Ачалăх


Ачалăх, илемлĕ ачалăх,

Епле эс çемçен илтĕнен.

Ман пур мĕн çинчен астумалăх,

Манман эп хаваслăх çинчен.

 

Кунăмсем манăн пулчĕç хаваслă.

Эпĕ савăнтăм, култăм — чăнах.

«Манăн, ах, каялла тавăрасчĕ», —

Тек пуласчĕ санпа яланах.

 

Ачалăх, илемлĕ ачалăх —

Хаваслă, илемлĕ кунсем…

Ман пур мĕн çинчен астумалăх,

Манман-ха эп сирĕн çинчен…

Çавăн пекех пăхăр

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Галина (2011-03-02 20:43:00):

Ку сăвă мана питĕ килĕшрĕ. Ачалăхри хаваслă самантсем куç умне тухрĕç. Маттур, ăнăçу сана.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Ирина (2011-03-04 18:25:15):

Маттур, Лена! Сăввӳ ман кăмăла кайрĕ. Санпа çывăхрах паллашас килет. Эпĕ те çыркалатăп.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Дима (2011-03-09 19:19:41):

Лена, эсĕ питĕ лайăх сăвă çырнă. Сăвăилемлĕ, тарăн шухăшлă.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Ирина (2011-03-11 20:24:23):

Тепĕр сăвву та кăмала кайрĕ. Ăнăçу пултăр.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Алина Сосаева (2011-03-20 13:42:01):

Елена, ăнăçу сунатăп...сăвву килĕшрĕ...

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Галина Васильева (2011-03-30 19:12:23):

Ку сăвă пурне те килĕшмелле,мĕншĕн тесен питĕ ăста çырнă. Маттур!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Инесса (2011-04-01 19:01:29):

Маттур! Санпа çывăхрах паллашас кăмăл пур.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: