Сĕве Атăла юхса кĕрет. Иккĕмĕш кĕнеке :: Пӗрремӗш пайӗ. Ырӑ кӳршӗ
Киле кайма тухнă улу карачипе вăл пачах урăхла калаçрĕ.
— Малтан Ковгоршад пăрăнчĕ ханлăх ĕçĕсенчен, — терĕ Сафа-Гирей. — Халь ĕнтĕ дивана та сайра хутра кăна çӳрет, часах эсĕ инçе çула тухса каятăн. Пĕр тăруках икĕ çынна, калама çук хаклă çынсене çухататăп эпĕ. Кам ăс парĕ мана хамăршăн йывăр вăхăт килсе тухсан? Кампа калаçса чуна йăпатăп эп ӳлĕмрен? Тем пулсан та пире пачах манса ан кай, улу карачи, Меккăна кайиччен те, унтан таврăнсан та кĕркелесе тух. Саншăн хан пӳлĕмĕсен алăкĕсем яланах уçă. Ыран ярмăркка ячĕпе хăнана пыр хула тулашĕнчи бустана. Пĕччен мар, Нуралейпе, пĕтĕм кил-йышупа пыр кăнтăрла тĕлнелле. Мĕнле, калаçса татăлтăмăр-и санпа, улу карачи?
— Калаçса татăлтăмăр, рахмат сана, аслă хан, чунтан-чĕререн рахмат, — терĕ Булат Ширин нумай калаçма юратакан Сафа-Гирейрен часрах хăтăлма тăрăшса.
Тепĕр кунне çапах та Сафа-Гирей мăн кăмăллă та чăртмах Булат Ширина мĕн пур усал ĕçсемшĕн пăртак та пулин тавăрма пултарчĕ. Ку ĕç çапла пулса иртрĕ.
Кăнтăрлахи кану хыççăн сапантуй курма тесе тухнă хан улăхра хĕрарăмсен ушкăнĕнче кĕçĕн ывăлĕсем кĕрешнине пăхса тăратчĕ. Çав вăхăтра инçетре те мар такамсем çухăрашнă сасă илтĕнчĕ.
— Мĕн пулнă унта? Кам кăшкăрашать? — хăраса ӳкрĕç хĕрарăмсем.
— Çапăçаççĕ, — терĕ вĕсене сыхлама тухнă хĕç-пăшаллă аскер. Хăй, вĕсенчен хăрама кирлĕ мар тенĕ пек, тепĕр еннелле çаврăнса тăчĕ.
— Çынна хĕнеççĕ унта, чарас пулать! — терĕ тарçăсенчен пĕри.
— Кама хĕнеççĕ, вырăса мар пулĕ те? — кулса ыйтрĕ Сафа-Гирей.
— Çук, тутара. Мĕнле-ха капла — тутара тутар хĕнет. Аслă хан, пирĕн çĕр-шывпа таса тĕн тĕрекĕ, чар тархасшăн!
— Эсĕ кам? Ма питĕ пăшăрханатăн уншăн?
— Аслă карачи çынни эпĕ, — терĕ тарçă хăюллăн.
— Хĕрхенетним вăл çынна?
— Хĕрхенмесĕр! Вăл та этем-çке.
— Вăл чура, этем мар! — хыттăн кăшкăрса тăкрĕ хан.
— Чура пулсан та унăн чун пур-çке...
— Ман шутпа, санăн чун çук. Эсĕ ăна аллаха панă.
Хан темле сăмах каласа аллине сулчĕ. Аскер ăна ăнланчĕ, уяв тумĕ тăхăннă çынна ĕнсерен ярса илсе айккинелле сĕтĕрсе кайрĕ.
Тепĕр кунне Сафа-Гирей Булат Ширинран каçару ыйтрĕ.
— Йăнăшпа пулчĕ ку, — терĕ вăл. — Сан тарçу иккенне пĕлнĕ пулсан нимпе те вĕлерме хушмастăмччĕ.
Пĕлчĕ-и, пĕлмерĕ-и Булат Ширин вăл мĕнле «йăнăшнине», анчах та пĕр тарçăшăн ханпа вăрçма кирлĕ мар тесе шутларĕ.
