Çавал сарăлсан :: 6. Асли вырăнне асли тупăнать
1
Трофим Матвеевич Шулашкара кăйсан пушă алпа таврăнмасть.
Ĕлĕк, предçедателе суйличчен, суту-илӳ енĕпе ĕçлекен тусĕсем халь те ĕçлеççĕ-ха. Хăшĕ-пĕрисем службă пусми тăрăх çӳлтен те çӳле хăпарчĕç, теприсем вырăнтах талăртатрĕç, хăшĕсем аялтан та аяла анса пычĕç. Теприсем... Ялти йăла ютра юраман, терĕç. Социализм обществи, гигантла утăмсем турĕ пулин те, тĕрлĕрен йăх-яхсенчен хăтăлса çитеймерĕ. Пĕри патшалăх кĕсйине хăй кĕсйинчен уйăраймарĕ, тепри хăйне сĕрнине хирĕç пулаймарĕ... Вĕсене кирлĕ çĕре ăсатрĕç. Анчах ахаль калаççĕ-и ăслă вырăнне ăслă, ухмах вырăнне ухмах, вăрă вырăнне вăрă тупăнать, тесе. Шыв пулсан пулă пурăнать. Трофим Матвеевичшăн çынпа паллашасси темех мар: чĕлхе-çăвар çаврăнать.
Шăпа такам патне те çитерет. Кирлĕ кунта çĕрĕк çăпата та кирлĕ, асăркамасан — çĕрĕк тунката та такăнтарать. Кивĕ тусĕсемпе вăл ĕлĕк мĕнле пурăннă, халь те çаплипех: калаçмă та, хăналама та ӳркенмест. Лешсем те унăн кăмăлне аван пĕлеççĕ. Кирлĕ япала пуррине пĕлчĕ пулсан, таçта-таçта çитет те — илет. Çитменнине вăл суту-илӳ работникĕсен мухтавĕ: вĕсен ятне варалама мар, чапа кăларчĕ. Юлса пынă «Çавал» колхоз çинчен халь реопубликăра та асăнаççĕ.
Виссарион Марковича ăсатса ярсан виçĕ кунталах Трофим Матвеевич Шупашкара çитрĕ. Тракторсемпе автомашинăсем валли запаслă пайсем туянса ăсатнă хыççăн республикăри тавар базинчен тата çĕнĕ стройкăсенчен хăпма пĕлмерĕ. Района шăнкравларĕ, райĕçтăвком председателĕпе нумайччен калаçрĕ. Райсоюз счечĕпе икĕ тоннă белилă тата хăмла çыртарса илчĕ. Колкоз председателĕн критикинчен хăракан райсоюз председателĕ ырă кăмăллă Герасимов япаласене тиеме машинăсем те ярса пачĕ.
— Вот кооператор. Оперативнă! Çапла ĕçлесен сана ма мухтас мар! Маттур, Мĕн тăватăн унта? Отчет? Бухгалтерсене хăвала. Кил, кил хам кунта чух, — калаçрĕ Трофим Матвеевич телефонпа.
Чăнах та, Герасимов çав кунах «Победăпа» Шупашкара карлаттарса çитрĕ. Каçхине вĕсем халăхпа тăках тулнă «Атăл» ресторанта ларчĕç. Колхоз председателĕ шампански çеç ĕçрĕ, тусĕсене е коньякпа, е шурă эрехпе хăналăрĕ.
— Матвейч! — кăла, эп сана усал тунă-и? Туман. Хăçан эс мана пленумсемпе конференцисенче намăслантарма пăрахатăн? — çыпăçрĕ Герасимов. — Района мĕн килет, чи малтан сана, — шăлчĕ вăл куçĕсене.
— Çитĕ, çитĕ... Мĕн иртнине асăнатăн. Эс çавна шута ил: эп трибунă çине тухсанах оратор кĕççипе чирлетĕп, — шӳтлерĕ Трофим Матвеевич. — Малалла тĕкĕнместĕп сана. Халь ĕçлессе те лайăх ĕçле пуçларăн.
— Эп начар ĕçлемен. План тулса пырать...
