Аххаяс-маххаяс :: 3. Пурнăç пăрнăçĕ
— Эпир хамăр выльăх-чĕрлĕхе вырнаçтараймасăр асапланатпăр, пулмастех туянасси, пулмастех.
Омскпа унти хĕрарăм асран тухнă ĕнтĕ. Халь тин унта çӳрес килмест. Шупашкара таврăнсан пайхушсен йышне кăна ӳстерĕ. Çуралнă ялĕнче те çывăх тăван юлман.
— Эп сана КамАЗ паратăп. Кай та леçсе хур яла. Пур пулĕ ĕнтĕ унта çывăх тăванусем, — терĕ председатель.
Анани ним те шарламарĕ-ха. Вăл çамка тавăрсах шухăшларĕ.
— Эпĕ кунтах хĕл каçас тетĕп. Шупашкарта ман пеккисем валли ĕç çук. Пĕр-пĕр пушă пӳрт тупăнсан тем пекехчĕ.
— Кунта начар-им вара? Мальвина шăлса тасатса тăрать. Пурăн кунтах. Никама та чăрмантармастăн.
— Пĕр-ик эрнелĕх отпуск пекки парăр вара. Кăштах канса илес килет.
— Пĕрре те хирĕç мар. Анчах ан ултала вара. Икĕ эрнерен ĕçе тух.
— Пĕчĕк ача мар, — кӳренме пăхрĕ Анани.
Пĕчĕк ача маррисемех ку чухне шăннă пăрпа лар-та-ларта яраççĕ. Мана хам ĕмĕрте кам кăна улталаса курман?! Пăхма йĕркеллĕ çын пекех. Шансах калаçатăн. Каять те çухалать çын.
— Эп ун пекки мар.
Шупашкарта та кĕтсе тăраканах çук хăйне. Кайса курас килет. Тум суйласа тăмарĕ. Малтан Чăвашран тырă пуçтарма килнисемпе ерсе кайăп-и тесе шутланăччĕ. Алă сулчĕ. Хăй тĕллĕнех çитсе килме шутларĕ Шупашкара. Воротынеца çити председатель лартса кайрĕ. Унтан Шупашкара автобуссем йĕркеллех çӳреççĕ. Чулхула автобусĕсем те чарăнаççĕ кунта. «Икаруса» кĕрсе ларчĕ те мăнкăмăлланса кайрĕ. Вăл çак «Атăл» хуçалăха килнĕренпе хăйне çынпа тан туйма тытăнни хавхалантарать, хал хушать. Шупашкара çитеспе автобус чӳречинчен куç илми пулчĕ. Пурне те курас та асра хăварас килчĕ унăн.
Автовокзала çитсен пуçа пырса кĕнĕ пĕрремĕш шухăш леш Эгер бульварĕнче пĕр пӳлĕмлĕ хваттер туяннă арçынна кĕрсе тав тăвас тени пулчĕ. Пуш уйăхĕнчи нӳрлĕ каç вăл хăй патне чĕнмен пулсан «Атал» тĕлне пĕлес те çукчĕ. Çаплах турĕ. Килте-ши халь, килте мар-ши тесе иккĕленсе те тăмарĕ. Троллейбуса ларчĕ те Эгер бульварĕ еннелле кайрĕ. Унтан тухсан лавккана кĕчĕ. Пушă алăпа çӳреме укçасăр çын мар вăл халь.
Гена, ăна кĕтнĕ пекех, килтех пулчĕ. Пĕрререн-пĕрре курнă çынна тăруках палласа та илеймерĕ. Анани астутарсан кăна а-а-а! тесе кăшкăрса ячĕ те малалла иртме каларĕ.
Пĕр-пĕрне тем ĕмĕр пĕлнĕ çынсем тейĕн, калаçу килĕшсе кайрĕ. Пĕр кĕленче пушатнипе çьгрлахас темерĕç.
— Хамах кайса килетĕп, сана чăрмантарас теместĕп, — яштах сиксе тăчĕ вырăнтан Анани.
Гена килĕшрĕ. Вăл Анани таврăннă çĕре çăмарта та пулин ăшалам тесе газ чĕртсе юлчĕ.
