Çавраҫил :: Тăххăрмĕш сыпăк
Килĕнче ăна Мирун хапха уçса кĕртрĕ. Кĕçех пĕчĕк ачисем чупса пычĕç, амăшĕ ăçти çинчен ыйта пуçларĕç.
— Пшолте вон! Халех тепĕр пӳрте! — тилĕрсе кăшкăрчĕ Сахар.
Лешсем ашшĕ çапла кăтăрса кайнине халиччен курманччĕ-ха. Çавăнпа та нимĕн ăнланманскерсем, ун çинелле шиклĕн пăхкаласа илсе, ним шарламасăр тепĕр пӳрте тухрĕç.
Кĕçех Сергей кĕчĕ.
— Лар! — куç айĕпе пăхса, шăл витĕр каларĕ ашшĕ. Сергей сак çине кайса ларчĕ, аллисене пĕççисем çине хурса, ашшĕ çине пăхма хăяймасăр, пуçне усрĕ.
— Кала, ма суйрăн? — куçĕпе тирĕнчĕ ун çине Сахар. —Мĕншĕн мана чăннипе каламарăн? Мĕншĕн çак намăса кăтартрăн?
— Каçар та, атте, мĕн пулнă вара?
— Мĕн? Мĕн?! Йысну вилнĕ ав! Ывăлĕ темле кăна хăнк! пулман. Мĕншĕн пуçана ывăлĕнчен çапла мăшкăларăр? Мĕн çитмен сире?
Ашшĕпе ывăлĕн куçĕсем пĕр-пĕринпе тĕл пулчĕç. Сергей ура çине сиксе тăчĕ.
— Эпĕр мар, вăл хăй пирĕнтен куласшăн пулнă, атте. Хрестука пусмăрласа мăшкăллама тăнă!
— Хрестука?!
Сергей ашшĕне мĕн пулса иртнине пĕтĕмпех каласа пачĕ. Сахар кăштах çемçелчĕ, тем шухăша кайса, пӳлĕм тăрăх утма пуçларĕ.
— Кала Мируна, Хрестука чĕнсе килтĕр! —хушрĕ вăл. Тепĕр вунă-вунпилĕк минутран сивĕ тытнă пек чĕтрекен Хрестук килсе кĕчĕ. Вăл Сахар хăйне мĕншĕн чĕнтернине тӳрех тавçăрчĕ, ун çине пăхма хăяймасăр, пуçĕпе сĕлтсе шăппăн сывлăх сунчĕ. Сергей пӳртрен тухрĕ.
— Лар та мĕн пулнине йăлт каласа пар, — терĕ, хĕре куçран пăхса Сахар.
— Намăс, Сахар тете, намăс... — пăшăлтатрĕ хĕр.
— Намăсна çухатмарăн пулсан, намăс мар.
— Çук, Сахар тете, çук тетĕп. Эпĕ ăна пурпĕр парăнмастăмччĕ...
— Мирун ăçта пулнă?
— Вăл ăна сысна витине хăваласа янă. Мирун мана хăй каларĕ. Час кĕме хушман. Эпĕ шыв ăшăтас тесе кĕнĕччĕ. Çав çын унта ларнине пĕлмен...
Сахар каллĕ-маллĕ утрĕ. «Сысна... Ывăлĕ кунта, хĕрĕ лере... Авă мĕнле иртĕхнĕ вĕсем...»— хăй тĕллĕн калаçрĕ хуçа. «Ялти хĕрĕ вăхăтра тухса уçнă пулсан, ку япала пулас çукчĕ...» Нумайччен утрĕ вăл, апла та, капла та виçсе пăхрĕ. Чăнах та, хăй Пăваран килнĕ çĕре арăмĕ çавнашкал лару-тăрăва лекнĕ самант пулсан, мĕн тăвĕччĕ-ха вăл? Паллах, наганне туртса кăларатчĕ те çав путсĕр арçынна вырăнтах шаплаттаратчĕ.
Сахар Сергейпе Хрестук пĕр-пĕрне юратнине чунĕпех туять. «Ах, йĕксĕк, — шухăшларĕ вăл Тилĕ çĕлĕкĕ пирки, — суять-ха тата. Калатăп çав, Сергей ним ахальтен çапла хăтланман...»
— Кала-ха Сергее кĕме, — терĕ Сахар, тем шухăш тытса. — Ху шыв ăшăтса урай çу. Пӳртре ним тирпейĕ çук.
— Юрĕ, Сахар тете —Хрестук хаш! сывласа илсе, пӳртрен тухрĕ. Сергей кĕчĕ.
— Кайса ил аннӳне, — терĕ хальхинче питĕ лăпкăн ашшĕ. Иккĕшĕн хушшинче тин кăна-ха ун пек-кун пек сăмах пулман та тейĕн.
— Ăçта вăл?
— Вилнĕ йыснусем патĕнче.
Сергей тин çеç тăварнă лашана хăвăрт кӳлсе тăратрĕ. Унтан çăл патĕнче витресемпе шыв ăсма хатĕрленнĕ Хрестук патне пычĕ.
— Мĕн терĕ вăл сана? — шăппăн ыйтрĕ Сергей.
— Темех каламарĕ. Намăсна çухатмарăн пулсан, намăс мар терĕ çеç.
— Апла юрĕ-ха. Малтан хăрушла хаярччĕ.
Сергей çитес çĕре çирĕм минутрах çитрĕ. Кĕчĕ. Чĕн чăпăркки те аллинчех. Сывлăх сунмасăр:
— Анне ăçта? — тесе ыйтрĕ.
Ана Петр Петрович лартса кайни çинчен пĕлтерсен, Сергей кравать çинче ахлаткаласа выртакан Тилĕ çĕлĕкĕ патне пырса:
— Намăссăр! Сахал пулчĕ-ха сана, кĕççе пит! — терĕ те ăна, чĕн чăпăрккипе туртса илсе, çирĕп утăмсемпе пӳртрен тухрĕ. Лаши Яшма еннелле вĕçтерчĕ.
Пăтăрмах
Сергей картишĕнче лаша тăварса юлчĕ, хĕрĕнкĕ амăшĕ пурте сĕнкĕлтетсе кĕрсе кайрĕ. Сергей пырас умĕн вăл, упăшки хăйне пăрахса хăварнăшăн ерленнĕскер, Петр Петрович патĕнче самаях ĕçсе лартнă иккен. Пăхрĕ те, саппун аркине çĕклесе кантринчен хĕстернĕ, тутăрне майралла çавăрса çыхнă Хрестук васкасах урай сĕрнине курса, кăтăрса кайрĕ. Халĕ ăна çак кил-çуртра Тарье хăй мар, çав кĕлмĕç хĕрĕ хуçа пулнă пек туйăнчĕ. Çитменнине тата, хĕр ун çине пуç çĕклесе те пăхмасть — çăвать те çăвать. Ачисем чупса пырса амăшĕнчен çакăнсан тин асăрхарĕ ăна Хрестук, йĕпе аллисене кĕпи çумне сăтăркаласа, тутăрĕпе саппунне майласа тӳрлетрĕ, хыпăнчăклăн Тарье патне пырса тăчĕ.
— Каçарăр, эпĕ сисмен те эсĕр килсе кĕнине. Кӳрĕр, салтăнтарам. Çул çинче шăнтăр та пулĕ, —тесе, Хрестук Тарьене салтăнтарма тăчĕ, анчах лешĕ ăна çавăнтах хулăн çивĕтĕнчен ярса илчĕ.
— Ах, кĕрт ами! Пирĕн çăкăра çĕртсе мăнтăрлантăн та, халĕ апла эппин! Акă, сана, акă!.. —Ӳсĕр Тарье хĕре ним мар çĕртенех çӳçĕнчен лăскама тытăнчĕ. Ачисем йĕме, йĕри-тавра чупкалама пуçларĕç. Вова çав самантрах картишне вăркăнса тухрĕ.
— Тете, кĕр-ха часрах пӳрте! —çухăрса ячĕ вăл, лаша тăварса тăракан Сергее аллипе сулса. — Унта...
— Мĕн тата унта? Мĕн пулнă?
— Анне Хрестук аппана хĕнет!
Сергей пӳрте ыткăнса кĕчĕ — амăшне аллисенчен ярса тытрĕ.
— Халех яр! Мĕн ухмаха еретĕн эсĕ?! —терĕ вăл тăвăнчăк сасăпа.
— Э-э, çак çара паккана хӳтĕлетĕн?! Иксĕр мана хĕнесшĕн-и?! Эппин, хĕнĕр, вĕлерĕр!
Сергей амăшĕн аллисене Хрестукăн тăрмаланнă çивĕтĕнчен вĕçертсенех хĕр кайри пӳрте макăрса тухса кайрĕ.
— А-а, çара кут ами! Пĕрех вĕлеретĕп. Пĕрех çĕр çинче усрамастăп! Ытла мăнна хапсăнан! Ăна хăвăн тăвас пулать малтан! — çаплах çухăрашрĕ Тарье.
— Анне, мĕн хăтланатăн эсĕ? Мĕн пулнă сана? — амăшне вăйпа пукан çине лартрĕ Сергей.
— Эсĕ те ун майлă-и? Çав ыйткалакан хутаççи аннӳрен те хаклă-и? Ы-ых, сана!..
— Пустуй ан калаç-ха, анне. Ĕçмелле марччĕ сан... — Сергей амăшĕн шерепеллĕ çăм тутăрне салтса илчĕ, пĕрмекеллĕ сарă кĕрĕкне хывма тăчĕ, анчах Тарье тепĕр хут тапăртатма, пĕтĕм кĕлеткипе турткалашма пуçларĕ.
— Яр тенĕ! Яр мана! —тесе, вăл пĕтĕм вăйран туртăнчĕ те, Сергей аллинчен вĕçерĕнсе, кайри пӳртелле ыткăнчĕ. Ывăлĕ те унран юлмарĕ. Хыçалтан ачисем çари-çари! çухăрса чупса кайрĕç.
Хăнасем хыççăн Хрестук çурт ăшчиккине йăлтах тирпейлесе çитернĕччĕ ĕнтĕ, ăна унчченхинчен те илемлĕ сăн кĕнĕччĕ. Урайне çуса пĕтересси кăна юлнăччĕ, вара ĕçĕ те пĕтетчĕ. Акă, халĕ вăл пуш-пушă пушанса юлчĕ, ăна сасартăках кичем сăн çапрĕ, кунтан темле чи илемлĕ япалана тустарса кайнă пек пулса юлчĕ.
Кăшкăрашу-çухăрашу кайри пӳрте куçрĕ. Кунтан сасă урама йăн-ян илтĕнмест. Темиçе минут каялла çеç-ха Тарье Хрестука çивĕтĕнчен ярса илсе сĕтĕрме тăнăччĕ, çĕрти-çӳлтине хăвармасăр тем-тепĕр каласа пĕтернĕччĕ. Халĕ акă упăшки Тарьене çӳçĕнчен пĕтĕрсе тытнă та, «чар çăварна, чар!» тесе, енчен енне çупкă парать. Хĕрарăм чĕлхи — шуйттан чĕлхи тесе ахальтен каламан çав ĕнтĕ. Чĕрĕк ĕмĕре яхăн пĕрле пурăнса та упăшкине хирĕç мĕн те пулин çăвар уçса калаçма хăяйман хĕрарăм халĕ Сахар пĕр сăмах каланă çĕре тăххăр çаптарать.
— Анчăк! Кĕлмĕç! Сăнсăр чикан чĕппи! Мĕтеç! Ман çине алă çĕклеме намăс сана! Çап, çап, хĕне! Кăтартăп-ха эпĕ сана! Пĕрех кăтартăп! Çапла хĕнесшĕн ывăла мана илме ятăн-им?! Сан ухмаххушăн пĕтĕм пурнăçăм харама кайрĕ!
— Чарăн, вĕри çĕлен! Атту халех чунна кăларса илеп!
— Атте, тархасшăн, чарăн. Вĕлеретĕн, — çапах та амăшĕн хутне кĕчĕ Сергей. — Çитĕ ĕнтĕ, çитĕ. —Вăл ашшĕ аллисене ярса тытрĕ. Тарăхса халтан кайнипе хашкама ернĕ Сахар аллисем лĕштĕрех усăнчĕç
Тарье çамкипе урайне шаплатса ӳкрĕ. Лачкам тар пулнă кил хуçи, питне çаннипе шăлса, картишне тухрĕ. Ачисем тăнне çухатнă амăшне йĕре-йĕре сырса илчĕç. Сергей Хрестука шыраса пĕтĕм çурт-йĕр тăрăх чупса çаврăнчĕ — тупаймарĕ: унăн тӳпери çутă çăлтăр пек, çурхи хĕвел пек тусĕ шыва путнă пек çухалчĕ.
Çиллине шăнарайман Сахар, ӳсĕр çын пек тайкаланса, картиш урлă каçрĕ, выльăхсем валли апат хатĕрлемелли пӳрте кĕрсе кайрĕ те шанках пĕр вырăнта хытса тăчĕ: кивĕ чаппан сарса хунă йывăç кравать çинче Мирун выртать. Сылтăм урине хуçлатнă вăл, сулахаййи çĕрелле усăннă, сăмси шăхличĕ каланă майлăрах шăхăркаласа илет. Ку Сахара ывăлĕ хăйĕнчен мăшкăлланă пекех туйăнчĕ. Вăл темиçе утăм ярса пуссах ун умне çитсе тăчĕ, кăкăрĕнчен çупăрласа тытса, урайне сĕтĕрсе антарчĕ, уринчи çăматтисемпе купарчинчен, çурăмĕнчен тапкалама пуçларĕ.
Мирун, йăпăр-япăр сиксе тăрса, чышкисене чăмăртарĕ, куçĕсене усаллăн чарса пăрахса, ашшĕ умнех пырса тăчĕ. Пĕвĕпе вăл ашшĕнчен пĕр шит çӳллĕрех, хул-çурăмĕ икĕ хут сарлака — пĕрре çапсанах ним мар пашалу тăвать. Сахар пĕр утăм каялла чакрĕ.
— Тивместĕп, ан хăра. Çапах та атте эсĕ. Атте-аннене çапма юрамасть.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...