Çавал сарăлсан :: 2. Ялта ятлисем
— Эй, кума, сан колхозра мар, Шупашкарти «Атăл» ресторанта çеç ĕçлемелле, — кулчĕ председатель. — Епле тиркен? Эсир каçарăр, эп паян питĕ ывăнтăм. Йытă ĕçĕ вĕт. Кама кăка вĕрместĕн пуль.
— Лар. Этемĕн йĕрки пулать вăл, — калаçăва хутшăнчĕ Марье.
Светлана чупса кĕчĕ, хĕреснашшĕне мăйĕнчен çакăнчĕ:
— Ямастăп... ямастăп, — терĕ вăл. — Ф-ф-ф-у, санран эрех шăрши керет...
— Ӳсĕр çав эп. Мана эс çавах ярасшăн мар. Апла юрамасть.
Трофим Матвеевич çул куркине тытса пачĕ. Асатма пĕчĕк пӳртне тухрĕç.
— Эс лар, кума, — ыйтрĕç кӳршисем.
— Маншăн эс юл, — хушрĕ упăшки те.
— Юрĕ, — килĕшрĕ Марье. — Тăхта, уççине ме, — çенĕке упăшкипе пĕрлех тухрĕ вăл.
— Марье, илтетĕн-и, текех хамăрăн çуралмасăр нимĕнле менелнике те килместĕп, — пăшăлтатрĕ Трофим Матвеевич.
— Хăратрăн та...
— Хăратма мар, сана малтанхи айăпушăн ĕмĕрне те каçарма пӳлтараймастăп.
— Ан та каçар, — каялла вартах çаврăнчĕ Марье. Пӳрте кĕчĕ, тӳрех сĕтел хушшине пырса ларчĕ. — Кум, яр-ха ман валли те.
Часах Трофим Матвеевич çинчен те манса кайрĕç, сăмах урапи чарăнмасăрах çаврăнчĕ.
— Эс эп каланине ан ман, — час-часах аса илтерчĕ Марье ӳсĕрĕлнĕ парторга.
— Каларăн. Эп хăçан манатăп?
Светлана хĕреснамăшĕ çур çĕр çитес чух çеç хăнаран тухрĕ.
Тулта пӳртри евĕрлех ăшă. Çил те çук, Таврара ирĕлекен юр шăрши тăрать. Йывăр пĕлĕтсен питлĕхĕ хăш-пĕр çĕрте çĕтĕле пуçланă, çав вырăнсенчен темиçе çăлтăр курăнать.
Ял шăпах. Трофим çутă та сӳнтернĕ. Пӳрте кĕрес килмест.
Марье йĕпе юра ывăçласа çамкине сăтăрчĕ. Чун уçăлнăнах туйăнчĕ, пуçра шухăшсем йĕркеленчĕç.
Пӳрт умĕнчи ватă йăмрасем. Вĕсем çеç пĕлеççĕ Марье юратăвне. Чи малтан çакăнта чуп тунăччĕ ăна Сергей. Çакăнта. Арçын ачасене кун кăтартман Марье сасартăк çак хитре каччă умĕнче вăтанакан пулчĕ. Улмуççи çуралсан, пан улми пулатех. Тепĕр чухне пăр та çапать, тăм та тивет, çеçке те шанса кайса тăкăнать. Пăхатăн та кĕркунне — улмуççи пан улмисемпе малтанхи ача амăшĕ пек киленсе ларать. Этемĕн пурнăçĕ лутăркансан та, ĕмĕчĕ малаллах, шанчăкĕ те пурах.
Хĕрĕн шухăшĕ хĕрĕх, кăмăлĕпе чĕри пĕрре.
Вăрманпромхоз инженерĕ Сергей авланнăскер пулнине пĕлсен, Марье виçĕ кун килтен тухмарĕ, лавккине те уçмарĕ. Ун чухне те çакнашкалах çуркуннеччĕ, анчах юр ирĕлсе пĕте пуçланăччĕ ĕнтĕ. Унтанпа халь çичĕ е сакăр çул иртрĕ-ши?
Кайран хăтана Прыгунов пычĕ. Килĕшме типрĕ. Качча кайсан уйăх çурăран Марье хырăм пăрахрĕ. Виçе уйăхри хырăм.
Ача таврашĕ урăх пулмарĕ. Çавăнтанпах ăна Трофим Матвеевич айăплать. Çук, Марье хăйне айăплă темест.
Туран такам шăхăрса анни шартах сиктерчĕ. Марье çаплах кӳршисен умĕнче тăратчĕ, çырмавалла чупса анчĕ те вăл килнелле утрĕ.
Çӳллĕ те сарлака кĕлеткеллĕ арçынпа вĕсем хăйсен килĕ умĕнче тĕл пулчĕç. Лешĕ хĕрарăм çулне татас мар тесе-тĕр, тăпах чарăнса тăчĕ.
— Охо! Америкă уçрăм пулать. Çавалкасра хĕрарăмсем те улăха чупаççĕ-и? — янăрăрĕ хулăн сас.
«Кам ку? — тĕшмĕртме тăрăшрĕ Марье, — Сассине тăçта илтнĕ. Кĕлетки? Кĕлетки Сергее ас илтерет», — шухăшларĕ вăл, унтан сасăпах çапла хушса хучĕ:
— Пирĕншĕн те арçынпа тан права.
— Права-тăк — права пултăр. Сывă-и, эппин, Мария Сергеевна.
Хĕрарăм алли шатăртах турĕ, анчах вăл ыратнине палăртмарĕ.
— Çакăнтах вĕлер, паллаймастăп.
— Вĕлерме кирлĕ мар. Ĕлĕк Павел тетчĕç, халь те çаплах чĕнеççĕ.
— Э-е-е, — аса илчĕ Марье, — Çĕнĕ çĕр йĕкĕчĕ. Килнĕ ятпа апла.
— Тавах.
Марье умне акă Павăлăн сăнĕ те тухса тăчĕ. Çулла, почтальон клуба пырса кĕрсен, «Сельская молодежь» журнала туртса кăларса хучĕ. Хуплашки çинче каччăн çăнĕччĕ.
— Палларăр-и? — ыйтрĕ почтальон.
— Павел вĕт ку, — илтĕнчĕ темиçе сасă.
Марье хĕр пĕвне çитнĕ чухне Павел çиччĕмĕш-саккăрмĕш классене каякан ача пулнине аван ас тăвать. Ун чухнех вăл пĕвĕпе тĕреклĕччĕ. Амăшĕ вилсен, ялта чылай ун пирки калаçрĕç:
— Маттур, ĕçчен ача. Ашшĕ килĕнчи тĕтĕме сӳнтермерĕ. Тракторист та пулчĕ.
Халь Марье журналти ӳкерчĕке аса илме тăрăшрĕ. Хура куç харши. Пиçнĕ хурлăхан тĕслĕ куçсем. Кулнăран пăт путнă икĕ пит çăмарти. Кăшт кăна куранакан тикĕс шăлсем, — хĕр евĕр именсе кулнăран ĕнтĕ. Пĕтĕм сăн-питĕнче хăй телейне тупнă çыннăн савăнăçĕ, çамрăклăх вăйĕ.
Çынсем мĕн калаçни те аса килет:
— Ăна Ленин орденĕ панă, теççĕ.
— Аха, вăл трактор бригадин бригадирĕ.
— Çырнине вула, унта йăлтах каланă. Институтра хăй тĕллĕн вĕренет.
— Инженер пӳлать ĕнтĕ.
— Çук, агроном.
Çак сăнсем Марье ас илĕвĕнче çиçĕм пек шуса иртрĕç.
— Камсем патне килтĕр?
— Киле. Кĕçĕрлĕхе Володьăсем патĕнче вырнаçкаларăм.
— Каяллах каятăр пуль?
— Хĕр тупăнсан мĕншĕн каяс?
— Хĕрĕ тупăнĕ. Вĕсем халь кашни каччă пуçне пĕр шаршан, теççĕ. Вăл мар, аçу пӳртне юхăнтарса лартни намăс.
— Намăс тĕтĕм мар, куçа кĕмест. Пӳртне ăна сутса хăварма та пулать, — çурма шӳтлесе хуравларĕ Павел.
