Чи пĕчĕк патшалăх :: Пĕчĕк лаша


— Пĕлетпĕр сана. Курăнать эс мĕнле пăрахни. Эс ăна мĕн-ма çапрăн? — лавçăран ыйтать лейтенант.

— Вăл тата мĕншĕн тем те туса пĕтерчĕ ман лашана? Çапрĕ, тапрĕ... Эпĕ ăна ку таранччен хулăпа та лектерсе курман, вăл пур... Мĕн тунă ăна ман лаша? Лаша вăл çын пекех. Унсăр акма та, вырма та çук. Атте калать: «Этем вăйлă, этем ăслă, çавăнпа та чĕр чунсене хĕрхенме, вĕсене сыхлама, упрама пĕлмелле», — тет.

— Сан аçу кам? Ăçта ĕçлет вăл?

— Колхозник.

— Колхозник? Хм... Маттур. Асту, малашне ăрсурить туса ан çӳре вăрманта. Выртакан йывăç-и вăл е тăраканни — пурпĕрех касма ирĕк илмелле. Ну, эппин, чипер çит, савăнтар аçупа аннӳне.

Вăрнартан тухсан, çырмана анса çитсен, Вихтĕр лашине чарать те ун мăйĕнчен уртăнсах йĕрсе ярать.

— Мишка! Эсĕ те мана хӳтĕлеме ăс çитертĕн те-ха!.. Ах, лайăх çыртрăн эс ăна, хураха! Ме сана!.. Çи! Пĕтĕмпех сана ку! Хам çиткелĕп мĕнле те пулин, тата вун пилĕк çухрăм çеç юлчĕ. Çи, Мишка, çи! — лаша хăйне тивнĕ парнерен — кукăль сăмсинчен — ютшăнса тăмасть, çиет ăна, çĕре ӳкнĕ татăксене те пуçтара-пуçтара илет.

Лашан хушка çамкине миçе хутчен лăпка-лăпка, шăла-шăла чуптунине Вихтĕр хăй те астумасть халь. Ыйтĕччĕ вăл ун чухнехи сивĕ те вичкĕн çил ачисенчен çынпа лаша ыталашса тăни пирки — ыйтма çук. Самантрах мăкăрланса тухакан çил тăрук лăпланать те — ĕмĕрĕ ун çавăнпа вĕçленет. Ыйтма çук çилрен, лашинчен хăйĕнчен те ыйтма çук. Мишка Вихтĕр салтакра чух вилнĕ. Ун пирки хыпар илсен ялтан вĕçсе килнĕ çыру çине шултра тумламсем патлатса ӳкнĕччĕ. Хурлану тумламĕсем, пурнăç тути-масине ăнланнăран пăчăртанса тухнă тумламсем. Питĕ савăнсан та йĕрет этем, питĕ хурлансан та, анчах савăнăç куççулĕ те, хурлану куççулĕ те тути-масипе пĕр. Тăварлă. Пурнăç та çавах. Çăкăр çине сĕрсе хатĕрлесе хунă пыл мар-çке-ха вăл. Илпек пурнăç тăвас тесен пикенсе, хĕрӳ ĕçлемелле. Хĕрӳ ĕçре ялан тар юхать. Тар вара куççульпе хурăнташлă: унăн тути те тăварлă. Тăварлине ытлăн-çитлĕн тутаннă çын кăна пылаккине тĕрĕс хак пама пултарать, ăна перекетлĕ тыткалать. Ара, тутли вăл ĕçлекен çыншăн нихăçан та ямăтти пулса пырса кĕмест-çке-ха. Çынна хăй пурнăçĕн лавне туртма икĕ алă туса панă, икĕ алă — икĕ турта. Ĕçлеме кăна ан ӳркен. «Чи малта пыраймасан та — Мишка мехелĕпе тапалан. Чунтан тăрăшса ĕçлекене çын асăрхатех. Халăх асăрхарĕ — ят та, сум та хушăнать. Ятлă-сумлă эс, эс — этем!..» Ку сăмахсене темле ăслă кĕнекере вуламан Вихтĕр, ашшĕ каланă сăмахсем вĕсем.

 

Асран кайми атти-анни-и...

 

Хăй салтака епле тухса кайнине аса илсен, Вихтĕрĕн чĕри ялан ыратмалла пăчăртана-пăчăртана илет. Ял-йыш чиперех ăсатса янăччĕ ăна. Канаша çитсен, çамрăксене хăш-хăш кун пухăнмалли пирки хытарса каласа килĕсене саланма ирĕк пачĕç. Тата икĕ кун пурăнчĕ Вихтĕр килте, вара каллех çула пуçтарăнчĕ. Ашшĕпе амăшне ыталаса, пурне те алă тытса килĕнчен тухрĕ. Кĕркунне. Çулçăсем ӳкеççĕ. Ял çывăхĕнчи варта, шурă та йывăр тĕтре упаленсе çӳрекен çырмара, лаша касăвĕ тулхăрать. Вихтĕр яланхи йăлапа çинçен виçĕ хутчен шăхăрчĕ. Çакна кăна кĕтнĕн, ушкăнран уйрăлса пĕчĕк лаша юрттипех чупса пырать ун патне. Вихтĕр ăна çурăмĕнчен лăпкать, çилхине шăлса якатать, вара сыв пул, Мишка, текелесе малалла утать, лешĕ хыçĕнчен таплаттарса пырать. Вихтĕр ним тума та пĕлмест: хăвалас — чун хавалĕ çитмест, хăвалас мар — ăçта çити илсе каймалла Мишкăна? Ун пурпĕр юлмалла вĕт-ха... Ял пуçĕнче хăлаçланса ларакан çил арманĕ патне çитсен Вихтĕр чарăнать, Мишка енне çаврăнать. Лешĕ те чарăнать, пуçне уха-уха кĕç-вĕç тем калас пек пăхса тăрать. Вихтĕр малалла ярса пусма хăтланать — лаша та мал енне туртăнать.

— Кай, — тусне çилхинчен турткалать каччă. — Кай, вĕçтер каялла. Ман çул — вăрăм çул. Кай, тусăм, кай...

Лаша каймасть, Хускалмасть те. Амăшĕ хĕвне чиксе янă çăкăр таткине кăларать Вихтĕр, ун çине тăварлă куççуль тумлата-тумлата лашана çитерет, юлашки юлнине, пĕчĕк татăкне, каялла чиксе хурать.

— Лайăх юл, — çурăмĕнчен лăпкаса хăварать Мишкăна Вихтĕр. Хăй, утнă май, каялла çаврăна-çаврăна пăхать. Çил арманĕ патĕнче мăштăркка та пĕчĕк Мишка пуçне уха-уха: «Чипер çит! Чипер çит!» — тесе алă сулнăн тăрать. Аякка кайса пынăçемĕн вăл пĕчĕкленсе те пĕчĕкленсе пырать, чултан вартаса-якатса тунă лаша палăкĕ евĕр курăнма пуçлать...

Çĕрпӳ çывăхĕнче, çул хĕрринче, лаша аптăраса тăрать. Унталла та кунталла машина-трактор вирхĕнет. Лаша валли вырăн çук аслă çул çинче. Тăрсан-тăрсан, хăй малашлăхĕ çине алă сулнăн хӳрине чашт тутарса, лаша айккинелле пăрăнать, каш-кашласа ӳсекен хурăнсем еннелле утать...

■ Страницăсем: 1 2 3