Ананин иртнĕ çулсенче кăна хăй çĕрĕ-çĕрĕпе çӳренĕ урама пăхса çаврăнас килчĕ. «Шупашкар» лавкка умĕнче «Пепси», «Толстяк» тесе çырнă шăналăксене пуçтарса хунă. Урамра сăра сутма пăрахнă. Сăра барнех кĕрсе пĕр курка сăра ĕçем терĕ. Кунта халăх пулмарĕ. Илчĕ те тулли куркана кĕтесри сĕтел хушшине кĕрсе ларчĕ. Унччен курнă çынсемех пулчĕç пĕр сĕтел хушшинче. Вĕсем ĕнтĕ Анани пынипе малтан пуçланă калаçăвне татмарĕç. Иккĕшĕ те чавсаланса ларнă та пăшăлтатса калаçаççĕ. Пĕрин хушамачĕпе ячĕ унăннипе пĕр килет — Анани Элешкин. Ăна вăл пĕрре курнă хыççăнах астуса юлнăччĕ. Килĕнчи пăтăрмахсем çинчен каласа парать пайташне. Лешĕ шухăша путса итлет.
— Силисса патне таврăнам мар-и тесе пĕр вунă çул каяллах шухăшлама тытăннăччĕ. Каçармасран хăрарăм. Кунта пурнăç çук манăн. Ирăпа иксĕмĕр кăна пулсан кăштăртатса пурăнаттăмăрччĕ-ха. Качча кайнă хĕрĕ упăшкинчен уйрăлса таврăнчĕ. Икĕ ачаллăскер тăвăрланать. Мана хăвалать те хăвалать. Аçтахаран та аçтаха. Пĕр çăвар уçсан хупма пĕлмест. Мĕн кăна сирпĕнсе тухмасть-ши ун çăварĕнчен?! Эп арçын пуçпа та çав сăмахсене калаймастăп.
— Çыру çырса ярса пăх. Хуравлать-и, хуравламасть-и? — сĕнет пайташĕ.
— Зоя яла куçса пынă тени хăлхана кĕчĕ-ха. Силиссан сывлăхĕ хавшанă терĕç хамăрьялсем. Ахаль те чирлĕскер, вăл манпа калаçасшăн та пулмĕ. Юрĕ ĕнтĕ, чăтма пӳрнине чăтас пулать. Ман паян укçа çук, илсе пар тепĕр курка, — терĕ те Элешкин пуш куркине юлташĕ умнерех куçарса лартрĕ.
Лешĕ лӳпперрĕн вырăнтан хускалчĕ. Тепĕр Элешкинĕ Гена ăна кĕтнине аса илчĕ те васкаса бартан тухрĕ.
Каялла таврăннă чухне Анани çул тăршшĕпех пĕр шухăша шĕкĕлчерĕ. Малтан иккĕленерех шухăшларĕ, кайранрах çаплах тумалла, çаплах тумалла тесе хăйне хăй ĕнентерчĕ. Василий Иванович КамАЗ паратăп терĕ. Хăйне тивĕçекен утă-улăма, хăй çулса типĕтнĕ икĕ капана, кĕтӳ кĕтнĕшĕн паракан сысна çурисемпе пăрăва тиес те Зойăна леçсе парас...
Çум çакки пек çулăхнă шухăш хăпмарĕ те хăпмарĕ унран. Председатель патне кайиччен малтан пăрупа сысна çурисем валли читлĕх хăртама шутларĕ. Машина паркĕнче, лавкка хыçĕнче йăваланса выртакан кивĕ ещĕксемпе хăма татăкĕсене пуçтарчĕ. Кунĕпех аппаланма тиврĕ. Каç кӳлĕм ял тăрăх тухса кайрĕ. Кĕтӳçе пама пулнă сысна çурисемпе пăру хуçисене асăрхаттарса хучĕ: çав кун илме килетĕп.
КамАЗ валли ĕç тупăнсах тăчĕ. Анание час тивеçмерĕ. Канăçсăрланчĕ, пăшăрханчĕ Анани. Пуçри шухăш мимене йĕплеме пикенчĕ. Çĕр варринче вăрата-вăрата асаплантарма тытăнчĕ. Эрехле утă тиеме килĕшнĕ арçынсем ун патĕнчен хăпмарĕç те хăпмарĕç. Хăналама тиврĕ Ананин. Юрать, алă айĕнче спирт завочĕ патĕнчи хĕрарăмсенчен туянни пулчĕ.
