Çавраҫил :: Вуннӑмӗш сыпăк
— Вăт тамаша! Шалккă çынна, — персе ячĕ пĕри.
— Акă тата сире тепĕр тĕлĕнтермĕш япала çинчен каласа парам-ха. Шатра чирĕ хăй вăхăтĕнче çав тери хăрушă чир пулнă. Вăл çулсеренех çĕр чăмăрĕ çинчи çĕршер те пиншер çынсен пурнăçне татнă. Пĕчĕк нацисене йăлтах пĕтерни те пулнă. Англири пĕр ялта пурăнакан Эдуард Дженнер ятлă врач хăй шутласа кăларнă эмелпе шатра чирне хирĕç укол тунă, çавă çынна вилĕмрен çăлса хăварнă. Вуншар, çĕршер, пиншер çынна вилĕм аллинчен туртса илнĕ вăл. Ун çинчен часах чиркӳ çыннисем пĕлеççĕ. Ун вĕрентĕвне никам та путарса лартма пултарайман. Вăл хăйĕн анлă çулне пĕтĕм тĕнчипе тупнă. Вун тăххăрмĕш ĕмĕрте шатрана хирĕç обязательнăй йĕркепе укол тумалли закон йышăннă. Çакă миллионшар çынсен пурнăçне вилĕмрен çăлса хăварма пулăшнă. 1858 çулта Эдуард Дженнера асăнса Лондонра палăк лартнă, ун айне: «Амăшĕсемпе ачисене, халăхсене сывлăх паракана» тесе çырнă.
— Михаил Степанович, шатра чирĕ вăл чечче чирĕ текенниех мар-и? —ыйтрĕ пĕр хĕр.
— Шăпах çавă.
— Мана асанне каласа паратчĕ çав, эпĕ ача чухне пирĕн ялта чечче чирĕпе питĕ нумай çын вилчĕ тетчĕ.
— Тĕрĕс каланă асаннӳ. Ун чухне пирĕн пек инçетри чăваш ялĕсенче шатра чирне хирĕç кĕрешме пĕлмен-ха. Чечче чирĕпе чăвашсем питĕ нумай пĕтнĕ. Шатра питлĕ çынсене эпир хамăр хушăра та куратпăр-ха, — тесе вĕçлерĕ те Степанов хăй вырăнне ларчĕ.
Учитель халиччен илтмен япаласем çинчен каласа пани çамрăксене кăсăклантарса ячĕ. Вĕсем çĕнĕрен те çĕнĕ ыйтусем пама пуçларĕç.
— Ман асатте темле тĕрлĕ святойсен ячĕсене те пĕлет. Серафим святой ĕлĕк-авал хамăр таврарах пурăннă, çĕр çинче чух тем те тума пултарнă, тет. Йывăр чирпе асапланакансене хăйĕн аллипе сĕртĕннипех сыватма пултарнă, куçпа пăхса хăракан йывăçсене чĕртнĕ, ваттисене çамрăклатма, йĕкĕтсемпе çылăха кĕнĕ хĕрсене тытамак чирĕ ертсе асаплантарма пултарнă тата тем те, тем те тума пултарнă вăл, тет. Калăр-ха, Михаил Степанович, мĕн те пулин тĕрĕсси пур-и çакăнта? —ура çине тăрса, васкамасăр каларĕ çирĕм урлă каçнă вăрăм хура çӳçлĕ йĕкĕт.
— Святойсем чăнах та питĕ нумай, — Степанов тепĕр хут ура çине тăчĕ. — Вĕсене шутласа кăларма ӳркенмен. Святойсен ячĕсене пупсем хăйсем те йăлтах пĕлмеççĕ. Чиркӳре святойсен ячĕсене асăнса çырнă ятарлă кĕнеке пур. Çавăнта кашни святойăн «паттăрла» ĕçĕсем çинчен тĕплĕ çырса кăтартнă, — терĕ Степанов, хура çӳçлĕ йĕкĕт çине пăхса. — Акă, эсĕ, Ваçлей, мĕн терĕн-ха, аслаçу Серафим святой пирĕн енчех çуралнă тесе калать терĕн. Апла эсĕ ăна, аслаçуна, çапла ăнлантарса пар. Ыттисем итлетĕр-и? — çивĕч куçĕсемпе класс тавра пăхса çаврăнса ыйтрĕ учитель.
— Итлетпĕр-çке.
— Ку вăл 1903 çулта пулнă. Çак вăхăтра халăх çилли патша йĕркисене хирĕç тулса пыни сисĕнме пуçланă. Халăх массисем пăлхав пуçласа ан яччăр тесе, патша дворецĕнче тем-тепĕр шутласа кăларма пикеннĕ. Çав шутрах çĕнĕ святойăн шăм-шаккине тупса çĕнĕрен çĕре чикмелле пулнă. Святой пулма кандидата Серафима тăратнă. Вăл хăйĕн пурнăç çулне çитмĕл çул каялла Саровски^ пушхирте вĕçленĕ. Ку кандидата патша хапăлласах хăй çирĕплетнĕ. Çак çын çамрăклах мăнастире кайнă пулнă, каярах, ватăлсан, хăй патне пыракан çынсене турă хушнă пек пурăнма вĕрентнĕ. Предани тăрăх, Раççей патши пирки вăл çапла каланă пулать: «Патшана ларсанах ăна «халăх нушисем» кĕтеççĕ, каярахпа вара тулăх та чечеклĕ пурнăç пулать унăн». Патша хушнипе пысăк уява чаплă ирттерме хатĕрленеççĕ. Саровски пушхирте Серафим шăм-шакне нумайччен шыраççĕ, анчах та тупаймаççĕ. Ун вырăнне урăх çын скелетне майлаштараççĕ. Серафим чĕрĕ чухне çĕр çинче мĕнле-мĕнле тĕлĕнтермĕшсем туни çинчен суя кĕнеке пичетлесе кăлараççĕ. Саровски пуш хирне патша хăй пынă. Революционерсем çакна тăрă шыв çине кăлараççĕ. Патша самодержавин пĕрремĕш революци хумĕсене сирсе яма вăй çитмен. 1905—1907 çулсенче вăл пĕтĕм Раççей çийĕн кĕрленĕ. Серафим вара, çапах та, святойсен списокне кĕрсе юлнă-юлнах. Ытти святойсен ячĕсене те çапла тĕрлĕрен майпа, ытларах суяпа майлаштарса тупнă, — тесе вĕçлерĕ те Степанов, паçăрхи йĕкĕт енне çаврăнчĕ. — Ну, Ваçлей, мĕнле, Серафим пирки мĕн каланине аслаçу ĕненĕ-ши? Кăна эпĕ кĕнекере хам куçпа хам вуланă.
— Пĕлмесп çав, Михаил Степанович. Каласа парăп та-ха, анчах сире те, мана та ятласа пăрахасран хăрап, — кула-кулах тавăрчĕ йĕкĕт. —Мана вăл ахаль те антихриста çырăнтăн иккен тесе вăрçать.
— Ну, вăт, юлташсем, чиркĕве хупас ĕçе эпир çакăнтан пуçларăмăр тесе шутлăпăр. Пуçламăшĕ пулсан, вĕçĕ те пулма кирлĕ. Ку ыйтăва эпир, вулăсра пулнă хыççăн, коммунистсен пухăвĕнче сӳтсе явăпăр, вара сирĕнпе тепре курса калаçăпăр.
Ку сăмахсене илтсен, Озеров хăйне йĕп çинче ларнă пекех гуйрĕ, анчах ăна никама та систермерĕ.
Ыйтусем тек пулмарĕç. Пуху çакăнпа вĕçленчĕ.
Паласкас çамрăкĕсем пурте пĕрле, шăкăлтатса калаçса анчĕç. Çтаппан та киле кĕрсе юлнă хыççăн Сергейпе Хрестук иккĕшĕ кăна юлчĕç.
— Ну, мĕнле, Сергей, паянхи пуху килĕшрĕ-и сана?
— Тем каламалла, Хрестук. Пухăвĕ вăл килĕшрĕ-ха. Михаил Степанович каласа кăтартнисем те тĕлĕнтерчĕç. Анчах Уçăп хăтланăвĕсем вара пач килĕшмеççĕ. Шутла-ха, ара, эсĕ, хăйĕнчен аслисен пуçĕ урлă сикме пуçланă вĕт вăл.
— Пуçланă кăна мар, сикнĕ те ĕнтĕ.
— Сикессе сикнĕ те, анчах сиксе каçайман.
— Юрать-ха пухура Михаил Степанович пулчĕ. Унсăрăн вăл пире ирĕксĕрлесе, хăратсах чиркĕве хупмалла тесе решени йышăнтарма пултарнă.
— Комсомолецсем Уçăпран çав териех хăраççĕ-и вара? — ыйтрĕ йĕкĕт.
— Тем тĕрлĕ те хăратма пĕлет вăл. Ытларах хăй ячĕпе мар, вулăсрисен, Шупашкартисен ячĕпе хăратать. Вĕсем çапла хушрĕç, çӳлтен мĕн хушнине пирĕн йăлтах пурнăçламалла. Кам хирĕç — вăл Совет влаçĕн тăшманĕ, класс тăшманĕ, кулаксен тусĕ тет те, ним калама та аптăрамалла, — ăнлантарма тăрăшрĕ хĕр.
— Ман шутпа, Уçăп çӳлтисем хушнипе мар, хăй тĕллĕн аташать. Вулăсрисемпе Шупашкартисен умĕнче чапа тухса, хăй те çӳле хăпарасшăн. Асăрхарăн-и, Михаил Степанович: «Камсем ĕçлеççĕ унта, вулăсри комсомолта?»—тесе ыйтсан, Уçăп пичĕ хăмач пек хĕрелчĕ.
— Çапла-а. Сергей, итле-ха, ыран чиркĕве каятпăр-и? — ыйтрĕ хĕр.
— Каятпăр, — килĕшрĕ Сергей.
Хĕрпе йĕкĕт çапла калаçса пынă хушăра ура сасси илтĕнех кайрĕ. Хрестук хăй те сисмерĕ, икĕ аллипе те Сергее аллинчен ярса тытрĕ. Вĕсем тăруках каялла çаврăнса тăчĕç.
— Ан хăрăр. Эпĕ ку, — пĕлтерчĕ çывхаракан çын. Ку Кăтра Уçăпсен урамĕнче пурăнакан Гури комсомолец пулчĕ. Анчах çĕр хута мĕн кирлĕ-ха ăна кунта? Мĕншĕн пуху хыççăн хăйсен кас ачисемпе пĕрле килне кайман-ха вăл?
— Гури, пире ăсатса ярас терĕн-и? — шӳтленçи пек пулса ыйтрĕ Сергей.
— Апла мар-ха. Ман Хрестукпа калаçмалли сăмах пур, — пĕлтерчĕ йĕкĕт.
— Калаçмалли пулсан, Сергейпе иксĕмĕр умра кала. Унсăрăн итлеместĕп, — татса хучĕ хĕр.
— Сергей комсомолец мар-çке... — иккĕленчĕ йĕкĕт.
— Паян мар, ыран вăл та комсомол пулать. Кала, Гури, мĕн каламаллине. Сергейрен ан хăра. Вăл хамăр çын, — çавăнтах ачашланса, кăштах куланçи пулчĕ хĕр.
— Уçăп никама та калама хушманччĕ те, чун чăтмасть. Эсĕ, Хрестук, бюро членĕ. Çапла-и? — Йĕкĕт малтан Сергей çине, унтан хĕр енне çаврăнчĕ.
— Ну, çапла. Манран нимĕн те ан пытар. Кайран хăвнах лайăх пулать. Сергейрен те пытарма кирлĕ мар.
— Апла, тен, манăн каяс мар-и? — хуллен каларĕ те Сергей, айккинелле пĕр утăм турĕ.
— Ниçта та каймастăн. Эсĕ сăмаха тытма пĕлетĕн, — чарчĕ хĕр.
— Апла, юрĕ, итлĕр. — Гури, йĕри-тавра пăхса, шăппăн кăна паян хăй Уçăппа тата Павăлпа пĕрле малтан чиркӳ хуралçи патĕнче пулнине, унтан Уçăп Якку пуппа мĕнлерех калаçнине, кайран пĕлтерӳсем çырса вĕсене Павăлпа иккĕшĕ ял тăрăх çыпăçтарса çӳренине йăлтах тĕпĕ-йĕрĕпе каласа пачĕ. Халиччен тӳсĕмлĕ итлесе тăнă Хрестук сылтăм аллине çĕклесе сывлăшра ваш! сулса илчĕ те:
— Ухмах эсĕ! —тесе хучĕ. — Мĕншĕн çакна йăлтах пухура каласа памарăн?
— Унта Уçăп пур-çке...
— Сана эп каплах хăравçă тесе шутламанччĕ, — терĕ те хĕр, тусĕ енне çаврăнчĕ. —Сергей пулнă пулсан, никамран та хăрас çукчĕ. Тытатчĕ те калатчĕ. Çапла вĕт, Сергей.
— Апла ан кала, Хрестук. Тен, Гури те хăранипе мар пуль-ха, — ерипен, васкамасăр каларĕ Сергей.
—Тĕрĕс, Сергей. Эпĕ пухура Уçăпран хăраса мар, ыран чиркӳре мĕн пулса иртĕ-ши тесе, юриех шарлас мар терĕм, — хăйĕн чăн шухăшне пĕлтерчĕ комсомолец.
— Якку атте Уçăп сăмахĕсенчен хăраса ӳкĕ-ши вара?
Халăх умĕнче чăнах та çапла тăвĕ-ши? Тен, ăна ыран ирех кайса пĕлтермелле мар-ши? Эсĕ мĕнле шутлатăн, Сергей? —тусĕ енне çаврăнса ыйтрĕ хĕр.
— Эсĕ аплах ан кул-ха, Хрестук. Эпĕ хĕрача мар вĕт. Апла ыран мĕн пуласса кĕтĕпĕр-и?
— Кĕтĕпĕр.
Гури хĕрпе Сергее алă пачĕ, каялла çаврăнса, чупнă пекех васкарĕ.
— Вăт, мĕнле авторитет санăн, Хрестук. Секретарьте Кăтра мар, эсĕ пулмалла, — терĕ те Сергей, хĕре çупăрласа илчĕ.
Чиркӳре
Чиркӳ тăрринчен пĕтĕм тавралăха янăратса йĕнкĕлтетекен чан сассисем çынсене аслă çăварни кĕллине йыхăраççĕ. Çанталăкĕ уяр паян. Пĕлĕт хĕрринчен çĕкленсе тухнă хĕвел çӳлтен çӳле хăпарать, савăк кăмăллă хĕр пек ăшшăн кулкаласа пăхать. Шурă тăла чăлха çинчен вĕр-çĕнĕ çăпата сырнă, пĕрмечеллĕ хура сăхман е сарă кĕрĕк тăхăннă, шерепеллĕ капăр тутăр çыхнă кинемисем, çăмламас çĕлĕк, кивĕ кĕрĕк е сăхман тăхăннă мучисем тăватă урампа чиркӳ еннелле утаççĕ. Вĕсемпе пĕрлех ача-пăча та пур. Хĕрсен ушкăнĕсем, çăварни валли çатма çинче ăшаланă хĕвелчамăшне каткаласа, пуçĕсене каçăртарах тытса, пĕри тепринчен хитререх утма тăрăшса, хăйсем хушшинче савăнăçлăн калаçса-кулса пыраççĕ.
Чиркӳре халăх тулсах пырать. Кĕлĕ пуçланас умĕн унта Уçăппа тепĕр тăват-пилĕк комсомолец пырса кĕчĕç, тĕттĕмрех кĕтесе пытанса тăчĕç. Кĕçех чиркӳре халăх лăках тулчĕ. Çĕлĕкĕсене хывса сулахай хул хушшине хĕстернĕ шурă çӳçлĕ, кăвакрах сухаллă стариксем, пуçĕсене хура тутăр çыхнă карчăксем—кунта пухăнса тулнă пĕтĕм халăх пуп кĕлĕ пуçласса кĕтеççĕ.
Клирос çине çӳçсĕр-сухалсăр Якку атте хăй кăна тухса тăрсан, çынсем шанк! хытса тăчĕç, сăмах чĕнме хăраса, шиклĕн пĕр-пĕрин çинелле пăхкаласа илчĕç. Пуп унталла-кунталла пуç ывăтрĕ, аякри кĕтесе йăпшăнса тăнă комсомолецсене курсан, вара тӳрех çапла пуçларĕ:
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...