Сĕве Атăла юхса кĕрет. Пĕрремĕш кĕнеке :: Иккӗмӗш пайӗ. Хусан мӗлки
Ясака вăл, паллах, Чапкуна парса ямасть, ырă ят илтессишĕн çав пурлăха алăран вĕçертместех. Хитре сăмахран кĕрĕк çĕлетеймĕн, Чапкун тав тунипе те пуйса лараймăн. Вăрçнинчен те ытлашши хăраса тăма кирлĕ мар, — йытă вĕрет — çил илсе каять. Тукай килте çук чухне пуяс пулать. Чураппа Урасмет мĕн пухнине упăшки пекех тĕрĕслесе çӳреме шутламасть, паллах, тĕрĕслесен те ăна улталасси пĕчĕк ачана улталассипе пĕрех. Вĕçкĕн хаким çеç тасалтăрччĕ часрах ялтан, çавă куç умĕнчен çухалтăрччĕ.
Вăл кунĕпе ун çинчен шутларĕ пулин те хăй Чапкунтан хăраса тăнине туймарĕ-ха. Çĕнĕ хакимăн вăйĕнчен ытларах пăсĕ нумай пек туйăнать. Çук, Урасмета пăспа хăратаймастăн, темиçе ялтан пуçтарнă ясака «кăна Сахиб-Гирей хушнă тăрăх илетпĕр» тенипе тиесе каяймастăн.
Çапла, Чапкунпа тытăçса пăхмалла пулать, анчах Сахвине карчăкпа мĕн тумалла Урасметăн? Тĕлĕнсе каймалла: йӳтенĕ юмăç карчăк каланине пĕтĕм ял ĕненсе пăрахнă, пурте Урасметран мăйракаллă шуйттантан хăранă пек хăраççĕ.
Тĕрĕс каларĕ амăшĕ, çав тухатмăшпа çыхланма юрать-и? Халь хăвăн вар-хырăмунта çĕлен çуккине пĕтĕм халăха ĕнентер ĕнтĕ! Паçăр, саламатпа туртса çапсан, Элентей тесен Элентей алчăранă куçĕсемпе раснах тинкерсе пăхрĕ ун çине — тупата туршăн, ман хуçана вĕре çĕлен тулаштарать терĕ пулмалла. Урампа килнĕ чух пĕр ачи пӳрнепе тĕллесе кăтартрĕ.
— Ав Урасмет килет, ачасем, ун хырăмĕнче икĕ пуçлă çĕлен пур! — терĕ пулĕ ĕнтĕ хăйĕн пек йĕпе сăмсасене.
Алманчă саламатне атă кунчинчен кăларма тытăнсан пурте хурах кăшкăрнă пек çухăрашса, такăна-такăна ӳксе килĕсене саланчĕç.
— У-у, çĕр çăтмансем! — хăмсарчĕ Урасмет вĕсен еннелле. — Çытма йĕммисене пăрахман, çынна йĕкĕлтеме вĕренеççĕ.
Ачасем çапла хăтланни алманчă кăмăлне пăсмаллипех пăсрĕ. Çак вăхăтра ăна хапха шăтăкĕсемпе карта хушăкĕсенчен ун çине вуншар çын вăрттăн пăхса тăнăн туйăнчĕ. Ун çан-çурăмĕ çӳçенсе кайрĕ. Çитменнине тата, сасартăк кăкăрта темскер йĕппе чикнĕ пек чикрĕ, Урасметăн куç-пуç хуралса килнĕ пек пулчĕ. «Чăнах та, ман ăшра çĕлен çук-ши? — вĕçрĕ пуçра хăй хăвалакан усал шухăш. — Тупата, çĕлен сăхнă евĕрлех яшлаттарчĕ. Шанма çук Сахвинене, малтан тухатса ман хырăма çĕлен вĕрсе кĕртрĕ пуль те халь пĕтĕм халăха каласа çӳрет пуль».
Вăл хăй тĕллĕн çул çинчех çапла шутласа хучĕ: кĕçĕр, ял халăхĕ çывăрма выртсан, мĕнле те пулин парнепе юмăç карчăк патне çитет, кирлĕ пулсан уншăн темиçе алтын укçа хĕрхенмест, Сахвинепе ăш пиллĕн калаçса татăлатех.
