Сĕве Атăла юхса кĕрет. Пĕрремĕш кĕнеке :: Пиллӗкмӗш пайӗ. Телей шырани
— Ку чăн сăмах, — кулчĕ Пикпав. — Кун пирки шутласа пăхас пулать. — Çăкалăх, Юманлăх, Çирĕклĕх, Çатракасси…
— Астăвăр, Тукай мăрсана килĕшекен ят тупмалла сирĕн, — терĕ Аликей.
— Тен, Тукай ялĕ?
— Ун пек те юрать. Тукай. Пĕр сăмахпа — Тукай. Ун Çавал тăрăхĕнчи ялĕ çавăн пек ятлă-çке.
— Тавах сана ăс панăшăн, — теме çеç пултарчĕ Пикпав.
5. Çеçен хир
Атăлăн сылтăм енĕ — тури çармăссемпе чăвашсем пурăнакан çĕр-шыв — тăршшĕпех вăрманлă. Хусана кайнă чух аслă çул вăрмантан тухмасть те темелле. Хирсем пĕчĕк, хăртса тунă уçланкăсем евĕр. Çул çинче ялсем сахал тĕл пулаççĕ, вĕсем Атăл сăртĕнчен аяккарах выртакан лапамсемпе çырма-çатрасене вырнаçнă. Ку ялсен çывăхĕнче нимле çеçен хир те çук. Юманлăх, çăкалăх, ăвăслăх, унтан кăшт çара вырăн, унтан каллех юманлăх, çăкалăх, ăвăслăх е хурăнлăх. Мĕнле çеçен хир пирки калаçрĕ Хусанта çамрăк ханăн аслă карачийĕ Булат Ширин? «Пур унта сирĕн çеçен хир, пур, кайса курăр, сирĕн хăвăр çĕр-шывăра лайăх пĕлмелле», — терĕ. Мухтаса илчĕ-ха тата вăл тавралăха: «Ытарма çук хитре унти çĕр-шыв, каларĕ тесе калăр акă, нимпе те пăрахса каймалла мар», — терĕ.
Тукайпа Сарыев çул тăршшĕпе çак сăмахсен тупсăмне тупас тесе пуçĕсене çĕмĕрсе пычĕç. Вĕсен тем тесен те Сĕве тăрăх тăвалла хăпармалла иккен, тем тесен те çеçен хире тухмалла. Ытларах çӳрĕр, ан васкăр, Пăлапа Карлă таврашнех çитме тăрăшăр терĕ-çке аслă карачи. Мĕн тума кирлĕ пулчĕç-ши ĕнтĕ вĕсене, хан тĕрминче эрне ытла ларса тухнă аякри мăрсасене, Карлăпа Пăла шывĕсем? Юхчăр хăйсем халиччен юхнă пек — анăçран тухăçалла-и е тухăçран анăçалла, çыннисем те (унта çын пулсассăн) халиччен пурăннă пек пурăнччăр. Анчах çук, çитсе курас пулать. Аслă карачи сăмахне итлемесен юрамасть. Аслă карачи сăмахĕ — хан сăмахĕ. Аслă карачи хушни — хан хушни.
Хушса та каламарĕ-ха хальхинче Булат Ширин вĕсене, ыт ахальтен çеç, таврăннă чухне «çула майăн» кĕрсе тухма сĕнчĕ. Унти хаким Бурнаш чипер кĕтсе илме тивĕç иккен мăрсасене. Лайăх пĕлеççĕ Тукайпа Сарыев вăл Бурнаш мăрсана. Нумай хур кăтартрĕ вăл Ту енчи мăрсасене хăй Юнкă тăрăхĕнче пурăннă чухне, нумай элеклерĕ вĕсем пирки Хусан княçĕсем умĕнче. Урасмет Тукая çунтарса ярсан мăшкăллама килех пынăччĕ Юмансара. Карамыш тусĕ ĕнтĕ, Урасмет тусĕ, мĕн каламалли пур ун çинчен. Халь хир енне куçарнă иккен ăна. Тукайпа Сарыевăн ун патне çитсе «хăна» пулмалла.
