Çавал сарăлсан :: 2. Ялта ятлисем
Хам пĕлетĕп. Çуттине сӳнтер.
Марье урăх чĕнмерĕ. Юн кайнипе тапхăрăн-тапхăрăн тăнне çухатрĕ.
Куççуль пĕрчи кăларасчĕ хăйĕн. Трофим Матвеевич врача чĕнесшĕн пулчĕ, анчах арăмĕ тархасласа йăлăннинчен иртме пултараймарĕ.
Шурса кайнă сăнлă Марье ирхине вырăн çинчен нимĕн пулман пекех тăчĕ, васкамасăр тумланчĕ.
— Ăçта каятăн эсĕ?
— Маншăн эс ĕçлетĕн-им?
— Тăнсăр. Е сан вилес килет-и?
Упăшки ăна пур пĕрех ĕçе ямарĕ. Çапах пăсăлса юлчĕ. Усал ĕç турĕ вăл. Трофимран ыйтмасăр. Çаксем аса килчĕç колхоз председательне.
— Çавăншăн каçармастăп. Халь ача вунна çитмелле, — саспах мăкартатрĕ Трофим Матвеевич. Анчах ĕшенни тата эрех сыпни хăйсеннех турĕç: вăл сисмесĕрех çывăрса кайрĕ.
Марье пӳрте кĕнĕ чух упăшки çывăратчĕ ĕнтĕ. Утиялне те, простынне те тапса сирнĕ. Пырса юсарĕ. Хывăнсан, тĕкĕр умĕнче чылайччен пăхса тăчĕ. Шухăшлă куçĕсем улшăнса çĕнелчĕç тейĕн: пысăк савăнăçпа çиçеççĕ. Анчах савнăç хĕлхемĕ нумая пымасть, кĕçех сӳнет. Каллех куçсем шухăшлă. Çӳхе тути хитрен, йĕрĕлче пек пĕрĕнчĕ, вара вăл хăй çине хăй пăхса пăшăлтатрĕ:
— Курăпăр... Эс манăн пулатăн... Манăн кăна. Марье шухăшласан тăвать.
Диван çине кайса ларчĕ. Чунĕ тăвăлса килчĕ, Марье вара нумай çулсем хушшинче пĕрремĕш хут сасăсăр макăрса ячĕ. Куççуль тумламĕсем шапăртатрĕç, вĕсенĕ вăл шăлмарĕ те.
4
— Сан пуçу пур-и? Паян шыв кайнă та, халь тин килсе калатăн. Наряд эп каçхине панине пĕлместĕн-и? Ĕнер килтех пулнă пуль вĕт эс, аçа çапманскер. Пĕр сăмахпа, хăвăн пӳртӳ тăрринче пĕр пĕрчĕ юр та çук, ферма витисем çинче каштасем хуçăлмалла юр выртать. Хăв эс председатель пулнă. Мĕнле ертсе пынă эс — пĕлместĕп, — ятлаçрĕ Трофим Матвеевич.
Павел ăна сассинченех палласа илчĕ. Темшĕн-çке тата пӳлĕм алăкне те уçах хăварнă. Кунта сас илтĕнме мар, пĕтĕмпех курăнать. Качча хăйне те çийĕнчех асăрхарĕç, вăл вара «юрать-и» тесе кĕрсе кайрĕ, сывлăх сунчĕ. Колхоз председателĕ ырă та, хура та чĕнмерĕ, пуçĕпе çеç алăк патĕнче ларакан пукан çине сĕлтсе кăтартрĕ. Павел лармарĕ-ха.
Унăн сассине илтнĕ Федор Васильевич та каялла çаврăнса пăхрĕ. Ахăртнех, вăл ăна палламарĕ пулас.
— Юрĕ, юрĕ. Çын та, нимĕн те ыйтмастăп текех, — мĕскĕннĕн тавăрчĕ хăй, каллех председатель енне пăхса. Унтан пиçиххи хушшинчен тухса кайнă пушă çаннине йывăр япала çакса янă пек суллантармасăр çаврăнса утрĕ. Алăкне çилленнĕ çын пек мар, хуллен хупса хăварчĕ. Тулти пӳртре хăма чĕриклетрĕ, кĕçех çенĕк алăкĕ шалтлатрĕ.
