Сĕве Атăла юхса кĕрет. Пĕрремĕш кĕнеке :: Иккӗмӗш пайӗ. Хусан мӗлки


— Пултăр, алманчă пултăр, мăрса çынни пултăр, пур пĕр пĕтеретĕп! — терĕ вăл хăйне хирĕç килекен çынсене асăрхамасăр. — Çав эсремете пурнăç паратăп-и? Çакăнтах çĕр çăттăр мана, вăл никам тӳсменнине тӳссе курать! Асăнтаратăп! Тавăратăп ăна! Кур-ха, вăл эмен, кĕрмек, ял пуçлăхĕ пулса тăнă та нихçан илменнине Сахвинерен хырçă илет. Çав сарăплă çынна тĕп тумастăп-и çĕр çинче? Пĕтĕм йăхĕ-тăхăмĕ таран пĕтеретĕп, ӳлĕмрен турă çыннинчен мĕнле хырçă илмеллине пĕлччĕр! Вăл кӳштеке çийĕнче вĕрентсе илмесен пурăна киле ман пуç тăррине хăпарса ларас тейĕ, юлашкинчен мана хăйĕн хăрхăмĕ туса хурас тейĕ…

Тата тем те калаçса пычĕ Сахвине.

Киле çитеспе ун пуçне кĕтмен çĕртен хăрушă шухăш пырса кĕчĕ те, карчăк вара ăна çынсене пĕлтермесĕр те чăтса тăраймарĕ, пĕр пӳрт умĕнче çынсем кĕпĕрленсе тăнине асăрхаса тӳрех вĕсем патне çул тытрĕ.

— Эй, тăвансем, сыхланăр! — терĕ вăл ушкăна çитнĕ-çитмен. — Хăвăр чунăрсене вĕре çĕлене улталама ан парăр!

— Мĕн пирки калатăн çав эс, турă çынни? — терĕ ушкăнта тăракан стариксенчен пĕри.

— Кам çинчен пултăр, эпĕ сурăх тирĕ тăхăннă кашкăр çинчен, пĕтĕм халăха улталаса этем сăнарĕпе çӳрекен шуйттан çинчен калатăп! Сыхланăр, тăвансем, эсир унран…

— Кам вара вăл, этем сăнарĕпе çӳрекен шуйттан? — хăраса ыйтрĕ тепĕр старикки.

— Унăн ячĕ те, вăл хăй те ылханлă пултăр, унран пĕтĕм ял сехĕрленсе тăтăр, пӳлĕхçĕ ăна чи хаяр хаса ярса шар кăтарттăр. Çав çын — ун ятне калама та чĕлхе çаврăнмасть — Урасмет! Мана ăрăс тытан турă пĕлтерчĕ, Урасмет вар-хырăмĕнче тем пысăкăш çĕлен пурăнать…

Çынсем ку сăмаха илтсен тĕлĕннипе пурте ахлатса илчĕç, Сахвине вара хăйĕн ăсĕнчен хăй тĕлĕнсе пĕр пуçланă япалана малалла тăсрĕ.

— Çĕленĕ икĕ пуçлă, тăватă куçлă. Вăл Урасмета çĕрĕн-кунĕн асаплантарать, Урасмечĕ ниçта кайса кĕрейменнипе пире, ял халăхне, тăнăç пурăнма памасть. Ялти мĕн пур усал ĕç — çавăнтан, мĕн пур чир-чĕр, юхан-суран — çавăнтан, вăл кашни кун хырçă-марçă пуçтарни — çавăнтан. Тьфу, тьфу, çав вĕре çĕлен Атăл хăйăрĕнчен çурт тутăр, çурт умне хăйăртан юпа ларттăр, ун чухне тин Урасмет ман килĕме пырса кĕтĕр…

Сахвине карчăкăн малти хапхи чĕриклетсе хупăнчĕ.

Урампа лăпăстатса тăмана вĕçсе иртрĕ. Тĕттĕмре шикленсе калаçса тăракан стариксене вăл икĕ пуçлă вĕре çĕлен пек, шăп та шай Урасмет хырăмĕнчен тухнă вĕре çĕлен пек туйăнчĕ.

