Çавал сарăлсан :: 6. Асли вырăнне асли тупăнать
Виссарион Маркович, шухăшĕнчен хăтăлас тесе, чей стаканĕ çине эрех тултарчĕ. Сывламасăр ĕçсе ячĕ. Нимĕн те çыртмарĕ. Сасартăк ăна пăчă пек тӳйăнса кайрĕ. Вăл кĕпе тӳмисене те вĕçертсе ĕлкĕреймерĕ: малтан чĕре чăтмалла мăр ыратса, чиксе килчĕ. Ăна такам курăнман та вăйлăскер кăкăртан пысăк чăмăрпа çапнăн туйăнчĕ. Куç хуралса килчĕ, сывлăш çитменнипе вăл çăварне карса пăрахрĕ... Чунсăр кĕлетке сак çине вăйсăррăн тĕшĕрĕлсе анчĕ.
Яланах ĕçнĕрен тĕлĕксемпе айланакан Петĕр тепĕр виçĕ сехетренех вăранчĕ. Пуйăс ураписем çаплах рельсă сыпăкĕсене шутлаççĕ, купере çаплах хĕрлĕ абажурлă лампă çутă сапать. Вăл сĕтел çинче ларакан эрех кĕленчине ярса тытрĕ. Пушăпа пĕрех. Эрехĕ тĕпĕнче кăна. Ăна кĕленче тутинченех ĕçсе ярсан, ăш кăштах лăпланнăн туйăнчĕ. Вырăнĕ çинчен тăмасăрах кӳршине сăнарĕ. Сĕтел çине витнĕ ейме усăнса аннă, çавăнпа вăл Виссарион Марковичăн питне курма памасть. «Аттине те хывайман иккен, урисем çĕрелле усăнса аннă. Ман хыççăн татах ĕçнĕ пулас...» — шухăшларĕ Петĕр.
Кладовщик пуçне çĕклерĕ. Унăн куçĕ умне турех парторгăн кăнтарса выртакан алли курăнчĕ. Вал темшĕн шанса хытнă этемĕн аллине аса илтерчĕ. Çакна курсан, Петĕрĕн чĕри теме сиснĕ пек шиклĕн кăртлатса илчĕ. Вăл сиксе тăчĕ.
Виссарион Маркович месерле кайса ӳкнĕ. Хулăнман куçĕсем маччаналла тĕлсĕррĕн пăхаççĕ... Çăварĕнчен юн тухнă.
— Вăрăсем вĕлернĕ... — чĕтреме ерчĕ Петĕр. Вăл тӳрех Виссарăн хура чăматанне çулса тытрĕ. Чĕтрекен аллисемпе чылай хушă чăматана уçасшăн аппаланчĕ. Укçа пачкисем курăнса кайсанах вăл çăмăллăн сывласа ячĕ, вĕсене васкавлăн хăй чăматанне персе чикрĕ. Унтан тискеррĕн кăшкăрса ячĕ:
— Виссара вĕлернĕ!
Петĕр купе алăкне пырса çапăнчĕ. Ăна питĕрнĕ иккен. Уçмаллине тулса атăрчĕ, çаплă тискеррĕн кăшкăрса коридора чупса тухрĕ.
Виссара вĕлернĕ!
Проводницă чупса пычĕ, юнашар купесенчен вăраннă пассажирсем кĕпĕрленсе тулчĕç. Ыттине Петĕр тĕлĕкри пек çеç ăс тăвать. Арзамасра шап-шурă халат тăхăннă икĕ арçын наçилккапа вакуна кĕчĕç, Петĕр милиционерсем хушшинче хăй чăматанне çĕклесе пычĕ.
Касса пăхсанах паллă пулчĕ: Чĕре порокĕ. Ĕçме тата хумханма юраман. Инфаркт ăна вилмеллех çалнă. Никам та айăплă мар. Ирĕке тухнă Петĕр телеграммă пачĕ, урăх пуйăс çине ларса килне кайрĕ...
...Виссар Марковича ял масарĕ çинех пытарчĕç. Уçланка халăх йышлă пухăнчĕ. Тупăка антарса лартсан, тăнран тухас пек макăракан Нина темиçе хутчен шăтăка сикме тăчĕ. Анчах ăна çынсем алăран вĕçертмерĕç.
