Чи пĕчĕк патшалăх :: Пĕчĕк лаша
Асфальтлă çул, сарса-тăсса хунă хура пустав ярăмĕ пекскер, çăмăл машина айнелле тĕлĕнмелле хăвăртлăхпа шуса кĕрет. Çӳлте, утмăл турат чечекĕ евĕр кăн-кăвак тӳпере, сăпса мăнăш самолет шурă хӳре хăварать. Пуçа хăть те хăш еннелле пăрсан та тĕрлĕ йышши машина-трактор куçни, вирхĕнни курăнать, вăл кĕрлени, кĕмсĕртетни, шалтăртатни илтĕнет. Вăшт та вашт пырса çапать ирĕлекен асфальт шăршиллĕ сывлăш хумĕ çăмăл автомашинăна. Çумран е трактор, е грузовик иртсе кайнине пĕлтерет ку. Хĕвел кантăк витĕр ним шелсĕр ĕнтет, лупа тытса вĕтеленĕ майлах туйăнать. Çĕрпӳрен тухсан, çул юппинче, ниçталла ярса пусма аптăракан лаша тăрать. Асфальт еннелле те пускаласа пăхать ут, анчах та урăм-сурăм шалтăртатса та кĕрлесе иртекен машинăсенчен шикленет. Çул урлă каçма хăяйман лаша малашлăхĕ çине алă сулнăн хӳрине лас тутарса хурăнсем еннелле пăрăнса утрĕ.
Ут-лаша таврашне курсан ăшра ырă кăмăл-туйăм çĕкленет, кама та пулин пархатарлă ĕç туса парас килет, пуçри шлепкене хывса пуç таяс шут та пырса кĕрет, анчах та ытти çынсем, хурçă утсемшĕн чунне те пама хатĕр этемсем, лăхлатсах куласран шикленет Вихтĕр. Шикленни те мар-ха ку, именни, вăтанни. Вихтĕр халь тесен халь машинăна чарма, тин кăна хутса пултарнă мунчари пек пăчă кабинăран тухса тур лаша патне пыма, çилхине тураса якатма, çурăмĕнчен лăпкаса ачашлама хатĕр. Мĕншĕн çав тери хисепре-ха лаша Вихтĕршĕн? Мĕншĕнне тӳрех калама та аптăраттарать. Тăхăр вун ултта çитсе вилнĕ асламăшĕ пĕчĕк чух каласа панă халапа, халиччен те асран кайма пĕлменскере, пула, тен, юратать вăл этемĕн чи çывăх тусĕсенчен пĕрне — лашана?
Акă вăл халап, асламăшĕ каласа панăскер, хальхи пурнăçпа пачах çыхăнманскер... «Тахçан-тахçан, сĕм авалах, асаттесем тăшмансемпе сенĕк-пуртă тытса кĕрешнĕ тапхăрта, пулса иртнĕ имĕш ку ĕç. Çуркунне. Хура тăпраллă çĕр ыйхăран вăраннă самант. Чĕлтĕр-чĕлтĕр пĕрчĕсем, çĕрлехи тĕксĕм тӳпери çăлтăр евĕрлĕскерсем, тин кăна шăртласа якатнă сӳс пек çинçе тымарсем янă. Тӳперен, сасартăк татăлнă пан улми евĕр, тăрисем пере-пере аннă. Çав тĕлĕнмелле илемлĕ те ытарма çук тапхăрта: «Эй, чăвашсем, çĕкленĕр! — йăмраллă яла ян янăратнă йыхрав. — Ютрисем килнĕ, пирĕн çĕре, Чĕрхăва патĕнчине, пайлама тытăннă!..» Кăшăл тапраннă чăвашсем. Кам çуран, кам утпа; кам сенĕкпе, кам шăчăпа; каччăсемпе хĕрсем те хăшĕ ухă, хăшĕ çĕмĕрен тытнă тет. Ку таврари паттăр, Шăматху ятлăскер, чи малта шурă лашипе пынă имĕш. Шуркассисем:
— Ку çĕр пирĕн! — тенĕ хыттăн. — Ăна хăвăрах паратăр-и е вăйпах туртса илмелле?
