Аххаяс-маххаяс :: 3. Пурнăç пăрнăçĕ
— Мĕн пăсать ку чухнехи арçынсене? — хăй тĕллĕн калаçса илет.
Вара тӳрех Аркаша аса илет. Вунă çул пурăннă хыççăп, Елена Кирилловна хевтесĕре тухсан, пăрахрĕ те кайрĕ. Халĕ Вăтаелĕнче ирçе хĕрарăмĕпе пурăнать теççĕ. Кастармалла та ямалла çавнашкал арçынсене тесе тарăхать вара. Анани Элешкина юлашки çулсенче асах ил-менччĕ-ха. Картиш тулли утă пушатса хăварсан, вун пĕр михĕ тырă, сысна çурисемпе пăру кӳрсе парсан вăл та аса килчĕ. Тем туса та, тем туса та унăн мăшăрĕ пулнă çыннăн ĕçĕ тесе шухăшлас килмест унăн. Зойăн çав çынсене пӳрте илсех кĕмелле пулнă та çав...
Петруна аса илет. Именчĕк кăна ачаччĕ. Малтанхи вăхăтра Зойăпа иккĕшĕ хăнана килсен кашăк тытма именсе ларатчĕ. Темиçе калама тиветчĕ. Женя çуралсан, Силисса шăпах Канашраччĕ те, маччана çити сикрĕ, Зойăна кăлариччен ача çуратмалли çурт патĕнчен кайма та пĕлмерĕ. Пĕрремĕш ачи ывăл пулнипе пушшех те савăнчĕ. Ăçта пытанса пурăннă ун усаллăхĕ? Ма малтан никама та курăнман? Ĕçкĕ пăсать ĕнтĕ арçынсене, ĕçкĕ тесе пĕтĕмлетӳ тăвать те пĕр хушă лăпланса çӳрет.
— Зоя, — чĕнсе илет хĕрне. — Эс çав милиционерăн хушаматне пĕлместне ăнсăртран?
— Çук çав, анне. Пĕлсен, шыраса та тупатăн ăна.
— Хăй те хăраса кăна пурăнать ĕнтĕ. Вакуна хупса çынна шăнтса вĕлернĕ те.
— Ан хускат-ха ку калаçăва! Эс мана чĕресĕр, чунсăр тесе шутлатнам?
— Каçар-ха, каçар. Урмăша ертĕм пуль çав хам та. Манмаллине манаймастăп. Ват çыннăн çавă ĕнтĕ. Эсир, çамрăксем, пулассине шанса пурăнатăр. Ман пек ватăсемшĕн асаилӳ хаклă. Юрĕ, юрĕ, тек хускатмăп кунашкал калаçăва, чĕрӳне суранламăп. Каçарах.
* * *
Иккĕмĕш çулхине ял кĕтĕвĕ курăнмаллах йышланчĕ. Кĕтӳçне кура кĕтĕвĕ тени тӳрре тухни Анание хăйне, савăнтарчĕ. Василий Иванович фермăри выльăх шутне те ӳстерес пек калаçатчĕ, халăхран çамрăк пăрусем туянасшăнччĕ. Шухăшне улăштарман-ха вăл. Майĕ тупăнман пулмалла. Ку Анание çырлахтарчĕ.
Кĕтӳ кăлариччен чылай малтан вăл çĕнĕ çава туянчĕ. Хăйне шанмарĕ, тимĕрçĕ патне кайсах туптаттарчĕ, авăрне лартма та çынна тархаслама тиврĕ. Çава уçă каснă чухне утă çулма хаваслă. Ана Анани лайăх пĕлет. Ял лавккинчен вăрăм кунчаллă атă туянчĕ. Ăна тапăр çумĕнчи хӳшĕрех тытрĕ. Иртнĕ çул ӳркенкелесе кăна çулчĕ пулин те, икĕ капан лартрĕ. Кăçал çине тăрсах ĕçлеме шутларĕ. Шурлăхри курăк илĕхме тытăннă-тытăнман вăрăм кунчаллă атă тăхăнса шурлăха кĕре-кĕре кайрĕ.
Ку хутĕнче капан хывас темерĕ. Шурлăх леш енчи улăхра утта тухсан, çулса типĕтнĕ утта тĕркелесе çыхакан машина килсен, вăл та, Анани, валемленĕ утта тĕркелеттерĕ. Вăл ыйтсан, куçран ӳкес çук тесе шухăшларĕ. Валемсене шурлăх хĕррипе тӳрем вырăна ларта-ларта тухрĕ. Машина та чăрмавсăр пыма пултартăр терĕ.
Ял халăхĕ пĕр-пĕринпе калаçать çав. Анани спирт заводне çӳреме пачах пăрахрĕ. Кĕтӳ апачĕпе килекенсем кăнтăрлана çур литр сăмакун та пулин чикме пĕри те манмаççĕ. Теприсем лавккарине те шеллемеççĕ. Каçхине вара апатран малтан тулли стакан пыра-пыра лартаççĕ сĕтел çине.
