Çавал сарăлсан :: 6. Асли вырăнне асли тупăнать
Çапах алла усмалла-и? Çук. Икĕ мулкачран пĕрне тытас хăть. Вăл килне кайса апат çисе тракторĕ патне таврăнчĕ.
Усал хыпар унпа çӳрет. Тимĕрçĕ лаççи патĕнчи шăв-шав çинчен ытти трактористсем те пĕлнĕ-мĕн. Элекçипе Гришка Павела таçтан вĕр-çĕнĕ магнето тупса илсе пырса пачĕç.
— Халлĕхе сур-ха эс плугĕ çине, таканласа пĕтер хурçă утна, — терĕ Элекçи.
— Лашине тытса кӳлсен, пушшине явма пулать, — çавăрса лартрĕ Гришка.
— Совестнă, — ярса илчĕ Микулай мучи. — Контушăн пулнă этем вăл, Матвейчă. Пулкалать унпа унашкал-кунашкалли.
— Эс, Николай Андреевич, Арлан Аркайĕ калавне каласа пар-ха пĕрех хут, — куçне чеен ялкăштарчĕ Володя. — Паян тем ĕçлес кăмăл хăнана кайрĕ.
— Пĕр пуçланă япалана каласа пĕтермелле çав... Çапла ĕнтĕ. Ийя... Çапла кумсумул пĕлтĕр маххă памарĕ, кăçал та аптрамасть пек. Пĕр Санькăна çеç йĕркене кĕртейместĕн, — хушса хучĕ мучи.
— Суккăр лаша пекех çултан пăрăнатăн, — чăтаймарĕ каччă. — Эс хăвна Аркай мĕнле ислетни çинчен каласа катарт.
— Пулнă, пулнă унашкал-кунашкалли, Вăл мар-ха халь... Ав, çын килет. Ваçлей Иванчă мар-и çав? — ыйтрĕ мучи, çын еннелле тинкерсе.
— Тĕрĕс. Так. Райком секретарĕ килнĕ, — хавасланчĕ Володя. — Кахал йытта вил мулкач. Савăн, Павел, халь каласа паратăп.
— Çук, самах та ан шарла, — тавăрчĕ ана Павел. — Элеклеме кирлĕ мар. Хамăр вăйпах пĕтеретпĕр.
Трофим Матвеевич унашкал такăнтарсан, виçĕ çулта та вĕçлейместпĕр, — çине тăчĕ комсорг.
Павел хăйсем патнелле килекен çын çинелле тинкерчĕ. Ара ку, леш, парти активĕн пухăвне ертсе пынăскер-çке. Çавракарах пит-куçлăскер, янахĕ пăч-путăк. Путăкĕ янахне икĕ пая пайлать, ăна кирек кам та тӳрех асăрхамалла.
— Салам Çавалкас маттурне, Николай Андреевича та салам, — терĕ вăл, вĕсене ал парса. Павела пĕр хушă хăйĕн кăвак куçĕпе чăрлаттарса сăнарĕ.
— Каçарăр, сире паллаймастăп, — терĕ вăл, Павела та ал парса.
— Кадышев, тракторист, — хуравларĕ каччă.
— Тахçантанпах ĕçлетĕр-и?
— Çук. Килни те икĕ эрне çурă кăна.
— Çапла пуль терĕм. Çартан таврăнтăр-и?
— Казахстанран.
— Тарса килтĕр алла. Эпир, чăвашсем, хамăрăн пĕчĕк кăна кĕтесĕмĕре ытла та чиксĕр юрататпăр пулас. Çĕпĕре те, Казăхстана та каяççĕ, çав-çавах нумайăшĕсем каялла таврăнаççĕ. Ку пирĕн те ырă ен, те çитменлĕх, — хăйпе хăй калаçнă пекрех пуплерĕ вăл.
— Василий Иванович, — калаçăва кĕчĕ Володя, — кунта та лайăх механизаторсем кирлĕ. Унта вăл виçĕ çул ĕçлесе панă. Çитет. Килме вăл пысăк сăлтавпа килнĕ...
— Казахстăнçа хĕр сахал, теççĕ. Авланма мар-и? — шӳтлерĕ секретарь.
