Аххаяс-маххаяс :: 3. Пурнăç пăрнăçĕ
Укçа илнĕ-илменех лавккана кайрĕ Элешкин. Хуларисенчен нимпе те начар мар ку лавкка. Таварĕ те çӳлĕксем туллиех. Пĕр кĕленче тип çу, икĕ çăкăр, пĕр кило сахăр песокĕ туянчĕ те лавккан тепĕр кĕтессине кайса тăчĕ. Туянам-и, туянам мар-и тесе эрех кĕленчисем çине куç сиктерми пăхрĕ. Председатель çапла сумлăн калаçнă хыççăн унăн ял халăхне ӳсăр пуçăн курăнас килмерĕ. Ĕçки шавлă мар-ха унăн. Йĕри-тавралла пăхкаларĕ. Лавккара халăх йышлă мар. Укçине шутласа ывăçа тытрĕ. Сутуçă кунталла килсенех кăларса хумалла пултăр терĕ. Анчах лешĕ виçмелли тавар сутма тытăннă та пушанаймасть. Чылаях кĕтме тиврĕ. Хăй çулсенчи арçын ун патне пырса тăчĕ.
— Эрех туянасшăн-и? Кунта ан ил, хакла ларать. Кай спирт заводне. Виç çухрăм утаймастнам?
— Вăл ăçтине пĕлместĕп-çке.
— Атя кăтартатăп, — терĕ те арçын алăк еннелле сулăнчĕ.
Элешкин та унран юлмарĕ. Вĕсем лавкка хыçнелле пăрăнчĕç.
— Ав, куратна, хир варринче ларать. Тепĕр чухне пушă савăт пулмасть сутакансен. Илме ан ман.
— Атя илсе кай, пĕрле хăналанăпăр, — терĕ Анани.
Арçын хапăлах пулчĕ. Калаçса утнă май пĕр-пĕринпе паллашрĕç. Савали ятлă пулчĕ ку çын. Шоферта ĕçлетĕп терĕ. Халĕ машинине юсама лартнă та çула тухаймасть. Ун пек чухне сыпкалама та юрать.
— Леш клизма лартмалли пур вĕт-ха. Курнă-и ун пеккине? Çавăн резинне тултараççĕ те спирта карта урлă ывăтса яраççĕ. Ку енче пуçтарса тăракансем пур. Çавсем сутаççĕ те. Шĕвететĕн те çур литртан пĕр литр пулать. Ĕçме лайăх. Тепĕр кун пуç та ыратмасть.
— Тутанса курăпăр-ха апла, — терĕ те Анани йĕри-тавралла пăхкалама пикенчĕ.
Малашне ку çулпа хăй тĕллĕнех çӳремелле пулать те кашни кукăра, путăк-лакăма астуса юлас терĕ.
Çирĕк айĕнче тĕршĕнсе тăракан хĕрарăмсене Савали аякранах уйăрса илчĕ. Тӳрех вĕсем патнелле çаврăнчĕ. Сăмах та чĕнмерĕç пĕр-пĕрне. Анани укçа кăларса пачĕ, икĕ пуш кĕленче тыттарчĕ. Хĕрарăмсенчен пĕри йывăç хыçне пытанчĕ те кĕленчесене тултарчĕ. Пăкăласах пачĕ. Арçынсем çаврăнчĕç те килнĕ çулпа каялла уттарчĕç. Икĕ хĕрарăм ял еннелле пăхса тăрса юлчĕ.
Савали нумай тытăнса тăмарĕ, стаканпах пĕрре çавăрса хучĕ те васкамалла-ха ман тесе тухса кайрĕ. Анани тип çупа çĕр улми ăшаларĕ. Хырăм тирĕ карăничченех çирĕ. Тен, çавăнпах ĕçнĕ пекки те пуçа каймарĕ. Кравать çине салтăнса выртсан рехетленсе карăнса илчĕ. Кунашкал ырлăх çаврăнса тухасса, вăл та кравать çине выртсах çывăрма тытăнасса, хырăм тирĕ карăниччен çиессе ĕмĕтленмен те. Те çĕнĕ вырăнтипе çемçе вырăн çинче пулсан та канлĕн çывăраймарĕ. Темччен-темччен йăраланса выртрĕ. Унтан хăрушă тĕлĕксем курма пуçларĕ. Кăшкăра-кăшкăра вăранса кайрĕ. Тĕлĕк манăçиччен куç хупма та хăрарĕ. Хăвалаççĕ пек, вĕлерессипе хăратаççĕ пек, такамăн-такамăн айăпĕпе çылăхĕсемшĕн явап тыттарасшăн пек. Тарса та ĕлкĕреймест Анани, сăмахпа та тӳрре тухаймасть.
Аранах ире кĕтсе илчĕ. Чӳречерен кăвак çутă кĕнĕ-кĕмен сиксе тăчĕ, тумланиччен çур стакан ярса ĕçрĕ. Çара урасем урай сиввине туйма пуçличченех каллĕ-маллĕ уткаласа çӳрерĕ. Васкаса тумланчĕ те газ плитине чĕртрĕ. Паян унăн тăп-тăр тара ӳкичченех ĕçлемелле пулать. Çавăнпа та выçă хырăмпа çӳремелле мар. Мальвина кӳрсе панă çĕр улми хушшинчен темиçе пуç сухан тухрĕ. Ĕнерхи пек тип çупа çĕр улми ăшалас терĕ. Паян шкул столовăйĕ валли сысна çапмалла. Председатель хăй сăмахне тытсан ыран какай яшкиех пĕçерсе çийĕ. Шанаççĕ хальлĕхе ăна, ун куçĕнчен пăхаççĕ. Ананин ним туса та начар ят илтмелле мар.
Пуринчен малтан фермăна çитрĕ. Ăна пĕр анчăк хамлатса кĕтсе илчĕ. Хуралçă та ун сассипе кăна вăранчĕ.
— Пушмак пăрусен витинчен навус кăлармалла ман, — терĕ Анани.
— Кам вара эс?
— Çĕнĕ скотник.
— Мĕн кирлĕ сана? Кĕреçе-и, сенĕк-и? Вĕсем вите пуçĕнчех тăмалла.
— Турттарма çунашка кирлĕ.
— Вăл та пур. Атя кăтартам.
Хуралçă уксахласа утса кайрĕ. Хăй мăкăртатса калаçрĕ.
— Кашни уйăхрах скотник улăштарать ку председатель. Кăçал пиллĕкмĕш çын килсе кĕчĕ.
Утсан-утсан чарăнчĕ те Анани еннелле çаврăнчĕ.
— Ăçти çын вара эс? Чăвашран-и?
— Çавăнтан.
— Алла хăть юрĕ. Чăвашран килнисем тăрăшса ĕçлеççĕ. Вĕсем пулмасан тахçанах юхăнса каймалла эпир.
— Хăвăр ялсем пирки начар ан калаç ĕнтĕ.
— Мĕн ан калаç? Кур ак, паян пĕр çын та килсе çапăнмасть. Ĕнер Куçма çуралнă кунне паллă тунă. Эпĕ те хурала тухас умĕн пĕр çур сехет пек кайса лартăм. Сан хурала каймалла тесе Куçма хăй мана пĕрре те ярса памарĕ. Арăмĕ вара кăмăлтанах хăналарĕ. Лайăх çывăрнă.
— Кам-ха ĕнтĕ вăл, Куçма?
— Ăна та пĕлместне? Ферма заведующийĕ.
— Эс мана ăçта мĕн пуррине кăтартса çӳре-ха, — терĕ те Анани хăраса ӳкрĕ.
Темиçе çыншăн ĕçлеме тивмест-и-ха ăна? Çавăнтах хăйне хăй лăплантарчĕ: ĕçрен хăрамалла мар, ĕç хăй санран хăратăр.
Хуралçă вите еннелле мар, апат цехĕ еннелле утса кайрĕ. Алăкне уçрĕ.
— Пер эрне хутман кунта кăмака. Хуранти шывĕ те шăнса ларнă пулĕ. Халех чĕртсе яр кăмакана. Унтан пăрусене апат пама тытăн. Кĕркуннерех апатне тракторпа турттарса тăратчĕç. Навус тулса ларнипе витене трактор та кĕрейми пулчĕ. Çунашкапах турттарма тивет. Сан умĕн ĕçленĕ Серуш шыв ăшăтма ӳркенетчĕ те пăрусене юр çиме кăларса яратчĕ. Ăшăтсах пар шывне. Витрепе çĕклемелле пулсан та ан ӳркен. Выльăхăн чĕлхи çук, ним те калаймасть.
— Апатне ăçтан илмелле терĕн-ха?
— Ав, курмастнам, тĕркеленĕ утă! Серуш аякран турттармалла тесе сĕлĕ улăмĕпех усракаларĕ. Пусыпкă пур çинчех ăна та сапса памарĕ. Пусыпки чаксах пычĕ. Хăй патне турттарнă-и, спиртла пара-пара янă-и? Ăна калаймастăп. Эс ун пек ан хăтланах ĕнтĕ.
Утă тĕркине пĕччен пуçăн вырăнтан та хускатаймарĕ, ăна салатса çĕклемĕн-çĕклемĕн турттарма тиврĕ. Кăнтăрлачченех аппаланчĕ. Выçăхса çитнĕ пăрусем мăшлата-мăшлата утă кавленине пăхса тăрса Ананин кăмăлĕ пачах урăхланчĕ. Вăл хăйне те ку тĕнчере кирлĕ çынах шутласа илчĕ те, чун хавалĕ хăпарса та хăпарса пычĕ. Ĕштеленсе ĕçлеме тытăнчĕ. Пăрусен умне утă хурса тухсан шыв çĕклеме пуçларĕ. Витен пĕр пуçне лартнă тимĕр валашка тулсан, витене шап-шурă пăс тулса ларсан куç тĕлне темиçе михĕ пулчĕ. Мĕн-ха унта тесе пырса пăхма шутларĕ. Тăвар иккен. Валашкана темиçе ывăç ячĕ те пăтратрĕ. Вара сăлăпсене иле-иле хучĕ. Пăрусем хăйсемех тавçăрчĕç, пĕрин хыççăн тепри валашка еннелле туртăнчĕç.
Хырăм выçса çитнине, вăй пĕтнине туйса илчĕ Анаии. Вăл юлашки çулсенче кунашкал тарласа курман. Вите алăкне çатă хупрĕ те хăй пурăнма вырнаçнă пӳрте таврăнчĕ. Кунта Мальвина тем ĕштеленет тата.
— Председатель пӳлĕмĕнче пĕр холодилъник ахалех парать. Бухгалтерсен те пур. Куçарар-ха хăна çуртне тесе пĕр-икĕ хутчен те шахвăртрăм. Илтмĕш пулать. Чӳрече леш енне çакса хутăм какая. Калаç та председательпе ун пӳлĕмĕнчи холодильника кайса хур. Çанталăк ăшăтсах пырать.
— Юрĕ, — терĕ те Анани тум улăштарма шутларĕ. Анчах çийĕнчисĕр пуçне унăн урăх тум пулмарĕ. Вара лачкам йĕпеннĕ кĕпине хывса кăмака умне çакрĕ. Вăл типессе кĕтнĕ хушăра апатланчĕ. Каç енне кайсан çеç тепĕр хут витене тухрĕ. Пăрусен валашкисем пушаннă.Тепĕр хут апат çĕклеме тиврĕ.
Кун иртни сисĕнмерĕ те. Вăйран сулăннăскер каç тĕттĕмĕпе кăна таврăнчĕ. Халь тин кĕленчере пуррине рехетленсех ĕçме шутларĕ.
Эрнипех тарла-тарла ĕçлесе витене тасатса çитерчĕ. Тинех кунта та сывлăш тăрăлчĕ. Председатель патне апат турттармашкăн трактор ыйтма кайрĕ.
— Тасатса пĕтертĕне? — тĕлĕнсе ыйтрĕ Василий Иванович.
— Аха, — пуç сĕлтсе илчĕ Анани.
— Пултаратăн, — терĕ кăна председатель.
Тепĕр кун чăнах та «Беларусь» трактор пралукпа çыхнă тĕркесене вуннă таранах витене сĕтĕрсе килчĕ. Ку Анани ĕçне самаях çăмăллатрĕ.
Кун сиктерсе тенĕ пекех Василий Иванович Анание хăй патне чĕнтере-чĕнтере илекен пулчĕ. Кирлĕ калаçушăнах чĕнет-ха тесех каять Анани ун патне. Лешĕ уни-куни ыйткаланипех çырлахать. Пĕринче шухăша путса ларнă хыççăн çапла каласа хучĕ:
— Кĕтӳ кăларас вăхăт çитсех пырать. Камăн мĕн-мĕн выльăх пуррине шута илмелле санăн.
— Эп налук пуçтаракан мар-çке, — хирĕçлерĕ Анани.
— Кирлĕ пулать, кирлĕ пулать, — терĕ Василий Иванович.
— Кĕтӳ кăларсан та кам мĕн-мĕн выльăх яни курăнать.
— Хăвăнне хăвах пĕл апла, — терĕ те Василий Иванович шăпланчĕ.
Урăхран чĕнтерсе калаçмарĕ. Хăй витене пырса çӳрекен пулчĕ.
— Ха, самаях ӳт хушрĕç пăрусем эс килнĕренпе, — ырласа илчĕ.
Çакăн хыççăн ĕç укçи хушса пама пулчĕ.
* * *
Ейӳ шывĕ илекен путăксене кунти чăвашсем пайккал теççĕ. Вĕсем типсе çитессе кĕтмесĕрех кĕтӳ кăлараççĕ иккен. Тахçантанпах çирĕпленнĕ йĕркене пăхăнса шыв ку енчи анлă улăхра кĕтӳ çӳретеççĕ, леш енчи улăха çулаççĕ. Кĕтӳ хăвалама тытăниччен темиçе кун малтан Анани ку енчи улăха утса çаврăнчĕ. Ăçта тапăр тăратмаллине, ăçта хӳшĕ лартмаллине палăртса хучĕ. Çумăртан пытанмалли те пулĕ, çилтен сыхланма та тивĕ. Халĕ вара сăпрам-тĕтре те çумасть, çил те вĕрмест. Тӳпене хăпарса çитнĕ хĕвел кăна çиçсе çутăлса тăрать. Халь тин Анани те пайхуш мар, мĕскĕнленсе сатака пуçтармасть. Çынпа тан çын кăна та мар вăл. Ун куçĕнчен пĕтĕм ял пăхать. Ку таранччен тухса çӳреме тăхнăмĕ те çукчĕ. Халь пурте пур. Вăрăм пушă явса чăрманмарĕ. Выльăха хăмсарнинчен, çапнинчен усси çук тесе шутларĕ.
Таврăнчĕ те улăхран спирт завочĕ патне кайса килем терĕ. Кĕтӳ кĕтме тытăнсан ун унта-кунта çӳреме ман килмĕ.
Малтан хăй пăхакан пушмак пăрусене улăха илсе тухрĕ. Ешĕл курăк шăрши вĕсене анратсах ячĕ. Çĕрелле чикĕнчĕç те пĕри те пуç çĕклемерĕ. Киленсе пăхса тăчĕ вĕене Анани.
Малтанхи кунсенче ял çыннисем хăйсен выльăхĕсене улăха çитиех леçе-леçе ячĕç. Вĕсен пурин те çĕнĕ кĕтӳçпе калаçас килчĕ. Камăн выльăхĕ мĕнлине хуçи пекех кĕтӳç те пĕлсе тăтăр.
Саппун аркине тавăрса хĕстернĕ, пуçри тутăрне каялла çыхнă хĕрарăм васкаса пырса тăчĕ ун патне.
— Выльăх тухтăрĕ тыт-ха тесе миçе калатпăр Василий Ивановича. Те манса каять, те укçине шеллет. Укçи унăн мар, хуçалăхăн. Тем пулчĕ ĕнене. Тăраймасть. Выртнă та выртать. Те пусмалла ĕнтĕ, те какая леçсе памалла. Выльăх патĕнче чылайранпа ĕçлетне? Тен, эсĕ пĕлен?
Анани хăй пурнăçне хулара пурăнса ирттернине, ача чухне кăна кĕтӳ кĕтнине шарламарĕ. Шухăша путнă пек пулса тăчĕ.
— Курмасăр ним те калаймастăп, — терĕ кăна.