Мăрса пӳрчĕ каçхи сĕмлĕхре тĕксĕммĕн ларать, нихăш пӳлĕмре те çурта çути курăнмасть. «Чапкун картишĕнчи хăна пӳртĕнче ĕçет-шим?» — терĕ вăл хăйне уçса кĕртнĕ хĕрарăм тарçă хыççăн шалалла иртсе.
— Сирĕн хаклă хăна ăçта? — асăрханарах ыйтрĕ Урасмет сĕтел хушшинче тĕрĕ тĕрлесе ларакан Чураппаран.
— Тухса тарчĕ. Тасални паха!
— Мĕн пулса иртрĕ вара сирĕн кунта?
— Эс лар, лар, Урасмет, — ĕçне пăрахса сак çинчи çи виттисене тӳрлетсе тухрĕ кил хуçи. — Ытлашши нимех те пулман. Сим пыл ĕçсе тултарчĕ те ашкăнма тапратрĕ. Мана тарçăсем патне хăвалать. Нухрата çав пӳлĕме сĕтĕрет. — Чураппа тĕпелти пӳлĕм еннелле тĕллесе кăтартрĕ. — Ав Нухрат халĕ те макăрать-ха, ниепле лăпланма пултараймасть.
Чураппа хĕрĕ патне пӳлĕме кĕчĕ те ăна нумайччен йăпатрĕ, хутран-ситрен тупнă çав ухмахшăн макăрмалли тесе вăрçкаласа та илчĕ.
Нухрачĕ салтăнса çывăрма выртрĕ пулас, чылай вăхăт иртсен Чураппа пӳлĕмрен пĕчченех тухрĕ.
— Итле, Урасмет, çынсем сан вар-хырăмунта икĕ пуçлă çĕлен пур тесе хăратаççĕ, — йăпшăннă пек ун çумне çăмăллăн пырса ларчĕ мăрса арăмĕ, — çапах та çав путсĕрсен мăшкăлĕ пуличчен хĕре санах парас пуль…
— Ун çинчен тек калаçмăпăр, Чураппа инке, — пăшăлтатса çеç каларĕ Урасмет. — Кая юлсан каю шăтать теççĕ. Халь каю шăтса кайрĕ пулмалла ĕнтĕ.
— Çук, çук! — терĕ Чураппа. — Эп ун чухне те ашшĕ пирки çеç тытăнса тăтăм, ман кăмăла эс пĕлетĕн… Халь ак пĕрре те иккĕленместĕп, ашшĕ килсессĕн ăна та ӳкĕте кĕртетĕп. Хăй çук чухне тем курса тăрасси пур. Вĕсем, çав ĕревĕçсем, кашни кун килеççĕ те килеççĕ. Пĕр-пĕр тĕттĕм кĕтесре урапа çине çĕклесе хурĕç те, кашкăр çăвăр путеке йăтса кайнă пек, таçта вăрман варрине турттарса кайĕç.
— Ним калама та пĕлместĕп, — вăтаннă пек пулчĕ Урасмет. — Хурчка пекех çӳреççĕ ĕнтĕ иçниксемпе улансем. Кĕчкейре çапла икĕ çамрăк хĕр ачана вăрмана илсе кĕнĕ. Пĕри каялла тухнă, тепри çакăнса вилнĕ.
— Эпĕ те çавăнтан хăратăп, — ун çумĕнчен тăрса хăйĕн тĕррине алла илчĕ Чураппа. — Ашшĕ патне ăсатас — унта мăрса таврашĕсем тата ытларах кĕрсе тухаççĕ, пушшех шанчăклă мар. Кунта тем тесен те хам куç умĕнче.
Вăл шанчăкне çухатнă алманчă хăюсăррăн калаçнине кура ун çумне тепре пырса ларчĕ, качча хул пуççипе тĕккелесех хистеме тапратрĕ.
— Эс темскер ан шутла, — пăшăлтатрĕ вăл, — ашшĕпе калаçма хатĕрлен. Иккĕн çине тăрсан майлаштаратпăр паллах. Нухрат халь хăй те аптраса ӳкнĕ, ним калама пĕлмест. Çакăн пек вăхăтра çураçмалла та ăна!