Павел хăй хĕрелнине туйрĕ. Володя çав вăхăтра, нимĕн пулман пекех, Павел плугĕ çинчен, Прыгунов вĕсене ятласа тăкса, ĕçе пĕтермесĕрех хуса яни çинчен пытармасăр каласа пачĕ. Павел юнани те, куçĕсене хĕсни те пулăшмарĕ. Тракториста райком секретарĕ тимлĕн итлерĕ, лешĕ каласа пĕтерсенех Николай Андреевича çупăрласа илчĕ те.
— Пăхатăп та, Николай Андреевич, эс шăлусене çивĕчлетсех пыратăн пек туйăнать. Сывлăху эппин, лайăх пуль-ха. Анна еплерех? Матрена Никитична мĕнле чупать? — тесе ыйтрĕ.
Кăна курсан, Павел çапла шухăшларĕ: унăн ĕмĕтне райком секретарĕ те ĕненмест, ача вăййи кăна тесе шутлать, ав, Володя каланине итлесе пĕтерчĕ те тӳрех урăх çĕре сиксе ӳкрĕ.
Микулай мучи ăна хĕрĕ ветеринари фельдшерĕнче ĕçленине пĕлтерчĕ.
— Сывлăх вăл, Василий Иванович, хăвăнтан килет. Хурт шăтарнă пан улми пек çĕрсе ӳкес мар тесен, ытларах шӳтлемелле, савăнмалла. Яшлăхра хуйхăр, ватлăхра хуйхăр — вара этем утмăла та çитеймест. Ак, кусем, Матвейчă çиллине курнă та пуç усасшăн. Ун пек нелçе...
— Кур-ха, санăн пурнăç пирки хăвăн тепри иккен, — кулчĕ райком секретарĕ.
— Ватлăхра çын ытларах шухăшлать.
— Тĕрĕс. Çавалкасра яшшисем те шухăшлаççĕ. Килнĕ-килменех, ав, тепĕр маттур тупăннă. Ну мĕн эс, Кадышев, пилеш хыпнă евĕр тăратăн, атя, кăтарт хăвăн плугна, — тесе ăна хулран çавăтрĕ. — Эс, Николай Андреевич, Матрена Никитичнăна салам кала, ырă сун. Эп сан патна пĕр-пĕр чух пылпа чей ĕçме кĕрĕп-ха, — сыв пуллашрĕ секретарь хуралçăпа.
— Паянах пыр, Василий Иванович. Пыл пур-ха. Çĕр выртмаллах пыр, — чĕнчĕ Мйкулай мучи.
Василий Иванович пальти вараланасса пăшасăрах Володьăпа Павела хулĕсенчен ярса тытрĕ те сулăмлăн ярса пусрĕ.
Василий Иванович плуга пур енчен те пăхрĕ, ыйта-ыйта пĕлчĕ, унтан, чылай хушă шарламасăр тăнă хыççăн, çапла хуравларĕ:
— Ман шутпа та усăллă пулма кирлĕ. Туса пĕтерме пулăшăп. Кăçал сăнаса пăхăр. Усси пулсан, çитес çул плугне тума заводах заказ парăпăр. Ытти пуласлăхĕ паллă, Трофим Матвеевич ку плуг пирки колхоз масштабĕпе çеç шутланă. Санăн ĕçсем тата еплерех? — çаврăнчĕ вăл Володя енне.
— Трактор та, агрегатсем те хатĕр. Паянах лар руль умне, колхоз пустăр такине, — çурма шӳтлерех хуравларĕ каччă.
Володя хăйне ытла та ирĕклĕн тыткалани Павела тĕлĕнтерчĕ. Вăл райком секретарĕпе тахçанах пĕлнĕ çын тек калаçать.
— Эс сăвăç иккен, — кулать секретарь. — Сăвăлани те лайăх. Ман шутпа, пĕр çитменлĕхе асăрхамасть комсорг...
— Мĕне? — чăтаймарĕ Володя.
— Техникăна çапла уçă çĕртех лартас тетĕр-и?
— Сарайсем тăватпăр.
Каллех Прыгуновăн шабашниксене шырама тивет.