20. Кĕске пушă хытă çапать

Урасмет унăн алманчă ĕçĕсене амăшĕ хутшăннине, вăл ăна ӳпкелешсе е вĕрентсе сăмах чĕннине чăтма пултараймасть. Ĕнер те вăл амăшĕ килте мĕнле харкашу пулса иртнине пĕлме тăрсан тĕпчемесен те юрать, санăн пĕрре те ĕç çук унта тесе çеç тавăрчĕ. Амăшĕ хăй кӳреннине палăртмарĕ, паян ирхине вара ним пулман пекех тепĕр хут ыйтрĕ:

— Çапах та мĕншĕн вăрçмалла пулчĕ-ха санăн Сахвине карчăкпа? Ма ун пекех ылханса тухса кайрĕ вăл? — терĕ.

— Тутарсем унран хырçă илнĕ, — хуравларĕ ывăлĕ.

— Эс ма чармарăн?

— Ху кайса чарса пăх-ха.

— Эх, Урасмет, — пуçне пăркаларĕ амăшĕ. — Сăмахĕ сана тивет-çке, ывăлăм. Ма çыхланатăн çав карчăкпа? Вăл мĕн тӳлемеллине йăлтах турра та киремете тӳлет. Тата пĕлетĕн-çке, ун упăшки Исампай — мучавăр.

— Хыснана темиçе чӳлмек пыл панăшăн чухăнланса юлас çук-ха, — çав-çавах сиввĕн тавăрчĕ ăна хирĕç Урасмет.

— Çапли çапла та-ха, — терĕ амăшĕ, — анчах ку йĕрке тахçантанпах пырать-çке, мучавăрпа ун арăмĕнчен хырçă илмеççĕ. Тем курса лармалла пулĕ çав сарăплă хĕрарăмран. Киремете парне парĕ е тухатса пăрахĕ. Çĕрĕпе çывăраймарăм кĕçĕр çавăн çинчен шухăшласа…

Урасмет ыррине те, усаллине те тавăрса каламарĕ, анчах та ĕнерхи харкашу ăна хăйне те самаях шиклентерсе хăварчĕ. Пĕр енчен, ытлашши чарусăрланса, иртĕхсе кайнă юмăç карчăка тутар иçникĕсем вĕрентсе илни кансĕрлемест-ха вăл. Сахвине патне ясак ыйтма кĕрес шухăш Урасметăн та пулнă, анчах, чăнах та, çынни питĕ хăрушă-çке, хăйĕнпе урлă пулнă этеме тӳрех киреметпе е ытти усал вăйпа хăратать.

Алманчă çак вăхăтра темшĕн хăйĕн вилнĕ пиччĕшне Патиреке аса илчĕ, ун пĕтĕм çан-çурăмĕ сив чир тытнă чухнехи пек çӳçенсе кайрĕ.

— Анне тĕрĕс калать, — терĕ вăл хăй тĕллĕн, — мучавăрпа çапăçса пурăнма юрамасть.

Çавăнтах вăл амăшне сим пыл ăшăтма хушрĕ те Элентее Сахвине карчăка чĕнме кăларса ячĕ.

— Ак куна тĕрĕс тăватăн, ывăлăм, — хĕпĕртесе ӳкрĕ амăшĕ. — Вăйлă пул, çынсене пăхăнтарма пĕл, вĕсем пире хĕрхенсе тăрас çук, анчах мучавăрпа, юмăçпа ан хирĕç. Тĕнчери мĕн пур усал вăй вĕсен аллинче. Тепĕр тесен, вăл Тукай мăрсаран та вăйлă… Пурăнтăр, ыр куртăр, ун çылăхĕсене пĕр турă çеç пĕлет…

Сахвине Урасмет патне пыма килĕшмерĕ. Вăл çеç мар-ха, юмăç карчăк алманчă тарçине пӳртне те кĕртмерĕ, тем мăкăртатса алăкне шалтăрт çеç питĕрсе лартрĕ.

Элентей çак хыпара пĕлтерсен Урасмет яланхи йăлипе тарçине вăрçма пăхрĕ.

— Ну, ма йĕркеллĕ каламарăн-ха эсĕ ăна? Ма этемле калаçма пĕлмерĕн?

— Йĕркеллех каларăм. Алманчă сана хăнана чĕнет терĕм.

— Вăл мĕн терĕ?

— Ман еннелле лач! сурчĕ те çухăрашма пуçларĕ. Çĕлен йăвинче ăшалантăр сирĕн Урасмету, эпĕ ăна ку тĕнчере çеç мар, леш тĕнчере те канлĕ пурăнма памастăп терĕ.

— Çаплах каларĕ-и?

— Çаплах каларĕ.

— Ну юрĕ, ылхантăрах, — лăплантарма пăхрĕ хăйне Урасмет. — Эп ун умĕнче айăплă мар. Часрах апат çийĕр те, ĕçе тытăнатпăр.

Урасмет хăйĕн тарçисемпе кунĕпе ял тăрăх çӳрерĕ, кунĕпе ун пуçĕнчен Сахвине сăмахĕсем тухма пĕлмерĕç.

Вăл ĕнерхи калаçăва асра тытса Чураппана пĕр касмăк кăçалхи пыл леçсе пачĕ. Хăйĕн килне пылсăр пуçне темиçе михĕ кĕрпепе çăнăх кĕртрĕ.

Кăнтăрла тĕлне ун патне Чапкун янă иçниксем пырса çитрĕç, ӳсĕрскерсем, вĕсем кирлĕ-кирлĕ мар çĕртех ял çыннисемпе çапăçма пикенчĕç, темиçе çĕрте карта алăкĕсене çĕмĕрсе хăварчĕç.

Тĕттĕм пулнă çĕре Урасмет мăрса килне темиçе лав хаклă тир, кĕрпе-çăнăх тата ытти япала турттарса пычĕ, Элентейпе Мăрсук Тукай картишне ясак вырăнне илсе тухнă темиçе ĕнене кĕртсе ячĕç. Ĕнисем хыççăн картишне куççульпе макăракан хĕрарăмсем те кĕресшĕнччĕ, алманчă тарçисем вĕсене хапха ик айккинелле çеç сирсе ывăтрĕç.

— Çак эрнерех тӳлесе тататпăр, выльăхсене çеç илсе ан кайăр!

— Хĕрхенĕр пăртак, пачах ĕне чунĕсĕр тăрса юлатпăр-çке! — вĕçĕмсĕр тархасларĕç хĕрарăмсем.

— Арçынсем тĕкĕрçĕре çӳреççĕ, çавăнпа парса татаймарăмăр хырçине!

— Турă пулăр, ачасене те пулин юр-варсăр ан хăварăр!

Алманчă тарçисем вĕсене хĕрхенме мар, часрах вĕсен куçĕнчен (нимрен ытла Урасметпа Чураппа куçĕнчен) çухалма тăрăшрĕç. Хул хушшине хĕстернĕ тир тĕркемĕсемпе вĕсем унталла-кунталла вăрттăн пăхкаласа, кирлĕ вырăнта çынсенчен пытана-пытана тăрса пахча хыçĕпе килелле васкарĕç.

Хăйсен ĕнисене каялла илме çук-и тесе килнĕ хĕрарăмсемпе ачасем мăрса хапхи умĕнче шуйăхкаласа тăчĕç-тăчĕç те йĕрсе тата вăрçса ывăннă хыççăн пĕчĕккĕнех килĕсене саланчĕç. Вĕсем вырăнне çӳллĕ пусма умне шавласа та хаяррăн кăшкăрашса темиçе арçын çитсе чарăнчĕ.

— Кĕртмĕç-ха пире, калаçасшăн та пулмĕç, — терĕ арçынсенчен пĕри.

— Шаккатпăр, мĕнле кĕртмеççĕ вара? Мăрса патне те кĕртмесен пирĕн ăçта каймалла? — терĕ тепри.

Алăка чылай хыттăн шаккакаланă хыççăн пӳрт умне пуçĕ çине илемлĕ тӳпеттей лартса янă Чураппа тухрĕ.

— Мĕн кирлĕччĕ сире, ырă çынсем? — терĕ вăл.

— Эпир мăрса патне чалăм тума килтĕмĕр, — ыттисенчен маларах тухса тăрса каларĕ Ятламас.

— Эс пайăр пĕлетĕн-çке, Ятламас, мăрса халь килте çук.

— Апла эс ху татса пар, Чураппа инке. Пирĕн Урасметпа тавлашу пырать. Вăл пиртен иккĕмĕш хут хырçă пуçтарать.

Хыçалтан ыттисем кăшкăрчĕç:

— Ĕнер иçниксем çаратса тухрĕç яла, паян алманчă тепĕр хут ясак пуçтарчĕ!

— Йĕрке мар ку!

— Пĕр упа тирне миçе хут сӳме пулать?

— Халех, — терĕ Чураппа, унтан сылтăм ал пӳрнисемпе чӳрече еннелле кăчăк туртрĕ. — Кил, алманчă, ху калаç. Эп кунта вĕçне-хĕрне тупаяс çук.

Пӳртрен кушак пек çăмăллăн та асăрхануллăн пускаласа Урасмет тухрĕ. Вăл çара пуçăн, уринче çип-çинçе кунчаллă сăран атă. Хура тутлă пичĕ çине хĕп-хĕрлĕ пăнчăсем тухса тулнă.

— Миçе каламалла сире? Мĕн эсир Чураппа инкене чăрмантарса çӳретĕр? — кăшкăрса пăрахрĕ вăл мăрса арăмĕ умĕнче хăйне çынсене итлеттерме пултаракан алманчă пек кăтартма тăрăшса.

— Эсĕ кала, ма тутарсем тăмхасене паллă тумасăр ясак пуçтараççĕ? — терĕ Ятламас. — Ху мĕншĕн вăхăтсăр пуçтаратăн тата кăçал ясака?

— Мĕншĕн утă халичченхинчен нумай илеççĕ? Кам халех сулăм укçи пуçтарма хушнă сире?

— Ярлăк кăтарт!

— Ма тутарсене ун пек иртĕхме паратăн?

— Пирĕн пĕлес килет: Тукай мăрса кашни килтен мĕн чухлĕ утă илме хушнă?

Тăватă-пилĕк çын çапла çине-çине кăшкăрнине илтсе Урасмет пĕр вăхăт аптраса тăчĕ. Анчах нумайлăха мар. Часах вăл хăйне алла илчĕ те кăтра çӳçне якаткаласа пусма карлăкĕ çине вырнаçса ларчĕ.

— Эсир йĕрккеллĕрех пулăр-ха, ял çыннисем, — терĕ вăл лăпкăн. — Кăшкăрнипе кунта никама та хăратаймастăр. Эп сире кăнтăрлах ăнлантарса патăм, халĕ те калатăп: тутарсем ĕнер пуçтарнă ясакшăн эп явап тытмастăп. Вĕсем мана систермен, манпа калаçса татăлман, пуçтарнă ясака та мăрса патне илсе килмен. Уншăн хăвăр айăплă — ма патăр? Эп сиртен тăмхана картмасăр ясак илместĕп-çке.

— Суятăн! — илтĕнчĕ хаяр сасă. — Пĕр картшăн икĕ хут илетĕн! Мăрсукпа Элентей ял тăрăх вăрă-хурахсем пек çӳреççĕ! Мĕн пур япалана пĕр шутламасăр лав çине тиеççĕ!

— Вăл пулма пултараймасть! — хăйне çав-çавах лăпкăн тытма тăрăшрĕ алманчă. — Ман тарçăсем хамсăр пуçне ясак пуçтарман. Хальхинче ясак кăшт ытларах илнишĕн эпĕ те, Тукай мăрса та айăплă мар. Нумай пулмасть Чапкун çыннисем никам хушмасăр ясак пуçтарса кайнă, мăрса пайне нимĕн чухлĕ те парса хăварман. Çавăншăн мăрса пайĕ хамăр кĕлетре пултăр тесе ял тавра тепре çаврăнма тиврĕ.

— Халь ĕнтĕ кашни иртен-çӳрен ясак пуçтарать! — терĕ кунта килнĕ çынсенчен ватăраххи, Пикментей. — Пирĕн алманчă килте пĕлмĕш пулса ларать. Унтан, тепĕр кунне, хăй лаша кӳлсе тухать.

— Эсир иртен-çӳрене ан парăр! Кам хушнă сире? — терĕ Урасмет пӳртелле кĕме хатĕрленсе.