6. Пуçа килсен — пушмак
Хан хăйĕн пӳлĕмĕнче пĕччен тунсăхласа ларма юратмасть. Унăн ялан ăçта та пулин тухса çӳремелле, кампа та пулин калаçмалла, кампа та пулин тавлашмалла. Кăмăла хуçакан япаласем, пĕчĕк е пысăк инкексем çинчен шутлас мар тесе тепĕр чухне вăл арăмĕсемпе, йышлă тăванĕсемпе Атăл çине е Сĕве тăрăхне кайса килет. Кунтан лайăх кану çук уншăн. Арăмĕсем пĕр-пĕринпе ăмăртса, пĕр-пĕринчен кĕвĕçсе пулă шӳрпи пĕçереççĕ, хĕр ачисем шуйăхса шыва кĕреççĕ, хан темиçе аскерпа пĕрле сунарта çӳрет. Хăй вăл, мăн кăмăллăскер, шарламасть, аскерсем сунартан таврăнсан вара хĕрарăмсене хан çавăн чухлĕ кайăк хурпа кайăк кăвакал, çавăн чухлĕ пакшапа кăш вĕлерчĕ тесе савăнса каласа кăтартаççĕ. Хутран-ситрен пăши е хир сысни тытасси те пулать вĕсен. Ывăлĕсем Сафа-Гирейĕн Тавридăрах пурăнаççĕ, çавăнпа хан сунара аскерсемсĕр пуçне хăнасене çеç илет. Турра шĕкĕр, хăнасенчен нихçан та татăк тăман-ха хан кил-çурчĕ. Теприсем ĕнтĕ Сафа-Гирее йăлăхтарма та пуçларĕç. Сююнбике шăллĕсемпе пиччĕшĕсем, сăмахран, ытларах пурăнаççĕ Хусанта. Асли, Юнус ятли, Арскра çурт лартнă та ачисемпе арăмĕсене те кунтах илсе килнĕ.
Юлашки вăхăтра хан сунара никама та мар, Ибрагим бакшине чĕнекен пулчĕ. Çак элчĕ, чĕлхепе çивчĕ хĕç евĕр кастараканскер, ухăпа та çав тери тĕл перет иккен. Юлан утпа вĕçтерсе пынă чух вăл мулкача сăнăпа çĕклесе илме пултарать, хир сысни тытнă чухне унпа пĕччен çапăçăва кĕрет. Хăйне кура хăюллă этем иккен Ибрагим бакши. Анчах Сафа-Гирее вăл сунарта çӳренĕ чухне енлĕк тытма мар, патшалăх ĕçĕсем çинчен калаçма, Мускавпа Хусан хушшинчи ĕçсене сӳтсе явма кирлĕ.
Хан хушнипе Ибрагим çулталăкне темиçе хутчен Бахчэ-Сарайне, Стамбула, Мускава, Цыстрахане кайса килет. Унти ĕçсене, унти çынсене хăйĕн пилĕк пӳрнине пĕлнĕ пек пĕлет вăл. Иртнĕ хутĕнче, бакши чылайччен Мускавра пурăннă хыççăн, хан унран кулса та илнĕччĕ: тупата турăшăн, эсĕ хăвăн арăмусем пирки Мускаври ĕçсене пĕлнĕ чухлĕ пĕлместĕн, манăн хаклă тусăм, тенĕччĕ. Ибрагим кулса кăна тавăрчĕ: эп киле уразана таврăнатăп та, гашура ирттерме таврăнатăп, арăмсем мĕнле пурăннине пĕлсех те каймастăп çав терĕ.
Малтанхи тĕп элчĕ, Бозек бакши, Булат Ширинпа туслăрах пурăнатчĕ, ытларах вăл хушнине итлетчĕ. Сафа-Гирей ăна шансах каймастчĕ. Хан шутланă тăрăх, тăватă çул каялла аслă карачи вырăс патши патне мĕн пур мăрсасен ячĕпе çырнă çырăва çавах леçсе пачĕ. Пĕр уйăха яхăн çӳрерĕ Мускавра, килсен те чи малтан хан патне мар, аслă карачи патне кĕчĕ. Питĕ кая юлса пĕлчĕ Сафа-Гирей вăл мĕнле çыру пулнине. Аслă князь пирĕн айăпа каçартăр, эпир ӳлĕмрен ун майлă тăратпăр, Хусан патне çар ярсан хирĕç тăмастпăр, Сафа-Гирее тытса хупатпăр е вĕлеретпĕр тесе çырнă Булат Ширин унта. Тен, аслă князь ответне те Бозеках илсе килнĕ пулĕ-ха Хусана. Вăл çул Сафа-Гирей вырăссем кунта çитичченех походпа килессе кĕтсе пурăнчĕ. Правитель пулнă Иван Васильевич Шуйский вун çичĕ хула воеводипе Владимира пынăччĕ ун чух, княçсемпе мăрсасем патне çырусем çырма тытăннăччĕ. Темиçе воевода Коломнăра тăратчĕ.
Виçĕ çул каялла та улу карачи Мускава Бозек бакшипе хăй майлă тăракан княçсенех кăларса ячĕ. Çавсен пăтăрмахне пула вăл Крым ханĕн аслă ывăлне — Иминь-Гирее вăхăтра пулăшаймарĕ. Иминь-Гирей вăл çул вырăссен чылай хулине тустарнăччĕ. Вырăссем çар та пуçтарчĕç, Хусан патне те килесшĕнччĕ, анчах килеймерĕç, Бельскисен правительствине Шуйскисем аркатса тăкни, боярсем хушшинче харкашу пуçланни кансĕрлерĕ.
Юлашки икĕ çул хушшинче хан Мускава Ибрагим бакшине кăна ярать. Унпа пĕрле çӳрекенсем те — Сафа-Гирейĕн шанчăклă çыннисем. Бозека ватăлтăн тесе вăл Арска хăваласа ячĕ. Унта Казанка хĕрринче пулă тытса лартăр старик е хăйĕн мăнукĕсемпе пӳскелле вылятăр. Ибрагим элчĕ çамрăк-ха; хастар, хăйĕн ĕçне лайăх пĕлет, Сафа-Гирее чунтан парăнса тăрать.
Нумай пулмасть Бахчэ-Сарайран таврăнсан та хан Ибрагим бакшие каласа хучĕ: темиçе кун каннă хыççăн иксĕмĕр Сĕве хĕррине каятпăр терĕ. Паян вĕсем унта Çаврака сăрт синче пĕр купа ăсан тытрĕç. Тарçăсем ăсан какайне тирпейленĕ хушăра тăршшĕпе ĕçлĕ калаçу пычĕ. Хан Ибрагим бакши Бахчэ-Сарайра курни-илтни пирки кремльте каласа кăтартнипе çырлахмарĕ, унран татах та татах çĕнĕ япаласем ыйтса пĕлчĕ, халиччен каланине çĕнĕрен тĕпчерĕ.
— Апла кунта кавар пуррине Бахчэ-Сарайра та пĕлеççĕ тетĕн-ха эсĕ, Ибрагим бакши? — терĕ вăл ăна ытларах калаçтарма тăрăшса.
— Чиперех пĕлсе тăраççĕ, аслă хан. Княçсемпе мăрсасен хушамачĕсене те асăнаççĕ. Пĕрре те йăнăшмаççĕ тата.
— Ăçтан çитнĕ пуль вĕсем патне хавха?
— Кунти княçсем, улансем систерсе тăраççĕ пек вĕсене. Ялан çӳреççĕ-çке Тавридăна тăванĕсем патне. Иртнинче те манпа пĕрле пĕр ушкăн юлан ут пычĕ. Питĕ майлă пулчĕ пире вĕсемпе ермешсе кайма.
— Сахиб тете хăй мĕн терĕ? Мĕнле те пулин сăмах хушрĕ-и каварçăсем пирки?
— Вăл çавна çеç каларĕ: чӳпĕк пек çемçе пулсан мăйне пăраççĕ-ха унăнне терĕ. Пиччӳ сана çирĕпрех пулма хушать, аслă хан. Миçе асăрхаттарнă эп ăна, ма хытăрах тытмасть мăрсасене, ма итлемест пиччĕшне тет.
Кунта ĕнтĕ элчĕ хăйĕнчен хушса хучĕ, Сахиб ун пек калама пултарайман: Сафа вăл мĕн хушнине яланах итленĕ.