Хĕрес вырăнне юман юпа лартрĕç. Тимĕрçĕ Петĕрпе Павел тимĕртен çалтăр касса кăларса, палăк тăррине çирĕплетрĕç. Райком, вăрманпромхоз, вăтам шкулпа колхоз правленийĕ чечек кăшăлĕсем хучĕç. Пытарсан та темиçе кун хушши масар çине хутларĕ халăх.
5
Хур кайăксен тӳпене савăлласа вĕçекен картисем кулленех курăна пуçларĕç. Вĕсем сассăр, ĕречĕ-йĕркисене пăсмасăр Çавал çийĕн çурçĕрелле вĕçрĕç. Килчĕ вĕсен çуначĕсем çине ларса çуркунне, йăлтăр хĕвеллĕ, ăшă çиллĕ çуркунне. Çичĕ çуллăхăн иккĕмĕш çуркунни килчĕ.
Кайăк картине тапранмасăр сăнакан Павел пĕр сăвва аса илчĕ. Ăна вăл сасăпах каларĕ:
Хур кайăксем темле инçе вĕçсен те,
Килеççĕ пĕр иленнĕ вырăнах.
Çапла, иленнĕ, çуралнă вырăнсене таврăнаççĕ кайăксем. Вĕсемпе пĕрле шанчăк, вĕсемпе пĕрле тепĕр хут вăн илсе чечекленекен тăван çĕр хăвачĕ килет. Пытаннă сĕткенсам каллех шăнса ларнă çăл куçĕсем пек тапса тухаççĕ, çывăракан папка вăранса çурăлать. Йăмрасем çинче кунĕпех кураксен сасси янăрать, вĕсем хĕрсех хăйсен йăвисене тасатаççĕ, юсаççĕ. Хăшĕ-пĕрисем ют йăвасене йышăнасшăн талпăнаççĕ, анчах хуçисем ямаççĕ.
Тимĕрçĕ лаççи çумĕнчи вăрăм шăчă тăррине Петĕр шăнкăрч вĕлли çакнă. Кăнтăр хăнисем тимĕр сассипе янракан çурт патне пыма чылайччен хăраса тăчĕç. Анчах ĕç шавĕ вăрçă шавĕ мар, вăл тупра, пуянлăх, мул туптать. Акă вĕлле патне икĕ шăнкăрч вĕçсе пычĕç. Малтан пĕри кĕрсе пăхрĕ, унтан тепри. Тухрĕç те ячĕç юрра.
— Эй, чĕмере, — çиçет Петĕр сăнĕ. — Явăçрĕç вĕт. Мăшăрлă тата. Кур-ха, Павел, мăшăрлă. Кăçал хусах пурнăçĕпе сыв пуллăшмаллах. пулать.
— Эп ĕнер хăраххăп куртăм... Кăçаллăха тахтамах тивет, — кулать Павел.
...Паян Павел тракторне юсаса пĕтерчĕ. Хурçă ут çур акине хатĕр. Анчах плуг?.. Плуг латне çаплипех ал çитмест. Райком секретарĕ те пулăшма пулнине манса кайрĕ пулас.
Павела колхоз правленин технички пырса чĕнчĕ. Парти пухăвĕ пулать имĕш.
Председатель пӳлĕмне кĕрсенех вăл алăкăн-тĕпелĕн утакан райком секретарьне курчĕ. Пичĕ-куçĕ тарăн шухăшлă.
Пукан çинче ларакан Трофим Матвеевич тарăн хуйхăллă. Вĕтĕ-вĕтĕ юн тымарлă пичĕ хăмачланнă. Çамки тăрăх сăмси çинелле анакан сенĕк евĕрлĕ икĕ йĕр суран пек хĕрлĕн курăнать. Тăнлавĕ çинче юн тымарĕсем кăвакарса çиеле тухнă. Вĕсенче чĕре таппи кăлтлатса сикни палăрать.
Сывлăх сунса ал тытрĕç. Райком секретарĕ хăйĕн шухăшне вĕçлесшĕн пулчĕ курăнать.
