Сĕве Атăла юхса кĕрет. Иккĕмĕш кĕнеке :: Пӗрремӗш пайӗ. Ырӑ кӳршӗ
Сутуçсем таçтан-таçтан пуçтарăнаççĕ вара: вырăс купсисен хăйсен вăрăм речĕ пур, тезицки купсасен хăйсен пин лавкка, кунсăр пуçне сутуçсем Цыстраханьтен, Çĕпĕртен, Нухайран, Крымран тата ытти çĕртен йышлăн килсе тулаççĕ. Пĕтĕм хула, пĕтĕм ханлăх темиçе эрнелĕх Арск çывăхĕнчи анлă улăха куçать, шĕкĕр хула халь Хусан мар, çав Арск тейĕн. Унтах çĕр каçать уяв халăхĕ, апат пĕçерет, унтах турра кĕл тăвать.
Ханпа ун çывăх çыннисем Арск улăхне пĕтĕм кил-йышĕпе, ачи-пăчипе кĕпĕрленсе тухаççĕ. Вăй питти çынсем пурте ут утланаççĕ, хĕрарăмсемпе ватăраххисем çатан урапасем çинче ларса пыраççĕ. Халăх вĕсене аякранах çул парать, пилĕк таран пуç тайса, ăшра турра кĕл туса ăсатать.
Сафа-Гирей кăçал та иртнĕ çулсенчи пекех хăйĕн мĕн пур тăванĕ-пĕтенĕпе улăх тăрăх халăх умĕнчен чыслăн утса иртме ĕмĕтленет. Курбан байрам ячĕпе Нухайран хуньăшсем, мĕн пур тăванĕсем килнĕ унăн, паян-ыран Крымран ывăлĕсем килсе çитмелле. Хан утлă çарне илсе тухмасан та мĕн чухлĕ юлан ут пулать Сафа-Гирейĕн! Сююмбике ашшĕн, ватă Юсуфăн, хăйĕн кăна сакăр ывăл. Шах-Мамай тăванĕсем миçен тата. Арск çывăхĕнчи бустан пĕтĕмпех хăнасемпе тулса ларнă, арăмĕсемпе ачисем валли те вырăн çук унта.
Хан кăçал курбан байрам умĕн ĕçкĕпе ашкăнмасть, вăл кремльте ĕçлĕ çынсене йышăнать. Икĕ кун каялла ăна хулара кавар пурри çинчен систерчĕç, çавăн хыççăн вăл каçсерен пачах çывăрайми пулчĕ. Булат Ширин кавар çинчен пуплесшĕн те мар, хан шучĕпе, вăл кавара хăй те хутшăннă пек туйăнать. Сафа-Гирей пуринчен ытла Кебякпа Ислам княçсемпе, Сиди улан ывăлĕпе тата вун виçĕ çул каярах пăлхав вăхăтĕнче вĕлернĕ Шакуровсен тăванĕсемпе çыхăну тытать. Хан утлă çарне вăл Чапкунран туртса илсе Крымран килнĕ Кучакпа Шахкул улансен аллине пачĕ. Каварçăсем курбан байрам вăхăтĕнче кĕшĕлтетме пуçлани Сафа-Гирее пĕрре те тĕлĕнтермерĕ. Халăх хĕвĕшнĕ чух пĕр-пĕринпе тĕл пулса калаçма та, вăй пуçтарма та майлă: кирлĕ çын йăлт куç умĕнче. Анчах Сафа та тек вун çичĕ çулхи айван мар-çке, вăл та Крым çыннисене хăрушлăх çинчен систерсе хунă, кремльти хурала йăлтах хăй çыннисене тăратнă. Халь, ĕлĕкхи пек, хӳме урлă кармашса пăхаймăн, хапхана çĕмĕрсе те кĕреймĕн — крепоçе йăлтах юсаса, тĕреклетсе тухнă.