— Апла эсĕ усалрах пулма хушатăн-и мана, бакши? — терĕ хан халь калани унăн шухăшĕ пулнине систерсе.
— Сунарçăсем начар йытта усрамаççĕ, уншăн апат та сая ямаççĕ, — лăпкăн çеç тавăрчĕ Ибрагим. — Енчен йытă хуçине çыртма пуçларĕ пулсан ăна пахчана илсе тухса персе кăна пăрахаççĕ.
— Тĕрĕс тăваççĕ пуль сунарçăсем. Кирек мĕн усрас пулсан та вĕтĕннĕ йăха пĕтерсе пымалла. Мăрсасем хушшинче начар çынсем питĕ йышланчĕç, бакши. Манран тем те ыйтаççĕ, вĕçĕмсĕр ял пар вĕсене, вĕçĕмсĕр парне пар, хăйсем ханлăхшăн чунтан çунни çук. Çитменнине, унталла та кунталла пăхкалаççĕ-ха, кăшт кутăнлансанах вырăссем патне каяссипе хăратаççĕ.
— Инçе çула тухас чухне яланах чипер ут суйласа илме пĕлни кирлĕ. Чăтăмлă пултăр вăл ут, пыран пултăр...
— Тата йăлттам пултăр, тилхепене туйтăр. Çапла-и?
— Çапла, аслă хан.
— Каварçăсене пĕтеретпĕр, бакши, ун пирки ан иккĕлен. Иртĕхме памастпăр. Чи пысăк юманне касса ятăмăр ĕнтĕ, йĕри-тавра вĕт йывăçсем çеç юлчĕç. Вĕсене пĕчĕккĕн кăкласа тăкатпăр.
— Кăкламалла, аслă хан, пĕр хĕрхенмесĕр тăпăлтармалла. Унсăрăн пирĕн ханлăх нумай тытăнса тăраймĕ, мăрсасем сутăнчăк пулни патшалăха тĕп туса хурĕ. Эсĕ çирĕм çул ытла пуçтартăн патшалăха, тĕреклетрĕн, вĕсем эрне хушшинчех салатса ярĕç...
— Тĕрĕс, питĕ тĕрĕс, Ибрагим бакши!
Малалла хан Крым вăрçа мĕнле хатĕрленнипе кăсăкланчĕ, анчах Ибрагим уçăмлăн нимех те калаймарĕ. Калаçаççĕ, Сафана шанаççĕ, вăл Атăл тăрăх хăпарсан аван пулĕччĕ теççĕ. Çĕннине нимех те пĕлеймерĕ Сафа-Гирей. Лашасем йышлă чирлеççĕ иккен Тавридăра, ялан çумăр çăвать, выльăх апачĕ çук тата ытти те, тата ытти те. Паллă ĕнтĕ, Сахиб-Гирей похода хатĕр мар. Тек каяс килмест унăн Мускав енне пĕтĕм çарпала. Вăрçă вăрçас тесен сывă утсем тупăннă пулĕччĕç. Туя каяс кăмăл пултăр. Кăмăл пулсан ыттине ăна кӳршĕ ачинчен те ыйтса илме пулать, Сахиб-Гирейĕн кӳршĕ ачи пуян, темĕн те пама пултармалла.
Сафа-Гирей тепре кайса килесшĕн-ха Мускав патне, вырăссене вăтăр тăххăрмĕш çула тепре аса илтересшĕн. Эх, вăйлă кисретрĕ-çке вăл ун чухне вырăс хулисене! Мурома, Владимира, Костромана, Галича, Кинешмăна, Устюга, Вяткăна, Пермь хулине çунтарчĕ, халăха нумай тыткăна илчĕ. Ока хĕрринче Сахиб-Гирейпе пĕрлешеймерĕç вĕсем, çапах та ку похода ăнăçсăр пулчĕ тесе калама çук. Ун хыççăн пилĕк çул хушшинче çавăн пек вăйлă поход ирттереймерĕ вăл.
— Хевте пĕтрĕ-ши вара Сахиб-Гирейĕн? Тек нихçан та пысăк вăрçăпа тухасшăн мар-ши вăл Мускав еннелле? — ыйтрĕ тарçăсем çакса янă апат пиçессе кĕтсе выртакан Сафа-Гирей.
— Ун пирки эпĕ те нумай шутланă, — хуравларĕ элчĕ. — Эп сăнанă тăрăх, çак çулсенче Тавридăра пысăк улшăнусем пулса иртрĕç. Сăлтавĕсене калама йывăр, анчах ханлăх вăйсăрланса юлчĕ. Ман шутпа, унта лашисем çеç чирлемеççĕ, ханлăх хăй те чирлет. Тавридăн Мускава хирĕç вăрçă вăрçма хăват çук. Çавăнпа та вăл темиçе çĕр çухрăма кĕрсе кайса çаратса тухнисĕр пуçне нимĕн те тăваймасть. Лайăх альгази Сахиб-Гнрей, анчах сабанчи пулăшмасть ăна, мĕншĕн тесен сабанчи чухăн. Тем тесен те эпир Крымран тĕреклĕрех, аслă хан. Пирĕн Ту енчи çĕр-шыв пур, Шур Атăл тăрăхĕ пур, Сĕве айлăмĕ пур. Эпир ут пуçтарма та, гулюфе тупма та, çын тупма та пултаратпăр.
Хан элчĕн пыл пек юхакан сăмахĕсене киленсе итлерĕ, анчах, темшĕн-çке, питех витĕмлĕн тухмарĕç вĕсем. Ун чĕринче пĕрремĕш хут иккĕленӳ çуралчĕ. Ку Ибрагим элчĕ Бозекран та, Булат Ширинран та чеерех этем мар-ши? Ытла тутлă калаçать-çке вăл! Таврида çинчен мар, Сахиб-Гирей çинчен мар, Хусан çинчен, Сафа-Гирей çинчен калать вăл пĕтĕмпех. «Тавридăн Мускава хирĕç вăрçă вăрçма хăват çук. Çавăнпа вăл темиçе çĕр çухрăма кĕрсе кайса çаратса тухнисĕр пуçне нимĕн те тăваймасть». Кур-ха, куç умĕнчех йĕкĕлтет Ибрагим — эпир Тавридăран пуянтарах иккен: пирĕн Ту енчи çĕр-шыв, Шур Атăл тăрăхĕ, Сĕве тăрăхĕ пур. Эп кăçал çар пуçтарайманнине пĕле тăркача çапла мăшкăллать: «Эпир ут пуçтарма та, гулюфе тупма та, çын тупма та пултаратпăр...» Кайса пăх-ха Ту енчи çĕр-шыва, параççĕ сана утсем. Шур Атăл тăрăхĕнче, удмуртсем патĕнче гулюфе пуçтарса пăх.
— Эсĕ ман пичче шухăшне тĕпĕ-йĕрĕпе пĕлеймерĕн-тĕр, Ибрагим тусăм, вăл çитес çул Мускав енне вăрçăпа каятăп тесе калаçатчĕ, — хирĕçлеме пăхрĕ хан.
— Манран, хăйĕн шăллĕ янă элчĕрен, пытарчĕ-ши вара? — ыйтупа тавăрчĕ бакши. — Эп ĕнтĕ ханпа та, визирьсемпе те тĕл пулса калаçрăм, ăна-кăна сисмерĕм. Ак Тавридăри Ширинсем килсен вĕсенчен чипертерех ыйтса пĕлĕпĕр, аслă хан.
— Манăн Ширинсенчен мар, санран пĕлес килет, ханлăхри пĕрремĕш элчĕ! Хăнасене çеç шанса ларсан, хыпар-хăнара вĕсенчен çеç пуçтарсан эп çакăн чухлĕ элчĕ тытман пулăттăм.
— Кирек мĕн шутлăр та, эп сана урăх тĕрлĕ калама пултарайман ĕнтĕ, аслă хан. Урăх тĕрлĕ калани суйни пулнă пулĕччĕ. Таврида вăрçăпа тухма хатĕр мар, кăçал е тепĕр çул çуркунне тухмаççĕ те пулас пирĕн кăнтăрти туссем. — Ибрагим ĕнтĕ ханпа чылай тулашса калаçрĕ, вырăнсăр чĕрре кĕни, хăйне шанманни пĕрре те кăмăла каймарĕ ăна.
— Вĕсем вăрçăпа тухмасан хамăр тĕллĕн каятпăр, — терĕ Сафа-Гирей. — Тавридăсăр сахал вăрçă вăрçнă-и Хусан юлашки çулсенче?