Арманкасси тĕлне те пĕлмест хăй. Канаша çитсен пĕр-пĕр пĕлекенрен ыйтăп тесе шутларĕ те лăпланчĕ.
Аранах кĕтсе илчĕ Анани КамАЗ пушанасса. Кабина çумне икĕ читлĕх хăпартса лартрĕç. Юнашарах вун пĕр михĕ купаласа хучĕç. Вĕсенче сĕлĕ те, тулă та пур. Ырашпа урпана Василий Иванович, ытти çĕрте те пайталла вырнаçтарма пулать тесе, ял халăхне парасшăн мар.
Вара улăха кайрĕç. Икĕ капан вырнаçрĕ кузова. Утă вĕçсе ан пытăр тесе шăналăкпа витсе туртса çыхрĕç. Çапла айкашса çур кунах иртсе кайрĕ. Шоферĕ мăкăртатма тытăнчĕ.
— Юрĕ, юрĕ, мĕн чухлĕ те пулин тӳлĕп, — терĕ те Анани, тинех шăпланчĕ.
Çул тăршшĕпех сăмах чĕнмерĕç кабинăра юнашар ларса пыракансем. Шофер çул астуса юлам тесе тимлĕхне сапаламарĕ, кашни вак-тĕвеке асра хăварма хăтланчĕ. Анание пулас тĕлпулу хăратрĕ. Зоя ашшĕ пулнă çынна астумастех-ха. Силисса ăна палласа илмелле. Ун куçĕ тĕлне пулас марччĕ тесе шухăшларĕ. Ытах та курнăçма тӳр килсен, мĕнех вара, тытĕ те мĕнле те мĕнле, мĕн те мĕн пулса тухнине тĕпĕ-йĕрĕпе каласа парĕ. Усал тăвас тесе çӳремест-çке вăл, ырă кӳресшĕн çӳрет.
Чăвашра çулсем ниçтинчен лайăх тесе ахаль каламаççĕ иккен. Сиктермест те машина, сулăнтармасть те. Шыв çинчи кимĕ пек тип-тикĕс пырать. Куçа хупасах, карлаттарма тытăнасах килет те, шофер çăвар уçрĕ:
— Яла çитме асфальт пур-и?
Ăçтан пĕлтĕр-ха Анани? Арманкасси тенине илтнĕ кăна, унта пĕрре те пулса курман. Каллех пăшăрханса шухăшламалли тупăнчĕ ун тĕллĕн. КамАЗ ахаль машина кăна мар, вăл çул тиркет. Шофера лăплантарма каласа хучĕ-ха, çул лайăх унта терĕ.
Канаша çитсен пушатар-ха тесе машинăна чартарчĕ. Кабинăран тухрĕ те иртен-çӳрене пăхкалама пикенчĕ. Пĕр çамрăка тытса чарчĕ.
— Арманкассине çитмелле. Çулне пĕлместпĕр.
Çамрăк çын кĕсйинчен «Прима» пачкине кăларчĕ те ӳкерсех кăтартрĕ.
— Çул мĕнле унта?
— Асфальт ялах çитет.
Çакă кăна кирлĕ пулчĕ Анание. Хастарлансах кайрĕ хăй. Шофертан малтан кабинăна кĕрсе ларчĕ. Лешĕ хулĕсене хускаткаласа тем кӳлĕм машина умĕнче уткаларĕ. Юн çывăрасран ĕнтĕ пĕр-икĕ хутчен куклене-куклене ларчĕ. Алăсем пĕçерме тытăниччен ал лапписене сăтăркаларĕ. Çав хушăра Анани вĕткеленсе ларчĕ. Унăн халех-халех хускалса каяс та часах яла çитсе ӳкес ки-лет.
Юпа уйăхĕнче кунсем кĕске. Тин кăна çич тӳпере хĕвел пурччĕ. Тем самантра анса та ларчĕ. Хĕвел шартарнă куçсем хăнăхма та ĕлкĕреймерĕç, тавралăха сĕм хупласа илчĕ. Арманкассине çутă фарăсемпе пырса кĕмелле пулчĕ. Кунта каллех ыйтса пĕлме тиврĕ Ананин. Вăл укăлча хапхине уçма тесе анчĕ те тĕл пулнă пĕрремĕш çынран Силисса килĕ ăçтине ыйтрĕ. Темиçе Силисса та пулĕ ялта тесе шухăшларĕ те тĕпчеме тытăнчĕ. Зоя ятлă хĕрĕпе пурăннине астутарчĕ.
