Хурапа шурă


— Чирленĕ пек мар-ха... Такам хĕненĕ пуль сана?! Сăну-питӳ кăвакарнă, сарăхнă! Мĕн пирки вăл?— терĕм эпĕ тӳррĕнех.

— Çу-ук, кам хĕнетĕр? Тумхах çинче такăнса ӳкрĕм те пите çĕмĕртĕм. Ун хыççăн, чăнах, чирлесе те выртрăм... Халĕ те ăш-чик çакăнтан ыратать,— хушса хучĕ вăл аллипе чĕри патне тытса кăтартса.

— Ну, килме пĕлтĕн пулсан салтăн та лар эппин хăнасем хушшине. Ку такăнса ӳкни çинчен эсĕ ахалех тыттаратăн. Такам хытă хĕненĕ сана! — терĕм те эпĕ унпа текех калаçасшăн пулмарăм.

Ман хăнасем сахал калаçрĕç, пурте куç кĕретĕнех е вăрттăн, майĕпе кăна, çак илемсĕрленнĕ хĕрарăм çине пăха-пăха илчĕç те калаçăва урăх енне пăрма тăрăшрĕç. Анчах çак кĕтмен хăна Ленăпа çаплах йӳçеккĕн хăйăлтатса калаçни вĕсене савăнăçлăн пуплеме кансĕрлерĕ.

— Эсĕ мĕнле майпа кунта тата?! Ху пĕччен? Э-э, кӳршĕ пирки пулĕ-çке-ха!.. Пĕр çул каялла сирĕн патра хытă ĕçнĕччĕ эпир. Çеркипе çавăн хыççăн паллашса туслашрăр пулмалла ĕнтĕ,— терĕ вăл Лена çине хытă тинкерсе пăхса.

Лена кулса илчĕ.

— И-и, Настя! Эпир Сергей Андрейчпа паллашни вунпилĕк çул ытла ĕнтĕ! Эпир пĕр енчи çынсем-çке-ха. Çавăнпа та пĕр-пĕрин патне çӳреме пултаратпăр эпир, уншăн нимĕн те мар,— тавăрчĕ вăл.

— Вун пилĕк çул? Пĕр.енчи çынсемех-и вара?! Мана ун çинчен Çерки пĕр сăмах та каламан! — тĕлĕнчĕ Наçтӳç пуçне сулкаласа.

— Вун пилĕк çул çав! — терĕ Лена ун çине кулараххăн пăхса.

Наçтӳçĕн тĕссĕрленнĕ куçĕсенче кĕвĕçӳ хĕмĕ йăлтăртатни курăнса кайрĕ.

— Эс мĕншĕн пĕчченех тата? Упăшкуна ма илсе килмерĕн? — ыйтрĕ вăл шахвăртса.

— Вăл килте марччĕ те — килеймерĕ,— терĕ ăна Лена.

Ман юлташсенчен пĕри, хампа танлăраххи, Наçтӳçе хăйпе юнашар кĕртсе лартрĕ те хăналама пуçларĕ. Ăна çăкăр çине пылпа çу сĕрсе пачĕ, пылак эрех ĕçтерчĕ,— лешĕ вара ирĕлсе кайсах сӳпĕлтетме пуçларĕ.

— Э-эх, эсир! Шурă çăкăрпа, пылпа та çупа çиетĕр!.. Манăн час-часах хура çăкăр илме те укçа çук. Хваттер укçине те икĕ уйăх тӳлемен ĕнтĕ,— терĕ вăл кӳренчĕклĕн.

— Чим-ха, Наçтӳç... Эпĕ тухса кайнă чух эсĕ сансăр та виç-тăватă хут лайăхрах пурăнăп, мана санран хитререх арçынсем пăхаççĕ терĕн-çке? Халь пăхма пăрахрĕç-им тата?! Шел, шел! Питĕ час чухăнланса кайнă-çке эсĕ апла! — терĕм эпĕ ăна.

Вăл ман çине çиллессĕн пăхса пĕр самант чĕнмесĕр ларчĕ. Унтан хаяррăн ӳпкелешме пуçларĕ:

— Эсĕ мана выçă вилтĕр терĕн пулмалла, пăрахса тартăн. Эпĕ пурĕ пĕр пурăнатăп-ха,— терĕ те вăл эрех черккине хăй патĕнчен хăвăрт тĕксе яма хăтланчĕ. Анчах тулли черкке тӳнсе кайрĕ, хаçат сарнă сĕтел çинче эрех кӳлленчĕкĕ юлчĕ. Тăкăннă шĕвек сĕтел хĕррипе урайнелле юхма тытăнчĕ. Наçтӳç ним чухлĕ те ӳкĕнмерĕ, хĕрелмерĕ, платйине эрех йĕпетесрен çеç кăшт чакса ларчĕ те хытăран хытă калаçма пуçларĕ. Вăл мана вăрçрĕ. Хамăр уйрăлса кайнăшăн никама та мар, пĕр мана кăна айăпларĕ, хăйне тап-таса та пĕр çылăхсăр çын вырăнне хучĕ.

— Эх, Наçтӳç, Наçтӳç! Мĕнле ун пек калама чĕлхӳ çĕкленет вара санăн?! Лайăхрах астуса ил-ха хамăр мĕн пирки уйрăлса кайнине. Мантăн-им ху мана кашни кун, кашни утăмрах суйса е улталаса пурăннине? Астумастăн-им мана тăтăшах «хевтесĕр инвалид» тесе хурланине? Мантăн-им культурлăн пурăнма пĕлмен тииĕ çын тесе вăрçнине?.. Эсĕ вĕт мана пĕр çийĕмри тумтирпе кăна кăларса ятăн. Каях! Ман санран лайăхраххисем те нумай тесе кăшкăртăн,— терĕм эпĕ ăна ӳкĕтлесе.

Вăл чарăнмарĕ, çаплах кăшкăрашрĕ. Çакна кура манăн хăнасем те сӳрĕкленчĕç, хаваслă калаçусем пĕтрĕç.

Çав самантрах хăнасенчен пĕри, Наçтӳçе халиччен чысласа ларнă ватăрах юлташ, ура çине тăчĕ те пирус чĕртрĕ, ăна пĕр-икĕ хут ĕмсе илсе тĕтĕмне тĕксĕм маччаналла вĕрсе ячĕ, унтан никам çине пăхмасăр, васкамасăр, вăраххăн каласа хучĕ:

— Çапла çав, Настьă, хитре арçынсем çамрăк арăмсене вĕсем упăшки çурăмĕ хыçĕнче çеç «хытă юратаççĕ», качча илме те пулаççĕ... Улталаннă арăм упăшкине пăрахса хăйсем патне пыма пуçласанах — тӳнтерле çаврăнса тăраççĕ! — терĕ те йӳççĕн кулса илчĕ.

Наçтӳç пушшех шăртланса кайрĕ.

— Сана мĕн ĕç?!. Эсĕ мĕн пĕлетĕн пирĕн ĕçе?.. Мана вĕрентме тата!.. Вĕрент ху арăмна!..— кăшкăрса пăрахрĕ вăл кĕç-вĕç сиксе ӳксе чăрмалама пуçлас кушакпек ман юлташ патнелле утса пырса.

Лешĕ тавлашмарĕ, хуллен мăкăртаткаларĕ те пӳлĕм кĕтессине кайса тăчĕ.

Пирĕн пĕчĕк ĕçкĕ-çикĕ пăсăлчĕ. Малтан Лена тухса кайрĕ. Çил-тăвăл час чарăнас çуккине туйса тепĕр çур сехетрен ытти хăнасем те тухса шурĕç.

Пысăк пӳлĕмре пĕр Наçтӳçпе иксĕмĕр кăна ларса юлтăмăр. Вăл çаплах хирĕлчĕ, вăрçрĕ, мана ылханчĕ.

— Мĕншĕн вăрçатăн?! Эпĕ мĕнтен айăплă? Ху пурăнма пĕлмерĕн вĕт! — тетĕп ăна.

— Эсĕ çын элекĕсене ĕнентĕн. Эпĕ никампа та çӳремен, тӳрĕ пурăннă,— тет вăл хăйне çаплах тӳрре кăларса.

Эпĕ ăна хăй Петухов патне çырнă çыру татăкне вуласа патăм та:

— Çак çырăва кам çырнă? Кам алли кармакланă ку сăмахсене? Тен, кăна та эс çырман пулĕ? — тесе ыйтрăм.

Наçтӳç чылай вăхăт чĕнеймесĕр аптраса ларчĕ те ерипен хушса хучĕ:

— Ну, ун пек вылятса çырма юрать пулĕ ĕнтĕ... Мĕнех вара?! Унпа çӳрекеленисем те пулнă пулĕ. Ну, çапах та эпĕ сана улталаман...

— Тата матроспа пурăннине те манса кайрăн пулĕ? — терĕм эпĕ.

— Ку элек вăл, элек! — кăшкăрчĕ Наçтӳç. Эпĕ ăна тухса кайма сĕнтĕм. Вăл каймарĕ.

— Эпĕ выçă, эпĕ çĕтĕк!.. Пар мана халех пĕр виç çĕр тенкĕ укçа, вара каятăп,— терĕ вăл кăшт лăпланарах.

— Лешсем, Петуховсем, пулăшмаççĕ-им тата? — терĕм эпĕ тăрăхласа.

— Эс çав çын ятне текех ан асăн! Петухов çын мар вăл... Халь Шупашкарта та çук, таçта кайнă. Эпĕ унпа пурăнман! Мана текех унпа тĕксе ан йĕкĕлте! — терĕ Наçтӳç темле питĕ хăвăрт йăшса. Унăн хура куçĕсем шывланчĕç, вăл вĕсене тутăр вĕçĕпе шăлкаларĕ, анчах куççуль тумламĕсем çаплах пит çăмарти çинелле юха-юха анчĕç.

Эпĕ ун çине тĕлĕнсе пăхса лартăм. Ăнă манăн хĕрхенес те килчĕ тата çавăнтах тӳсейми тарăху та хыпса тухрĕ.

— Пар-ха мана эсĕ укçа, вара каятăп,— терĕ вăл нăшăкласа.

— Çук манăн ун чухлĕ укçа. Пулсан та пĕр-пĕр нушаллă мĕскĕн çынна парам луччĕ, сана парас килмест. Эсĕ тав тума пĕлмен çын! — тавăртăм эпĕ ăна.

— Ну, çĕр тенкĕ, эппин! — ыйтрĕ вăл каллех.

— Ун чухлĕ те çук,— терĕм те эпĕ кĕсьерен юлашки аллă тенкĕне кăларса патăм. Укçа панипе пĕрлех ăна тухса кайма сĕнтĕм.

— Ну, юрĕ... Аптрасан каллех килĕп-ха... Эс ав мĕнле ĕçсе-çисе пурăнатăн! Шурă çăкăрпа, пылпа та çупа!.. Çынсене ĕçтерме те пур. Эпĕ выçă пурăнатăп. Сан мана пулăшмаллах,— терĕ те вăл пальтоне ерипен тăхăнса алăк патнелле утрĕ.

Кайнă чух эпĕ унтан вăл ăçта, мĕнле хваттере куçса кайни çинчен пĕлесшĕн пултăм. Наçтӳç ун çинчен каламарĕ.

— Малашне куçăнтан çухалмăп-ха... Эсĕ ан шутла тепре авланса урăх хĕрарăмпа пурăнăп тесе. Урăххисене санпа пурăнма ирĕкех памăпăр,— тесе хăварчĕ вăл çенĕке тухнă хыççăн тепĕр хут каялла çаврăнса тăрса.

Çапла вара пирĕн савăнăçлăн пуçланнă уяв кунĕ салхуллăн вĕçленчĕ. Наçтӳç кайсан тин ирĕклĕн сывласа ятăм. Анчах та чĕрери канăç пĕтрĕ. Нумайччен хусканмасăр лартăм пĕччен юлсан. Выртсан та час çывраймарăм.

«Мĕскер тăвас-ха вăл çакăн пек килсе çыпçăнма пуçласан?! Халь, еркĕнĕсем пăрахнă та, вăл чăнах та каллех ман çумма çыхланма пултарать»,— шухăшларăм эпĕ. Çак тӳрĕ мар кăмăллă хăрарăм пĕр çылăхне те йышăнмасть, манах айăпласа ман ятах варалама тăрăшать. Пуринчен ытла мана унăн кутăнлăхĕ тарăхтарчĕ.

Малалли пурнăç эпĕ ку тĕлĕшрен йăнăш пулманнине часах çирĕплетсе пачĕ.

 

* * *

Наçтӳç ăçта куçса мĕнле пурăннине пĕлмеççĕ-ши тесе тепĕр ик-виçĕ кунран эпĕ хамăн ĕлĕкхи хваттер хуçи пулнă Марина Михайловна патне кайрăм.

Марина Михайловна мана хаваслансах йышăнчĕ. Вăл пĕччен мар, ун патĕнче ку вăхăтра тата унăн йăмăкĕ Нина Михайловна та пурччĕ. Ĕлĕк эпир вырнаçса тăнă пӳлĕмре халĕ урăх çынсем пурăнаççĕ.

— Кунтан кайнă хыççăн эсир пире йăлтах манăçа ятăр пулас, Сергей Андрейч. Килсе çӳреместĕр, курăнмастăр та,— терĕ мана Марина Михайловна йăвашшăн кулкаласа. — Манма юрамасть!

— Килсе çӳреме вăхăт çук... Тата кунта килсен Настьăна тĕл пуласран та шикленеттĕм,— терĕм эпĕ.

Марина Михайловна типпĕн кулса аллине сулса илчĕ.

— У-у, Настя кунтан кайнăранпа тăватă уйăх çитет ĕнтĕ... Аран кăларса ятăм. Хваттер тупаймастăп тет. Эсир кайнă хыççăн тата ик-виçĕ эрне пурăнчĕ. Ытла та хăлин хĕрарăм! Манпа тавлашма пăхатчĕ! — пĕлтерчĕ вăл мана.

Эпĕ унран Настя ăçта куçса кайни çинчен ыйтрăм.

— Эсир ун пирки акă ман йăмăкран ыйтăр... Нина лайăх пĕлет. Халь вăл вĕсен урамнех, Урицкине, куçса пынă тет. Вĕсен кӳршинчех Настьăн еркĕнĕ, Петухов текенни, пурăнать тет-çке. Вăл çав Петухов çывăхнерех куçса вырнаçма тăрăшнă,— терĕ те Марина Михайловна шăпланчĕ.

Эпир ун йăмăкĕпе, Нина Михайловнăпа, калаçма пуçларăмăр. Йăмăкĕ те аппăшĕ пекех вăрăм, типшĕмрехскер, анчах сăнĕпе унран чылай çамрăккăн курăнакан хĕрĕхсене çитнĕ хĕрарăм. Хăй вăл аппăшĕ пек мар, çемçен те хавасраххăн калаçать. Вăл мана Настьăпа Петухов çинчен хăй курни-пĕлнисене каласа пачĕ.