— Эпĕ те çапла шутлатăп, аслă хан. Тавридăн Мускаври элчине ĕненес пулсан Иван Шереметев князь çар пуçтарма Чулхулана тухса кайнă. Василий Серебряный князь Вятка таврашĕнче çар пуçтарать. Эппин, вырăссем килеççех çитес çул. Пирĕн вăрçă вăрçма тивет...
— Анчах эс ма ун пек калатăн, бакши, ма ĕненес пулсан тетĕн? Вĕсен Мускаври элчи çавăн пекех шанчăксăр çын-и вара? Вăл Сахиб-Гирее улталама та пултарать-и?
Ибрагим бакши именнĕ пек пулчĕ — вăл калани хана пачах кăмăла каймасть паян, кашни сăмахрах тытма тăрăшать ăна Сафа-Гирей. Çапах вăл тавăрса калама сăмах тупрĕ-тупрех.
— Теплере пĕрре пирĕн, элчĕсен, йăнăшасси те пулать, — терĕ Ибрагим бакши. — Куç алчăраса каять темелле-и хутран-ситрен. Лайăхах пăхатăн ĕнтĕ — шыва çăрттан пăтратать пек. Кайран, туртса кăларсан, куратăн — пĕчĕк ырашпăтри кăна пулнă иккен.
— Элчĕн йăнăшма юрамасть. Эсир йăнăшни пирĕнне ак çакăнта купаланать, — Сафа-Гирей хăрах аллипе ĕнсине лăп-лăп сапса кăтартрĕ, Ибрагима малалла калама хушрĕ.
— Ку вăл пирĕнтен килмест, аслă хан. Эпир, чăхсем пĕрчĕ пуçтарнă пек, ялан тĕрлĕ хыпар-хахат пуçтаратпăр. Ху та сисместĕн, çав хушăра суя пĕрчĕ çăтса яратăн. Хам пурнăçра сахал мар куртăм ĕнтĕ: элчĕсене юри суя пĕрчĕ хыптарма тăрăшаççĕ. Пулнă япалана пулман пек туса кăтартасшăн...
— Эс мĕскер, вырăссем çарпа килмеççĕ тесе каласшăн-и?
— Çук, ун пек каласшăн мар, аслă хан. Пачах урăхла, вĕсем тепĕр сул валли пысăк вăрçа хатĕрленеççĕ пек туйăнать мана. Вятка патне, Пермь патне çитнĕ пулсан ĕç шала кайма пултарать. Кĕтсех тăмалла, Пермь патĕнчен вĕсем кунталла Шур Атăл тăрăх килеççĕ. Çавăнпа пирĕн Атăл тăрăхĕнче çеç мар, Шур Атăл тăрăхĕнче те сыхă тăмалла.
— Кĕркунне килме шутламаççĕ-ши? Ун пек сас-хура çук-и? — ыйтрĕ хан.
— Илтĕнмест. Ман шутпа, кăçал ĕлкĕреймеççĕ. Кĕркунне çитрĕ те ĕнтĕ, вăхăт питĕ сахал юлчĕ вăрçă валли. Хĕл ларас умĕн вырăссем эпир вăрçăпа тухсан çеç пире хăваламалла Атăл тăрăх анаççĕ.
— Пире килелле ăсатма-и?
— Çавăн пек пулса тухать. Ху пĕлетĕн, аслă хан, пысăк вăрçа вĕсем ялан çуркунне пуçлаççĕ. Мункун ирттереççĕ, лайăх кăна ĕçсе çиеççĕ те мухмăр чĕртме Хусана васкаççĕ.
— Мухмăрĕ час иртмест вара, хăйсем начар çапăçаççĕ, Хусана илеймесĕрех каялла таврăнаççĕ, — кулчĕ хан.
— Эп вĕсене начар çапăçаççĕ тесе каламан пулăттăм, — хирĕçлеме хăюлăх çитерчĕ бакши. — Вырăс аскерĕ — чăтăмлă çын, паттăр воин. Ман шутпа, эпир, вырăссемпе тутарсем, тивĕçлĕ тăшмансем. Çавăнпа пĕр-пĕрне ниепле те парăнтараймастпăр.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...