— Хамăр вăйпа, Василий Иванович. Пĕтĕм комсомола тытса кӳлетĕп. Так. Материалне çеç паччăр.
— Комсорг апла калать пулсан — шанма юрать.
Çак вăхăтра колхоз правленин технички чупса çитрĕ.
— Трофим Матвеевич çук-и кунта? — ыйтрĕ вăл.
— Такам шырать-им ăна? — интересленчĕ райком секретарĕ.
— Телеграммă килнĕ те... Машинăпах леçсе пачĕç. Питĕ васкавлă тет-и?
— Мана вулама юрать-и? — ыйтрĕ Василий Иванович.
— Эсир хăвăр янă пуль ăна? Вулăр.
Райком секретарĕ телеграммăна васкамасăр вуласа тухрĕ. Каракуль çĕлĕкне хыврĕ. Таçтан килсе тухнă çил унăн ярăм-ярăмăн кăвакарнă хумлă çӳçне сапала пуçларĕ. Вăл пĕрре техничкă, тепре каччăсем çине пăхса илчĕ, вара сасартăках улшăннă сассипе çапла каласа хучĕ:
— Пысăк хуйхă, ачсемĕр. Виссарион Маркович вилнĕ...
4
Парторгăн çула тухсан та пуç çинчен шухăш сирĕлмерĕ.
Чĕре такам умĕнче пысăк айăпа кĕнĕн тунсахпа тулса ыратрĕ. Сисĕнмеллех ыратрĕ вăл. Киле темĕскер, питех те кирлĕ япала манса хăварнăн туйăнчĕ. Анчах мĕн? Ăна вăл тавçăраймарĕ.
Каясса çĕр улми вакунĕнчех кайрĕç.
Станцăсенче чылай тăнă хушăра вăл кĕнекесем кая-кая илчĕ, анчах вулани пуçа кĕмерĕ. Аптранипе вара Виссарион Маркович çĕр улми сутма пыракан колхозниксен калаçăвне итлерĕ: пĕрин пура кăлармалла, теприн ĕне улăштармалла: хăрах чĕччи йăлтах типсе ларнă-мĕн. Виç чĕчĕпех хĕл каçарма тивнĕ. Хапăс Петĕрĕ темĕнле станцăра карт тухса илчĕ. Анран кайичченех «ухмахла» вылярĕç.
«М» хулине талăк çурăран çитрĕç. Вĕсен вакунĕсене тепĕр икĕ сехетренех кăнтăралла каякан состав çумне кăкарчĕç.
Каллех çул. Каллех чукун çулĕнчен хăпма пĕлмен телеграф юписем, вĕтлĕх вăрман, сапаланчăк çуртлă ялсем, юрсенчен тасалнă хирсем. Пĕр эрнерех кирлĕ вырăна çитрĕç. Çĕр улмине икĕ кунтах сутса пĕтерчĕç. Хакĕ те аван. Унашкалах пуласса кĕтменччĕ Виссаррон Маркович. Нумай облаçсенче çĕр улми пулманни хака ытлашшипех хăпартса янă-мĕн.
Пĕрле пынă колхозниксене Виссарион Маркович ытти чухне çул çинче тăккаланнăшăн тесе ниçта кăтартмасăр пин çуршар параканччĕ. Хальхинче икĕ пиншер пачĕ. Пĕлĕр вăл епле уçă кăмăллă пулнине, ытлашши ан салтăр чĕлхӳсене. Сутнă пек укçине вăл банк урлă куçарчĕ, каçсерен гостиницă пӳлĕмĕнче чылайччен шутларĕ, çырчĕ.
Кăнтăрта çуркунне. Садсем шурă шупăрпа витĕннĕ. Колхозсем çур акине те вĕçленĕ ĕнтĕ. Хĕвел çуллахи пек çунтарать. Виссарион Марковича катари тăван Çавалкаса та тахçанах çуркунне çитнĕн туйăнчĕ. Çавăнпа васкарĕ вăл. Мускавалла вĕçекен самолет çине билет туянчĕ, хăйпе пĕрле Хапăс Петĕрне илчĕ. Ытти виçĕ колхозникĕ çула пуйăспа тухрĕç.