«Эрех сутнипе план тултарма çăмăл», — шухашларĕ предоедатель, анчах Герасимова урăхларах хуравларĕ. — Вот маттур. Çавăпта чĕннĕ те сана хăнана. Ĕçрĕмĕр. Ну-ну, мана чул тума эп хĕрарăм мар, ĕçрĕмĕр...
Ирхине бавăра ĕçлекен пĕр тусĕ Трофим Матвеевичран çапла ыйтрĕ:
— Мĕн тăван кун чухлĕ хăмлапа? Колхозна авлантаратăн-им?
— Май уявĕнче колхоз ĕçки тăватăп. Ку пĕрре. Унтан колхозниксене кирлĕ. Ку иккĕ, — пӳрнисене хутлатса нимĕн кулмасăр пĕлтерчĕ вăл. Куçĕ çеç самантлăха чее хĕлхемле çиçсе илчĕ.
Машинăсене ăсатса ярсанах, Трофим Матвеевич çак таварсем колхоза мĕн чухлĕ тупăш парассипе шутлама пуçларĕ.
Белилă — дефицит. Колхозниксене кирлĕ. Ăна халь йăлăр-япăрах тупса илме çук. Хамăр çынсене кăшт хаклăрах хакпа, ют ялсене икĕ хакпа сутăпăр. Пĕлтĕр илнине кăçал та илеççĕ. Патшалăх хакĕ те пĕр кило хăмла хĕрĕх тенкĕ, пасарта кĕренкки вăтăр тăрать. Иккĕмĕш сорт ĕнтĕ. Ял çынни сортне пăхса тăмасть, лавкка хăмли хаяр, тет. Кĕç уяв тата: мункун, пĕрремĕш Май. Куçпа курса юлаймăн. Хăмлах хĕрĕх пин енне тупăш парать. Çул укçи, тăкак пур шăртак. Тупăшĕ вара...
Чăнах та, Çавалкаса ытти ялсенчен колхозниксем кашни çуркуннех белилăла пăта патне пыраççĕ. Колхоз патшалăх хакне хăпартса икĕ хакпа шăйăрать пулин те, кирлĕ япалашăн укçа шел мар. Ăçтан туятăн урăх? Пурнăç лайăхланса пырать, çурт-йĕр тăвакансен йышĕ ӳсет. Пăхатăн та пĕр-пĕр урама, машинпа мар, лавпа иртсе кайма та вырăн çук: пура çине пура, пĕрене кули çине пĕрене купи. Райсоюз çывăрать. Çывăрмасан та тепĕр чух республикă склачĕсенче тупса илейместĕн. Трофим Матвеевич вара Свердловска та, Мускава та, Чулхулана та каять е ярать. Шыракан тупать.
Ăмсанаççĕ ытти ял çыннисем Çавалкас председательне, колхозниксем умĕнчех мухтаççĕ. Ку унăн ятне, чанне тата ытларах хăпартать.
Шупашкартан Трофим Матвеевич савăнса таврăнчĕ. Станцăра ансан, парти райкомне кĕме шухăша та илменччĕ, Василий Иванович вокзал умĕнче курчĕ те тӳрех хулран çавăтрĕ: — Колхоз маршалне салам. Эп сирĕн пата кайма хатĕрленнĕччĕ.
— Халь тата каймастăр-им? — секретарь аллине чăмăртарĕ колхоз председателĕ.
— Савăнсах пыратăп. Хуçа çук çĕре кайма ырă мар. Йăшăншастăп пулсан, эс Шупашкартан пулас...
«Ăçтан муртан пĕлет? — шухăшларĕ Трофим Матвеевич, хура куçĕсемпе секретаре сăнаса. — Малтан унашкал марччĕ, халь пĕр утăма та пытарма сук».
— Ĕç тупса патăр мана чупмалăх. Трактор та комбайн, жнейкă та молотилкă. Шыра ĕнтĕ çĕтĕк агенчĕ пек тĕрлĕ шеçтернесем, коленвал та насуссем. РТС качча кайма шухăш тытнă хĕрле: каяс килет — илĕртет, кĕпе-йĕм çитменни чăрмантарать. Колхоз кивелнĕ кĕрĕкле: паян саплатăн, ыран шăтать, ыран саллатăн — виçмине çурăлать. Председателĕн агент та, инженер та, çĕвĕç те пулмалла.