— Кала, Тукай мăрса хăçан килет? — терĕ Ятламас ăна тытса чарас пек малалла темиçе утăм туса. — Эс пире кун пек йĕмсĕр хăваратăн!

— Унпа мĕн калаçан, вăл халь мăрса вырăнне юлнă та, çаратать те çаратать! — кăшкăрчĕ Пикментей.

— Вăл хăй мăрса пуласшăн!

— Вара тинех пĕтетпĕр!

— Кĕске пушă вăл хытă çаптарать!

— Эй, эсир, тăм шăхличсем, чĕлхĕрсене чарăр! Унсăрăн вĕсене пăртак кĕскетмелле пулать!

Çапла каларĕ те алманчă крыльца алăкне шартлаттарса хупса пӳртелле кĕрсе кайрĕ. Урамра шăв-шав татах вăйланчĕ.

Темиçе патак Урасмет хыççăн пусма çинелле вашлатса ыткăнчĕ.

— Çав эсреметпе мĕн калаçмалли пур, Тукай патне çын ямалла! — терĕ Ятламас. — Кунти йĕркесĕрлĕхсем пирки ăна каласа кăтартас пулать.

— Тĕрĕс!

Урасмет вăл чунне шуйттана сутнă!

— Сӳс кантра кирлĕ ун валли! Йăлмак кирлĕ! Пикментей, паçăр хĕрсе кайнă чух ыттисенчен кая мар кăшкăраканскер, çамрăксене кăшт лăплантарма пăхрĕ.

— Эсир майĕпентерех, — терĕ вăл. — Темрен тем пуласси пур. Вăл мăйракасăр та, анчах сĕкме пултарать.

Кăшт аяккарах кайсан пуçтарăннă пек çиллине сĕврĕлтерес тесе хăех хушса хучĕ:

— Çапах та Сахвине карчăк тĕрĕс калать, Урасмет варĕнче çĕлен пурах, унсăрăн вăл çакнашкал асма кирлĕ мар, — терĕ.

— Ун варĕнче çĕлен пур-и, çук-и — пĕлместĕп, — терĕ Ятламас, — ăна Сахвине карчăк лайăх чухлать-тĕр. Анчах Хусан мăрсисем çулсеренех усалланса пыраççĕ. Йăлтах тĕкĕнсе çитрĕ пирĕн пурнăç…

— Çапла-а, — килĕшрĕ унпа Пикментей. — Хусан хулине инçе теççĕ, мĕлки вăрăм вара, кунта, пирĕн патах çитет.

21. Мăрса арăмĕ хĕр парать

Иçниксем ялта виçĕ кун пурăнчĕç. Шăп кăна вĕсем хăйсен ĕçне пĕтернĕ тĕле яла юлан утпа Чапкун килсе çитрĕ.

Хаким таврари ялсенчен турттарнă утта кайса тĕрĕслерĕ — Атăл хĕрринчи сăртра таçтанах курăнса ларакан утă капанĕсем ăна савăнтарчĕç.

Вăл мĕн пур пек утта Криуша ăсатма шутларĕ, унсăрăн ăна кунта пĕчĕккĕнех вăрласа пĕтерме пултараççĕ.

— Виçĕ кил пуçне пĕр лав уйăрччăр, — терĕ вăл хăйĕнпе пĕрле чĕмсĕррĕн çӳрекен алманчăна. — Ыранах Криуша турттарма пуçлатпăр. Илтрĕн-и?

— Илтрĕм, — ирĕксĕртен тавăрчĕ Урасмет.

— Эс мĕн пит кăмăлсăр? — терĕ Чапкун. — Хăвăн лашуна туртса илме пулăшнăшăн çиллентĕнем?

— Уншăн мар. Сирĕн иçникӳсем таврари ялсене пĕтĕмпе пăлхатса пĕтерчĕç. Салах çеç мар, ясак та пуçтараççĕ. Кам хушнă вĕсене унашкал иртĕхме?

