Çавраҫил :: Тăххăрмĕш сыпăк
Ĕçке-çикĕ мыскари
Кăнтăрла иртсен, хапха умне аршăн сарлакăш ăмăрлă, пĕкĕ пек авăнчăк мăйлă, чĕркуççи таран çилхеллĕ тимĕр кăвак лаша килсе чарăнчĕ. Унăн чĕн йĕвенĕпе кутлăхĕ йĕс тӳмеллĕ, вĕр-çĕнĕ сарă йĕнерчĕкĕ йăлтăртатса кăна тăрать. Йĕнерчĕкĕн икĕ енĕпе хĕрлĕпе, симĕспе, сарăпа, шурăпа эрешлесе капăрлатнă пурçăн шерепесем усăнса тăраççĕ. Виçĕ пӳрне сарлакăш чĕн тилхепене йĕвен ункинчен пружинăллă çекĕлпе çыхăнтарнă. Хура пĕккине йăлтăртатса тăракан шурă хăюпа çавăрса тухнă, çӳле, чи тăррине, самаях пысăк шăнкăрав çакса янă. Урхамах кăшт пуçне сĕлтсе илсенех, шăнкăравĕ хитре сасăллăн чĕнкĕлтетсе илет.
Хура турталлă хыçлă çуни вĕçсе каяс пек çăмăллăн курăнать. Ăна шурă хăваран авса тунă та, ăста алăсем темиçе тĕрлĕ сăрăпа сăрласа илемлетнĕ. Унта икĕ çын ларать. Иккĕшĕ те туллатнă тăлăп тăхăннă, пуçĕсене пысăк çухависемпе хупланă, çухавийĕсене çиелтен юр витсе кайнă. Çавăнпа вĕсем камсем пулни паллă мар-ха. Ямшăкра пĕрмечеллĕ хура кĕрĕк çинчен йăрăмлă-йăрăмлă пусма пиçиххи çыхнă йĕкĕт сатуррăн пăхкаласа ларать. Пуçĕнче тилĕ тирĕнчен çĕлетнĕ хăлхаллă çĕлĕк. Унăн куç харшийĕсене те, çĕлĕкне те пас тытса шуратнă.
Урхамах çитсе чарăнма та ĕлкĕреймерĕ — хапха уçăлса та кайрĕ. Тимĕр кăвак лаша, пуçне мăнаçлăн ухкаласа, пĕкĕ çинчи шăнкăрава чĕнкĕлтеттерсе, хăюллăн картишнелле кĕрсе кайрĕ.
Хапхана уçаканни Петĕр тарçи Иван пулчĕ. Вăл мăн хапхана йăпăр-япăр каялла хупса хучĕ те çуна патне чупса пычĕ.
— Тархасшăн, хаклă хăнасем, пӳртелле иртĕр, паçăрах кĕтетпĕр, —текелесе хăнасене çуна çинчен анма пулăшасшăн пулчĕ. Çак самантра Сахарпа Петĕр тухрĕç, калаçкаланă май килнĕ çынсен çийĕсенчи тăлăпĕсене хывса çуна çине хучĕç, Ивана шаккаса тасатма хушса, лешсене пӳртелле çавăтса кĕрсе кайрĕç.
Кусем Тарьен кӳршĕ ялта пурăнакан аслă аппăшĕпе упăшки пулчĕç. Хăнасем кĕрӳшĕпе Тарьене тата пӳртри ытти çынсене алă тытса сывлăх суннă хыççăн вĕсене салтăнтарма тытăнчĕç. Çап-çутă мăн çамкаллă старик, Тарье "йыснăшĕ, ялĕнче ултă çунатлă, икĕ чуллă çил арманĕпе çăм арманĕ тытать. Калаçнă чухне унăн кĕреçе пек сар сухалĕ янахĕ сиккеленĕ май чĕтрене-чĕтрене илет. Пĕвĕ пысăк, кĕлетки тăн-тăн. Уринчи хĕрлĕ сăран тыттарнă романовски шурă кăçаттисем урайне тĕреклĕ пусаççĕ.
Хрестук кайри пӳрте кĕрсе кайнине асăрхасан, тилĕ çĕлĕклĕ йĕкĕт картиш варринчех шанк! хытса тăчĕ. Пĕрре курсах куç хыврĕ вăл ăна, хыççăн чупса кĕрсе каясси килчĕ, çапах та хăйне тытса чарма вăй çитерчĕ-ха. Унтан майĕпен çаврăнчĕ те лаша тăваракан Иван патне пырса тăчĕ.
— Кала-ха, тарçă, халь кăна кайри пӳрте кĕнĕ хĕр кам пулчĕ вăл? — куçĕсене вылянтарса ыйтрĕ йĕкĕт.
Иван халиччен те хăйне «тарçă» тесе чĕннине илтменччĕ-ха. Ăна Петр Петрович хăй те Иван кăна тет, çынсем умĕнче Иван Иванович тесе чĕнет. Тен, çавăнпах-и, Иван тарăхсах кайрĕ. Тилĕ çĕлĕкĕ çине куç хӳрипе пăхса илчĕ те сăмах та чĕнмерĕ.
— Сана калатăп пулĕ?! —çилĕллĕн кăшкăрчĕ палламан йĕкĕт.
Иван илтмĕш пулчĕ. Тилĕ çĕлĕкĕ кăтăрса кайрĕ, аллинчи чĕн саламачĕпе çăматтине шаплаттарса, Иван патнелле тепĕр утăм ярса пусрĕ, анчах çак самантра урамра шăнкăрав сассисем çывхарса килни илтĕнчĕç.
— Тăвар ав лашуна, — терĕ те Иван Тилĕ çĕлĕкне, хăй хапха уçма васкарĕ.
Тарçă хăйпе калаçасшăн та пулманни пуян арман хуçи ывăлне вĕчĕрхентерсе ячĕ. Вăл кăштах шухăшласа тăчс, ашшĕ хытарса каланă сăмахсене те аса илчĕ. «Асту, сана эпĕ хăнана мар, лаша асăрхаса тăма, аннӳпе иксĕмĕре лартса çӳреме илсе каятăп. Йысну мĕнле çын иккенне пĕлетĕп. Хăвна ху тытма пĕлнĕ пултăр!» тенĕччĕ ăна ашшĕ çула тухас умĕн. Хăй сăмахĕнчен тухман хаяр ашшĕн çав сăмахĕсене аса илсе-и, Тилĕ çĕлĕкĕ, тарçăран аван мар пулин те, ирĕксĕрех лаши патне пычĕ.
Сăрласа илемлетнĕ пысăк хапха каллех чĕриклетсе уçăлчĕ — картишне пĕрин хыççăн тепри тăватă урхамах ухăнса кĕчĕ. Малти, çӳренни, кĕлеткипе пуринчен те пысăк. Вăл тӳрех çĕнĕ вите умне çитсе чарăнчĕ те, пĕкĕрен çакнă шăнкăравне чăнкăртаттарса, малти сылтăм урипе юра кукалеме пуçларĕ. Хĕрелнĕ сăмси шăтăкĕсенчен сывланă майăн, мăрьерен тухакан шупка шурă тĕтĕм пек, пăс мăкăрланса тухать. Тĕрĕллĕ хыçлă çуна çинче туллатнă тăлăпсем тăхăннă хăнасем лараççĕ.
Çӳрен утпа юнашарах хăли пырса тăчĕ. Çăра хулăн çилхи унăн чăлт-шурă. Çакă ăна уйрăмах ытармалла мар илем кӳрет.
Кĕçех пысăк вырăсла хапха каллех кĕриклетсе уçăлчĕ, картишне умлăн-хыçлăнах урхамах пек тĕреклĕ, пĕри тепринчен хӳхĕм тăватă ут пуçĕсене ухкаласа, янăравлăн кĕçенкелесе килсе кĕчĕç. Пӳртрен хыпаланса тухнă кил хуçисемпе хăнисем хыçлă çунасем тавра чупкалама тытăнчĕç, кĕтнĕ çыннисен тăлăпĕсене хывма пулăшрĕç. Тин çеç килсе çитнĕ хăнасем кил хуçисене пуç тайса алă тытрĕç, ыталаша-ыталаша илчĕç. Кусем Тарьен пĕр тетĕшĕпе виçĕ шăллĕ пулчĕç. Пурте вĕсем Сахар арăмĕ пекех сарă, стайлă, кăмăллă. Арăмĕсене те вĕсем пĕр-пĕринпех ăмăртса суйланă темелле. Ĕнтĕ тахçанах хĕр ĕмĕрĕ иртнĕ пулин те, хĕрарăмсем халĕ те-ха çаран çинчи чечексем пек куç илмелле мар илемлĕ. Кĕçĕн кинĕ кăкăр ачине те пĕрлех илсе килнĕ.
Лав хыççăн лав килсе тăчĕ — пӳртре хăна тулса пычĕ. ^ Пĕр-пĕрне пĕлменнисем паллашаççĕ, нумайранпа курнăçайманнисем ыталашаççĕ, сывлăх çинчен ыйткаласа пĕлеççĕ. Малтанласа йĕрке тени пулмарĕ-ха. Çаплах калаçрĕç, йĕрекенсем те пулчĕç. Тем пысăкăш пӳрт татти-сыпписĕр шавласа-кĕрлесе тăчĕ. Анчах ку вăраха пымарĕ. Часах хĕрарăмсем тĕпелти, арçынсем алăкран сулахайри капăр палас витнĕ вăрăм саксем çине ларса тухрĕç.
Хуçапа Петĕр иккĕшĕ икĕ тулли четвĕрт тытрĕç — вĕсем умне тĕрĕллĕ ывăссем çине пушă черккесем лартнă икĕ хĕр пырса тăчĕ. Сахар ывăс çинчи черккене илсе эрех тултарать те малтанах турă кĕтессинче ларакан çут çамкаллă йыснăшне тыттарать, унтан малалла йĕркипе парса пырать. Петĕрĕ хăнасене алăк енчен сăйлама пуçларĕ. Хĕрарăмсем куркасене куçа-пуçа шăтарса кăпăкланакан сăра тултарчĕç. Хăй ĕçне пĕтерсен, Сахар сĕтел умнерех пычĕ, тулли черккине пуçĕнчен те çӳле çĕклесе, пурин çине те ăшшăн пăхса çаврăнчĕ, унтан:
— Ытарайми ырă тăванăмсем, пĕр-пĕринпе сайра хутра çеç тĕл пулакан пултăмăр. Хальхинче эпĕ сире пĕр куна мар, эрне тесен эрне те хăналама чĕнтĕм. Пурсăр та кăмăл тăраниччен ĕçсе çийĕр, юрлăр та ташлăр, савăнăр! Ĕмĕр асăнмалăх пултăр. Пурне те ман пек ĕçме сĕнетĕп, — терĕ те вăл, аллинчи черккене пушатса та хучĕ.
Хăнасем те кил хуçинчен юлмарĕç. Сахарпа Петĕр вĕсене, авалтан килекен йăлапа, умлăн-хыçлăнах виçшер черкке ĕçтерчĕç. Кĕрекере çиме-ĕçме тем те пур: пăсланса ларакан вĕри шӳрпе, тултармăшĕ те, шăрттанĕ-чăкăчĕ те, çупа ăшаланă çăмарти те, кукăлĕ-пӳремечĕ те, сăри те, тутлă шывĕ те... Хăнасем, кил хуçи сĕтелне мухта-мухтах, вĕсене пурне те тутана-тутана пăхрĕç.
Ахаль те хĕрлĕ сăнĕсем ытларах хĕрелме пуçласан, уçăрах, янăравлăрах сасăпа шавласа калаçма пуçларĕç. Ĕçкĕ хĕрсех пычĕ. Сĕтел умĕнчи пукан çинче ларакан кăтра йĕкĕт хут купăсне нăйкăштарса илчĕ, мăйĕнчен çакнă шап-шурă ал шăллипе тарланă питне шăлчĕ те пурнăç хавасĕ тапса тăракан кĕвĕ тăсса ячĕ. Пурин сасси те кĕвĕпе килĕшӳллĕн шăранса юхма тытăнчĕ.
Шăнкăр-шăнкăр шыв юхать те, Шăнкăрч чĕппи шыв ĕçет. Шăнкăрч чĕппи шыв ĕçнипе Чĕкеç чĕппин мĕн ĕç пур?
Тăванпа тăван пуçтарăнса
Тăванпа тăван ĕçнĕ чух,
Çичĕ ютăн мĕн ĕç пур та
Çичĕ ютăн мĕн ĕç пур.
Йыснан черкки çут черкке те
Çич çухрăмран çут ӳкрĕ,
Ун çуттипе килтĕмĕр те,
Ун çуттипе килтĕмĕр.
Аппа курки сар курка та,
Сакăр çухрăмран сар ӳкрĕ.
Ун саррипе килтĕмĕр те,
Ун саррипе килтĕмĕр.
Курка çине курка килет-çке те,
Кĕрекере ӳсĕр пулас мар.
Тăвансенчен намăс курас мар та,
Тăвансенчен намăс курас мар.
Черкке çине черкке килет-çке те,
Черкке тытсах ӳсĕр пулас мар.
Тăван йысни, намăс курас мар та,
Тăван аппа, намăс курас мар.
Юрă хыççăн юрă шăранать. Хăнасене юрлама, хуçисене итлеме кăмăллă.
Купăсçă кăтра пуçне ухса илсе çӳлерех каçăртрĕ, урисене çăмăллăн тапса, ташă кĕвви калама пуçларĕ. Хĕрарăмсем тахăш самантра урай варрине карталанса та тăчĕç. Кĕçĕн кин текенни кăкăр ачине пĕр хĕрачана тыттарчĕ те хăва хулли пек авкаланса, акăш уттипе шукаласа, купăсçă умне тухрĕ, чĕкеç чĕлхипе такмакласа, ташлама пуçларĕ:
Тваткал çаран чиккине
Шырасан та тупас çук.
Пирĕн йысна пеккине
Шырасан та тупас çук.
Алă çупакан хĕрарăмсенчен пĕри: «Вăт çапла, вăт çапла!» тесе хавхалантарать. Çăматтине хывса пушмак тăхăнма ĕлкĕрнĕ çамрăк кин, тăпăртик! тăпăртик! тутарса, çĕкленӳллĕ сасăпа юрлать:
Шăпчăк юрри пит лайăх,
Мĕншĕн шăпчăк теес мар.
Пирĕн йысна пит лайăх,
Мĕншĕн йысна теес мар.
Кĕçĕн кин кил хуçипе мăшăрне мухтаса тата темиçе акмак каланă хыççăн йыснăшĕ патне тапăртатса пычĕ, икĕ урипе те тăрс! тутарса, пуçне тайрĕ. Халĕ ĕнтĕ хĕрарăмсемпе пĕрле арçынсем те алă çупса ячĕç. Захар Петрович юрă-ташă юратакан çын мар. Анчах мĕн тăвăн-ха, чĕннĕ хăнасен кăмăлне хăварма юрамасть. Вăл кăвакарчăн пĕсехи тĕслĕ пустав костюмне кăрт-карт турткаласа тӳрлетрĕ те хур аçи пек пăркаланса карта варрине тапăртатса тухрĕ. Çав хушăра кĕçĕн кин хуçа арăмĕ патне те ташласа пычĕ, урине тапса, пуçне тайрĕ, ăна, аллинчен тытса, упăшки патне çавăтса пычĕ. Акă ĕнтĕ кил хуçипе арăмĕ ташлаççĕ. Кĕçĕн кин янăравлă уçă сассипе çĕкленӳллĕ такмаксем каласа, ĕçкĕ çине çĕпре хушать, пурте савăнăçлăн кулкаласа алă çупаççĕ. Сахарпа Тарье хыççăн тата темиçе çын ташларĕ, унтан ташă-юрă шăпланчĕ, хăнасем каллех сĕтел хушшине ларчĕç, каллех шăкăл-шăкăл калаçу пуçланчĕ.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...