Çавраҫил :: Тăххăрмĕш сыпăк
Варсан Викторович çаплах алăкăн-тĕпелĕн уткаласа çӳрерĕ, самантăн-самантăн çеç чарăнса тăрса итлерĕ. Ун пуçĕнче халь çĕр тĕрлĕ шухăш пăтранать. Уйрăмах ăна çак ĕçе Советсем хутшăнни пăлхантарчĕ.
— Совета каймалла пулман та сан. Тӳрех ху патна илсе кĕмеллеччĕ, — тав тăвас вырăнне ӳпкелешнĕ сасăпа каларĕ вăл.
— Йĕркине пĕлмен çын пек калаçатăн эсĕ, Варсан Викторчă. Кунашкал ĕçе мĕнле-ха Советсăр? Кайран явапне камăн памалла пулĕ?
Ашшĕ ывăлĕ патне пычĕ.
— Ну, мĕнле?
— Ыратаççĕ...
— Ыратаççĕ тетĕн-ха, йытă çури! Пăттине пĕçерсе тултарнă, халь мĕнле çисе пĕтермелле ăна, никам та пĕлмест. — Варсан Викторович ывăлĕ патĕнчен пăрăнчĕ те кӳрши çине пăхмасăрах пӳртрен тухрĕ. Хапхине, хапхи çумĕнчи алăкне тĕртсе пăхрĕ — уçăлмарĕç. Унтан крыльца çине хăпарса шаккама пуçларĕ. Чылайччен шаккарĕ вăл. Ăçта кайма пултарнă-ха кил сыхлама хăварнă ватта юлнă аслă хĕрĕ? Акă, шал енчен алăк сасси илтĕнчĕ— кил хуçи тата хытăрах тăрăнлаттарма пуçларĕ.
— Атте çук. Тепĕр эрнесĕр килмест. Шаккаса ан çӳрĕр. Никама та кĕртме хушман. Кĕртместĕп! Хăвăр çулăрпах кайăр! — илтĕнчĕ те шалтан, алăк каялла шаплатса хупăнчĕ.
— Уç хăвăртрах, шуйттан ами! Кама калатăп! — хăтăрса кăшкăрчĕ вăл.
Ашшĕн сасси хăлхине кĕрсенех хĕр: пĕтрĕм, тинех пĕтрĕм! — текелесе, тӳрех пӳрте кĕчĕ, вырăнĕ патне чупса пычĕ.
— Тăр хăвăртрах! Атте килчĕ! — вырăнĕ çинче харлаттарса çывăракан арçынна лăскама тытăнчĕ вăл.
Лешĕ тăруках ăнкарса илеймерĕ, аллисене тăсса карăнчĕ те:
— Пар-ха мухмăр уçма, — тесе, хуçа хĕрне ыталаса илчĕ.
— Ан ухмахлан. Атте килнĕ тетĕп-иç? Тумлан хăвăртрах. Пĕтрĕмĕр.
Ку хуçан картишĕнчи выльăх пӳртĕнче пурăнакан тарçи пулчĕ. Вăл мĕн пулса иртнине тавçăрса илчĕ те йăпăр-япăр сиксе тăрса тумланма пуçларĕ. Тулта крыльца алăкĕ чĕтрет, хуçа ятлаçни илтĕнет.
Тарçă пĕр стакан эрех тултарса ĕçрĕ те самантрах куçран çухалчĕ. Вăл пӳртрен тухнине хуçа крыльца алăкĕн хушăкĕнчен аванах курчĕ.
Тулта алăк тăрăлтатать, хĕрĕ чĕтрекен аллисемпе сĕтел çинчи ĕçмелли-çимеллисене, лутăрканнă вырăнне хыпаланса пуçтарать. Мĕн темелле, мĕн каламалла халь ашшĕне? Пĕрех уçса кĕртмеллех ăна. «Тепĕр тесен, мĕн питех хăрамалли унран? Манăн хĕр ĕмĕрĕ тахçанах иртнĕ. Çапас-тăвас пулсан...»— шутларĕ те вăл кăмăлне хытарса, ним пулман пекех пӳртĕнчен тухрĕ.
— Ан шаккăр! Атте килте çук! Килте никам та çук! — ятлаçанçи пулчĕ вăл.
— Уç хăвăртрах, кĕрт ами! — асар-писеррĕн янăраса кайрĕ ашшĕн хаяр сасси.
— Атте, эсĕ-çке. Мĕншĕн паçăрах каламарăн? — чĕтрекен сассипе ыйтрĕ хĕрĕ, алăка уçнă май.
Урса, тулхăрса кайнă ашшĕ крыльца алăкне хупнă-хупманах чышкине çĕклесе ун çине ыткăнчĕ.
— Ан çапнă пул! Пӳрнӳпе тĕкĕнсенех Совета кайса евитлетĕп! Кайран хăвна ху ӳпкеле! — хирĕç тăчĕ хĕрĕ.
Ашшĕн çĕкленнĕ чышки лаштах усăнчĕ, вăйĕ пĕтсе килнĕ пек пулчĕ. Вăл, тайкаланкаласа утса, пӳрте кĕчĕ, тĕпелти тенкел çине пырса ларчĕ, йывăррăн сывлама пуçларĕ. Усăнакан йывăр пуçне çĕклесе тем каласшăн пулчĕ-ха вăл — калаймарĕ, тутине çеç мĕкĕлтеттерсе илчĕ. Хĕрĕ ун патне чупса пычĕ — кая юлчĕ: ашшĕ пуçĕ кăкăрĕ çине лаштăрах усăнчĕ.
— Атте, тетĕп. Атте! — лăскама пуçларĕ ăна хĕрĕ. Унтан ашшĕ пачах сывламаннине курсан, картишне ыткăнса тухрĕ.
— Хĕриту-ун! — урмăшнă сасăпа кăшкăрчĕ вăл. — Кил-ха часрах!
Ярах уçă тăракан хыçалти алăкран пахчана тухса кайнă выльăхсене каялла хуса кĕртекен Хĕритун тăпах чарăнса тăчĕ.
— Атте вилсе кайрĕ, Хĕритун.
— Мĕн?! Варсан Виктăрчă вилсе кайрĕ тетĕн-и? — нимĕн те ăнланмарĕ тарçă.
— Вилчĕ çав, вилсех кайрĕ, — хӳхлесе йĕме пуçларĕ хĕр.
Хĕритун самантлăха ним калама аптăраса тăчĕ. Пӳрте кĕчĕç. Алăк хупăннă самантра кил хуçи тенкел çинчен, хăяккăн сулăнса, урайне тĕшĕрĕлсе анчĕ. Хĕрĕ шари! çухăрса ячĕ, алăк патне ыткăнчĕ, куçĕсене чарса, ним ăнланмасăр пăхса тăчĕ. Хуçа тек хускалмарĕ.
— Вырăн çине илсе вырттармалла мар-и ăна? — ыйтрĕ тепĕртакран тарçă.
— Çук, çаплах вырттăр. Атту хамăрах тем калама пултарĕç.
Хĕритун хуçан арăмĕпе хĕрĕсене Яшмана кайса илме пуçтарăнчĕ. Крыльца çине тухрĕç. Урхамах кӳршĕ килĕ умĕнче тăнине курсан, иккĕшĕ те тĕлĕнчĕç.
— Эпир уçса кĕртмен пирки унта кайса тăнă, — тавăрчĕ хĕрĕ.
Хĕритун хыçлă çуна патне пынă чухне хапхан пĕчĕк алăкĕнчен кӳршĕ тухрĕ.
— Варсан Виктăрчă вилсе кайрĕ-ха, — пĕлтерчĕ ăна Хĕритун.
— Мĕн? Вилсе кайрĕ тетĕн-и? — шартах сикрĕ кӳршĕ, сăхсăхса илсе. — Тур çырлахтăрах!
— Халĕ арăмĕпе хĕрĕсене илме каяс тетĕп-ха, — пĕлтерчĕ тарçă, лаша пуçĕ патне пырса.
— Чим-ха, Хĕритун, малтан ывăлне илсе каç.
— Мĕнле ывăлне? Кам ывăлне?
Кӳршĕ кĕскен ăнлантарса пачĕ. Унтан виççĕшĕ пĕрле—кӳршĕ, Хĕритун тата хуçа хĕрĕ — Тилĕ çĕлĕкне çуна çине хурса килне илсе кайрĕç, пӳрте çĕклесе кĕрсе вырăн çине хучĕç. Ашшĕ урайĕнче вилĕ выртнине курсан, Тилĕ çĕлĕкĕ алли-урине тăм илнине пăхмасăрах тапкаланма, çухăрашма тытăнчĕ.
