Анне
Аслă вăрçăн хĕрĕх пĕрмĕш çулĕ
Пил парса ăсатрăн мăшăрна.
Тăрса юлтăн пĕр-пĕччен... Куççулĕ
Юхса анчĕ, эс çыртрăн шăлна.
Ултă ача... Куçуçем сĕм суккăр...
Выçлăх, хуйхă... Мĕнле чăтмалла!
Шанчăк çеç пулнă-тăр саншăн тухтăр,
Пĕрмаях туртăннă малалла.
Хĕн-хур вучĕ мĕнле çунтарсан та
Çемье йышĕ, чысĕ çухалман,
Ачусемпе чунна пусарсан та
Тĕттĕм пурнăç пурпĕр çуталман.
Турă пур иккен, чăнах, тавтапуç,
Ман атте таврăннă вăрçăран.
Куççулĕ тухмасть аннен, типнĕ куç,
Чĕрене туман çав хурçăран.
Ултă хутчен ырă тухтăр каснă
Ман аннен пачах курман куçне.
Эмелĕ куçра шанчăклă аснă
Суккăрлăха хăварса хыçне...
Çут тĕнчемĕр! Ах, епле илемлĕ!
Пурăнас та пурăнас килет!
Çамрăк ĕмĕр, питĕ нумай енлĕ,
Хăй тĕллĕнех тыткăна илет.
Пурте пур. Тата мĕнех-ха кирлĕ?
Савнă мăшăр, ачусем умра...
Йывăрлăх? Пур. Пурнăç питĕ чирлĕ,
Çĕнтерӳ хăвачĕ çеç çумра.
Çемье йышĕ, тĕрекĕ те ӳснĕ,
Вунă çын килте, пурнăç шăвать...
Хĕрарăм шăпи йывăр çав, тӳснĕ,
Пурнăç тени хăйĕннех тăвать.
Пепкӳсем тĕнче хĕрне саланнă,
Çавăрнă вĕсем тахçан йăва.
Саншăн пурнăç каллех суккăрланнă,
Эсĕ пур упратăн ăрăва.
Халь хăвна ăча пекех пăхаççĕ
Ачусем, эс ăнсăр, мĕскĕн чун...
Хăшĕсем сайра çеç пухăнаççĕ
Сан патна, сивĕнет тăван юн...
Сивĕнет тени те тĕрĕс мар, тен.
Инçетре вĕт, пурнăç тытмалла.
Пурпĕрех çывăх анне, тăван ен,
Çаплине çапла вăл пулмалла.
Ăсне панă, ӳстернĕ, вĕрентнĕ
Хăв чĕрçӳ çинче мĕн пĕчĕкрен.
Авана шанса пурăннă, кĕтнĕ,
Хăв аманнă пурнăç хĕсĕкрен.
Пурăнах, анне, пурăн, тăванăм,
Çĕр çула çитсе эс савăнтар.
Эсĕ манăн пурнăçри ăс-тăнăм,
Пил парса пурнăçăма ăнтар.
Хăв та ватă, эпир те çулланнă,
Пулăшу ыйтатпăр шав санран.
Çӳç пайăркисем юр пек шуралнă,
Улшăнма та улшăннă сăнран...
Мĕн тăвас-ха, пурнăç вăл — хăналăх,
Турă çырнă пурнăç вăрăм мар.
Аннене тăвас марччĕ çеç тăлăх,
Аннене сунас марччĕ тип шар.
Шухăшсем
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...
Чăваш чĕлхинче сăмахсĕне хисеп тĕлĕшпе м...