Çавал сарăлсан :: 2. Ялта ятлисем
1
Пуху салансан та Трофим Матвеевич райкомран часах тухаймарĕ. Ăна Василий Иванович хăй патне чĕнсе илчĕ.
Райком секретарĕ хальхинче кăшт сивлекрех пек туйăнчĕ. Унăн йăл кулли те çухалнă, сенкер куçĕсем шухăшлă. Сылтăм пит çăмарти çинчи кивĕ суранĕ татах шурса кайнă. Колхоз председателĕ çакна асăрхасанах хумханса илчĕ: парти активĕн пухăвĕнче тухса калаçнăшăн кăмăла йывăр илчĕ-ши? Çук, пулма пултараймасть, вăл хăйне тĕксе илнишĕн çилленекен çын мар.
— Комбайнсемпе молотилкăсем кĕтеççĕ сире. Тăсса пырса çитет. Район умĕнче намăс. Хăçан илетĕр? — ыйтрĕ Василий Иванович.
— Аптрамалла, — аллисене шанчăксăррăн сарса ячĕ колхоз председателĕ. — Çавнашкал хаклă хак пулма пултараймасть. Неушлĕ парти çавна асăрхамасть? Пĕр комбайн хĕрĕх пин тăрать. Ун хакне кăларас пулсан миçе çул ĕçлемелле? РТСĕ тракторсене юсанăшăн тăпăлтарать тата, хăть Мускава çырса яр. Шухăшлатăп та, техникă иличчен колхоза натуроплатă тӳлеме çăмăлтарах.
— Хаклă тетĕн? — çĕкленчĕ райком секретарĕ. — Ĕлĕкхиллех государствă пĕр центнер тулăшăн сакăр тенкĕ тулесен? Пĕр литр сĕтшĕн темиçе пус парсан? Мĕн тăвăн? Çапла çав. Хăвах каларăн вĕт халь ĕçлеме çăмăл тесе.
— Патшалăхĕ вăл — мĕнле парать, çапла илет.
— Ку вăл обыватель юрри. Е сăмах çукран сăмах тăватăн. Çичĕ çуллăх пырать çĕршывра. Эс ăна çăмăл план пуль тетĕн-и? Çук. Пĕтĕм тĕнчене кăтартатпăр хамăр утнине. Ленин халь сывă пулсан тепĕр хут: «Пирĕн хуçалăх çитĕнĕвĕ чи лайăх политикă», тесе каламалла.
Тавлашсах кайрĕç. Экономикăна лайăх пĕлекен райком секретарĕ районти колхозсен тĕслĕхĕпе техникă илни колхоза натуроплатă тӳленинчен йӳнерех пулнине кăтартса пачĕ. Лешĕ килĕшмерĕ.
Василий Иванович урăх шарламарĕ, пĕр хушă куçне Прыгунов çинчен илмерĕ. Трофим Матвеевич, вăл пăхнинччен пăрăнса, урамалла тинкерчĕ.
— Тепĕр чухне эс экономист, тенĕр чухне нумай япалана колхоз председателĕн куçĕпе çеç куратăн. Ан манса кай: эс депутат. Санăн государствă ыйтăвĕсемпе те интересленмелле.
Сыв пуллашрĕç.
...Виссарион Маркович столовăйне апат та кайса çиме ĕлкĕрчĕ, хăйĕн «дозине» ӳпĕнтерчĕ, унтан тахометрпа баллонсенчн сывлăш пусăмне тĕрĕслерĕ. Трофим Матвеевич çăплах тухмарĕ.
Икĕ сеткăпа япала тултарнă колхоз председателĕн арăмĕ Марье çитрĕ. Вăл шофер вырăнне кĕрсе ларчĕ те пальто тӳмисене вĕçертрĕ, тутăрне ĕнси хыçне антарса çӳçне юсарĕ.
— Кум! Кил-ха кунта! — алăка уçса чĕнчĕ вăл. Марье пĕр сеткинчен хут чĕрки кăларчĕ. Виссарион Марковинч куçĕ умĕнче — кĕске çанăллă хĕрача кĕпи. Вăл пĕр çич-сакăр çула çитнисене чухах пулмалла. Сарă пурçăн çине кăвак ункăсем çаптарнă. Пĕрĕмĕсем йăвă та вĕтĕ, тӳп-тӳрĕ те илемлĕ. Кĕсйи те пур.
— Хитре-и? — кăвак куçне чеен ялкăштарчĕ Марье.
— Эп хĕрарăм кĕпине-тумне пĕлсех каймастăп, çапах хитри куç умне пĕрре пăхсах тухса тăрать.
Кĕпине Марье типтерлĕн чĕркесе сеткине чикрĕ те самантранах кăвак хутпа чĕркенĕ тепĕр çыхă туртса кăларчĕ.
— Ку тата?
Сăран тĕплĕ, тĕрленĕ питлĕ сарă сантали-мĕн.
— Ку та аван. Такам илме хушрĕ-и?
— Эх, кум... Арçынсем яланах паянхи пурнăçпа пурăнаççĕ. Ара, сирĕн Светланăн менелник пулнине манса кайрăн-им?
Светлана. Тăхăр çул тултарать. Авланни те халь çеç пек. Мĕнле-ха ун çинчен ашшĕ манса кайнă. Мĕн те пулсан илсе парас пулать. Мĕн илес? Паян укçине те кăшт çеç чиксе тухнă, вăл столовăйĕнчех пĕтрĕ. Ыйтас — ырă мар. Каллех ăна Марье ухмаха тăратса хăварчĕ. Кашни çулах хĕреснамăшĕ мĕн те пулин илсе парать, çавăнпах ĕнтĕ хĕрача вĕсем патĕнчен тухма пĕлмест. Шкултан килсенех унта е клуба каять. Хĕреснашшĕ те çавах. Иккĕшĕ ачана ачашласа пăссах ячĕç.
Витĕр куракан хĕрарăм Виссарион Маркович тĕксĕмленнине самантрах асăрхарĕ, пальтон шалти кĕсйинчен çирĕм пилĕкшер тенкĕлĕхсем туртса кăларчĕ:
— Ме, кайса ил мĕн те пулин.
— Тен, хамăр ял лавккинчех тупанать? — иккеленсе ыйтрĕ парторг.
— Эрехрен ытла мĕн пур унта? Светкăн портфель кивелнĕ, раймага кайса ил. Тăхта-ха, — чарчĕ вăл ăна çаннинчен тытсах. Кăн-кăвак куçĕсем такамран хăранăн тавралла пăхса çаврăнчĕç, сасси пĕчĕкленчĕ: — Итле-ха, кум, Трофима кăçал каллех çĕр улми сутма хушас. Пĕлтĕрхи пек тепре кăнтăра кайсан... Ăнланатăн-и? Атту мана итлеми пулчĕ. «Мĕн вĕрентетĕн те, мĕн вĕрентетĕн», тет кăна. Сан сăмахна итлет вăл.
— Эп калăп... Манра ĕç тăрас çук, — хуравларĕ Виссарион Маркович.
Универмага каясси пулмарĕ.
— Кайрăмăр, — терĕ кĕтмен çĕртен райкомран тухнă Трофим Матвеевич, планшетне ларкăч çине шаплаттарса пăрахса. — Района килсен апат çиме те вăхăт çук. Пĕри туртать, тепри. Çурçĕр полюсĕнчен вĕçсе килнĕ тейĕн. Пырса курас хамăр пата. Курдюкĕсене ӳстерсе янă та, лараççĕ çытмисене якатса.
Председатель çилленнĕ. Ун пек чухне ăна хăй мĕн шухăшласа хунине каласа пĕтермĕ ирĕк пар. Тăкать пĕр кана та чарăнать, вĕрет-вĕрет те самантрах сивĕнсе каять. Арăмĕ те, парторг та унăн йăлине аван пĕлеççĕ. Çавăнпа вĕсем шăпăртах ларчĕç.
— Молотилкăсем те, комбайнсем те илме лекет.