Колхоз председателĕ малтанах шарламарĕ. Тем çинчен шухăшларĕ-ши вăл е Федор Васильевич йăлтах тухса каясса кĕтрĕ. Пĕлме хĕн. Кĕçех Трофим Матвеевич хура куçĕсемпе Павела чăрсăррăн тĕллерĕ. Малтанхи хĕрӳлĕхне çухатмасăр, калаçăва малалла тăсрĕ.
— Пĕр сăмахпа каласан, уралантар колхоза çакнашкал çынсемпе. Каснă-лартнă качака таки. Сĕчĕ те, çăмĕ те çук. Мĕнле ĕç шанса парас ман ăна? Кăларса ярас — çемйине выçтарса вĕлерет. Çуралаççĕ çĕр çине çавнашкал щупка этемсем. Туртса пыр вара вĕсене пушă урапа туртнă пек. Чăмласа паратăн та, çăтса яма пĕлмест. Хăлтăртатма ăста хăй.
Председатель хĕрӳллĕ калаçни Павел кăмăлне каять. Ал сулланисем те вырăнлă, куçĕсем те чунра мĕн пуррине пытармаççĕ. Çамки çине анса выртнă хытă хура çӳçĕсем çеç ăспа ĕçлекен çыннăнни пек мар. Çавăнпа-ши, ансăртарах пĕчĕк çамки темĕнле сивлеклĕхе пытарать, çӳхе тути çынна хĕрхенми чунсăрлăхпа хытса ларнă.
— Лар, лар, — терĕ вăл Павела. — Ура çинче тĕрĕслĕх çук. Ăçтан?
— Çавалкассемех.
— Ну? — тĕлĕнчĕ председатель. — Каçарăр, паллаймарăм... Сăлтавсăрах мар пулĕ: е эсир манран сулхăнра пытанса ларатăр, е хулара ĕçлетĕр.
— Сулхăнра халланма вăхăчĕ пулман, — хуравларĕ Павел, председателе тӳррĕн пăхса. — Кадышев эп. Казахстанран килтĕм.
— А-а-а. Таçта илтнĕччĕ. Курма килтĕн-и?
— Çук, яланлăхах.
— Колхозрах ĕçлесшĕн-и?
— Ăçта пултăр тата?
— Ырлатăп çеç, — тăчĕ председатель. — Ырлатăп. Аçу пӳртне пушă лартни те килĕшмест. Анкартипе эпир усă куртăмăр ĕнтĕ. Кăçал ĕçлетĕн пулсан, пĕтĕмпех паратпăр. Тракторисчĕ вĕт-ха эс? Пĕр сăмахпа каласан, сан валли трактор та пур. Паянах йышăн.
— Тавтапуç шаннăшăн, — тăчĕ Павел та.
— Тăхта, Виссарион Маркович патне хут çырса паратăп. Вăл сирĕн бригадир, — каллех парчĕ председатель. Умĕнче выртакан блокнотран пĕр таса листа тăпăлтарса илсе васкасах çырчĕ, унтан Павела тыттарчĕ.
— Чавтар. Вăл тимĕрçĕ лаççи патĕнче пулма кирлĕ.
— Юрĕ. Ман ыйтмаллисем пурччĕ, — терĕ Павел, хуçлатнă хут татăкне илсе.
— Пĕлетĕп. Пĕтĕмпех пулать. Бухгалтера калатăп. Халлĕхе пĕр центнер тул çăнăхĕ çитет-и? Çитет. Аш çук. Пур пеккине патшалăха ярса тăратпăр. Ĕнӳ фермăрах. Ултă çул суса тăнăшăн пĕр ултă çĕр литр сĕт парăпăр. Илсе каяс тетĕн пулсан, илсе кай, е укçа тӳлесе илепĕр. Урăх мĕн сана? Кирлине ыйт. Ăçта пурăнатăн?
— Килтех.
— Авланнă-и?
— Çук-ха.
