Сĕве Атăла юхса кĕрет. Пĕрремĕш кĕнеке :: Улттӑмӗш пайӗ. Хусанти ӗҫсем
— Эпир те çавах-çке.
— Тăрантасса тăрантатпăр та, темскер, тав туни курăнсах каймасть-ха пĕрре те. Ялан тата пар, тата пар тесе çеç тăраççĕ. Вĕсене амăшĕ «тав» сăмаха вĕрентмен, — тет Нургали.
— Чăнах çапла пулĕ.
Пурин çинчен те калаçса пĕтерсен сăмах-юмах киле каясси пирки тапранчĕ.
— Эсир ăçтан çӳретĕр? — терĕ Нургали.
— Сĕве тăрăх, аслă çулпа.
— Аксу патĕнчен иртсе каятра?
— Иртетпĕр.
— Çарăмсан урлă каçатăр пулĕ-ха?
— Каçатпăр.
— Апла эсир пирĕн ял патĕнченех иртетĕр, Ахтупай! Кала-ха, ма пĕрре те кĕрсе тухмарăн ку таранччен?
Ахтупай именнĕ пек пулчĕ.
— Эпĕ сана ялан аса илнĕ, — терĕ вăл. — Анчах ял ятне лайăх астумастăп. Эс Аксуран инçе мар теттĕн. Ыттине йăлт маннă. Тата çакна астăватăп: эс Девлизер мăрса ялĕ тенĕччĕ. Пĕррехинче ыйтрăм та, тутарсем манран кулчĕç кăна. Девлизерăн унăн вунă ял та ытла теççĕ.
— Тĕрĕс. Ун ял нумай. Сĕве тăрăхĕнчи пысăк ялсем хан аллинче те Девлизер аллинче.
Часах вĕсем патне Аникей те пырса çитрĕ. Нургали унпа паллашса кăшт калаçкаланă хыççăн тахçанхи туссем киле кайма та пĕрлех тухрĕç. Тепĕр кунне вĕсем Сĕве хĕрринчи пысăк яла кĕчĕç те пĕр çĕмрĕк кĕпер умĕнче чарăнчĕç.
— Акă çакă ĕнтĕ вăл пирĕн ял, — терĕ Нургали урапа çинчен сиксе анса. — Халь лашăрсене çавăтса пырăр, мĕншĕн тесен пирĕн çырма урлă каçмалла. Ун урлă каçсан вара — манăн кил. Кунта вилмесен çут тĕнчере нумай пурăнатăр…
Ахтупай вăл тĕллесе кăтартнă тип çырма еннелле пăхса илчĕ. Çырми чăнах та акăш-макăш тарăн иккен, пăхсан чун çӳçенсе каймалла.
— Каçмаллах-и вара? — терĕ Аникей. — Тен, асапланас та мар? Чăрмантарма кирлĕ-ши сана, Нургали?
— Чипер калаç эсĕ, тăванăм. Эпир Ахтупайпа тахçанхи туссем. Пĕлетни, мĕнле çăлчĕ вăл мана Криуш патĕнче? Каласа пар юлташна, Ахтупай. Унсăрăн вăл пĕлмест пулĕ-ха.
Хăй вара юлташĕ калаçма пуçласса кĕтмесĕрех Аникее вунă çул каялла Ахтупай кил-йышĕ ăна вилĕмрен мĕнле çăлни çинчен каласа пачĕ. Ун сăмахĕ — хăй упа шăтăкне мĕнле анса кайни, ăна унтан мĕнле туртса кăларни, яла пĕчĕк ачана çавăтнă пек çавăтса таврăнни çинчен каласа кăтартни самаях кулăшла тухрĕ, вĕсем виççĕш те каçса кайсах кулчĕç.
Çырмара вĕсем чылайччен асапланчĕç, анчах çапах та Нургали килне хаваслăн пырса кĕчĕç. Пӳртрен вĕсене хирĕç Нургали арăмĕпе йышлă ача-пăча чупса тухрĕ. Ачисем вĕтĕр-шакăр кăна-ха хăйĕн, хăшĕсем çытма йĕмĕсене те пăрахман. Аслăраххисем картлашка çинчен ансанах лавсем патне чупрĕç, урапасем çине сиксе хăпарса темиçе утăм та пулин «ларса пыма» ĕлкĕрчĕç.