— Силисса пĕрре кăна пирĕн ялта, — терĕ ял çынни.
Зоя выльăх хупма тухнă пулнă та аякран килнĕ хăнасене картишĕнче кĕтсе илчĕ. Анани кабинăран сиксе анчĕ. Васкаса картишне кĕрсе кайрĕ. Çамрăк хĕрарăма курсан ку Зоя пулнине тавçăрчĕ те малтанах шухăшласа хунă сăмахне каларĕ.
— Элешкин Анани эпĕ, — терĕ. — Чулхула кĕпĕрнинче кĕтӳ кĕтсе пурăнатăп. Кĕтӳ кĕтнĕшĕн паракан утă-улăма, тырра, выльăх-чĕрлĕхе ниçта хума çук. Сана кӳрсе парас терĕм.
Тата пăртак калаçса тăмалла пулсан аçу пулатăп эпĕ теме те хатĕрччĕ Анани.
Зоя аптăраса ӳкнине курчĕ те çаврăнса кайма васкарĕ. Хăех хапха уçрĕ. КамАЗ картишне тултарсах лартрĕ. Шофер кузовĕсене уçиччен малтан шăналăка тирпейлĕн сирчĕ, ăна хутлатса айккинерех кайса хучĕ, унтан вĕренсене салтма тытăнчĕ. Çаплах аптăраса тăракан Зоя кузоври утта курсан калаçаймиех пулчĕ. Анани ăна сенĕкпе çĕрелле ывăтма тытăнсан вырăнтан хускалчĕ. Пулăшмалла мар-и кусене тесе шутласа илчĕ. Анани çакна сисрĕ.
— Чăрмантарса та ан çӳре, хамăрах пушататпăр.
Картиш тулсах ларчĕ. Çенĕк алăкĕнчен пуçласа лаç таранах утă сапаланса выртрĕ. Анани михĕсене утă купи çинех çĕкле-çĕкле пăрахрĕ. Вара шофера чĕнсе илчĕ. Читлĕхсене антарма вăхăт çитрĕ.
— Кӳршĕсене пуçтар та сайхалăх çине хăпартса хур пĕчĕккĕн. Хĕл каçма çитет ку утă. Ак çак чĕр чунсене витене хуп. Çĕнĕ вырăна хăнăхчăр.
Читлĕхрен кăларнă пăру урисем тĕннипе тӳрех утса каяймарĕ, пĕр вырăнта тăпăртатса илнĕ хыççăн кăна мĕн тăваççĕ-ха кунта тенĕн пуçне каçăртса тăракан ĕне епнелле сулăнчĕ. Сысна çурисем хăлха хупланмалла çухăрма тытăнчĕç. Вĕсем хырăм выçса çитнĕ тесе кăшкăрашнине чи малтан Зоя тавçăрса илчĕ.
Пӳртре апат юлашки пурччĕ-ха, счас тухса паратăп, — терĕ те Анани патне пычĕ.
Пӳрте кĕрсе тăраймастпăр. Шофер питĕ васкать, çул вăрăм тесе пăшăрханать, — татса каларĕ Анани.
КамАЗ кутăн чакса хапхаран тухасса кăна кĕтрĕ вăл. Кабинăна кĕрсе ларчĕ те каласа хучĕ:
— Канашра столовăя кĕрсе апатланатпăр.
Машина уласа кĕрлерĕ, кĕç-вĕç хускалса каймалла чухне Зоя кабина алăкне пырса шаккарĕ.
— Кĕмеллеччĕ ĕнтĕ, апат лартнă пулăттăм, — терĕ.
— Тепĕр чухне. Юрĕ-и?
— Анне вырăнпах выртса тăрать, — чи кирлине пĕлтерме васкарĕ Зоя.
Хуравлама Ананин сăмах тупăнмарĕ. Вăл пуç ухса илнипех çырлахрĕ.