Нина Михайловна каланă тăрăх, манрак уйрăлнă хыççăн Настя питĕ савăк пурăннă. Петуховĕ ăна хăйсен урамĕнче пĕр пĕчĕкçĕ пӳрт тупса панă. Малтан вĕсем каçсерен ĕçнĕ, çинĕ, ашкăннă. Юлашкинчен кун пек пурнăç Петуховне хăйне те йăлăхтарса çитернĕ пулмалла та вĕсен хушшинчи туслăх хăвăрт пăсăлма тытăннă... Çĕнĕ çул хыççăн-ха вăл, пĕр праçник кунĕ, Настя Петухов хваттерне пырса кĕнĕ те хăйне унăн арăмĕ пекех тыткалама пуçланă. Çав вăхăтра Петухов хăйĕн чыслă хăнисемпе ĕçсе-çисе ларнă. Вара темĕн килĕшмен, хăнисем кайса пĕтсенех Петухов Настьăна вĕлерес пек хĕнесе урама кăларса пăрахнă. Çакăн хыççăн тем тĕрлĕ шăв-шав та пулса иртнĕ, хĕнени çинчен милици пырса акт та çырса кайнă пулать. Вара тепĕр икĕ эрнерен Петухов ăна хăйĕн хваттерне пырсан тата хытăрах хĕненĕ тет. Хăй вара часах таçта, урăх хулана, кайса çухалнă пулать.

— Малалла мĕн пулнине эпĕ пĕлместĕп. Петуховĕ халь чăнах та курăнмасть, кайнах пулмалла. Наçти пирки те интересленмен. Юлашкинчен хĕненĕ хыççăн больницăра выртать тетчĕç ăна,— каласа пачĕ мана Нина Михайловна.

— Ну, ку тĕрĕс те пулĕ апла. Виçĕ кун каялла вăл ман пата пырса кĕчĕ. Сăнĕ-пичĕ пĕтĕмпех сарăхса ларнă. Паллах, хытă хĕненĕ пулмалла,— терĕм те эпĕ, Маринăпа Нина Михайловнăсем тĕлĕнсех кайрĕç.

— Çук, каçарма е хĕрхенме тивĕçлĕ мар вăл пăсăлнă хĕрарăма! Эсир ахаль те нумай тӳсрĕр. Пĕтĕм Урицки урамĕ кулать унран... Çитет! — терĕ мана Нина Михайловна.

Ку сăмаха унăн аппăшĕ те ырларĕ. Эпĕ вĕсем каланипе килĕшрĕм.

Тепĕр темиçе кун иртрĕ. Хулăн юр кĕрчĕсем хупланă çĕр-шыв питне чылаях çӳле çĕкленнĕ март хĕвелĕ йăлтăртатса çутатать. Сенкер кăваккăн курăнакан уяр çанталăк йăлтăртатни çуркунне çывхарнине систерет.

Собор сăрчĕ çинчи икĕ хутлă чул çуртăн пĕр аслă пӳлĕмĕнче пурте пикенсех ĕçлесе ларатпăр. Пирĕн пӳлĕмре — пилĕк сĕтел. Кашни сĕтел хушшинчех пĕрер çын. Вĕсем е çырса, е ялкорсен çырăвĕсене тинкерсе вуласа лараççĕ, хаçатăн çитес номерĕсем валли материал хатĕрлеççĕ. Эпĕ хам пата ал çырăвĕ илсе пынă пĕр çамрăк ялкорпа калаçса лараттăм.

Çак самантра пирĕн пӳлĕме иртнĕ çулла кăна Атăл леш енчи хăвалăхра паллашнă вăрăм хыткан çын пырса кĕчĕ. Унăн аллинче хура çӳхе портфель.

— Хăшĕ кунта Алексей Петрович пулать, хулари корреспондентсемпе ĕçлекенни? — ыйтрĕ вăл йĕри-тавра пăхкаласа.

— Петров эпĕ пулатăп. Мĕнле ыйту пурччĕ сирĕн, юлташ? — терĕ ăна ман çумри сĕтел хушшинче çырса ларакан куçлăхлă типшĕм журналист хĕснĕ куçĕсемпе куçлăхĕ урлă пăхса.

— Манăн районти финагентсем налог пухас тĕлĕшпе мĕнле ĕçлемелли çинчен çырнă статья пур та, хăвăр редакторăр ăна сире пама каларĕ,— терĕ вăл Петров патнелле çывхарса.

Пирĕн паталла пынă май çак çын мана та палласа илчĕ.

— А-а, Андреев юлташ... Сергей Андрейч! Эсир те ку пӳлĕмре иккен! Сывă-и? — терĕ вăл аллине ман енне тăсса.

— А-а, Петр Михайлович! — терĕм эпĕ те ăна алă парса.

Михайлов Петров патне ларса унпа темиçе минут калаçрĕ, хăй статйинчи шухăшсемпе паллаштарчĕ, ăна васкарах пичете яма ыйтрĕ. Калаçса ларнă хыççăн Ми-хайлов тухса кайма тăчĕ, унтан темскер аса илнĕ пек пулчĕ те ман паталла пычĕ:

— Ĕçĕр васкавлах мар пулсан коридора тухмăр-ши, Сергей Андрейч? Пĕр-ик сăмах пурччĕ,— терĕ вăл ман çине тинкерсе пăхса.

Эпĕ тухрăм та калаçма ирĕкрех пултăр тесе коридор вĕçĕнчи пысăк чӳрече ани çине кайса лартăм, Вăл ман ума тăчĕ.

— Темле сăмах тата? — терĕм эпĕ ăна.

— Сăмахĕ ман сире савăнтармаллиех мар та-ха, эпĕ çакна пĕлесшĕнччĕ: эсир çав Настя Ивановăпала-уйрăлнă-им вара? Мĕн вăл урăххипе пурăнать? — ыйтрĕ манран Михайлов.

Эпĕ ăна унпа çур çул каялла уйрăлни çинчен каласа патăм.

— Килĕштереймерĕмĕр. Хăйне тивеçлĕн тытма пĕлмерĕ вăл. Пĕр виçĕ çула яхăн унпа пурăнса пысăк йăнăш турăм эпĕ,— терĕм Михайлова.

— Уйрăлнă пулсан юрать. Аван та ку! Унпа пурăнса ху ятна пăсма кирлĕ мар,— терĕ вăл мана.— Ырă хĕрарăм мар çав вăл. Халĕ те хытă ĕçет,— хушса хучĕ те вăл малалла ăна хăй юлашки вăхăтра мĕнле тĕл пулнисем çинчен каласа пачĕ.

— ...Эпĕ хам Ленинградски урамра пурăнатăп. Юнашарти Урицки урамра манăн учрежденире ĕçлекен юлташсем пурăнаççĕ. Çавсем патне кайсан эпĕ ăна икĕ хутчен тĕл пултăм. Калаçмалла та пулчĕ. Мана хăй аванах паллать-ха, эпир ентешсем-çке! Çапах та малтанхи расра палламанçи пулчĕ... Ну, паллах ĕнтĕ, ку ĕлĕк хăйсен ашшĕне раскулачить тунă чух тарăхтарнăран та пулĕ. Кайран вара палласа илтĕм терĕ те лайăхрах калаçрĕ.

— Эпир Çерки Андрейчпа уйрăлтăмăр тет. Мĕншĕн терĕм те, сывă çын мар вĕт вăл, инвалид... Тата кăмăлĕ те усал унăн тесе хучĕ. Ун сăмахĕ мана, паллах, кӳрентерчĕ. Ну, пĕчченех пурăнас тетĕн-им терĕм те, вăл: э-эй, манăн Çерки пек мар хӳхĕм арçынсем пур, кĕçех качча каятăп акă. Мана вĕсем тахçанах уйрăлма хистетчĕç тет. Эпĕ ăна нимех те калаймарăм: аван çынна пăрахнă эсĕ, айванланнă терĕм те уйрăлса кайрăм.