Чунĕпе, чĕрипе лайăх туяççĕ Тукайпа Сарри: Булат Ширин вĕсене Пăлапа Карлă таврашне ахаль хăваласа ямарĕ. Туяççĕ, анчах ун çинчен пĕр-пĕрне куçкĕретĕн калама хăраççĕ — вăхăт çитиччен нимпе те йышăнас килмест-ха хăйсем тĕлĕшĕнчен тухса тăнă хăрушлăха. Кам пĕлет, тен, вĕсем шутланă пек пулмасть, тен, аçа-çиçĕм куннинче те аякран иртсе каять.
Ун пек шутлама сăлтав сахалрах çав вĕсен. Çылăхсем ытла та нумай пуçтарăнчĕç юлашки çулсенче. Миçе хутчен каçару ыйтмарĕç пуль мăрсасем Мускав умĕнче пуç тайнăшăн? Вăрçă хыççăн вырăссем патĕнче тыткăнра пулчĕç. Ту енчи çĕр-шыва пырса çӳрекен тутар княçĕсене, улансене, хан çыннисене нумай кӳрентерчĕç, Сахиб-Гирей тусĕпе — Карамышпа вăрçса кайрĕç, юлашкинчен хăйсен ирĕкĕпе аслă князь патне çитсе килчĕç. Пĕрре каçарма пулать чăрсăр чăваш мăрсисене, иккĕ каçарма пулать, анчах ялан пуçран шăлма май çук ĕнтĕ. Ахаль те питех хытă тытмарĕ вĕсене Булат Ширин. «Хĕрхенет» мар-и ара аслă карачи хăйĕн тахçанхи тусĕсене! Ытти çынсем пулсан, çăмăллăх ыйтас çук эпĕ ханран, сирĕншĕн çеç, хамăн тахçанхи пĕлĕшсемшĕн, сăмах илтсе çӳретĕп тет кашнинчех. Чее хăтланать аслă карачи чăваш, ирçе, çармăс, удмурт мăрсисем тĕлĕшĕнчен. Айăпа кĕрсен Хусана чĕнсе (кирлĕ пулсан таканпа илсе пырса) хăратма та пĕлет, каçарма та пултарать. Ăнланать-çке вăл: çак çылăхлă мăрсасемсĕр вырăнти халăха тытса тăма май çук, чăваша е çармăса пăхăнтарма хан çыннисене чăваш е çармăс мăрсисем, турханĕсемпе тăрăнĕсем кирлĕ. Кăна мăрсасем хăйсем те аван чухлаççĕ. Унсăрăн Тукайпа Сарри халь, Мускава çитсе килнĕ хыççăн, Хусана мĕн тума пырса кĕччĕр? Тĕрмере çĕрме-и е Казанка хĕрринче çакса вĕлермелли такан çинче сулланса тăма?
Мăрсасем шутланă пекех, çамрăк хан вĕсене тӳрех такан çине ăсатасшăн пулчĕ. Тем те каласа хăртса тăкрĕ вăл, зиндик тесе намăслантарса пĕтерчĕ, урса кайнăскер, темиçе хутчен питрен пыра-пыра сурчĕ.
— Каллех Тукай, каллех Сарыев! — кăшкăрса пăрахрĕ Сафа-Гирей вĕсене курнă-курман. — Йăлăхтарчĕç мана вырăссене сутăннă мăрсасем! Калаçса çăвар тутине те ямастăп вĕсемпе. Халех Кабан хĕррине сĕтĕрсе кайăр. Кирлĕ мар мана унашкал гяурсем, тăшман патне тухса таракан кĕлмĕç мăрсасем.
Юрать Булат Ширин ун кăмăлне кăштах çемçетме пултарчĕ. Тукайпа Саррие пĕр эрне хупса усрарĕç те тепре хăратнă, тепре хытă ятланă хыççăн ирĕке кăларчĕç. Лайăх астăваççĕ-ха мăрсасем аслă карачи Сафа-Гирей умĕнче каланă сăмахсене.
— Юлашки хут каçарса пăхар вĕсене, юлашки хут тĕрĕслер, аслă хан. Çакса вĕлерме ĕлкĕретпĕр. Çапах Тукайпа Сарыев куназсем пирĕншĕн усăллă ĕç сахал мар тунă. Ĕлĕк вĕсем вырăссене — пирĕн тахçанхи тăшмансене — çав тери вăйлă аркатрĕç. Халь мĕн пулнă Тукайпа Сарыева — эп нимĕн те ăнланмастăп. Мĕскер, чыс-хисеп çитмест-и пирĕн ханлăхра, пурлăх çитмест-и?