Урасмет чееленсе сăмаха юри урăх еннелле пăрчĕ, мăрса арăмне хăй паян Чапкунпа мĕнле тавлашни, вăл хăй ирĕкĕпе пуçтарнă ясака туртса илме шутлани çинчен каласа кăтартрĕ.
— Тĕрĕс, — терĕ Чураппа. — Хамăр кĕлете кĕмелли пурлăха мĕншĕн çав усала парса ямалла? Никам хушмасăр пуçтарнă пулсан вăл сана нимĕн те тăваймасть, турттар та кил мĕн пур ясака.
— Парас марччĕ, — терĕ Урасмет. — Унсăрăн вĕсем ӳлĕмрен пирĕн пуç çинех хăпарса лараççĕ. Анчах манăн хамăн тарçăсемпе кăна ĕç тухас çук, мана тата темиçе çын кирлĕ пулать…
— Тĕкĕрçĕсене ил! — ăс пачĕ Чураппа. Вăл пулас кĕрĕвĕ çине савăнса пăхрĕ: кунта хăюсăррăн тытать те Урасмет хăйне, анчах алманчă ĕçне лайăх тăвать иккен, тутарсемпе пĕр хăрамасăр тавлашать. Маттур кĕрӳ пулать Тукайăн, ун пек йĕкĕте хĕр пама та юрать.
Урасмет ĕнтĕ хĕпĕртенипе лара-тăра та пĕлмерĕ, Чураппа хăйĕн ĕçĕпе пӳлĕмре тĕрлĕ çĕре çитнине кура вĕçĕмсĕр ун хыççăн уткаларĕ. Темиçе хутчен те вăл Нухрат çывăракан пӳлĕм алăкĕ умне çите-çите чарăнчĕ, анчах ăна уçса пăхма хăяймарĕ. «Юрĕ, — терĕ вăл, — халь ĕнтĕ саншăн тек ăшăма çунтармастăп, эсĕ — манăн. Аçу çеç часрах килтĕрччĕ. Çывăр, ман пулас арăм, çывăр».
Киле вăл утса мар, чупса таврăнчĕ. Уншăн çак самантра ик хул пуççи çине икĕ çунат ӳссе ларнăн туйăнчĕ. Сахвине патне вăл каймарĕ, кĕçĕр пĕтĕм чун-чĕрене шăлами тулнă ырă кăмăл-туйăма тухатмăш карчăкпа калаçса пăсас темерĕ.
…Ирхине тул çутăлнă-çутăлман урамсенче пушă урапасемпе кăрмансем курăнса кайрĕç, çынсем çу каçиччен пĕр кун канман лашисене Атăл хĕррине, салах ути турттарнă çĕре, хăваларĕç. Чапкун иккĕленни ахалех пулчĕ, хакимпа сиксе тавлашакан алманчă хушнă ĕçе йĕркеллех тăвать иккен, ял çыннисене алăра çирĕп тытать.
Килнĕ пек лавçăсем ĕçе тытăннă тĕле Атăл хĕррине Урасмет хăй те çитрĕ. Вăл тарçисем урлă утă турттарма кам тухнипе кам тухманнине тĕрĕслерĕ те Чапкунпа каллех ĕнерхи тавлашуллă калаçăва пуçласа ячĕ.
— Салаха илсе кай, унта ман ĕç çук, — терĕ вăл. — Кун чухлĕ çын ăна паян турттарса та пĕтерет пулĕ-ха. Анчах ясака халех мăрса кĕлетне леçтер, Чапкун эфенди. Унсăрăн эпĕ мăрса çыннисемпе килетĕп…
— Çывăрнă хыççăн çынна вăй кĕнисĕр пуçне кăштах ăс та кĕрекенччĕ, — кулчĕ Чапкун. — Сан ав ун пек мар иккен. Ĕнерхи юррунах юрлатăн. Ун çинчен тек, тархасшăн, сăмах ан та хускат, вăл енне кайсан эп çилленме те пултаратăп! Çиллĕм вара манăн усал, алманчă.
— Ан хăрат, — терĕ Урасмет. — Хусана çитетĕп, анчах ку ясака парса ямастăп!
— Асту, Казан аякра. Тата унта сана никам та кĕтмест. Манăн Казанта кашни урамра паллакан князь та мăрса…
— Пирĕн те унта туссем çук мар.
— Темĕн, Казана çитейĕн-ши, Урасмет? — кулма пăрахмарĕ Чапкун. — Унта çитичченех пĕр-пĕр авăра кĕрсе ӳкмелле ан пултăр. Эс çавăнтан хăрамасни?
— Хăрамастăп.
— Ну, апла пулсан яра пар. Манăн инçе каймалла мар, Криуша çеç çитмелле. — Хаким лаши çине вăшт! çеç утланса ларчĕ те сиккипе аяккалла вĕçтерчĕ, хăй лашине чĕлпĕртен тытса тăракан Урасмет тусан айне пулса юлчĕ.
Кăнтăрла тĕлĕнче Урасмет Атăл хĕррине тăватă лавпа тата урлă юлан утпа пырса çитрĕ.
— Уç! — терĕ вăл хăмаран çапса тунă сарайне хураллакан иçнике.
— Уçма каламан. Кунта хаким япалисем, — вырăнтан та хускалмарĕ иçник.
— Апла çĕмĕретпĕр.
— Ан пыр! — çухăрса ячĕ иçник алăк патне çывхаракан Урасмет çулне пӳлсе, хăй çавăнтах йĕнĕрен кукăр хĕç туртса кăларчĕ. — Халех чикетĕп!
— Майпентерех эсĕ! — хăраса каялла чакрĕ Урасмет. Чапкун Урасмет тĕкĕрçĕсемпе килессине юри сыхласа тăнă пулмалла — утă капанĕсем хыçĕнчен тем кăшкăрашса, аллинчи çутă хĕçĕсене хĕвел çинче ялтăртаттарса мулаххайлă тăватă çын сиксе тухрĕ.
— Касăр, ваклăр вĕсене! — илтĕнчĕ Чапкун сасси. — Хан çыннисене мĕнле тапăнмаллине пĕлччĕр!
Иçниксем тӳрех Урасмет еннелле чупса килеççĕ. Халиччен кун пек çапăçура пулса курман алманчă вара тӳсеймерĕ, лашине çавăрчĕ те ялалла вĕçтерчĕ. Анчах инçе каяймарĕ, хăйне хирĕç икĕ юлан ут сиккипе килнине асăрхаса лашине тапах чарчĕ. Вăл хăйĕн куçĕсем мĕн курнине хăй те ĕненмерĕ — кунталла килекен юлан утсем никам та мар, Тукайпа унăн ывăлĕ Туканаш пулчĕç.
Хăçан таврăнма ĕлкĕрнĕ вĕсем? Халь ăçта каяççĕ? Тен, мăрсапа ывăлĕ алманчăна çăлма васкаççĕ пулĕ?
Урасмет ним шутласа илме те ĕлкĕреймерĕ — юнашарах Тукайăн çав тери çиллес сăн-пичĕ курăнса кайрĕ. Унтан хапха тĕлĕнчен: «Эс мĕн тăватăн, эсрел çури?» — тесе кăшкăрни илтĕнчĕ, çурăмпа сылтăм хул пуççине хыттăн туртса çапнă чĕн саламат вут пек пĕçертрĕ.
Куçран вут тухнă пек пулчĕ. Урасмет тайăлса кайнипе кăшт çеç йĕнертен тухса ӳкмерĕ, ăна урасем ĕсенкĕсенчен вĕçерĕнменни кăна çăлса хăварчĕ.
Вăл чĕтрекен аллисемпе чĕлпĕре шыраса тупрĕ те ним курман куçĕсемпе малалла тинкерсе пăхрĕ. Çур çухрăмра тусан йăсăрланать. Юлан утсем утă капанĕсем патне çывхарса пыраççĕ.
Урасмет тин тавçăрса илчĕ: мăрсапа ывăлĕ ун тĕлĕнче лашисене чармарĕç те иккен. Ку вара алманчăна пушшех те шухăша ячĕ, тата ытларах тарăхтарчĕ. Апла вĕсем ăна çул çинчи тункатана çапнă пек çеç пушăпа тивретсе иртсе кайрĕç-и-ха? Ну, юрĕ эппин. Çапла мăшкăл тутăр мăрса хăйĕн алманчине. Анчах мĕншĕн пулчĕ ку? Мăрсашăн тăрăшса Чапкунпа çапăçнăшăн-и? Мĕн, ухмаха ернĕ-им Тукай Чалăмра пурăнса?
Чĕн саламат çири тумтире — симĕс пуставран çĕлетнĕ казакина — çурман-и тесе вăл сулахай аллипе сылтăм хул пуççине тытса пăхрĕ — хул пуççи чуна тивмелле ыратса кайрĕ.
Алманчă куçĕсем хаярлăхпа тулчĕç. «Ну, асту, мăрса! — терĕ Урасмет. — Ку саншăн ахаль иртекен япала мар. Эпĕ çĕрне-кунне пĕлмесĕр саншăн ĕçлетĕп, сан арăмупа калаçса татăлса Чапкунран ясак туртса илме тăтăм, эс мана ун пек тав турăн иккен-ха. Апла эс Урасмета ним вырăнне те хумастăн! Çук, мăрса, куншăн эп сана каçармастăп. Илтетни, каçармастăп!»
Атăл хĕрринчи хурал пӳртне, Тукайпа ывăлĕ тата Чапкун ларнă çĕре, Урасмет пĕр тумлам эрех ĕçмесĕрех ӳсĕр çын пек пырса кĕчĕ. Темиçе эрне курман пулсан та вăл мăрсана сывлăх сунмарĕ, сăмах та хушмарĕ, мĕншĕн ун пек турăн тенĕ пек, куçран çеç шăтарасла пăхрĕ.
— Мĕн, хытă тиврĕ-и? — кулса ыйтрĕ Тукай.
— Ĕмĕр асăнмалăх тиврĕ. Тавтапуç сана, мăрса.
— Ӳлĕм хан çыннисемпе ан çапăç. Эс хăвăн кĕтĕк ăсупа мана Хусан ханĕпе вăрçтарасшăн пулĕ те, çук, унтан нимĕн те тухмасть. Ан та хăтлан. Мана Хусанта лайăх пĕлеççĕ. Эпĕ те хан çыннисене кӳрентерме парассăм çук…
— Итле-ха мана, Тукай ĕмпӳ, — терĕ Урасмет.
— Ним итлемелли те çук. Кайрăмăр, Туканаш, — ура çине тăрса алăк патнелле утрĕ Тукай. Ун хыççăн Туканашпа хаким та вырăнĕсенчен хускалчĕç.
Тулта мăрса хакимпа алă тытсах сыв пуллашрĕ.
— Эсĕ, Чапкун, ĕçрен пушансан ман пата хăнана пыр. Урасмет çапла хăтланнăшăн кăмăлна йывăра ан ил.
— Юрĕ, ун пирки калаçма та кирлĕ мар, — терĕ хаким. — Йăлтах хамăр хушăмăрта пултăр. Тепĕр хут пĕтĕм чĕререн тав тăватăп сана, ырă мăрса. Мĕнле калас, çăкăр-тăвар хире-хирĕç теççĕ. Май пулсан кайиччен Криуша кĕрсе тухăр.
— Çитĕпĕр-çке унта, — лаши çине утланма васкарĕ Тукай.
Урасмет мăрса кăмăлтан çемçелессине, вăл ăна чĕнсе илсе евĕклĕн калаçма пуçлассине кĕтни ахалех пулчĕ — Тукай ун еннелле çаврăнса та пăхмарĕ.
22. Алран вĕçерĕннĕ çăрттан
— Ĕнтĕ йăлăхрăн та-и, Ятламас? — тунсăхлăн куçран тинкерчĕ Ухтепи. — Каятăн та-и ман патăмран? Пĕр эрне ниçта та тухмастăп терĕн-çке?
— Каçар мана, хаклă чунăм. Тек юлма пултараймастăп. Темшĕн ăш çунать, чĕре вырăнта мар…
Ятламас васкамасăр сăхманне тăхăнчĕ те хăйĕн умĕнче хĕр пек вăтанчăклăн тăракан Ухтепие икĕ аллипе пилĕкрен ыталаса илчĕ.
— Çапах та теплере пĕрре кĕрсе тух, мансах ан кай.
— Кĕретĕп. Кĕт, тусăмçăм.
— Сана кĕтмесĕр кама кĕтес ĕнтĕ манăн? — ун çумне лăпчăнчĕ Ухтепи. — Ĕлĕк эп Туканашпа йăпанса пурăнаттăм. Пĕтĕм шухăшăм ун çинчеччĕ. Сивĕнчĕ ман ывăл. Таврăннăранпа пĕрре наччаслăха кĕрсе тухрĕ те халь куçа та курăнмасть.
Ятламас савнине чунтан хĕрхенсе кайрĕ: ун куçĕнче çап-çутă куççуль йăлтăртатать.
— Ан çиллен, Ухтепи.
— Çилленместĕп, тусăм. Хăвах пĕлетĕн-çке, ывăл килте пулнă пулсан эп сана яхăнне те ярас çукчĕ. Чĕре чулланса кĕл пулма пуçларĕ те, санпа çыхланса кайрăм. Ах, çынсем те сисеççĕ пуль çав! Анчах мĕн тăвас ĕнтĕ? Юрататăп-çке эп сана, авланма маннă каччă…
— Юратнăран пĕр çулталăк асаплантартăн мана малтан! — кулчĕ Ятламас.
— Кирлĕ мара ан калаç! Хăçан курнă эс чăваш хĕрарăмĕ упăшка пур çинче алхасса пурăннине? Пĕр эпĕ çеç çылăха кĕтĕм пӳлĕхçĕ умĕнче… пĕр саншăн.
— Çук çав, сан упăшка мар çав халь Тукай. Унăн хăйĕн пĕчĕк пуканийĕ пур.
— Çапах та вăл ман арçын пулнă!
— Çитĕ, тавлашмăпăр, Ухтепи, — савнине хăйĕн ытамĕнчен вĕçертрĕ Ятламас. — Хыçалти хапхуна тухса питĕр эппин.
— Çĕрле те хыçалти хапхаран каятăн-и?
— Çавăнтан.
— Ну, хăвăн ирĕкӳ, — Ухтепи каччă хыççăн картишне тухрĕ.
Тул çутăлма пуçламан-ха. Йăлăм вăрманĕ тĕлĕнче кăшт çеç шевле вылять. Атăл енчен уçă çил вĕрет. Лупас хыçĕнче хăмла çулçисем чăштăртатаççĕ.
Ятламаспа Ухтепи лапсăркка çирĕк айĕнче тепĕр авăк ыталашса тăчĕç те пĕр-пĕрне ачашшăн алăран вĕçертсе ним сăмах хушмасăр уйрăлса кайрĕç.
Тул çутăлнă çĕре Ятламас килне çитсе вите тăрринчи утă çине хăпарса выртрĕ.
Вăл çывăрса та каяйманччĕ, пӳртрен амăшĕ тухса тем кăштăртатма тапратрĕ. Ятламасăн макăрасси килчĕ: çак вăхăтра амăшĕ кашни кунах ĕне сăватчĕ, темле чухăн пурăнсан та унăн, тăлăх хĕрарăмăн, çав савăнăçĕ пурччĕ, ак Урасмет ĕнене çавăтса тухса кайнă хыççăн карчăкăн вăл савăнăç та çук ĕнтĕ.
Ытти выльăх юлманран амăшĕ хăйĕн чăххисене йыхăрма пикенчĕ, вĕсене хыçрам сапса пачĕ пулас, — вăл чăхсемпе хăй тĕллĕн калаçнă хушăра Ятламас тутлăн çывăрса кайрĕ.
Мĕн чухлĕ çывăрнă вăл — ăна каччă хăй те пĕлмерĕ, хĕвел чылай çӳле хăпарсан ăна Ахтупай пырса вăратрĕ.
— Тăр, пулла каятпăр, эп сана чĕнме юри килтĕм, — ураран сĕтĕрчĕ ăна юлташĕ.
— Ман пек пулăçпа çӳреме пайта çук-тăр сана? Урăх пулăç шырамасна?
— Санпа та тытатпăр.
— Кайса пăхар эппин.
— Эп пĕр çĕрте пысăк çăрттан пуррине пĕлеп, — вите çинчен çĕрелле анчĕ Ахтупай. — Пирĕн тем тесен те çавна çаклатмалла.
Шухăшсем
Your website, chuvash...
Пĕтĕм пурнăç çак сăвăра теме пулать...
Питĕ килĕшрĕ...
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...