— Кш-ша! — чăхсене хăваланă пек хăваларĕ вĕсене ашшĕ. — Ăçта хăпарса ларнă эсир? Ак сире…
— Миçе ача вара санăн, Нургали? — терĕ Ахтупай пĕр ачине хăй ытамне илсе. — Пурте санăнах-и кусем?
— Э-э, миçе ачине пĕлместĕп. Шутлатăп-шутлатăп, шутласа кăлараймастăп. Табдулла, миçе ача-ха пирĕн? — ыйтрĕ вăл хăйĕн умне пырса тăнă вăталăх ывăлĕнчен.
— Улттă, — терĕ лешĕ.
— Шутла-ха, нихăшĕ те çухалман-и?
Ачи аллипе тĕллесе шутлама пикенчĕ.
— Пиллĕк, — терĕ вăл юлашкинчен.
— Никама та хăвармарăн-и? Какай валеçнĕ чух улттă тухать-çке.
— Хампа улттă.
— Çавна кала та. Манăн та пулкалать ун пекки: пĕрре шутлатăп — пиллĕк тухать, тепре шутлатăп — улттă. Тек хăвна манса ан хăвар.
Ахтупай лавне шăналăкпа карса лайăх çыхнăччĕ ĕнтĕ, киле çитмесĕр салтма шутламанччĕ. Анчах çак ытарайми ачасемшĕн салтмалла пулчĕ. Шăналăк айĕнчен тăмран тунă лаша кĕлетки тухрĕ, ăна курсан ачасем тĕлĕннипе хыттăнах ахлатса ячĕç.
— Ме, — терĕ Ахтупай пĕчĕкрех ачине. — Парне пултăр сана. Анчах пĕччен ан выля, ыттисене те выляттар.
Нургали арăмĕ Эмине Ахтупая сăнран Эрнепи пекех туйăнчĕ. Çавăн пекех çаврака питлĕ, çамрăк шăмшаклă, кăвак куçлă. Утти те Эрнепинни евĕрлĕрех — хĕр утти.
— Сана валли нимĕн те пулмарĕ, — пăшăрханса каларĕ ăна Ахтупай. — Айăп ан ту ĕнтĕ пире, пĕррелĕхе каçар.
— Рахмат, — терĕ Эмине. — Унпа та тăккаланмалла марччĕ. Хăвăр ача валли илнĕ ĕнтĕ эсир ăна?
— Хамăн пысăкланнă. Чăн-чăн лаша çине утланса та çӳреме пултарать, темех мар…
Ахтупайпа Аникей ку килте çĕр каçма çеç шутланăччĕ, вĕсен унта нумай пурăнма сăлтав çукчĕ. Анчах тул çутăлсан виççĕн лашасене пăхма тухрĕç те Аникей лаши хыттăнах уксахланине курчĕç.
— Иртерех шăвартăмăр пулмалла, — терĕ Ахтупай. — Ăшăлла пулчĕ пуль.
— Çавăн пек пулчĕ курăнать.
Нургали лашана антăс курăкĕ вĕретсе ĕçтерчĕ тата тем те пĕр ăрăмçăларĕ. Лаша уксахлани иртессе кĕтсе Ахтупайпа Аникей алла пуртă-пăчкă тытрĕç. Хуçапа пĕрле кивĕ пӳртĕн хăш-пĕр пĕренисене улăштарчĕç, çи виттине юсарĕç, выльăх картине çĕнĕрен турĕç. Вĕсем çапла виççĕн пĕр харăс ĕçленине кӳршĕсем те асăрхамасăр юлмарĕç, мĕн тăваççĕ-ха кусем тесе пĕрин хыççăн тепри чупа-чупа каçрĕç. Ыттисемпе пĕрле Нургали патне сăран атă тăхăннă лутра кăна тутар та пырса кайрĕ. Ячĕшĕн тем ыйтрĕ вăл Нургалирен, унпа тем çинчен сăмахларĕ.
— Шăршлама килчĕ, халех кайса систерет ĕнтĕ, — терĕ Нургали вăл тухса кайсанах.
— Кам вăл?
