Сĕве Атăла юхса кĕрет. Пĕрремĕш кĕнеке :: Пиллӗкмӗш пайӗ. Телей шырани


Хăмăш пекех пĕвĕм ман

Улăм ури пулайрĕ;

Сар ука пек çӳçĕме

Хурăн шурри çапайрĕ,

Пан улми пек питĕме

Хура куççуль хуратрĕ;

Манăн çутă сăнăма

Çутă уйăх туртса илчĕ;

Манăн хĕрлĕ сăнăма

Хĕрлĕ чечек туртса илчĕ;

Чĕвĕл-чĕвĕл сассăма

Чĕвĕл чĕкеç туртса илчĕ;

Шăнкăр-шăнкăр юррăма

Шăнкăрч чĕппи туртса илчĕ.

Чăваш халăх юрри

1. Сывă пул, Атăл!

Кун пекки пулманччĕ-ха — эрне хушшинче яла умлă-хыçлă виçĕ хут вут тĕртрĕç. Тата çĕрле те мар, кăнтăр кунĕнчех. Ниме хĕрхенсе тăман вут-çулăм Юмансарта пĕр тĕрĕс-тĕкел урам та хăвармарĕ. Хăш-пĕр урамсем ним юлми шăкăрах çунса кайнă. Пур çĕрте те кĕл те кăмрăк, кăмрăк та кĕл. Пахчасенчи юри лартса ӳстернĕ пилешсемпе хурăнсем, урамсенчи ĕлĕкхи вăрмантан юлнă хурамасемпе çӳçесем йăлтах ĕнсе, хуралса ларнă. Çулçă пĕтнĕрен вĕсем илемсĕррĕн çеç мар, темле тăлăххăн, сивлеккĕн, хăрушшăн курăнаççĕ.

Çитменнине тата, никамран ыйтса пĕлме те çук — мĕн пулнă ялта, кам çав териех тĕп тунă ăна?

Ахтупайпа Ятламас Тукай мăрсапа пĕрле Мускава каяс умĕн хытах шар курнăччĕ Юмансар. Тукай хăех каланăччĕ ун чухне, Урасмет мана кураймасăр, пĕр маншăн вут тĕртрĕ яла тенĕччĕ. Анчах вĕсем кайиччен Тукай кил-çурчĕпе темиçе кил çеç çуннăччĕ. Ял ял пекехчĕ — выльăх-чĕрлĕхĕ те, кайăк-кĕшĕкĕ те пурччĕ; урамра ачасем вылятчĕç, мăрьесенчен тĕтĕм мăкăрланатчĕ: ирхине çынсем хире, вăрмана васкатчĕç. Хĕвел тухиччен хускалатчĕ ял, хĕвел анса тĕттĕм пулсан лăпланатчĕ. Халь ак пăхсан чун çӳçенет. Ял пĕтнĕ. Ял вырăнĕнче — çăва.

Çăвапа иртнĕ пек иртрĕç Ахтупайпа Ятламас тăван урамсем, касăсем тăрăх. Пĕр çын та куç тĕлне пулмарĕ. Пĕр йытă та вĕрсе кăтартмарĕ хирĕç чупса тухса.

Ахтупай кил вырăнне çитсен вĕсем картиш йĕри-тавра ун-кун пăхкаласа çаврăнчĕç те, ĕнтĕ ниçта каймалли çук тенĕ пек, çӳллĕ пилеш йывăççи айне тăсăлса выртрĕç. Пахчари ытти йывăçсем çап-çара лараççĕ, вĕсем çинче пĕр çулçă та тупаймастăн; пилеш йывăççи çинче — тĕсне çухатнă çупкăмсем. Çупкăмсем те мар вĕсем — вутпа пиçнĕ хура чăмаккасем. Нихçан та курман Ахтупайпа Ятламас çакнашкал хура пилеше, ак курма тĕл килчĕ.

Ахтупай хăйĕнпе юнашар выртакан Ятламаса тем каласшăн пулчĕ, анчах лешĕ ăна кĕпе аркинчен картах туртрĕ.

— Ш-ш-ш! Хыçалти каспа пĕр хĕрарăм килет.

