Сĕве Атăла юхса кĕрет. Пĕрремĕш кĕнеке :: Улттӑмӗш пайӗ. Хусанти ӗҫсем
Çав кунне Шигалее кĕтсе илме каллех Василий Васильевич Шуйскипе Иван Федорович Телепнев-Оболенский тухрĕç. Палатăна кĕрес çĕрте боярсем кĕпĕрленсе тăратчĕç.
Шигалей хальхинче хăйне хаваслăрах тытрĕ. Вăл тек макăрмарĕ. Парнисене вара, иртнĕ хутĕнчипе танлаштарсан, ытларах илчĕ.
Кун хыççăн Елена Фатьма-Салтана йышăнчĕ. Хан арăмĕпе аслă княгиня пĕрле апатланчĕç. Елена Васильевна черккесене хăй тултарчĕ.
Йышăнусем, ĕçкĕсем, ырă калаçусем пĕтрĕç. Шигалей хĕл кунĕнчех Хусана кайма хатĕрленчĕ. Ун патне кремльтен ялан çынсем пычĕç. Хăйĕн çыннисем те — Кутлу Булат князь, Батике конюший, дворецкий Шахбаз князь вĕçĕмсĕр унта хутларĕç.
Фатьма-Салтан Хусанта тăхăнма çĕнĕ кĕпесем çĕлеттерчĕ.
Иван патша çак вăхăтра кремль картишĕнче ту çинчен çунашкапа ярăнатчĕ. Çунашкине хăй туртрĕ вăл, анчах ун ик айккипе юри ăна сыхлама тухнă икĕ тарçă пычĕç.
Аслă княгиня çакна хăйĕн пӳлĕмĕнчи пĕчĕк чӳречерен вăрттăн сăнаса тăчĕ.
Хусан вăрçă пуçланине, Сафа-Гирей çарĕсем Чулхула патне çывхарнине Мускавра никам та пĕлмерĕ-ха.
12. Чурук-су айлăмĕ
Сахиб-Гирей каç сулхăнĕпе хула тулашне кайса ывăлĕсемпе уçăлса çӳреме юратать. Юлан утпа пуринчен малта пырса вăл кăнтăрти Симĕс кӳлĕ йĕри-тавра çаврăнать. Чуфут-Калери тем пысăкăш çĕр пӳртсем, стрельнăсем умĕн иртет, юлашкинчен яланах Чурук-Су айлăмне анать. Икĕ чул сăрт хушшинче тăсăлса выртакан çак сип-симĕс айлăм нимрен ытла кăмăла каять ăна. Мускав çулĕ тет ăна Сахиб-Гирей. Вăл Крым çарне ертсе Мускавалла çак айлампа тухса каять. Вăрçа пуçланă чух шăп çакăнта сыв пуллашать вăл мĕн пур тăванĕсемпе тата çара ăсатма килнĕ чаплă çынсемпе. Килте пурăннă хушăра та ывăлĕсене май килнĕ таран аса илтерсех тăрать: ак çак çула ан манăр, ман ăмăрт кайăксем, Мускав çулĕ вăл, Гирейсем такăрлатнă çул тет.
Хан пулса тăнăранпа сакăр çул сисĕнмесĕр иртсе кайрĕ. Ывăлĕсем ӳссе çитрĕç унăн, пĕр хĕрне качча пачĕ, ыттисем хăвăрт çитĕнсе пыраççĕ. Йышлă ача ашшĕ çеç мар, асатте халь Сахиб-Гирей. Анчах вăл хăйне пĕрре те ват çын вырăнне хумасть-ха. Мăнуксемпе килте йăпанса ларасси çинчен мар, çĕнĕ вăрçă çинчен шухăшлать. Темиçе кун каялла кăна вĕсем аслă ывăлĕпе тытăçмаллипех тытăçса илчĕç. Иминь-Гирей Крым çарне Мускав патнелле хăй ертсе каясшăн иккен. Çук, Иминь, терĕ ашшĕ, эсĕ пĕр ушкăн пуçлăхĕ пулатăн пулĕ, пĕтĕм çара эпĕ хам илсе каятăп. Шăрт-март пулчĕ Иминь, çапăçăва пачах хутшăнмассипе хăратрĕ, паян кун та тутине усса çӳрет-ха. Çиллентĕр ара, вăл темскер мар. Вăхăт çитсен ут утланать те ши! шăхăрса пуринчен малтан вĕçтерет ак Мускав еннелле.
Ӳлĕмрен мĕнле пулĕ те, кăçалхи вăрçăран Сахиб-Гирей юлма пултараймасть. Питĕ йышлă çар пуçтарчĕ вăл Мускав патне кайма, Турци султанĕнчен тупăсем ыйтса илчĕ. Çакăн пек вăя такам аллине шанса парать-и? Никама та, вăл шутра аслă ывăлне те, шанса памасть. Кунсăр пуçне, вăхăчĕ те çав тери майлă халь вырăс çĕрне тапăнса кĕме. Мускавра боярсем влаçшăн çапăçаççĕ. Вĕсем Тăваттăмĕш Иван амăшне — Елена Глинскаяна — вĕлернĕренпе правительствăра мĕн чухлĕ çын улшăнмарĕ. Пĕрре Бельскисем çĕнтереççĕ унта, тепре Шуйскисем çиеле тухаççĕ. Глинскисен вăйĕ пĕтрĕ ĕнтĕ. Михаил Львович Глинскипе йăмăкне, Агреппинăна, Василий Шуйский Елена вилнĕ хыççăн çичĕ кунранах тытса хупнă теççĕ. Иван патша хăй çамрăк-ха, айван. Вăл хурапа шурра чухласах каймасть. Çак вăхăтра çаратса юлмасан хăçан çаратса юлмалла вырăс çĕрне? Чуфут-Калере чурасем сахалланчĕç — вĕсен йышне ӳстермелле. Кафа портне сутлăх çынсем сахалрах каякан пулчĕç — çурçĕртен ясырь ытларах хуса килмелле. Чурук-су айлăмĕ çĕрĕк шыв айлăмĕ мар, вĕçĕмсĕр юхса выртакан ылтăн айлăмĕ пултăр. Килех тăччăр вăл айлăмпа чурасем. Чăнкăртатсах юхтăр хан кĕсйине ылтăн.
Савăнма сăлтав çук мар: юлашки вăхăтра ылтăн чăнах та ытларах килме пуçларĕ вырăссен шĕкĕр хулинчен. Элчĕсен сăран хутаççисем яланах тулли. Василий Иванович пуринчен ытла салам çырма, йăпăлтатма юрататчĕ, парнесем тесен хытăрахчĕ вăл. Боярсем çамрăк Ивана Крым тĕлĕшĕнчен çемçерех пулма вĕрентеççĕ. Сисеççĕ вĕсем унта патшара кам ларнине!
Темиçе кун каялла Сахиб-Гирей Мускава хăйĕн элчине Дивиз-Мурзана кăларса ячĕ. Ăна парса янă çырура Иван патне: Дивиз-Мурзана пирĕнпе туслă пурăнма тупа туса сăмах пар, эп сан çынну умĕнче тупа тăвăп тесе çырчĕ. Хусана тĕкĕнмелле мар Мускавăн, Крыма ялан «парнесем» — ылтăн та кĕмĕл-парса тăмалла. Малашне эс пире дань тӳлетĕн тесе çырмарĕ вăл Иван патне, парнесем парса тăратăн терĕ, ара, ку пĕрех мар-и? Чăннипе вăл дань тӳлесе тăни пулать те.
Султан хыçлă тенкелĕ çинче (Сахиб-Гирей хăйне хан темест, Турцири пекех султан тет) хăяккăн выртакан тӳре эмирсене Мускава яма çыру хыççăн çыру çыртарать, патшалăх ĕçне çамрăклах вĕренччĕр тесе вăл çырусене ывăлĕсене вула-вула кăтартать.
— Итлĕр, — тет вăл, çӳллĕскер, яштакаскер, урай варрине тухса тăрса. — Итлĕр, акă мĕн çыратăп эпĕ çамрăк Иван патне Мускава: «Ĕлĕкхи пек, аçу пурăннă чухнехи пек, парнесем ярса тăрсан питĕ аван пулнă пулĕччĕ, эпир вара санпа туслă пурăнаттăмăр. Хĕл каçиччен те нимĕн те килмесен, пире çуркуннеччен кĕттерсен эпир пĕтĕм шанчăка турă çине хуратпăр, хамăр телее урăхла майпа шырама пуçлатпăр. Телей шыраса сан патна пырса тухсан эс пире ан вăрç вара. Çавăнпа та эсĕ пирĕн элчĕ пырасса кĕтсе ан тăр, парнӳсене хăвăртрах яр. Нумай кĕттеретĕн пулсан пиртен ырри пулас çук. Халĕ сирĕн пата ĕлĕкхи пек кунти çарпа кăна пымастпăр: хамăр тупăсемсĕр пуçне ман çарта телейлĕ ханăн — Турци султанĕн çĕр пин çынлă утлă çарĕ пулать. Ан шутла, эпĕ Магмет-Гирей пек пĕчĕк çарпа тапăнса кĕместĕп, — манăн çар уннинчен ытларах пулать. Хусан патшалăхĕ вăл — ман юрт, Сафа-Гирей — манăн тăванăм, шăллăм; паянтан пуçласа эс Хусан патне вăрçăпа ан çӳренĕ пул, ăна хирĕç вăрçăпа каяс пулсан мана Мускав çывăхĕнче кĕт».
Нумай пулмасть вăл ывăлĕсене тепĕр çыру вуласа пачĕ.
— Курăр, мĕнле хăратса çыратăп эп çамрăк Ивана, — терĕ ашшĕ. — Ак итлĕр: «Патшасен йăлине тытса пымастчĕ сан аçу; ку таранччен никам та ун пек хăтланман: пирĕн çынсем Мускава пырсан аçу вĕсене вĕлеретчĕ. Ун хыççăн, икĕ çул каялла, эп хам çынсене Хусана ятăм, сан çыннусем вĕсене çул çинче ярса тытнă та Мускава илсе пынă. Аннӳ ман çынсене хупса лартма хушнă. Ман çарта халь çĕр пин çын ытла; вырăс çĕрĕнчен кашнин пĕрер çын илсе килес пулсан сан çĕрӳ мĕн тери инкек курать, манăн çĕр мĕн тери услам курать? Эп сан патна вăрçăпа пыратăп, эс хатĕр пул; эп унта никама систермесĕр, вăрттăн пымастăп. Сан çĕрне тытса илетĕп; эс мана тавăрас тейĕн те, сана ман çĕр çине кĕртмĕç».
— Лайăх çыратăн, атте, — терĕ Сахиб-Гирейĕн вунă çул тултарнă вăталăх ывăлĕ. — Аллах пулăштăр Гирейсене Мускава парăнтарма. Хальхинче эпир утлă çарпа вĕсен тĕп хули патнех çитетпĕр. Çапла-и, атте?
— Çитетпĕр, ывăлăм. Çамрăк патшана тыткăна илетпĕр. Тарçă туса хуратпăр эпир ăна кунта илсе килсе. Астăватăн пуль, мĕн çырнăччĕ эпĕ ăна иртнинче?
— Астăватăп. Крыма илсе килетĕп те суха пуç кӳлтеретĕп, сана çĕр сухалаттаратăп, кĕл актаратăп тенĕччĕ. Ятăн-и вăл çырăва, атте?
— Янă, паллах. Ярас мар тăк, ма çырас ун пек çырăва? Халь эпир вăйлă, вырăссенчен хăраса тăмастпăр. Халиччен пулман чаплă вăрçă туса ирттеретпĕр кăçал. Анчах эсир лайăхрах хатĕрленĕр вăрçа. Лашăрсене кашни кун çӳретĕр, тĕл пеме вĕренĕр, кĕрешĕр.
Ывăлĕсем хатĕрленчĕç. Хан ывăлĕсем тĕлĕкре те вăрçă курчĕç, вырăссемпе çапăçрĕç. Кăнтăрла ялан хула тулашне, Чурук-Су айлăмне çӳрерĕç вĕсем. Кунта, сапантуйри пек, кашни кун ăмăрту пычĕ. Тупăшса чупрĕç, ут ячĕç, кĕрешрĕç, ухăпа печĕç. Каç кӳлĕм çамрăксем патне ханпа визирьсем тата тĕрлĕ çĕртен килнĕ хăнасем тухкаларĕç. Тепĕр чухне вĕсен хушшинче султан çыннисемпе Хусан мăрсисем курăнкаларĕç.
Темиçе кун каялла Бахчэ-Сарайне Сафа-Гирейĕн виççĕмĕш арăмĕ Сююнбике килсе çитрĕ. Вăл кунта яланлăх хăварма Сафа-Гирейĕн икĕ ывăлне, Булюкпа Мубарека, илсе килчĕ. Хăйĕнпе пĕрле килнĕ виççĕмĕш çын — Джаналирен çуралнă тăван хĕрĕ Крымра юлассипе юлмассине пĕлмерĕ-ха вăл — кăмăла кайсан пурăнтăр хан çемйинче, кăмăла каймасан амăшĕпе Хусана таврăнтăр. Ывăлĕсене хан каялла илсе пыма хушмарĕ — вĕсен тем тесен те Крымра е Турцире ӳсмелле, унта пурăнса чаплă çар пуçĕсем пулса çитĕнмелле.
Сююнбикерен тата унпа пĕрле килнĕ улансенчен Сахиб-Гирей çакна пĕлчĕ: Сафа Крым поход пуçласса кăна кĕтет иккен. Вăл Мускавпа татăклăнах вăрçса кайнă. Хан Крыма парне шучĕпе темиçе пин чура кăларса янă, çитес вăхăтра чурасен тепĕр ушкăнне кăларса ямалла. Хусанта влаçра паллăрах вырăнсенче пур çĕрте те Крым çыннисем лараççĕ. Сафа унран улансем ытларах ыйтать. Эппин, Крым çыннисем пур пĕр çитмеççĕ ăна. Сахиб турткаланса тăмарĕ, чи çамрăк та маттур улансене Хусана яма каласа хучĕ. Сююнбикепе пĕрле кайма тата ăна çул çинче хураллама хăйĕн чи юратнă уланне — Кучака уйăрчĕ.
Хан çемйине хăйĕн вĕçкĕнлĕхĕпе самаях йăлăхтарса çитерчĕ пулин те, Сююнбике Хусана кайма васкамарĕ-ха. Вăл тинĕс хĕррине çитсе курасшăн пулчĕ, кашни кун тенĕ пекех чаплă йышăнусем ирттерчĕ, хăнана нумай çӳрерĕ. Крымри чаплă çынсем, вĕсен арăмĕсемпе ачисем иртĕхсе пурăнни çав тери кăмăла кайрĕ ăна, вăл Хусан кремлĕнче те çавăн пек хаваслă, савăк пурнăç туса хума хатĕрленчĕ курăнать. Хан керменĕнчи чаплă япаласене — Итали архитекторĕ Алевиз-Фрязин-Новый тунă портала, хитре чул çине касса тунă чечек, шăрçа çыххи, юман çулçипе йĕкелĕн ӳкерчĕкĕсене, арабла çырнă эрешлĕ хапхана, шăнкăрав сассипе чăнкăртатса уçăлакан йывăр алăка, сад пахчисемпе фонтансене, галерейăсемпе чул мавзолейсене вăл пин хут та пырса пăхрĕ пуль.
Çапах та Сахиб-Гирей хăнасене вăрçă пуçланиччен ăсатса пĕтерме васкарĕ. Поход вăл ача вăййи мар, ăна тĕплĕн хатĕрленес пулать. Сăмахпа нумай каппайланчĕ вăл, халь ĕнтĕ Крым нихçанхинчен вăйлине, Сахиб чăнах та хăватлă çар пуçĕ пулнине туссене те, тăшмансене те ĕçре кăтартса парас терĕ.
Вăхăт çав тери хăтлă халь, аллах ăна телей хыççăн телей ярса тăрать. Вăл çар пуçтарнă вăхăтра Мускав Литвапа çапăçрĕ, ун çарĕсене аран-аран хăваласа ячĕ. Боярсем хушшинче килĕшӳ çук, патши хăй çамрăк. Хусан йăлтах Крым майлă. Мĕн кирлĕ тата Сахиб-Гирее?
Вăл кĕтнĕ пекех, вырăс элчи Степан Злобин Бахчэ-Сарайне парнесем нумай илсе килчĕ. Пысăк кил-йышра никам та катăк юлмарĕ пулас ку парнесенчен. Хан вырăс патшине тав туса çыру ячĕ. Злобина час тухса кайма памарĕ вăл — Мускава илсе каймалли грамотăна кунсерен урăхлатса, çĕнетсе пычĕç. Пĕрре çыраççĕ — Сахиб-Гирей кăмăлне каймасть, тепре çыраççĕ — вырăс элчине килĕшмест. Тем пек тавлашсан та Мускавран каласа янă пек грамота илсе таврăнаймарĕ Степан Злобин. Хан чи килĕшӳсĕр сăмахсене — Мускавăн Крыма ӳлĕмрен те парнесем парса тăмалла тенине — нимпе те хураттармарĕ.
Злобин хыççăн вырăс элчисемпе, боярсемпе кĕлешме Крым элчи Сулем мăрса Мускавалла çул тытрĕ. Сахиб малтанах пĕлсе тăчĕ: вырăссем вăл çыртарнă грамотăпа килĕшес çук, унăн элчине те каялла кăларса ярас çук. Пурăнтăр эппин Сулем темиçе уйăх Мускавра, боярсен юнне кăшт пăстăр. Сахиб вăл вăхăтра мĕн тумаллине пĕлет. Вăл çĕр çывăрмасть, мĕн пур улуссенчен çар пуçтарать.
Яланхи пекех, çар тăруках темиçе тĕлте пуçтарăнчĕ: Бахчэ-Сарай патне, Перекоп çывăхне тата Тăварлă кӳлĕ таврашне. Утлă çарăн пĕр пысăк отрячĕ çурçĕререх Украина çĕрĕнчи хурал посчĕсене тустарса çӳрерĕ.
Хальхинче чăнах та тутарсен эшкерĕ йышлă пулчĕ: укçа тӳлесе Турцирен илсе килнĕ Семен Бельский отрячĕ пычĕ вĕсемпе, астраханецсем, акерманецсем, Кафа çыннисем, нухайсем пулчĕç. Хĕвел тухăç енчен вырăс çĕрне Крым эшкерĕпе пĕр вăхăтрах Хусан патши Сафа-Гирей тапăнса кĕчĕ, унăн çарĕсем хăвăрт Муромпа Кострома патне çитрĕç. Икĕ Гирей хăйсен çарĕсем мĕнле куçса пынине пĕр-пĕрне пĕлтерсех тăчĕç.
Сахиб-Гирей çар пуçĕсене вĕçĕмсĕр васкатрĕ.
— Хăвăртрах, хăвăртрах, тусăмсем! Эсир çĕрелле мар, малалла пăхăр, Мускав еннелле! Ман шăллăм Сафа ĕнтĕ Мурома çитнĕ. Ман ывăлсем хыççăн ĕлкĕрсе пырăр, вĕсенчен ан юлăр…
Ока хĕррине тухсан Крым çарĕсем вырăссен тĕп вăйĕсемпе тĕл пулчĕç. Иминь-Гирей маттурланса юхан шыв урлă каçма тăчĕ, анчах ăна çийĕнчех вăйлăн пырса çапрĕç. Хăйĕн çыннисене самаях пăрахса хăварса хан ывăлĕ хăвăрт каялла чакрĕ. Часах Турци тупписемпе пищалĕсем пырса çитрĕç, икĕ енĕ те пĕр-пĕрин çине вăйлăрах персе тăма тытăнчĕ.
Анчах вăрçă пĕтесси паллă пулмарĕ-ха.
Сахиб лара-тăра пĕлмерĕ, Ока улăхĕ тăрăх лашине ĕрĕхтерсе çӳрерĕ. Питĕ кӳренмелле пулса тухрĕ унăн: вăл темиçе куна кая юлчĕ. Тем тесен те Ока хĕррине вырăссенчен маларах çитмеллеччĕ, вара вăл леш енне каçса кайма, пысăк çара çапăçăва хатĕрлесе тăратма ĕлкĕретчĕ. Халь вырăссен куçĕ умĕнче, вĕсен етрисем тăкăннă хушăра каçса пăх-ха, вĕсен воеводисене Мускавалла хăваласа кай! Малалла мĕн пуласси паллă ĕнтĕ: тутарсен тĕп вăйĕсем кунта килсе тухнине пĕлсе вырăссем хăйсен çарĕсене Ока леш енне пуçтараççĕ.
