Чи пĕчĕк патшалăх :: Пĕчĕк лаша
Асфальт çулпа ыткăнса пыракан автомашина кантăкĕ çине вĕтĕ тумламсĕм ӳккелесе илчĕç. Çумăр пекки шапăртаткаларĕ. Паянхи çумăр вăл — ĕнерхи пулăм, ĕнер çĕр çинчен çĕкленсе хăпарнă пăс. Енерхи япала е пăс, е юр, е ăшă та сиплĕ çумăр, е пăр пулса килессе кăна чухлаймастпăр эпир. Ара, çуллахи шăрăхра та пăр ташласа тырра çапса тухса каять-çке, хĕллехи вăхăтра шăпăртатса çумăр çунине те пĕрре кăна курман этем.
Сылтăм енче — мăн çырмапа Çавал хушшинче — асамат кĕперĕ тĕлкĕшме тытăнчĕ.
— Эх, мăнтарăн çанталăкĕ, — мăкăртатрĕ Вихтĕрпе юнашар ларса пыракан шофер. — Ытарма çук ăна. Хăть те хăçан та чипер вăл.
— Кун пек чух çанталăк мар, çут çанталăк темелле пуль, — сăмах хушрĕ Вихтĕр.
— Çапла, — килĕшрĕ шофер, — кун пек чухне çут çанталăк тени вырăнлăрах.
Çут çанталăк тенĕрен, каллех ашшĕне аса илчĕ Вихтĕр, амăшне, пĕчĕк Вихтĕре. Ийя, хăйне çав, халь командировкăна çитме васкакан Вихтĕре.
Хĕл вăхăчĕ. Вихтĕр, лавпа анчах Канашран таврăннă ашшĕ çумĕнчен хăпма пĕлменскер, минретет те минретет:
— Атте, лаша яма каям-и?
— Кай ара, кай, — килĕшет лешĕ чылайран
тин. — Тулĕк вăрвартарах пул, Хĕл Мучине çитсе тытма ирĕк ан пар. Алли ытла сивĕ ун паян. Тимĕр пекех.
Амăшĕ, тин кăна хутса янă кăмакари çунма пĕлмен юман çаппи пек, сасартăк çатăртатма тытăнать:
— Ай-уй, кун пек хăрушă шартлама сивĕре те урама кăларатăн-и çак шĕшле? Утнă çĕртех хевти пĕтнĕ выçă кăсăя пек ӳксе хытать-иç.
Ашшĕ те парăнмасть.
— Ничава, — тет, — ничава. Кăххăм-кĕххĕм ватă çын евĕр пĕрмай килте тусан пуçтарса ларнипе унран çын пулать тетнем эсĕ, амăшĕ? Урлă-пирлĕ шутласан, Хĕл Мучи унтан-кунтан шутлемелле чĕпĕтсе илнинче çынна усăллă витаминсем, ман шутпа, шутсăр нумай.
— Уçă сывлăшра-и? — турчкине пăтана çакса куçне чарса ыйтать амăшĕ. — Сиплĕ курăк-им вăл сывлăш?
— Эй, эсĕ мĕн калаçан... Уçă сывлăшра, амăшĕ, çакăн пек витаминсем пур, ман шутпа: а, б, в, г, д, е... я таранах. Пĕтĕм алфавит. Вăт!.. Мĕнех, ачам, чавтар витене... Тăхта, — ашшĕ михĕрен пĕр мăшăр кăçатă кăларать, — малтан çакна тăхăнса пăх. Пур-çук укçана веç пĕтертĕм ăна туянса. Сана килте пĕрмай лартас килменнипе... Юрать-и? Аван. Чавтар апла.
Лашана витене пысăк хаваспа кайса янăччĕ Вихтĕр.
Кунсем, эрнесем...
Ашшĕ, ывăлĕ епле ӳснине тимлĕн сăнаса пурăннăскер, пĕринче унпа юнашар ларсах калаçнăччĕ.