— Чĕлхӳне аннӳ лайăх çакса янă вара, — йăл кулчĕ Василий Иванович, председателĕн чеен ялкăшакан куçĕнчен тинкерсе. — Хăш-пĕр çынсен пысăк çитменлĕх пур: чухăнланма, макăрма юратаççĕ. Вăл мухтаннинчен ырăрах, лайăхрах. Çапах та пилĕк çĕр листа шифер туяннине ма пытаратăн? Хăмла тата? Сăра завочĕ уçатăн-им? Колхоз купец мар, пĕрлешӳллĕ хуçăлăх, — сасартăк улшăнчĕ райком секретарĕ. Халь кăна вылякан кулли таçта кайса çухалчĕ, тути çăтăланчĕ.
«Герасимов элеклеме те ĕлкĕрнĕ. Ах, тăмсай. Сана текех коньяк мар, шыв та ĕçтермĕп. Тăхта ак тепĕр пухуччен», — шухăшларĕ Трофим Матаеевич, куçне секретарьтен пытарса.
— Хăмли вăл, Василий Иванович, пăсмаçть. Колкозник пĕр кĕрепенккешĕн пасара утать, ак сана пĕр ĕç кунĕ çухалать те. Колхозра кладовщик патне пырать те аванс шучĕпе ал пусать кăна. Хăвăрах кашни пленумрах янратăр: «Çын çинчен шухăшламалла, çынна пулăшмалла». Вăт пулăшатпăр.
— Юптару, Матвеевич, юптару. Хам хресчен пулнă. Вăрман çыннин хăмла çук тенине ĕненместĕн.
— Ĕнентерме аташкаланă хĕр мар. Тарчĕ вăрман, инçете тарта...
— Хăмла çинчен колхозăн тахçанах шухăшламалла. Эсир çĕр хуçиеем. Миçе хутчен калатăп: юпа ларатпăр, пралук пур. Ма пĕр вунă гектар лартас мар? Унашкал суту-илӳпе колхоз экономикине яланах хăпартаймăн. Вăл халлĕхе çеç. Темиçе çултан пурте çителеклĕ пулать: белилă та, пăта та, шифер та. Хăмла сире ĕмĕрлĕх. Кашни гектартан, лайăх пăхсан, çитмĕлшер, çĕршер пин таран тупăш парать.
— Ал çитмест, кĕркунне ĕлкĕрме çук: хăмлине тат, çĕр улмипе кăшманне кăлар, кантăрне те тат, — хирĕçлет Трофим Матвеевич. Ашĕнче хăй çаплах Герасимовпа ятлаçать.
Райком секретарĕ вĕрентсе калама тытăнсанах колхоз председателĕ лăпкăлăхне çухатать, хăвăртрах унран хăпма тăрăшать. Вĕрентме халь пурте ăста, тума ăс çитмест. Лешĕ, хумханнине сиссенех, ямасть, уйрăлмасть. Колхозăн кашни шăтăкне кĕрсе тухса хурапа шурра кăтартать.
Райкома кĕчеç.
Трофим Матвеевич килнĕ пуйăспах парти обкомĕн представителĕ те çитнĕ-мĕн. Ăна вĕсем асăрхаман. Лешĕ, калаçса тăнă хушăра, вĕсенчен асăрхамасăр иртсе кайнă пулас.
— Каçар, — терĕ Василий Иванович Прыгунова, — паян татах пырасси пулмарĕ. Тепрехинче, ак, уншăн виçĕ кунлăхах персе çитетĕп.
— Шел, — хуравларĕ колхоз председăтелĕ. — Мĕн тăвăн... Çапах кĕтетпер, — сыв пуллашрĕ вăл. Хăй ăшĕнче: «Пыманни питĕ лайăх... Хамсăр колхозра тем туса хунă-ха», — тесе шухăшларĕ.