— Ăçта? — терĕ шăппăн Ахтупай.

— Ав йăмра айккинелле пăх, — терĕ Ятламас.

— Кам-ши вăл?

— Ан васка. Кунталла килет.

— Палларăн-и?

— Палларăм.

Ара, вăл çынна Юмансарта кам палламĕ? Ялти чаплăран та чаплă юмăç — Сахвине карчăк. Çавă кукăр патаккипе унталла-кунталла тĕлли-паллисĕр тĕккелесе урамран урама çӳрет. Вăл та ялти çынсене шырать. Тамаша, ăçта кайса пĕтнĕ юмансарсем? Ытла пĕр çын чунĕ те çук-çке. Çын терĕн-ха, выльăх таврашĕ те тĕл пулмасть иçмасса. Урăх çĕре куçса кайнă-ши Юмансар ялĕ е пурте вилсе пĕтнĕ-ши? Тепĕр тесен, çын вилли те курăнмасть-çке ниçта та.

Тĕлĕннипе ăсран тухăн çав: юмăç карчăк хăйĕн ĕçĕпе Турханкассине виçĕ кунлăха çеç кайса çӳрерĕ, çак виçĕ кунра тăван ялтан нимĕн те юлман. Илтессе илтнĕччĕ-ха вăл, Турханкассинче пурăннă чухнех хăлхине кĕнĕччĕ унăнне: малтан тутарсен аллине ан çакланччăр тесе вырăссем мĕн пур утă капанĕсене вут тĕртнĕ имĕш, унтан яла тутарсем темиçе хутчен çунтарнă. Çапах та çыннисем пулмалла-çке, çыннисем ниçта та кайса кĕмелле мар. Питех те сарăплă ĕç пулса иртнĕ курăнать ялта, такам Юмансар киреметне çав тери тарăхтарнă пулмалла.

Сахвине карчăк хăйĕн упăшки ялта мучавăр шутланнине аса илсе çийĕнчех киремет картине çитесшĕнччĕ, унта аслă киремете чӳклесе хăварасшăнччĕ, анчах çав вăхăтра ун умне кĕтмен çĕртен ик юлан ут тухса тăчĕç. Витĕр мар куçĕсене чаркаласа лайăхрах пăхрĕ те юмăç карчăк лаша çинче мăнаçлăн ларса пыраканнисенчен пĕри Урасмет пулнине палласа илчĕ. Вăл хăранипе шартах сикрĕ, хăвăрттăн хĕвел тухăçнелле çаврăнчĕ, тем мăкăртатса турра кĕл тума тапратрĕ.

— Эс халĕ те пурнатни-ха çĕр çинче, йӳтенĕ катемпи? — шăл витĕр каласа хучĕ Урасмет. — Эп сана тахçанах леш тĕнчере хăвăн çылăхусене каçарттаратăн пулĕ тесе.

Сахвине ăна хирĕç пĕр сăмах та чĕнмерĕ, вăл çав-çавах турра кĕл турĕ.

— Кам вара ку? — тутарла ыйтрĕ Урасметпа пĕрле килнĕ çамрăк çын, çав тери чаплă тумланнăскер.

— Ку-и? Турăран та, кирек мĕнле ханран та, ĕмпӳрен те, киреметрен те вăйлă çын. Юмăç карчăк. Чăн-чăн тухатмăш эппин. Хушас-и, вăл сана пĕрре куç хупса иличчен тухатса пăрахать. Халех йытă пулатăн та хам-хам! тесе вĕрме пуçлатăн.

— Кирлĕ мар, — терĕ лешĕ кулса. — Ан çыхлан унпа. Эс ху хăрамасни вара ку карчăкран?

— Эпĕ — çук, хăрамастăп. Мĕншĕн тетни? Вăл тухатни мана витмест.

— Мĕнле вара апла?

— Çаплах. Эпĕ — çак тĕнчере унран хăраман пĕртен-пĕр çын. Ĕненмесен хăйĕнчен ыйтма пултаратăн. Çапла мар-и, Сахвине кинемей. Кала ĕнтĕ мĕн те пулин. Манăн сан йĕс шăнкăрав пек сассуна илтес килет. Нумай пулать эпир санпа пуплеменни, питĕ нумай пулать.