Мускавалла вĕсем ултă сехет кăна вĕçрĕç. Ытти чухне вĕсем унта япаласем туянма, курса çӳреме тесе талăклăха е икшер талăклăха юлаканччĕ. Хальхинче тем васкатрĕ ăна. Мускав — Хусан пуйăсĕ çине ахаль билетсем çукчĕ ĕнтĕ, йăлтах сутса пĕтернĕ; çапах та колхоз правленийĕ тӳлеменннне пĕлсех, иккĕшĕ те çемçе вăкуна билет туянчĕç.
— Улпут пекех илсе çӳрерĕн, — елпеке тутине пăрчĕ Хапăс Петĕрĕ — Ăçта мура васкатăн? Ку хутĕнче путлĕн ĕçсе кураймарăмăр. — Каймаллаччĕ пĕр-пĕр ресторана. Ĕçменнине ĕненеççĕ тетĕн-и? — Çан çинчен те ав, мĕн кăна калаçмаççĕ! — катаран пуçларĕ вăл. Çĕнĕрен туяннă сап-сарă чăматанне сак айĕнчи ещĕке кĕртсе лартрĕ. Хăйĕн сăмахĕ Виссарион Марковича хускатрĕ-ши тесе, сарă куçĕсемпе ун çине тĕллерĕ.
— Мĕн калаççĕ? — асăрханарах ыйтрĕ Виссарион Маркович.
— Пĕлместĕн пулать, — тавăрчĕ Петĕр, кивĕ пальтине хывса. — Пӳрт тума илнĕ кивçене те колхоз çĕр улмине сутсах татрĕ, теççĕ. Санăн перекет кассинче те çирĕм пин укçа выртать имĕш. Эп илтнине çеç калатăп, — сарă куçне тартрĕ Петĕр.
— Тата мĕн? Пуçларăн-тăк, каласах пĕтер.
— Выльăх илнĕ пирки те, йӳнĕпе илсе хаклă кăтартатăн пулать.
— Тата мĕн? — купе алăкне хупса лартрĕ Виссарион Маркович.
— Ыттисене эс çынсенчен ыйт, — таварчĕ Петĕр.
— Ах, эс подлец! — сасартăк çупса ячĕ Петĕре Виссарион Маркович. — Арçын-и эс е хĕрарăм? Ман çирĕм пин укçа ăçта? Ну? Ăçта? Кала, ăçта? — силлеме пихенчĕ вăл кладовщике.
Пичĕ ун кăвакарса кайрĕ, куçĕсем çаплипех типпĕн те çилĕллĕн ялкăшрĕç. Сывлама хăвăрт сывларĕ, тути вĕттĕн-вĕттĕн сиксе чĕтреме тапратрĕ. Чăтаймарĕ... тепре çупса ячĕ.
— Çын сăмахĕшĕн мĕн эс мана çапатăн? — тарăхарах ыйтрĕ Петĕр.
— Пĕлетĕп эп кам сăмахне, — вăйсăррăн кайса ларчĕ парторг купен çемçе сакки çине.
— Ме, кайса ил! — сасартăк пĕр ывăç укçа кăларчĕ Виссарион Маркович. — Кăна эп урă пуçпа манса каяс çук.
— Пуйăс кĕçех каять, — хăравçăллăн пăхкаларĕ Петĕр.
— Тата çур сехет. Чуп — хушрĕ Виссарион Маркович.
Кладовщик тухса кайсанах чĕри чиксе илнине туйрĕ вăл, пĕр хушă тапмах чарăнчĕ тейĕн. Вара васкасах сылтăм аллипе сулахай кăкăрне йăвалама пикенчĕ.
Юлашки вăхăтра час-часах чĕрепе аптрать вăл. Ыратни иртсе кайиччен, куçĕсене хупса, хусканмасăр ларчĕ, çамки çине шултра тар пĕрчисем тапса тухрĕç.
Кĕсйисене эрех кĕленчи чиксе тултарнă Петĕр çитрĕ. Вĕсене купе сĕтелĕ çине кăларса лартрĕ.
Купене урăх çын таврашĕ ларакан пулмарĕ.