— Пĕлми пуличченех ĕçнĕ пулсан, унашкал вăл пĕрре кăна мар пулкаланă ĕнтĕ. Мĕнле-ха эс, Трофим Матвеевич, çавна асăрхаман? Эсир юлташлă. Пире пĕлтерес пулнă. Çын, ак, пĕтрĕ. Ĕçмен пулсан, пурăнатчĕ. Тен, операци тума пулатчĕ. Халь хирургсем чĕре суранне те юсаççĕ. Пĕтрĕ çын. Кам айăпĕпе?..
— Ĕçмесĕр кам пурăнать? Эсĕ те, эпĕ те çветтуй мар. Ĕçе пĕтернĕ ятпа сыпнă та пăртак, — тавăрчĕ председатель.
— Çын хăй сывлăхне пĕлсех хăйне хирĕç каять пулсан, вăл хăй çине ал çĕкленипе пĕрех. Унашкал хăтланма вăйсăр та чун хавалсăр çынсем çеç пултараççĕ. Виссарнон Марковича эп вăрманпромхозра чухнех пĕлнĕ. Тен, мĕнле те пулсан сăлтав пулнă? — тĕпчерĕ Василий Иванович.
— Мĕн сăлтавĕ пултăр? Парти умĕнче таса, çемьере лайăхах. Шăпăл-шапăл çын пулман, ялта ят яман,— хуравларĕ Трофим Матвеевич.
Председатель отвечĕ райком секретарьне çырлахтармарĕ пулас, вăл калаçнă май каллех утма пикенчĕ.
— Халь ĕнтĕ кулянса нимĕн те тăваймăн. Пĕр çичĕ çул каялла, эп ĕçленĕ районта, комсомол райкомĕнче питех те тĕлĕнмелле каччă Леонид Быков ĕçлетчĕ. Пуçаруллăскер, хĕрӳскерччĕ вăл. Пурнăçĕ те илемлĕ татăлчĕ унăн. Пысăк хăвăртлăхпа шыракан пуйăс айне пуласран ултă çулхи хĕрачана çăлнă чух. Хăй пĕтрĕ. Икĕ урине те касса кайнă. Юн нумай çухатнипе çăлаймарĕç... Çапла вăл этем ĕмĕрĕ, этем ĕçĕ: пĕри вилет те, тепри тупа тăвать, пĕри ялава ӳкерсен, тепри ярса тытать. Чăвашсем ун пек чух ăсли вырăнне ăсли тупăнать теççĕ-и? Эсир ларăр, ларăр, Кадышев юлташ, — Павела пукан шутарса пачĕ вăл. — Коммунистсемпе, ахаль çынсемпе калаçрăмăр. Сире ыр ятпа çеç асăнаççĕ. Вĕренме, ĕçлеме йывăртарах тейĕр. Пĕлетĕп. Мĕнле коммуниста, вăл пурнăçпа тан пырать пулсан, çăмăл? Эсир ларăр. Мĕн хĕрача пек хĕрелсе кайрăр? Ялав тыттарасшăн сире. Пуху пуçличчен хăвăнпа калаçса пăхас терĕм. Коммунистсен ирĕкĕ-ха вăл хăйсен секретарьне суйласси. Çапла-и, Матвеевич? — председатель енне çаврăнчĕ секретарь.
— Эпĕ пултараяс çук, Василий Иванович. Кĕçех уя тухатпăр, яла та тепĕр чух талăкшар таврăнаймастăн, — хуравларĕ Павел.
— Этем пултарайман ĕç çук.
— Манăн опыт çук. Эпĕ парти членĕнче те виçĕ çул кăна. Пирĕн кунта опытлăраххисем пур.
— Павел, çитĕ, — сасартăк ура çине тăчĕ Трофим Матвеевич. — Ална пар. Çавалкас республикă мар, сана обком секретарьне суйламаççĕ. Пултаратăн. Тулĕк ас ту, такăнтармалла мар. Парти енĕпе эс манран аслăрах пулатăн, анчах хăв аслине ан туй. Мана ĕçлеме ан чăрмантар. Кăна Василий Иванович куçĕ умĕнчех калатăп. Эп темиçе парторгпа та ĕçлерĕм. Тĕрлĕрен пулчĕç вĕсем. Вĕреннисем ытларах çын аллипе кăвар туртма юратаççĕ, элеклеççĕ. Ун пек ан пул, — чĕтренсе тухрĕ председатель сасси.