— Çак хакпах-и? — чăтаймасăр вартах çаврăнать шофер вырăнĕнче ларакан Марье.
— Пĕр колхозшăн йӳнетсе параççĕ тетĕн-и?
— Тракторсемпе те васкарăн. Юлса пыракан колхоза никам та вăйпах илтереймест, — тавăрчĕ арăмĕ.
— Юлса... юлса, — йĕкĕлтерĕ Трофим Матвеевич. — Эс районтисем пĕлмеççĕ пуль тетĕн-и пирĕн экономикăна? Василий Ивановичран çӳп пытараймастăн. Пĕлет вăл Тата мĕн эс ман ĕçе хутшăнатăн? Эс хăвăн клубна пĕл. Халиччен хĕрарăм ăсĕпе пурăнман эп! — касса татрĕ упăшки.
Марьен çинçе те тӳрĕ сăмса çунаттисем сарăлчĕç, куç харшисем пĕрĕннипе çамки çине пĕртен пĕр пĕчĕк йĕр выртрĕ. Мотор пĕр тикĕссĕн кĕрлеме тапратрĕ. Машинă темиçе метртанах пысак хăвăртлăх илчĕ. Марье куçĕ талăкĕпех çывăрман çыннăнни пек типпĕн ялкăшса çунчĕ. Катаран пăхсан, арçын калаçăвĕсем ăна нимĕн чухлĕ те касăклантармай пек, анчах вăл пĕр самахне те вĕçермерĕ.
— Виçмине килсе илер те, ĕçĕ пĕттĕр. Ыран лару туса ирттерес. Эс трактористсене пĕлтер: хатĕрленччĕр. «Старик» валли те тракторист тупмалла. Укçа тăкрăмăр та ахалех лартатпăр.
— Кам килĕштĕр унпа ĕçлеме? Ĕçленинчен ытларах юсаса вăхăта ирттеретĕн. Вĕсем, трактористсем, яланах çĕнĕ машинă çине ларма ĕмĕтленеççĕ, — тавăрчĕ Виссарион Маркович.
— Барановпа калаç-ха эс. Эп ăна хам та чĕнсе пăхатăп. Пулăшса ят илтертĕмĕр те, хамăр çинех хăса пуçларĕ. Текех ăна парти активĕн пухăвĕ тесен, колхозран кăлармастăп. Тупăннă туй ачи.
— Кукурузă пăсса ячĕ. «Королева» нумай çынсене король турĕ, — анасласа илчĕ парторг. Шофер «дози» ăна самаях ĕнтĕркеттере пуçларĕ курăнать.
— Çитес пасара кайма хатĕрлен. Выльăхсем халь хаклăрах, анчах кĕç çăва тухатпăр. Самăртса паратпăр. Аш, аш кирлĕ халь. Василий Иванович иртнĕ çулхи декабрьти Пленума аш пленумĕ, тет. Кăçал çĕр гектар пуçне тăхăр вунă центнер илсен, республикипех кĕрлесе каятпăр. Çак кăкăра, — лăпкарĕ председатель парторг кăкăрне, — Ылтăн Çăлтăр илемлетме пултарать. Пухура çапла йышăнас: камăн ĕне пур, пăрушне пуссан çулталăк хушши лаша та, машинă та парас мар, çийĕнчен пилĕк ĕç кунĕпе штрафлас. Пĕр сăмахпа каласан, ӳстерчĕр, колхоз шучĕпе паччăр.
— Ку вăт тĕрĕс, — килĕшет парторг. — Атту çур пăт какайшăн чĕчĕ пăрушне пусаççĕ. Камă усă? Çулталăк усрасан, сахалтан та вунă пăт туртакан пулать. Çывăхри ялсене те кайса илме юрать.
— Апла-тăк, эп парти линине тĕрĕс ăнланатăп.
— Ăнланман çынна кам республикă депутатне суйлатăр? — мухтарĕ Виссарион Маркович председателе.
— Кăçал... Кăçал эпир хамăра кăтартма тивĕç. Ман утпа, коммунистсем те, халăх та хăйсен тĕллевне ăнлана пуçларĕç. Ку чи кирли. Ăнлану пулсан, ĕç каять. Ытти колхозсем те пирĕн хыççăн туртăнаççĕ. Райком пире ырлать, райисполкомшăн пулсан... — хăй шухăшне вĕçлеймерĕ Трофим Матвеевич, тем чыхăнса кайрĕ те хĕремесленсех ӳсĕре пуçларĕ.
Машинă, шоссерен пăрăнса, Çавалкаса кĕчĕ.
2
Прыгуновсен (тĕрĕссипе Марьесен) килĕ урам çырма юпне пырса тăрăннă çĕрте, айлăмра. Урамалла тăвата чӳрече тухакан ултă кĕтеслĕ пӳрт. Чӳрече хăлхашкисене чăвашла тĕрĕпе тĕрленĕ, тĕрлĕ теслĕ сăрпа сăрласа илемлетнĕ. Çийне чуспа витнĕ, ăна та шурăрах кăвак сăрпа сăрланă, çавăнпах-ши, пӳрт темĕнле юмахри пек курăнать. Çырма хĕстернипе çул пӳрт çумнех пăрăнать. Виçĕ ватă йăмра пулмасан, иртен урапа пӳрт кĕтессине те çаклатмалла.
Пĕчĕк çырма урлах — Виссарион Марковичсем. Шифер витнĕ катмар пӳрт. Умĕнче пĕчĕк пахча карти. Ăна ятарласа çуртарнă чусран кашни татăкнех шĕвĕртсе тата тĕрĕлесе тытнă. Пӳртпе юнашарах чĕнтĕрлĕ вырăсла хапха. Колхоз председателĕн те, парторгăн та вĕсем пĕр евĕрлех — çĕнĕ, иккĕшне те пĕр ăстаçах тунă.
Виссарион Маркович, е, ялти пек — каласан, Виссар, Совет çарĕнчен 1950 çулта таврăнчĕ. Çапăçусенчех пулаймарĕ, анчах вăрçă чарăнас умĕн Берлина чи малтанхи хут хăйĕн «студебекерĕпе» снарядсем турттарса пычĕ. Çартан таврăнсан вăрманпромхоза шофера ĕçлеме кĕчĕ. Мăшăрлансанах коммунальнăй хваттер те пурăнчĕç.
Хресчен йăли ерекен чирпе пĕрех: пĕр çĕрте çухалсан та тепĕр çĕрте сиксе тухать. Вĕсем хăйсем çурт лартма шухăшларĕç. Машинă хăй ăллинче, йывăç ура айĕнче. Çапах çурт-йĕр çавăрасси пĕр кана çывăрасси мар, кивçене те ярать, тарне те пăчĕпех юхтарать. Пӳрт пулсан — хуралтă хутшăнать, мунча тусан, лаç та хăпарать. Хуçалăхра тыр-пул та, аш-пăш та пур. Тепĕр чухне çăнăх кункрине лартма та вырăн тупаймастăн, каткисем те ура айĕнче. Çавăнпа кĕлет те кирлех. Йӳçĕтнĕ купăста, хăяр, помидор сакайĕнче çемçелет. Усрама пулать ĕнтĕ çур çул енне. Кайран? Кăмăсланать, пăсăлать. Пĕрре кăларса тăкнишĕн тарăхатăн, тепре... Анкарти хыçĕнчи çырмарах чул. Юманне унта-кунта кайсан хуркаласа килетен, акă сана нӳхреп пулчĕ те.
Халь парторг кил хушшине кĕрсен, кунта тĕп килтен пурлăхсăр уйрăлса тухнă çын мар, ĕмĕрхи çĕрме пуян пурăнать тейĕн. Çерçи те аран çеç вĕçсе тухмалла. Çурчĕн пĕренисем шултра, хапха патĕнчен çенĕк патне çитичченех виçĕ хăма хурса сарнă сарлака тротуар. Ăна çулла çеç мар, хĕлле те Нина çусах тăрать.
Виссарион Маркович районта ятсăр çын мар. Вăрманпромхозра чи малта пыракан шофер пулнă, ăна район Совечĕн депутатне те суйланă. Чĕлхи-çăварĕ çаврăнать. Çара кайичченех тăххăрмĕш класран вĕренсе тухнă та... Ĕçлемелле пек çыннăн унтах: машинă кивĕ-и, пурнăçĕ начар-и... Прыгунов колхоза килсен, тепĕр икĕ уйăхранах яла куçрĕ вăл. Ăна халь çеç туяннă «ГАЗ-51» автомашинăна шанса пачĕç. Çапла таврăнчĕ çын колхоза. Колхоз председателĕ сĕннипе ăна малтанхи кĕркуннех парти организацин секретарьне суйларĕç. Унтан ытла çын кирлĕ те мар: çаврăнăçуллă, кирек кампа та пĕр чĕлхе тупать, — терĕç. Колхоз «ГАЗ-69-А» текен çăмăл автомашинă туянсан, унпа ĕçле пуçларĕ. Ăçта председатель — çавăнта парторг. Кĕркунне, колхоз тракторсем туянсан, ăна бригадира лартрĕç. Ан тив, хальхи суйлавра ăна депутата суйламан пултăр, ячĕ пачах та чакмарĕ-ха. Юлашки вăхăтра çеç ялта килтен киле, ламран лама хыпар-хăнар сарăлчĕ: «Виссарион Маркович ĕçет».
— Ĕçтерсен, кам ĕçмест.
— Пурнăçĕ çитнĕ, çавăнпа ĕçет.
— Ӳсĕр выртнине кам курнă?.. — калаçрĕç çынсем.
...Хăнасем нумай кĕттермерĕç. Сухалне ӳтне кăвак тĕс çапичченех хырнă Трофим Матвеевич малтан каçрĕ. Ун хыççăнах тутăрпа кучченеç чĕркесе йăтнă, Светланăна çавăтнă Марье те çитрĕ. Иккĕшĕ те чупнă, хашкаççĕ. Хĕреснамăшĕ çӳхе пальто тӳмине те тӳмелемен, ярапаллă пурçăн тутăрне пуç çине çеç хурса янă.
— Атте, кур! Атте, кур! — сиккелерĕ çĕнĕ платйĕ тăхăннă Светлана. — Пĕл, кам илсе панă?
— Иртен-çӳрен чикансем пăрахса хăварнă пуль, — шӳтлерĕ ашшĕ.
— Эс ху чикан. Калама та пĕлместĕн. Цыган, теççĕ. Хĕреснапай панă, — вăрт çеç чупса кайрĕ вăл хаçатпа ларакан хĕреснашшĕ патне. Вара хаçатне туртса илсе сĕтел çине ывăтрĕ, мăйĕнчеп яп! çеç ыталаса илчĕ. Лешĕ ăна ачашшăн чĕрçи çине лартрĕ, кăвак лентăпа çивĕтленĕ çивĕт вĕçĕпе Светланăна хăйнех кăтăклама пуçларĕ.
— Çухал çук. Пулсан чиктермелле, — кулчĕ председатель.
— Сухал пулсан пымас та.
— Кирлехчĕ эс мана иккĕ паллăсем илекенскер.
— Ан суй! Ман иккĕ паллăсем çук. Эс мана юратан вĕт. Çапла-и, хĕреснатте?
Виссарион Маркович Светлана çине пăхса ларчĕ. Тĕлĕнмелле унран: халь те çичĕ çулхи пек. Ун çулĕнчи ачасем вăтанма, ютшăнма пуçлаççĕ, ку вăтанмасть.
Тулти ĕçсене пĕтернĕ кил хуçи арăмĕ — Нина кĕчĕ. Çĕнĕ платйĕ тăхăннă Светланăна курсассăнах икĕ аллине шарт çапрĕ, кӳрĕннĕ пит-куçĕпе Марье енне çаврăнчĕ. Сасси ун уçă, кăшт хулăнрах. Ахальтен мар çав юрă юрлама юратакан хĕрсем ăна юрă пуçарма ыйтаççĕ.
— Кума, мĕн тăккаланатăн пустуй. Кашни çулах икшер-виçшер парне парса ачана ачаша вĕрентетĕн. Ку пирĕн вăл, — упăшки çине кăтартрĕ Нина, ача валли мар, ман валли те ĕмĕрĕнче япала илмен. Укçи пулсан та, запчасть кăна туянать...
— Эс чипертерех... Мана критиклекенсем сансăрах нумай, — куларах тавăрчĕ Виссарион Маркович.
— Сана.... Сана критиклемелле. Хăнасем килнĕ, вĕсене пĕчĕк пӳртре лартать. Айтăр, лере пурте хатĕр. Ку вăл пирĕн... Çынсен арçынĕсем халиччен ĕçтерме пуçламалла.
— Таçти хăнасемех мар. Ĕлкĕрĕпĕр тем тума та, — тавăрчĕ Марье.
Мăн пӳрте икĕ пӳлĕме пайланă. Алăкран кĕрсенех зал. Сĕтелĕ урай варринче. Тавраллах таянмалли пукансем. Маччине белилăпа шуратнă, урайне охрăпа сăрланă, килте тĕртнĕ кавирсем сарнă.
Хитре чечеклĕ çи виттипе витнĕ сĕтел хушшине ларчĕç. Виссарион Маркович черккесене эрех тултарчĕ. Хăйне валли стакана ячĕ.
— Пире, шоферсене, хамăр дозă, сире, хĕрарăмсене, черкке.
Светланăна «урра» йăтрĕç, юлашкинчен тата Трофим Матвеевич ăна маччаналла пĕр икĕ хут ывăтса илчĕ.
— Сана ĕçме юрамасть, ме канфет, — кăларса пачĕ вăл.
— Мăшăрсăр. Хăрах куçсăр пулатăн, — кулчĕ Светлана.
— Эппин тата ме.
— Ку мĕн ятлине пĕлеп. М-м-и-и-ш-ка... «Мишка на с-с-е-в-ер-е», — тесе пĕчĕк пӳрте чупса тухрĕ вăл. Йăли ун çапла: яланах ачасене кайса кăтартать.
Хăйне ярса панă «шофер дозине», чей стаканĕн çурри ытларахскерне, Трофим Матвеевич та ĕçрĕ. Вăл юратса йӳçĕтнĕ хĕрлĕ помидор çыртрĕ, кĕркуннех пусса шăнтнă хур ашне кăмăлласа çирĕ.
Нина апат хатĕрлеме ăста. Кашнин умнех винегрет лартнă, сив аш, пахча çимĕç ярса салат тунă та хăйма сапнă. Сĕтел варринче тĕтĕмленĕ тинес пулли, суханпа кăшăлланăскер, çăварне хĕрлĕ кăшманран тунă чечеке хыптарнă.
— Кăмла çиетĕн-и? — ыйтать Нина Трофим Матвеевичран. — Сĕтелĕ çине лартма вырăн пулмарĕ. Хăшне парас? Йӳçетнине-и е уксус шывĕ çинче усранине?
— Тăварлани халь уçăрах. Ӳркенмесен илсе кил, — ыйтать председатель.
Виссарион Маркович каллех ĕçмешкĕн сĕне пуçларĕ. Татах çырткаларĕç. Калаçу пуçланчĕ.
Менелник лайăхах иртетчĕ пулĕ. Трофим Матвеевич çĕкленчĕ те: «Сăра сакки сарлака, анчах ĕç яланах калать ан ĕç», — терĕ.
Пĕри те асăрхамарĕç вăл салхуланнине. Ялта колхоз председателĕ хăнана çӳременнине пурте пĕлеççĕ. Хăшĕсем ăна чирлĕрен ĕçме юрамасть, теççĕ, теприсем хăй хыттипе ĕçмест тесе ăнлантараççĕ. Çынсене курăнмаллах ĕçмен вăл, ĕçессе хăй виçипе ĕçет.
— Мĕн тата, тиркетĕн-им? — чупса пычĕ Нина. — Сăрине ĕç. Кур-ха, чаш кăпăк çеç. Ятарласа урпа сăри турăм.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...