Вĕсем карчăк умĕнче тата пăртак кĕтсе тăчĕç, унтан вăл пурĕ пĕр сăмах хушас çуккине пĕлсе лашисене малалла уттарчĕç.

Юмăç карчăк çак вăхăтра чунтан тулашнипе пĕтĕм шăм-шакĕпе сиксе чĕтрерĕ, вăл Урасмета тем каласа хăртма, каласа хăртма çеç-и — çурса тăкма хатĕрччĕ, анчах ват çын мехелĕпе хăйне тытса чарма вăй çитерчĕ, усалпа çыхланас темерĕ. Иртсе кайтăр эсремет хăйĕн çулĕпе! Шалчи тулĕ-ха хăçан та пулин, Сахвине ылханĕ çитĕ.

Урасметпа Хусан хăни чылай аякка кайсан тин юмăç карчăк хăйĕн чĕлхине ирĕке ячĕ.

— И-и, аçа çапман эслепсĕр çын! Кашкăр çăварне лекмен нĕрсĕр чун! — терĕ вăл. — Лашу çинчен месерле персе анмалла пултăр санăн паянах. Аллу çĕртĕр, уру çĕртĕр. Куçу-пуçу йытта лектĕр. Шăмму витĕр çĕлен шăхăртăр, Пӳлĕхçĕ турă, сир мана çав эсрелтен, сир. Эй, пурне те пăхăнтарма пултаракан киремет, хăвна итлемен ăçти çуксене хăватна кăтарт. Леш тĕнчере те ырă ан куртăр çав Урасмет, леш тĕнчере те тамăк хуранĕнче асаплантăр вăл. Пĕт эсĕ, Урасмет, пĕт, тьфу, тьфу, тьфу.

Темле вăрçсан та чунĕ лăпланмарĕ-ха Сахвине карчăкăн. Ăна çав-çавах тем çитмен пек туйăнать. Ял пĕтнĕ ĕнтĕ, унта пурнăç сӳннĕ — ку инкеке вăл пĕлет. Çыннисем таçта çухалнă, ăна кĕтмесĕрех мур тĕпне тухса кайнă — ку инкеке те туять. Тата мĕн пулнă-ши уншăн? Ма ăшĕ пит вăркать-ха урампа пынă çĕртех?

Тинех ăнланчĕ Сахвине карчăк. Ара, унăн упăшки таçта çухалнă-çке. Исампай çук. Ăçта Исампай? Тем тесен те вăл карчăкне кĕтсе илмесĕр ялтан тухса кайма пултарайман. Исампай Сахвинене çапла пăрахса хăварать-и? Çук, çук, ăна тем пулнă. Пӳрт ишĕлчĕкне лайăхрах тĕрĕслемеллеччĕ, тен, упăшки çавăнтах выртатчĕ пулĕ.

Юмăç карчăк вырăнтан хускалчĕ те такăна-такăна хăйсен урамнелле васкарĕ. «Упăшкасăр мĕнле-ха вара? Исампая тупмаллах. Ырă-и, усал-и — хам упăшка», — шутларĕ вăл кăмрăкланнă пĕренесем урлă пĕшкĕне-пĕшкĕне каçса.

Унччен те пулмарĕ, çывăхра такам юри ӳсĕрнĕ пек тунă сасă илтĕнчĕ. Эх, çав Урасмета! Халĕ те тухса кайман-и вăл вĕре çĕлен ялтан? Чăнах, ăна хирĕç каллех çынсем килеççĕ. Куннинче юлан утпа мар, çуран. Анчах, телее, кусем Урасметпа Хусан хăни пулмарĕç, урăххисем пулчĕç. Камсем-ши? Куç витĕр мар та, сасă памасăр паллас та çук.