— Патак çитмест! Нухай пушши çитмест! — кăшкăрчĕ çавăнтах Сафа-Гирей.
— Тен, хутран-ситрен вăл та кирлĕ пуль, — кулса каларĕ Булат Ширин. — Ялан тутлă апат çисен — йăлăхтарать, тепĕр чухне мĕн те пулин йӳççи тутанса пăхас килет.
— Тепринче пуçăрсене касатăп! Тек ман куç тĕлне пулма ан тăрăшăр. Ун чухне сире халиччен тунă ырă ĕçĕрсем çăлаймаççĕ, — чарăнма пĕлмерĕ çамрăк хан.
Тепĕр кунне аслă карачи мăрсасене хăй кăна йышăнчĕ. Калаçасса та вăл хальхинче çемçен, йăпăлтатса çеç калаçрĕ. Шӳт туса илчĕ тата.
— Сирĕнпе, чăвашсемпе, пурăнма пĕлес пулать. Унсăрăн эсир иртсе çӳренĕ чух хăнана та чĕнес темĕр. — Хушса хучĕ. — Вырăссем патне кайса килни темех мар. Вăхăт хивре халь, кам пĕлет, тен, хамăн та Мускава каясси пулĕ…
Каларĕ те тӳрех шăлне çыртрĕ — ытлашши сăмах тухрĕ пулас унăн. Унтан аслă карачи сăмаха мăрса ывăл-хĕрĕсем çине куçарчĕ. Камăн миçе ача, вĕсем мĕн таран çитĕннĕ, мĕн туса пурăнаççĕ, Хусана килсе çӳреççĕ-и — пурне те пĕлесшĕн пулчĕ ватă князь. Тукайпа Саррин авланнă ывăлсем пурри çинчен илтсен савăннă пек пулчĕ, ӳкĕтлеме пуçларĕ — Хусана килсен ма кремле илсе кĕмеççĕ вĕсем хăйсен ывăлĕсене, ма унпа тата ытти карачисемпе паллаштармаççĕ?
— Çитессинче аслă ывăлăрсемпе килетĕр. Унсăрăн сире йышăнмастăп, — хăратнă пекех каларĕ вăл уйрăлас умĕн. — Эп вĕсене хан эшкерне вырнаçтарма тăрăшăп, хăйсене тивĕçлĕ, чаплă мăрса ывăл-хĕрĕсене тивĕçлĕ ĕç тупса пама тăрăшăп…
…Ак хайхи Булат Ширин каланă вырăнсем пуçланчĕç. Вĕсем килсе тухнă çĕрте — Карлă леш енче — вăрман пачах çук иккен, тăршшĕпе çеçен хир тăсăлса выртать. Ялсем те курăнмаççĕ. Пăла тăрăх йăвă ларса тухнăччĕ. Мăрсасем пĕр яла кĕчĕç те кунта турхана шыраса тупрĕç. Тĕрĕссипе, ку вăл турхан пулмарĕ, унăн çирĕмсенчен иртнĕ ывăлĕ пулчĕ.
— Магмет, — терĕ вăл паллашнă хушăра ятне ыйтсан. — Хушаматпа Беззувов теççĕ.
— Аçу килте мар-им санăн? — ыйтрĕ Тукай.
— Килте мар çав. Аякра вăл кунтан, пăхса та курăнмасть.
— Ăçта-ши?
— Нухайра.
— Ăçта? Ăçта?
— Нухайра! — хăлхасăр çыншăн каланă пек хыттăн каларĕ Магмет. — Кунти чи хитре хĕрсене, арăмсене вăрласа каякансем çавсем ĕнтĕ. Выльăхсене те тиркемеççĕ. Вĕсем килсен ялта хĕрлĕ автан авăтать. Кăшт хирелле кайăр-ха, вара нухай камне пĕлетĕр унта.
— Аçуна çавсем илсе кайнă-и? — терĕ Сарыев.
— Çавсем. Пĕлтĕртенпех нимле хыпар та çук. Халиччен вĕлерчĕç те пуль е чуралăха сутрĕç пуль.