Шăпланчĕç. Марье васкасах Виссарион Марковичсем енне çаврăнса пăхрĕ. Çутă çаплипех сӳнмен-ха.
— Килнĕ ятпа хăналаççĕ. Килте паян нимĕн те çук. Айтăр Нина кумасем патне. Вĕсен паян хĕрачин менелникĕ.
— Ăнлантăм. Апла эсир хăмла пахчинчен? Сирĕнтен ытла та ырă шăршă кĕрет.
— Айтăр, — каччă аллинчен тытрĕ Марье.
— Çук, тавтапуç. Ĕçке енне çаврăнсан, хуçа та тарçă пулнă, тет.
— Тарçă пуласран хăратăр-и?
— Тĕрĕс, Мария Сергеевна. Сыв пулăр. Ырă тĕлĕк курăр. Мана Володя кĕтсе те ывăнчĕ пулĕ.
Каллех атă айĕнче юр натăртатрĕ. Йăмра çумне сĕвеннĕ Марье каччăн ĕмĕлки курăнми пуличченех пăхса тăчĕ.
3
Трофим Матвеевич хăй Кӳлхĕррисем.
Вăрçа вăл чикĕ хĕрринче кĕтсе илнĕ. Арканнă чаçăн юлашкисемпе фашистсен ункинчен тухнă. Малтанхи хут аманса сывалсан, ăна индентантсем хатĕрлекен курса янă. Виçĕ уйăхран каллех фронт, каллех бомбăсемпе снарядсем айĕнче. 1943 çулта, йывăр контузи хыççăн, вăл килне таврăнчĕ. Çулталăк ытларах колхоз председателĕнче ĕçлекелерĕ те каллех фронта тухса кайрĕ.
Çын мĕнрен хăрать, çавăнтан вилет теççĕ. Вăрçă чарăнасси икĕ кун юлсан, ăна каллех снаряд хумĕ çĕклесе çапрĕ. Госпитальте çур çул еннех выртнă хыççăн Трофим Матвеевич килне таврăнчĕ. Çур çул ниçта та ĕçлемерĕ. Ун чух аллисем те чĕтретчĕç, калаçма тытăнарах калаçатчĕ. Хăйне колхоз председательне суйлас тесен те килĕшмерĕ, райсоюза кайрĕ. Малтан экследитор, каярахпа председателĕн заместителĕ пулчĕ.
Пĕртен пĕр амăшĕ вилсен, ялти çурт-йĕрне те сутса ячĕ, район центрĕнче ик çĕр пăт тырă парса чул çурт туянчĕ. Мĕн калăн: ун чухне тырă хаклăччĕ çав.
Хăйсен колхозне каялла вăл 1954 çулта кайрĕ. Пĕрисем ăна хăй ĕçĕнче мăкăлтаннă терĕç, теприсем парти чĕннипе килнĕ текелерĕç. Чĕлхене карта тытман, анчах вăл колхоза ура çине тăратрĕ. Вара, икĕ çул каялла, «Çавал» колхоза ертсе пыра пуçларĕ.
Кунта килме чылай сăлтав пулчĕ. КПСС райкомĕ ăна вăтăр пин шучĕпе яма ыйтса обкома çырчĕ. Килĕшрĕç.
Трофим Матвеевичăн арăмĕ Çавалкасран. Вĕсем кунта килнĕ çулхинех ашшĕпе амăшĕ умлă-хыçлах çĕре кĕчĕç. Вилнисем хыççăн сикеймĕн. Никам та вилĕмсĕр мар. Чĕррисем пурăнаççĕ, вĕсем пурнăçа малалла тăсаççĕ. Районти çуртне сутса ячĕç. Çапла Трофим Матвеевич Çавалкас çынни пулса тăчĕ.
Вăл килнĕ чух «Çавал» районта чи кая юлнă колхозчĕ. Вăрман çывăхĕнчи ялсем. Кермен пек çуртсем, вĕр-çĕнĕ хапхасемпе хӳмесем. Çĕр мар усă парать кунта, вăрман хăйĕн ăшă тăлăпĕпе витет. Вăрман пек пуянни, уй пек асли çук. Вăрман нихăçан та пушă ямасть. Пултараканĕ унтан-кунтан тупкаласах çулталăкра пĕр-икĕ пура кăларать, кам тата курăс çĕр аллă пăт таранах хатĕрлет, пĕр-икĕ капан утă лартать. Акă сана вунă-вун пилĕк пин укçа та.
Хресчен çемйи хĕсĕр мар. Анкарти вырăнне татса илесрен килте пĕр-пĕр ватти е уксах-тĕсекки юлать, колхоза ĕçлеме тухать. Ыттисем ĕçе е вăрманпромхоза е чугун çул çине, е район центрĕнчи предприятисене вырнаçнă.
Ялсем пуян, колхоз чухăн. Пасарта хăма е чус, мăк е курăс тиенĕ лавсене курсанах пурте паллаççĕ. Çавалкассем. Ахальтен мар ĕнтĕ Çавалкаса: «районăн ĕнчĕ пĕрчи» теççĕ. Кама пура, чус е хăма кирлĕ — вăл Çавалкаса утать, кам ута йӳнĕрех хакпа тупса илесшĕн — каллех кунта.
Çук, пурте пĕрешкел мар. Ялта йӳнеçтерме пĕлекенсем кăна мар. Тăлăх хĕрарăмсем, ватă-вĕтĕсем колхозах ĕçлеме тухаççĕ. Хăшĕ — ячĕшĕн, хăшĕ чунĕпех.
Çаплаччĕ вăл Çавалкас.
...Виссарион Мăрковичсем патĕнчен каçнă Трофим Матвеевич хывăнсах ыйтрĕ.
Ашра шĕкĕ. Кăшлатьте кăшлать. Юлашки çулсенче çиелех туха пуçларĕ. Чăтаймасть чĕре ыратнине. Çынсем патне каятăн та, кашниех хăй телейĕпе савăнать. Киле çитетĕн те — тăр-пĕччен. Марье те пулин час-часах библиотекăра. Лавккара ĕçлеме пăрахнăскер, мур тума кĕчĕ-и унта? Пурнăç танăç мар-и, упăшки ĕçлени çитмест-и?
Ĕçре çынпа ятлаçмалли те пулать, хуйхи-суйхи те пур. Этем те хурçă мар, унăн кăмăлĕ пур: вăл савăнать, вăл çунатланать, пăшăрханать, кулянать. Киле ывăнса таврăнатăн та, кампа йăпанса ăшăтатăн чĕрене? Çав Светланă пек ача пулсанччĕ...
Кун-çул урапи малаллах кусать. Чарас тесен те чараймастăн. Этеме пăхăнмасть çав кустăрма, хăй кусăмĕпех туртать вăл этеме. Çулсем те иртеççĕ. Хĕрĕх урлă каçни те сисĕнмерĕ. Ят пур ĕнтĕ: вăл савăнтарать. Трофим Матвеевич тесен районта мар, республикăра та пĕлеççĕ. Анчах кам шутлĕ-ха вăл телейсĕр тесе? Çапах та телейсĕр. Кам айăпĕпе? Марье айăпĕпе. Çук, каçарма пултараймасть вăл ăна...
Трофим Матвеевич малтанхи хут Çавалкаса тăхăр çул каялла. Май уявĕ иртсе кайсан килчĕ. Лавкка хупăччĕ. Çынсем продавщицă чуччу патĕнче терĕç.
Сарлака-сарлака, çеремлĕ урам варринче икĕ йăмра хушшине чуччу çакнă. Ярăнакансем сулăмпа çӳлелле хăпарса кайнă чухне вĕсен айĕпе мотоциклет çине ларнă хĕр вăшт! кăна тухса каять.
— Вăт анра! Пĕртен пĕрре çитсе çапсан вилет вĕт, — шухăшларĕ райсоюз председателĕн заместителĕ. Чуччу ларкăчĕ хăйне çитсе çапас пек чĕри кăртлатса илчĕ. Тăвраллах пухăнса тăнă каччăсемпе хĕрсем Марье чуччу айĕнчен тухса каймассеренех алă çупаççĕ, хавхалантарса тем кăшкăраççĕ.
Акă, хĕр каялла таврăнса хăйĕн мртоциклне йăмрасем патне тăратрĕ. Тем хушăра вăл халь çеç ярăнса чарăйнă чуччу ларкăчĕ çине сиксе хăпарчĕ, унтан чапа тухнă çĕнтерӳçĕ пек çынсене мăнкăмаллăн пăхса çаврăнчĕ.
— Кам манпа ярăнать?
— Арçурипе арçури ярăнтăр, — шӳтлерĕ тахăшĕ.
— Е Çавалкасра манпа ярăнма каччă çуралман-и?
— Каччи пур, — хуравларĕ Трофим Матвеевич, чуччу патнелле çывхарса.
— Э-э, зампред., — тере Марье шӳтлĕрех. Пысăк кăвак куçĕсем савăнăçпа ялкăшрĕç, вăл илĕртмелле кăмăллăн кулса-сахăр пек шурă та тикĕс шăлĕсене кăтартрĕ:
— Юрĕ. Кӳлхĕррисем тупăнчĕ. Хăрасан эп явап тытмастăп.
— Курăпăр кам хăранине.
Ярăнакан мăшăр çӳлтен те çӳле кайса пычĕ. Авăнчĕ юманран хывнă çирĕп кашта.
Кам ярăнман пуль чуччупа? Сана хирĕç тăракан хĕр кăвак тӳпенелле хăпарса кайнăн туйăнать. Унăн пит-куçĕнче çухалми савăнăç вылять, кĕпе аркисем çилпе вăркăшаççĕ. Аялалла аннă чух тĕпсĕр авăралла вĕçнĕ пек туйăнать: чĕре хăвăрттăн картлатса тапать, ишет, ишет вăл кăкăрта, хăй вырăнĕнчен тухса кайнăскер. Санпа пĕрле çĕр ишет, санпа пĕрле йăмрасем сулланнăн тӳйăнать.
Трофим Матвеевич ун чухне хастар хĕрачана темĕнле пулсан та хăратма шутларĕ. Хăлхасенче çаплипех çил шăхăрчĕ. Иккĕшĕ те хĕрелсе кайрĕç, çапах тапма пăрахмарĕç.
Чуччу чарăнсан, çĕре чи малтан Марье сикрĕ.
— Вăт каччă! — пысăк пӳрнине çĕклерĕ хĕрача. — Эсир мĕн? Çавалкас каччисем тетĕр тата. Мулкач чĕрисем эсир, — кулса ячĕ вăл.
— Ырлах ĕнтĕ пуçлăхна.
Тепĕр самантран Трофим Матвеевич мотоциклетăн хыçалти ларкăчĕ çинче ларса пычĕ. Катрашкаллă, тумхахлă ял урамĕн çулĕпе Марье машинине çирĕппĕн тытрĕ, лупашкасем урлă асăрхаса каçарчĕ.
Лавккине уçса шалтан çаклатрĕ. Халатне хывсан, Трофим Матвеевич хĕр кĕлеткине курса хытса тăчĕ. Вăл яштака пӳсиллĕ. Çаврака хул пуççийĕсем сăпайлă та, пилĕкĕ çинçе. Трофим Матвеевич Ленинграда кайсан, эрмитажраччĕ пулас, «Венера Таврическая» кĕлеткине курнăччĕ. Марье ăна темшĕн тӳрех çав сăнара аса илтерчĕ. Акă вăл ун енне çаврăнчĕ те, куç умне тăпăл-тăпăл çĕкленсе тăракан кăкăрĕсем тухрĕç.
— Венера, — хăй те сисмесĕрех персе ячĕ Трофим Матвеевич.
— Мĕн?
— Чиперлĕх турри иккен эсир...
— Ăна пĕлместĕп. Ухмахлăхăн турă пулсан, вăл мана пăхса ӳстернĕ пулĕ, — кулчĕ хĕр. — Çавна асăрханăччĕ Трофим: савăнăçлă çĕртенех Марье сасартăк тĕксĕмленнĕччĕ. Унтан: — Сирĕн мĕн тĕрĕслемелле? — тесе ыйтнăччĕ.
Трофим Матвеевич ача пекех пулса кайнăччĕ. Çапла, вăл жалобă тĕрĕслеме килнĕ. Лайăх таварсене тăванĕсене, çывăх çыннисене сутни çинчен, лавккана час-часах хупă тăратни çинчен çырнăччĕ унта. Марье çакна илтсен аптраса ӳкессе кĕтнĕччĕ вăл, анчах лешĕ ахăлтатса кулса ячĕ.
— Тĕрĕс. Ку элеке ман çинчен мар, сирĕн çинчен çырнă. Тавар çителĕксĕр пулсан, ман кама мĕн парас? Мана эсир ыйтнă таран тавар парсан, никам та элек çырмасть.
— Пур таварне те сутма пĕлмелле.
Ăна мана çын ан вĕренттĕр. Кам пай укçи тӳленĕ, çавна чи малтан йĕтĕн тутăр та, йӳнĕ çитсă та...
— Эп килнĕ чух лавкка мĕншĕн хупă?
— Ăçтан иртен пуçласа каçченех тăратăн? Çын çуккă та — хупрăм.
Марье хĕрлĕ эрех кĕленчине уçрĕ, стакан çине ячĕ.
— Каçарăр, ĕçместĕп. Сĕннишĕн тавтапуç, — хирĕçлерĕ Трофим Матвеевич.
— Пĕлетпĕр эсир мĕнле ĕçменнине. Ялпо председателĕ арçын продавецсене ĕçнĕшĕн е эрехе ваккăн сутнăшăн ятлать, хăй пирĕн лавккана килсен çур литра шап çеç çавăрса хурать. Укçине шамă яланах манса каять.
«Пуçлăхсем çинчен еплерех шутлать вăл. Тата хăюлăхĕ ăçтан тупăнать?» — шухăшларĕ каччă. Чăтаймасăр вăра:
Пурне те эс пĕр аршăнпа ан виç, — тенĕччĕ.
Эй, арçыннăн аршăнĕ-мĕнĕ пĕрех: эрех те хĕра-рăм, — пĕр
шиксĕр таварнăччĕ Марье.
Трофим Матвеевич асĕнчен хĕр сăнарĕ тухма пĕлмерĕ. Ăна тĕлĕкре те çын çине кăшт куларах пăхакан илĕртӳллĕ куçсем йĕрлерĕç. Вăл вара тепĕр эрнерен райпо председательне лартса хăнана кайрĕ...
Макăрнипе куçĕ хĕрелнĕ хĕре çав каçах илсе таврăнчĕç. Марье ун чухне вун тăххăртаччĕ. Вăл... Вăл вара вăтăр иккĕреччĕ.
Телей çулсенче-ши?
Çук. Еплеччĕ тата вăхăчĕ! Шап-шурă çурăлнă çĕмĕртсем хăйсемпе хăйсем кантăк умĕнче киленетчĕç. Шăпчăк çĕрĕпе юрă шăрататчĕ. Кам пĕлет, тен, вăл вĕсемшĕн кăна каçăхса кайса юрланă? Тен, пахчара та вĕсен телейĕшĕн кăна çĕмĕрт шурă пĕркенчĕкпе пĕркеннĕ? Çапла туйăнатчĕ Трофим Матвеевича, ăна çĕр çинче утнăн мар, пĕлĕтре вĕçнĕн туйăнатчĕ. Унăн чи хитре арăм, вăл вăрах вăхăт авланмасăр пурăнни сая каймарĕ.
Юлташĕсемпе тусĕсем пуçтарăнчĕç. Пысăках мар туй. Унтан кану. Тĕлĕкри пек, пĕр шухăшсăр иртсе кайрĕ чăп-чăп уйăхĕ...
Пĕр каçхине, утăсем çулас вăхăт çитсен, Трофим Матвеевич темĕнле сас илтнипе вăранса кайрĕ. Марье йынăшать-мĕн. Упăшки сиксе тăрса арăмĕн вырăнĕ патне чупса пычĕ.
— Тас пар! — шăлĕсене качăртаттарчĕ Марье. — Чунсăр! Эп вилсен те тăрса пăхмастăн.
Трофим Матвеевич тавçăрса илчĕ.
— Мĕн тăватăн эсĕ? Мĕн тăватăн? — чупкаларĕ вăл.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...