Ĕмĕр сакки сарлака. 4-мĕш кĕнеке :: Виҫҫӗмӗш пайӗ
Ванюк путник пуçĕ çине ӳпне выртрĕ те шыв тĕпне сăнаса пычĕ. Тăп-тăрă шывра вĕтĕр-шакăр пулăсем выляни курăнать. Унччен те пулмарĕ — путник çывăхне çăрттан пычĕ. Пысăкскер. Çурăмĕ курăк майлах симĕс. Ишме пăрахсан, пĕр вырăнтах тăнăн туйăнать. Çунаттисене хускаткаласан, кăшт шуни палăрать те, лăплансан, каллех путникпе тан юхать. Сасартăк, темрен хăраса çыран хĕрринелле чăмрĕ, куçран çухалчĕ. Çав самантрах вĕтĕр-шакăр пулăсем чăл-пар саланчĕç.
Путник шыва урлă йăванса выртнă йывăçа перĕнсен, Ванюк тăрса ларчĕ.
— Охо-хо-хо-хо! — хаваслăн кăшкăрчĕ те ишме тытăнчĕ. Юратакан юррине пуçарчĕ:
Из-за. острова на стрежень,
На простор речной волны,
Выплывают расписные
Стеньки Разина челны.
Ун сассипе вăрман ян та ян янăраса тăчĕ. Вăхăт-вăхăт ăна вăл та хăйпе пĕрле юрланăн туйăнчĕ.
На переднем Стенька Разин,
Обнявшись, сидит с княжной,
Свадьбу новую справляет
Он, веселый и хмельной!..
Çапла тем вăхăт ишрĕ вăл. Кĕçех хĕвел, вăрман хӳтлĕхĕнчен тухса, вутлă хĕлхемне юханшыв çине сапаларĕ, çурăма хĕртме пуçларĕ. Ванюк çĕлĕкне путник тĕпне хывса пăрахрĕ. Йĕпенес-тăвасран хăрамалли çук — пĕр тумлам шыв кĕмест. Ку путникрен мĕн тери лайăх кимĕ пулать. ĕнтĕ. Ытла нумаях та каймарĕ Ванюк — ĕç юрри илтĕнчĕ. Кĕçех çыннисем курăнчĕç. Мольă хыççăн çырана выртса юлнă пĕренесене шывалла ярса пыраççĕ. Ав, вĕсем пурăнакан кăшшавуйсем те инçе мар. Вучахри тĕтĕм тем çӳллĕш çĕкленнĕ. Апат пĕçереççĕ пулмалла унта.
— Охо-хо-хо-хо! — систерсе кăшкăрчĕ Ванюк. — Мольă ăçта, пĕлместĕр-и?
— Атăл таппинче пулмалла! Паян эпир те тасатса çитеретпĕр! Эс мĕн ярăнса çӳретĕн?
— Аташса юлнă сурăх пек, кĕтĕвне шырать вăл! — тус-йышла тăрăхларĕç бурлаксем.
— Уншăн мар, шереметсем, çармăс хĕрĕ патне киле кĕрес тенĕччĕ!
— Кам чарчĕ?
— Чăвашсăр та каччă нумай терĕç!
Çапла шӳтлекелесе иртсе кайсан, çыран хĕрринчи бурлаксем татах кăшкăрчĕç:
— Затортисем эпир çитмесĕр ан тапранччăр! Атăл урлă пĕрле каçăпăр!
— Юрать! Калатăп!
Каллех ĕç юрри илтĕнчĕ. Анчах Ванюкăн рехетленсе пырасси пĕтрĕ. Малтан уйрăммăн юхакан йывăçсем кăна курăнкалатчĕç, халь вĕсем çăралнăçемĕн çăралаççĕ. Юлашкинчен вăл кĕпер пек сарăлса выртакан çĕре çитрĕ. Йывăçсем Атăл таппине карнă гаване тăрăнни паллах. Тек шывпа кайма çук, çырана тухма лекет. Анчах путникпе мĕн тумалла? Вăл марисем пуç çинче йăтса çӳренине аса илчĕ. Вара кутамккине çурăм хыçне çакрĕ, путнике шывран кăларса пуç тӳпине ӳпĕнтерсе тытрĕ. Кукашшĕсем Атăл урлă каçса кайнă пулсан та хăрамалли çук, путникĕ хăйпе пĕрлех. Ун телейне, çанталăкĕ те тӳлек. Тепĕр тесен, çил-тăвăл та чăрмантараймĕ.
Атăл хĕррине тухма виç-тăватă çухрăм. Ку çула вăл пĕр канмасăр утрĕ. Малта хăвасем урлах тĕтĕм йăсăрланни палăрчĕ. Çывхарнă май вучах тавра бурлаксем кĕпĕрленсе тăни курăнчĕ.
Путник йăтса килекене вĕсем часах асăрхарĕç. Ытлашши йӳпсемерĕç кăна. Сунарçă е пулăçă терĕç пулмалла.
— Охо-хо-хо-хо! — кăшкăрчĕ Ванюк, çывăхарах çитсен. Пурте çаврăнса пăхрĕç. Чи малтан Коля палларĕ.
— Юман Паттăр! — Хирĕç чупса пычĕ. — Эпĕ путрĕ-ши ку е шăнса хытрĕ-ши тесе канăçсăрланатăп, эсĕ шĕкĕрех иккен.
— Пирĕн вырăна ула кураксем шăнса е путса вилччĕр! — шӳтлерĕ Ванюк, путникне пуç çинчен антарса лартнă май.
— Ăçтан тупрăн?
— Стрелок парса ячĕ. Иксĕмĕр валли кимĕ тума хушрĕ. Пулла кайнă е рейдăра ĕçленĕ çĕрте хамăр кимĕпе çӳрĕпĕр малашне.
— Аван та... — Коля укçасăр парса яракан ухмаха ăçта тĕл пултăн теесшĕнччĕ, ытти бурлаксем çитни чăрмантарчĕ. Путникрен тунă кимĕ тумлам шыв ямасть. Хăмаран тунине питĕрсе çитермелле мар. Çавăнпа кашниех путник туянасшăн. Хуçи çук чухне çаклатса каякансем те пулнă. Ванюка та çав майпа тупнăн шутларĕç. Шарламарĕç кăна.
— Калама çук аван кимĕ пулать! — ирттерчĕç мухтакаласа.
Мăнукĕ каçах таврăнманни Сантăра самаях пăлхантарнăччĕ. Çурхи шыва сикнĕ япала чирлесрен хăрушă. Тӳрех çавăн çинчен сăмах хускатасшăнччĕ, путнике курсан, кăмăлĕ йăлтах улшăнчĕ. Вăл та тахçантанпах кимĕшĕн. Аран тупăнчĕ-и вара? Вĕçне çитиех ĕненесшĕн ыйтрĕ:
— Камăн ку?
— Пирĕн, кукаçи. Хам çĕр каçнă стрелок парса ячĕ мана.
Ванюк куçкĕретех суйнăн туйăннипе бурлаксем тӳсеймерĕç, йĕпĕслесе илчĕç:
— Ха, стрелок тени питех ырă-çке?!
— Пĕр пуссăрах путник тыттарса янă!
— Пире те кансĕрлемĕччĕ!
Хăйне шанманни Ванюка кичемлентерчĕ.
— Сисетĕп, шереметсем, путнике вăрласа килнĕ тесшĕн эсир. Питех йăнăшатăр. Чăннипех стрелок парнелерĕ. Вăл пирĕн çемьене лайăх пĕлет. Çавăнпах-и, арăмĕпе иккĕш те мана хăйсен ачи пекех йышăнчĕç. Ирхине, килме пуçтарăнсан, çуран утма çул начар тесе, çак путнике пачĕç. — Ванюк кутамккине хывса çĕре лартрĕ, чĕресне кăларчĕ. — Акă, пыл та парса ячĕç. Кольăсемпе çурмаран тумалла. Стрелок Коля амăшне, кукашшĕпе кукамăшне те лайăх пĕлет. Вут-шанкă е ытти вăрман япали кирлĕ пулсан, тӳрех хăй патне пыма каларĕ.
Бурлаксем ĕненчĕç. Шанмасăр калаçнăшăн аванмарланса, чĕлхисене çыртрĕç. Кĕчĕер стрелокĕ нихçан никама сиен туман, пырсан, сĕтел хушшине лартмасăр е каç вырттармасăр яман пирки ырă чап сарăлнă ун çинчен.
Путник пурри, вут-шанкă, пушăт тавраш патне турех Кĕчĕере кайма май пурри Сантăра та хаваслантарчĕ. Стрелокпа тус-йышланма тахçанах ĕмĕтленет вăл. Анчах ку стрелок унăн мар, Ванюк ашшĕпе амăшĕн тус-йышĕ пулни, пуринчен: ытла Улянасене унпа шаях хисеплени кăмăлне пăсрĕ.
— Хамăра мĕн кирлине стрелок патне каймасăрах тупăпăр-ха!
Тав тăвас вырăнне кукашшĕ ӳрĕк-сӳрĕк калаçни Ванюка кăштах эрлентерчĕ те, вăраха тăсмарĕ.
— Ганият пичче кучченеç парса янипе çеç çырлахмарĕ. Вăл пуриншĕн те ырă хыпар пĕлтерчĕ. Вăрман хăлхаллă тетчĕç те, пур чухне те ун пек мар иккен. Раççейри лару-тăру çинчен эпир хăлхасене кĕл тултарнăн илтмесĕр пурăнатпăр.
— Унашкалах мĕн сиксе тухнă вара?
— Вăрçă чарăнман пулĕ те? — чĕрĕленчĕç бурлаксем.
— Вăрçă мар-ха. Николай патшана вырăнтан сирпĕтнĕ!
Бурлаксене ку хыпар уяр кун аслати авăтнă пекех туйăнчĕ: Ан тив, патша саккунĕсем тăрăх вĕсене тӳрĕ-шарасем тем чул шар кăтартнă, нумайăшĕ патшана кураймаççĕ те, хăçан та пулин трон çинчен ывăтасса пурпĕр шанман.
— Ан калаç!
— Мĕнле апла?! — илтĕнчĕç çуйланнă сасăсем.
Пуринчеи ытла Сантăр минренчĕ. Вăл патшана чăнласах çĕр çинчи турă вырăнне хисепленĕ, унсăрăн тĕнче тытăнса тăраймĕ тенĕ. Патша çинчен усал сăмах саракансене яланах сивленĕ, халĕ те тăвăлса кайрĕ. Стрелок киревсĕр хыпар сарасшăн мăнукне юри аташтарнăн туйăнчĕ ăна.
— Путсĕр çын темтепĕр шутласа кăларчĕ. Эсĕ виçĕ çулхи ача майлах çавна тавçăраймасăр сӳпĕлтететĕн. Хăвна аван мар пуласса та шуламастăн! — хăтăрса пăрахрĕ вăл.
— Ганият пичче путсĕр çын мар, кукаçи! — татса хучĕ Ванюк. — Тата патша пирки калаçнинчен те хăрамалли çук. Раççейри власть халĕ Вăхăтлăх правительство ирĕкĕнче, тет. — Бурлаксем иккĕленнине сиссе кăмăлсăрланчĕ. Вара хăйне шанми пуласран мар, стрелока тӳрре кăларас сăлтавсем шырнă май Пичугов енне çаврăнчĕ: — Абрам Семенович! Эсир ялсене кайкаласа çӳретĕр. Патша пиркн сарăлнă хыпара илтнех пуль. Каласа парăр, тархасшăн. Унсăрăн хăшпĕрисем ĕненменни палăрать.
— Абрам Семенович, тĕрĕс-и?
— Патшана чăнах вырăнтан кăларнă-и? — кăсăкланчĕç бурлаксем.
Пичугов Михха астутарнине асра тытнăран кутăна печĕ:
— Тус-йышсем, эпĕ сирĕнпе пĕрлех вăрманта пурăнатăп. Яла кайкаланă та, çармăссемпе калаçман, кантуртах ирттернĕ. Çавăнпа ним те пĕлместĕп. Тата кун пирки сăмах ваклама кирлех мар. Пирĕншĕн пулсан, мольăна ăнăçлă хăваласа антарни темрен хаклă. Уншăн сире тав тăватăп. Хуçа та ахаль ирттермĕ. Ну, леш енне хăçан каçма шутлатăр?
Приказчик Ванюк шухăшне сирни, ĕç вĕçленни çинчен калаçни бурлаксене çырлахтарчĕ. Халь çеç патша пирки сăмах хускалнине мансах, пĕр-пĕрне йыхăрчĕç:
— П-аянах каçас! — Атьăр!
Тутар сăмахĕсене Пичугов çирĕплетменни Ванюка тарăхтарчĕ те, часах иртрĕ. Чăннипех илтмен-и, тен? Хăйсен енче кам та пулин тĕплĕнрех ăнлантарĕ-ха. Унăн та хăвăртрах киле каяс килчĕ. Çав самантрах йывăçа çырантан тасатса анакансем астутарнине аса илсе хирĕçлерĕ:
— Ыттисем тăрса юлччăр-и? Вĕсем ыран ирех кунта пулатпăр терĕç. Кĕтсе илме хушрĕç.
— Тĕрĕс, пурте пĕрле каçăпăр!
— Тепĕр каç ку енче çывăрнипе арăмсем тухса тармĕç-ха! — чăнласа та шӳтлесе килĕшрĕç бурлаксем.
— Ыран каçни те аван! Эпĕ паянах хуçана савăнтарăп! — терĕ Пичугов.
— Зурин йывăçне хыçала хăварнине калама ан манăр!
— Манмастăп! — сăмах парса кимĕ çине вырнаçрĕ Пичугов. Икĕ çыннине ишме лартрĕ.
Бурлаксем вĕсене çĕлĕксемпе сулса ăсатрĕç.
IV
Ку çĕр сисмесĕрех тенĕ пек иртрĕ. Патша пирки сарăлнă сас-хура бурлаксен чунне кăштах хумхантарчĕ те, каллех лăпланчĕç. Тул çутăлнă тĕле çыран хĕррине выртса юлнă йывăçсене тасатакансем те персе çитрĕç. Вара пурте леш енне каçма хатĕрлене пуçларĕç.
Тĕрĕссипе, укçа илмĕ Сантăрпа пĕрле тăват-пилĕк çын кайсан та çитмеллеччĕ. Паян пасар майĕпе çемйи, ачи-пăчи валли кучченеç туянас тесе, кашниех Атăлкассиие кайма шутларĕ. Кимĕ çине тиенчĕç те çула тухрĕç.
Ванюкпа Коля путникпе. Варринелле кĕрсенех, юрă пуçларĕç:
Шăн пăр çинче ташла-ташла,
Шăн пăр çинче ташла-ташла...
Вĕсем çумне çавăнтах ыттисем хутшăнчĕç:
Ура шăна пуçларĕ.
Шăн юмана кăшла-кăшла,
Тута катла пуçларĕ.
Иккĕн килеç, виççĕн килеç,
Иккĕн килеç, виççĕн килеç,
Пире тытма килеç пуль.
Тытса тире сĕвеç пуль,
Пасара кайса сутаç пуль...
— Охо-хо-хо-хо!
Сăнă вĕçлĕ пакурсене хĕçпăшал пек тăратса, юрласа та ахăрашса иртекен бурлаксене пристаньри, перевозри халăх кăна пăхса юлчĕ.
— Камсем-ши?
— Ăçталла каяççĕ вĕсем?
— Мольă хăваласа антарчĕç пулмалла! Икĕ хутлă чул çурт тĕлĕнчи çыран хĕррине пуринчен малтан Ванюкпа Коля тухрĕç. Путнике иккĕшĕ ик айккинчен тытса йăтрĕç, хăйсем çаплах юрлаççĕ:
Инке терĕм, мĕн терĕм.
Ăш мунчана пыр терĕм.
Идет ходом-водом,
Идет веселее!..
Кĕçех ыттисем те килсе çитрĕç.
— Сантăр, укçа илме васка!
— Хуçа хăй сăмах тунине астутарма ан ман!
— Витререн кая парсан, ан йышăн!
— Юрĕ, астутарăп! — терĕ те Сантăр мăнукне йыхăрчĕ: — Ванюк, атя!
Халăх укçине тыткаланă чухне шутлама е валеçме ăна яланах мăнукĕ пулăшнă. Михха патне çеç пĕрле кайман. Хĕлле хуçа, йывăç йăвантарнă çĕре пырсан, Ванюк çинчен ыйтса пĕлнине аса илчĕ те, татах кăтартасшăн пулчĕ. Мăнукĕ упа тытни, салккă антаракансене пĕччен пекех чарса лартни çинчен приказчик каласа парасса шанать вăл.
Кукашшĕн кăмăл-шухăш мĕнлине чухлайман пирки Ванюк хаваспах килĕшрĕ.
Михха патне вăл пĕчĕк чухне кĕрсе курнă та, ку ĕнтĕ асĕнче тĕлĕкри пек кăна тăрса юлнă. Халь мĕнле-ши?.. Чĕри сасартăк йăшăл турĕ, Куç умне Хусанта Клавьепе тĕл пулни тухса тăчĕ.
Пичугов Сантăра кил хушшинче кĕтсе илчĕ. Халăхпа хуçана улталаса хăварнă тупăшне ăçта пайламалли çинчен калаçса татăласшăнччĕ, пĕрле мăнукĕ те пурри чăрмантарчĕ. Сантăра айккинелле чĕнсе пăшăлтатрĕ:
— Александр Кузьмич, эс хамăр ĕç пирки Ванюка хыпарланă-им? — Сантăр тавçăрайманнипе уççăнрах систерчĕ. — Икĕ килĕшӳ тунине пĕлет-и вăл?
— Çук-çке...
— Апла ма илсе килтĕн ăна? Укçа шутланă чухне хуçа умĕнчех кирлĕ мар сăмах персе ярсан? Вара мĕн тăвăпăр?
Приказчик сăмахĕ ăна та шухăша ячĕ. «Чăн та, Пичугов шикленни вырăна килсен мĕн курмалла? Хуçа умĕнче çĕр тĕпнех пут вара. Куна ма паçăрах аса илмен-ши?» Мăнукне Атăл хĕрринех хăварĕччĕ, ĕнтĕ каялла хăвалама аван мар. Приказчикпе вăрттăн калаçнине курса тăраканскер, иккĕшĕн хушшинче çынсенчен пытармалли ĕç пуррине Михха патне кĕмесĕрех тавçăрĕ. «Тепĕр тесен, пытăр пĕрлех, чĕлхине çыртма пĕлĕ-ха».
— Унашкал ача мар вăл! — татăклах шантарчĕ Сантăр.
— Асту вара, кайран ӳпкелешмелле ан пултăр! Йывăçа чиперех хăваласа антарнине Михха ĕнерех пĕлнĕ. Ку ăна питех савăнтарчĕ. Пичугов Ванюк çинчен каласа пани те хумхантарчĕ ăна. Пĕр-пĕччен упа тытнă вăл, пĕр ушкăн çынна çĕнтерсе, Зурин йывăçне кая хăварнă, Миххана мала кăларнă. Ку вуншар пин тенкĕ ытларах тупăш илме май парать. Сантăрпа мăнукне ахаль мар хăнасене йышăнакан пӳлĕмре кĕтсе илчĕ Михха, пуçламăш хут тĕл пулнăн тинкерчĕ. Ав епле иккен курайман Микулан улăп пек вăйлă та ытарайми илемлĕ ывăлĕ! Ашшĕ-амăшĕ мĕн тери савăнĕччĕç пурăннă пулсан. Çак самантра вăл хĕрне юратнине те манчĕ. Хускалнă кĕвĕçӳ чĕрине хĕскĕчпе хĕстернĕн ыраттарчĕ. Микулан — ывăл, хăйĕн хĕр çуралнипе тарăхнă вăл. Çавăнпа ун ятне сутăн илме хăтланчĕ. Микула килĕшмерĕ. Юлашкинчен хĕрне Ванюкпа çураçрĕ. Çул юпписем пачах уйрăлса кайрĕç. «Ку йĕкĕт мĕншĕн манăн мар-ши? Вара чăннипех унран телейли тĕнчере урăх çукчĕ». —
— Салам, Михаил Петрович!
Сантăр сасси Миххана тăна кĕртрĕ. Ĕлĕкхи пек мăнкăмăлланса тăрăхлас вырăнне:
— Салам, салам, Александр Кузьмич! — тесе, евĕклĕн ал пачĕ.
— Мĕнле çитрĕр?
— Пит аван, Михаил Петрович. Пĕр йывăç вăрманта юлмарĕ. Çыран хĕррине те хăварман.
— Пĕлетĕп, Александр Кузьмич. Абрам Семенович пĕтĕмпех хыпарларĕ. Тăрăшнăшăн тавтапуç! — Унтан Михха хыçаларах тăракан Ванюк патне пычĕ. — Ну, эсĕ мĕнле пурăнатăн?
— Сиккипех!
Ванюк хуравлани Миххана килĕшрĕ. Хăй те шӳтлеме хăтланчĕ:
— Ельпох та ĕненетĕп. Çамрăк чухне пурнăç хамăн та сиккипехчĕ. Çапах упа тытса пулмарĕ. Эс мĕнле тытрăн?
Ванюк ним калама аптраса тăчĕ. Уншăн вара Сантăр хуравларĕ:
— Çапла çав, Михаил Петрович. Ман мăнук упа тытнă. Ашĕ вунă пăт ытла тайрĕ. Тирне хуратма патăм-ха. Хĕлле кĕрĕк çĕлетсе тăхăнас тетĕп.
Кукашшĕ йăпăлтатса калаçни Ванюка килĕшмерĕ. Çавăнпа вăл ăна пытармасăр астутарчĕ:
— Пакурпа кирек кам та çапса ӳкерме пултаратчĕ. Ун пирки каппайланма кирлех мар. Тата пире бурлаксем кĕтеççĕ, кукаçи!
Ванюк та ашшĕ пекех хăйне хăй никама парăнманла тыткалани Михха кăмăлне авăклантарчĕ, анчах çиеле кăлармарĕ.
— Ун пирки кайран калаçăпăр. Халь расчет тăвар! Вĕсем кабинета кĕчĕç.
— Килĕшӳ тăрăх, йывăçа шыва йăвантарнăшăн, мольăпа хăваласа антарнăшăн икçĕр çирĕм пин тенкĕ... Сулă антарнăшăн çирĕм пин... пĕтĕмĕшпе икçĕр хĕрĕх пин тӳлемелле. Эпĕ сире çуррине панă.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...