— Хусан ханĕ аслă Сахиб-Гирей хушнă! Эс çавна халĕ те пĕлместĕн-и? — куçкĕретĕн мăшкăлласа каларĕ Чапкун. — Вăл хăйĕн иçникĕсене тем тума та ирĕк панă, ун пек ирĕклĕх нимле алманчăн та çук. Пуçтарас теççĕ — салах пуçтараççĕ, пуçтарас теççĕ — ясак пуçтараççĕ, илсе каяс теççĕ — сан савнине хан гаремĕ валли илсе каяççĕ. — Чапкун чĕлпĕрне хытарса лашине тытса чарчĕ те Урасмет еннелле ӳпĕнсе сасăпах кулса ячĕ. — Сан савни кам-ха ку таврара? Калам хамăн çынсене, ăна таканласа Криуша илсе пыччăр. Çав Тукай хĕрĕ мар-и, э?

— Мĕн тивĕçпе ун пек калаçатăн эсĕ паян манпала, Чапкун эфенди? — терĕ Урасмет. — Мĕн усал турăм эп сана? Мĕнпе юраймарăм?

— Мĕншĕн тесен эсĕ ĕнер ман иçниксене пухнă ясака мăрса кĕлетне пырса пушатăр, эпĕ ăна сире памастăп тесе каланă тет. Тĕрĕс-и ку сăмахсем?

— Тĕрĕс, — çирĕплетрĕ Урасмет. — Ясак йăлтах Тукай кĕлетĕнче пулмалла. Ку вăл эп тунă йĕрке мар.

— Сан кĕлетӳнте мар-и?

— Çук, эп хам валли ясак пуçтармастăп. Эп чи малтан хамăр ханлăхшăн тăрăшатăп.

Чапкун каялла каçăрăлса ларса тепĕр хут ахăлтатса кулса ячĕ.

— Эх, айван та эс, Урасмет! Хăйне тăрантарайман алманчă вăл ханлăха та тăрантараймасть! Эс хăвна та пайтасăр ан хăвар, ханлăх валли те пурне те йĕркеллĕ пуçтарса ăсат. Вара чăн-чăн алманчă пулатăн.

Урасмет килĕ тĕлне çитсен Чапкун лашине чарса кăшт шухăшласа тăчĕ, унтан çăмламас мулаххайне пусарах лартрĕ те юрланă пек туса мăкăртатса илчĕ:

 

Ку ялта тăван та пур,

Ку ялта савни те пур.

Хăшĕн патне кĕрем-ши?

Савни патне кĕрес пуль…

 

— Ăнлантăн-и? — куç хĕсрĕ вăл.

— Ăнлантăм, — терĕ Урасмет.

— Апла эппин, каярахпа калаçса ларма пыр. Эп кĕçĕр кунтах çĕр каçатăп пулмалла. Халлĕхе сывă пул. Ман сăмахсем пирки шутласа пăх, хаким çыннисемпе килĕштерсе пурăнма вĕренеймесен эс алманчă пулса пĕтерейместĕн…

Урасмет Чапкун сăмахĕсене, ун сăнне, вăл унран мăшкăлласа кулнине часрах манса каясшăн пулчĕ, анчах ниепле те манаймарĕ. Кăнтăрла тĕлĕнче вăл мĕн пур усал шухăшсене ыйхăпа хăваласа ярас тесе шăналăк сарнă вырăн çине кĕрсе выртса пăхрĕ, çук, çывăрасси пулмарĕ. Хăлхара вĕçĕмсĕр çав сăмахсем янăрарĕç: «Хаким çыннисемпе килĕштерсе пурăнма вĕренеймесен эс алманчă пулса пĕтерейместĕн».

Унăн Чапкун ӳпкелесе каланипе килĕшес килмерĕ. Халиччен вăл иçниксемпе те, улансемпе те, Хусантан килекен мăрсасемпе те чиперех пурăнатчĕ-ха, вĕсене йышăнма та, ăсатма та пĕлетчĕ. Сахал мар чаплă хăна кĕрсе тухнă алманчă кил-çуртне. Пĕри те усал сăмах каламан, хур туман. Кăçал çеç темле майпа Урак ывăлĕпе тата çак путсĕр Чапкунпа тытăçса илме тĕл килчĕ. Анчах уншăн Урасмет айăплă мар. Ытла пуçтахла тытаççĕ хăйсене князь ывăлĕпе çĕнĕ хаким!

■ Страницăсем: 1... 12 13 14 15 16 17 18 19 20