— Питĕ лайăх. Калама çук чаплă хĕр тупса паратăп. Пĕр сăмахпа каласан, председатель сăмахĕ. Ĕнен. Пирĕн унта комсомол райкомĕн секретарĕ ĕне сăвать. Хĕр мар, вут. Сăнран эс маттур, кĕлеткӳпе Илья Муромевда танах. Атту тек ял каччисене тиркет. Сана курсан, ак, ирĕлсех кайĕ. Халь яра пар. Каçар, васкатăп эп. Федор Васильча кайса пăрам-ха. Тракторне йышăн та килсе кала. Паян эп кунĕпех колхозра, района каймастăп. Мĕн çитмест унта, кала. Тупатпăр.
Павела колхоз председателĕ хăй шухăшне итлеменни пăшăрхантарчĕ. «Ĕçĕ нумай пуль, — шухăшларĕ вăл правленирен тухнă май. — Çын нушине те пĕлет тата. Çăнăх, сет парать. Вĕсем те кирлĕ».
Униче хапхине çитсен, вăл алри хутне саркаласа пăхрĕ. Типографирех пичетленĕ бланк иккен: «Чăваш АССР Верховнăй Совечĕн депутăчĕ» тенĕ икĕ йĕрке пур. «В.М.» — тесе çырнă аяларах. «Çав кивĕ трактора Кадышева йышăнтар. Акт çырăр. Машинă тума пулать-и унран? Каçхине иксĕр те килĕр».
— Эхе, — кулса ячĕ Павел. — Депутат хучĕпе кивĕ трактора мар, çĕннине йышăнмалла. Вăл пур çĕтĕкрен çĕнĕ тутарасшăн. Чее, питех те чее этем.
5
Килне кайса комбинезон тăхăнса килнĕ çĕре вун пĕр сехет çитрĕ.
Арман кĕлечĕ çумĕнче ларакан тракторсем патĕнче Элекçипе Гришка айланаççĕ, Володя «Беларусь» моторĕпе чакаланать. Павел килнине вĕсем катаранах асăрхарĕç, ĕçлеме пăрахса трактор çуни çине пырса ларчĕç.
— Асăрха, Павел, каларĕ тейĕн, арăмунтан савăнаймастăн, — кăшкăрчĕ Володя. Павел çывхарсан çапла хушса хучĕ: — Тепĕр хут калапу ытлашши ан васка.
Пуçанасем шарламарĕç. Иккĕшĕ те харăсах тăрса сăмах чĕнмесĕр ал пачĕç, Павела хăйсем хушшине ларма вырăн сĕнчĕç.
— Васкакан вакка кайнă. Так... — каллех тем каласшăн пулчĕ Володя.
— Мĕн эс паян çăхан пек кăравклататăн, — кăмăлсăррăн пăхса илчĕ комсорг çине Элекçи. — Ан васка та, ан васка...
— Пур этем те çăхан пек пулсан, турра тав ту. Вăл вăтăр çухрăмрине сисет, эп виçĕ уйăхран мĕн пулассинĕ пĕлетĕп, — тавăрчĕ Володя.
— Виссарион Мăркович ăçта? — ыйтрĕ Павел трактористсем тавлашса ан кайччăр тесе.
— Ăçта пултăр вăл? Лавккара, — нимĕн пулман пекех сăмах вакла пуçларĕ комсорг. — Кайни сехет иртрĕ. Картне лартсанах персе çитет ак. Хĕремесленчĕ пулсăн, кĕтсех тăр: пуçлать чакаланма. Хăнăхсан чăтма пулать, хăнăхаймасан каялла Казахстана тар.
Гришка кулса ячĕ. «Тĕрĕс калать Володя, — терĕ вăл. — Урă чух чиперех вăл. Ĕçсен пăсăлать. Пĕлмест сыхлама хăй сывлăхне. Инфаркт пулнă унăн. Аран-аран çăлса хăварнă, теççĕ.»
— Ан хăра. Сывлăхĕ ун упанни пекех. Витре бензин ĕçсен те нимĕн те пулас çук, — хушса хучĕ Элекçи.