— Мĕн шыратăн, Сахвине инке? Мĕн туса çӳретĕн ялта пĕр-пĕччен? — илтĕнчĕ паллакан çын сасси. Иштерек ывăлĕ Ахтупай. Çавă. Тепри кам-ши тата? Ятламас пулĕ ĕнтĕ, вĕсем ялан пĕрле çӳрекен. — Сахвине инке, Исампай ӳтне шыратăн пулсан вăл Ятламас килĕнче…

Мĕн терĕ çак Иштерек ывăлĕ? Исампай ӳчĕ Ятламас килĕнче темерĕ-и? Ма унта пултăр-ха Исампай ӳчĕ? Сахвине инкен куçĕсем хуралса килчĕç. Вăй пĕтнине туйса вăл кĕл купи çине тĕшĕрĕлчĕ. Нумай ларчĕ-и, сахал-и, тăна кĕнĕ пек пулса вырăнтан хускалчĕ те урлă-пирлĕ выртакан çуннă пĕренесем хушшипе Ятламас пӳрчĕ патнелле сулланчĕ.

— Исампай, ăçта кайса кĕтĕн эсĕ, манăн шанчăклă упăшкам?

Хăвăнтан пытараймăн, Ятламас уншăн яланах хаяр тăшман вырăнне шутланнă. Нумай тарăхтарнă вăл ăна нăйăлти сĕрме купăсĕпе, чараксăр чĕлхипе тата ваттисене хисеплемесĕр тунă вырнаçусăр ĕçĕсемпе. Миçе хутчен ылханман пулĕ вĕсем Исампайпа иккĕшĕ çав пуçтах та чарусăр Ятламаса! Урамра хирĕç пулсан та сăмах чĕнмен. Çуртне нихçан та ура ярса пусмастпăр тесе тупа тунă. Ак халь кĕрес пулать, курайман çыннăн çĕр пӳртне кĕрсе тăрас пулать.

Çук, Сахвине инкен Ятламас килне кĕме тĕл килмерĕ. Пӳрт умне пырса çитсен вăл ĕннĕ курăк çинче юнашар виçĕ виле выртнине курах кайрĕ. Исампая карчăк çийĕнчех палларĕ — вăл тăхăннă тумтир нимĕн чухлĕ те çунман. Ыттисем иккĕшĕ те çаппа-çарамасах выртаççĕ. Витнĕ кипкисене сирсе вĕсене чылайччен хыпашларĕ карчăк, юлашкинчен çапах та палласа илчĕ. Пĕри Тукай мăрсан малтанхи арăмĕ Ухтепи, тепри — мăрса тарçи Патрик иккен. Вĕсене виççĕшне те çакса вĕлернĕ курăнать, кайран ял çыннисем ан пĕлччĕр тесе вутта пăрахнă. Анчах тахăшĕ вилесене вутран сĕтĕрсе кăларма ĕлкĕрнĕ. Эх, тупата туршăн, мĕн усал тунă-ши Урасмета Исампай? Ма унашкал хур кăтартрĕ-ши вăл ăна?

Сахвине инкен пĕркеленсе пĕтнĕ пит çăмартисем тăрăх куççуль шăпăртатса анчĕ, чĕлхе вĕçне каллех ылхан сăмахĕсем килсе капланчĕç.

— Эх, Урасмет, Урасмет, — мăкăртатрĕ юмăç карчăк. — Этем çуратнă-ши сана е вĕре çĕлен чун кĕртсе хăварнă-ши? Ма маларах пĕтмен-ши эсĕ, тĕнче кӳштекĕ. Çĕр мĕнле чăтать сана, çавăн пек эслепсĕр этеме? Пĕт эс часрах, пĕт. Ыр вилĕмпе мар, асаплă, хĕн-хурлă вилĕмпе вил. Ачу-пăчусене пурне те шалкăм çаптăр, мĕн пур тăванусем юхан-суранран ан тасалайччăр. Хăватлă киремет, çав ăçти çука çине-çинех хаса ярса асаплантар. Вилсен те шăммине çăхансем салатчăр, тьфу, тьфу, тьфу…

Карчăк мĕн пур вăйне пуçтарчĕ те Исампай ӳтне айккинерех илсе хучĕ. Пытарма тесе пулас, ăна урам урлă хăйсен картишнелле йăтса кайма хăтланчĕ. Анчах кăна тума хал çитмерĕ. Вара Сахвине карчăк шĕвĕр патак шыраса тупса çавăнтах шăтăк чавма пикенчĕ. Вăл çапла тăрмашнă хушăра картишне Ахтупайпа Ятламас килсе çитрĕç.