Павела ку сăмахсем чĕре патнех пырса тиврĕç. Унăн çав самантрах колхоз председательне вирлĕ сăмахсемпе касса татас килчĕ. Анчах унăн пĕкĕрĕлнĕ кĕлеткине, шывланнă куçĕсене курсан, хăйне тытса чарчĕ, хумханмасăр хуравларĕ:
— Элек пирки ан кулянăр. Çырман, çырмастăп та. Ачи çуралман, эсир ятне те хуратăр.
— Тĕрĕс, Кадышев, Ну-и Матвеевич, суйличченех хăйне сыхлама тăрăшать, — хушса хучĕ секретарь. Унăн питĕнче пĕрремĕш хут йăл кулă палăрчĕ.
Пуху нумая тăсăлмарĕ. Коммунистсем те сахал калаçрĕç. Çухату пуриншĕн те паллă. Çичĕ коммунист юлчĕç. Анчах вĕсем самкăрăнччĕ. Çук, ыттисем пуçĕсене усмĕç, уншăн та çаннисене тавăрĕç. Пĕрререн — иккĕ, иккĕрен — тăваттă пулĕ, мĕншĕн тесен парти вилĕмсĕр.
Павел пухура хăйĕн кандидатурине хирĕç калаçрĕ:
— Вĕренмелле. Экзаменсем вăхăтĕнче уйăхĕпех ялта пулаймастăп.
— Эпир ялтах пулатпăр! — татса каларĕ Гришка. Райком секретарĕ пуху хыççăн Павела парти докуменчĕсене мĕнле тытмаллине, çывăх вăхăтрах мĕн-мĕн тумаллине каласа пачĕ. Вĕсем ăшшăн, пĕр-пĕрне тахçанах палланă çынсем пек сыв пуллашрĕç.
— Шăнкравла, кĕрсе тух. Чĕнессе ан кĕт. Йывăрлăхсем пулассине пĕлетĕп. Пуçна ан ус. Матвеевич хăйне юратарах паракан этем. Çӳреме юраман тăкăрлăка час-часах кĕрсе каять. Хăйшĕн мар, хăлăхшăн, тесе, тепĕр чухне кăçаратпăр та. Парти йĕрне çирĕп тыт. Вăл саншăн паллă, вĕрентме кирлĕ мар. Ĕçле, хăнăх. Плугна кăçал тĕрĕслесе пăх, — аллине пачĕ райком секретарĕ Павела. — Çавна ан ман: йывăрлăхпа пĕччен ан кĕреш.
Пурте саланчĕç. Павел çеç çаплипех колхоз правленин пусма картлашки çинче тăчĕ.
Пуç урлах кая юлнă кайăк кăвакалсен кĕтĕвĕ шăхăрса иртрĕ. Вĕсем шыв илнĕ улăха васкарĕç. Кĕçех папкасем кăларма катĕрленекен йăмра турачĕсем те çилле, те кайăксен сулăмĕн сывлăшĕпе самантлăха хумханса илчĕç. Сайра çăлтăрсем палăрчĕç. Яла ĕнтрĕк хупласа илчĕ. Анатра купăс сасси янраса кайрĕ, çамрăксен кулли илтĕнчĕ. Вĕсем шăпланчĕç çеç, Çавал еннелле самаях çутă кометă вăркăнса анчĕ.
Çăлтăр ӳксен, этем вилет, тенĕ ваттисем. Чăн та ĕнтĕ, тĕнчере кăшни минутрах çын вилет, ун вырăнне темиçе çын çуралать. Кашнин хăйĕн пурнăçĕ, хăйĕн теллевĕ. Кайăксем çуркуннепе килсе кĕркунне ăсанаççĕ, курăксем ешерсе чечекленеççĕ, хăйсен йăхне тăсма вăрăсем сапаççĕ. Кашни çеçкех, кашни чунах пурнăç патне туртăнать.