— Девлизер йытти. Яла ют çын килнине курсан тӳрех Девлизер меликĕ патне чупать. Лешĕ çынна ним айăп çук çĕртен тытса хупать те пĕрер эрне ĕçлеттерет. Унтан: халь кайма пултаратăн, эс камне тĕрĕслерĕмĕр тесе кăларса ярать. Ман шутпа, сирĕн тек тăхтаса тăма юрамасть. Темрен тем пуласси пур. Инкек пулсан çылăхĕ мана тивет. Ахаль те тарçăсене ĕçлеттернĕ пекех ĕçлеттертĕм сире.
Кил хуçи хăнасене тĕрĕс асăрхаттарнă иккен, нумай та вăхăт иртмерĕ, Нургали патне юлан утпа мелик хăй веçтерсе çитрĕ.
— Нургали, — терĕ вăл. — Сан патăнта темле ăстасем ĕçлеççĕ тет. Чăнах-и вăл?
— Чăнах, — пĕр хăрамасăр тавăрчĕ кил хуçи. — Хусан ăстисене илсе килнĕччĕ.
— Халь ăçта вĕсем?
— Ĕçне пĕтерчĕç те кайрĕç.
— Платниксем тет-и?
— Çавсем.
— Эх, ĕлкĕреймĕм, — хăй куляннине пытармарĕ мелик. — Мана пĕр ĕç валли платниксем питĕ кирлĕччĕ. Тек килмеççĕ-и вĕсем?
— Кам пĕлет, чĕнсен килеççĕ те пуль. Эс Хусана ярса чĕнтер вĕсене.
— Тепре килсен кала-ха эс мана. Хакне лайăх тӳлетĕп, пырса ĕçлеччĕр.
— Юрĕ, пырса калăп, — терĕ Нургали хăй тĕллĕн кулса. Ăшра вара хĕпĕртесе çапла каларĕ: «Телейĕ пур Ахтупайпа ун юлташĕн. Кашкăр çăварне лекмерĕç, шăп вăл килес умĕн тухса кайрĕç. Унсăрăн пĕр-ик эрнесĕр кăларса ямастчĕ-ха вĕсене, тыткăна лекнĕ çынсене ĕçлеттернĕ пек ĕçлеттеретчĕ. Пĕлетпĕр эпир эс мĕнле хак тӳленине!»
7. Çĕнĕ хуçа
Хаким пĕлтĕрех илтнĕччĕ, çакăнта таçта çĕнĕ ял пулмалла. Çыннисем Юмансарсем имĕш, темиçе кил ытти çĕртен куçса пынă тет. Çĕнĕ ял, Тукай ялĕ! Апла кунтан куçса кайсан та Криуш çывăхĕнче ялсем тытасшăн-ха эсĕ, чăваш ĕмпĕвĕ? Çук, пулмасть санăн ун пек ырă курасси. Санăн ялусем халь Урасмет аллинче. Çĕнĕ хан, хитре Джанали, вĕсене кунти хакима халалланă. Хир енче ялсем ларт хăвна валли, Çавалпа Энĕш патнелле аллуна ан тăс.
Хусантан таврăннă-таврăнман хаким хăйĕн çыннисене учĕсене йĕнерлеме хушрĕ.
— Манăн ялсене пăхса çаврăнатпăр, — терĕ вăл мăн кăмăллăн, чăн-чăн хуçа пек.
Пурте çавăнтах ăнланчĕç: Урасмет шĕкĕр хуларан çĕнĕ ярлыкпа таврăннă. Вăл çак таврара ӳлĕмрен те хаким пулса юлать, ку çеç мар, ăна хан ялсем те парнеленĕ. Ав мĕнле пурнăç пуçланчĕ Урасметăн: вăл ялсем тытать. Тукай пекех турхан вырăнĕнче апла вăл. Часах ак ялсем тăрăх хăйне валли ясак пуçтарма тытăнать. Кĕтĕвĕ-кĕтĕвĕпе выльăх пулать унăн, ялĕ-ялĕпе ана-çаран, кашни ялта — кермен пек çурт.
Çĕнĕ хыпара илтсен ăна пăхăнса тăракан çынсенчен хăшĕ-пĕрисем сехĕрленсе те ӳкрĕç курăнать. Халех мĕнле капăрчăк та вăл, Урасмет ун пек пуяс енне кайсан пушшех пуçне каçăртать пуль. Мĕнле калаçмалла-ши ун чухне хакимпа?