— Эсĕ, тĕпренчĕкĕм, мĕнле калас та, кăшт мăранрах ĕнтĕ, — тенĕччĕ вăл чĕлĕм хутаçне тавăрса хаçат татки çине силленĕ май. — Пурăна киле çивĕчленĕн-ха... Тепĕр тесен, ытлашши хыпкаланни те пурнăçра ниме пĕлтермест. Ытлашши, тулăксăр вĕткеленекенни, сăмахран, çухрăм чупнипех тăсăлса ӳкме пултарать, вăйне пĕлсе лĕпĕстетекенсем вунă çухрăма ним мар çитеççĕ чупса. Пур унашкаллисем. Марафонецсем ав хĕрĕх çухрăм ытла чупаççĕ... Эсĕ Мишкăна вăхăтра тăрантарма, шăварма ан ман. Пĕчĕккине пĕчĕк ĕнтĕ, анчах нихăçан та вут-шанкăсăр таврăнман эпĕ унпа кайсан. Çынсенчен те кая тиемен. Мишка, тĕнчери ытти лашасемпе танлаштарсан, паллах, мĕшĕлти купи анчах. Сăмахран, монгол лашисем те пĕчĕк-ха, анчах та вĕсем çине утланса ларсан, Вихтĕр ачам, çĕр-çĕр çирĕмшер çухрăм çул тума пулать талăксерен. Талăкра ик çĕр утмăл çухрăм çул иртме пултаракан лашасем те пур. Вĕсемпе танлаштарсан Мишка — мĕшĕлти çеç.
— Эс, атте, лашасем пирки ăçтан ун чухлех пĕлетĕн?
— Манпа юнашар ялан лаша пулнă. Пĕр хушă, вунă çула яхăн, аслă конюхра та ĕçлерĕм эп вĕсене килĕштернипе. Иртнĕ эрнере вара лашасем çинчен çырнă кĕнеке илсе вуларăм. Ятарласах. Эпĕ сана малалла мĕн каласа парасси — пĕтĕмпех çав кĕнекерен... Валлах ятлă кĕсре, тĕслĕхрен, пин те виç çĕр алă сакăр килограмм тайнă, унăн тăршшĕ тăватă метр та сакăр вун çичĕ сантиметр пулнă. Унпа танлаштарсан, Мишка — пăру кăна. 1890 çулта Пешков хушаматлă юлан утçă Амур юхан шывĕ çинчи Благовещенск хулинчен Петербурга çитнĕ, сакăр пин çухрăм ытла çул тунă. Унăн лашипе танлаштарсан, Мишка, паçăрах каларăм, мĕшĕлти купи кăна. Тулли лавпа çирĕм çухрăмри Вăрнартан кăна пилĕк-ултă сехет хушши кăштăртатса килмелле пулать унпа. Тĕнчери чи хаклă лаша, Секретариат, икĕ çула çитнĕскер, ултă миллион доллар тăнă. Унпа танлаштарсан, Мишка — нуль. Хакĕ-шывĕ çукпа пĕрех ун. Амадо-Мио сакăр метр та вăтăр сантиметр тăршшĕ сикнĕ, çӳллĕшне вара виçă-тăватă метр таран сикекеннисем те пулнă. Ăратлă кĕсресем талăкра çирĕм пилĕк литр таран сĕт антараççĕ. Пĕлетне, лавсем çине çĕршер пăт тиесен те ним мар туртма пултараканнисем пур çĕар çинче. Вĕрентнĕ лашасем кайри урисем çине тăрса ташлаççĕ. Анчах та пирĕншĕн, ачам, чи хакли, чи лайăххи вăл — Мишка хăраххи... Мĕншĕн тетĕн-и? Шутла эс: тĕнчере чи çӳле сиксе, чи йывăр лава туртса, ташласа, çĕмрен йĕппи пек хăвăрт чупса тĕлĕнтерекеннисем вĕсем хресченсем валли мар. Пире, хресченсене, ытлашши сиккелемесĕр-ташламасăр лава сĕтĕрекеннисем кирлĕ. Çапла-и? Çапла, Вихтĕрĕм, çапла. Çавăнпа та упра эс Мишкăна, юрат, кирлĕ вăхăтра шăвар, шăлса тасат, тăрантар — вара мĕшĕлтетет вăл хăй мехелĕпе. Чăн сăмах, тепĕр лаша катаччи чупма тухнă чухнехи майлах юртать. Темиçе сыпă вутă хур кăна — тапкалашать. Халĕ эп, ачам, вăйран тайăлса пыратăп. Сывлăха окопсенче «манса» хăвартăм пулас. Малашне ытисемпе пĕрле хăвăнах вутта çӳремелле пулать сан.
