.
— Юлташсем, — пуçларĕ вăл, — Май уявĕ çывхарать. Эпир государствăна уявччен вăтăр тоннă аш сутма обкомах сăмах патăмăр. Самăртнă сысна сахал, пăрусем начар, çавăнпа пĕр аллă пуç лаша ăсатма тивет. Кашни бригадăран вуншар лаша.
— Мĕнле лаша? — тĕлĕнчĕ Санька, — Ман бригадăра пăрахăçлани çук, кӳлмеллисем пурте сӳрере.
— Анкартисене мĕнпе сӳхалас? Свет юписене мĕнпе куçарас? Вунă лаша парсан, кӳлмелли те бригадăра сакăр пуç кăна юлать, — хутшăнчĕ пĕр эрне каялла бригадира лартнă Федор Васильевич.
— Унпа çитет. Тракторсем пур халь, сухалăр. Павел пурин валли те çитерет.
— Пĕтĕм уя сӳрелесе пĕтермесĕр пĕр лаша та ямастпăр, — татса каларĕ Павел. — Хĕвел епле çунтарать, вĕри çил епле вĕрет... Çуллахи пек шарăх халь. Нӳрлĕхе хупласа хăвармасан, кăçал тырăсăр юлатпăр.
— Лашасемсĕр епле юлас? — иккĕленчĕ Митрофанов бригадир. — Виççĕшĕ паян вăрлăх патĕнче, пĕри горючи турттарать, тепри — шыв. Вунă лаша ярсан, пĕтĕмпе те çиччĕ юлать. Сӳрелемелли тата çĕр гектар.
— Çур аки пĕтмесĕр ямастпăр, — çине тăчĕ Павел.
— Яратăр! — сасартăк çĕкленсе сĕтеле чышкипе çапрĕ Трофим Матвеевич. — Кунта кам хуçа? Эпĕ-и е Кадышев? Эс ху сакăр вунă лаша вăйлă тракторпа лĕпĕрти ĕçпе супатăн. Сӳрелемелле пулсан, сӳре! Манпа ан хуçалан.
Павел татах çакна ăнланчĕ: председатель унăн ĕçне сая каякан ĕç тесе ĕнентерме пăхать. Ĕнер çынсем вăл сухаланине тухса пăхрĕç, хăшĕсем куçранах, «уссăр ĕç», тесе кӳрентерчĕç.
«Йыварлахсем сахал мар пулĕç, ан хăра, ан чак..» — шухăшларĕ Павел хăй ăшĕнче.
— Ачи çураличчеяех суккăр пулать, тесе ĕнентеретĕр, Трофим Матвеевич. Аксан куратăр. Анчах сӳре пĕтмесĕр пĕр лаша та ямастпăр — çирĕппĕн тавăрчĕ Павел. — Май уявĕччен тата икĕ кун.
— Яратăр! Кăнтăрлаччен сӳрĕр, кайран тăварса çитерĕр те — мясокомбината. Хушнине пурте тунă пултăр, ахаллĕн ыранах бригадирсене улăштаратăп. Марш ĕçе! Тăратăр кахал салтак пек палкаса, — янрарĕ председатель.
Павелпа Виктор Андреевич тата бригадирсем пĕрле урама тухрĕç.
— Аслати иртрĕ, çанталăк уяртать, — терĕ Виктор Андреевич, фермăсем еннелле утса. Павел, эс молодец. Матвейч пуртăпа касать, эс чул пек хăнк та тумастăн.
— Ун кантри пиçĕ пулакан, — хутшăнчĕ Федор Васильевич.
— Тепĕр тесен, — чарăнчĕ Виктор Андреевич, — юмана çил-тăвăл кăкласа пăрахсан та, ӳкнĕ чух тĕпĕ йывăç çине çапăнсан та, вулли хуçăлмасть. Председатель тесе, пĕлнĕ çĕртех йăнăш çулпа каяс-и?
— Павел майлă ма пулмарăн? — йĕкĕлтерĕ ăна Санька. — Халь сан урăхла философи.
— Эп вăл мĕн тăвасшăнне ăнланса та юлаймарăм, — тӳрре тухма хăтланчĕ Виктор Андреевич.
— Коммунистсем халлĕхе пĕр шухăшлах мар-ха, — шухăшларĕ Павел, хирелле утса...
Трофим Матвеевич конюх илсе килнĕ ăйăр çине утланса района тухса кайрĕ. Ĕç пуçланнă тĕле вăрман-промхоза персе çитрĕ.
Директорпа вĕсем туслă. Пĕр чĕлхе часах тупăнчĕ:
— Клуба параймастăп, ăна райĕçтăвком йышăннă тăрăх, шкула памалла. Пысăк çуртсенчен столовăя, икĕ общежитие илме пултаратăн. Ыттисене хăв кайса суйла. Асăн Михаил Петровича. Шел, урăх ĕçлейместĕп, пенсие кайма вăхăт çитрĕ, — пĕлтерчĕ директор.
— Трофим Матвеевич ырă тунине манмасть, уяв чух апат-çимĕçĕ манран, — ялкăшрĕ председатель, директора лăпкаса.
Бухгалтер çуртсен хакĕсене çырса хунă баланс кĕнекисене йăтса кĕчĕ. Çурчĕсен хакĕсене усă курнăшăн тата çулсем иртнĕрен мĕн чухлĕ чакарнине шутласа кăтартрĕ. Йытă çӳппи çеç-мĕн.
Трофим Матвеевич вăрман пункчĕсĕне тухса кайрĕ. Çулне вăл вăрман витĕрех, утара каякан сукмакпа тытрĕ. Уйăх ытла кӳлмесĕр тăнă кăвак ăйăр вырăнтан ташласа хускалчĕ.
Вăрман çĕрĕ типме те шухăшламасть. Лаша ури пусмассеренех палăрмалла йĕр юлать, чĕрни айĕнчен е лачăртатса, е сирпĕнсех шыв тухать. Унта та кунта çеçпĕл чечекĕсем курăнаççĕ, темĕнле палламан вĕтĕр-вĕтĕр курăксем симĕсленсе кайнă, сап-сарă чечексем тапса тухнă. Сертесем пăт-пат çеç курăнкалаççĕ пулсан та, вăрмана ун шăрши сарăлнă. Киленсех сывлать Трофим Матвеевич.
Кайăксем юрлаççĕ. Вĕтĕ-вĕтĕ кайăксем. Хăш чухне вĕсем лаша ури айĕнченех, тепĕр чух пуç тăрринчи турат çинчен çĕкленсе, пăр! çеç вĕçсе каяççĕ. Çывăхрах улаппа макăрать: «У-ӳ-кĕп — ви-лĕп, ӳ-кĕп: — ви-лĕп». «Ухмахшăн ӳксе вилмелле-и, пурнас пулать ĕç ăннă -чух», — шухăшлать Трофим Матвеевич. Улаппа кĕвви ăна урăхла илтĕнет: «Васка-васка». Юман тăрринчи курак икĕ хутчен кăшкăрчĕ. Унăн пĕр тĕрлĕ сасси те хальхинче урăхларах тухнăн туйăнчĕ: «Каях! Кая-ях!»
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...