— Ун пек мар, Сахвине инке, ял çăвинех пытаратпăр вĕсене, — терĕ Ахтупай лаши çинчен анса.

— Этемле, ваттисен йăлипе пытарсан аванччĕ те, — килĕшрĕ юмăç карчăк.

— Çавăн пек пытарасшăн та эпир.

Каç пулнă тĕле вĕсем виçĕ виллине те вăрман хĕрринчи çăвана тирпейлесе чикме ĕлкĕрчĕç. Юмăç хушнă пĕтĕм ĕçе тунă хыççăн арçынсем çăвăнса тасалас ĕмĕтпе Атăл хĕрринелле анса кайрĕç. Сахвине инке сасартăк вăйран тайăлса çăва çинех ларса юлчĕ. Ахтупай: «Ăçта каятăн ĕнтĕ, Сахвине инке? Пирĕннисем патнелле çул тытатни?» — тесе ыйтсан карчăк ăна пĕр сăмах та тавăрса каламарĕ.

Атăл патне çитмен-ха, анчах вăл çывăхрах иккенни сисĕнет ĕнтĕ. Питсене варкăш çил килсе сĕртĕнчĕ — Атăл çилĕ! Вăрманти урапа çулĕнчен çурçĕрелле вĕçĕмсĕр сукмаксем юплене-юплене каяççĕ — Атăл хĕрринелле анакан сукмаксем! Мĕн ачаранпа çакăнта ӳссе çитĕнсе сахал чупнă-и Ахтупайпа Ятламас вĕсем тăрăх, сахал анса хăпарнă-и?

Акă çул кукăрăлчĕ, вăрман сайралчĕ, часах Атăл курăнмалла. Сисрĕç арçынсем, вĕсен чĕрисем хăвăртраххăн тапма пикенчĕç. Эх, Атăл, Атăл, тăван анне пекех хаклă-çке эсĕ кунти çынсемшĕн! Тăван киле асра тытнă пекех асра тытаççĕ вĕсем сана. Темиçе эрне хушши çеç курман çак йĕкĕтсем Атăла, чунĕпе унталлах туртăнаççĕ.

Атăл, вĕсене тахçанах кĕтнĕ евĕр, хĕвел çинче пĕтĕм илемĕпе ялкăшса юхса выртать. Шыв çийĕ çӳлти тӳпе пек кăн-кăвак. Хумсем çукпа пĕрех. Шыв çине ылтăн хĕлĕхсем евĕр анакан хĕвел урисем куçа йăмăхтармалла çиçеççĕ. Тепĕр чух çырантан инçех мар пулă кĕмĕл тĕслĕн çуталса илет, вăл чăмнă вырăнта пĕр хушă çаврака ункăсем курăнса каяççĕ. Çыран хĕрринче шыв каялла тапнăран Ахтупая Атăл анаталла мар, тăвалла юхнăн туйăнать. Тен, юхмасть те пулĕ вăл, халь-халь вĕреме кĕрес хуран майлă пĕр вырăнтах чӳхенкелесе тăрать пулĕ? Ура айĕнче чулсем чăштăртатаççĕ. Шурă хăйăр çинче шыв темле эрешлĕ тĕрĕсем тĕрлет.

Юмансар тĕлĕнчи çулсене курăк хуплайман-ха, анчах вĕсем тăрăх пĕр çын та хул пуççи çине кĕсмен хурса е атма-сĕреке йăтса чупса анмасть ĕнтĕ, хĕрарăмсем йывăр чĕрессемпе шыв йăтни е лапчăк тукмакпа çат-çат! çапса кĕпе çуни те курăнмасть. Пулăçсен çырана туртса кăларнă киммисем нумайранпа типсе выртнипе шултăркаса кайма пуçланă. Пĕр кимĕ пуçне тахăшĕ çывăха вучах хурсах çунтарса янă.