Ыран курбан байрам пуçланать тенĕ чух хан мĕн пур чаплă сановниксене хăй патне пуçтарчĕ. Курчĕ вăл — чĕннĕ çĕре питех çӳресе кайман Булат Ширинпа Ковгоршад та килнĕ хальхинче. Хан шанса пĕтереймен княçсемпе мăрсасем те килсе ларма хăраса тăман. Беюрган князь пĕр-пĕччен тăрать алăк патĕнче, Кулушпа Тереул тем пăшăлтатаççĕ. Чура Нарыковсем — виçĕ пĕр тăван — килти пекех иртĕхсе кайнă — нисĕпе пĕлмесĕр пĕтĕм сасăпа ахăлтатса кулаççĕ. «Кăтартăп-ха эп сире часах, кулăр эсир ун чухне, — шутларĕ Сафа-Гирей. — Виçсĕре юнашар çактаратăп та таканран виллĕрсене йытăсене ывăтса паратăп. Ыттисене те, сирĕнпе пĕрле кавар тăвакансене, ĕмĕрлĕхе асăнтаратăп. Эп сире Мускавран çар килессе кĕтсе ларма вĕрентĕп».
Хан хăйĕн кăмăлне нимпе те палăртмарĕ. Сăнран пăхсан та çиллес мар вăл, пуринпе те йăл-йăл кулса çеç калаçать. Пысăк палатăна куçсан Сафа-Гирей тӳрех курбан байрам пирки сăмах хускатрĕ, хăйне тĕрлĕ купсасем панă чаплă парнесене кăтартса çӳрерĕ. Çапах та княçсем пĕлчĕç, парнесем кăтартассишĕн çеç чĕнмен вĕсене хан, унăн вĕсемпе урăххи çинчен калаçасси килет. Тен, курбан байрам пуçланнă ятпа хăна тăвасшăн вăл княçсене?
Юлашкинчен Сафа-Гирей килнĕ пек çынсене йышăнусем ирттермелли пӳлĕме кĕме хушрĕ. Алăка уçсанах княçсен сăмсине тутлă шашлык шăрши пырса çапрĕ. Кăна юратаççĕ вара Хусан княçĕсем, куншăн хан патне мар, такам патне те кайма хатĕр. Шашлык пултăр та, иçĕм çырли эрехĕ пултăр, вара вĕсем çутăличчен калаçса лараççĕ. Хан итлесе тăранаймĕ ăна ырланине, хыçлă тенкел çинче утьăкка çĕкленĕрен пуçĕ çаврăнса кайĕ.
Анчах, темшĕн-çке, йышăну питĕ сăпай иртрĕ. Хан систерсе хунипе-тĕр, хăна пăхакансем княçсене ĕçкĕпе ашкăнма памарĕç. Сăмах калаканни те Сафа-Гирей хăй çеç пулчĕ.
— Турра шĕкĕр, — терĕ вăл, — чылайччен пăтранса пурăннă хыççăн хамăр юртра каллех йĕрке туса çитертĕмĕр. Тек пире лашана пушăпа хăваланă евĕр никам та хăвалаймасть ĕнтĕ, эпир хамăр килте хамăр хуçа. Çавна пула юлашки çулсенче шĕкĕр хулара каллех вăйлă тапăсем ирттерме пуçларăмăр. Кайса курса çӳрерĕр пулĕ, ыран уçăлакан тапă чăннипех те питĕ чаплă пулать. Унта сутуçсем Бухарапа Тегеранран, Хивапа Шемахăран çеç мар, Китайпа Индирен те килнĕ. Эпир суту-илӳ тума никама та чармастпăр — килĕр, суту тăвăр, пирĕнпе яланах çыхăну тытăр.
Хан аллине тăсса илемлĕн хăлаçланса илчĕ, унтан хăйне пĕр хускалмасăр итленĕшĕн савăнса малалла каларĕ:
— Мускав элчи Яхонтов эсир вырăссене суту тума памастăр тесе виç эрне вăрçрĕ манпа, пире темшĕн те айăпласшăн пулчĕ. Вырăссене эпир тапăра пысăк вырăн патăмăр. Япалисем çеç çитчĕр вĕсен, лавккисем пушă ан ларччăр, пирĕншĕн пулсан вырăн шел мар. Эпир вырăс купсисене хĕсместпĕр, эпир хушнипе нимле йĕркесĕрлĕх те пулмĕ. Халăх тарăхса вырăссен лавккисене аркатма пултарать, çав хăрушлăх пур, анчах халăха та чарма тăрăшмалла. Енчен чараймасан вара кулянмалли çеç юлать... — Хан чеен кулса илчĕ, сăмахĕ пĕтменнине систерсе аллине тăратрĕ. — Хăш-пĕрисем калаç: суту-илӳ вăхăтĕнче хулара кавар пулса иртмелле теççĕ. Эпир сире кун çинчен шарласшăн марччĕ, анчах каламасăр тăрсан теприсем хан хăраса ӳкнĕ теме пултараççĕ. Çук, княçсемпе эмирсем, эп нимĕн чухлĕ те хăраса ӳкмен. Пĕлетĕп, хăш-пĕрисем каварлашаççĕ. Мĕнех вара, эпĕ вĕсемпе тытăçма хатĕр. Пуçлаччăр кăна! Анчах каварçăсене малтанах систерсе хуратăп: пĕрне те хĕрхенсе тăмастăп. Купăста пуçне каснă пек касатăп мана хирĕç çĕкленнĕ çынсен пуçĕсене. Хан утлă çарне систерсе хунă, улансене систерсе хунă. Нухай çарĕ чикĕ хĕрринчех тăрать. Ун çинчен нумай калаçмастăп, тусăмсем. Уяв умĕн сирĕн кăмăлăра пăсас килмест манăн. Ăнăçу сунатăп сире пурсăра та, суту-илӳ ĕçĕнче телей сунатăп...
