Çул çинче
Вăрман çулĕпе пĕр арçын вут тиесе таврăнать. Тăлăп тăхăннăскер, вăл лав çине меллĕн майлашса ларнă та кĕске авăрлă пушшипе çул хĕрринчи юра çапкаласа пырать. Хăла лаши типĕ вутă лавне сисмен пекех çăмăллăн туртать, пуçне уха-уха утать.
Эпĕ машина çинче ларса пыратăп. Аякри вăрман поселокне тĕнчери лару-тăру çинчен лекци вулама каятăп. Унта мĕнле пулассине халех куратăп ĕнтĕ: пысăках мар хĕрлĕ кĕтесе халăх лăках тулать, çыннисенчен ăвăс хуппипе чăрăш сухăрĕн ырă шăрши кĕрет. Тăвăр пӳлĕмре вĕсем шăпăртах лараççĕ, эпĕ каланине сывламасăр итлеççĕ. Кайран ыйтусем пама тытăнаççĕ. Халăха халь пурте интереслентерет.
Самаях такăр çул машинăна пĕрре çӳлелле илсе хăпарать, тепре аялалла антарать. Вăрман çулĕ хĕлле çапах та чылай тикĕсленет.
Ĕнер уй енчи колхозра пулнăччĕ, паян — кунта. Кăнтăрла, пурнăçран юлас мар тесе, хаçатсем пăхкалатăп та — каллех çула.
Анчах вăл мар-ха мана хумхантарчĕ. Машинăна чарса, çак вутă лавĕ çинчи çынна хам вырăна лартса ярас килчĕ, хам вара çуна çине хăпарса ларнă пулăттăм та çул тытăттăм тăван анне килне! Пушатнă пулăттăм вутта, лашине тăварса витене кайса ярăттăм. Кайран, пӳрте кĕрсен, анне мана кăмака çинчен ăшă-ăшă çăматă илсе парĕччĕ, чукунпа пĕçернĕ яшкана кăмакаран кăларса, антарса парĕччĕ.
Темшĕн-çке ху аллупа тунă ĕç яланах чуна çывăх.
Вăрмана вутта, сăмахран, эпĕ ачаллах çӳренĕ. Колхоз валли те, шкул валли те, киле те турттарнă. Ятарласа çирĕплетнĕ лаша та пурччĕ манăн: Прожектор ятлăскер, кăвак та кĕрĕс-мерĕсскер. Уяр чухне ăна вăйĕпе ытти лашасем çитейместчĕç, анчах çумăр çусан унăн, сарлака чĕрнеллĕскерĕн, урисем тытаймастчĕç. Эп вара ытти ачасен çинçе ураллă, çивĕч чĕрнеллĕ лашисене ăмсанаттăм.
Пирĕн колхозра Пурхи ятлă ватă конюх пурччĕ. Çак конюх пирки çынсем час-часах: «Вăл выльăхпа калаçма пĕлет», — тетчĕç. Тĕлĕнеттĕм: «Епле пĕлет-ха вăл выльăхпа калаçма?» Час-часах вара Прожекторпа хам та калаçаттăм. Çумăр çусан, Пăртас тăвайккине ылхана-ылхана лава хыçалтан тĕкеттĕм, чĕлхесĕр янавара, çынна ӳкĕтленĕ пек, сăмахпа ӳкĕтлеттĕм, канма ларсан хама кăнтăрлахи апат тума панă çăкăр чĕллине пĕр çăвар çыртса илеттĕм те ыттине Прожектора параттăм. Вăл йĕпеннĕ кăшăркка тутипе çăкăр татăкне тирпейлĕн илсе хыпатчĕ, хамăн сăна ӳкернĕ хăмăр та пысăк куçĕсемпе мана тав тунăн, ăшшăн та ăслăн пăхатчĕ. Çумăрлă çанталăкра лашана çав тери хĕрхенеттĕм.
Тен, выльăхпа калаçма пĕр чĕлхе тупма пĕлни шăпах çакă?
Пушатма эпĕ чи кая юлса çитеттĕм, анчах ун вырăнне кашнинчех Пурхи пичче çапла каланине илтсе савăнаттăм:
— Пысăк çын пекех нумай тиенĕ-çке эс. Каллех сан пĕр кубометр енне.
Техникума вĕренме кайичченех Прожекторпа ĕçленĕ эпĕ.
Халь, ак, куртăм та вутă лавне, ачалăх аса килчĕ. Пĕрре тума вĕреннĕ ĕç, чăнах та, ĕмĕрне те асран тухмасть кăна мар, чĕрешĕн те çывăх. Çулсем иртсен те каллех çав ĕçе хапсăнатăн иккен, мĕншĕн тесен çав ĕç мехелĕн ырă тути санăн юнна кĕрсе юлнă, ăна пула этем пархатарлăхĕ тарăнланнă…
Анчах кашни этемĕн хăйĕн çулĕ. Пĕрин пурнăçра ăна туса пурăнмалла, теприн — куна, виççĕмĕшĕн машинăпа лекци вулама васкамалла…
Шухăшсем
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...
Чăваш чĕлхинче сăмахсĕне хисеп тĕлĕшпе м...