Çавал сарăлсан :: 10. Тарăн касă
— Арăму пекех пулчĕ ĕнтĕ вăл. Ял пĕлет халь сирĕн çинчен. Пĕтĕм Çавалкас калаçать, — тавăрать чалма çыхнă хĕреснашшĕ.
— Пĕлеççĕ пулсан — пĕлччĕр! — кăшкăрса ярать каччă.
Хăй сассинчен хăй шартах сиксе вăранать Павел. Чӳречерен шаккаççĕ-мĕн.
Колхоз технички ăна хут тыттарчĕ, Марье çырнăскер.
«Кадышев юлташ! Паян С-80 тракторпа е культиваци тума, е тулă акма кай. Трофим Матвеевич вăрман таврашĕнче сухалама чармашкăн хушрĕ. Прыгунова».
— Акă, тавăрать те, — тĕлĕкне аса илчĕ Павел. Неушлĕ тĕлĕк тени тĕрĕсех пулать? Пулма пултараймасть.
Ăна Марье каçхинех çырнине пĕлеймерĕ каччă.
4
Владимир Сергеевич бюросем ирттерекен залран такам тапса кăларса янă пек васкаса тухрĕ. Тулти алăкне шартлаттарса хупрĕ, приемнăйри пĕртен-пĕр чӳрече кантăкĕсем сиксе чĕтренчĕç. Асăрханса тем шухăшланăн, икĕ-виçĕ утăм турĕ, тарланă çамкине шăлма аллине çĕклерĕ. Сисеймерĕ пулас, шăлса илнĕ чухне куçлăхĕ аяккалла ывтăнса кайрĕ. Чăнкăр! — турĕç куçлăх кантăкĕсем юман паркет çинче. Ванчăкĕсем урайне салаланса сирпĕнчĕç.
Хĕрелнĕ пичĕ сасартăках шурса кайнăн туйăнчĕ, куçĕ хăйĕн тĕлсĕррĕн пăхать. Вăл çухалса кайни таçтанах палăрать. Куçлăхĕ ӳкнĕшĕн çеç кăштах çӳçеннĕ пек пулчĕ.
Прнемнăйра паян Оля дежурствăра тăрать. Пĕр вăтăрсенчен иртнĕ хĕрарăм вăл. Çивчĕ чĕлхеллĕскер. Владимир Сергеевича куçлăхне илсе пачĕ.
— Савăт-сапа телее сиссе арканать, теççĕ. Куçлăх мĕне сиссе арканать? — ыйтрĕ Оля, инструкторпа çепĕçрех пулма тăрăшса. Вăл та пулса иртнĕ трагедие ăнланчĕ пулас, ытти чухнехи пек, Владимир Сергеевича йĕкĕлтемерĕ.
— Тавтапуç, — хăйне алла илме тăрăшрĕ Владимир Сергеевич. — Куçлăх вăл, Олечка, инкек-синкеке сиссе ванать. Пушкин пек каласан: «То вознесет его высоко, то броснт в бездно без следа». Çӳле илсе хăпартрĕç малтан. Кайран тĕпсĕр авăрах пăрахрĕç. Мĕншĕн? Альтруист пулнăшăн, парти, çĕршыв интересĕсене чи малти вырăна лартнăшăн. Кăтартрăм районта хам инициативăна, — терĕ Владимир Сергеевич. Унăн питĕнче йĕрĕнчĕклĕ кулă çуралчĕ.
Оля ăна йăпатасшăн кулчĕ курăнать, анчах хăй инструктора юратманни палăрчĕ-палăрчех. Е чĕлхине чараксăртарах тыткалама хăнăхнăран çапла пулса тухрĕ-ши?
— Аптрамăр-ха эсир... Хăшĕсем авăра ӳксен те путмаççĕ.
Инструктор хăйне вăйлах тивертнине ăнланчĕ, çапах шутлеме пăхрĕ:
— Тĕрĕс, Олечка. Тислĕк путмасть, шлепке путмасть. Çапах мана асăнма васкасах çурта лартрĕç. Çӳле çыратăп. Вĕсем вĕрсе сӳнтерме пултараççĕ. Эп хамшăн мар, парти интересĕсемшĕн тăрăшнă, — хурав-ларĕ вăл, секретарь илсе панă куçлăх çаврашкине хыпаласа. Приемнăйĕнчен вăл коридора пĕкĕнмесĕр, пуçне каçăртса тухса кайма тăрăшрĕ. Алăка уçсан каялла çаврăнчĕ, тĕссĕрлене пуçланă куçĕсемпе Оля çине пăхрĕ те:
«Будь, словно, дуб, который,
Попав под ураган,
Хоть выворочен с корнем,
Но не согнул свой стан», —
тесе хăварчĕ.
«Артист — шухăшларĕ секретарь, — пулса çитеймен артист».
Кăштах тăхтасан обком бюровĕ саланчĕ. Варринче кавир сарнă приемнăя бюро членĕсем, пай заведующисем тухрĕç, сектор заведующийĕ хутсем йăтса, хыпалансах иртрĕ. Шăп коридор калаçупа тулчĕ.
Советсен çурчĕн вестибюльне ансан, Василий Иванович çăмăллăн сывласа ячĕ. Акă, иртрĕ те вăл кĕтнĕ бюро. Виçĕ сехет еннех тăсăлчĕ пĕр ыйту. Малтанах çырса хунă йышăнăва та пăсма лекрĕ. Райком секретарьне айăпламалла çырнăччĕ унта Владимир Сергеевич. Обком инструкторĕ хăй такăнасса шута та илмен. Василий Иванович хăйĕн тата райком йăнăшĕсене йышăнчĕ. Халăх пуçарăвĕ тесе, хăш-пĕр колхозсем çăмăл çул çине тăма пикеннĕ, вĕсене вăхăтра тӳрлетмен. Акă ун айăпĕ. Анчах вăл çеç айăплă-и? Мĕншĕн патшалăха улталама хăш-пĕр çӳлте ĕçлекенсен те хĕтĕртмелле? Мĕншĕн хăшĕ-пĕрисем района пысăк обязательствă илме хистеççĕ? Вĕсем пĕчĕк ачасем мар, хăйсен вăйне хăйсем пĕлеççĕ. Мĕншĕн Владимир Сергеевич паман аш-какайшăн панă тесе, суя квитанци çыртарттарать? Мĕншĕн колхозниксенчен аш сутăн илсе плана тултармалла?
Василий Иванович сăмсине столовăйран тухакан апат шăрши кӳ-кӳ пырса çапрĕ. Вăл халь тин иртенпе апат çименнине аса илчĕ, хырăмĕ выçса кайнине туйрĕ. Киле кайиччен апат çиме, тесе, Советсен çуртĕнчи столовăя кĕчĕ.
5
Марье нарядне Павел пĕр сăмахсăрах пурнăçларĕ. Çеменпе иккĕшĕ вĕсем çĕнĕ плугпа пĕр çирĕм гектар ытларах сухаласа пăрахма ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ. Çав лаптăк çине Павел Володьăна дисклă культиваторпа культиваци тутарчĕ, хĕреслĕ майпа тулă акса хăварттарчĕ.
— Мĕнех вара, малтанлăха çирĕмпе те çитĕ, кĕркунне кĕрхи çĕртме лаптăкне ытларах сухалăпăр, — шухăшларĕ каччă.
Павел, тракторне Çемене парсан, хăйне ирĕклĕн туйрĕ. Сӳререн тăварсах лашасене аша панă хыççăн тата хăй тракторне сухаланă çĕртен акма куçарнăранпа Трофим Матвеевичпа каччă хушшинче сивлеклĕх çуралчĕ, хăйсене вĕсем хĕсмет çыннисем пек çеç тыткаларĕç. Колхоз председателĕ унпа канашлама пăрахрĕ, правленине çитсе кĕнĕ çĕре ун валли хатĕр нарядсем выртатчĕç.
Каччă ал сулчĕ кăна: унăн халь чăркăшланса тăма вăхăт юлмарĕ. Вăл агитаторсене пухса канашларĕ, вĕсене бригадăна ячĕ, боевой листоксем кăларма пулăшрĕ. Запаслă пайсем илме РТСа кайса килчĕ, пĕр хутчен куçса çӳрекен мастерскоя чĕнме тиврĕ. Пушăрах вăхăтра вăл хăех çĕр картти тума тытăнчĕ: йӳçек тăпраллă лаптăксене палăртрĕ.
Тата тепĕр ыйту хумхантарчĕ Павела: ăвăслăх уйĕнче çĕр гектар еннех клеверпа тимофеевкă çĕрсе кайнă. Ăна халех сухаласа акмалла-ши е кĕркунне кăна пăсса ыраш акмалла? Çак ыйтупа вăл Трофим Матвеевич патне кайрĕ, анчах ăна тĕл пулаймарĕ. Техничкă каланă тăрăх, вăл кунĕпех вăрманта-мĕн; ăна уй енчен килнĕ колхоз председателĕсем, колхозииксем канăç памаççĕ. Çаплипех вăл илнĕ çуртсене сутать имĕш, колхоз машинисем те йалтах çуртсем пăсса турттараççĕ. Вăрлăхсене лашасемпе илсе тухаççĕ, ĕлкĕрмен чух тракторах яма тивет.
Паян ирхине Павел чӳрече умĕнчи машинă сассипе вăранчĕ. Тахăшĕ чӳречерен хытах шаккарĕ. Павел васкасах тумланса чӳрече каррине сирчĕ, чӳречине уçрĕ.
— Сирĕнпе эп кăмăллă, — терĕ председатель, типпĕн , сывлăх суннă хыççăн. — Акса пĕтернĕ терĕç. Çаплах-и?
— Тĕрĕсех, — тавăрчĕ Павел, анасне пытарса. — Кантăр та акнă, çĕр улми лартатпăр. Хура тулпа вир кăна юлать.
— Маттур. Çавна ан ман: уй-хир ĕçĕсемшĕн эс полнăй ответ тытатăн. Ман ерçӳ çук. Колхоза эрнере пĕр аллă пин тупăш патăм. Ĕç пĕтмен-ха, тепрер аллă пин çаклатма пулать пуль. Трактористусене савăнтар: икĕ электростанци туянтăмăр. Айта, ăçта каймасть, патшалăх лини килсе парасса кĕтмĕпĕр. Йывăçĕ халь мастерской тумалăх та, сутлăх та пур. Ерçӳллĕ тракторусене вăрмана яр, — наряд панă пекрех каларĕ председатель.
— Авăслăх уйĕнчи клеверпа мĕн тумалла? Унта курăкĕ çуккăпа пĕрех. Пушанакан тракторĕсене çавна пăсма куçарасшăн.
— Клевер. Юлтăр. Катаран сип-симĕсех курăнать.
— Çум курăкĕ вăл, Трофим Матвеевич.
— Ну, тăхта, хам пăхмасăр ан пăсăр, — машинă кабинине кĕрсе ларчĕ председатель. Хăй ăçта каяссине те шарламарĕ, хирелле тухнă тăрăх çеç вăл каллех вăрмана кайнине ăнланчĕ.
Тăпрари нӳрĕк пĕтмен-ха, Павел, мĕн пулать те мĕн килет тесе, Çемене каллех хăй плугĕпе кивĕ лаптăках сухалама хушрĕ.
6
Володьăн чĕри тинех хăй вырăнне ларчĕ.
Кукурузă ани çине тислĕк çителĕклĕ таран кăларчĕ.
Витесем патĕнчи янкара РТСран чĕнсе илнĕ мăшинăсемпех турттарчĕç, колхозниксем вара салатса пачĕç.
Унтан пĕр хут культиваци туса пĕтерчĕ. Татах çум курăкĕ шăтасса кĕтрĕ. Тухма пуçăнсанах иккĕмĕш культиваци турĕ. Кăçалхи пек ĕç ăнсах пыманччĕ-ха ун. Кăпăк пек çемçе, пăрçа пек структурăллă тăпра унăн чунне çунатлантарсах ячĕ.
— Гектартан пин центнер симĕс массă илетĕп. Вăрри аллă центнертан кая мар пулать. Кăтартам сире комсомол мĕн тума пултарнине, — ывăçласа юхтарчĕ вăл тăпрана.
Кашни кунах Володя çĕр температурине виçсе пăхрĕ. Кăнтăрлахи апат хыççăн, градуснике ĕненмесĕр, Çавал хĕрринчи çĕмĕртлĕхе чупрĕ. Çук, çĕмĕрт çурăлайман, сапакисем лаштăрах усăнса аннă, анчах чечек чăмăрккисем уçăлса каяйман. Ытти çулхи сăнавсем тăрăх, вăл çавна пĕлет, çĕмĕрт çурăлсан, кукурузă акма юрать.
Кĕтнĕ вăхăт çитрĕ. Пĕр ирхине ирех Çавал хĕрринчи улăха кукурузă вăрлăхĕ тиенĕ лав тухрĕ. Володя сеялкăсен витрисем çине вăрлăхлăха хăй тултарчĕ, аллипе тикĕслерĕ. Малтан туп-турĕ йĕр тума ӳлăх леш енне Гайкă Ваççин карттусне çакнă шăчча кайса лартрĕ. Хусканчĕ трактор. Пĕр çирĕм метр кайсанах сеялкă мĕнле акнине анса тĕрĕслерĕ:
— Витрисене сăнаса пыр, вăрлăх юхать-и? — хистерĕ тракторист Ваççука.
Тĕрĕс тăваткалсем тумалли виçĕ пăралукне вăл малтан хăех анса куçарчĕ, çав хушăрах хăйпе пĕрле акма тухнă ачана та вĕрентрĕ. Халиччен туман ĕç çăмăлах мар: е хытă карăнтармастăн, е тĕрĕс лартаймастăн.
Малтанхи кунне ĕç кал-калах пымарĕ: пĕрре тракторăн картерĕнчен системăна çу пыма пăрахрĕ. Айăпне тупса юсассишĕн икĕ сехет иртрĕ. Çапах тултарчĕç нормăна. Ваççук та хăнăхсах пычĕ. Çамрăк ача çивĕчлĕхĕ Володьăна савăнтарчĕ: трактор çавăрăннă çĕре виçе пăралукне те куçарнă, тракториста турĕ тытса пыма кăтартакан йĕр тумалли диска та антарнă. Улăхра мĕн хевел тухса сĕм çĕрлечченех трактор сасси кĕрлере. Виççĕмĕш каçхине тракторист Ваççука килне те ямарĕ:
— ГЭС пӳртĕнче çывăратпăр, — терĕ вăл. Çăвăнма вĕсем Çавал хĕррине анчĕç. Володя пилĕк таранах хывăнса çăвăнчĕ, Ваççук аллипе питне çеç йĕпеткелерĕ.
— Мĕн сивĕрен хăратăн? Хывăнсах çăвăн, — хистерĕ вăл хăйне пулăшакана. — Салтака илсе кайсан, хĕлле те çарамасах урамра физзарядкă тутараççĕ. Хăнăх.
Çывăрма ăшах пулмарĕ Ваççук улăм ури тĕпĕнче юлнă улăма темиçе çĕклем илсе килсе хучĕ. Вĕсене урайне тăсăлса выртрĕç. Ывăннă каччă тĕлĕрсе кайма пуçласанах, Ваççук ăна тĕрлĕрен ыйтусемпе аптратрĕ:
— Мĕншĕн сана Социализмла Ĕç Геройĕ ятне памаççĕ?
— Пурне те парсан, çур çĕршыв герой пулать. Çывăр.
— Гектартан пин центнер илсен, мана Мускава яраççĕ-и?
«Мускава?» сасартăк ыйхи вĕçет Володьăн. Ку шухăш ăна та канăç памасть. Унăн тахçанах çĕршыв чĕрине çитсе курасси килет. Ăçтан пĕлтĕр вăл ярассипе ярас маррине. Хыт кукар Трофим Матвеевич путевкă парсассăн та урăх колхоза сутса ямалла. Анчах епле-ха ача кăмăлне хуçатăн?
— Яраççĕ. Кĕркунне кукурузă пухса кĕртетпĕр те, иксĕмĕр Мускава тухса каятпăр. Выставкăна çитсе куратпăр, метрора тăраниччен ярăнатпăр, университета, Кремле çитсе куратпăр.
— Мавзолея кĕретпĕр-и?
— Унсăрăн мĕнле Мускава кайни пултăр.
— Сана ярĕç те, мана ярас çук, — ассăн сывлать Ваççук. Унăн айĕнчи улăм чаштăртатать.
— Тупрăн юрă. Эпир иксĕмĕр çĕр гектар çинче ӳстеретпĕр. Асаннепе мар. Мана чĕнсессĕн, сана та чĕнеççĕ. Çывăр. Çитет халап ярса. Сана ыран виççĕрех тăрататăп.
— Тăхта-ха, Володя, партие миçе çула çитсен илеççĕ? — каллех аптратать Ваççук.
— Тунрăн калаçу. Унта иксĕмĕр пеккисене илмеççĕ. Малтан ĕçпе чапа тухмалла. Ленин коммунистсем пирки мĕн каланă? — сасартăк ыйтать Володя. Ку ыйтуран вăл хăй те хăраса каять. Мĕн каланă, чăнах? Эх, çакăнта Завьялов пулсан...
— Эп ăçтан пĕлетĕп, — хаштах сывласа ярать Ваççук.
Ăçтан намăс куртăр-ха комсорг? Ăнлантараймасан, вăл комсорг та мар.
— Ленин çапла каланă: малтан коммунистла ĕçлеме вĕренмелле, вара партие кĕме юрать. Сан ĕçӳ çине пăхса ял çыннисем: вăт ку Ваççук, партие кĕме тивĕç çын теччĕр.
— Пин центнер илсен, эп кăçалах кĕресшĕн.
— Вăт, санпала. Кам илет сана вун саккăра çитмесĕр?
— Тепĕр уйăхран эп вун ултта каятăп. Гектартан пин центнер илсен, Василий Иванович яла килет-тĕк, тӳрех çапла калĕ ак: кĕр, Ваççук, партие, çитет комсомолра тăрса, эс самай парти этемĕ.
— Çывăратăн-и эс кĕçĕр, парти этемĕ, е çук? — тарăхнă пек тăвать Володя.
— Юрĕ, çывăратăп, — тавăрать Ваççук.
Ирхине вĕсем тухăç кăвакара пуçласанах шăнса кайнипе вăранчĕç. Ыйту палли пек хуçланса выртнă Ваççука Володя çĕклесе тăратрĕ:
— Марш зарядкăна! — канăç памарĕ вăл. — Чуп, чуп! Мĕн ревматизмлă старик пек тăратăн? Ху тата партие кĕресшĕн, — аллинчен çавăтсах чуптарчĕ Ваççука каччă. — Санран эп тата çулталăкран чăн-чăн этем тăватăп, — ахăлтатрĕ комсорг, пилĕк таран хывăнна Ваççука шывпа сирпĕтсе.
— Эс мана тракторпа çӳреме вĕрент, — пачах та кӳренмерĕ лешĕ.
— Вĕрентетĕп çеç мар, çулталăкран трактора ху хăлхуна курнă пек пĕлме пуçлатăн.
— Яланах сан шăл йĕресси.
Çур сехетрен трактор сасси пĕтĕм улăха янратса ячĕ. Кунĕ уяр пулчĕ, çавăнпа мĕн тĕттĕм пуличченех вĕçлерĕç.
— Миçе гектар акрăмăр пулĕ? — кăсăкланчĕ Ваççук.