Атăл, пурин кăмăлне те каякан Атăл! Мĕнле пурăнăн-ши эсĕ ӳлĕмрен Юмансар пулăçисемсĕр? Кунтан Юмансар хĕрĕсемпе каччисем яланлăхах тухса кайсассăн ирпе те каçпа кам хитре юрăсем юрласа мухтĕ сана? Кам киммисене сăпка сиктернĕ пек сиктерĕн эсĕ кунĕн-çĕрĕн?

Çак аслă юхан шыв çине тĕмсĕлсе пăхнăçемĕн Ахтупайăн чунĕ ытларах та ытларах хурланса килет. Пырне тем кăтăклать унăнне, тем чăмакки сывлăша пӳлсе çӳлерех те çӳлерех хăпарать. Мĕн тери туслашса çитет иккен этем тени хăйне ачаш хумсемпе лăпканă юхан шывпа! Ахтупайăн çамрăклăхĕ çак шыв хĕрринче иртнĕ. Атăл ун чун уççийĕ пулнă. Ăна вăл кашни кун курнă. Савăнăçлă вăхăтра та, пурнăçри йывăр самантсенче те унпа савнипе е тăван амăшĕпе калаçнă евĕр калаçнă. Вăл хăйĕн вĕçсĕр анлăшĕпе, кăмăла çĕклентерсе яракан вăйĕпе этем хуйхине чакарма, чĕре суранне сиплеме пултарнă.

— Сывă пул, Атăлăм! Ĕнтĕ эп сана час кураяс çук. Уйăрчĕç, тăванран уйăрнă пекех уйăрчĕç пире санран тăшмансем. Аякка, сĕм вăрмана хăвалать пире хамăрăн телейсĕр шăпа-ăраскалăмăр. Каçармалла марах хытă кӳрентертĕмĕр пулас эпир хамăр яла тытакан киремете. Никам тӳсейми асаплă пурнăç туса пачĕ вăл пире, пĕр инкек хыççăн тепĕр инкек кăтартрĕ. Йывăр санран уйрăлма, Атăл, анчах мĕн тăвăн? Хамăр ирĕкпе пăрахса каймастпăр-çке эпир, телейсĕр шăпа çапла хушать пире. Сывă пул, ĕмĕр çапла мăнаçлăн сарăлса юх. Эпир сан ырлăхна ĕмĕр манмăпăр, таçти сĕм вăрманта сана ĕмĕр ырă ятпа асăнса пурăнăпăр!

Çапла каласшăн пулчĕ пулас Ахтупай Атăл çине пăхса тунсăхласа тăнă хушăра. Юлашкинчен вăл пĕшкĕнсе пĕр чул татăкĕ илчĕ те ăна шывалла вăркăнтарма тăчĕ. Çук, ывăтмарĕ, хăйăрне шăлса тасатса, кĕсйине чикрĕ, вара йывăр утăмсемпе лаши патнелле утрĕ.

— Ман шутпа, кĕçĕр пирĕн ниçта та тапранмалла мар, ялтах çĕр каçмалла, — терĕ Ятламас ун хыççăн сăрталла хăпарса.

— Мĕн, сан мунча пек пӳртӳнте çывăратпăр-и?

— Унта та май пур. Кăшт тасаткалатпăр та чиперех кĕрсе выртатпăр.

— Вилесем тытасран хăрамасни?

— Элле, эпир санпа иксĕмĕр виле курман-и? Тупнă хăрамалли!

Ахтупай пĕр вăхăт хушши ним калама та аптрарĕ.

— Эпĕ урăххи çинчен шутлатăп, тăванăм, — терĕ вăл кăшт тăхтанă хыççăн. — Урасмет çыннисем курмарĕç-ши пире? Çĕрле сыхлама пултараççĕ. Киле çитес вырăнне тӳрех Хусана çакланăпăр.

Ятламаса ку сăмахсем те нимĕн чухлĕ те хăратмарĕç.

— Ялта никам та çук. Килмеççĕ. Лашасене эпир аякка яратпăр. Ирхине Урасмет çитиччен çула тухма пулать.

— Тем тумалла, хам та пĕлместĕп, — терĕ Ахтупай. — Те чăнах та эсĕ каланă пек тусан лайăхрах?

■ Страницăсем: 1 2 3 4 5 6 7