Вăрман варринчи Тукай ялне Урасметпа ун çыннисем аран шыраса тупрĕç. Темĕн вăхăт пурăнса пĕр йĕркеллĕ çул хывман унти чее халăх. Атăл хĕррине, хăйсен ĕлĕкхи ялне мĕнле çӳреççĕ-ши вара юмансарсем? Юрать-ха пĕр ют çын каларĕ, ак çак çырма тăрăх кайăр, тӳрех тухатăр терĕ, унсăрăн тупас та çук ялне.
Тукай ялĕнче Урасмет эшкерне курсан пĕтĕм халăх сехĕрленсе ӳкрĕ. Урама пĕр çын та тухмарĕ, ача-пăча çеç мар, мăннисем те хапхисене питĕрсе, карта алăкĕсене пăявпа çыхса лартса тĕрлĕ çĕре тарса пĕтрĕç. Хаким пуху хăвалаттарчĕ — хурал пӳртне никам та пухăнмарĕ. Килĕрен тепре чĕнсе тухма хушрĕ — каллех никам та çук.
— Ай кутăн та Юмансар çыннисем! — терĕ Урасмет шăлĕсене шатăртаттарса. — Лере мĕнле усалччĕ пирĕн ял халăхĕ, халĕ тӳре-шарасăр пурăнса татах пăсăлса кайнă. Чим, эп сирĕн кăмăлăра çемçететĕп. Эсир ман умра ташласа тăракан пулатăр, укăлча хапхи патне çăкăр-тăварпа тухса кĕтсе илетĕр мана кашнинче. Эп сире вĕрентмеспи? Çĕнĕ хуçа хăйĕн çыннисене ял тăрăх илсе кайрĕ.
— Килте кам пур? — кăшкăрчĕ хаким пурин килĕ умĕнче те чарăнса тăрса. — Халех уçнă пултăр. Унсăрăн çурчĕ-мĕнĕ йăлт ишсе хăваратăп.
Хăш-пĕр килсенче суккăр е хăлхасăр пулнă карчăксемпе стариксем курăнкаларĕç. Урасмет вĕсемпе калаçса тăмарĕ. Иштерек картишĕнчен ăна хирĕç тăхăр вуннăран иртнĕ Пикпав старик тухрĕ.
— Мĕн кирлĕччĕ сана, Урасмет? — хăюллăн ыйтрĕ вăл юлан утлă çынсем патне çывхарса.
— Халăх ăçта кайса пĕтнĕ, Пикпав мучи? Ма пĕр вăй питти çын та курăнмасть ялта? — терĕ хаким.
— Эх, Урасмет! Мĕн вăй питти çын шырамалли пур халь ялсенче? Пурне те çар сехметне хăваласа кайрĕç. Мĕн чухлĕ çын пĕтмерĕ пуль иртнĕ вăрçăра! Каяççĕ те таврăнмаççĕ, каяççĕ те таврăнмаççĕ.
— Сан Ахтупаю ăçта?
— Ăçта пултăр? Мăрса эшкерĕнче. Темиçе çул ĕнтĕ таçта хир енче пурăнать.
— Иштерек те килте çук-и?
— Килте мар, Урасмет. Иштерек те килте мар. Ик эрне каялла ямпа кайрĕ те — çук та çук. Те вĕлерчĕç ĕнтĕ çул çинче.
— Таврăнать пуль-ха, — терĕ хаким. Çавăнтах вăл старике ĕç хушасшăн пулчĕ. — Итле-ха, ырă çыннăм, Пикпав мучи, — йăпăлтатрĕ вăл. — Иксĕмĕр пуху пухаймастпăр-и халь ялта? Манăн ваттисемпе калаçса пăхас килетчĕ. Халĕ ĕнтĕ эсир ман çынсем, Пикпав мучи, Хусан патши ку яла Тукайран илсе мана панă. Эп пуху пухса çавăн çинчен пĕлтересшĕнччĕ. — Çапла каласа вăл старик çине тинкерсе пăхрĕ.
Пикпав мучишĕн ку сăмахсем хăйне вĕри шывпа сапнă пекех пулчĕç. Анчах нимпе те палăртмарĕ старик ку хыпар чĕрине йĕп пек чиксе кайнине.