Михайлов симĕс пуставран çĕленĕ карттусне хыврĕ те хырсах тасатнă пуç тӳпине ал лаппипе васкавлăн сăтăркаласа илчĕ.

— Ну, ку юрать-ха. Малтанхи курнăçу çапла пулса иртрĕ. Тепĕр икĕ эрнерен манăн ăна татах, анчах та çав тери мăшкăллă тамашара курмалла пулчĕ.— Кунта Михайлов хăмăр куçĕсене чаркаласах сасăсăр кулса илчĕ.— Ун чух эпĕ ăна малтан хĕрхентĕм, кайран тӳсейми тарăхса кайрăм. Хĕрхентĕм, мĕншĕн тесен вăл çапах та çын-çке-ха, тата пирĕн енчи çын! Тарăхрăм — пурăнма пĕлменшĕн... Пĕр вырсарни кун çапла эпир каçпала виçĕ арçын пĕр юлташăн Урицки урамĕнчи хваттерĕнчен тухрăмăр та кинона каяс тесе площаделле анатпăр. Плеханов урамне тухасси те инçе марччĕ. Сасартăк сылтăм касра ларакан пысăк йывăç çурт кил хушшинчен хĕрарăм кăшкăрни, унтан хыттăн макăрни илтĕнсе кайрĕ. Хушăран арçын сасси мĕкĕрешни илтĕнет. Эпир чарăнса тăтăмăр, çуйхашакан çынсем енне пăхатпăр. Сасартăк пӳрт çумĕнчи пĕчĕк хапха чĕриклетсе уçăлчĕ те — унтан çӳçĕ-пуçĕ сапаланса кайнă хĕрарăм сирпĕнсе тухрĕ, ун хыççăн пĕр самăр арçын чупать.— Ма тиветĕн?! Мĕншĕн! — кăшкăратпăр эпир. Ку çын пире итлесе тăмарĕ, пĕр çирĕм-вăтăр утăм чупса кайса хĕрарăма хуса çитрĕ те çурăмĕнчен тĕксе чикелентерсе ячĕ. Ўкнĕскере вăл татах тапа-тапа илчĕ... Эпир кăшкăрашса, вăрçса çаксем патнелле ыткăнтăмăр... Самăр çынĕ, хĕп-хĕрлĕ хĕрелсе кайнăскер, пирĕн еннелле вăкăр пек çаврăнса пăхрĕ те: «Кам хушнă ăна ман хваттере çĕмĕрсе кĕме?! Путсĕр вăл. Йĕрĕнтерсе çитерчĕ!» — тесе хăвăрт, чупнă пекех хапхаран кĕрсе кайрĕ. Çав самантрах хупса лартнă хапхана шалтан питĕрсе хуни илтĕнчĕ. Кил хушшинче вăл такампа пăшăлтатса калаçрĕ те часах шăпланчĕ. Çĕрте выртакан юнланнă хĕрарăма пырса пăхатăп та вăл Наçтӳç пулчĕ кайрĕ! Хăй ахлатать, аран сывлать; пичĕ шурса кайнă, куçĕсене хупса лартнă. Сăмсинчен тата хăрах пит çăмартинчен юн юхать. «Настя, кам ку сана хĕнекенни? Мĕншĕн каплах хĕнерĕ?» — тетĕп. Вăл чĕнме те пултараймасть, йăлтах минресе кайнă... Хапхаран, пӳрт чӳречинчен шаккарăмăр — никам та тухмарĕ. Телее, Плеханов урамĕпе икĕ милиционер иртсе пыни курăнчĕ. Вĕсене чĕнсе илтĕмĕр. Милиционерсем хыттăн шаккасан хапхана старикпе карчăк тухса уçрĕç. Пӳртне кĕрсе пăхрăмăр, сарайне ухтартăмăр, анчах урăх никам та тупăнмарĕ.

■ Страницăсем: 1... 6 7 8 9 10 11 12 13 14 15 16 17

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: