Ĕмĕр сакки сарлака. 5-мĕш кĕнеке :: Пӗрремӗш пайӗ
— Куна илтнĕ эпĕ. Çĕнни мĕн пур? — чунĕ кӳтнипе сӳрĕккĕн хушса хучĕ Микула.
Лукарье аранах тăна кĕчĕ. Вăл чунран калаçас, пĕрле хуйхăрас шухăшпа хăваласа çитрĕ. Микула вара хăйне ĕлĕкхинчен те ютшăнарах тыткалать. Лукарье кăмăлне хытарчĕ. Сассине улăштарчĕ:
Тăхта, сана кирли те пур манăн. Ывăлу ылханасран ан хăра. Вĕсен умĕнче пĕтĕм айăпа хам çине йышăнтăм.
— Ĕненчĕç-и?
— Кирек мĕн пулсан та, ывăлу умĕнче пит-куçна пĕçертмĕн. Юлашкинчен çакна астутарасшăн: пĕррехинче эсĕ, эпир ухмаххишĕн ача айăплă мар, нуша килсен пăрахмăп тенĕччĕ. Пирĕн хĕршĕн... Çапла каланăшăн ан çиллен, суйни мар, чăнни... Пирĕн хĕршĕн хăрушă самант çитрĕ. Михха килне таврăнма май çук унăн. Пурăна киле иксĕр тĕл пулсан, ху сăмаху çине тăр. Эп сана нихçан та усал сунман. Ĕçӳ, пурнăçу ăнса пытăр. Кун-çулу телейлĕ те вăрăм килтĕр.
Микула кăмЗлĕ ирĕксĕрех çемçелчĕ. Сехмет арăмĕ пулсан та, хĕрачи пирки чĕри ырататех ĕнтĕ. Лукарье Микулана ырă та тунă. Михха хăй мунчине вут тивертсе Микула пуçне пĕтерме шутланă вăхăтра, вăрттăн систерсе, ăна инкекрен хăтарнă. Тупăнсан, Клавье хутне кĕме ăшĕнче татăклах тĕвтурĕ, анчах чунĕ тарăхнипе уççăн ним те шарламарĕ.
Лукарье ăш сăмах кĕтрĕ. Кăна илтме те тивĕç пек сунчĕ. Микула çаврăнса та пăхмасăр утать. Лукарье тӳсеймерĕ. Çул айккинчи çерем çине кĕрĕслетсе ӳкрĕ. Сасăпах макăрса ячĕ.
IV
Паçăр çеç-ха салтаксем пӳрт умĕнче тăрмашатчĕç. Урама кайса çӳрес шухăш та пурччĕ вĕсен. Михха патăнче тарçăра ĕçлекенсем — украин, белорус, чăваш хĕрĕсем — пĕринчен тепри илемлĕрех. Атăлкасси хĕрĕсене те хурлама çук. Çапах салтаксем кил хушшинчен тухмарĕç. Вырăнти хресченсем хăйсене курайманнине пĕлеççĕ вĕсем. Çавăнпа пӳрте пуçтарăнчĕç те харпăр хăй ĕçне тытăнчĕç: çыру çыраççĕ, пушаннă тӳмесене хытараççĕ, картла выляççĕ.
Гриша кăна месерле выртнă та шухăша путнă. Хусанта чухне казарма пурнăçĕ, кашни кунах вĕренме хăваласа тухни тарăхтарса çитернĕччĕ. Çавăнпа, Атăлкасси вулăсне каймаллине пĕлсен, савăннăччĕ. Таса уй-хир, вăрман, Атăл хĕрри таврашĕнчи çутçанталăк илĕртетчĕ. Кунти çĕршыв чăннипех ытарайми илемлĕ. Тараватлăн кĕтсе илчĕç. Апат-çимĕç мăй таран. Михха çĕрне валеçме тухнă хресченсене пулеметпа персе салатни Гриша ăшне пăр татăкĕ кĕртсе ӳкерчĕ. Çитменннне, çав каçах хуçа кучерĕ тарларĕ. Гриша патне пычĕ те:
— Нимĕçсере Раççейрен хăваласа ятăр-и? Маттур, маттур! Аçу-аннӳ пуç тайсах тав тăвĕ ĕнтĕ сире, — терĕ.
Гриша ним хуравлама аптрарĕ. Кучер сăмахĕсене тепĕр май ăнланмалла ĕнтĕ. Тав тума мар, сура-сура ятлĕç килтисем пĕлсен. Хăйсем те çĕр улпучĕсен пусмăрĕнчĕ-çке. Ывăлĕ пур — Сехмет çĕрне туртса илесрен сыхлать. Луччĕ фронта каймаллаччĕ. Унта та ырах мар, çапах çын умĕнче хĕрелесси-тăвасси çук. Гриша ирĕксĕрех хурлăхлă юрласа ячĕ:
Под ракитою зеленой
Русский раненый лежал.
Он, штыком в грудь пронзенный,
Крест свой медный прижимал...
Кровь лилась из свежей раны
На истоптанный песок.
Над ним вился черный ворон,
Чуя лакомый кусок…
— Гриша, ку юрăран виле шăрши киле пуçларĕ, — тăрăхларĕ пĕр салтакĕ.
Каччă кăмăлĕнче мĕн пуррине каласа парасшăнччĕ, чĕлхине тăсма юратакансем офицера пĕлтересрен хăраса шарламарĕ, юрринех тăсрĕ.
Çавăнтах темиçе салтак ăна пулăшма тытăнчĕ:
Ты не вейся, черный ворон,
Над моею головой.
Ты добычи не дождешься:
Я солдат еще живой…
Петров прапорщикпе Балдин фельдфебель килсе кĕни вĕсен юррине татрĕ.
— Встать! Смирно! — хăнăхнă сасăпа команда пачĕ Балдин. Унтан вăл, прапорщик еннелле çаврăнса: — Господин прапорщик, отряд хăйĕн йăла тĕлĕшĕнчи ĕçне тăвать! — тесе рапортларĕ.
— Здравствуйте, братцы!
— Здравия желаем, господин прапорщик!
— Вольно!
Петров прапорщик салтаксемпе калаçас, шӳтлес шутпа Гриша çывăхне пычĕ.
— Господин прапорщик, Гриша юрланине илтесчĕ сирĕн. Чĕрĕллех тупăка выртнă-çке ку тейĕттĕр! — терĕ пĕр салтакĕ.
— Çав териех мĕнле хуйхă пулнă-ши унăн? Салтаксем пĕрин хыççăн тепри ăнлантарма хăтланчĕç:
— Хĕрĕ качча кайнă, тет!
— Чиперех лурăннă хушăрах лайăх пулеметчика çухатас марччĕ!
— Урăх хĕр тупмалла ун валли. Атăлкассинче чнпер хĕрсем нумай, шансан, евчĕ пулма та хатĕр! — салтаксен кăмăлĕ май кулкаларĕ Петров.
Çак калаçу хыççăн прапорщикпе фельдфебель те ют çынсем пек туйăнчĕç Гришăна.
— Сире пула Атăла та сикĕн, — терĕ вăл. — Анчах унччен господин прапорщикрен ыйтса пĕлесчĕ: мĕн тума илсе килтĕр кунта пире? Хресченсемпе çапăçиччен фронта кайни пархатарлăрах марччĕ-и?
Демьян Петров — Çĕрпӳ таврашĕнчи хресчен ывăлĕ. Салтакра ăна пăшал пеме вĕренсе çитсенех фронта янă, Аманнă хыççăн Хусанти прапорщиксен шкулне лекнĕ. Ултă уйăхран полка таврăннă. Çамрăк вăй-халĕпе салтаксен хушшинчи дисциплинăна çирĕплетме тăрăшнă прапорщик Петров, чаçе большевиксен сывлăшĕ пырса кĕнине те туйман вăл. Атăлкассн вулăсĕнчи хресченсене лăплантарма хушнине те çар çынни тивĕçĕ вырăнне шутланă. Вĕсене пулеметпа персе пистернĕ хыççăн тин хăйсен терĕслĕхĕ пирки иккĕленме тытăннă. Гриша ыйтăвĕ Петрова тĕлĕнтерсе ячĕ. Çакна сиссе, Балдин ăна пулăшма васкарĕ:
— Господин прапорщик, Гриша присягăна пăсасшăн. Патшана сирпĕтнĕ, ĕнтĕ кам мĕнле пĕлет çапла пурăнма юрать тесшĕн.
Пĕр тăсланкă салтак хăй йăпăлтатнине пытараймасăр сăмах хушрĕ:
— Господин фельдфебель тĕрĕс каларĕ. Гриша çар уставне пăхăнасшăн мар!
— Иçмасса, санăн та пулин шарлас марччĕ! — татса хучĕ тăсланкă салтака пĕри.
— Устав, устав! Унта мĕн, хамăр пек хресченсемпе çапăçмалла тесе кăтартни те пур-и-мĕн? — юлташĕн хуйш кĕчĕç пулеметчиксем.
— Хресченсем пирĕн тăшмансем-и?!
— Чăнах, луччĕ фронта каймаллаччĕ!
Прапорщик хăй çине çаврăнса пăхнине сиссен, тăсланкă салтак ăна тата ытларах юрама тăрăшрĕ:
Вăхăтлăх правительство кăларнă йĕркене пăсма кам хушнă? — терĕ вăл шăртланса. — Хресченсем тăшман мар тесе, касма-пусма та чармалла мар-и вĕсене?!.
Фельдфебельпе прапорщик пулман пулсан, тăсланкă салтака шаккаса илекенсем те тупăннă пулĕччĕç, анчах çар дисциплининчен тухни мĕн патне илсе пынине лайăх пĕлнĕ пирки чĕлхисене çыртрĕç. Çапах та Петров прапорщике фельдфебельпе тăсланкă салтак сăмахĕ мар, пулеметчиксен калаçăвĕ килĕшрĕ. Ара, хресченсен çĕр сахяллине, вĕсем мĕн ĕмĕртен çĕр лаптăкĕсене сарасшăн çуннине кам пĕлмест! Çапах та прапорщик пулеметчиксем майлă пулма хăрарĕ. Вăл салтаксем хушшинче пăлхавлă шухăш-кăмăл пуррине сисрĕ. Ахальтен-им Вăхăтлăх правительствăшăн тăракан тăсланкă салтака юратмаççĕ вĕсем. Куншăн, командир мар-тăк, кам айăплă? Прапорщик çакна та ăнланчĕ: пĕтĕм инкек çар дисциплинине хытарманнинчен килет.
— Чарăнăр! — команда сассипе кăшкăрчĕ прапорщик. — Эçир Раççей салтакĕн сăн-сăпатне, тивĕçлĕхне çухатнă. Сирĕншĕн присяга пани те ним мар иккен. Пуçăрсене хăвăр та ăнланман политикăпа çӳпленĕ. Вĕсене йăлтах çухатас хăрушлăх пур. Господин фельдфебель!
— Итлетĕп, господин прапорщик! — терĕ Балдин.
— Çак самантран пуçласа, казарма йĕркисене çирĕплетĕр! Эпĕ ирĕк памасăр ниçта ура ярса пусмастăр. Ырантан вĕренме тытăнатпăр!
Салтаксем пăшăрханса ӳкрĕç. Чăрмавсăр пурăнма май пур çĕртен камăн стройпа утса-чупса çӳрес килĕ? Акă шарламасăр ларакансем те шавлама тапратрĕç.
— Господин прапорщик, пăсăлнисем пурте мар! Пулеметчиксем кăна! — терĕ пĕр салтакĕ.
Гриша, ура çине тăрса, темĕн калама хатĕрленчĕ, анчах сăмахне пуçлама ĕлкĕреймерĕ — прапорщик ăна хăтăрса тăкрĕ.
— Чарăнăр тенĕ сире! Е халех чупса çӳреме тухас килет-и?
Прапорщик Гришăна уйрăмах ятласшăнччĕ, Михха хашкаса кĕни чăрмантарчĕ. Хуçа йăлтах улшăннă. Çӳçе-пуçĕ вирелле тăнă. Пит-куçĕ урмăшнă.
— Демьян Петрович, — пралорщик патне хыпăнса пычĕ вăл, — эпĕ сире шыратăп.
— Мĕн пулчĕ? — çуйланса ыйтрĕ прапорщик те.
— Тăп-тăр кăнтăрла вăрă-хурах мăшкăлларĕ!
— Мĕнле вăрă-хурах?
— Унашкал хăрушă çын тĕнчипе те пулас çук. Каторгăран таврăннă-таврăнман тустарчĕ. Персе пăрахассипе хăратса, укçапа револьвера илсе кайрĕ. Çĕр пин хатĕрлемесен, пурпĕр вĕлеретĕп терĕ!
Салтаксем пуянсене кураймаççĕ, ку хыпара тепĕр чух илтнĕ пулсан, çав кирлĕ ăна тенĕ çеç пулĕччĕç, халь вара хăйсем пур çĕртех вăрă-хурах килсе çаратни вĕсене савăнтармарĕ.
— Мĕншĕн пире систермерĕр!
— Систерме терĕр-ха?! Хам пӳлĕмре чиперех ĕçлесе лараттăм. Пырса кĕчĕ те револьвер туртса кăларчĕ. Тӳрех çамкаран тĕллерĕ. Çак самантрах лутра яла ăсатăп тесе, сехрене хăпартрĕ. Хускалсанах е кăшкăрма çăвар уçсанах персе пăрахатчĕ. Вăрă-хурахĕ çавăн йышши. Демьян Петрович, тытасчĕ-çке ăна! Ирĕкре хăварсан, мана çеç мар, тем чул çынна çаппа-çарамас тăратса хăварать вăл.
— Халь ăçта вăл?!
— Энĕшкассинелле утрĕ пулмалла. Инçех каяймарĕ ипуль-ха. Юланутпа хуса çитме пулать. Эп хамăнне ик лаша йĕнерлĕп! .
Салтаксем прапорщик вăрă-хураха хăвалама килĕшессе кĕтрĕç. Анчах лешĕ шухăшласа тăчĕ: виçĕ юланут сахал пек туйăнчĕ ăна. Салтаксем пурăнакан çĕре кĕме хăраманскер, пĕччен марах ĕнтĕ вăл, пысăк шайка пур унăн.
— Халех каятпăр, Михаил Петрович! — терĕ вара прапорщик. — Господин фельдфебель, эсир хуçа лаши çине утланăр! Чернов, эсир те лашусене кӳлĕр. Пирĕнпе пĕрле пулеметпа пыратăр!
Михха казармăна кĕнине курсан, Трифун та ырă мара сисрĕ. Миххапа пĕрле прапорщик, фельдфебель, Гриша тата ытти салтаксем тухнăран вăл пушшех пăлханса кайрĕ. Ăçта кайма, мĕн тума пуçтарăнаççĕ-ши? Кучер камран та пулин ыйтса пĕлесшĕнччĕ, ĕлкĕреймерĕ. Ана Михха чĕнсе илчĕ.
— Трифун, хăвăртрах икĕ лаша йĕнерле-ха!
Вите умĕнче Гришăпа тĕл пулсан, Трифун пурпĕр вăлтса пĕлчĕ:
— Уçăлса çӳрес тетĕр-и?
— Чухлаймарăн, Трифун пичче! Вăрă-хурах тытма каятпăр!
— Вăрă-хурах?! Ăçта вăл, тĕлĕкре куртăн-и?!
— Каллех йăнăшрăн, Трифун пичче. Тин кăна хуçана çаратса кайнă. Пурпĕр хуса çитĕпĕр ăна, çĕр айĕнчен тупса кăларăпăр!
— Маттур, маттур! Сирĕнте шанăç пур иккен. Трифун ытарлă калаçни Гришăна тарăхтара пуçларĕ.
— Итле-ха, — терĕ вара сӳрĕккĕн, — сан чĕлхӳнте пĕр тӳр сăмах çук. Яланах вăлтса калаçатăн е шухăшна вĕçлеместĕн.
Трифун хаваспах тĕрĕсне калĕччĕ, пулеметчике шансах çитейменнипе юптарса хуравларĕ:
— Шухăша чиперех вĕçлерĕм-çке, эсир сывă чух хресченсенчен, вăрă-хурахран хăрамалли çук терĕм.
Хăй пăлханнине Трифун пытарма тăрăшрĕ. Иккĕленмелли çук, Микулана хăвалама хатĕрленеççĕ. Виçĕ юланут тата, ав, пулемет урапине те кӳлеççĕ. Хуса çитсен, тем туса пăрахĕç. Вĕсене кăшт та пулин чăрмав кӳмелле — Микула инçерех кайма ĕлкĕртĕр. Трифун, витене кĕрсен, лашана «тытаймасăр» чылай вăхăта тăсрĕ. Прапорщик утланнă ĕнтĕ. Пулемет лавне те кӳлнĕ. Трифун çеç пĕр лашине те йĕнерлеймен-ха.
— Ма йăраланатăн?! — тӳсеймесĕр кăшкăрса пăрахрĕ Трифуна Михха.
— Халех, халех... Хăямат, лаша кун пек итлеменнине хальччен нихçан курман.
Юланутçăсемпе пулемет лавĕ тухса кайсан, Трифун чи хытă чупакан урхамахне утланчĕ те çуран çӳрекен тӳр çулпа Микула хыççăн вĕçтерчĕ. Сала ялне çитичченех вăл аслă çул çине тухрĕ. Лашине чарса, пĕр хушă пăхса тăчĕ, Атăлкасси енче пĕр çынна асăрхарĕ. Микулах ĕнтĕ вăл, урăх кам пултăр? Мухтав турра, юланутсем курăнмаççĕ-ха.
Трифун часах Микулана хăваласа çитрĕ:
— Николай Степанович! — хумханса чĕнчĕ вăл, — сана хăвалаççĕ.
— Камсем?
— Сехмет. Унпа пĕрле пряпорщик, фельдфебель тата пулеметчиксем.
— Мĕн кирлĕ вĕсене?
— Тĕплĕнех пĕлеймерĕм те, Михха салтаксене вăрă-хурах çаратса кайнă тесе ĕнентернĕ. Вĕсем тем тума та хатĕр. Ав килеççĕ! — Атăлкасси еннелле кăтартрĕ Трифун.
Салтаксем çеç пулсан, вĕсене çавăрма пулĕччĕ-и, тен. Миххапа офицер пур çĕрте куна тума çук. Вĕсен куçĕ умĕнчен тасални аванрах.
— Тавтапуç, Трифун пичче. Ытти çинчен яла пырсан калаçăпăр. Халь хăвна ан асăрхаччăр. Вĕçтер хăвăртрах!
Микула хутор вăрманĕпе сыпăннă катана васкарĕ, револьверне кăларса хатĕрлерĕ. Акă, ăна хăвалакансем темшĕн чарăнчĕç. Тепĕр самантранах юланутсем каялла вĕçтерчĕç. Çул çинче пĕр лавĕ çеç юлчĕ.
Кун сăлтаве акă мĕнре пулнă иккен...
Микула хыççăн чупса тăнне çухатнă Лукарье тем вăхăтран; урапа кустăрмисем шалтăртатса çывхарнине илтсе, тăна кĕнĕ. Анăçалла çаврăнса пăхнă. Микула курăнман. «Сала ялĕнчен те иртрĕ пулĕ-çке?» — салхуллăн шухăшланă вăл. Сасартăк юланутсем килнине асăрханă. Кусем Миххапа прапорщик тата фельдфебель пулнă. Хыçра — пулемет лартнă лав.
Михха та арăмне инçетренех палланă. Хĕрĕ çухалнăранпа иккĕш пĕр-пĕринчен ютшăннă пулин те, тĕлĕннĕ вăл. Арăмĕ кунталла тухса çӳрени пулман-çке. Халĕ мĕн шырама килнĕ вăл кунта? Питĕ васканипе Михха ăна-кăна тĕпчесе тăман.
— Эсĕ çулпа арçын утнине курман-и? — тесе çеç ыйтнă.
Хĕçпăшаллă çынсемпе пĕрле пулнăран упăшки мĕн шутланине тавçăрма хăтланнă Лукарье.
— Мĕнле арçын ииркн пĕлесшĕн эсĕ? — тенĕ вăл.
— Каторгăна янă сăрнай пирки.
Лукарье йăнăшман. Акă хайхи Микула ăраскалĕ — ун аллинче. Тĕллесе кăна яр, унăн пуçĕ çийĕнет. Пĕр ăшă сăмах та каласа хăварманшăн Микулана çапла тавăрнă пулĕччĕ вăл. Анчах унăн чĕринче упранса юлнă ырă хĕлхем тăна кĕртнĕ ăна. «Ним шарламасăр уйрăлчĕ пулсан та, вăл Клавьене пăрахас çук».
Лукарье Микулана инкекрен хăтарма шутлать.
— Аташатăн эсĕ. Каторгăри çын мĕнле лектĕр кунта? Шăмми-шакки витĕр курăк та шăтрĕ пулĕ! — тет Лукарье.
— Курăк шăтман çав. Шĕкĕрех таврăннă. Тин хăна мана çаратса кайрĕ, персе пăрахассипе хăратрĕ. Тĕл пулмарăн-и? — тĕпчет арăмне Михха.
Упăшки салтаксене суйнине те тавçăрать Лукарье. Микула мĕнле çынне пĕлменскерсем вăл вăрă-хурах тенине ĕненеççĕ иккен.
— Эпĕ Сала патнех çитсе çаврăнтăм. Пĕр арçын та курмарам, — тет татах Лукарье, вăхăта тăсас шутпа.
— Апла тесен, сăрнай Атăлкассинче-шим? Упăшки иккĕленни Лукарьене рехетлентерет.
— Унта мар-тăк, ăçта пултăр! — упăшкине йăнăш çулпа чуптарма тăрăшать Лукарье.
— Ман шутпа, акă мĕн тумалла, Демьян Петрович, — тет вара Михха. — Эпир Атăлкассинелле çул тытăпăр. Унта тӳре-шарасене ура çине тăратăпăр. Кунта ман арăмпа пулеметчиксем юлччăр. Арăм вăл çынна паллать. Маттур салтаксем алăран вĕçертмĕç!
Çапла виçĕ юланут Атăлкассинелле вĕçтерет. Лукарьен те вĕсем хыççăн килелле утас килет, анчах суйи тухасран кунтах юлать.
Çанталăк ырă. Уй-хирте ем-ешĕл ыраш пусси куçа савать. Ĕнер çеç çумăр çуса тусана пусарнипе сывлăш таса, уçă. Салтаксем çерем çине выртса канĕччĕç, хуçа арăмĕ пурри кансĕрлет. Мĕн хăямачĕ тума хăварчĕ ăна Михха. Ирĕксĕрех асăрхануллă пулма лекет салтаксен. Вăхăт çав тери вăраххăн шăвать.
Гриша хуçа арăмĕпе калаçса илме шутлать.
— Лукерья Семеновна... — тет вăл именерех, — çав тери хăрушă текен этем халиччен кама çаратнă е вĕлернĕ?
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...