Атăл шывĕ юха тăрать :: Алмас патша элчи
— Аçу-аннӳ кам? — ыйтса пĕлес терĕ патша. — Мĕнле ăруран, мĕнле йăхран?
— Ямахатра эп пĕртен-пĕр ача, — янăравлă сассипе хуравларĕ Туркай. — Аттене астумастăп. Кукаçей килĕнче ӳснĕ.
— Ха-а, сассу вара санăн выçă куракăнни пекех! — тĕлĕнчĕ Алмас. — Турă панă сана. Шукай мăрса тĕрĕс калать. Вăрçăра-мĕнре тăшман сан сассуна илтсенех пăрахса тармалла... Эппин, вĕлтрен кайăкĕ пулатăн пуль-ха эсĕ, — кӳрентермелле мар кулам пекки турĕ патша.
Ку сăмахсене илтсессĕн, Туркай, вăтаннăн, пуçне усрĕ. Çакна курса, Шукай мăрса хăй пăхса тăракан çамрăка часрах хӳтĕлеме васкарĕ:
— Эй, аслă патша, — терĕ, — пурнăçра тем те пулать ĕнтĕ. Эпир халĕ тахçанхи пирки мар, пуласси пирки шухăшламалла. Ман шутпа, арабсем патне каякан элче сыхлама Туркайран лайăх канар тупаймастпăр эпир.
— Юрĕ, юрĕ, эпĕ пĕрре те хурласа калаçмастăп, — килĕшрĕ патша. — Çапах та кашни çыннăн хăйĕн йăх-шывне пĕлмелле. Вара вăл хăйне тата та вăйлăрах та, маттуртарах та туйма тытăнать.
— Эпĕ хам çинчен лайăх пĕлетĕп, — калаçăва хутшăнчĕ, çакна илтсен Туркай. Аслисен умĕнче пăртак сăпайлăрах пулмаллине те манса кайрĕ. — Аннен урăх ача-пăча пулман. Çавăнпа вăл мана усал-тĕселрен сыхлас тесе Çерçи тесе ят панă. Пĕлетĕр пуль ĕнтĕ, вилĕм туррине Эсреле улталас тесе, çапла пирĕн, пăлхарсен, ача-пăчана пĕр-аĕр вĕçенкайăк е тискер чĕрчун ячĕпе парас йăла пур. Вара Эсрел ку çуртра ача çук, вĕçенкайăк е тискер чĕрчун кăна тесе шутлама тытăнать. Мана Çерçи тесе ят хурсан та вăл тем чул çерçие пĕтернĕ пуль-ха ĕнтĕ, вĕсене ман вырăна шутласа, — ахăлтатса кулса ячĕ Туркай. — Çавăнпа эпĕ ырă-сывă, паттăр ӳснĕ, — патшапа Шукай мăрса кулманнине кура часрах малалла калама тытăнчĕ хайхискер.
— Çерçирен вара мĕнле майпа Туркай пулса тăнă-ха эсĕ? — тĕлĕнчĕ патша.
— Ара, ача чухне те пурте кулатчĕç, — ним пытармасăрах каларĕ Туркай. — Çерçи те Çерçи... Ӳссе çитсен, ăна-кăна чухлакан пулсан, кукаçей килĕнчен тухрăм та кайрăм, кунта хулана килтĕм. Мана кунта Çерçи ятпа никам та пĕлмест-палламасть, тетĕп, атя-ха хама валли çĕнĕ ят тупас, тетĕп. Туркай тесе ят патăм вара хама. Ку вăл, Çерçи мар, ку вăл турă кайăкĕ тенине пĕлтерет.
— Çерçирен Турă кайăкĕ пулса тăнă... мĕнех... мухтамалла, — ăшшăн кулса илчĕ патша. — Ку мана килĕшет. Ку вăл этем пурнăçра хăйне валли вырăн шыранине, кирлĕ пулсан, кĕрешме те пултарнине пĕлтерет.
Патша апла калани Туркая хавхалантарсах ячĕ:
— Кайран вара эпĕ эккел пулса тăтăм, — хăпартлансах калама тытăнчĕ вăл. — Шукай мăрсапа çывăхлантăм. Вăл мана хăйпе пĕрле илсе çӳреме тытăнчĕ. Унран эпĕ питĕ нумай вĕрентĕм, чăн-чăн канар пулса тăтăм. Шукай мăрса питĕ тĕрĕс калать: манран ытла хĕçпе çапăçма пултаракана курман-ха эпĕ...
Туркай ытла хавхаланнипе кирлинчен те ытларах мухтанма тытăнни патшана килĕшмерĕ. Анчах вăл ăна илтмен пек пулас терĕ.
Туркайăн юлашки каппайчăк сăмахĕсем патшана килĕшменнине Шукай мăрса тӳрех сисрĕ, çавăнпа калаçăва урăх еннелле пăрса ярас терĕ.
— Элче сыхлама пысăк текĕрт паратпăр-и? — ыйтрĕ вăл патшаран. — Миçе эккел кирлĕ-ши?
— Пилĕк çĕрни пултăр, — терĕ патша. — Урăхла каласан, тукçар1. Килĕшетĕп: ун канарĕ эппин Туркай пултăр.
Туркай çакна илтсессĕн питĕ савăнса кайрĕ, сылтăм аллине çĕклесе сулахай кăкăрне çапрĕ те кайран патшана çĕре çитиех пуç тайрĕ:
— Ĕмĕр пĕрле, аслă патша! — терĕ хыттăн. — Ĕмĕр пĕрле!..
— Юрать-юрать, — кăмăллă пулчĕ Алмас. — Атя, çула тухма хатĕрлен. Шукай мăрсапа пĕрле текĕрт хатĕрлĕр. Чи маттуррисене, çирĕпписене, тĕреклисене илĕр. Пăлхарсем мĕнлине курса савăнччĕр унта Багдат çыннисем...