— Çирĕме çитрĕ пуль...
Тепĕр ирхине те уяр пулчĕ. Кăнтăрла иртсен, вĕсем акса пĕтерчĕç. Юлнă вăрлăх миххисене лавçăран парса ярса Володя акнă участока катокпа тикĕслесе тухасшăнччĕ, анчах вăрман хыçĕнчен кăвакарса çĕкленекен пĕр лаптăк пĕлĕте курсан, вăл шухăша пăрахрĕ.
— Çутçанталăк хăех пулăшать, — терĕ вăл, тракторне тапратса. Вĕсем, сеялкине кăкарса, кивĕ ГЭС çурчĕ патне те çитеймерĕç, çумăр вĕтĕртетме пуçларĕ. Вăйланчĕ. Чарăнсах тăма тиврĕ. Иккĕшĕ те хăйсем çывăрнă çурта тарса кĕчĕç.
— Турри хамăрпах мар-и? — савăнчĕ Володя. — Ак ислетет. Трофим Матвеевича ĕç кунĕ перекетлесе парать. Хыт кукарăн таçтан та ăнать мар-и? Так, — аллине çĕмрĕк чӳрече витĕр тăсрĕ вăл. Çурт аркинчен тумлакан тумламсем, ывăç тупанĕ çине çапăнса, чăлтăр та чăлтăр саланаççĕ.
— Кукурузă пулать, — ӳсĕрсе илчĕ Ваççук.
— Пулать çав. Пирĕн пулать.
Çĕр улми лартакан Элекçипе Гришка тракторĕсемпех кĕрлеттерсе çитрĕç. Моторĕсене чарса, иккĕшĕ те Володьăсем патне чупса кĕчĕç.
— Эпир те лартса пĕтертĕмĕр. Сире тăнине куртăмăр та килес теремĕр. Вунă кун курман пуль, — кепкине хывса силлерĕ Элекçи.
Трактористсем улăм çине ларчĕç, Гришкăпа Элекçи пирус пачки кăларса мăкăрлантара пуçларĕç.
— Санькăн туйĕ хăçан? — ыйтрĕ Гришка Володьăран.
— Пĕлсех каймастăп çав. Çитес шăматкун, терĕç.
— Мĕнле вара вăл комсомол туйĕ? Мĕн вĕсен çынсем пек авланма килĕ çуккă-и? Беда хальхи яш-кĕрĕмпе. Клубра авланаççĕ тата. Сăра-эрех пулать-и унта? — тĕпчĕрĕ Гришка.
— Хам та пĕлместĕп. Елена Егоровна шухăшĕ вăл. Туй мăн кĕрĕвĕ — комсомол райкомĕн секретарĕ, — тавăрчĕ каччă.
— Эс ху ма авланмастăн? Хĕр çуккă-им? Елена Егоровнах ил. Ма ăна Çавалкасран ярас? Завьялов пек тӳрккес мар, чĕлхи-çăварĕ шăпчăкăнни пек. Юрри мĕне тăрать. Кулли тата. Нарспи пек кулать. Ăна качча илсен, ик эрне апат çимесĕр пурăнмалла, — чĕлхипе чаплаттарса илчĕ Элекçи.
— Пирешкел трактористсене интеллигентсем пырас çук, — тавăрчĕ Володя. — Вăл Павел енне ытларах пăхать.
— Эс калаçăва аяккалла ан пăр, кала-ха, ма авланмастăн? — çыпçăнчĕ Гришка та.
— Ма тесе сурăх çеç макăрать. Тĕрĕсне пĕлес килет пулсан, каласа пама пултаратăп, — кулса ячĕ Володя. Вăл малтан чӳречерен тӳпе çине пăхса илчĕ.
— Çумăр халех иртес çук, анăç кăн-кăваках, — лăплантарчĕ Гришка.
— Çук, Салука енче çумасть. Павелăн участокне çумасарах хăварать. Çылăха кĕнĕ ĕнтĕ, — хуравларĕ Володя.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...