Хăй сăмах майăн çеç каларĕ пулин те кавар çинчен асăнни княçсен кăмăлне çĕклемерĕ паллах. Вĕсем кремльтен чĕмсĕррĕн саланчĕç. Шавлă ĕçке-çике хăнăхнăскерсем, Сафа-Гирее шашлыкшăн тав тумарĕç. Хăшĕсем шанчăклă çынсем çеç илтмелле мăкăртатса та илчĕç.
— Крым çыннисемшĕн нимĕн те хĕрхенмест Сафа-Гирей, кĕçĕр ав пирĕншĕн эрех те шел пулчĕ. Мĕн, ĕçкĕрех кавар тăвасран хăрарĕ-и вăл?
— Эс сисмерĕн, кавар тăвакансем хăйсем те ларчĕç унта. Çавăнпа кăларттармарĕ вăл эрехне.
— Ну, кăна эс ӳстерсе калатăн. Кавар тунине пĕле тăркачах кремле чĕнес çук Сафа-Гирей. Тытать те хупать, мĕн тума хăраса тăрать вĕсенчен?
— Пурне те тытса хупаймастăн. Хальхинче темĕн чухлĕ мăрса хирĕç тăрать ăна.
— Çавăн пекех-и вара?
— Çавăн пекех пулмасăр.
— Апла Булат Ширин та хутшăнман-и кавара? Тăватă çул каялла ăна Мускава аслă князь патне çар ыйтса çыру çырнă тетчĕç...
— Тăватă çул каялла мар, кăçал та çырнă вăл.
— Ман хăлхана кĕнĕччĕ çав. Тĕрĕс пулнă апла?
— Тĕрĕс пулнă.
— Паян мĕншĕн хăратрĕ пире хан?
— Мĕншĕн, мĕншĕн... Хĕрĕме калани кинĕме тивтĕр теççĕ-и-ха? Шăп çавăн пек пулса тухрĕ унăн. Сире калани каварçăсен хăлхине кĕтĕр терĕ ĕнтĕ.
— Ку ĕçе Булат Ширин хутшăнчĕ пулсан ыррине ап кĕт вара. Вăл хăйĕнне тăватех. Сыхлан, Сафа-Гирей, пуçăнту çĕлĕкӳ çилпе вĕçсе ан кайтăр...
— Кун пек палкаса пырсан хăвăн çĕлĕкӳ, çĕлĕкӳ мар — пуçу маларах вĕçсе ан кайтăр.
— Аллах керим, эп шăпланатăп.
Çав вăхăтра хан юри чĕнсе хăварнă Булат Ширинпа куçа-куçăн, никам илтмелле мар калаçса ларчĕ.
Паян кăнтăрла хан хăлхине тĕлĕнмелле сăмах пырса кĕнĕччĕ, Ковгоршад ăна Булат Ширин ханлăх ĕçĕсенчен айккинелле пăрăнма шутлать тесе пĕлтернĕччĕ. Куна тем тесен те аслă карачирен хăйĕнчен ыйтса пĕлмелле ĕнтĕ.
Аслă карачи Ковгоршад сăмахĕсене çирĕплетрĕ çеç мар, ку кĕтмен ĕç мĕнрен килнине те ăнлантарса пачĕ.
— Ватăлас енне кайрăм, аслă хан, — терĕ вăл. — Вилес умĕн Меккăпа Мединăна çитсе курас тетĕп. Çĕр çинчи вĕт-шак ĕçсене вĕçлесен те пырать пуль, леш тĕнчери тĕп ĕçсене тума хатĕрленме вăхăт.
— Вăл таса хуласене çитсе курса Кааба храмĕсене пуç çапакан этем телейлĕ, — ытарлăн тавăрчĕ ăна хан. — Пирĕн çулсем пурин те çавăнталла тăсăлаççĕ. Анчах иртерех мар-и, улу карачи?
— Турă суйласа илнĕ чи таса вырăна çитсе Мăхаметăн çветтуй ӳтне пуç тайма нихçан та ир мар.
— Вăл çаплах ĕнтĕ. Эп урăхларах каласшăнччĕ, эпир ханлăхра та аллах хушнă ĕçех тăватпăр-çке тесшĕнччĕ. Кунта хамăр ĕçсене тӳрĕ кăмăлпа туса пырсан аллах пирĕн çылăхсене каçарĕ. Меккăпа Мединăна, аякри Аравине, ватăлса çитсен кайса пуç тайăпăр.
— Эп çулпа ватăлтăм ĕнтĕ. Çĕр çинчи ĕçсем çинчен калас пулсан, аллах курать, эп вĕсене тӳрĕ кăмăлпа та таса чунпа туса пытăм. Хамăн пĕтĕм вăя Хусан патшалăхне чапа кăларса ăна тăшмансенчен хӳтĕлес ĕçе хутăм.
— Кăна пурте лайăх курса тăратпăр-ха эпир. Çавăнпа яту та чаплă санăн — улу карачи. Эс пăрахса кайсан кам туса пырĕ ку чыслă та хисеплĕ ĕçе? Вăл ята тивĕçлĕ çын тупайăпăр-ши ханлăхра?
— Ханлăх пысăк, унта тивĕçлĕ çынсем нумай. Çавсем çинче тытăнса тăрать те пирĕн патшалăх, — халичченхи пек мар мăнаçлăн каларĕ Булат Ширин.
— Сан шухăшна сеид пĕлет-и? — терĕ Сафа-Гирей.
— Пĕлет. Эп унпа тахçанах калаçнă. Вăл санпа сăмахласа пăхма пулнăччĕ.
— Сăмахламан. Паян Ковгоршадран пуçласа илтрĕм ку хыпара. Илтрĕм те хуйха ӳкрĕм. Çав тери хаклă çынна çухататпăр эпир эсĕ Аравине кайсан. Манăн сана вĕрентме, кай е ан кай теме ăсăм çитес çук, улу карачи. Эсĕ манран ватă, хăвăнне ху пĕлен. Çакна çеç калама пултаратăп: эп сан умра çав тери парăмлă. Мĕнле татас çав парăма — хам та пĕлместĕп. Хам сана чунтан хисепленине кăтартса парас тесе эп халь пĕр япала çеç тăвăттăм: сан вырăнна улу карачи пулма аслă ывăлна Нуралее лартнă пулăттăм. Ашшĕ вырăнне ывăлĕ юлсан, пĕр Ширин вырăнне тепĕр Ширин юлсан ман чун кăшт лăпланнă пулĕччĕ.
— Хăвăнне ху пĕлетĕн ĕнтĕ, — ăш пиллĕн тавăрчĕ аслă карачи.
— Эппин, иксĕмĕр калаçса татăлнă тесе шутлар: Нуралей улу карачи пулать. Çитес диванра пурне те пĕлтерсе хуратăп вара.
— Тавах сана, аслă хан, Ширинсен несĕлне хисепленĕшĕн, — терĕ аслă карачи пуç тайса.
Хан кулса çеç тавăрчĕ:
— Хам та Ширинсен кĕрӳшĕ. Килте темиçе Ширин чупса çӳрет...
Сăмах пĕтнĕччĕ ĕнтĕ, мĕн калаçас пеккине калаçнăччĕ, анчах хан аслă карачине кăларса ярасшăн пулмарĕ-ха. Кавар пирки тӳрех ыйтсан мĕн калĕ-ши Булат Ширин? Юлашкинчен те пулин тĕрĕссине пĕлтерĕ-ши? Темиçе хутчен ыйтма тăчĕ Сафа-Гирей, çапах чĕлхе çаврăнмарĕ унăн, улу карачипе татăклăнах вăрçса каясран шикленчĕ.
— Ханлăхра мĕн çĕнни пур? Курбан байрама килнĕ мăрсасем мĕн калаçаççĕ? — терĕ ун вырăнне.
— Пире вăрçаççĕ, санпа иксĕмĕре, — тавăрчĕ Булат Ширин.
— Мĕншĕн?
— Мĕншĕнне хăвах пĕлетĕн.
— Çĕнĕ габэтшăн-и?
— Çавăншăн.
— Вăрçчăрах, — терĕ хан алăк патĕнче аскерсем пуррипе çуккине тĕрĕслесе. — Ялан княçсемпе мăрсасене килĕшекен габэт çеç кăларса лараймастăп эпĕ. Манăн пĕтĕм ханлăх çинчен шутлас пулать. Ханлăха мул кирлĕ, укçа кирлĕ. Ман ăна ăçтан тупас? Ху пĕлетĕн, чапкиньпе кăна пурăнма май çук.
Хан самаях вĕриленчĕ. Çак ватă карачи, унăн çывăх çынни, тăванĕ хăйĕнпе килĕшменни тарăхтарчĕ пулас ăна. Миçемĕш хут тавлашать вăл унпа сĕнĕ габэт пирки, пур пĕр ӳкĕте кĕмест старик, хăйĕннех перет.
Пĕр уйăх каялла хан дивана çĕнĕ йĕрке тума хушнăччĕ: пĕр-пĕр князь, мăрса е урăх çын вилсен ун пурлăхĕ несĕл тăрăх ывăлĕсене куçмасть, хан пурлăхĕ пулса тăрать, килте аслă ывăл вилсен те ун харпăрлăхне шăллĕсем илмеççĕ, хан илет. Булат Ширин ку йĕркене малтанах хирĕç пулчĕ, эп ват çын, ваттисен йăли-йĕркине пăсни аван мар тесе габэта йышăнма чăрмантарса тăчĕ. Сафа-Гирейĕн вара карачисемпе эмирсене чылаях хĕсме лекрĕ.
— Çапах та кам вăрçать мана çĕнĕ габэтшăн? Сан пата кам пырса харкашса кайрĕ? — сăмаха çавăн патнех илсе пычĕ хан.
— Нумай çын пулчĕ çак хушăра, — терĕ Булат Ширин. — Арск мăрсисем темиçен килчĕç, çармăс мăрсисем Болдушпа Темир кĕрсе тухрĕç. Вĕсен иртнĕ вăрçăра пурин те ывăлĕсем вилнĕ.
— Çармăс мăрсисем чухăн мар-ха вĕсем. Никам чăтмасан та вĕсем чăтмалла.
— Атăл хĕрринчи мăрсасене, нимрен ытла çармăссемпе чăвашсене, вырăссем вăйлă çаратаççĕ, аслă хан.
— Хăвалаччăр. Мĕскер, вĕсене хӳтĕлеме манăн ялан çар тытас-и унта?
— Болдушпа Темир Сиди улан вилни пирки илтнĕ те эсĕ ун пурлăхне туртса илменнишĕн ӳпкелешеççĕ.
— Э-э, тупнă калаçмалли! — терĕ хан. — Мĕскер, вĕсем хăйсене Сиди уланпа танлаштарасшăн-и? Мĕнле калама хăяççĕ вĕсем ун пек? Сиди старик маншăн атте вырăнĕнче пулнă. Унăн ывăлĕсене мĕнле çĕрсĕр хăварам-ха эп? Хушса пама пултаратăп. Тепре килсен кала вĕсене: хан Сиди ывăлĕсене çĕр хушса пачĕ те. Чăнах, чăнах ара, çапла кала.
— Ун пек килĕшмест ĕнтĕ, аслă хан. Габэт пуриншĕн те пĕр пек пулмалла. Унсăрăн мăрсасем хушшинче хирĕçӳ-çапăçу пуçланать. Тен, кăшт çĕнетмелле, улăштармалла вăл йĕркене?
— Нимĕн те улăштармалла мар. Ытла иртĕхсе кайрĕç княçсемпе мăрсасем, хан сăмахне те итлеми пулчĕç. Тата хытăрах хĕсмелле вĕсене, ӳлĕмрен лайăхрах пăчăртамалла. Йăлăхрăм эпĕ мăрсасен этне итле-итле. Хĕрарăмсенчен те сӳтĕлчĕк вĕсем. Арăмĕсенчен вĕренмеççĕ пулĕ те çав ăнмансем пĕр-пĕрне кăшлама?