— Тасалăр! — каланă çирĕппĕн чуракассисем. — Ку çĕре пирĕн асаттесемпе асаннесем уçнă. Кунтах, тĕк минтер пек çĕр çинче выртса-тăрса, асаннесем пирĕн аттесемпе аннесене çуратнă. Çук, памастпăр çĕр аннемĕре!
— Тасалăр кунтан!
— Çук, каймастпăр!
Тĕркешӳ тапранса кайнă. Шуркасси йышне ертсе килнĕ маттур йĕкĕт енне Шăматху вирхĕннĕ, лешĕ — Шăматху енне. Пĕрин чăлт шурă урхамах, теприн — курак тĕкĕ евĕр йăлтăртатакан ăйăр. Пĕр-пĕрин çумĕпе иртсе кайнă чух Шуркасси йĕкĕчĕ Чуракасси паттăрне чукмарпа шанлаттарса хăварнă пуçран, лешĕ тăшманне сенĕкпе хырăмĕнчен йĕплесе илме ĕлкĕрнĕ. Хуп-хура урхамах, Шуркассинчен çиçтерсе килни, улăхпа айлăмалла вĕçтернĕ, енчен енне çапкаланса пыракан хуçине хăрушă вырăнтан аяккарах илсе кайма хăтланнă. Шăматху хăйне чукмарпа лектернĕ-лектерменех аслашшĕсемпе асламăшĕсем ашшĕпе амăшне çуратнă çĕр çине персе аннă. Çапла пурăнать-пурăнать этем, чупать вăл, вирхĕнет, вĕçсе те илет, чи юлашки самантра çĕр пурпĕрех хăй çумне туртса илет ăна. Унран хăпма çук.
Лере, аякра, икĕ ял йышĕ хĕвĕшнĕ. Кунта, икĕ ăйăр тапăртатма пуçланă çĕрте, халиччен этем куçĕ курман япала пулса иртнĕ. Шурă ăйăртан тарса айлăма анни, хуçи ӳкнине сиснĕ-сисмен, тăп чарăннă та чĕвен тăнă, хăй еннелле вирхĕнсе килекеннине ăмрипе çапса ӳкерме хăтланнă. Лешĕн те чарăнма, чĕвен тăма тивнĕ. Тулашма тытăннă вĕсем, симĕс курăклă вырăн самантрах хура тăпра айне пулнă. Тапăçсан-тапăçсан хура тур, вăйĕ пĕтнипе, шарласа юхакан юхан шыва шапăртатса кĕрсе кайнă, унччен кăпăкланмаллах тарланăскер, те турех пăр пек сивĕ шыва сикнипе, те тарăн юшкăна хырăм айĕ таран путса-лакса ларнипе, айккинелле çаврăнса çапăннă, пуçне çĕкле-çĕкле хыттăн кĕçеннĕ, вара путнă. Унăн хаяр, пулăшу ыйтнă, кĕçенĕвĕ варсемпе çывăхри вăрмана хумлăн-хумлăн вĕçсе саланнă... Унччен кĕрешӳ пынă çĕрте — хускалмасăр выртакансем, унтах — ахлатакансем. Шурă ăйăр унта вирхĕнсе çитнĕ те хуçине шыраса тупнă пулать, хуçи çумне кукленсе ларма ирĕк панă пулать, вара тăрса ялалла уттарнă пулать... «Эх, çав асаннесемпе асаттесем! Те пулнă ĕнтĕ унашкал ĕç-пуç, те вуçех те пулман — питĕ ăста, хăйсем курса тăнă майлах хавхаланса каласа параççĕ. Хĕрĕхрен иртнĕ ĕнтĕ Вихтĕр, анчах та асламăшĕ умĕнче вăтăр-вăтăр пилĕк çул каяллах итлесе ларнă халапа пĕртте манман. Çавăншăн вилсе каясла юратать-ши лашана? Çук пулĕ, мĕншĕн тесен вăл халап çеç. Юмах-халапра унта лаша кăна мар, упа-тилĕ, кашкăр кашамансем те темĕн чухлех. Тен, мĕн мар-и, шкулта вулама вĕренсе Петр Ершовăн «Курпунлă пĕчĕкçĕ ут» юмахне шутсăр килĕштерсе пăрахнăран юратмасть-ши лаша таврашне? Пач канмасăр икĕ хутчен вуласа тухнăччĕ вăл юмаха. Çывăрас умĕн. Кайран, кĕнекене алра тытсах харлаттарма пуçласан, тĕлĕкре пĕчĕкçеç те курпун урхамаха тытасшăн асапланса пĕтнĕччĕ. Ыраш пуссинче çӳрет пек хăй. Пĕшкĕнсе йĕрлет-йĕрлет пĕчĕк урхамаха, ниепле те тытаймасть. Ирхине вăранса каять те çитĕнсе çит-нисем апла-капла халап çапса ларнине илтет. Пысăккисем те тĕлĕк кураççĕ иккен, çĕрле кам мĕн тĕлленни пирки каласа параççĕ. «Ку тĕлĕк ырра, ку ырра мар», — текелеççĕ. Питĕ пĕлес килет Вихтĕрĕн, хăй курни ырра-ши е ырра мар?