Пуйăс тапрансанах малтанхи стаканĕсене шаккамасăр, пĕр-пĕрне ырă та хура та сунмасăр ĕçрĕç. Куçĕсене пĕр-пĕринчен тартрĕç. Иккĕшĕ те хăвăрт хĕрчĕç... Петĕр чĕлхи чи малтан салтăнчĕ.
— Йывăра ан ил, Виссар, чун чăтмарĕ. Мана та икĕ пин, ыттисене те икĕ пин. Эп вĕсемпе мĕнле тан пулам-ха? Хăнана чĕнсен те ăслă хуçа хăнисене тан пахмасть: юратаканине, хăйне усă кӳрекеннине, кĕрекене лартать, эрехпе ытларах сăйлать. Акă, — вăрăм та çинçешке пӳрнисене тăсрĕ кладовщик, — вĕсем те тан мар.
Виссарион Маркович сак айĕнчи пĕчĕк хура чăматана сăмах чĕнмесĕр туртса кăларчĕ. Укçа пачкисене курнă Петĕрĕн куçĕсем выç кашкăрăнни пек ялкăшса илчĕç.
— Ме тата пин! — вуншар тенкĕлĕх укçа пачкине тăсрĕ парторг. Тулĕк, тархасшăн, ан макăр. Тата çавна ан ман: вăл ман укçа мар, Марьен. Эп хама валли хальхинче пĕр пус та илмен. '
— Эп, хосподи, эп... Сана айăпламас. Тавтпуç, Виссар, ĕмĕрте манмăп... Эп, хосподи, çынсем калаçнине çеç пĕлтертĕм. Манмас, Виссар, манмас. Ман унта ытлашши пĕр мăйăх шурă çăнăх пур. Çитсенех ларса яратăп, — епрерĕ кладовщик.
— Пулнă-иртнĕ, — сасартăк çураçрĕ парторг. — Кам палкать, çăварне хупла. Ĕлĕкхи Виссара манса кай. Мана сан çăнăху кирлĕ мар. Ку таран вăрласа мар, ĕçленипех пурăннă. Малалла та çапла пурнăп. Çăнăкне ăна Марьепех пар, лакки тултăр.
— Мĕн эс, хосподи. Пĕлместĕп-им эс пĕтĕмпех Марьешĕн тăрăшнине? Мана та вăл вĕренпех пăвса лартрĕ. Матвеевич, тет, колхозшăн тăккаланать, сан ăна пулăшма «хура кассă» пулмалла. То укçа кирлĕ ăна, то аш-пăш. Ĕçер-ха пĕрех хут, — йăпăлтатма пуçларĕ Петĕр.
Пĕрремĕш хут шаккарĕç.
— Сире эп хĕрхенетĕп, — шакăлтатрĕ ӳсĕрĕлсе кайнă Петĕр. — Коммунистсем эсир. Ĕçме юрамасть, инке-арăмсем патне кайма чараççĕ. Пурнăç-и вăл? Хăвăнтан хăв хăраса çӳретĕн. Унашкал пурăниччен пурăнманни лайăх. Мана мĕн? Ĕçеç килет — ĕçетĕп, никам та партейца тесе тĕкмест, никам та выговор памасть. Хама хам кнеç эп. Виç те виç тарасапа тырру-çăнăхна.
— Палкатăн ытлашши. Партие эс ан тĕкĕн, вăл санашкал «кнеçсем» валли мар, — касса татрĕ парторг.
— Шӳте те ăнланмастăн, — кăмăлсăрланнă пек пулчĕ Петĕр.
— Çывăр выртса.
Ӳсĕрĕлсе кайнă Петĕр нумай кĕттерсе тăмарĕ. Малтан вăл кăштах тĕлĕрем пекки турĕ, унтан кĕçех харлаттарма та пуçларĕ. Сĕтел çине çутса лартнă хĕрлĕ абажурлă лампăран унăн сарă ӳтлĕ пичĕ çине пĕрре вăйсăрланакан, тепре вăйланакан çутă ӳкет.
Виссарион Мартович та куçне хупрĕ. Пуçа аса-илӳсем çавăрса илчĕç.