— Ăçта?
— Вăрмана.
— Хăш вăрмана?
— Ăçта каяççĕ — çавăнта, Йĕпреç енне, Вăрнар таврашне. Тĕрлĕ çĕре. Уйăх хыççăн уйăх иртет.
Кăмака çăварĕ — упшурпа пĕрех. Çулла хатĕрлесе хăваркаланă вутшанка хĕл варринелле çитеспе хыпса çăтса та янă-мĕн. Çăтнă та, пирус мăкăрлан-таракан çын евĕр, тĕтĕме вĕрсе те кăларнă...
Хĕллехи сивĕ ир. Лаша тулхăра-тулхăра вăрăм та çăра хӳрипе хăйне енчен енне чашлаттарать. Çурла уйăх пĕкĕ ункинчен çакланса ларнă та, унран ниепле те уйрăлма пĕлмесĕр, хăйĕн йĕс сассипе тĕнкĕлтетсе пырать. Çук, ун янăравĕ хăлхана кĕмест, чун илтет ăна. Хыçалалла пăхатăн та, тăван ял сĕмлĕхĕ куçран майĕпен çухалса пырать. Çуна ту-панĕсем айĕнчен икĕ вăрăм йĕр çуталса, тăсăлса юлать. Йĕкĕрешсем. Ни пĕрлешмеççĕ вĕсем, ни уйрăлса каймаççĕ. Яп-яка та çап-çутăскерсем, килти вучахра кăвар çуккине, вутă пĕтнине аса илтереççĕ. Килте шăнса лараканни — аннӳ, сана çуратса хăй хĕрӳлĕхне панă этем. Килте шăнса ĕнтĕркекенни — аçу, сана ăс паракан, сан пек ачисене пăхса ӳстерес тĕллевпе пурăннă, хăрушă та юнлă вăрçăран тĕрĕс-тĕкел таврăннă çын. Сывлăхĕпе хĕрӳлĕхне сивĕ окопсем çаратса юлнă унне, Тăван çĕршывăн медалĕсене илнĕ салтакăнне. Епле лартăн-ха вĕсене сивĕ пӳртре! Вихтĕр лашине кăрт-карт турткалать, пушшипе те хăмсаранçи тăвать. Анчах та ăнланать лешĕ пĕчĕкçеççĕ хуçи хăçан мĕн тума пултарасса, ăнланать те мана пурпĕр тивес çук ку пушă тесе-ши, утти-юрттине пушăпа хăмсарнипех ӳстермест. Мăран пулнăшăн килĕштермест ăна Вихтĕр, хуни-тиенине чăхăмламасăр туртнăшăн юратать; ялтан тухса кайнă чух апла-капла турткаланнăшăн килĕштермест те — килелле юрттине чакармасăр таврăннăшăн юратать; калаçма çук Мишкăпа — кăмăлсăрланать ача, çапах та хăш-пĕр пулăмсене выльăх хăйĕнчен те ытларах ăнланнине туять, çавăншăн юратать. Пĕрре шутлатăн та — тăватă ураллă выльăх кăна вăл, тепре шутласан — сухалать, акма, вырма пулăшать, кил-çурта та ăна пулах хутса ăшăтса тăратăн. Акă мĕншĕн пушăпа шартлаттарма именет Вихтĕр, акă мĕншĕн ячĕшĕн кăна çĕклесе çӳрет вăл ăна.