— Эпĕ, — тенĕччĕ вăл асламăшне, — кĕçĕр хирте аташса çӳрерĕм пек. Пĕчĕк те курпунлă лашана ниепле те тытаймарăм.
Тин çеç таçтан килсе кĕнĕ ашшĕ, «тытаймарăм» сăмаха кăна илтме ĕлкĕрнĕскер, çапла ыйтать:
— Мĕне, кама тытаймарăн, ывăлăм?
— Пĕчĕкçеç лашана, курпунлине.
— Эппин эс, çăмăл ача пулса, витене кай-ха. Бригадир вутта кайма лаша çырса панă... Чим, хутне ăçта чикрĕм çак?.. Э-э, кунта-иç? Ме, тытса кил лаша. Бригадир курпун лашаран кăшт кăна пысăкраххине çырса панă. Мишка ятлине. Ах, ытла мăран, темле кайса килмелле ĕнтĕ унпа вăрмана?..
Çыннăнни пекех, кашни чĕр чунăн хăйĕн сăн-сăпачĕ пур. Акă Мишка. Ершов курпунккинчен кăшт кăна пысăкрахскер. Вăрăм та çăра хӳреллĕ вăл, тачка çилхеллĕ. Мăштăркка та мăнтăркка. Шывпа йĕпеннĕ чие çырли евĕр йăлтăртатакан куçĕ ăслăн, ăнланса пăхать. Пысăк куç йăлтăртатăвĕ çын чунне çутă туйăм кĕртсе хул-çурăма вăй хушать. Умра лаша пур тăк — эсĕ вăйлă; çумра лаша пур тăк — кĕсьери çăкăр татăкĕ сан çеç мар, çурри унăн, Мишкăн. Çумра лаша пур тăк — пӳрт ăшă, кăмака çăварĕнче вутă пур; пӳрт ăшă — ун ăш-чикки хăтлăрах, илемлĕрех пек. Ирĕкре çӳрекен Мишка, хăй вăр-вар выльăх мар пулин те, кашни çыннах тыттармасть, тарать. Айккинелле пăрăнать. Çил-хинчен ярса илсенех — тăп тăрать, анчах утлантармасть, тапăртатать. Утланма пултартăн — лăпланать. Вихтĕртен кăна нихăçан та тармасть вăл, утланма пуçласан та тапкалашмасть.
Хăйсем хушшинчи туслăх епле пуçланнине аса илсен Вихтĕр ялан ăшшăн кулать. Ăшра. Сассăр.
Хăй тĕллĕн. Астăвать: ашшĕ хушнипе лаша тытма малтанхи хут кайсан, касу витере марччĕ. Вĕт Хурăн ятлă çырмараччĕ. Касу, çисе тăраннăскер, тапăрта тăратчĕ. Пилĕкшерĕн-ултшарăн пухăнса тăнă лашасем пуçĕсене пĕр-пĕрин ĕнсисем çине хурса хăпма пĕлмен шăна-пăвана хӳрисемпе чашлаттараççĕ, тăп-тап пускалаççĕ.
Касăва ун чух Мĕтри пăхатчĕ.
— Мишкине ăна хам та тытса пама пултаратăп сана, — тенĕччĕ вăл Вихтĕре. — Тытса йĕвен тăхăнтартнипех каймасть вăл кунтан. Унăн хăйне май чеелĕхĕ пур.
— Чеелĕхĕ? Мĕтри мучи, тытса пар та йĕвен тăхăнтарт, епле те пулин илсе каятăп-каятăпах.
— Каятăп? Ай-яй, аçу майлах çивĕч калаçатăн. Ну, эппин, илсе кай, ара. Курăпăр унта...
Вихтĕр лашана тытас тесе ун чух тар тапса тухичченех чупкаланăччĕ. Тем тĕрлĕ тăрăшсан та лаша ни çывăхра мар, ни аякра та мар. Мĕтри ко-нюх та час тытайманччĕ шыçмак ута. Тытсан, йĕвен тăхантартсан:
— Акă, тенĕччĕ, — сана лаша. Чĕлпĕрне çирĕпрех явакласа тыт та çавăтса кай.
Мĕн чухлĕ ытларах туртатăн чĕлпĕре — кутамас Мишка çавăн чухлĕ хытăрах туртăнать каялла. Вырăнтан та тапранмасть, иçмасса.
— Мĕнле ухмах выльăх ку? — кăмăлсăрланать ача.
— Ухмах? Каккуй ухмах! Ăслă, шутсăр ăслă вăл. Ну, халь шутла: мĕн тумалла ăна кунтан илсе каяс тесен, э?.. Хул хушшине хĕстерме çук ăна. Хулпуççи çине хурса йăтса кайма та çук. Хальлĕхе чĕлпĕрне хама пар-ха. Эс унччен уткаласа çӳре, шутла. Тавçăрса илсен маттур пулатăн. Аçу пек.
Атте пек камăн пулас килмĕ-ха пĕчĕк чух? Хăвăрт та пысăк ӳсес, патвар та ăслă пулас килет.
Утать ача каллĕ-маллĕ мĕн тумалли пирки шутласа. Пуçне ватать. Утнă май сĕлĕпе вика хутăшĕ акнă уй хĕррине çитсе тухать. Эх, епле çӳллĕ чашкăрса ӳсет утăлăх курăк! Çулла çулса тирпейлеççĕ те хĕлле выльăха тăрантараççĕ. «Чим, чим, ара, ку паха апата лаша çуллахи вăхăтра та çиет мар-и? Еплерех тĕшĕрет тата! Рехетленсе, хăлхине вылятса, тулхăрса, пуçне ухса, çăвар туллин...» Ача, çывăхра уй хуралçи курăнмасть-ши тесе ун-кун пăхкрласа сĕлĕпе вика хутăшне тата-тата илме тытăнать. Хыпăнса. Вăр-вар ĕçлет вăл. Хул хушшине симĕс апат хĕстерсе чупса çитнĕ Вихтĕре Мĕтри конюх ырламаллипех ырлать.
— Хм, — текелет, — санран та çын пулать. Тавçăруллă. Ăнкарса илтĕн вĕт-ха, пăшатан, мĕн тумаллине. Халь чĕлпĕре тыт та уттар ялалла. Апатне хул хушшине чик. Мишка ку апатшăн таçта çитиех утса пырĕ хыçран.
Тек турткаланса тăмарĕ янавар, ача хыççăн ялалла çул тытрĕ. Лашапа таврăнсан, ашшĕ: «Ак çак урхамах, ывăлăм, эсĕ тĕлĕкре тытма пултарайманни пулмалла, — тенĕччĕ ĕçре тимĕр пек хытнă аллине ачин хулпуççийĕ çине хурса. — Курпунĕ кăна çук ун. Кирлĕ те мар курпун. Аттуш йĕнерчĕк хума кăна чăрмантарĕччĕ. Этеме тĕлĕк йăпаткалать хăш чух. Уйрăмах айван çынсене: «Ку тĕлĕк ырра, ку — ырра мар...» Тĕрĕссипе, ывăлăм, çынна тĕлĕк нихăçан та савăнăç кӳмен, кӳмĕ те. Ку лаши, хăвна майскер, пĕр енчен аван та: ĕрĕхмест, шухăланмасть, мăран пулин те, шеремет, вăй çитнĕ таран тапаланать. Лайăх выльăх. Кĕлетки пĕчĕккишĕн, пуç тавра шутласан, вăл хăй пĕртте айăплă мар. Çут çан-талăк паманнине ни туртса илме, ни укçалла туянма çук. Паянтан, ачам, эс ĕçе çӳреме пуçлатăн Мишкăпа. Атя, картишне тух-ха, кӳлме вĕрентем...» Лаша кӳлсен: «Асту, — тенĕччĕ, — ытлашши йăраланса, утнă чухнех çывăрса ан çӳре. Çынран ан юл, иртсе кайма та ан тăрăш: пурпĕр хевтӳ çитеймест хальлĕхе... Вăю çитнĕ таран тăрăш. Ăмăртмасăр, тупăшмасăр...»