Ашшĕне Виссар аван ас тăвать. Килне Марк Осипович яланах ирхине таврăнатчĕ. Чи малтанах вăл Виссара пуçĕнчен ачашласа вăратать. Кушăркаса хытнă ал тупанĕсем унăн питне чĕркелеççĕ, вăл алсенчен яланах чапăр курăкĕн ырă шăршипе хутăшса кайнă лаша тарĕн шăрши кĕретчĕ. Хĕлле те çак алсемпе пĕрле ешĕл çаранлă, ешерекен улăхлă, симĕс вăрманлă, сарăлса кайнă Çаваллă çуркунне килнĕн туйăнатчĕ.
— Тăр, шкултан юлатăн. Ирхи кайăк тутă пулать, — вĕрентетчĕ вăл. — Уроксепе хатĕрленĕ-и?
Çапла кашни кунах. Хăй ликбеза пĕр хĕл кăна утнăскер, вăл аслă ывăлне темле пулсан та вĕрентсе ăслă этем тăвасшăн çунатчĕ. Вырсарникун уншăн яланах тĕлĕнтермĕш кунччĕ.
— Акă, совет влаçĕ ачасене мĕн пĕчĕкренех кахала вĕрентет. Эпир вырсарникун та ĕçлетпĕр, сире мĕншĕн кантармалла? Эсир улпут ачисем-и? Тăр, тăр, вĕрен. Шăллусене вĕрент.
Виссарион ашшĕн иккĕмĕш пуслăхĕ пулнă. Марк Осипович Шупашкара лава кайсан тахăшĕ курайманнипе вут тĕртсе янă та, пӳртре çывăракан арăмĕпе икĕ пĕчĕк ачи те çунса кайнă. Çавăн хыççăн вăл Сурăм енчи тăван ялне пăрахсах Çавалкаса куçса килнĕ. Çапла инкек курнăран-ши ашшĕ кил-йышĕпе питĕ кăмăллăччĕ. Вăтăртан иртнĕ, килсĕр-çуртсăр кĕтӳçе Виссар амăшĕ вунсаккăртах качча тухнă. Пӳрчĕ вĕсен мунча пекех пĕчĕкчĕ. Амăшĕ, Виссар ас тăвасса, вырăн çинче выртса курман: унта ура вĕçлĕ тата икĕ пĕчĕк шăллĕ çывăратчĕç. Лешĕ килте çывăрнипе ас тумасть вăл: çулла ут кĕтĕвĕпе — улăхра, хĕлле — лаша пăхакансĕн çуртĕнче. Вăрçă умĕн вĕсем пысăк пӳрт лартрĕç, çынсен ретне кĕчĕç.
Аса килеççĕ те иртнисем, намăс пек. Ашшĕ пурнăçне шутласан, темиçе хут вăйлă пурăнать халь Виссар. Марк Осипович çыннăнне шăрпăк та тивмен. Вилчĕç ваттисем. Таврăнмарĕ ашшĕ вăрçăран. Ашшĕ ачисене те ют çын пурлăхне тĕкĕннине тӳсме пултараймастчĕ. Çапла пĕррехинче кӳршĕсен пахчине кишĕр-вăрлама кĕрсен, урхалăхпă туртса каснине халĕ те манман-ха.
— Çыннăнне ан хапсăн, — тенĕччĕ ашшĕ. «Çыннăнне ан хапсăн, — сиксе тапать тăнлаври юн тымарĕ. Кирлĕ мар çыннăн. Колхозăнне кăшт-кашт илни-и? Вăл çыннăн мар. Унта манăн ĕç, манăн вăй-хал çуккă-и?»
«Эс йăнăштăн», — сиксе тапать юн тымарĕ.
«Йăнăшатăн? — ыйтать шухăш.
— Пулма та пултарать, — килĕшет, вăл. — Нумай кирлĕ-и çынна йăнăшма? Тепре чухне шурлăх умне пыратăн та, каçса кайма та пулать пек. Çиелтен курăк ӳссе ларнă. Ут та ут. Ярса пусатăн та чĕркуççи таран лапра ăшне путатăн. Уру вараланнипе, уру йĕпеннипех çырлахма та пулĕ, анчах çав путсĕр шурлăх кĕлеткӳпех çăтса яма пултарать...»
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...