Паçăрах каларăмăр-ха, хăш-пĕр пулăмсене Мишка Вихтĕртен те ытларах ăнланать терĕмĕр. Мĕн ăнланать-ха вăл? Акă мĕн: хуçи лавне нихăçан та ытлашши несĕпсĕрленсе тиемест; хуçи хĕврен ыраш çăкăрĕн чĕллине кăларса ун çине тăвар сапрĕ тĕк — çур чĕлли те пулин ăна лекетех; ăнланать Мишка — ун пек чухне чарăнма та юрать. Ийя, ун пек чух тăпах чарăнать те каялла çаврăнса пăхать, кĕскен ăхăхлатса пуçне апла та капла ухма тытăнать. «Эй, мĕн тăварĕ сапса тăратăн унта? Унсăрах тутлă вăл ыраш çăкăрĕ. Пар часрах, пар!» — тенĕнех туйăнать лаша ăхăхлатма, чăтăмсăррăн кукалеме тапратсан...
Çапла вара, пĕкĕ айне çурла уйăх çакса вăрмана каять Вихтĕр. Тул çутăлнă çĕре Йĕпреç таврашне пырса çитет те ытти лавсенчен юлмасăр малалла çул тытать. «Çĕтсе юлас марччĕ, — чăр-чăр пăхса пырать çамрăк лавçă. — Тепрер чух, тен, пĕчченех килмелле пулĕ, çулне астуса юласчĕ. Акă çул юппи. Унран инçех те мар — хăрнă юман...» Пырсан-пырсан: «Акă каллех çул юппи пур кунта, — хăй тĕллĕн ăшра пуплесе пырать пĕчĕк лавçă. — Ха, кунта та хăрăк йывăç пур-çке... Тĕлĕнмелле, пулаççĕ иккен пĕр евĕрлĕ вырăнсем. Манас марччĕ...» Çитес çĕре çитсен пĕр-пĕр хваттере кĕрсе лашасене апат парса кантараççĕ, тепĕр ирхине тулли лавсемпе каялла çул тытаççĕ. Хăшĕ туяннă вут-шанкă тиенĕ, унталла та кунталла вичкĕнрех пăхаканнисем «вăрманта тĕрĕс мар» выртнине тупса тиенĕ. Кам мĕнле пултарать — çапла.
Вихтĕр, лашине хистеме хăнăхманскер, тулли лав хыçĕнче майĕпен утса пырать, сулнăкра-мĕнре çуна шалт çаврăнса çапăнасран сыхланать: йывăр лава е унтан тытса туртать, е кунтан тĕртет. Çапла апаланса пырсан-пырсан малалла пăхать те — эх-хе-хей! — пĕри те курăнмасть ялтан пĕрле тапранса тухнă лавсенчен. Акă çул юппи. Унталла та çул выртать, кунталла та пур, лерелле те. Пурте такăр, пурте — вăрман çулĕ. «Хăш енчен килнĕччĕ-ши ĕнер? Ăçта-ши хăрăк юман? Е хăрăк хурамаччĕ-ши, ача? Акă... Çакăнпа килнĕччĕ пулас...» Лашана унталла туртать Вихтĕр, вăл пур — урăх еннелле талпăнать. Вихтĕр каллех тилхепене карăнтарать, хăй каяс килнĕ еннелле туртать. Мишка лавĕ-качки сĕтĕрсе хăй унччен суйласа илнĕ çул çинех талпăнса тухать. «Лаша пĕлет пуль, — тет аптранипе ача. — Выльăх кил çулне манран лайăхрах пĕлме тивĕç...» Çапла шутласа тилхепене пушатать лав хуçи. Тепрер çухрăмран-мĕнрен-и туйса илет: паçăр хăй суйласа илнĕ çул йăнăшскер, пачах урăх еннелле илсе каяканскер.
Ĕшнере, уçă та лăпкă вырăнта, Мишкăна тăратать те умне утă хурса парать. Лешĕ, тăварса янăскер, çиме пуçличчен малтан выртса йăваланать, тăрса тăр-тăр силленет, Ĕшне икĕ енĕпе те çамрăк хырсем тем шутласа тăраççĕ. Тӳпере пĕлĕт татки курăнмасть. Унти пĕлĕтсене пĕтĕмпех йăрăс хыр çулăксем шăлса тасатнă, пĕлĕчĕсем халь ура айĕнче сапаланса, юр пулса выртнăн туйăнать. Ара, çаплах ĕнтĕ, юр вăл — пĕлĕт çинчен вĕлтĕртетсе аннă япалах.