— Хăй çук чух çын çинчен калаçни ырă мар, — терĕ Павел. — Эсир мана «С-80» трактор çинчен каласа парăр.
— Пĕлетпĕр, — хуравларĕ Элекçи. — Суратăп эп сан пек пулсан «Çавал» колхозĕ çине. Кай ав, кӳршĕри «Красный фронтовика». Сана унта бригадира лартаççĕ. Машинăсем те йăлтах çĕнĕ. Прыгунов пек хыт кукар мар унта. Ал çинче йăтса çӳреççĕ трактористсене. Тӳлеме те лайăхрах тӳлеççĕ. Е сан малтан парти райкомне кĕмеллеччĕ. Василь Иванч вырăн тупса парать.
Гришка итлесе ларчĕ, шарламарĕ. Хушăран сăмсине мазутлă аллипе сăтăрчĕ. Мазутпа хуралнă сăмси çу сĕрнĕ пек ялтăртата пуçларĕ.
— Эп кирек ăçта ĕçлеме те хатĕр. Мана хăватлăрах трактор çеç кирлĕ. Çĕнĕ плуг туса тĕрĕслесе пăхасшăн. Ăна «ДТ-54» туртаймасть, — тавăрчĕ Хадышев.
— Эс вара çав старике ман каччăран вăйлăрах пуль тетĕн-и? Вĕр-çĕнĕ тракторĕ çине тĕллесе кăтартрĕ Элекçи.
— Паллах, пĕр вăтăр лаша вăйĕ ытларах.
— Пĕрер уйăх юсакала-ха та, çур сехет ĕçлемелле тăвăн-и?
— Мĕн эс тракторупа мухтанатăн? Арăму-им вăл сан? — пӳлчĕ пуçанине Гришка. — Павел тытсан ак пукане пек юсаса лартĕ. Атту эс ăна таçта «Красный фронтовика» ярасшăн. Савăнмалла Павел килнĕшĕн. Сар сăмсаллă пĕр-пĕр чĕппе ярса пăрсан тата хăть... Володя та çав...
— Çапах та васкама хушмастăп эпĕ. Çуракнне тухиччен колхоза тата тепĕр трактор параççĕ. Е «ДТ-75» е «ДТ-54» пулма кирлĕ. Ăна çăхан пекех пĕлсе тăратăп. Ĕненĕр, — тавăрчĕ Володя.
— Ну, çитĕ сăмахпа çатан авса. Ав, Виссарион Маркович та килет, — çĕкленчĕ Гришка.
Çуна çинче ларакан Павел трактористсене сăнарĕ, вĕсен калаçăвне ăнланса илме тăрăшрĕ. Паллах, ăна юлташĕсем хĕрхенеççĕ. Çавна пулах ĕнтĕ кивĕ машинăна тыттарасшăн мар. Мĕнле ăнланччăр-ха вĕсем, çын ăшĕнче пысăк та çутă ĕмĕт ялкăшать, вăл çав ĕмĕте пурнăçласшăн тем тума та хатĕр. Ун пек чухне хуçинчен шухăшламастăн, вăхăтна та, вăйна та шеллеместĕн. Тепри ăна-кăна ăнланмасть, ĕçшĕн ытларах туленине ырлăх тесе шутлать...
Виссарион Маркович мазутланарах панă фуфайкăпа, хура така тирĕнчен çĕлетнĕ çĕлĕкпе. Сăнĕпе вăл самаях улшăннă. Ултă çул каялла хытанкаччĕ, пит шăммисем аванах палăратчĕç. Халь ав самăрланнă. Куç хупанкисем тăртанса усăннă, çутăрах хăмăр куçĕсем вăтанарах, хăюсăр пăхаççĕ. Пичĕ те, кăшт каçăртарах çунатлă сăмси те хĕрлĕ, сăмса вĕçне вĕтĕ-вĕтĕ хăмăр юн тымарĕсем тапçа тухнă.
Ал тытрĕç.
— Мана Трофим Матвеевич каларĕ, — терĕ вăл, çуна çине ларса. Акт çыратпăр. Ан васка. Туртса ярам-ха пĕр пирус. Хаçат çук-и сан?