Кун каçипе хире тислĕк турттарнăччĕ ял-йыш. Хĕвел анас умĕн уя бригадир пынăччĕ те кам-кам ĕçленине, миçе хутланине паллă тума тытăннăччĕ. Хăй хушаматсем тĕлне хисепсем лартса çапла ыйтнăччĕ:
— Эй, Сидоров, эс миçе хутларăн?
— Вăтăр пĕрре.
— Иванов! Иванов Александр, эс миçе?
— Вăтăр.
— Васильева, сана миçе лав çырмалла?
— Вăтăр иккĕ.
— Вихтĕр, эсĕ миçе тата?
Шарламанччĕ ача. Именчĕклĕн сăмсине нăшт тутарнăччĕ те çаннипе шăлкаланăччĕ.
— Эс хăв миçе хутчен хутланине шута илсе пымарăн-им?
— Пы... пынă.
— Ма каламастăн тата?
— Çирĕм иккĕ.
— Çирĕм иккĕ?.. Хм... Сахалтарах, — мăкăртатнăччĕ бригадир. — Сахал.
Кĕтмен пăтăрмах сиксе тухнăччĕ, бригадир патне Арçук мучи пынăччĕ те:
— Вихтĕре те, пĕсмĕлле, вăтăр çырăр, — тенĕччĕ вăл шĕвĕр те шап-шурă сухалне шăлкаласа.
— Вăтăр? Ма апла çырмалла, мучи? — тĕлĕннĕччĕ бригадир.
— Шутлăр-ха, пĕсмĕлле, çак ача ăçтан пирĕнпе тан вăй хутăр? Çитменнине тата вăл мĕнле лашапа ĕçленине курасчĕ сирĕн, Мишкăпа! Никам та тытман лашапа, пĕсмĕлле. Хӳри айне вут хурса ĕçлесен те ку лашапа хире вăтăр хутлама çук. Ăна хăть кама тыттарăр та, ун чухлĕ хутлаймасть. Ярт пушăлла та хутлаймасть, пĕсмĕлле.
— Пирĕн, чунтан-вартан хыпăнса ĕçлекенсен, унпа танлашмалла-и вара? Ĕç кунне те ун пекех илмелле-и? Неттушки! — виçĕ пӳрнерен пĕр мулкач тути туса кăтартнăччĕ хусах арăмсенчен пĕри. — Ан палкаса тăр кунта.
Ун хыççăн ыттисем те шавласа, кĕрлесе кайнăччĕ.
— Мĕн сӳпĕлтететĕр унта?
— Пĕсмĕлле, пĕсмĕлле! Мĕн тени вăл сан? «Пĕсмĕллесĕр» калаç эс!
Тăрук шавлама пуçланă халăх сасартăк шăплансан, Арçук мучи кăххăмлатса та ӳсĕркелесе хăй мĕн шутланă пирки васкамасăр каласа панăччĕ.
— Ним тĕрĕс марри те çук унта, эпĕ каланинче. Кам тĕрĕс мар тесе шутлать, пĕсмĕлле, çав çынна Мишкăпа ĕçлеттерсе кăтартмалла пĕрре!
— Ĕçленĕ! Пелетпĕр!
— Так, эп калас тени ку çеç мар. Эсир малтан тăнласа пĕтерĕр, чакак хăраххисем, — Арçук мучи пурне те куçран пăхса çаврăннăччĕ. — Çын миçе хутланине кăна шута илме тивĕç-и эпир? Кам мĕнле шутлать, э? Ман шутпа, пĕсмĕлле, çын уя мĕн чухлĕ тислĕк кăларнине шута илмелле чи малтан. Хутлама пулĕ ăна. Кăххăм... Утмăл та... Кăххăм... Икĕ-виçĕ сенĕк хур та — хирелле, виççĕ-тăваттă ăсса хур та уялла... Мĕн латти пур ун пек ĕçленинче? Хамăра хамăр улталани çеç! Лаши мăраннине кура, хам куçпа хам асăрхарăм эп, Вихтĕр лавне кашнинчех тăкăниччен тиерĕç. Пĕлместĕп эп, епле пушаткаларĕ пуль вăл хире çитсен? Лава çавăрса çапмалăх вăйĕ çук ун. Эпир, пысăккисем, çитетпĕр те лашана пăрса хоп! тӳнтернĕ те хăварнă. Пирĕн, ял-йыш, çын ĕçре мĕн чухлĕ тар юхтарнине шута илмелле. Вăт, вăт, пĕсмĕлле, тар тумламĕсем пирки пуç тавралла шутласа пăхмалла малтан. Эпир пурте вăтăршар та вăтăр пĕршер хутланă, Вихтĕр çирĕм иккĕ çеç. Пулин! Çирĕм иккĕ кăна хутланă пулин те, вăл пирĕнтен кая ĕшенмен. Ытларах та ывăннă, вăйне те ытларах хунă. Акă, — ача кĕпине тытса кăтартнăччĕ мучи, — ун кĕпи лачкам, лĕчĕр-лĕчĕр. Вăт кăтартăр эсир малтан: камăн кĕпи унни пекех йĕпе, э?! Ну, Варвари, сан йĕпе-и?.. Ан пăркалан, тип-типех вăл сан. Ан тив, бригадир, çыр: вăтăр! Ытах эсир килĕшмесен, пĕсмĕлле, хамран пĕр пилĕк лавне кат та иксĕмĕре те çирĕм пилĕкшер çыр. Пире, кĕреçе сухалпа пĕчĕкçеççĕ шĕшле, апла та çитет. Капла хăтлансан эпир çыннăн ĕçлес кăмăлне мĕн пĕчĕклех макалтама пултаратпăр. Ĕçри çынна лав шучĕшĕн мар, çамка тарĕшĕн, кĕпе типпипе типĕ маррине кура тулемелле эп хам пулсан, пĕсмĕлле!
Малтан хытă шавланă халăх, вăрçă вăхăтĕнче хура-шур нумай курса кăмăлне хаярлатнăскер, лăплананçи тунăччĕ те бригадира куçран пăхнăччĕ. Бригадирĕ, ĕнсине кăтăр-кăтăрт хыçнă май, çапла каланăччĕ.
— Ман шутпа, — тенĕччĕ вăл хăюсăртараххăн, — Арçук мучи тĕрĕс калать. Хĕрхенес килет ман Вихтĕре. Хĕрхенни çеç мар-ха, тăрăшса ĕçлеме тытăнакана хисеплес килет. Çынна çын пек. Кам пĕлет, ӳссен, тен, малта пыракан бригадирах пулса тăрĕ. Курăр эсир, пуçĕ шыва чиксе кăларнă пек йĕп-йĕпе, пичĕ-куçĕ — чисти упăте. Пысăккисем те ун пек тарличчен ĕçленĕ пулсан, «Пĕсмĕлле» каларăш, паян хире тислĕк чы-ылай ытларах тухмаллаччĕ. Эсĕр хăть те мĕн калăр та, председателе кайса евитлĕр хăть — вăтăр çыратăп. Уншăнах колхоз чухăна юлмасть. Атя, Вихтĕр, килне кай. Асту, ыран ĕçе тухма ан ман.
Бригадирпа Арçук мучи сăмахĕсем ачана шутсăр çунатлантарса янăччĕ: ара, ĕçе лавпа пĕрремĕш хут тухнă кунхине халăхпа тан ĕçленĕ-çке-ха!
Ĕнерхи те, паянхи те, ыранхи те — пуласси — çынна ялан шухăшлаттарать. Пулни-иртни хăйне хаклама хистет. Вăл е савăнтарать, е кулянтарать. Хальхи — шыраттарата: унталла уттарать, кунталла чуптарать. Пур çĕре те çитме тăрăшатăн. Малашлăха пăхса ĕмĕтленетĕн, ыранхи паянхинчен лайăхрах пуласса кĕтетĕн. Çын хавхаланăвĕн вăйĕ — кĕтнинче, ĕмĕтленнинче, пулассине шаннинче.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...