— Турхансене те чуралăха сутаççĕ-и?
— Тыткăна лексен кам пĕлет унта — те турхан вăл, те ахаль тарçă. Çамки çине çырса хуман. Сутас пулсан пурĕ пĕр укçа тӳлеççĕ. Турхансемпе мăрсасемшĕн ытларах та параççĕ пулĕ-ха.
— Хăрушă апла сирĕн енче пурăнма, — терĕ Сарыев.
— Сирĕн патăрти мар ĕнтĕ. Инçетри яла каяс тесен тĕкĕрçĕсемсĕр ан та тух.
— Хĕр вăрланă пек, лав çине çĕклесе те хураççĕ-и?
— Сиссе те юлаймастăн. Анчах лавпа килмеççĕ вĕсем, ут утланса çеç. Çĕклесе илеççĕ те кантрапа наччас йĕнер çумне кĕлте çыхнă пек çыхса лартаççĕ. Шик! шăхăраççĕ те хир урлă тапса сикеççĕ. Лаша тени йышлă нухайсен, çуран вĕсем ниçта та çӳремеççĕ.
— Лаша йышлă ĕнтĕ, ку тĕрĕс, — килĕшрĕ Тукан мăрса та. — Курнă эп, Хусан пасарне кĕтĕвĕ-кĕтĕвĕпе лаша илсе пыраççĕ. Хăйсен те пур унта, вăрлани те сахал мар пулĕ.
Нухайсем пирки калаçса тăрансан мăрсасем Магметран кунти çынсем ытти енчен мĕнле пурăнни çинчен те самай тĕплĕн ыйтса пĕлчĕç. Çĕр нумай иккен хир енче, хăш-пĕр çулсенче анасем акăнмасăрах юлаççĕ. Çынсем вара сахалрах. Халăх нухайсенчен хăраса вăрманлăрах вырăнсене куçа-куçа каять. Хырçă-куланай ытти çĕрти пекех кунта: ясак та тӳлемелле, сулăм укçипе выльăх апачĕ те памалла.
Магмет ку енчи хакима та лайăх пĕлет-мĕн. Вăл малтан ун патне çул кăтартрĕ, унтан, мăрсасем умĕнче ырă ятлă пулас тесе-и, хăйĕн çыннисемпе пĕр пысăк яла çитичченех ăсатса ячĕ.
Каялла таврăннă чухне Тукайпа Сарри çамрăк мăрса патне кĕреймерĕç. Атăл тăрăх хăпаракан аслă çул çине вĕсем Сĕве çуммипе çаврăнса иртрĕç.
— Ну, хăта, çеçен хир кăмăла кайрĕ-и сана? — ыйтрĕ Сарри ялан юртăпа пыракан Тукая хăваласа çитсе.
— Саншăн мĕнле пек? — терĕ Тукай.
— Мана питĕ килĕшрĕ ку таврари çĕр-шыв. Юрать, Булат Ширин ырă канаш пачĕ те, килсе куртăмăр.
— Апла куçса килме юрать те пулĕ? Хаким — паллакан çын кунта, иксĕмĕр те пĕлекен Бурнаш. Акмалли çĕр нумай, çаран нумай. Çырмасенче пулă кĕшĕлтетсе кăна тăрать. Хусана çӳреме кăшт çывăхрах та пек. Булат Ширин патне чалăм тума ним мар кайса килме пулать. Çапла-и?
— Çапла пулмасăр. Кунсăр пуçне нухайсем те юнашарах ав. Лайăх ут туянас тесен вĕсем патне çеç çитсе килетĕн. Тепĕр тесен кайма та кирлĕ мар, хăйсемех пыраççĕ. Ирĕк çĕр-шыв ĕнтĕ, час-часах килсе çӳрес кунта ӳлĕмрен.
Вĕсем иккĕшĕ те пĕр харăс кулса ячĕç.
— Сан шутпа мĕнле, Булат Ширин пире çакăнта яланлăхах куçарма шутламасть-и? — чееленсе ыйтрĕ Сарри мăрса.
— Шутлать кăна мар, ун пирки вăл Сафа-Гирейпе те калаçса татăлнă, — терĕ Тукай.
— Чăнах те?
— Тупата туршăн çапла. Ахаль пулсан пире мĕн шуйттан тума кĕме хушрĕ вăл Сĕве леш енне? Анчах, хăта, пирĕн те айван пулма юрамасть. Вĕсем пире лерен, вир енчен, тымарĕпех туртса кăларасшăн. Пирĕн иксĕмĕрĕн пĕрле килмелле мар, хăта, пĕрин çеç килмелле. Е санăн, е манăн. Пĕрин вир енчех юлмалла. Унсăрăн ялсем çухалаççĕ. Эпир çара çерçи пек тăрса юлатпăр.
— Ку тĕрĕс, — килĕшрĕ Сарри. — Ват супнă темерĕн, мĕнле алла илесшĕн вăл пире! Эй çăвать, эй çăвать. Пĕр аллипе пуçран ачашлать, тепĕр аллипе çунакан вута тĕртет. Чăнах, хăта, эс каланă пек тумалла: пĕрин килмелле, унсăрăн май çук пуль ĕнтĕ, теприн вырăнтан та хускалмалла мар. Тен, унта-кунта çӳремелле пулать. Мускава кайса килмелле-и, Хусана-и. Вырăссем тĕк вырăссем, тутарсем тĕк тутарсем. Анчах пуçа çухатмалла ан пултăр, эс каларăшле, çара çерçи пек тăрса юлмалла ан пултăр.
— Ывăлсем пирки мĕн шутлатăн эсĕ, хăта? — малалла тĕпчерĕ Тукай. — Илсе каятпăр-и вĕсене ханпа паллаштарма, Булат Ширина кăтартма?
— Илсе каймасан май çук. Эпир сăмах патăмăр. Каларĕ-çке Булат Ширин, ывăлăрсемсĕр килсессĕн йышăнмастăп та сире терĕ.
— Илсе кайни мĕне пĕлтерет, çавна чухлатни?
— Ăна чухлама нумай ăс кирлĕ мар-çке. Пире çеçен хире ăсатасшăн, ывăлсене аманат тесе Хусанта хăварасшăн. Ак илсе пырсан Булат Ширин калать ĕнтĕ: сирĕн ывăлăрсем Сафа-Гирее кăмăла кайнă, хан вĕсене хăйĕн аскерĕсем туса хурасшăн тет. Вара пирĕн ачасене сăнчăрти пек тытма пуçлаççĕ. Пире те алăран вĕçертмеççĕ.
— Тĕрĕс тĕшмĕртетĕн. Çавăн пек тăвасшăн та вĕсем. Ман Туканашăм ахаль те Хусантах пурăнать те-ха, çапах халь вăл таçта та тухса çӳрет. Киле те пыркаласа каять. Ун чухне мĕн пулĕ?
— Турă пĕлет.
— Турă пĕлет те-ха, хамăрăн та малтанах чухласчĕ. Пит хĕстерсен эс çапах та хан патне кĕçĕн ывăлна илсе кай, Пикпулата мар.
— Ун пек тума май килĕ-ши?
— Килтерес пулать.
Хусан çулĕ вăрăм. Лашасем пылчăка çăраççĕ те çăраççĕ. Мăрсасем тĕрмере мар ĕнтĕ, ирĕкре, вĕсем килелле çул тытаççĕ, çапах та ăшра канăç çук. Пуласлăх тĕтреллĕ. Мĕн кĕтет вĕсене тăван килте? Мĕн кĕтет вĕсене тепре кайсан шĕкĕр хулара? Хусан, Хусан, ахаль çынсене çеç мар, мĕскĕн çынсене çеç мар, мăрсасене те шиклентеретĕн иккен эсĕ, Хусан!
6. Северьян
Хĕвел анăçалла васкать. Кайăк хăйĕн йăвине васкать. Северьянăн ăçта васкамалла? Унăн çак тĕнчере тăван-пĕтен те, кил-çурт та çук. Вăл çĕр çинче хир тăрăх вĕçекен мăян вăрри пекех — ăçта вĕçтерсе каять мăян вăррине çил, вăл çавăнта пырса çапăнать. Северьян та çавах — ăçта кустарса каять ăна пурнăç кустăрми, вăл çавăнта пырса тĕкĕнет. Ак икĕ çул ытла Хусанта пурăнчĕ тимĕрçĕ. Тукай ăна малтанхи çулах каялла Юмансара илсе кайма пулнăччĕ, темскер ĕç ăнмарĕ унăн. Тутарсем мăрса сăмахне итлемерĕç курăнать. Вара вăл хăйĕн тимĕрçине манмаллипех манчĕ. Северьян шанчăка та çухатнăччĕ ĕнтĕ, çамрăк ĕмĕре Хусантах, урари таканпах ирттермелле пулать тесе кулянма тытăннăччĕ, çав вăхăтра ун патне мăрса ывăлĕ Туканаш чупса пычĕ.