— Пушансан пырса пăх-ха, — терĕ те хĕрарăм тараинăн-тарăннăн сывлама пуçларĕ.
— Ачасем пĕчĕк-ха, сĕтсĕр юлсан çавсене кансĕр пулать. Пирĕн кăна мар тата икĕ çыннăн ĕнисем выртса тăраççĕ. Темле касу чирĕ килсе лекмен-ши тесе хăратпăр.
Хĕрарăм ял еннелле утса кайсан Анани тем тавçăрнă пек пулчĕ. Омскра пурăннă чухне вăл «Правда» хаçат çырăнса илетчĕ. Ăна умĕнчен пуçласа вĕçне çитиех вуласа пынă. Çавăнта вуланине аса илчĕ. Иваново хулинчи пĕр ученăй ĕне выльăха хăвăрт самăртмалли меслеттупрăм тесе пур çĕрте те шавласа çӳренĕ. Кĕнеке те çырса кăларнă, диссертаци те хӳтĕленĕ. Чăнах та ун меслечĕпе пăхнă ĕнесемпе вăкăрсем калама çук хăвăрт ӳт хушнă, анчах пурте пилĕксĕр те урасăр пулнă, выртса кăна тăнă. Крахмал заводĕнче юлакан мезгапа тăрантарнă иккен ученăй сĕннипе выльăхсене. Утă-улăм пачах та паман. Кунта та крахмал завочĕ пур-шим вара тесе шухăша кайрĕ Анани. Никамран та ыйтса пĕлме пулмарĕ.
Кĕтӳ хыççăн утнă май пĕр çак шухăша пуç тавра çавăрчĕ те çавăрчĕ. Ял енчен председатель машини килнине курсан аллине тăратрĕ те çул еннелле васкаса утса кайрĕ. Василий Иванович хăй те кунта килмех тухнă пулнă иккен.
— Мĕнле, çимелĕх ӳснĕ-и курăк? — тесе ыйтрĕ те Анание алă пачĕ.
— Ку таврара крахмал завочĕ пур-им вара? — ыйтрĕ Анани.
— Пулмасăр. Шаклату ятлă ялта вăл. Кунтан пилĕк çухрăмра.
— Апла пулсан паллă, — ĕçлĕ çын пек калаçрĕ Анани. — Мезга çитернипе ĕнисем пилĕксĕр, урасăр пулнă.
— Эп çынсене пĕрмай калатăп, ĕне выльăха утă-улăм кирлĕ тетĕп. Ўркенеççĕ те утă-улăм хатĕрлеме турттараççĕ крахмал юлашкине.
Пуçне сулласа тăчĕ-тăчĕ те Анани Василий Иванович патнех пырса тăчĕ.
— Турттарса тухас çав ĕнесене çакăнта, улăха. Эпĕ вĕсене уйрăм пăхнă пулăттăм. Ав унта кив капансем те лараççĕ. Курăк илĕхерех парсан çулса çитерме пулать.
— Эс, Анани, ку ĕçе мана ан хуш, ман унсăрах пуç çаврăнса тăрать. Хăвах, хăвах чăрман.
— Юрĕ, ара, — терĕ те Анани хăй çынсене кирлĕ пулнине тепĕр хут туллин туйса илчĕ.
Çав кун кĕтӳ антарсан урасăр-пилĕксĕр ĕнеллĕ çынсем патне кайса килме шутларĕ. Тăванран та тăван çынна кĕтсе илнĕ пек ĕштеленчĕç кăна кил хуçисем. Апат лартаççĕ, эрех кăлараççĕ. Анани тутă эп тесе сĕтел хушшине ларса тăмарĕ, сĕннĕ черккене пушата-пушата пачĕ.
— Урапапа-и, машинăпа-и, ыран илсе тухăр ĕнĕре улăха, — тесе тухса кайрĕ вăл кашни килтен.
Выртса тăракан тулли ӳтлĕ виçĕ ĕне умне кив капансенчен утă çĕкле-çĕкле килсе хучĕ. Çăвар тулли кавлерĕç ĕнесем. Пайккалран шыв ăса-ăса ĕçтерчĕ. Кĕтӳ антарсан та ĕнесем кунтах выртса юлчĕç. Анани вĕсен умне купипех утă хура-хура хăварчĕ. Икĕ эрнерен пĕр ĕни тăрса утса кайсан ял халăхĕшĕн Анани пĕр самантрах ăрăмçă та, тухтăр та, кĕтӳç те пулса тăчĕ. Тахăшĕн алли çăмăл пулчĕ, кĕтӳ апачĕпе тухакансем кашнинчех пĕрер кĕленче сăмакун, теприсем тата лавккарине те иле-иле килекен пулчĕç.
Çĕртме уйăхĕнче виçĕ хутчен çĕре ислентерсе çумăр çурĕ. Унтан шăрăхсем пуçланчĕç. Анани улăх анлăшне виçĕ пая пайларĕ. Пĕр эрне пĕр пайĕнче, тепĕр эрне тепĕр пайĕнче кĕтет. Çав хушăра кĕтӳ кĕмен вырăнта курăк самаях илĕхме ĕлкĕрет. Хăваласа, ĕрлесе те чăрманма тивмест унăн. Хăнăхса çитрĕç те выльăхсем хĕвел çунтарма тытăнсан хăйсемех тапăралла çул тытаççĕ, хăйсемех шыв хĕррине анаççĕ. Ĕçсĕр супасран Мальвинăран кивĕ çава ыйтса илчĕ. Выльăхсем тапăрта мăшлатса выртнă вăхăтра урине салтать, шăлавар пĕççисене тавăрса ярать, шурлăхлă вырăнсенчи курăка çула-çула типĕ çĕре кăларса хурать. Пĕр кунтах типсе каять çулнă курăк. Ăна йывăç айне валемлесе купалать. Çу каçиччен пĕр-ик капан та лартăп тесе шухăшлать хăй. Ĕçлесе ывăнсан пĕр черкке çавăрса хурать те тапăр çывăхнех лартнă хӳшше кĕрсе выртать. Вунă-вун пилĕк минут пек тĕлĕрсе илме ĕлкĕрет кĕтӳ апачĕпе килнĕ çĕре. Вăл апатланса пĕтернĕ вăхăталла выльăхсем те хускалаççĕ. Утă уйăхĕн пуçламăшĕнче шыв леш енчи улăха техника куçса килчĕ. Пĕр эрнере кунти утта çулса тĕркелесе тиесе кайрĕç. Василий Иванович ятарласа килчĕ те Анание кĕтĕве шыв леш енне каçарма ирĕк пачĕ.
— Каю çулса тăмастпăр эпир, — терĕ вăл.
Анание пĕр япала кăна тĕлĕнтерчĕ. Ял çыннисенчен нихăшĕ те çава йăтса улăха тухмарĕ. Уркенмесен, Анани çулнă пек, шурлăхлă вырăнсенчех капанĕ-капанĕпе утă хатĕрлеме пулать. Çава тытма та маннă ĕнтĕ тесе шухăшларĕ вара ял çыннисем пирки. Хăй вара икĕ капан таранах лартрĕ.
Зоотехник ĕне сăвакансене ертсе килчĕ. Вĕсем пушмак пăрусене кашнине тыта-тыта пăхрĕç. Зоотехник хушнипе тынасене пурне те çуллахи лагере хăваласа кайрĕç, Анание кăçалхи пăрусем кӳрсе пачĕç.
Çу иртсе кайни сисĕнмерĕ те. Юпа уйăхне кĕрсен, хуçалăх выльăхсене витере усрама пуçласан, Анани килрен киле çӳреме тытăнчĕ. Кун пекех пуласса шутламанччĕ. Малтан калаçса килĕшнĕ пекех камăн мĕн чухлĕ тӳлемеллине тӳлĕç те татĕç тенĕччĕ. Пĕрин ал айĕнче укçа çук, пăртак тăхтама ыйтать, тепри тырă е сысна çури сĕнет, виççĕмĕшĕ кăçалхи пăру парать. Тырри-пуллине те, сысна çурипе пăрăва та ăçта сутăн? Пăхса çитĕнтерме кунта нимле май та çук. Хуçалăх та туянасшăн мар. Тен, Василий Иванович уншăн тесе йĕркене пăсĕ терĕ те калаçса пăхма шутларĕ. Председатель яхăнне те килĕшесшĕн пулмарĕ.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...