.... Шутламанччĕ кунашкал ĕçе тытасса Павел. Çынсемпе ĕçлесси машинăпа ĕçлесси мар. Машинăн пĕр мотор, пĕр тĕрлĕ система. Йăлтах урăхла çынсен чĕрисем, шухăш-кăмăлĕсем урăхла. Çапах кашнинех пĕлмелле, ăста механик пек пулмалла.
...Виссарион Маркович вилни пурнăçа йăлтах пăтратса ячĕ. Виçĕ талăк чĕлкĕм куç хупмасăр çӳрени Трофим Матвеевича çапса антарчĕ, Уиăшкин кĕпе тӳмисене вĕçертсе ячĕ те Марье тухтăр патле тухса чупрĕ.
Аллă çулсене çывхаракан Илья Иванович, ангинă. хыççăл сассăр юллăскер, мăйне çăм шарфпа чĕркенĕскер, часах çитрĕ. Пĕчĕк чăматанне сĕтел çине лартрĕ те васкамасăр, нумайччен аллине çурĕ.
«Çын вилет, эс мĕн мĕшĕлтететĕн!» — тесе кăшкăрас килчĕ Марьен.
Фельдшер фонэндоскоп кăларса председатель кăкăрне итлерĕ. Юлашкинчен укол турĕ.
— Начар, Мария Сергеевна, — пăшăлтатрĕ вăл çĕтнĕ сассипе. — Район больницине леçмелле пулать.
— Виçĕ талак ура çинче. Ăçтан чăттăр этем? Лаша мар вĕт.
— Çавна калатăп та. Халь ăна канăç, канăç кирлĕ. Нимĕнте ĕçлемелле мар. Ялта ăна пĕри чăрмантарать, тепри. Çавăнпа больницăнах леçме тивет. Эп кайса шăнкравлам, вĕсен васкавлă пулăшу машини çирĕп. Сирĕн пата çитеймесен те яла кĕрет. Кунтан лашала та илсе тухатпăр.
— Ниçта та каймастăп, — сасартăк пуçне çĕклеме хăтланчĕ Трофим Матвеевич. — Больницу-масару сан. Кĕçех çур акине тухмалла. Сыватас тетĕн пулсан, ыран тепре килсе укол ту та — эп сывах, — тытăнчăклăн сăмах хушрĕ вăл.
Фельдшер, кайма хатĕрленнĕскер, тепĕр хут арчине уçса люминал пакетне кăларчĕ, икĕ тӳмине харăсах председателе пачĕ. Марьене чĕнсе илсе çапла каларĕ:
— Хăçанччен çывăрать — çывăртăр. Ан вăрат. Ăна канăç кирлĕ.
7
«Çын пӳртне кĕриччен уруна тасат», — тенĕ ваттисем. Темшĕн çав сăмахсем аса килчĕç Хапăс Петĕрне. Вăл халхаран кĕрсессĕнех такам хăйне кĕç-вĕç ярса тытас пек унталла-кунталла пăхкаларĕ. Фуфайки витĕрех кăкăр кĕсйине хыпаларĕ. Укçасем вырăнтах. Кăштах лăпланчĕ. Унтан юр ăшне кĕрсе кайса аттине тасатрĕ.
Карнă чӳречесенчен кил хушшине çутă ӳкет. Карта юпи çинче таçтан пырса çакланнă курăс пайăрки вĕçкелет. Малтан вăл Петĕре хăратсах пăрахрĕ. Витере ĕне ĕнĕрлесе ячĕ, сысна нăриклетрĕ. Çенĕк тăрринчен тумла патлатса тумлать.
Уçас тесе алăк хăлăлĕнчен те тытрĕ. Каллех шухăшсем сырса илчĕç. Трофим Матвеевич килтех пулсан? Паян ăна Марье упăшки çук чух пыма каланăччĕ. Пĕл ĕнтĕ: хăçан упăшки килте, хăçан — çук? Укçа чăматанĕ хăй аллине лекнĕренпе вăл йăлтах канăçне çухатрĕ. Кăнтăрла çеç мар, каçсерен те лăпкă çывăраймарĕ, тĕлĕксемпе аташрĕ: е милиционерсем тытма килеççĕ ăна, е укçине вăрласа кайнă. Парторг çумĕнче пулнă укçана милиционерсем акт çине кĕртрĕç. Вăл Нина патне кайса темиçе хутчен те йĕрсе кăтартрĕ, анчах укçа пирки пĕр сăмах та шарламарĕ.