— Анне, — савăнса чупса кĕчĕ Зоя пӳрте, — анне, Элешкин пĕр картиш утă, вун пĕр михĕ тырă пушатса хăварчĕ, виçĕ сысна çури, пĕр пăру илсе килнĕ...
Силисса хал тарнă аллисене вителĕк айĕнчен кăларчĕ. Ку ĕнтĕ тăрса ларма пулăш-ха тени пулчĕ. Зоя васкаса амăшĕ патне пычĕ те ăна çĕклесе тăратрĕ.
— Йăнăшпа пуль ку, хĕрĕм. Лешĕ, авăрлă кулач çитермеллескерĕ, пурлăхĕ тăкăнса тăрсан та пĕр чĕп-тĕмне килсе парас çук. Ытла та лайăх пĕлетĕп эп ăна...
— Элешкин терĕ, Анани терĕ.
— Пӳрте илсе кĕмеллеччĕ.
— Чĕнтĕм, шофер васкатать терĕ. Инçе çула каймалла терĕ.
— Юрĕ ĕнтĕ. Турă пăрахса пачĕ тесе шутла та.
— Пăрушĕ тынашка. Ĕне ватăлчĕ тесе кулянаттăмăр. Вăкăр та вăкăр кăна пăруларĕ. Тына пăруласса кĕтсе илеймерĕмĕр. Ĕне тума ӳстереп ку тынашкана. Сыснасене самăртатăп. Вун пĕр михĕ тырă чылая çитмелле.
— Мĕн тыррине пăхрăна уçса?
— Пăхрăм. Сĕлĕ те тулă.
— Туллине хамăра валли çуртарсан та пăсас çук.
Силиссан хĕрĕ каланине итленипе кăна çырлахас килмерĕ, тухса хăйĕн куçĕпе курас килчĕ.
— Илсе пар-ха мамăклă пальтона, — терĕ вăл айшатăн.
Васкамасăр тумланчĕ. Урине чуссăнкки тăхăнчĕ, пуçне çăм тутăр çыхрĕ. Зоя та амăшĕнчен юлмарĕ. Вĕсем тухнă çĕре Женьăпа Света утă çинче чикелене-чикелене вылятчĕç. Кукамăшĕпе амăшĕ ним те шарламаннине кура хытăрах алхасма пуçларĕç. Утă ăшне чавалана-чавалана кĕчĕç, пĕр-пĕрне кăшкăра-кăшкăра чĕнчĕç.
Тем тесен те авăрлă кулач çитермелли çыннăн ĕçĕ мар ку, — пуç пăркаласа илчĕ Силисса.
— Михĕсем çĕклеме кама чĕнсе килер-ха?
— Хамах, анне. Колхозра ун пек кăна мар мекеçленетпĕр. Утă хăпартма ыран Антун кумпа арăмне чĕнетĕп.
— Юрĕ апла пулсан. Сысна çурисене çитер те хупса хур. Хамăрăннисемпе пĕрле. Ай, ĕç нумайланчĕ сан. Ĕлкĕрейĕн-ши? Эп нимпе те пулăшаяс çук.
— Ĕлкĕреп, анне. Пĕр сысна валли те пĕçермелле, нуннă валли те. Тырă ирĕшне колхоз пуспа сутать. Аптăрамастпăр.
Силиссан ĕнепе юнашар сĕнксе тăракан пăрăва пырса пăхас килчĕ. Алла хăнăхнă выльăх пулчĕ, тарса каймарĕ. Паçа вĕрентнине манман вăл, пулас ĕнен сĕт çулне хыпашла-хыпашла шырарĕ. Сĕтлĕ ĕнех пулас пек туйăнчĕ те, пăрăва ачашлама тытăнчĕ. Выльăх та алă ăшшине туять мар-и? Чаркаланса тăчĕ те вырăнтан та хускалмарĕ. Силиссан та чунĕ канчĕ.
Çак кунсенче те, кайранрах та Зоя ура çĕре перĕннине туйми çӳрерĕ. Сысна çури тепре те туянасшăнччĕ хĕл каçарма. Ирĕклĕ укçа пулмарĕ. Халĕ ĕнтĕ алă çавăрса яратех.
— Ачасем, лайăх ят тупăр-ха пăру валли, — терĕ апат хушшинче.
