Парне
Чăвашăн ватă патриархĕ
Çывăраймарĕ çĕр хута,
Васкавлăрах ĕçне пăрахрĕ,
Пĕччен ирттерчĕ вăхăта.
Тур кĕтесне тăрса кĕл турĕ,
Ӳксе пуç çапрĕ пĕр кана:
«Катюшăна çăлсамччĕ, Турă,
Ăна илсемччĕ хăв патна.
Катюшăçăм, ăсатаймарăм
Сана чи юлашки çула.
Тепре курса калаçаймарăм
Хыпар çитменнине пула.
Каларăм-ха пĕрне, каларăм
Сан сывлăхна пĕлсе килме.
Малтан вăл маннă та, мăнтарăн,
Кайран — эс ĕлкĕрнĕ вилме.
Сана татах пырса курмашкăн
Шутлаттăм пысăк парнепе.
Сунаттăмччĕ савăнтармашкăн
Эп хамăн çĕн кĕнекепе.
Ах, самани те кĕрĕс-мерĕс,
Пăтрашăнса тăрать тĕнче.
Хыпарусем вăр-вар çитмерĕç
Вĕç-хĕрсĕр выçлăх тĕлĕнче.
Эс хăв та хытă кĕтрĕн пулĕ
Сывпуллашмашкăн пырасса.
Шав капланать вĕри куççулĕ,
Чун татăлать халь хуйхăрса.
Сан умăнта тупа тăватăп.
Илтсемччĕ манăн сăмаха:
Яланхиллех сана саватăп,
Сана Тур илтĕр çăтмаха.
Ах, астăван-тăр, астăван-тăр
Ман яшлăхри ĕмĕтĕме:
Ан тив, хăруш инкек йăвантăр —
Тăвасчĕ пысăк ĕçĕме.
Сăваплă Библи куçарасчĕ
Ман хамăр халăх чĕлхипе,
Ун тупсăмне вара сарасчĕ
Чăваш çĕршывĕн талккăшпе...
Чылай кĕнекине куçартăм
Хам вăрăм ĕмĕр тăршшĕнче.
Çĕнни — чăн кĕнеке пек мар та —
Тĕп корректура шутĕнче.
Ун наборне аркатрĕç ĕнтĕ
Çĕн вăхăт ачисем чăл-пар.
Ăна кăлармĕç тем тесен те,
Упранчĕ ман виç экземпляр.
Пĕлетĕп лайăх саншăн çакă
Теллй çути кӳрессине,
Çĕре кĕрсен пирти шăм-шакă
Çăмăлтарах туяссине.
Çук, çук, кун-çул сая каймарĕ,
Çутта кăлатрăм халăха.
Пире чăвашăн хĕрĕ-арĕ
Ыр сăмахне те калĕ-ха.
Çапла, çуралчĕ чăрсăр ĕмĕт
Таçта, Самар кукрисенче.
Шав арасланчĕ унăн хĕмĕ
Тумхахлă вăрăм çул çинче.
Мана нумайăшĕ ал пачĕç,
Ыр ят туянчĕ хамăр шкул.
Сан чун-чĕрӳ ялан манпаччĕ,
Куçу калатчĕ: харсăр пул!
Эс пулнă-мĕн чăваш таврашĕ,
Кăмăлунта — чăваш палли,
Чăвашранах куçу хура-ши?
Питре - йăваш этем кулли.
Ун ăшшине таçтан туяттăм,
Хăв аякра пулсассăн та.
Хуллен-хуллен çĕкленчĕ ятăм,
Эс кӳнĕ вăй та пур унта.
Ыр ĕмĕтпе ыр ĕç тумашкăн
Хĕрсе тăраттăмăр эпир.
Вăй çитнĕ шайăн ăс пухмашкăн
Шав ăмăртаттăмăр каç-ир.
Эпир çынна пилленĕ ырлăх
Пайтахăшне телей кӳрет.
Эпир тӳсме вĕреннĕ шырлăх,
Хăй тивлетне Турри пӳрет.
Пĕр тĕлĕк тупсăмне куратăп.
Тăраттăм каланча çинче.
Ян-ян! эп чан çапса яратăп
Тем чухлĕ халăх умĕнче.
Ача чухнех каларĕ юмăç:
Пулатăн терĕ пысăк çын.
Ан тив, хăшсем пит сума сумĕç,
Çапах туянтăм аслă чин.
Мана «чăваш турри» тет вырăс,
Чăвашĕ «асатте» теет.
Паян тем те пĕр калĕç, çырĕç,
Ырри вăл ыр ятах илет.
Мухтаннă пек те пулчĕ мар-и?
Ун-кун çинчен калаçнă-ха.
Чун асилмесĕр чăтаймарĕ
Пĕрле ирттернĕ яшлăха.
Ал çул та иртрĕ ĕнтĕ, чунăм —
Хăйи-хăймиччĕ паллашу.
Евчи — хастар пикеччĕ унăн,
Сан пĕртăван пек тантăшу.
Ах, Александра, Александра!
Ăна татах тав тумалла.
Тем чул чăрмав чăтса тăрсан та
Уралантарчĕ ман шкула.
Чылай çынна чĕртсе калаçрĕ
Ыр кăмăллăх укçи пухма.
Хваттершĕн пысăк парăм каçрĕ,
Май килчĕ инкекрен тухма.
Ӳнер салонĕ пекчĕ килĕ —
Юрланă та, ташланă та.
Шап-шур чие чечек шăршиллĕ
Ыр варкăш туйрăм çумăнта.
Кайран пире пĕр евĕр шухăш
Илсе çитерчĕ Хусана.
Тепри хăйне тытсан та шухă,
Ямарăм ирĕке чуна.
Хусан урамĕ, шăп кĕтесĕ
Пире кĕтетчĕ каçхине.
Хавасланса пĕлтертĕн эсĕ
Манпа пĕрле пулассине.
Савăннипе çĕкленчĕ кăмăл,
Сана парнелĕх тав тума
Çырса пăрахрăм эп çăп-çăмăл
Пĕртен-пĕр хамăн сăввăма:
«Çурхи хавас кунпа йăпаннă эс, —
Мĕнпурĕ ешерсе тăрать:
Мĕнпурĕ ыйхăран вăраннă,
Ирĕкленсе чечек çурать.
Йĕри-тавра халь хĕпĕртӳллĕ,
Йĕри-тавра — калча-çеçке.
Чуптунăн туйăнать хĕрӳллĕ
Пире хатарлă çур-пике.
Тул çутăлчĕ — хĕвел тухайрĕ,
Ачашшăн çил вĕрсе иртет.
Куккук сасси ирех ян кайрĕ,
Ирех кулюк кăвиклетет.
Вăраннă пурте — куç уçсамччĕ,
Тăмашкăн вăхăт — çул тытсамччĕ
Кĕтрет пек хӳхĕм çак туя.
Мĕнпурĕ тухнă халь вăййа.
Пурин валли те çитĕ вырăн,
Им-сим курки кĕтет Сана.
Çул тыт: Сана чыс тăвĕç ыррăн,
Вара тупан ăраскална».
Эс хурламарăн, тиркемерĕн
Çав манăн айванкка сăвва,
Эпир тирпейлĕн те чиперрĕн
Упрарăмăр юратăва.
Парне кӳрсе парне илесшĕн
Пурнатпăр çакă тĕнчере.
Пулать капла та, эс илесшĕн,
Анчах тепри ун чĕрере.
Санран хама качча тухмашкăн
Ыйтсаттăм эпĕ пĕрреччен,
Эс тархасларăн тăхтамашкăн
Хăв вĕренсе пĕтериччен.
Кайран сив уйрăлу саманчĕ
Сӳнтерчĕ пысăк ĕмĕте.
Урăххине чуну ăмсанчĕ,
Çураçрăн урăх йĕкĕте.
Манра та тупăнчĕ пуль айăп,
Темрен хăрарăм-ши тата?
Вĕсем çинчен мĕнех калайăп?
Мĕн тăвăн - ирĕк хăвăнта.
Телей çĕтмерĕ, Турă пачĕ
Мана пачах та урăх хĕр:
Сан евĕрлех ун чунĕ, ячĕ,
Сан евĕр тăлăх юлнăскер.
Хам уçнă шкул, хам тытнă ĕçĕм
Çапла хистерĕ майлашма.
Асра тăраттăн эс пĕр вĕçĕм,
Ик çын вырнаçрĕ чунăма.
Хам арăма ятран чĕнеп-и —
Тӳрех куратăп сан сăнна,
Ун сассине илтсессĕн эпĕ
Илтетĕп сасăн сассуна.
Вăл чăннипех — çумри тĕрекĕм,
Вăл чăннипех — чăн-чăн парне.
Тавах, тавах сана! Тӳлеккĕн
Эс тӳсрĕн пурнăç пăрнăçне.
Каçар, каçар, парнелеймерĕм
Хăв ĕмĕтленнĕ савнăçа.
Юрать мана ӳпкелемерĕн,
Тур кӳтĕр уншăн канăçа.
Парне, парне... Темле тăванлăх
Ăшши вăратрĕ чунăмра.
Парни тем мар. Юлать яланлăх
Сăнарĕ унăн асăмра.
Чиркӳ эп лартрăм, парнелерĕн
Сăваплă çимĕç виткĕçне.
Çав тутăр евĕр хӳтĕлерĕн
Эс манăн шухăш вĕçевне».
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...