Сĕве Атăла юхса кĕрет. Пĕрремĕш кĕнеке :: Пиллӗкмӗш пайӗ. Телей шырани
— Ахтупай пирки калаçрăн-и эс? — ăна пӳлсе ыйтрĕ каччă.
— Ан тĕлĕнтер, Северьян. Хăш вăхăтра калаçам эп? Каларăм-çке, çĕрле çеç килчĕç тесе. Ак çул çинче темĕн çинчен калаçмалăх та вăхăт пур…
Северьян, санăн кайма вăхăт тенĕ пек, хĕвел çине пăхса илчĕ. Вăл ĕнтĕ чылай çӳле хăпарнă. Унăн ăшши çĕр çине ытларах та ытларах сарăлать. Ялта ĕне-сурăх макăрни илтĕнет — кĕтӳ хăвалама вăхăт.
— Ну, хăçан килеп терĕн-ха эс? Çу каçиччен пулмасни кунта тепре?
— Упăшка кăмăлĕ мĕнле çав. Тен, килĕп те. Эс, ху каланă пек, лайăхрах çурт лартма тăрăш унччен.
— Мăрсана та тухас мар-и тата?
— Тем пекехчĕ те, пулмасть пулĕ çав.
— Çук, эп мăрса пулмастăп, тӳрех патшана ларатăп, Нухрат.
— Северьян ятлă патша е князь пулнă-и ку таранччен? — пĕр кулмасăр ыйтрĕ Нухрат.
— Пулман. Пĕрремĕш эпĕ пулатăп.
— Чăнах, эп сана патшана лартнă пулăттăм.
— Каларăм-çке-ха, ларатăп терĕм.
— Патша пулсан мĕн тăватăн вара?
— Çĕре пĕтĕмпех ясачнăйсене валеçсе паратăп.
— Ман аттенне туртса илетне?
— Унне — чи малтан!
— Эх, усал! — терĕ Нухрат ăна тĕртсе ярам пекки туса. — Нихçан та патшана ан лартчăр сана.
— Кирлех те мар. Мана эс юратни те çитет. Эп халь хама хам ахаль те патша пекех туятăп.
— Çавна кала та. Мана та сансăр пуçне никам та кирлĕ мар.
Вĕсем иккĕш те пĕр-пĕрин патне туртăнчĕç. Малтан алăсем, унтан тутасем нумайлăха пĕрлешрĕç. Ĕнтĕ тек ним çинчен те калаçас килмерĕ.
Çӳлтен элекçĕ чакак вĕçсе иртрĕ. Вăл хăвалăхри савнисене уйрăлма вăхăт çитни çинчен систерсе хăварчĕ.
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...