Паян Марье ăна йăлтах тăнран ячĕ. Вăл ыйтса кĕллесе тăмарĕ.
— Хăçанччен эс тарса çӳретĕн? Ман укçана паянах пырса пар. Ас ту, Трофим тĕлне ан пул. Каçпа пыр. Вĕсен паян парти пухăвĕ.
— Мĕнле укçа? — тĕлĕненçи пулчĕ Петĕр.
— Хав пĕлетĕн мĕнлине. Ухмаха персе ан тăр. Мана суяймăн.
Кунĕпех шухăшсем. Ăна вĕт, çĕлен пек Марьене, улталаймăн. Пĕлет.
«Çын пӳртне кĕриччен чуну тасала таса маррине тĕрĕсле», — сасартăк урăхланса тухрĕ Петĕр пуçĕнче ваттисен сăмахĕ. Вăл çӳçенсе, чĕтресе илчĕ. Ума Виссарион Маркович тухса тăнăн туйăнчĕ. Хăранипе вăл çенĕк алăкне пĕтĕм вăйран туртрĕ. Пӳрте мĕн хушăра кĕрсе тăнине хăй те сиссе юлаймарĕ.
Кĕтесри вырăн çинче мăйĕ таранах утиялпа витĕннĕ Трофим Матвеевич выртать. Марьĕ çывăха пуканпа ларнă. Кладовщик куçĕ умне тӳрех колхоз председателĕн вилнĕ çын тĕсĕ çапнă сăн-пичĕ курăнса кайрĕ. Халь çес çенĕк умĕнче хăрани самантранах темĕнле савăнăçпа улшăнчĕ.
«Виссарион Марковичсемпе Трофим Матвеевичсем чирлеççĕ те вилеççĕ. Хапăс Петĕрĕ пурăнать», — çиçсе илчĕ пуçра шухăш. Анчах унăн хăранă пичĕ нимĕнех те палăртмарĕ. Вăл хăлхине антарнă çĕлĕкне хывса хул хушшине хĕстерчĕ, вара аран илтĕнмелле сасăпа:
— Ырă каç пултăр кил хуçисене, — тесе пăшăлтатрĕ.
Марье чĕнмерĕ. Трофим Матвеевича витнĕ утиялне юсарĕ те пӳрнипе кăмака çумĕнче ларакан пукан çине тĕллесе кăтартрĕ.
Ăнланчĕ Петĕр: лар, ан шавла.
— Ман вăхăт çук, Трофим чирлĕ, кăларса хур та кайма пултаратăн, — пăшăлтатрĕ ун умне сасартăк пырса тăнă Марье. Петĕре унăн сăмахĕсем çĕлен сăхнă пек пĕçертсе илчĕç, ялкăшакан кăвак куçне курсан, ун çине каллех Виссарион Маркович пăхнă пек туйăнса кайрĕ. Чун темĕнле сăрăлтатса кайрĕ.
— Ак мĕн пур укçа. Спаççипă, те, юрать милицисенчен çăлса хăвартăм, — чĕтрекен аллисемпе кăкăр кĕсйисене хыпала пуçларĕ вăл.
— Кунта çурри те çук, — пăшăлтатрĕ Марье, укçа пачкине сĕтел çине кайса пăрахса. — Нина кумасем валли ăçта? Тата сакăр пин пар та, манпа урăх сăмах-юмах çук, — каллех пĕçертсе илчĕç сăмахсем.
Петĕр, хĕрарăма ăнлантарма хăтланса, çул çинче мĕн пулса иртнисене каласа пама тăрăшрĕ, Виссарион Маркович хăйне ыттисенчен ытларах пĕр пин панине те пытармарĕ.
— Ăçтан пĕлем эп? Тен, почтăпа куçарнă? Мана каламан вĕт вăл. Эп ун хуралçи пулман. Эс пур, милици аллине кĕрес укçасене хăтарса килсе панăшăн тав тумастăн. Ун чухлĕ янтă пурлăх алла кĕрсен, эп урă çӳрес çук. Куратăн пуль, килнĕренпе те ĕçмен, — пăшăлтатрĕ кладовщик.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...