Фойене анса Çавалкаса шăнкăравларĕ, Марьепе калаçрĕ, ăна машинăпа хирĕç тухма ыйтрĕ.
— Вăхăт çук. Лаша ярса ларăп, — хуравларĕ арăмĕ.
— Ытти чух илме хăех тухаканччĕ. Килте темĕскер пулман-ши? — канăçсăрланчĕ упăшки.
2
Микулай мучин кăмăлĕ паян çурхи хĕвел пек. Хăй те ирĕлет, çынсене те хăйĕн ăшшипе ирĕлтерес килет унăн. Ĕнер вăл больницăра пулнă, унта тĕр харăсах вун тăватă шăл ларттарнă. Селĕплĕхĕ çухалнинчен паян пĕчĕк ача пек телĕнет.
— Арлан тăпри тетĕн? Çавна çиеле кăларса çĕре пăсрăр та эсир, катемписем, — шĕвер пӳрнипе Володя çине тĕллерĕ Микулай мучи. — Яраççĕ акапуçне трактор туртнă таран, çиеле кĕл кăна сирпĕнсе пырать. Ĕлĕк ман ана та Хурăнвар уйĕнче пулнă. Тислĕкне тăкма та ытлашшиех тăкайман пĕр ĕнепе пилĕк-ултă сурăх тислĕкĕ анкарти валли те çитмест. Мулкач, кашкăр тула тухнисене эп шута илместĕп, тăкнă пуль теççеттин çине пĕр вунă лав, çапах çур пилĕкрен тăватă урапаран кая илмен. Мĕншĕн тетĕн? Тарăн сухаласа кĕл кăларман. Халь Хурăнварта мĕн ӳсет? Тырă тес, тырă мар. Акма этемех акать те, шăтса тухсан шуйттан акса кайнă пек. Ман пуçра çӳç унран çăрарах, — пăхлатса кулчĕ хуралçă. Вăл Володьăна хирĕç чĕнтересшĕн тăрăшать-мĕн. Лар-ха, пĕччен никампа сăмах хушмасăр? Çĕрле пĕччен, кантăрла пĕччен. Халь чĕлхе хурçă шăлсене перĕнет те яш чухнехи пек кĕçĕтсе каять.
— Эс, Микулай мучи, çын куçĕнчи шăрлăка курма юратан. Катемпи, катемпи, тесе ларатăн, — йĕкĕлтерех калаçать Володя. — Сан вырăнта пулсан, эп ĕçлекен çын патне пыриччен, карчăкне ыталаса выртмалла. Чĕлхӳ айне пăрăç хутăн-им? Вообще эс, юлашки вăхăтра, сознанисĕр элемент пулса кайрăн, — ĕçне пăрахсах тӳрлетсе тăрать Володя. Хăй гимнастеркă вĕççĕнех, çĕлĕкне ĕнси хыçне антарса лартнă. Тарпа йĕпеннĕ сарăрах çӳçĕ çамки çине усăнса аннă. Чĕкеç шатриллĕ пичĕ кăмрăк тусанĕпе хуралнă.
Мучи хăйен тĕллевĕ пурнăçланнăшăн савăнчĕ. Каччă «вăлтана хыпрĕ», текех пĕччен мар. Чĕлхене çĕтес тесен, çамрăк та ӳксех юлмасть.
— Ĕçӳнтен ытларах чĕлхӳ, Улати. Аçу санашкал марччĕ. Карчăк пирки сана çавна калам: малтан авлан, пурăнса кур, кайран хăвах пĕлетĕн. Суснанисĕр алимент пирки ытлашши палкан, эс хăв Трофим Матвейчă пӳлĕмĕнчи телефонăн типĕ алименчĕ пек алимент — сăмаххисене юриех пăсрĕ мучи. — Эс те телефон пек ытларах янкăртаттаран. Авлавмастăн, çĕршыва чун хушса усă кӳместĕн. Шухăшла хăвах: эсĕ-и е эпĕ суснанисĕр алимент. Эп «холостяк» тӳлеместĕп, — йăл кулса ячĕ мучи. Çăра куç харши айне путнă куçĕсем шăши тытнă кушакăнни пек ялкăшма тытăнчăç. Вăл тĕпленсех калаçма хатĕрленчĕ: хĕлĕх пăралукпа чĕлĕм чăпăкне тасатса вĕрчĕ, пирус кăларса табакне ватса кăларчĕ.