— Эсĕр вĕлернĕ аттене! Эсĕр! Эсĕр! —кăшкăрашрĕ вăл. — Мана та вĕлерсшĕн пултăр! Юри хапхана тухса уçмарăр.
Хĕритун тӳрех Яшмана вĕçтерчĕ. Çăмăл хыçлă çуна сывлăшра вĕçнĕ пек пырать, тĕллĕн-тĕллĕн кăна çул хĕрринчи кĕртсене перĕнсе илет.
— Варсан Виктăрчă вилсе кайрĕ! — пурте вăркăнса кĕрсе пĕлтерчĕ тарçă.
Хăнасем шартах сикрĕç. Захар Петрович пуçанăшĕн тарçи умне пырса тăчĕ.
— Йĕркеллĕ кала. Мĕн пулнă? — лăпкă сасăпа ыйтрĕ вăл.
— Калатăп-çке, чип-чипер çĕртенех вилсе кайрĕ. Арăмĕпе хĕрĕсене илме килтĕм.
Пӳртре йĕркесĕрлĕх пуçланса кайрĕ. Арман хуçи арăмĕпе хĕрĕсем йĕме пуçларĕç, ытти хĕрарăмсем вĕсене кăштах та пулин лăплантарма пикенчĕç. Арçынсем пĕр çĕре пухăнса тăчĕç, канашларĕç, Захар Петрович мĕн каласса кĕтрĕç.
— Тăвансем, пурнăçра темĕн те пулма пултарать. Пуçана хăй те чĕри начар тесе калаçатчĕ. Шуйланса ӳкер мар. Пĕкĕсем çинчи шăнкăравсене салтса илĕр те лашăрсене кӳлĕр. Пурсăмăр та пĕрле каятпăр, — терĕ вăл.
Çапла турĕç те, Иван хапхана уçса ячĕ çеç, картишĕнчи тахăш самантра кӳлсе тăратнă лашасем умлăн-хыçлăн урама вашкăртса тухрĕç, тулхăркаласа илсе, çуна тупанĕсем якатнă çулпа кӳршĕ ял еннелле тапса сикрĕç. Яшма çыннисем шăнкăравсемпе çĕр çĕмĕрттерсе килнĕ лавсем каялла шăпăрт тухса кайнине ним ăнланмасăр пăхса тăрса юлчĕç.
Тилĕ çĕлĕкĕ Захар Петрович ывăлĕпе тарçи хăйĕнчен мăшкăллани, килĕнчи тарçипе аппăшĕ, вăл шăнса вилтĕр тесе, хăйне юри хапха уçса кĕртменни, ашшĕ вилес умĕн темиçе минут çеç ун патĕнче кӳршĕре пулни, ăна аппăшĕпе тарçи пĕр-пĕринпе каварлашса вĕлерни çинчен ĕнентерсе калама хăтланчĕ.
— Кала-ха, йысна, мĕнле-ха Сергей хамăр тăванранах çапла мăшкăллама пултарнă? — Захар Петрович умне пырса тăчĕ Тарьен кĕçĕн шăллĕ.
— Тем урăххи пур-ха кунта. Сергей ытахальтенех апла хăтланма пултарайман. Хам ывăла лайăх пĕлетĕп эпĕ, — яланхи пекех ним пăлханмасăр тавăрчĕ Захар Петрович.
— Йысна хăй те кĕлмĕçсемпе çыхланса кайнă, — чĕрре кĕме пăхрĕ вăталăххи. — Ахальтен-и пирĕн умрах икĕ ыйткалакана хăна туса ячĕ?..
— Тăманасем эсĕр... — Сахар хăй сăмахне каласа пĕтерме те ĕлкĕреймерĕ, Тарьен кĕçĕн шăллĕ йыснăш умне пĕсехине каçăртнă автан пек сиксе тухрĕ.
— Камсем тăманасем? Эпĕр-и? — пуçне çĕклерĕ вăл.
— Эсĕр çав.
Тарье пиччĕшĕпе шăллĕсем çавăнтах Захар Петровича йĕри-тавра хупăрласа илчĕç.
— Ху та эсĕ кĕлмĕç ачи!
— Атте пулăшман пулсан, халĕ те тĕнче тăрăх хутаç çакса çӳремеллеччĕ. Тарье аппана шел.
— Сана пула аслă йысна вилсе выртрĕ.
— Эпĕ те вĕсем пиркиех çак инкеке куртăм! — ĕсĕкленĕ сасăпа кăшкăрчĕ вырăн çинче йынăшса выртакан Тилĕ çĕлĕкĕ.
— Хăнана мар, хур тума чĕннĕ вăл пире!
— Текех пирĕн киле ура та ярса ан пус!
Петр Петрович пӳлĕм тăрăх каллĕ-маллĕ уткаларĕ. Хăй вăл çакна чăтса-тӳссе тăраяс çукчĕ, Тарье тăванĕсене кашнинех, пĕрерĕн-пĕрерĕн тытса, алăкран вăркăнтарса кăлармаллаччĕ. Анчах тетĕшĕн чăтăмлăхне аван пĕлет вăл. Çав чăтăмлăх чиккинчен тухсан, вара ăна никам та ним каласа та чараймĕ. Захар Петрович кăмăлне хытарчĕ, виле çинче виçерен тухма юрамасть тесе шутларĕ.
— Каласа пĕтрĕ-и сирĕн? — ыйтрĕ вăл арăмĕн тăванĕсем çине ним пулман пек лăпкăн пăхса.
Уткаласа çӳреме чарăнса, тетĕшĕ çумне Петр Петрович пырса тăчĕ. Вăл куç харшийĕсем айĕнчи вут пек ялкăшакан куçĕсемпе пурне те вырăнтах пăталаса лартас пек пăхса çаврăнчĕ—Тарье енчисем шăпăрт пулчĕç.
— Эпĕ пур сире, айвансене, хальхи пурнăçа аса илччĕр, малашне мĕнле пурăнсан мĕнле пулассине туйччăр тесе, юри çав кĕлмĕçсене хам пата илсе каçрăм, юри хăна турăм. Эсир пур... Мĕн калаçмалла ĕнтĕ сирĕн пек тăнкăрккасемпе. Луччĕ пуçанана этемле тирпейлесе пытарас пирки шутлăр. — Захар Петрович урайĕнче тăсăлса выртакан Варсан Викторович патне пычĕ, пĕр хушă ним чĕнмесĕр тăчĕ, унтан тин:
—Тытăр, вырăн çине илсе хурар, — терĕ.
Виле çывăхне пĕри те пыракан пулмарĕ. «Тухтăра тĕрĕслеттермесĕр çĕре чикместпĕр», — терĕç Тарье енчисем.
— Петĕр, тыт пуçĕнчен, — хушрĕ тетĕшĕ.
Петĕрпе Сахар арман хуçин йывăр кӳлепине иккĕшех вырăн çине çĕклесе хучĕç.
Тепĕр кунне уесран врач илсе килчĕç. Вăл та лавккаç сăмахĕсенех каларĕ: «Кунта кам та пулин айăплă мар, вăл чĕре чирĕпе вилнĕ», — терĕ.
Виç-тăватă кун каялла çеç Яшма лавккаçĕ патĕнче пыл та çу шăкăлтатса калаçса, юрласа-ташласа хăналаннă тăван-хурăнташсем Варсан Викторовича пурте пĕрле пытарчĕç пулин те, халĕ пĕр-пĕриншĕн тăшмансем пулса уйрăлчĕç. Пĕр эрнелĕхе тесе килнĕскерсем, вĕсем Тарье упăшкипе ывăлне, вĕсен тăванĕсене ылханса,, килĕсене саланчĕç. Варсан Викторович вилнĕшĕн те, унăн пĕртен-пĕр ывăлĕ алли-урине тăм илтернĕшĕн те вĕсем пĕтĕмпех çавсем айăплă тесе шутларĕç.
Тĕпчев
Тулса çитсен шыв тăкăннă пекех, этем ăшĕнче капланса тăвăннă çилĕ те хăйĕн чиккинчен тухса каять. Захар Петровичăн та хальхинче çаплах пулчĕ. Тарье тăванĕсем йыснăшне пытарса килĕсене кайса пĕтсен, вăл çуни çине майлашăнса ларчĕ те Хĕритуна хапха уçма хушрĕ. Çуна патĕнче тăракан арăмне çавăнтах хаяррăн хăтăрса тăкрĕ:
— Эсĕ мĕн тата кашкăр пек пăхатăн, вĕри çĕлен? Юл, пурăн хăвăн тăванусемпе! Киле ура ярса ан пуснă пултăр! Сире пула тĕнче курман намăса курса пĕтрĕм! — терĕ те, чĕн чăпăрккипе лаши çурăмĕнчен туртса, хапхаранах çил кăларса тухса вĕçтерчĕ.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...