«Виçĕ кун çитмерĕ мана Ока урлă каçса вырăссене аркатса тăкма! — тулашрĕ хăй тĕллĕн Сахиб-Гирей тăшман енне çиллессĕн пăха-пăха илсе. — Вăтăр кун мар — виçĕ кун! Çав хăнасене часрах хăваласа кăларса ямаллаччĕ. Злобина ăсатнă хыççăн тепĕр куннех тухмаллаччĕ çула. Эх, виçĕ кун çитмерĕ çĕнтерӳ тума, виçĕ кун! Халь ĕмĕр кулянса пурнăн ĕнтĕ Ока урлă вăхăтра каçайманнишĕн».
Вăл шутлани тĕрĕс пулчĕ, тепĕр кун ăна çапăçу хирне пысăк çар ушкăнĕсене ертсе Микулинский, Курбский, Шуйский тата Бельский воеводăсем килсе тухни çинчен пĕлтерчĕç. Тупăсем те хушăнчĕç пулмалла вырăссен, тутарсен позицийĕсем çине вĕçĕмсĕр етре тăкăнчĕ.
Сафана кунта килме хушман вăл, ун пирки вĕсем сăмах пĕтермен, çавăнпа Крым çарĕн Ока улăхĕнче никама кĕтсе тăмалли те çук. Тен, унăн Хусанти тăванĕ Шигалее аркатса тăкса кунталла тапăнса килĕ? Вăл пулма пултарать. Вырăссем ку енне каçма шутламан чухне кăшт кĕтсе пăхас. Иккĕленсе, ним тума аптраса тăччăр леш енче, Сахиб-Гирей такама кĕтет теччĕр.
Анчах çăлтăрсем тӳпере телейлĕн сапаланман вăхăт пулчĕ пулмалла, аллах ăна темшĕн ăнăçу сунмарĕ. Сафа патĕнчен персе çитнĕ чапар Хусан ханне вырăс воеводисем пулăшнипе Шигалей вăйлă тустарни çинчен пĕлтерчĕ. Сахиб-Гирей чапара çавăнтах çакса вĕлерме хушрĕ. Хăй çав каç хӳшĕрен тухмарĕ. Ашшĕне ăс пама юратакан, вырăнсăр сĕнӳсемпе куçа кĕрекен ывăлĕсене итлемерĕ вăл, тӳпенелле тинкерсе пĕр-пĕччен шухăшласа ларчĕ. Ыррине те, усаллине те виçсе, шайлаштарса пăхрĕ. Вăрçă ĕçне начар мар пĕлекенскер, Мускав çине темнçе хут походпа килсе курнăскер, вăл ăнланмасăр тăма пултараймарĕ: унăн вырăссемпе çапăçăва кĕме хăват çитмест. Ока урлă каçас тени вăл халь пĕтĕм çара пĕтерсе тăкас тенине пĕлтерет. Çара сыхласа хăварса каялла чакнăшăн ăна никам та нимĕн те каламĕ, аллах умĕнче те çылăх пулмĕ ăна. Анчах çарсăр, султан тупписемпе пищалĕсемсĕр, ясырьсăр таврăнсан ăна Бахчэ-Сарайĕнчен хăваласа ярĕç. Вырăссем патне тыткăна лексен тата? Мĕнле тӳссе ирттерĕ Гирейсен йăхĕ вăл намăса? Çук, тĕпсĕр шăтăк патĕнче мĕн тăвас тесе пуçа çĕмĕрсе тăмаççĕ, çаврăнаççĕ те утаççĕ ун умĕнчен. Ку Ока Сахибшăн пуçхĕрлĕ ыткăнса ĕнсене хуçмалли тĕпсĕр шăтăк пулма пултарать. Хан вырăс хулисене çĕмĕрсе кĕмелли турсене çунтарса каялла чакма хушрĕ.
Вăл йăнăшмарĕ — аллах ăна куннинче те çак йывăр лару-тăрура мĕн тумаллине вăхăтра чухласа илме пулăшрĕ. Сахиб-Гпрейĕн халь ĕнтĕ пĕр шанчăк çеç юлчĕ — ясырь. Ясырь тесен тархасшăн — Сахиб-Гирей хăйĕн эшкерне ăна пуçтарма нихăçан та чарман.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...