Хĕпĕртет Вихтĕр типĕ вутă тупăннăшăн. Вĕсем мĕнччĕ, вăрманта ахалех арканса выртакан типĕ хыра Чӳлмек Улюшкипе пĕрле сыпăланăччĕ те, шăп та лăп икĕ лав туса тирпейлĕн тиенĕччĕ. Савăнать ача. «Эх, епле хĕпĕртет халь кун пек вутă тиесе килнĕшĕн атте! — шухăшлать вăл кăкăр кĕсйинчен кукăль сăмси кăларса. — Анне те мухтать ĕнтĕ укçасăрах кӳрсе таврăнма пултарнăшăн. Вăт, мăран тусăм, — пуплет вăл выльăхпа, — сана пула тăтăшарах пĕччен тăра-тăра юлатăп эп ыттисенчен... Лашисем йăрă çав вĕсен... Эх, Мишка, Мишка, лаша мар эс, упа çури. Сан пек йăраланса çӳренĕшĕн хама та ялта Упа аслашшĕ теççĕ. Ятăма вуçех манса кайрĕç. Ваттисемшĕн те Упа аслашшĕ, тантăшсемшĕн те Упа аслашшĕ». Тутлă кукăль шăршине сиссе Мишка пуçне çĕклет, Вихтĕр аллинчи татăк çине шăтарасла пăхма тытăнать, хăлхине апла-капла выляткалать, хулăн тутине мĕкĕлтеттерсе ача алли енне кармашать.
— Ай-яй, чее эс, — мăкăртатать Вихтĕр. — Манне чи малтан çисе ярасшăн. Кайран, Мишка, мĕн, сан уттуна çимелле-им ман?
Лешĕ, хуçи вăрçнине ăнланнăн пуçне усса, çăвар тулли кăмăртаттарса утă çиме пуçлать. Çапах та хăй Вихтĕр аллинчи кукăль çине пăхма пăрахмасть-ха. Аванмарланать лавçă, вара кукăле кăштах хуçса лаши тути умне илсе пырать. Питĕ тимлĕн тасатать лаша алă тупанĕ çинче мĕн пуррине. Пĕр тĕпренчĕк юлмиччен. Сывлăш çавăрса вăй илсен туссем — лашапа ача — малалла çул тытаççĕ. Вĕсен Вăрнар витĕр тухмалла. Шикленет Вихтĕр пĕччен ун витĕр тухма. Вăрнарта — лесниксемпе вăрман хуралçисем, Вăрнарта — милици çыннисем. Ара, Вихтĕрĕн вутти-шанки вăрласа тухнă пекрехскер-çке-ха. Вăрнара пырса кĕрсе чиперех тухса кайма пуçланăччĕ. Çĕрлехи сĕмлĕхре темле хура мĕлке килни курăнса каять.
— Тăрат! — кăшкăрать такам. — А ну, халех тăратнă пул лашуна!
Тулли лавпа çынран тараймăн, çапах та сых ятне тилхепене кăрт-карт тутаркалать лавçă, пушшипе те чашлаттарать. Утти-юрттине кăшт-кăшт хăвăртлатанçи тăвать лаша, тармалăхах мар. Чупса çитнĕ çын, çăварĕнчен эрех шăрши перекенскер, Вихтĕре кăкăрĕнчен ярса тытать.
— Эс ма итлеместĕн? — янăрашать вăл. — Эсĕ тăмсай-им? Ак пĕрре тăхăнтартса ярсан, снашь, ăс-тăну еплерех уçăлса каять сан. Кăмака юшки пек. Вара аслисене хисеплес килмен кăмăлун сĕрĕмĕ хăвăрт сĕвĕрĕлет.
Çынни, те хытă чупнипе, те эрех хăвачĕ пуснипе вăйран кайнăскер, тулли çуна çумне тайăнать те пăштик-пăштик сывласа тăрать пĕр хушă.
— Эс... Эс. — ыйтать вăл юлашкинчен, — вăрман ма вăрлатăн?
— Вăрламан эп... Ку вăл тӳнсе кайнă хыр кăна... Пурпĕр çĕрсе пĕтмеллискер. Питĕ нумай унашкал çĕрсе выртаканни мăн Вăрманта. Вĕсене, пичи, пăхса тăрсах çĕртмелле-им?