— Хатĕрлен, — терĕ вăл, — ырантан тепĕр кун атте патне çеçен хире каятпăр.
— Мĕнле çеçен хире? — ăнланмарĕ Северьян.
— Сĕве леш енне, аякка. Пĕлмесни, халь пирĕн атте унта пурăнать. Хусан патши ăна çеçен хире крепоçсем тума янă.
Кур-ха, пĕлмесни тет. Унашкал япаласене пĕлсе тăма вăл хан патне кремле çӳрет-и е Тукай хăй кĕрсе каласа панă-и ун çинчен? Вăл ĕнтĕ икĕ çул посад урамĕ тăрăх утса курман, икĕ çул Атăл çинче пулман. Северьян халь тарçă та мар — ĕçлекен выльăх, иртен пуçласа каçчен тар юхтарса ĕçлекен выльăх. Тимĕрçĕ лаççине те урари такана хывмасăрах илсе пыраççĕ ăна. Каçпа çĕр каçма тĕттĕм пӳрте хупса тул енчен питĕрсе илеççĕ. Эс ху пĕрре килсе куртăн-и Северьян мĕнле пурăннине çак хушăра? Ун йывăр шăпи пирки кăшт та пулин шухăшларăн-и?
Çапла каласшăнччĕ тыткăнри тимĕрçĕ мăрса ывăлне — шарламарĕ. Ун вырăнне лăпкăн çеç:
— Тепĕр кун кĕретĕн-и вара мана илме? — тесе ыйтрĕ.
— Кĕретĕп, — терĕ Туканаш.
— Унччен мана ăçта та пулин ăсатмаççĕ-и? Эс килĕн те, вăл вăхăтра эп таçта нӳхрепре ларăп. Шыраса та тупаймăн.
— Çук, ун пек пулмасть. Атте Булат Ширинпа хăйĕнпе калаçса татăлнă. Ун сăмахĕнчен тухма пултараймаççĕ. Булат Ширин вăл хан пекех аслă, хан пекех хăватлă.
— Аслă çынна та улталама пулать, Туканаш. Эпир сисмен те, тухса тарнă вăл вырăс теççĕ те, ĕçĕ те пĕтрĕ.
— Каламаççĕ. Чиперех парса яраççĕ, ан иккĕлен, — терĕ мăрса ывăлĕ.
Туканаш улталамарĕ. Булат Ширин сăмахĕ чăнах та çирĕп иккен. Ак вĕсем мăрса ывăлĕпе çеçен хирти пĕр пысăк яла çывхарса пыраççĕ. Çĕнĕ крепость вырăнĕ çакă-ши ĕнтĕ? Тукай çакăнта пурăнать-ши? Туканаш нимĕн те шарламасть. Куçа кĕрсе тĕпчеме аван мар.
Мăрса ывăлĕ алăри чĕлпĕрне кăрт та карт турткаласа илет — килне часрах çитесшĕн пулас. Северьян ниçта та васкамасть. Ăна хирте лайăх. Хăçантанпа сывламанччĕ-ха вăл кун пек таса та уçă сывлăшпа. Ик енĕпе те лаша пытанмалла кăлкан, утмăл турат, кашлич, тĕрлĕ хыт-хура кашласа ларать. Сăмсана пĕрре пĕтнĕк шăрши, тепре армути шăрши киле-киле çапать. Тӳпере, пуç тĕлĕнчех, тăрисем туй тăваççĕ. Çапла пĕр эрне хушши кайĕччĕ Северьян хирпе. Алăра чĕлпĕр пултăр, пуç тăрринче кăвак тӳпе пултăр, умра çеçен хир сарăлса вырттăр. Ăçта васкамалла унăн? Кам кĕтет ăна çак ĕмĕр çитсе курман ют çĕр-шывра?
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...