— Туртмастăп эп.
— Вăл та лайăх, — терĕ Трофим Матвеевич, кĕсйисенĕ ухтарса.
Павел ăна председатель çырнă хута кăларса пачĕ:
— Çак туртма юрамĕ-ши?
— Шăпах хаçат хучĕ вăл, — тавăрчĕ Виссарион Маркович. Унта мĕн çырнине уламасăрах хут çине пачкăри махоркăна силлерĕ те самантрах пуç пӳрнерен кая мар чикарккă пĕтĕрсе хучĕ. Чĕртсе, çине-çинех антăхса çăтрĕ, çăварне кĕнĕ махоркă пĕрчисене чăмласа çĕре сурчĕ.
— Итле-ха, Володя суйнă тăрăх, эс коммунист пулма кирлĕ.
Ма суяс? Чăнах та коммунист, — тавăрчĕ Павел.
Учета тăтăн-и? Тăман. Пĕр сăмахпа каласан (Павел ăнланчĕ: парторг председатель сăмаххисемпе усă курма юратать иккен), ан тăсса пыр. Василий Иванович йĕркене хисеплет. Тракторна йышăн та, ыран райкома кайса кил. Юсамалли унта нумаях мар. РТСра запаслă пайсем тупаймарĕç. Сана хура мазутлă шуйттан çурисем хăратса пĕтерчĕç пулĕ-ха. Ют ялтан икĕ тракторист килчĕç. Иккĕшĕ те тытма хăраса пăрахса кайрĕç. Итле-ха, эс коммунист. Эп организацие йышăннă чух виçĕ коммунистчĕ. Ак Элекçипе Гришка яла таврăнчĕç, икĕ çынна çĕнĕрен ялтĕмĕр. Эс килтĕн. Саккăрăн халь эпир. Çапах райком вăрçать. Колхозсенчен чи пĕчĕк организацирен. Вĕсене мĕн? Йыш ӳссен пахалăхĕ чакнине пĕлмеççĕ. Эс Василий Теркин çинчен вуланă пуль. Аслă кĕнеке. Унта çавнашкал шухăш пур, хулана тăшман аллине салтаксем параççĕ, генералсем ăна каялла илеççĕ. Вăл гражданкăра та çапла, шухăшне каласа пĕтереймесĕр ӳсĕрме тытăнчĕ Виссарион Маркович. Пичĕ ун хĕртнĕ кирпĕч тĕслех пулса кайрĕ, куçĕсем куççульпе тулчĕç. Махоркан шăршлă тĕтĕмĕпе пĕрле эрех шăрши Павел сăмсине пырса çапрĕ.
— Е ытлашши çемçе этем, е ытлашши ӳсĕр, — шухăшларĕ Павел.
— Çапларах пулса тухать пурнăçра, — хăй шухăшне вĕçлесшĕн пулчĕ парторг. — Тарçишĕн лайăх пулни хуçишĕн лайăх пулнине пĕлтермест. Эпир тăрăшман-и? Тăрăшнă. Каяймарăмăр малалла. Прыгунов килчĕ те колхоза, мĕн тетĕн? Перетпĕр халь. Ун пек çынпа ĕçлеме те, пурăнма та çăмăл. Хăй те герой пулать вăл тепĕр икĕ çултан. Малта пыракан колхозсене таптатăп, тет. Таптать. Хăй вилсе выртсассăн та çитсе иртсе каять. Ун пек çынпа, Павел, кивĕ тракторпа та ĕçлеме юрать.
— Эп агитацилемесĕрех йышăнатăп, — тавăрчĕ Павел.
— Эппин атя, кайрăмăр, — ура çине тăчĕ парторг. Павела алăран çавăтрĕ те арман кĕлечĕ патне илсе пычĕ.
— Итле, Павел, — хуллен пăшăлтатрĕ вăл. — Сана валли запчаç икĕ çул пурăнмалăх çитет. Кам тупнă тетĕн? Матвеевич. Вăл сана Çавалкас çĕрĕ айĕнчен те ылтăн тупса аарать. Кĕр-ха эс, кăтартам мĕн пуррине.
— Тĕрĕс, Çавалкас çĕрĕ çинче ылтăн пур, анчах халлĕхе ăна никам та тушайман-ха, — тавăрчĕ Павел.
Виссарион Маркович ăна илтмĕш пулчĕ. Кĕлетĕн пĕр чӳрече те çук. Куç çути тула тăрса юлнăран, кĕрсессĕнех нимĕн те асăрхаймастăн. Павел та малтанах нимĕн кураймарĕ, куçне хупса уçсан, стена çумĕнче лавккари пек çӳлĕксем пуррине асăрхарĕ. Урайĕнче вуншар ещĕк, «Беларусь» тракторăн скачĕсем...
Виссарион Маркович Павела кĕтесри пĕр ещĕкĕ патне илсе пычĕ.
— Кур, — терĕ вăл, — пĕтĕмпех сан трактору валли. Моторĕ ун капиталкăра пулнă, ытти хавшак пайĕсене улăштар. Коммунистăн малта пымалла, çавăнпа эп сан: шăн хам кĕпене хывса пама та хатĕр.
— Тавтапуç. Кĕпи кирлех мар. Ку пайĕсемшĕн хам та сире тем пама та хатĕр.
Каччă ещĕкри детальсене ухтарма тытăнчĕ. Кунта топливă уçлакан насус, çу, топливă фильтрĕсем, подкладкăсем, вкладышсем, шеçтернесем, форсункăсем...
— Тата тепĕр ещĕкне кур-ха.
— Чăн та, трактора çĕнетме пулать, — килĕшрĕ Павел.
— Ална пар — кăмăллăн кулса ячĕ парторг. — Целинара пĕрремĕш бригадир пулнă пулсан, кунта пĕрремĕш тракторист пулатăн. Ан васка, бригадира та лартăпăр. Хăнăх пăртак халăхпа.
— Мана тракторĕ пултăр, ытти çăва тĕпне, — вăтанăрах тавăрчĕ Павел.
Тепĕр самантран парторг сасси тулта янра пуçларĕ:
— Итлĕр-ха, шуйттан чĕпписем. Тавăрса парăр Павела трактор инструменчĕсене. Хăвăртрах. Машннăна çын пӳрнепе юсаймасть ĕнтĕ. Пухăннă кунта кукăр алсем, запчаç мар...
Тракторĕ айĕнчен Элекçи йăраланса тухрĕ, пĕр хушă шарламасăр парторг çине кӳреннĕ куçсемпе пăхса тăчĕ.
— Мĕн лаша сĕлĕ çине пăхнă пек пăхатăн? Сана калатăп эп.
— Виссарион Маркович! — чĕнчĕ Элекçи çирĕппĕн. — Çитет пуль пире кукăр алсем теме. Пире эс текех ун пек сăмахпа ан тĕкĕн. Илнĕ пулсан, ыйтса илнĕ.
— Итле-ха, Алексей Петрович. Мĕн эс шӳте те ăнланмастăн, — сасартăк çавăрса ячĕ парторг.
«Хăравçă», — шухăшларĕ Павел.
— Çапла кала та, — лăпланчĕ Элекçи. Хăй каллех нимĕн пулман пек трактор айне кĕрсе кайрĕ.
Чăнах та, кĕçех трактористсем хăшĕ гайкăсен уççисене, Володя домкрат илсе пырса пачĕ. Виссарион Маркович вĕсене шута илсе тăчĕ.
— Шприц ăçта? — кăшкăрчĕ вăл пурне те илтмелле.
— Илмен.
— Илмен, — хуравларĕç пĕри те тепри.
— Парам сире илмен! — янрарĕ Виссарион Маркович. — Пĕр-пĕр залчаçшăн кама та пулсан сĕртĕр пулĕ-ха.
— Так, — пырса тăчĕ Володя. — Малтан шав кăларма параппанĕ кирлĕ. Ĕнер кунта кам газикпах килнине аса илесчĕ. Çав урапасене шприцларĕ те шприцне кĕлете хума манса кайрĕ.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...