— ВолоДя! Минутлăха кил-ха, куваллă çапмалла, — кăшкăрчĕ тимĕрçĕ лаççинчен Павел.
Каллех калаçасси путланчĕ. Каччă хуралçа пĕчченех хăварса лаçа чупрĕ. Тăлаххăн ларса юлчĕ трактор çуни çинче Микулай мучи.
Çĕркаç сырса илнĕ тĕтре шĕвелсе кайрĕ, ир енне тӳпенелле хăпарса хĕвелле пĕлĕтсене çул уçса пачĕ. Кантăртан нӳрĕ те вăркăш çилсен кĕтĕвĕ кăпса килчĕ. Акă халь те хĕвел тухни икĕ сехете яхăн кăна, анчах каçхине те шăнман шыв хăй юхăмне вăйлатрĕ, çырмасемпе шырлансене васкарĕ, унти тăлăх йăмрасен тымарĕсене çурĕ, хум çилхине вĕлкĕштерсе кĕрлерĕ.
Кĕскелчĕç çĕрсем. Хĕллехи каçсенче Микулай мучи фермă çурчĕсем тавра вунă-вун икĕ хут çаврăнма ĕлкĕретчĕ пулсан, халь вăхăт йĕппи ытла та хăвăрт куçать. Дояркăсем ĕне суса пĕтерсен апат çиесçĕ. Ал ĕçĕ тытнă чух ĕнтрĕк те пытанман-ха. Дежурнăйсене икĕ-виçĕ хут вăратса витесене яратăн, хăв та вĕсемпе пĕрле тухатăн. Сисмесĕрех тухăçра кăвак çутă палăрма пуçлать. Хуралçă пурнăçĕ йăлтах пуç хĕрлĕ: çынсем çывăрнă чух — çӳре, вĕсем ĕçленĕ чух — çывăр. Хăнăхнă та — пырать. Ирхине пĕр-икĕ сехет кăтăш пулатăн та — каллех ура çинче.
3
Фермăсенче хĕвĕшӳ пуçланчĕ.
Колхозниксем кил хушшине тислĕкрен тасатрĕç, платниксем сысна витин урайĕсене коридорне çĕн хăмасемпе сарма тытăнчĕç. Кормокухньă алăкĕ патĕнче шыв тăкăна-тăкăна пăрланса ларнă лаптăксем касрĕç. Хĕрачасем çурайман вут муклашкисем юр айĕнчен ирĕлсе тухрĕç. Атă-мăтăскерсене тиесе тимĕрçĕ лаççи латне кăмрăк тума кайса тăкрĕç.
Пĕтĕм ĕçе Трофим Матвеевич хăй йĕркелерĕ. Вăл Павелпа чип-чипер ĕçлекен Володьăна чĕнтерчĕ, вăрман-промхозри пăчкă çуракан завода кĕрпе тиеме кăларса ячĕ. Тепĕр кунне ĕне витин коридорĕсене вĕтетнĕ улăмпа хутăштарса ĕнесен айне пăчкă кĕрпи сарса тухрĕç.
Çынсем яла ыран-паянах пысăк хăна килмелли çинчен калаçрĕç. Кам килмеллине лайăххăн никам та пĕлмерĕ. Колхоз председателĕ ăна пысăк вăрттăнлăхра тытрĕ.
Кăнтăрла иртсен, тимĕрçĕ лаççи патне РТСран куçса çӳрекен сварочнăй аппарат лартнă машинă персе çитрĕ. Хепĕртенĕ Павел «пиллĕк» илнĕ шкул ачи пек савăнчĕ. Трактор çуни тата кивĕ муклашкасем çине хăпартса лартнă плуг рамисем çумне пулас урапасен тĕревĕсене çыпăçтарма тытăнчĕç.