Хăйне пăхнине кура Ананин те выльах-чĕрлĕхе начар пăхас килмест. Вăхăтра çитерет, вăхăтра шăварать, вăхăтра кантарать. Сĕтлĕ ĕне тулли çилĕпе килне таврăнтăр, сурăхсем пашлатса сывлаччăр, пăрусем ӳт хушчăр тесе кăна тăрăшать. Кӳпĕнсе те, чирлесе те хăратмарĕç-ха выльăхсем.
Кăçал Анани хура кĕркуннене кĕтес темерĕ. Авăн уйăхĕ пуçлансанах кам та кам укçан тӳлейменнине çырса тухрĕ, çыннисемпе калаçрĕ. Вара КамАЗ шоферне ӳкĕтлеме пикенчĕ.
— Кĕтĕве никама та шанса хăварма çук. Çулне пĕлетĕн, çыннисене паллатăн. Кайса пушатса кил-ха. Тӳлетĕп, укçа тӳлетĕп.
Шофср малтан турткаланчĕ. Анани укçа тӳлетĕп тесе çине-çине каласан килĕшрĕ.
Кĕтӳрен пушанма çукки мар-ха, урăххи хăратрĕ Анание. Вăл çу каçах пуç тавра çавăрнă çав шухăша. Силиссана курăнас килмест унăн. Иртнинче васкатпăр, шофер васкатать тесе пӳрте кĕмесĕрех каялла тухса кайнăччĕ. Кăçал ун пек май килмессе сисет.
Пенсие тухиччен кĕтӳ кĕтетĕп те Зоя патне кайса пурйнатăп тесех шухăшласа хунă вăл. Машина ыйтма кайсан Василий Иванович Анани çине кăн-н пăхрĕ те персе ячĕ:
— Пирĕн те укçа хĕсĕкрех. Парам-и пĕр пушмак пăру?
Аптăрасах ӳкрĕ Анани. Тӳрех ним те хуравлаймарĕ.
— Хăвна килĕшнине суйласа ил, — малалла калаçрĕ председатель.
— Юрĕ, ара, — килĕшрĕ Анани. Кутăнлансан ку машина памĕ тесе хăрарĕ-çке.
Ку хутĕнче михĕсем те вун пиллĕк таранах пуçтарăнчĕç. Вĕсенчен виççĕшĕнче урпа пулчĕ. Пĕр пушмак пăру, кăçалхи пăру, виçĕ сысна çури тата пĕр кузов тĕркеленĕ утă леçсе пачĕ Арманкассине. Тиесе вăхăт нумай иртмерĕ те, шофер ирех тухса кайрĕ, кун çутипех каялла çаврăнса çитрĕ. Ял еннелле КамАЗ килнине курсан Анани кĕтӳ антарма васкарĕ. Пушăлла таврăнман иккен шофер, ун валли Арманкасси савăнăçне тиесе килнĕ.
— Мĕн калаçрĕç? — ыйтрĕ вăл шофертан.
— Эсĕ кам тесе ыйтрĕç. Анани Элешкин терĕм те, шăпланчĕç. Апат лартрĕç. Черкке те сĕнчĕç те, руль умĕнче юрамасть терĕм. Хытă савăнчĕç вара. Ватти михĕсене уçа-уçа пăхрĕ. Урпа курсан хĕрне чĕнсе илчĕ те кăшкăрсах каларĕ: «Ыранах салат тума ларт, тăвансемпе кӳршĕсене пуçтарса ĕçкĕ тăвар», — терĕ. Унтан ман патăма пычĕ. Тӳрре тухнă пек калаçрĕ: «Пĕччен пуçăн пурăнса темиçе çул ĕнтĕ хăна кĕртмен киле. Намăса пĕлмелле. Кăçал пуçтарăнатпăрах, пуçтарăнатпăрах. Ан тив, юрласа-ташласа савăнччăр. Сывлăхăм чармасан хам та сиксе тухасла-ха. Ташлаймасан та такмакласа илем пĕрех хут». Такмакне те каларĕ. Тӳрех астуса юлтăм.
Аххаяс-маххаяс,
Ман кама качча каяс?
Мана савни илмерĕ,
Ман аннене мĕн калас?
Аххаяс-маххаяс,
Ай-хай аххаяс...
— Лайăх такмак, — терĕ те Анани çап-çутă çуталса кайнă пек туйăнчĕ.
Хăй те сисмерĕ, нихçан пулманнине темле юрă ĕнĕрлеме пуçларĕ. Çав кун та, тепринче те Арманкасси савăнăçĕ ăшăтсах тăчĕ ăна. Çамрăкланнă пек туйрĕ хăйне. Вăй та хушăннă пек пулчĕ. Кĕтӳ апачĕ хушшинче ярса панă черккесем те пуçа каймарĕç. Утти çăмăлланчĕ, калаçăвĕ кăсăкланчĕ.
Шӳт те иленчĕ чĕлхине. Кĕтӳ хыççăн утнă чухне хăй сисмесĕрех йăл та йăл кула-кула илет.