Женьăпа Света ăмăртмалла, пĕр-пĕрне пӳле-пӳле çын ячĕсене те, выльăх ячĕсене те калама пуçларĕç. Амăшĕ пуçне пăркаласа ларчĕ — пурте таçти-таçти çĕршыври ятсем. Унăн вара пăрăва та пулин чăвашлах чĕнес килчĕ. Итлссе ларчĕ-ларчĕ те ачисене татса каларĕ:
— Атьăр Хушкапуç теер. Пуçĕ чăнах та хушка унăн.
Ачасем пĕр харăс тутисене пăрчĕç.
Ку таранччен выртсах тăнă Силиссана та хал кĕчĕ. Хĕрпе пулăшас тенинчен те ытларах унăн хăйĕн ĕç çумĕнче пулас килчĕ. Ал тайăн ĕçе хăй тума тăрăшрĕ. Ĕнепе пăрăва ачашласа илни, сысна çурисем çине пăхса тăни уншăн эмелрен те сиплĕрех пек туйăнчĕ.
Пăшăрханмалли те тупăнсах тăрать унăн. Зоя хăйĕн ăнман кун-çулне ылханса та хашлатса çӳремест. СилиссанI вара пĕр шухăшĕ сĕвĕрĕлмест те сĕвĕрĕлмест. Хухас вырăнне капланса та капланса пырать. Хускатам мар-ха ку калаçăва тесе шухăшланă çĕртенех хăйне хăй тытса чараймасть. Хĕрĕ пушăрах пек чухне кашнинчех пĕр сăмаха кала-кала хурать.
— Тĕрĕсех калаççĕ çав, тĕрĕсех. Хĕр ача амăшĕн кун-çулне, ывăл ача ашшĕн кун-çулне ӳкерсе илет теççĕ. Шăпах çапла пулса пырать те.
— Çитĕ-ха сана, анне, пĕр юрра вĕçрен юрлама.
— Хăвна шеллетĕп-çке, хăвна, — хаш-хаш сывласа илет амăшĕ. — Нимрен те нимпе те катăк çын мар. Телейӳ пулмарĕ.
— Икĕ ылтăнăм пур — Женьăпа Света. Телей мар-им вăл маншăн?
— Вĕсем пур-ха, — каллех кунесшĕн мар Силисса. — Эпĕ те сана ылтăнăм тесех ӳстертĕм.
— Ман çав милиционера курасчĕ те чĕререн тав тăвасчĕ. Пĕртен-пĕр çав шухăшпа пурăнатăп. Тамăкран çăлчĕ вăл мана çавăн чухне. Мĕнле пулса иртнине каласа панăччĕ вĕт-ха сана.
— Панă-ха, панă. Ăçта çуралса ăçта ӳсеççĕ çавнашкал путсĕрсем? Ма тата пирĕн тĕллĕн кăна тупăнаççĕ вĕсем?
— Анне, — чунтанах тархаслать вара Зоя. — Мана шеллесе çăвар та ан уç-ха. Эпĕ хама çынран катăк тесе пĕрре те шутламастăп. Пĕччен хĕрарăм пĕр эпĕ кăна мар. Ак ялта Канашри йăла комбиначĕн филиалне уçатпăр. Çамрăксене çĕвĕ ĕçне вĕрентме тытăнатăп. Унтан сутлăх тум-тир çĕлеме пуçлатпăр. Шкулпа юнашар ларакан кивĕ çурта юсаса пĕтереççĕ ĕнтĕ. Шалти ĕçсем кăна юлнă. Унтан çĕвĕ машинисем кӳрсе килетпĕр. Çынна кирлĕ çыннăн хăйне телейсĕр тесе шутлама сăлтав çук. Çемье телейĕ тетĕн-ха. Турă панă пулсан вăл та пулĕ. Пурнăç хăй еккипех пырать.
— Çавă ĕнтĕ, çавă. Турра шанмалли кăна юлать пирĕн, — тет те Силисса шăпланать.
Темиçе кунлăха ку сăмаха манать. Унтан каллех, хăй сисмесĕрех, пуçласа ярать. Вăл ĕнтĕ хăйне тăлăха хăварнă çынна ним туса та каçарасшăн мар. Çав вĕчĕ чунра хунасах тăрать пулас та, чĕлхе çине килет-килетех.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...