Ĕçĕ те тепрер сехетрен пĕтетчĕ пуль, лаç умне Трофим Матвеевич пырса тухрĕ. Чылай хушă пăхса тăчĕ вăл ăнланакан трактористсем çине. Унтан Павела кăчăк туртса чĕнсе илчĕ те:
— Ку мĕн амакĕ тата? — терĕ.
Каччă председателе малтанах асăрханăччĕ. Ăна курсанах шухăшсем салаланса кайрĕç. Хăлхара çаллах Марье сасси янăранăн туйăнать: «Сана юрататăп, Павел». Хĕрарăм ăна хăй юратăвĕ çинчен уççăн калани пĕр енчен савăнтарать пек, тепĕр енчен... Ăсатма тухсан тĕттĕм çенĕкре чуп турĕ ăна Марье. Каччă чĕри чăтаймарĕ... Ăсатма тухрĕ... Килнех çитерчĕ.
Председатель патне Павел хĕрелнĕ питпе пычĕ, унăн ыйтăвĕ çине вăтанарах тата такăнкаласа хуравларĕ. Плугпа унăн пысăк пуласлăхĕ çинчен каласа пачĕ.
— Ăçта тĕрĕслесе пăхнă ăна?
— Ниçта та.
— Апла пулсан мĕн... Усси ун виçĕ пуслăх та пулмĕ. Колхоз сăнав станцийĕ мар. Кур-ха, тупнă тăккаланмалли. Кам чĕнсе илчĕ мастерскоя?
— Эпĕ хам.
— Колхоз шучĕпе усă курма шутларăн апла? Чарăнăр ĕçлеме! — кăшкăрчĕ вăл электросварщикпе шофера. — Курăр-ха, тимĕрçĕ лаççинче частнăй предприяти уçнă. Петĕр, кил-ха. Хатĕрлесе çитертĕн-и колхоза çуракине? Сана эп Шупашкара кайичченех виçĕ кунлăх срок панăччĕ. Ку плугсене хăçан юсатăн? Хăçан сӳре шăлĕсене лартса пĕтеретĕн? — кăшкăрашма тытăнчĕ Прытунов.
Колхоз председателĕ çапла хĕрсе кайнине Павел пĕрремĕш хут курчĕ. Çавăнпа вăл ун çине художник пек интересленсе пăхрĕ. Трофим Матвеевичăн пит çăмартийĕ вĕттĕн-вĕттĕн сиккелет. Ун умĕнче Петĕр, вăрăпа пĕрремĕш хут çакланнă çын пек, куçне уçаймасăр пуçне çĕрелле чиксе тăчĕ.
— Колхоз тимĕрне тăккалатăр. Эс мар-и макăран, Петĕр, вăл çук та ку çук тесе? Халь колхоз япалинчен кĕпер тумалăх та тимĕр тупăнчĕ! — янăрарĕ председатель.
— Ăна Павел хăй тупнă. Колхозăн мар, — аран çеç çăвар уçрĕ Петĕр.
— Унăн аслашшĕ хуçа пулнă-и? Ăçтан туптăр вăл. Павел хăюланать.
— Трофим Матвеевич. Йăлтах мăна айăплăр. Эп хирĕçместĕп. Анчах пуçланă ĕçе туса пĕтеретĕпех.
— Эс трактора юсаса пĕтер-ха. Атту килнĕ-килмен акăш-макăшсем шухăшласа кăларнă. Колхоза усă ларас вырăнне тăкак кӳретĕн. Эсир мĕн пăхса тăратăр? — сиксе ӳкрĕ вăл сварщикпе шофер çине. — Эп чĕнмен сире, яра парăр.
Татах чылай шавларĕ председатель.
Чăтаймарĕ Павел пăрахса утрĕ.
Акă сана тăван кĕтес саламĕ. Эс ăна пуянрах, ырăрах тăвас шутпа тавранатăн та çĕнĕ çĕртен, сана пулăшас вырăнне малтанах такăнтараççĕ. Неушлĕ Прыгунов ним те ăнланман этем? Каласа пачĕ вĕт-ха вăл ăна, усă пуласса ĕнентерчĕ. Вăл пур...
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...