Кĕр çумăрлă та ăшă килчĕ. Правлени çумĕнчи чиен пĕр турачĕ чечеке ларчĕ. Кун пеккине Анани ку таранччен курманччĕ-ха. Тĕлĕнсе пăхса тăчĕ-тăчĕ те председатель патне кĕрсе кайрĕ.
— Василий Иванович, сĕлĕ пуссине ан сухалаттарăр-ха.
— Тракторсем пушанччăр кăна тесе тăратăп. Ма сухалаттармалла мар?
— Тăкăннă сĕлĕ пит тикĕс шăтса тухрĕ. Акнă пек çăп-çăра. Кăшт кăна ӳстĕр те кĕтӳ кĕртсе яратăп.
— Хуçалăх çынниех эс, Анани, — мухтаса илме манмарĕ председатель.
Ку Элешкина хавхалантарсах ячĕ.
— Апат пулсан ӳркенмĕп, хура кĕркуннечченех, çĕр шăнтичченех кĕтӳ кăларăп, — терĕ. — Хĕл валли хатĕрленĕ апат перекетленет. Хĕл хырăмĕ пысăк тетпĕр мар-и?
— Тĕрĕсех калатăн. Сухалаттармăп сĕлĕ анине. Тракторсем валли ĕç ытти уйсенче те нумай.
Ял халăхĕшĕн те кăмăллă хыпар пулчĕ ку. Кĕтӳ кăларма чарăнсан уйăх-уйăх çурă майлах çитерме çӳремелле. Кăçал вара вăл нуша пулмасть. Кĕтӳçе хушса тӳлемелле текенсем те пулчĕç. Анчах Анани хăй çине тăмарĕ. Уншăн кĕтӳ апачĕ çитерни те хаклă.
Чăвашран тырă пуçтарма килекенсем çулленех Чăлах Пантти патне хваттере кĕреççĕ. Ĕçлессе те ялăн тепĕр енче ĕçлеççĕ. Анани вĕсене курмасть, вĕсемпе калаçаймасть. Çавсем хушшинче хăйне пуçласа «Атăл» хуçалаăха лартса килнĕ çын пуррипе çуккине пĕлесшĕн те ăна чунтан тав тăвасшăн вăл. Анчах кăçал та курăнмарĕ лешĕ. Председатель патне бригадир пулса çамрăк çын, çирĕм-çирĕм иккĕсенчискер, çӳрет. Пĕринче хăйне ырă тунă çын çинчен ыйтса пĕлесех терĕ.
— Вăл урăх бригада пухнă та Ханты-Мансийска тухса кайнă. Вахта меслечĕпе ĕçлеççĕ. Яла та пырса курăнмасть. Çемйи те çухатнă хăйне, — терĕ çамрăк бригадир.
Ананин те пенсие тухма çулталăк ытларах кăна юлчĕ. Тытăнчĕ хайхи ĕштеленме. Ĕçлĕ хутсем ĕмĕрĕнче те çырса курман та, кама пуççапам-ши тесе çине-çинех шухăшларĕ. Пĕр хĕл кунĕнче Василий Иванович патне кĕчĕ.
— Пенсие тухма нумай та юлмарĕ, пулăшăр-ха хутсем тутарма, — терĕ вăл тӳрех.
— Пиртен мĕн кирлине туса паратпăр, — теме пăхрĕ Василий Иванович.
— Омскри заводра ĕçлени çинчен справка ыйтса илмелле. Мĕнле çырмаллине пĕлместĕп.
— Ан пăшăрхан, бухгалтерире ĕçлекенсенчен кама та пулсан хушатăп та. Завод ятне кăна тĕрĕс кала эс.
— Ман ĕç кĕнеки те унтах юлнă. Пуçĕпех куçса килетĕп тесе шутламан малтан. Курма кăна килĕп тенĕччĕ. Каялла таврăнма пулмарĕ.
— Юрать, — татса каларĕ те Василий Иванович шухăша путрĕ. Кĕтӳçсĕр асапланнă çулсене аса илчĕ. Çав çулсем çӳçентерсе ячĕç. — Пенсие тухсан кĕтӳ кĕтме ли пăрах ĕнтĕ.
— Халь вăй чакнинех туймастăп та, темле çав, пенсие тухсан çаплах пулĕ-и?
Тăлăх арăмсем пур ялта, çине тăрсах киле кĕртмеллеччĕ тесе шухăшларĕ председатель. Çав вăхăтрах Анани ялти хĕрне çуллен выльăх-чĕрлĕх, тырă-пулă, утă-улăм леçе-леçе панине аса илчĕ те хăйĕн шухăшĕнчен хăй хăраса ӳкрĕ. Вăл мĕнпурĕ те Анание ӳкĕтлеме кăна пултарчĕ.
— Хĕлле хĕрӳ патне кая-кая пурăн та, кĕтӳ кĕтме ан пăрах-ха.
— Куç курĕ-ха, куç курĕ, — терĕ те Анани ял çыннисемшĕн кирлĕ çынах пулнăшăн тепĕр хут хăпартланса кайрĕ.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...