— Пуху пухма халăх çук, — татса каларĕ вăл. — Кама чĕнен халь пухăва? Пĕчĕк ачасемпе йӳтенĕ карчăксене-и? Эх, пурнăç, пурнăç, кам суха пуç тытĕ-ши ĕнтĕ кĕркунне ыраш акма тухсан, Урасмет? Пĕтетпĕр кун пек эпир, пĕтетпĕр. Ах темесĕр сывлăш та тухмасть-çке пирĕн…
Урасмет унпа тек калаçса тăмарĕ, юрĕ-çке, мĕнле те пулин пурăнкалăпăр тесе мăкăртатса илчĕ те лашине малалла уттарчĕ. Ял тăрăх тухнă хыççăн вĕсем вăрман хĕрринчи пысăк кӳлĕ патне анчĕç, лашисене тăлласа çерем çине ячĕç. Апат пирки асăнсан пĕр карчăкĕ Патрик арăмĕн çурчĕ еннелле алă сĕлтрĕ, вăл тутлă пĕçерекен, çавăнта кайсан лайăхрах пуль тесе хушса хучĕ. Урасмет Патрик арăмне лайăх астăвать, хăйĕнчен кăшт аслăрах пулин те каччă чухне вăл ун патне улаха та çӳрекеленĕ. Çавăнпа та хаким пĕр ачапа çеç пурăнакан инке арăмăн хапхине хаваслансах пырса шаккарĕ. Патрик арăмĕ ăна курсан куçне чарса пăрахрĕ. Хăрарĕ-и вăл, хĕпĕртерĕ-и — Урасмет ăна сиссе юлаймарĕ. Çапах та инке арăм вĕсене кĕме чармарĕ, пĕçерме ним çукки пирки çеç ӳпкелешсе илчĕ.
— Кӳлĕре пулă пур-и? — терĕ Урасмет.
— Унта пур та-ха. Кӳлĕри пулă вăл хуранти пулă мар-çке.
— Эпир ним мар тытса килетпĕр. Сĕрекӳне çеç пар. Тытса килнĕ пулла çинĕ хушăра Урасмет тăршшĕпе хăйĕн ялĕсемпе мухтанса ларчĕ.
— Халь пурнăç кайрĕ ĕнтĕ манăн, Уканеш. Хусан патши хисеплет мана. Пĕрре ыйтсах тăватă ял пачĕ. Хамăр ял çĕрĕсем халĕ пурте ман алăра. Юмансарта пысăк кăна çурт лартатăп, кайăк вĕçсе каçайми хӳме тыттаратăп. Кунтан çур ялне каялла Атăл хĕррине куçарма тивет. Тем тесен те Юмансар вырăнне ун пек пушанса юлма памалла мар.
— Пирĕн ялта мĕн тăватăн ĕнтĕ, Урасмет? — ыйтмасăр чăтаймарĕ Уканеш.
— Кунта-и? — терĕ хаким чеен кулса. — Пулă çиме килкелесе каятăп. Кӳлĕ чаплă сирĕн, ай-яй, унашкал кӳлĕ таврара та çук. Тĕпĕ хăйăр, йĕри-тавра çерем. Тупата, çурт лартăттăм та пулă тытса кăна пурăнăттăм çав. Анчах Хусан патши ĕçсĕр пурăнма ирĕк парать-и? Нимпе те ĕçрен кăлармасть вăл мана.
Тухса каяс умĕн Урасмет — ӳсĕрпе-и, урăллах-и — кил хуçинчен мăшкăлласа пăхрĕ: çынсен умĕнчех ăна Элентей валли çураçма тапратрĕ.
— Мĕнтен начар каччă саншăн Элентей? — кăшкăрашрĕ вăл. — Сăнĕпе начар-и вăл, çулпа ытлашши ватă-и?
— Çулпа çамрăк-ха. Ман аттерен пĕр çул çеç аслă, — терĕ Патрик арăмĕ. — Эпĕ ĕнтĕ ачаллă, Урасмет. Эс ăна каччă тесе хĕр тупса пар. Тĕнчере хĕр пĕтмен-çке-ха, ма инке арăм илмелле? Хаким тарçине инке арăм илни килĕшмест те вăл.
Хăйне хирĕç тавăрма пуçланине курсан Урасмет чарăнчĕ. Пурин ячĕпе те тав туса хаким темле юрă юрласа ячĕ, унтан лашине илсе килме хушса пӳрт умне тухрĕ.
Ăна темле чаплă çынна утлантарнă пек утлантарчĕç, йĕнер çине çĕклесех лартрĕç темелле. Уканеш çакна курчĕ те тĕлĕнмеллипех тĕлĕнчĕ. «Ав мĕнле улпут пулса кайнă пирĕн Урасмет, — шутларĕ вăл. — Киле таврăнсан çĕлĕкне хăех хывать-ши хăть? Яшка çиме кашăкне хăех тытать-ши? Кур-ха эс ăна, патшаран та чаплă çын ку. Эп астăвасса кăтра çӳçлĕ путек анчахчĕ. Çулла пирĕн пекех вĕлтрен яшки çиетчĕç, мăян авăртатчĕç. Тукай алманчи пулса тăчĕ те йăл илчĕ, унтан пуйса кайрĕ. Темле асамлă сăмах пĕлет пуль вăл çынсене çавăрма. Ахаль пулсан мĕншĕн çавăн пекех пуйтарать ăна Хусан патши?»
Урасмет Патрик арăмĕ патĕнче мĕн калаçнипе пĕрре те ăша илмерĕ, ăна вăл кулса çеç ирттерсе ячĕ. Халь ял хуçине урăх шухăш канăç памарĕ. Ват çынсемпе сăмахларĕ хаким, инке арăм патĕнче хăна пулчĕ, ĕнтĕ унăн тем тесен те юмăç карчăка тĕл пулмалла. Çук, Сахвине инкен сехрине хăпартмасăр тухса каймасть вăл кунтан, ăна хăйĕн вăйне кăтартатех.
Вĕсем пынă чух юмăç карчăк çумри пахчара йывăçсем айĕнче çывăратчĕ.
— Сахвине инке, курмастăн-им, пӳртӳ çунать! — кăшкăрчĕ Урасмет юланутпа вĕрлĕк карта патне çитсе чарăнса.
Карчăк çакна илтсен алхапăл сиксе тăчĕ те никам çине пăхмасăр пӳртелле ыткăнчĕ. Пăртак тăрсан çиллес сăнпа каялла тухрĕ.
— Мĕн эсремет пек хăратса çӳретĕн, Урасмет? Мĕнле чуну лăпланмасть санăн мана вĕçĕмсĕр кӳрентерсе? — питлеме пуçларĕ вăл.
— Мĕн туса кӳрентертĕм вара эп сана, Сахвине инке? — ним пулман пек ыйтрĕ Урасмет.
— Эй, намăссăр! Кĕççе пит, ылханлă чун! Мĕнле чĕлхӳ çаврăнать санăн çапла мăшкăллама? Эс ман упăшкана вĕлертĕн, эс мана тем тĕрлĕ хĕн-хур кăтартрăн. Пĕтĕм тĕнче кураймасть сана, вĕре çĕлене.
— Ак халь ĕнтĕ эп сана тата хытăрах тыткалама пуçлатăп, Сахвине инке! — йĕнер çинчен çĕкленсе çухăрчĕ Урасмет. — Халь эс ман çын шутланатăн. Хусан патши сире ман алла шанса панă!
— Эпир сан çыннусем мар, Тукай мăрса çыннисем! — сурчăкне сирпĕтсе хирĕç кăшкăрчĕ юмăç карчăк.
— Çук, ман çынсем. Эс те манăн. Мĕн тăвас тетĕп, çавна тăватăп санпала. Хупас тесен халех витене хупса хуратăп. Асту, ытлашши ан тавлаш манпа, Сахвине инке…
— Тавлашма мар, эп сана питрен сурап. Эс ман хуçа-и? Эп сана пăхăнатăп-и? Вĕлер çакăнта, чуна кăлар, эс çын вĕлерме ăста, анчах сан хурру пулмастăп, тытамак чирĕ ерменскер. Пирĕн хуçа Тукай, Тукай! Эс тасал часрах ялтан. Пĕр яла пĕтертĕн, халь тепĕр яла тĕп тума килтĕн-и? Тухса кай часрах, тухса кай, эсремет!
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...