Улу карачи, пĕр кулмасăр калать-и кăна тенĕ пек, куç айĕн хан çине пăхса илчĕ, вăл каланине шӳтле ăнланасшăн пулчĕ курăнать. Çук, хан çăвар вылятни сисĕнмест.
— Эс хĕсмелле, пăчăртамалла тетĕн, — сăмахран пăрăнма шутламарĕ Булат Ширин, — пăчăртасан-пăчăртасан пырши-пакарти сиксе тухмĕ-ши вĕсен? Кайран вара пуçтарса та пĕтереймĕпĕр. Пĕр тутар юратса арăмне пăчăртанă-пăчăртанă тет те леш çавăнтах вилсе кайнă тет.
— Пĕтчĕр, — терĕ хан. — Вĕсемсĕр те пурăнатпăр. Пĕр княçсăр, пĕр мăрсасăр тытса тăратăп патшалăха, хан гвардийĕпе çеç, улансемпе çеç тытса тăратăп.
Кун хыççăн Булат Ширин ханпа тек тавлашма шутламарĕ. Усăсăр. Мĕн сăмахпа перкелешмелли пур кутăн çынпа? Айван этем, княçсемсĕр, мăрсасемсĕр тытса тăрасшăн вăл арканса пыракан ханлăха. Хăтланса пăхтăр-ха эппин. Кайран Булат Ширина аса илĕ. Эх, ăслăччĕ-çке çав старик, княçсемпе, мăрсасемпе килĕштерсе кăна пурăнатчĕ, вĕсен хушшинчи хирĕçӳсене ним мар майлаштарма пĕлетчĕ тейĕ. Мăрсасене хăçан вăрçтармаллине чухлас пулать ăна, Сафа-Гирей! Ун пек япалана пуçпа шухăшласа тăвас пулать. Пĕр-ик мăрсана вăрçтарма юрать, пурне те хирĕçтерсе ярсан вĕсем сана Нухая ăçтан каймаллине кăтартса яма пултараççĕ. Тем каласан та айванрах эсĕ, Сафа-Гирей, çирĕм çул ытла патшара ларса та хăвăн ханлăхна начар пĕлетĕн, ăна тытса тăма та вĕренсе çитеймен. Пуçтахлăху вара санăн ытлашшипех, ку енчен эсĕ ытти Гирейсенчен пĕрре те катăк мар.
Сафа-Гирей те улу карачи пирки çавнашкалах шутларĕ. «Чăркăш та мăн кăмăллă старик, — терĕ вăл, — асат хуçман, тум-хаяр тивмен тăсланкă! Мĕн Хусана килнĕренпе ура хурса пычĕ мана. Чĕлхе çинче пыл, хĕвре — чул санăн ялан. Пĕр ĕçе те тавлашмасăр туман эпир санпа. Хусан тронне эс паман пулсан тата арăм енчен туртăм тивмесен тахçанах Булак юшкăнне кайса путармалла сана. Пур çĕре те сăмсине чикет ват супнă, пур ĕçе те тиркет манăнне. Çынсен умĕнче вăлах ырă, пурте аслă карачи те аслă карачи тесе кăна тăраççĕ. Эс пулман пулсан вырăссенчен тахçанах хăтăлмалла эпĕ, сана пула пăхăнса тăтăм ку таранччен Мускава. Йăпăлти хĕрарăм пек, пурне те юрама тăрăшрăн. Мускава та юрамалла санăн, Крым умĕнче те усал пулмалла мар. Маларах каймалла пулнă санăн, асат хуçман старикĕн, Меккăна, темиçе çул каяллах тасалмалла пулнă Хусантан. Кур-ха эсĕ ăна, — тарăхса шутларĕ Сафа-Гирей, — юлашкинчен те пулин килĕшмерĕ манпала, манăн габэта хурласа тăкрĕ. Çук, мăрсасем пирки туса хунă йĕркене çеç мар, манăн мĕн пур ĕçе тиркерĕн эсĕ паян. Çавна пĕлтерчĕ эсĕ юлашки хут та пулин кутăнлашса ларни».
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...