Анне
Мария Назаровăна
Анне сăмах чунпа çеç тĕвĕленнĕ,
ăна салтма тăрсан, вăл пурăнать.
Масар халăхпала, ав, пĕвеленнĕ —
умра анне тăпри купаланать.
Чунра çеç çырăнса юлать халь маншăн
ун пурнăçĕ — чи хаклă кĕнеке.
Пултараймасть ялйыш ăна манмашкăн:
«Эх, кайрĕ çĕр çинчен Марье инке...»
Ма янрĕ гимн мăнаçлăн та хăватлăн?
Ана çарпуçĕн чысĕ кирлĕ мар.
Ял çыннисем пуçа чиксе, сăваплăн
итлеççĕ шăплăха — чĕнмест масар.
Ун тумĕ капăр мар çын ăмсанмалăх:
пушмак, ялти кĕпе, кăвак саппун.
Вырса пĕтернĕ сарлака каçалăк
танлашĕ ун ĕмĕрĕпе çак кун.
Çухалнă вăрçă çулĕсен асапĕ
утланнă ун ĕнси çине тахçан.
Çак сăнарпа, аннем, ялан аса кĕр —
чăнах та пурнăçу сăваплă сан!
Çурла тытса хирте эс тырă вырнă —
çил типĕтсе ĕлкĕреймен тарна.
Çĕр ĕçĕнче ялан ĕшеннĕ, ырнă —
пултарайман эс сулхăнра ларма.
Эс, вăрçă çулĕсем асав шăлпа
шакканă чух, арçын пек çирĕп тӳснĕ
çĕршывăн инкекне — чысу сан ӳснĕ:
санран та килнĕ пирĕн ыр шăпа.
Çăтмах сĕнмен çав тырăсăр ĕçкунĕ
çĕрĕçĕнче, анне, сана кас-кас.
Эс ху пайна та мăртăхмасăр хунă
çĕршывăн кĕлетне васка-васка.
Эпир — ача-пăча — ĕненнĕ çирĕп
аннеллĕ çĕршыва мĕн пĕчĕкрен.
Анне пуртан, чупса çӳренĕ ирĕк,
пуян çĕрсем пурришĕн вĕчĕхмен.
Паян королĕн, президентăн, шахăн
пылак чĕлхеллĕ амăшĕсене,
куç айĕн çеç пăхса иртем вăраххăн:
сан хисепӳ килеймĕ вĕсене!
Эй, аннесем! Çаваллă та çурлаллă,
ачашлăха пĕлмен хĕрарăмсем,
эсир çĕр тӳпине йăтма çуралнă:
асран каймаççĕ çывăх сассăрсем...
Çын чунĕпе ахаль-им тĕвĕленнĕ
«анне» сăмах? Вăл ĕмĕр пурăнать.
Масар халăхпала, ав, пĕвеленнĕ...
Унтах анне те пурпĕр курăнать.
Асра ун кунĕсея тирпейлĕ шучĕ...
Ялан астутарса çын тивĕçне
Çавапала çурла — ун атрибучĕ —
ял халăхне чĕнет пек çĕрĕçне.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...