Ĕмĕр сакки сарлака. 4-мĕш кĕнеке :: Виҫҫӗмӗш пайӗ
— Юман Паттăр, салам!
— Упана мĕнле тытрăн? — шавлăн кĕтсе илчĕç. Мухтанине юратман çынна хăй паттăрлăхĕ çинчĕн калама питĕ йывăр. Ванюк та именнĕ пек пулчĕ. Сăмах хушмасан пушшĕх аван маррипе:
— Пакурпа пуçĕнчен çапса ӳкертĕм... Ун пек тума эсир те пултаратăр, — терĕ.
Унашкал сас-хурана юмахри пек пысăклатма хăнăхнă бурлаксене Ванюк хуравĕ çырлахтармарĕ. Упа сунарçăн пăшалне туртса илнĕ, чĕрнипе пуç тирне сӳсе ывăтнă тенисене сахал илтмен вĕсем. Çавăншăн тĕплĕнрех каласа пама хистерĕç:
— Хирĕç тапăнмарĕ-и?
— Ыталаса савмарĕ-и? Юлташĕ ним тума аптранине сисрĕ те Коля сасартăк кулса ячĕ. Бурлаксем ун еннелле çаврăнсан:
— Пахăр-ха, пăхăр, упа мĕн тунă Юман Паттăра! — терĕ те Ванюк çине тĕллесе кăтартрĕ. — Купарчинче уйăх курăнать!
Асăрхама ĕлкĕрнисем кулса ячĕç.
Ванюк шăтăк телĕнчен йĕммине чăмăртарĕ. Çыхни салтăннă иккен.
Коля малалла çаптарчĕ:
— Эсир упа мĕнле тытнине пĕлесшĕн-и?
— Каласа пар эппин! — Коля мĕн те пулин шутласа кăларасса пĕлсех хистерĕç бурлаксем.
— Хăлха пуррисем итлĕр! Юман Паттăр туйми çывăрать. Упа пычĕ те купарчинчен кап! çыртрĕ. Ыр-р-р!.. Ара, Юман Паттăр пĕтрĕ-çке тетĕп, кукамăшне мĕн калас тесе, хăтарма тĕвтурăм. Миша-а! Ан ашкăн, ачана шеллесем, авланас качча амантсан, иксĕмĕре те çылăх пулĕ тетĕп. Упа намăс-симĕсе пĕлет иккен. Йĕммипе пĕрле ӳтне нумай та çыртса татман. Суранне чĕр çĕрулмипе çыхрăмăр. Шăтăкне кăна питĕрме ăс çитереймерĕмĕр. Вăт çӳрет ĕнтĕ çутăлтарса.
Коля шӳтлени пурне те килĕшрĕ. Бурлаксем каçса каяс пек ахăрчĕç. Вара Ванюк Кольăран хăйĕнчен култарма тĕвтурĕ.
— Эс мана инкекрен хăтарни çинчен мар, хăв епле тарни çинчен каласа пар-ха!
— Эпĕ тарнă-и? — çухалмасăр тавăрчĕ Коля. — Юман Паттăра чĕрне хури чухлĕ те ан ĕненĕр. Хăраса мар эп, Юман Паттăра çăлас шутпа, упана илĕртме юри кăшкăрса чупрăм. Унсăрăн пĕтеретчĕ ачана. Кайран, ав, хамах хӳрласшăн. Вăт ырă ту çынна!
Урăх çамрăксем пулсан, ятлаçтарсах ярĕччĕç. Ванюкпа Коля пĕр-перне çилленес çука пĕлнĕрен иккĕшĕнчен те кулма тапратрĕç:
— Вĕсем упаран хăранă! Ахаль шыва сикнĕ тетĕр-им?
— Юрать, путман-ха, йĕпенеç кăна тухнă!
Ванюкпа Коля хăйсем йĕп-йĕпине аса илчĕç те ӳчĕ çумне çыпçăннă кĕписем шăнтнине туйрĕç. Анчах мăшкăллакансене тавăрмасан юрамасть.
— Куна вăт йăнăшатăр, шереметсем. Эпир шыва сикмен. Пире çумăр йĕпетнĕ.
— Çумăр?
— Эсир, мĕн тĕлĕк курнă-и?
— Çумăр хăçан çунă, тет? — пушшех кулчĕç бурлаксем.
— Хăçан çуни пирĕн çине пăхсан курăнать. Çакна асăрхайман пулсан, эсир йӳтени паллах!
— Сӳпĕлтетме чарăнăр та кĕрсе типĕнĕр. Сивĕ Юман Паттăрпа Чумарие те тиркемĕ, ура явса ӳкерĕ! — терĕ пĕр ватăрах бурлакĕ.
Ванюкпа Коля хӳшше кĕчĕç. Вĕсен телейĕшĕнех-и, тен, вучахри вут çулăмланса çуннипе тĕтĕмĕ сахал, куçа çимест.
II
Ыйхăран вăрансан бурлаксем, йывăр ĕçпе минкелнĕ шăмми-шаккине çемĕçтересшĕн, карăнкаласа выртаканччĕ. Паян апат пиçиччен тахçан малтан ура çинче. Вĕсен пурнăçĕнче, ĕçĕнче халь чи паллă тапхăр. Гаване каçах сӳтсе хунă. Вуншар пин тăваткал чалăш йывăç затор пулнипе кăна тытăнса тăрать. Кĕçех çĕмĕрсе ярĕç те — ахăрма тапратĕ. Атăл таппине çитерсен, ĕç вĕçленет, вĕсем киле таврăнĕç. Кам ăçта ĕçлемеллине Сантăр малтанах кăтартса панă. Ĕнелти чи паттăр бурлаксем, аллă çынтан кая мар, затор çĕмĕрнĕ çĕрте пулаççĕ. Ванюкпа Коля та çав шутра. Тĕрĕссипе, Кольăна, çамрăкрах тесе, кунта йышăнасшăн марччĕ те, яланхи пекех Ванюк хăйĕнчен хăвармарĕ.
Апат çисенех, япаласене кăшшавуя йăтрĕç. Вара кĕпер пек сарăлса выртакан йывăç тăрăх затора çĕмĕрме кайрĕç. Унта икĕ ушкăна уйрăлчĕç.
Ванюк пакурне пĕрене çине лартрĕ, юрласа ячĕ:
Удалые, берем ишо-о!..
Пурте пакурсене тăрăнтарса лартрĕç те юрă кĕрлеттерчĕç:
О-о-о-оо... давай ишо-о!
Пĕр пĕренине шывалла шăмпăртаттарсан, тепĕрне ярса илчĕç.
Молодцы, давай ишо-о!..
О-о-о-оо... давай ишо-о!
Хĕрӳленсе пынăçемĕн тем пысăкăш пăрăссене те ал вĕççĕн кăна ыткăнтаракан пулчĕç. Пĕр-ик сехет ĕçлерĕç, чăм-шыва ӳкрĕç, затор вырăнтан та сикмерĕ-ха.
— Шапа-аç! Табак туртма ларăр! — кăшкăрчĕ Сантăр. Бурлаксем затор тенине те çĕмĕрсе курнă. Çавăнпа пĕр тапăнсах хускатса ярайманшăн хуйхăрмарĕç. Пĕр-пĕрне йĕпĕслесе те шӳтлесе чикарккă чĕркерĕç.
Ванюкпа Коля табак тĕтĕмĕ тивмелле мар çĕре месерле тăсăлса выртрĕç. Тӳпере пĕр пĕлĕт татăкĕ çук, кĕленче пекех çап-çутă.
— Ванюк... — пăртакрахран чĕнчĕ Коля, — сан шутпа, Атăл таппине хăçан çитмелле пек?
— Тăхта, шеремет, мĕн пирки сасартăках Атăл таппи кирлĕ пулчĕ сана? Леш енче чун савни юлман-и? Кам таврашĕ-ши? — шӳтлерĕ Ванюк.
Коля та парăмра юлмарĕ.
— Тем чул вĕрентсе те ăс параймарăм сана, Юман Паттăр. Пĕчĕккех мар ĕнтĕ хăв, пакур аври тăршшĕ ӳснĕ, кĕçех ят тухмалла. Хамшăн мар, хăвшăн çуннине ăнланмалăх пур. Сехметпе тĕл пулăн та: «Хуньăм, сан йывăçа ăнăçлă хăваласа антартăмăр, пĕр суллине кăна салатса ятăмăр!» — тесе хыпарлăн. Вăл сана ыталаса тав тăвĕ!
— Чумари юлташ, сан чĕлхӳ якалса калаçайми пулĕ-ши е çук-ши?
Ванюк кӳренме хăтланнине сиссе, сăмахне урăх еннелле пăрчĕ Коля.
— Шансах тăр, Юман Паттăр. Киле таврăнсан, иксĕмĕр пулă тытăпăр. Пулă яшки пĕçерсе çисен, чĕлхе те якалĕ!
— Ку тĕрĕсех, шеремет. Аса илсен, хамăн та çăвара шыв килчĕ.
Сантăр кăшкăрни вĕсен калаçăвне татрĕ.
— Ша-па-аç! Табак туртма пăрахăр! Затора хăвăртрах çĕмĕрес!
Каллех йывăçсене турта-турта пăрахма тытăнчĕç. Çапла икĕ хĕрринчен пушатса пынипе затор тапранчĕ. Бурлаксем тин ассăн сывласа ячĕç, çыран хĕрринелле сикрĕç те кăнтăрлахи апат çиме кăшшавуя кĕчĕç.
Пичугов килсе пĕлтернĕ хыпар пурин чĕрине те хускатрĕ. Зурин йывăçсене тепĕр виçĕ кунсăр кунталла хăваласа çитереймĕ тесе шутланăччĕ, унччен Ешĕтрен тухса ӳкессе шаннăччĕ. Йăнăшнă иккен. Зурин хуçа йывăççисем ыран ирпех кунта çитме пултараççĕ. Вара виçĕ эрне мар, икĕ уйăх та хă валă н. Ĕç укçине кун шучĕпе шутласан — хăяматаччĕ. Вĕсем çухатма мар, ытлăрах ĕçлесе тупĕччĕç. Курттăм илнĕ ĕç пĕр кун тăсăлсан та хакă чакарăть. Паллах ĕнтĕ, кая юлни бурлаксене çеç мар, Миххана та сиен кӳрĕ. Вăхăтра вырăна çитереймен йывăçа тупăшлă сутаймăн. Хăй тĕллĕн ăс çитереймен пек ыйтрĕ Пичугов:
— Мĕн тăвăпăр ĕнтĕ? Халăх сасартăках шавласа кайрĕ:
— Вĕсене чарса лартмалла!
— Итлемесен, шыва сиктермелле!
— Атьăр, çула пӳлме кайăпăр!
— Халăх, тăхтăр-ха! — бурлаксем лăплансан, сăмах хушрĕ Сантăр. — Пурте çӳреймĕпĕр. Затор пулсăн, кам çĕмĕрĕ? Салккă çинче пĕччен-икшерĕн кăна вĕсем. Виççĕн-тăваттăн çĕнтерме нимех те мар. Миçен каяс тетĕр?
— Икĕ кимĕпе çитмелле!
— Кам каяс тет?
Бурлаксем лакса ларнă пек шăпланчĕç. «Çула пӳлмелле!» тесе кăшкăрма çăмăлччĕ, çапăçма лексен, ырринех кураймăн.
— Ну, кам каяс тет? — каллех астутарчĕ Сантăр.
— Эпĕ! — терĕ Ванюк.
— Эпĕ те! — юлташĕ хыççăн сас пачĕ Коля. Сантăрăн мăнукне ярас кăмăлах çукчĕ. Анчах ăна ирĕк памасан, урăххисем вырăнтан та сикмĕç.
— Тата кам?! — йыхăрчĕ вăл.
Ванюк кайма пулни пурне те чĕрĕлентерчĕ. Пĕрин хыççăн тепри çирĕм çынна яхăн килĕшрĕç. Сантăр куштанрах та паттăртараххисене вунă çынна, ытларах çамрăксене, суйларĕ. Лешсем икĕ кунлăх юр-вар илчĕç те, икĕ кимĕ çине вырнаçса, çула тухрĕç.
— Астăвăр, маххă ан парăр!
— Зурин йывăçне ирттерсен, мункуна киле çитейместпĕр варă! — Ванюксене ăс парса та хистесе ăсатрĕç юлакансем.
Талккăшпех йывăç юхать. Вĕсем сайралсан тин кимĕсем çăмăллăн ыткăнчĕç. Каçалапа, икĕ юханшыв пĕрлешнĕ çĕре çитсе, çырана тухрĕç, тăвалла тинкерчĕç. Салккă-мĕн анни курăнмарĕ. Кăшкăрашрĕç — вăрмантан никам хуравламарĕ. Çамрăкраххисене кунта вăйă-кулăшăн кăна килнĕ пек туйăнчĕ. Вырăнĕ те çав тери илемлĕ. Ик айккипе икĕ юханшыв шĕлкесе выртать. Талккишпех сĕм вăрман. Мĕншĕн хĕрсем çук-ши? Ташă-юрă кăна шăратмаллаччĕ.
Ванюк та хаваслă, выляс-кулас килет, анчах кукашшĕ ун çине ытларах шаннипе кăмăлне ирĕк памарĕ. Салккăсене чараймасан, намăсĕ пуринчен малтан ăна лекĕ. Сыхлăхлă пулмалла.
— Акă мĕн, шереметсем... — сăмахран тухмалли çук пек сасăпа чĕнчĕ вăл. — Вут тивертсе яриччен гавань хурар-ха.
Тăваттăн-пиллĕкĕн пĕр кимĕçине ларса, тĕл-тĕл юхакан пĕренесене пухма тытăнчĕç. Косякăн пĕр вĕçне ку çырана кăкарса, тепĕр вĕçне леш енне каçарчĕç. Çапла кĕске вăхăтрах гавань пулса тăчĕ. Паллах, йывăç нумай каплансан тӳсеймĕ те, малтан анакан салккăсене ирттермĕ.
Ун хыççăн çырана тухса вут-шанкă хатĕрлерĕç, яшка пĕçерме çакрĕç. Унччен те пулмарĕ — тăварах çынсем çуйхашни илтĕне пуçларĕ.
— Хайхисем анаççĕ мар-и? — астутарчĕ Коля. — Анаççĕ! Анаççĕ! — çирĕплетрĕç иккĕн-виççĕн.
— Тĕрĕс, шереметсем. Тивĕçлипе кĕтсе илер. Кашнн кимĕ çине виçшерĕн ларăпăр. Ыттисем çыран хĕррипе кăшкăрса чупăр, чарăнма хушăр. Унсăрăн шывра иштеретпĕр тейĕр.
Çапла калаçса татăлсан, икĕ кимĕпе лешсене хирĕç ишме пуçларĕç. Çыран хĕрринчисем те чупаççĕ. Анчах мĕн пулчĕ, сасартăках шăпланчĕç? Салккăсем анни те курăнмарĕ. Ăнсăртран урăх ĕçпе çӳрекенсем янланипех ĕшеленсе ӳкнĕн сунса, хăйсене хăйсем ятларĕç. Каялла вучах патне таврăнчĕç, яшка антарса çирĕç.
— Салккăпа анакансемпе çапăçма лексен, мĕн тăвăпăр? Вĕсен кашнинех вăрăм шăчă пурри паллах. Пирĕн, ав, пакур аврисем те кĕске.
— Чăнах та! — терĕ тахăшĕ, Ванюк шухăшĕпе килĕшсе.
— Пирĕн те вăрăмраххи хатĕрлемелле, — сĕнчĕç иккĕн-виççĕн çавăнтах.
— Пуртă-пăчкă илĕр те кайрăмăр!
Ванюкпа Коля икĕ чăрăш йăтса тухнă çĕре ыттисем таврăнма ĕлкĕрнĕ. Шăчăсене шуратрĕç, халех çывăрас килмен пирки пĕр-пĕрне юмах яма хистерĕç.
— Юрĕ, эппин, эпĕ каласа парам, — пуçарчĕ Коля. — Юмах юман тăрринче, хам урхамах çийĕнче тенĕн, ĕлĕк авал пĕр чухăнăн суха турти хушшинчех кĕсри хăмланă, тет. Хайхи тихине урапа патне йăтса пырать. Çавăнтах лашине кăкарать те, хăй урапа айне кĕрсе выртать. Часах çывăрса каять. Тем вăхăтран вăранчĕ, тет те, çак чухăн тихашăн савăнса урапа айĕнчен хăвăрт тухрĕ, тет. Унталла-кунталла пăхкаларĕ — тиха ниçта та çук. Ним тума аптранипе хурланса киле таврăнчĕ, тет. «Мĕн пулчĕ? Ма салху эсĕ?» — ыйтать, тет, арăмĕ. Упăшки каласа парсан: — «Айтурах, пуянăн ăйăрĕ хăмланă, çавăнпа çĕр çĕмĕрлет паян. Никам та мар, пирĕн тихана çав çаклатнă. Халех халăха евитле, тихапа тавăрса патăр!» — терĕ, тет. Кĕçех халăх пухăнчĕ. Чухăн хăй шухăшне пĕлтернĕ хыççăн, пуян хырăмне каçăртса мала тухрĕ. «Суять вăл! Ун кĕсри мар, ман ăйăр хăмланă!» — кăшкăрса пăрахрĕ, тет, халăх çинĕ юнавлăн пăхса.
Çынсем ĕнсине кăтăр-кăтăр хыçкаларĕç, тет те:
«Хăямат... Тепĕр чухне ăйăр та хăмлĕ», — терĕç, тет.
Вăхăт нумай иртет-и, сахал-и — çак чухăн пуйса каять. Пĕррехинче вара халăха пухрĕ, тет те:
«Вăт кулатник йĕкехӳрисем, суха тимрине йăлтах кăшласа янă», — терĕ, тет.
Ял çыннисем каллех ĕнсине кăтăр-кăтăр хыçрĕç, тет те:
«Пулма та пултарĕ, хăямат йĕкехӳрисем пит усал, шăлĕсем вичкĕн», — тесе килĕшрĕç, тет.
Коля каласа пĕтерчĕ те чĕмсĕрленчĕ. Ку халапа халиччен те илтнĕ, пурпĕр çамрăксем кулса ячĕç. Айăр хăмланинчен кам кулмĕ? Ватăраххисем ассăн сывларĕç:
— Мĕн ĕмĕртен çавнашкал, тĕрĕслĕх пуянпа тӳре-шарасен аллинче.
— Пирĕн пĕккипе мĕн шутлаççĕ, çавна тăваççĕ. Халапĕ те çавăн çинченех!
— Ванюк, ĕнтĕ эс суйса кăтарт!
— Чăнах, Юман Паттăр! — терĕç итлекенсем.
— Юрĕ, шереметсем, — килĕшрĕ Ванюк. — Эпĕ сире юмах мар, чăн пулнине каласа парăп. — Вăл вара Стенька Разин çинчен сăмах пуçарчĕ.
Атăл хĕрринче пурăнакансем Разин çинчен илтменни сахал. Ванюк çав тери тĕплĕн каласа пани бурлаксене пушшех тимлентерчĕ. Пуринчен ытла Разин паттăрри, пуянсене ним шелсĕр пĕтерме тăрăшни, чухăнсене пулăшма хăтланни рехетлентерчĕ. Перçи княçĕн пикине шыва ывăтнă тĕле çитсен, Разина ятласа илчĕç:
— Вăт ăссăр! Ма путарнă-ши?
— Пурăнас та пурăнасчĕ ĕнтĕ!
Разина асаплантарса вĕлернĕ тенĕ çĕрте бурлаксен куçĕ шывланчĕ.
— Эх, çав эсреметсене... — хаяррăн ехлетрĕç хăшĕсем. Ку ĕнтĕ хальхи тӳре-шарасене курайманнине те пĕлтерчĕ. Уççăнах сивлеме кăна хăю çитереймерĕç.
— Вăт... Разин çинчен хунă юрă та пур, — вĕçлерĕ сăмахне Ванюк.
— Юрласа кăтарт-ха, — йăнкăртатрĕç бурлаксем. Ванюк йăлăнтарса тăмарĕ. Кĕçех çывăхри вăрман ун сассипе янлама пуçларĕ:
Из-за острова на стрежень,
На простор речной волны,
Выплывают расписные
Стеньки Разина челны.
На переднем Стенька Разин,
Обнявшись, сидит с княжной,
Свадьбу новую справляет
Он веселый и хмельной!..
Юрă пурне те килĕшрĕ. Тепрехинче хăйсем те хутшăнса юрлама пултараççĕ ĕнтĕ. Анчах халь канма вăхăт. Часах кам ăçта выртнă çавăнта çывăрса кайрĕç.
Таçта шăн-шан илтĕннипе пуринчен малтан Коля ыйхăран вăранчĕ. Кунта мĕн ĕçпе килнине аса илсе сиксе тăчĕ. Юханшыв çинелле тинкерсен, ĕшеленсе ӳкрĕ. Салккăсем анаççĕ иккен. Пĕри вĕсем ĕнер карнă гавань патнелле çывхарса пырать.
— Юман Паттăр! — кăшкăрса чĕнчĕ Коля. Ванюкпа пĕрле ыттисем те сиксе тăчĕç.
— Мĕн пулнă? Мĕн çуйхашатăн?!
— Курмастăр-им, салккăсем анаççĕ! Бурлаксем тăна кĕчĕç, ĕрлешме тапратрĕç:
— Охо-хо-хо-хо! Чарăнăр!
— Çыран хĕррине тухăр!
Салккăпа анакансем кула-кула тем пăкăлтатрĕç. Вĕсенчен пĕри пуртă тытса плашкут патне пычĕ те косяка кач тутарчĕ. Гавань ик еннелле уйрăлчĕ, салккă анаталла ярăнчĕ.
Ĕнел бурлакĕсем йăпăр-япăр кимĕ çине кĕчĕç. Çыран хĕррине юлнисем кăшкăра-кăшкăра ыттисене хирĕç чупрĕç.
— Охо-хо-хо-хо!
— Çыран хĕррине тухăр! Унсăрăн шывра иштеретпĕр! Ванюксем киммине малти салккă патнелле тытрĕç.
— Косяка ма касрăр?!
— Эсир ма плашкут карнă?! Кам хушнă сире?
— Çыран хĕррине тухмасан, кам хушнине куратăр! Салккă çинчисем хăйсене ним тăваяс çуккине шанаççĕ.
Тĕм пулсан та, çав кимме çыпăçтармаççех ĕнтĕ. Тата юнаканĕсем те ачасем кăна. Вĕсене салккă çине кĕртсен те шыва тыта-тыта ывăтма ним мар. Пушшех астарасшăн пек йĕпĕслерĕç:
— Эх, ача-пăча темерĕн, выртасчĕ те килте пашкаса! Тутусем çинче анну сĕчĕ те тасалман-çке?!
Ванюксем çывхара пуçласан, пĕри салккă хĕррине чупса пычĕ. Тĕксе ярасшăнччĕ, йăнăшрĕ, кимĕ хĕррине лектерчĕ. Ванюк шăчă вĕçне кап! ярса илчĕ, хăй патнелле туртрĕ — салккă çинчи бурлак шывалла тăрăнчĕ.
Ахă, туту çинчи аннӳ сĕтне тасат-ха?!
Тепĕр бурлакĕ шăччине çĕклесе кăшкăрчĕ:
— Ан килĕр! Халь çапса пăрахатăп!
Ванюк хăй аллинчи шăчĕ кĕскереххине чухларĕ те йĕнчесе кайрĕ. Çакна курсан, Кольăсем ишме пăрахрĕç. Салккă анаталла ыткăнать те ыткăнать. Кун пек айкашсан, вăл вĕçерĕнесси инçех мар. Ав, ыттисем те çывхараççĕ.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...