Çавраҫил :: Вуннӑмӗш сыпăк
— Тăвансем, хамăр прихут халăхĕ! Итлĕр те каçарăр мана. Тек пултараймастăп, манăн халĕ хамăн айăпсене йышăнас вăхăтăм çитрĕ, — хурлăхлă сасăпа каларĕ вăл. — Итлĕр эппин: ку таранччен эпĕ сире, чиркӳре кĕлĕсем каласа, суйса улталаса пурăннă. Çавăнпа та эпĕ паянтан священник мар, Якку атте мар. Пĕлĕр: тĕнчере тĕрĕс пуп çук. Вĕсен сăмахне итлесе, эсĕр типĕ тытатăр, хăйсем çав вăхăтрах аш-пăш, сĕт-çу апачĕсем çиеççĕ, ĕçкĕ-çикĕпе иртĕхеççĕ. Хам сăмахăн хуçи Пулса, ак çапла тăватăп эпĕ, — терĕ те Якку атте, кăкăрĕ çинчи пысăк хĕресне, çийĕнчи рясине хывса урайне пăрахрĕ. — Çакăнтан пуçласа эпĕ чиркӳ çынни мар! Унта комсомолецсем хуçа пулччăр, клуб туччăр, юрлаччăр-ташлаччăр, хаçат-журналсем вулаччăр, хăйсене кирлĕ пек савăнччăр.
Якку атте çак сăмахсене каласанах чиркӳри халăх анăраса кайнă пек пулчĕ, унтан асар-писеррĕн шавласа кайрĕ:
— Ку таса атте мар, шуйттан ĕрекки пулчĕ!
— Усал ернĕ ăна!
— Вута пăрахса çунтармалла ăна!
— Чиркӳ хĕресĕнчен çакса вĕлермелле антихриста! — унтан та кунтан илтĕнсе кайрĕç хаяр сасăсем. Çак пăтăрмах пулса иртнĕ вăхăтра Уçăппа унăн юлташĕсем чиркӳрен шăппăн тухса шăвăнчĕç. Пуп патнелле халăх ушкăнĕ талпăнса пычĕ, ăна ярса тытма хăтланчĕç, анчах Якку атте тем хушăра клирос патĕнчи алăкран чăмса кĕрсе таçта тарса пытанма та ĕлкĕрчĕ. Чиркӳре ним ăнланми, никам тытса чарайми, никам лăплантарайми çуйхашу, шăв-шав, тĕрткелешӳ, йĕркесĕрлĕх пуçланчĕ. Анкă-минкĕ пулса кайнă карчăксем, çӳлелле пăхса, тутисемпе тем-тем мăкăртатса, вĕçĕ-хĕррисĕр сăх сăхаççĕ.
— Комсомолсем хăратса пĕтернĕ пулĕ-ха ăна!
— Çав эсрел мăйракисен шăмми-шаккине тĕрĕслесе тухмалла!
— Якку аттене юр çинче çарран çӳретмелле хăйне! — татах та татах илтĕнчĕç тарăхупа çилĕ тулса тăкăнакан сасăсем.
Хĕрупраçсем чи малтан чиркӳ алăкĕнчен вăркăнса тухма тытăнчĕç. Алăк умĕнче чыхланнă кинемисем ни малалла, ни каялла каяймасăр тĕркĕшеççĕ. Çынсем хĕстерсе лартнă ачасем сехри хăпнипе çăри-çари! çухăраççĕ.
— Ачасене! Ачасене ан вĕлерĕр!
— Ан хĕвĕшĕр! Йĕркеллĕ тухăр! — тесе кăшкăрнисем илтĕнеççĕ.
Ваттисем, халăх тухса пĕтессе кĕтсе, стенасем çумнерех хĕсĕнме тăрăшаççĕ, Якку аттене ылханса вăрçаççĕ.
Тепĕр çур сехетрен тин чиркӳ пушанса юлчĕ. Алăкне хуралçă та пырса питĕрмерĕ. Кăштахран чиркӳ картишне тахăш килтен тухса кайнă авăнчăк мăйракаллă шур качака пырса кĕчĕ. Вăл, мăйракисене пăркаласа, савăл пек сухалне силлекелесе, пĕр хушă чиркӳ алăкĕ умĕнче пăх-каласа тăчĕ, унтан, урисемпе шаклаттарса, шала кĕрсе кайрĕ.
Пичĕ-куçĕ шурса-кăвакарса кайнă, хăйĕнче çын сăнĕ те юлман хуралçă килсе тухрĕ. Вăл, чиркӳ алăкне питĕрсе илем-ха хăть тесе, унталла утрĕ, малтан шалта кам та пулин юлнипе юлманнине тĕрĕслеме шутларĕ. Кĕнĕ-кĕменех ун куçне хĕрлĕ çăлтăр пек йăлкăшакан икĕ пăнчă, вĕсем тĕлĕнче икĕ вăрăм мăйрака тата шап-шурă кĕлетке курăнса кайрĕç, хăлхине ме-е-ке-ке! тенĕ сасă пырса кĕчĕ. Ехрем мучи, сехри хăпнипе, шариех çухăрса ячĕ те урайне лаплатса ӳкрĕ. Çав «шуйттан» хăй патнелле çывхарнине курсан, старик пушшех те хытăрах çухăрашма пуçларĕ, тăватă уран упаленсе, аранах алăкран тухрĕ, юр çине тăсăлса ӳкрĕ. Кĕтмен-туман çĕртен таçтан çил вĕçтерсе килчĕ те, алăк хăйне хăех хупăнса ларчĕ— качака шалтах юлчĕ.
Ял Советĕнче
Чăваш Яшми чиркĕвĕнче ирхине тĕлĕнтермĕш мыскара пулса иртнĕ хыпар таврари ялсене те хăвăрт сарăлчĕ. Малтанах нумайăшĕ çакна ĕненесшĕн пулмарĕç. Пĕр-пĕр шӳтник шухăшласа кăларнă суя сăмах ку теме пикенчĕç. Кайрантарах ку нимĕнле шӳт те мар, чăнах çапла пулнине пĕлсен, пĕççисене шарт! çапрĕç. Чăн та усалах ернĕ ку Якку аттене тесе шутларĕç. Ку йăлтах коммунистсен ĕçĕ тесе, вĕсене ятлаçакансем те пулчĕç. Апла тесен тата чиркӳ хуралçи хăй куçĕпех чиркӳре шуйттан çӳренине курнă-çке. Вăл ĕмĕр тăршшĕпех унта ĕçленĕ, халиччен нихçан та шуйттан курнине каламан. Тата вăл суйма-тыттарма пĕлекен çын та мар терĕç виççĕмĕшĕсем.
Çак тĕлĕнтермĕш хыпара ял Советĕнче ĕç туса ларакан Казаковпа Степанов та тӳрех ĕненмерĕç. Уйрăмах Михаил Степанович тĕлĕнчĕ. Ара, вăл каçхине кăна комсомолецсен пухăвĕнче пулчĕ-çке. Чиркĕве хупас пирки малтан халăх хушшинче мĕнле-мĕнле ĕçсем туса ирттермелли çинчен ăнлантарса панăччĕ. Паян, акă, пыр та кур ĕнтĕ. Якку атте хăй çавăн пек тамаша туса хунă. Ытла та тĕлĕнмелле япала-çке ку! Председательпе партячейка секретарьне çакă та иккĕлентерет: пуп хăй тĕллĕнех, никам хĕтĕртмесĕр-хăратмасăрах çапла тунă-ши е хистекенсем пулнă-и?
Вĕсем апла-капла шухăшласа ларнă вăхăтра ял Советне пĕр ушкăн халăх кĕпĕрленсе кĕчĕ, ытларах стариксемпе карчăксем пулчĕç. Пĕр хушă пурте ним шарламасăр тăчĕç. Унтан пĕр карчăкĕ алăк патнелле çывхарнă хĕрарăм еннелле çаврăнчĕ те:
— Кала, Укаç тăхлачă, ял пуçлăхĕсене, йăлтах тĕп-тĕрĕсне каласа пар, — терĕ.
Укаç текенни, урисене вĕр-çĕнĕ çăматă, çине пĕрмечеллĕ сарă кĕрĕк тăхăннăскер, маларах иртрĕ.
— Мĕн каласшăн, Укаç кинеми, кала, — хĕрарăм çинелле сăнасарах пăхрĕ Казаков.
Çав вăхăтра алăк уçăлчĕ те, çынсем хыçне Хрестук кĕрсе тăчĕ.
— Калатăп, йăлтах тĕрĕссине калатăп.
— Ăçтан пĕлес пур: тен, лешсене Михаляпа Матви хăйсем хĕтĕртсе янă?! —кăшкăрчĕ аллине туя тытнă тепĕр карчăк.
Казаковпа Степанов пĕр-пĕрин çине тинкерсе илчĕç.
— Ара-çке, ĕнер ирпе пирĕн пата леш Ехремĕн кăтра Уçăпĕпе Настаç ывăлĕ Павăл пырса кĕчĕç. Ман ачана апат çиме те памарĕç, васкатсах тумлантарчĕç те хăйсемпе пĕрле таçта илсе тухса кайрĕç. Çур çĕр иртсен тин таврăнчĕ ывăл. Комсомол пухăвĕ пулчĕ тет. Михал Степанчă турăшсем, чиркӳсем, пирĕштисемпе святойсем çинчен нумай интереслĕ япаласем каласа пачĕ тет. Паян, акă, пăхап та, ман ывăл Гури чиркӳре çав Кăтрапа юнашар тăра парать. Чиркĕве икĕ çул ура ярса пусманччĕ вăл, паян вара ытти кăмсамулсем те пуçтарăнса пынă. Якку атте хĕресĕпе рясине хывса пăрахсан, пурте йăл-ял кулкаласа тухса шăвăнчĕç. Хам таврăннă çĕре ывăл килте пĕчченех ларать. Тытăнтăм хайхискерне пăсăрлантарма. Ĕнер кунĕпе ăçта сулланса çӳрерĕн? Паян чиркĕве мĕн тума пынă эсĕр? Йăлтах тĕрĕсне каланă пултăр, атту ак текех киле те кĕртместĕп, Кăтрасем патĕнчех пурăн тетĕп, — терĕ те хĕрарăм, куçĕпе Казаковпа Степанов çинелле йĕрлесе пăхса илчĕ.
— Ывăлу мĕн терĕ-ха вара, Укаç кинеми? —ыйтрĕ Михаля.
Укаç ывăлĕ хăйне мĕн каласа кăтартнине йăлтах акса тăкрĕ. Вăл амăшне пурин пирки те тĕп-тĕрĕс каласа панă иккен.
— Куратăр-и, юлташсем, ку ĕçе эпĕр, коммунистсем, чĕрне хури чухлĕ те хутшăнман. Кунта ытларах Озеров Осип айăплă пек пулса тухать. Тĕрĕслĕпĕр, пĕлĕпĕр, — лăплантарчĕ çынсене Казаков, —кайран мĕн тумалли курăнĕ вара.
— Чиркӳпе мĕнле-ха ĕнтĕ? —ыйтрĕ туяллă карчăк.
— Çӳçне-сухалне кастарнă Якку атте хăйĕн çав сăмахĕсем хыççăн пуç кассан та пырса курăнас çук унта, — терĕ хыçаларах тăракан старик.
— Ма апла калатăн, Элӳç кум? Якку атте: «Мана кăмсамул çапла хушрĕ, апла тумасан тĕрмене хуптарассипе хăратрĕç» тесен, халăх, тен, каçарĕ те ăна, — хăй шухăшне пĕлтерчĕ çĕлĕкне хул хушшине хĕстерсе тытнă тепĕр ватă çын.
— Унăн кăмсамулран мар, турăран хăрамалла пулнă, — сассине хăпартрĕ малтанхи старик.
— Турă упратăр пире унашкал пупран! Эпĕ халĕ тем парсан та хамăр ял чиркӳне ура ярса пусмастăп. Унта пупне кăна та мар, чиркӳне те шуйттан ернĕ. Отурăш хăй куçĕпе курнă-çке-ха мăйракаллă шуйттана, — терĕ те туяллă карчăк, ыттисем енне çаврăнчĕ:—Эпĕ малашне кӳршĕри Тимеш чиркӳне çӳреме пуçлатăп луччĕ...
Сĕтел патнерех тепĕр старик иртсе тăчĕ.
— Ăнланмастăп-ха, çав кăмсамул утаманĕ, Кăтра Уçăп ара, мĕнле-ха сирĕн пуç урлă сикме пултарнă? — тесе ыйтрĕ вăл.
— Хальлĕхе нимĕн те калаймастăп, юлташсем, — ал тупанĕпе янаххине сăтăрса илчĕ Степанов. — Чăнах та ку Озеров Уçăп ĕçĕ пулсан, шантаратăп сире, ăна пуçран ачашласа тăмастпăр эпĕр, ял халăхĕ умĕнче явап партаратпăр.
Кĕçех ватă стариксемпе карчăксем пурте ял Советĕнчен тухса кайса пĕтрĕç.
— Эсĕ мĕн çăмăлпаччĕ тата? —Хрестук çине куç ывăтрĕ Казаков.
— Укаç кинеми йăлтах тĕрĕс каларĕ, Матвей Александрович, — тӳрех тавăрчĕ Хрестук.
— Эсĕ ăçтан пĕлетĕн тата?
— Гуриренех. Каçхине, пуху хыççăн, хăваласа çитрĕ те пире хăйсем виççĕшĕ ĕнер мĕн хăтланса çӳренине каласа пачĕ. Ма кун пирки пухура шарламарăн, Уçăпран хăрарăн-им? —тесе ыйтрăмăр та Сергейпе иксĕмĕр, вăл пире: «Хăранăшăн мар, ыран чиркӳре мĕн пулса иртĕ-ши тесе шарламарăм», терĕ. Тĕрĕс мар турăмăр пулĕ те, хамăр та вара Гури шухăшĕпе килĕшрĕмĕр. Кĕлĕ пуçланиччен сире пырса пĕлтерес темерĕмĕр, — айăплăн çĕрелле пăхрĕ Хрестук.
Икĕ коммунист йăл! кулчĕç.
— Пĕлтернĕ пулсан та кая юлаттăр: пуп çӳçĕпе сухалне ĕнерех касса тирпейлеме ĕлкĕрнĕ пулас, — терĕ те Казаков, хĕре тенкел çине ларма сĕнчĕ. — Ку ĕçе пирĕн хутшăнмасан та юрать те-ха, çапах та тĕрĕсне пĕлес килет. Кала-ха, Хрестук, эсĕ Сергее чăннипех юрататăн-и? — тесе ыйтрĕ председатель.
— Суяпа юратма пулать-и? —тĕлĕнчĕ хĕр.
— Тепĕр чухне ун манерли те пулкалать.
— Пире, комсомолецсен пухăвĕнче, Уçăп çапла каларĕ: «Çук çын хĕрĕсен пуян ачисене юратма юрамасть. Ун пеккисене комсомол ретĕнчен кăларса çапатпăр. Бедняксен беднякпа, кулаксен кулакпа пурăнмалла», — терĕ. Калăр-ха, Михаил Степанчă, мĕнле, тĕрĕс-и ку? Унашкал саккун та пур-и? — ыйтрĕ хĕр.
— Унашкал саккун çук, пулма та пултараймасть. Чăнах та ĕлĕк пулнă вăл. Крепостник ывăлĕ крепостной хресчен хĕрне юратма та, качча илме те пултарайман. Пушкин вăхăтĕнче вырăссен Кольцов хушаматлă чаплă поэт пурăннă. Вăл крепостник ывăлĕ пулнă, хăйсен килĕнче ĕçлекен хĕре юратса пăрахнă. Çакăншăн ăна ашшĕ килтен хăваласа кăларса янă. Ывăлĕ таврăнсан та киле кĕртмен, чартакра усранă. Талантлă поэт чартакра чирлесе, выçă тенĕ пекех вилнĕ. Ку тĕлĕшпе Ашмарин ученăй та чылай инкек курнă. «Нарспи» поэмăна вуланă-и эсĕ, Хрестук?
— Сергейпе пĕрле вуларăмăр, — тавăрчĕ хĕр. — Сетнерпе Нарспи иккĕшĕ те вилеççĕ.
— Ун чух самани çапла пулнă. Тан мар çынсен юратăвĕ телейлĕ пулма пултарайман. Совет влаçĕ вара хĕрарăмсемпе арçынсене пĕр тан права пачĕ. Вĕсем юратура та пĕр танах. Кам кама савать, çавăнпа пурăнать. Ку ыйтăва саккун хутшăнмасть, — ăнлантарса пачĕ Степанов.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...