* * *
Тепĕр кун ирхине Абдаллах ибн-Башту патша керменне ир-ирех çитрĕ.
— Акă, — терĕ вăл патшана хăй çырнă хута кăтартса. — Кунта мана çул çинче мĕн кирлине пĕтĕмпех çырнă.
Алмас вăл панă хута çиелтен кăна пăхса тухрĕ те хăйпе юнашар сунтăх çинчи шăнкăрава илсе шăнкăртат-тарчĕ.
Таппир кĕчĕ.
— Акă, — терĕ патша ăна, — çак хут çине мĕн çырнине пĕтĕмпех хатĕрлĕр. Ыран каçа валли. Ыран каçпа, тĕрĕсрех каласан, каç сулхăнĕпе Абдаллах ибн-Башту инçе çула тухать.
Хальхинче патша хăйĕн элчине пăлхарла ячĕпе мар, арабла ячĕпе палăртса каларĕ.
Таппир пуç тайрĕ те мĕнле кĕнĕ çаплах, шăппăн, алăка уçмасăр, алăк витĕр тенĕ пек тухса кайрĕ.
Алмас патша пĕр саманта нимĕн чĕнмесĕр, шухăша кайса ларчĕ.
— Эппин, манăн та ислам тĕнне кĕрес пулать-и? — сасартăк ыйтрĕ вăл Абдаллаха куçĕнчен шăтарас пек пăхса.
— Кĕрес пулать, аслă патша! — калаçу ку енне куçнăшăн савăнса, çирĕппĕн каларĕ Абдаллах. — Вара эсĕ никам çĕнейми, пурте ăмсанакан патша пулатăп. Сан яту ĕмĕр-ĕмĕр юлать. Вилсессĕн те эсĕ ĕмĕр-ĕмĕр çăтмахра, ытарайми хитре гурийсен ытамĕнче çеç пурăнатăн. Халĕ вара, ырă-сывă чухне, тăватă арăм тытма пултаратăн. Ислам тĕнне кĕрсен, паян тесен паян вунулттăри-вунçиччĕри хĕрсене илсе килсе хăрхăм тума та ирĕк парать пире çӳлти Аллах. Хăйне хисеплесе пурăнакан патшасене вăл нимле ĕçре те чармасть.
Аслă патша юлашки вăхăтра çакăн пирки питĕ нумай шухăшланине чее те тавçăруллă Абдаллах питĕ лайăх ăнланчĕ. Эппин, хĕтĕртмелле те хĕтĕртмелле ăна, чунне çывăх ăнланусем кала-кала памалла. Абдаллах пĕлет: патша чĕрине унăн ытарайми хĕрĕ чăнласах та çатăрласах тытса илнĕ, çакăнпа та усă курмалла.
— Хания та, аслă патша, эсĕ ислам тĕнĕпе пурăнма тытăнасса кĕтет, — чееленсе, сăмахне малалла тăсре А6даллах. — Вăл халĕ ĕнтĕ сан çинчен кăна шухăшлать. Эсĕ ислам тĕнне кĕрсенех вăл вара савăнсах сан керменне савнă арăму пулса килме хатĕр. Питĕ юратать вăл сана, аслă патша, — каллех пуç тайрĕ Абдаллах. — Хĕрупраçа ăна пĕлетĕн вĕт-ха, ăна, мĕн, арçын артакĕ кирлĕ... Тепĕр тесен, ман Хания пек чипер хĕр-пике кĕтет-кĕтет те, хăй кĕтнине кĕтсе илеймесен, теприне те куç хывма пултарать. Хĕрупраç чĕри вăл кĕрхи çанталăк пек: паян çап-çутă хĕвеллĕ, ыран вара витререн тăкнă пек çумăр чашлаттарса яма пултарать...
— Юрĕ, кусем пирки шухăшлăпăр, — терĕ сасартăк патша, калаçу кирлĕ мар еннелле кайнине курса. — Эсĕ, атя, çула тухма хатĕрлен. Халлĕхе эсĕ манăн, урăхла каласан, пăлхарсен элчи пулса Багдата каятăн. Чи кирли — хазарсене хирĕç пĕрле кĕрешесси. Вĕсене çĕнтерсессĕн, анат Атăлта кăнтăрти çĕршывсене кайса çӳреме çул уçăлсассăн, пирĕн патшалăх вара чăнах та аслăланса та чаплăланса каять.
— Халиф сан пирки ислам тĕнне тухма килĕшет-и тесе ыйтсассăн вара мĕн темелле манăн? — çапах та хăй шухăшланинчен пăрăнмарĕ-ха Абдаллах.
— Атя, халлĕхе кала: килĕшет, те, — аллипе сулчĕ патша. — Кайран куç курать унта... Эппин, каях. Ыран санăн çула тухмалла... Епле каймалли пирки пĕтĕмпех калаçса татăлнă. Пăлхартан Сăвара, вара огузсем патне çитетĕн. Асту, Этрек патшана парнесем парас пулать. Вара Туран урлă Хорасана, унтан — Багдата. Мĕн кирлине пĕтĕмпех илме ан ман. Сан караванна сыхлама текĕрт уйăрнă. Ăна маттур çарпуçĕ Туркай ертсе пырать. Вăл çамрăк, вăйлă, маттур. Кăштах куштанрах, нумай калаçать. Анчах çамрăк чухне кам куштан пулмасть пулĕ. Ун вырăнне вара вăл паттăр, нимле тăшманран та хăрамасть. Çивчĕ чĕлхе вăл вăрçă хирĕнче те кирлĕ.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...