— Ăхă, эсĕ паврама та пĕлетĕн иккен. Чим, тытатăп та вуттуна кирлĕ çĕре кайса тăкатăп, хăвна милицине леçетĕп. Снашь, куншăн мĕн чухлĕ тӳлеттереççĕ сана штраф? Тавай-ха тилхепӳне, — Вихтĕр аллинчен карт çеç туртса илет вăл тилхепепе пушша. «Ну-у, — çатлаттарать Мишкăна, — кайрăмăр!»
Ют алла лекнине сиссе вырăнтан та хускалмасть лаша. Урăм-сурăм тарăхса, тилхепепе апла та капла хăлаçланса ним айăпсăр лашана пушăпа чашлаттарма тытăнать çĕрлехи пуçтах. Тапранмасть Мишка. Вара урса кайнă этем чупса пырса пĕррех тапатъ лашана хырăмĕнчен. Вихтĕрĕн тек тӳсĕм çитмест капла пăхса тăма. Халиччен курман-илтмен çынна хыçалтан пан пырса тĕртет вăл вăй-халĕ çитнĕ таран. Лешĕ, ăна-кăна кĕтменскер, талт-талт пусса лав пуçнелле тăрăнать. Ним тума пĕлмесĕр, нихăçанхинчен те ытларах сехĕрленсе ӳкнĕскер, лавçă лаша умне пырса тăрать те йĕвенрен çатăрласа ярса тытать. Усĕрĕ çĕртен вăр-вар çĕкленет, лавçа унтан-кунтан тапкалама та çапкалама пуçлать. Тĕркĕшсех каяççĕ хайхисем. Вихтĕре темиçе хутчен те çавăра-çавăра çапать хурах, тăма пуçласан ăçтан май килет унтан тапать. Хайхи-майхи арçын сасартăк, пач кĕтмен чух, çари çухăрса ярать. Хăйне такам çĕçĕпе чикнĕ пек; — Ай-яй! Çыртать! Çыртать ку, эсремет! Хулĕнчен ăна Мишка çыртса илнĕ иккен те яхăнне те вĕçертмест. Вихтĕр, халиччен лаша çине те пӳтлĕн алă çĕклесе курманскер, тарăхса-кӳтсе çитнипе сĕмсĕр нĕрсĕре пушă аврипе çурăм урлă тута-турта ислетме тытăнать. Хăй ĕсĕклет, йĕрет.
Çапла хăтланнă-тĕркĕшнĕ самантра тата темиçен пырса çитеççĕ. Çĕлĕк çамкийĕсем хăйсен — çĕрлехи сĕмлĕхре те йăлтăр-йăлтăр кăна.
— Мĕн пулнă кунта? — ыйтать пĕри кĕсьере чиксе çӳремелли хунарпа çутатса. Ахăртнех, асли пулас. — Эсĕ, лав хуçи, ăçтисем, кам пулатăн?
Кĕскен, татăкăн-кĕсĕкĕн каласа пачĕ Вихтĕр хăй пирки.
— Мĕнле вутă ку? — тĕпчеççĕ хыттăн.
Хăш вырăнта мĕнле йывăçа касса сыпăланине, ыттисенчен кая тăрса юлнине, килĕнче ĕçлейми пулнă ашшĕ шăнса ларнине, ыран ир килне çитнĕ-çитменех шкула каймаллине — пĕтĕмпех каласа пачĕ ача.
— Эсĕ тата кам? — хунарпа тепĕр хут çутатса пăхаççĕ тĕпчекенсем. — Э-э, чим... Эсĕ-çке ку... Мĕн шутпа çыпçăннă эс ача çумне? Е мĕн-и, ун вуттине килне илсе кайса каллех кама та пулин сутас терĕн-и? Иртен-çӳренсем çумне çыпçăнма çаплипех пăрахман иккен-ха эс.
— Çук, çук, лейтенант юлташ... Снашь, унашкал ĕçпе аппаланма пăрахнă эп. Чăнласах пăрахнă, лейтенант юлташ.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...