Атте пилĕ


Татах вăхăт иртрĕ. Хĕветĕр ерипен, питĕ ерипен йăл илсе пычĕ. Малтан юнлă çурма пăрахрĕ, каярах ура шыççи те чакрĕ. Çапах та текех çынпа шай ĕçлекен çын пулмарĕ ĕнтĕ вăл. Врачсем ăна инвалид хучĕ туса пачĕç. Вăйпитти шутĕнче пулмалли арçын пенсие тухрĕ. Хăй нумай çул хушши ĕçленĕ кирпĕч завочĕ ăна «Ĕç ветеранĕ» хисеплĕ ят пачĕ, асăнмалăх алла çыхмалли «Слава» сехет парнелерĕ. Кил-çуртри ĕçе те тăваймарĕ Хĕветĕр. Хăй ĕмĕрне ĕçре ирттернĕ çыншăн ĕçсĕр ларнинчен пысăкрах нуша çук пулĕ. Ку вăл çĕнĕрен утма вĕреннĕ пекех. Хĕветĕр те вĕренчĕ: хăйне уяма, йывăр ĕçрен пăрăнма. Анчах ăна çăмăл килмерĕ. Вăл мар, ĕç унран тарнă. Паян вара, ваттисем калашле, урлă выртакан патака та тăрăхла илсе хураймарĕ арçын.

 

8

Тинех... Тинех çуркунне çитрĕ. Çут çанталăкпа пĕрле Хĕветĕр те ураланма пуçларĕ. Паллах, вăл пӳрт пуçĕнчи çĕмĕртпе улмуççи мар — каллех çеçкене лараймĕ. Çавах чи хăрушши кая юлчĕ. Вăй таврăннине Хĕветĕр кунран-кун туйса тăчĕ. Типсе хăрнă кĕлетки те ӳт илчĕ, самай маттурланчĕ. Çапах та çĕвĕ вырăнĕ сисĕнмеллех ыратрĕ-ха. Хăвăрт утма та, авăнарах ларма та йывăр пулчĕ ăна.

Кунсем иртрĕç. Тур пулăшнипе пахча таврашне йĕркеллех акса-лартса хăварчĕç вĕсем. Часах пĕрремĕш тунасем те шăтса тухрĕç. Пĕрлех çум курăкĕ те ашкăрса кайрĕ. Ачасем тасатсах тăчĕç те-ха ĕнтĕ ăна — тасатса пĕтереймерĕç. Пиçен-йыт пырши тавраш çумăр хыççăнхи кăмпа пек шăтса тăчĕ.

Алюнккасен пахчи пысăках мар — йышлă çемьене тăрантарма çитмест. Çавăнпа çĕрĕн кашни шичĕшĕн, йăран çинчи кашни тунашăн кĕрешме тивет. Тухăçлă çимĕç пилĕк авмасăр пулмасть иккен. Ашшĕ чирлесе ӳкиччен Алюнкка çакна ăнлансах та кайман. Кăçал вара çум çумласси пĕтĕмпех кĕçĕннисем çине тиенчĕ. Иккĕмĕш кун ĕнтĕ вĕсем çĕр улми пуссинче чакаланаççĕ. Вун икĕ-вун пилĕк йăран çеç çумланă-ха. Ку вăл пахчан çурри те çук. Пиçен тавраш тăпăлтара-тăпăлтара вара алăсем касăлса юнланнă, пилĕкĕ ыратать, Ир çинче, ачасем ĕçе тытăннă чухне, пахчара хаваслă шӳт-кулă илтĕнетчĕ. Халĕ вара шăп. Вĕсем хăвăртрах йăран вĕçне тухса темиçе минутлăха тăсăлса выртасси çинчен çеç шутлаççĕ.

Ачисем ĕçлекен пахчана Хĕветĕр пĕрре мар пырса çаврăнса кайрĕ. Эх, сывах çӳренĕ пулсан! Ачасем çине шанса лармастчĕ те çав. Ача ачах-çке вăл — алли ĕçре те унăн, ăсĕ — урамрах. Авă самай çӳллĕ мăян тунисемех лара-лара юлаççĕ вĕсем хыçĕнчен. Эх-хе-хе! Хĕветĕр ерипен-ерипен, питĕ асăрханса пĕшкĕнчĕ, пуçĕсене каçăртса ларакан çум курăксене турта-турта кăларчĕ. Часах ачисем хыçнех çитрĕ вăл. Пĕр самант тӳрленсе тăчĕ. Унтан каллех пĕшкĕнчĕ. Кĕçĕн хĕрĕпе юнашар кукленсе çум çумла пуçларĕ. Анчах çĕвĕ вырăнĕ хăй çинчен асилтерсе ыратса кайни ĕçе пăрахтарчĕ. Çук, арçын пăрăнса каймарĕ. Кукленнĕ çĕртен тăват уран тăрса ашкăрса кайнă çума тăпăлтарма пуçларĕ.

Чирлĕ ашшĕ хăйсемпе юнашар упаленсе çум çумлани ачасене хавхалантарчĕ. Вĕсем тӳрех тимлĕрех те хăвăртрах ĕçлеме пуçларĕç. Хăйсем хушшинче те ку сан енчи çум юлать тесе вăрçăнма пăрахрĕç. Ĕç кал-кал пычĕ. Çапла вĕсем калле-малле виçшер йăран упаленсе тухрĕç. Пахча самаях тасалчĕ, çумламалли йăран та шутлă кăна юлчĕ. Ачасем ывăнчĕç. Вĕсен аллисем пиçен йĕппи чикнĕрен, йыт пыршийĕ каснăран ыратса сăйлашрĕç. Халь тесен халь ĕçе пăрахса кайма хатĕр пулчĕç шăпăрлансем. Ашшĕ сас кăлармасăр, хăйсемпе шай ĕçлени кăна вĕсене тытса тăчĕ. Ахаль пулсан тахçанах пахчаран тухса вĕçтермелле.

Ачисем шăлне çыртса ĕçленине Хĕветĕр курмарĕ мар. Вăл вĕсене хĕрхенчĕ те. Анчах хĕрхенӳпе ĕç тухмастьçке. Вĕсем мар тăк — кам çум çумлĕ? Такам çине шанса ларма çук. Вăхăтра тасатса, йăран шырса хăвармасан вара улма паçми сая каять. Çĕр улмисĕр мĕнле хĕл каçăн?

Акă черетлĕ йăран вĕçĕ тухрĕ.

— Çитĕ. Паянлăха çитĕ, — тинех ĕç вĕçленни пирки пĕлтерчĕ ашшĕ.

Ачасем иккĕ калаттармарĕç. Тепĕр самантранах вĕсен ура йĕрĕ те пахчара курăнмарĕ.

Алюнкка пуринчен малтан пӳрте чупса кĕчĕ. Ун куçĕ тӳрех диван çине тăсăлса выртнă Микул пиччĕшĕ çине тирĕнчĕ. Çирĕм урлă каçнă вăйпитти каччă канлĕн кăна кĕнеке вуласа выртать. Хĕр ача питĕ-питĕ тарăхса кайрĕ, анчах лӳппер пиччĕшне ним те каламарĕ...

Çуллахи кун вăрăм пулнине пăхмасăрах кунсем хăвăрт улшăнса пычĕç. Вăхăт хăй лашине пĕртте чарса тăратасшăн пулмарĕ. Пахча шырса майлаштарнă хыççăнах утăçи пуçланчĕ. Йывăр та хĕрӳ вăхăт. Алюнккасен таврашĕнче утă çаранĕсем çук. Ял халăхĕ харпăр хăй выльăхĕ валли çырма-çатра таврашĕнчи курăка, вăрманти вĕлтрене çулса типĕтет. Пĕрчĕн-пĕрчĕн пуçтарать. Вĕсемшĕн кашни тĕмеске, кашни лаптăк хакра.

Паян Хĕветĕр ĕне-сурăх усраман Лексантăрсен умĕнчи вăрманта кашласа ларакан вĕлтрене куç хыврĕ. Туни сĕткен те симĕс-ха унăн — ватăлма ĕлкĕреймен. Лаптăкĕ те самай пысăк. Пĕр урапа яхăнах çулса тултарма пулать.

Вĕлтрен çулакан пиччĕшĕсем патне Алюнкка ӳсĕр Лексантăрпа арăмĕн кăшкăрашăвне илтсе пырса тăчĕ. Арăмĕ хĕтĕртнипе çеç ĕçлекенсем патне чупса тухнă Лексантăр ытлашши калаçса тăмарĕ — хăвăртрах каялла киле кĕрсе кайма васкарĕ. Кӳршĕпе ятлаçмалли сăлтав пулмарĕ унăн, Арăмĕ Укаш лăпланма пĕлмерĕ вара. Çатăл-çатăл! çатăлтатрĕ вăл. Пуринчен ытла ăна хăй сăмахĕсем Хĕветĕре витерейменни тарăхтарчĕ. Тухатмăш карчăк пекех курăнчĕ çак самантра хĕрарăм.

— Тасалăр! Мĕн мăшкăлласа çӳретĕр! — янрашрĕ Укаш. Кӳршĕ-аршăпа нихăçан та ытлашши вăрçăнман Хĕветĕр çаплипех лăпкă пулчĕ. Сасси унăн çирĕп те витĕмлĕ янăрарĕ.

— Мăшкăллатăн теме эпĕ сан пахчунти çума çулмастăп вĕт. Ку вĕлтрене хур-чăхху валли типĕтес тесен хапху умне пырса тăкса парăп, — хĕрарăма куçран тӳррĕн пăхса калаçрĕ Хĕветĕр.

Укаш чĕлхине çыртрĕ. Арçын пăхнине хирĕç тăраймарĕ вăл. Анчах парăнас та килмерĕ. Чи ыратакан, суранлă вырăн шырарĕ.

— Ма çĕкленнĕ эсĕ операци сĕтелĕ çинчен? Ма арăму хыççăн кайман? Вилмелли çын эсĕ! Пурăнмалли мар... — сăмахне персе ячĕ те карчăк хăйĕнчен хăй хăраса кайрĕ. Вăшт! çеç çаврăнчĕ вăл. Ахаль чух аран-аран кăна йăраланаканскер çамрăк хĕр пек чупса кайрĕ.

Хĕветĕр нимĕн те каламарĕ. Хĕрарăм сăмахĕсем Алюнккана мĕнле хытарса лартнине курчĕ вăл. Çапах чĕнмерĕ.

Арçын курайманлăхпа кӳренӳрен çӳлерех тăчĕ. Ун вăйĕ сăмахра мар, сăмах чĕнменнинче пулчĕ...

Алюнкка хытса кайрĕ. Пуçĕ чукмарпа çапнă евĕр янăрарĕ. Ĕмĕр тӳрленми суран çĕнĕрен уçăлса чуна çурчĕ. Ашшĕ ним пулман пекех лăпкă пулни ăна вĕрилентерсе ячĕ. Хĕветĕр вара хăйне вилĕм сунакана та каçарчĕ. Манчĕ.

Хĕр ача каçармарĕ. Çапса хуçакан сăмахсене манмарĕ. Вăл тавăрчĕ. Ачалла хаяр, хĕрхенӳсĕр тавăрчĕ. Кунран-кун. Çултан-çул. Çак кунран Укаш чирпе хавшарĕ, хытанка хĕр ачаран тарса, пытанса çӳре пуçларĕ, Улах çĕрте-и, çын çинче-и — Алюнкка именмерĕ. Кунне вуннă курсан та — вунă хутчен Укаш еннелле лачлаттарса сурчĕ. Ашшĕне вилĕм суннă карчăка ылханчĕ.

 

9

Иртрĕ. Вăхăт татах та татах иртрĕ. Хĕветĕр сывлăхĕ кунсеренех çирĕпленчĕ. Çур çул каялла кăна вăл юнпа сурса выртнине халь çынна каласан çын ĕненмĕ. Çакна арçын хăй те мана пуçларĕ. Чир пирки аса илсе тăма терĕн. Çамрăкланнă пек туйрĕ вăл хăйне. Чунĕнче темĕнле шанăç, хĕлхем ялкăшрĕ. Çакă кĕлеткене те вăй пачĕ.

Июль варри çитрĕ. Хĕветĕр çемйинчи пурнăç хăй еккипе чупрĕ. Анчах çак канлĕх тăвăл умĕнхи лăпкăлăх çеç пулнă иккен.

Пĕрре, çĕрле арçын варĕ кассăн-кассăн пĕтĕрсе килнипе вăранса кайрĕ. Малтанах çакă ăна шиклентермерĕ-ха. Вар виттине кайрăм пулĕ тесе шутларĕ вăл. Çийĕнчех каç кӳлĕм хăй мĕн-мĕн çинине аса илчĕ. Ытлашши нимех те. Чăнах та, пĕр пысăках мар пиçнĕ çуллă какай татăкĕ хыпса янăччĕ ĕнтĕ. Уншăнах нимĕн те пулмалла мар пек.

Ыратни ир енне те иртсе каймарĕ. Иртме мар — вăйланчĕ. Кăнтăрла тĕлнелле вара «Васкавлă пулăшу» чĕнсе илмелле пулчĕ...

Ку хутĕнче Хĕветĕр нумай выртмарĕ. Эрне çурик эрне кăна. Анчах сывалса таврăнаймарĕ. Укол-эмелсем те ыратнине лăплантараймарĕç. Лăплантарсан та вăхăтлăха кăна. Апата тиркемен вар-хырăм мĕн хыпнине йышăнми пулчĕ. Арçын сисĕнмеллех начарланчĕ: кĕлетки туртăнчĕ, ӳтне сарă сĕм çапрĕ. Хĕветĕр парăнмарĕ — хăй чирĕпе мĕнле кĕрешмеллине те пĕлмерĕ.

Август варринче Алюнкка ашшĕ татах болъницăна кайрĕ. Тепĕр эрнерен вара... Тепĕр эрнерен кăнтăр кунĕнче Алюнккасен умне «Васкавлă пулăшу» машини çитсе чарăнчĕ. Ана никам та чĕнсе илмен. Шап-шурă машина алăкĕнчен Хĕветĕр тухрĕ. Тĕрĕсрех, ăна икĕ арçын, шурă халатлă санитарсем, ик енчен тытса йăтса антарчĕç.

Машина сассине илтсе чупса тухнă Алюнкка ашшĕне курсан сăмах чĕнейми пулса тăчĕ. Ытла патвар та мар санитарсем хушшинче вăл пуш михĕ пекех çакăнса пырать. Кĕлеткинчен нимĕн те юлман — шăммипе тирĕ кăна. Вăталăх хĕрĕ тĕлне çитсен Хĕветĕр йăл кулма пăхрĕ. Пулмарĕ. Ырату шăла çырттарчĕ...

Тепĕр кунне мунча хутрĕç. Хĕветĕр мунчана ывăлĕсемпе мар, кĕçĕн хĕрĕсемпе кайрĕ.

— Вĕсем мана çуса кăларас çук, — ывăлĕсене кăшт ӳпкелесе калаçрĕ ашшĕ. — Мунчи те вĕри.

Алюнккапа йăмăкĕ сăмах чĕнмерĕç. Ашшĕн ĕненĕвĕ — тутлă мунча ăшшипе ӳтри чире кăларма пултарассине шанни — вĕсенче те пулчĕ. Ашшĕн хытанка кĕлеткине супăньленĕ мунчалапа сăтăрнă май Алюнкка нумаях та пулмасть, пĕр виçĕ-тăватă çул каялла кăна, ăна хăйне ашшĕ ак çаплах çуса-тасатса мунча кĕртнине аса илчĕ. Чирлĕ хĕр ача ĕнтĕ вĕри те мар мунчана та чăтаймастчĕ. Час-часах тăнне çухататчĕ. Ашшĕ вара ăна алла илсе киле йăтса каятчĕ. Амăшĕ çуса кăлариччен алăк умĕнчех кĕтсе тăратчĕ вăл. Нихăçан та ӳпкелешмен. Паян вара Алюнкка хăй ашшĕне çăвать...

Ашшĕ вĕрие чăтайман пирки алăка пĕрре те хупманран сивĕнсех кайнă мунчара ларнă май хĕр ача хăйне ачалăхран уйăракан картлашкан тепĕр пусăмĕ çине çĕкленнине ăнланчĕ. Ашшĕшĕн те вăл текех айван ача мар. Ун ачалла имшер хулпуççийĕ çине вăйпиттишĕн те йывăр çĕклем хума хатĕрленчĕ Хĕветĕр...

Мунчаран ăна ывăлĕ йăтса тухрĕ. Пĕр сехет çур-икке яхăн канлĕн çывăрчĕ вăл. Кайран вара... кайран ырату таврăнчĕ. Çĕрĕпех асапланчĕ арçын. Анчах сас кăлармарĕ. Хĕветĕр пачах та вырăн çинчен тăми пулчĕ. Ир çинче вăл ачисем пулăшнипе кантăкĕсене утиялпа картланă пӳрт умне тухса выртрĕ, каçпа пӳрте кĕчĕ. Урăх хускану пулмарĕ. Ытлашши хускану тума мар, кача пӳрнине вылятма та тутине юн тухиччен çыртма тиврĕ. Апат анмарĕ. Анмарĕ мар, вăл пачах çимерĕ. Курăк чейне те тутине йĕпетмелĕх çеç ĕçрĕ.

Ашшĕн çакăн пек вăйсăрлăхĕпе хӳтĕсĕрлĕхне Алюнкка ниепле те йышăнаймарĕ. Ку уншăн пысăк кĕтменлĕх пулчĕ. Çак самантра ашшĕпе мĕн пулса иртнине хĕр ача чухлаймарĕ. Çапах та ун çумĕнчех пулма тăрăшрĕ. Шыв ыйтсан — шыв, ача пăтти ыйтсан — пăтă пĕçерсе пачĕ. Анчах Хĕветĕр ĕçмерĕ те, çимерĕ те — Алюнкка пĕçерсе пынă тĕле тĕлĕрсе кайрĕ. Хĕр ача чĕнсен те чĕнмерĕ.

Акă вăл каллех сас пачĕ. Ашшĕ мĕн каланине Алюнкка тӳрех ăнкарса илеймерĕ. Тепĕр хут ыйтрĕ.

— Сарамак чирĕ пуль ман, — те ыйтрĕ, те пĕлтерчĕ Хĕветĕр. — Сар кайăк çунатти тупасчĕ...

Чĕнмерĕ. Текех чĕнмерĕ. Алюнкка вара тăруках паçăр, кăнтăрла, кирпĕч завочĕ еннелле выртакан сукмак çинче сар кайăк виллине курнине аса илчĕ. Самант тăхта-масăр хĕр ача сукмак тăрăх чупрĕ. Ун чунĕнче пысăк шанăç кăвайчĕ хĕмленсе илчĕ. Çак самантра уншăн пĕтĕм çăлăнăç вилнĕ сар кайăкра пулчĕ. Сывалать! Ашшĕ сывалать. Анчах Алюнккан сар кайăк тытмалла...

Пĕрре... иккĕ... виççе... Татах та татах. Сукмак тăрăх каллĕ-маллĕ утрĕ хĕр ача. Кайăка курмарĕ. Кашни хутĕнче кашни утăмĕ шанчăка сӳнтерчĕ. Юлашкинчен чунĕ пĕтĕмпех пушанса юлчĕ. Киле çаврăнса çитнĕ тĕле хăй вăйсăрлăхне туйса тăракан хĕр ача чунĕ вуçех шăнчĕ.

Тĕксĕм пӳрт умне Алюнкка ывăнса таврăнчĕ. Ашшĕ тепĕр хут кайăк пирки сăмах тапратма пултарасси хĕр ачана хăратрĕ. Çук тени ашшĕне вĕлерсе пăрахма пултарассăнах туйăнчĕ.

Хĕветер хĕрĕ таврăннине туйрĕ. Шарламарĕ. Сăмах чĕнме унăн хал çитмерĕ. Ырату питĕ вăйлă пулнăран вăл тăнне çухатрĕ.

Те ир, те каç. Тĕксĕм пӳлĕмре выртакан Хĕветĕр çакна тӳрех ăнланса илеймерĕ. Тепĕр тесен, уншăн пĕрех мар-и? Пурпĕрех вырăн çинчен тăраймасть. Çавăнпа ыратăвĕ кăшт лăпланнă саманта хăй пирки шухăшласа, хăйне хăй хĕрхенсе ахаль ирттерес килмерĕ. Урăх шухăш пуçра нумай.

Текех пурăнас çын маррине Хĕветĕр ăнланчĕ ĕнтĕ. Çук, арçын вилĕмрен хăрамасть. Пӳрнĕ пулсан — вăл хатĕр. Ăна урăххи пăшăрхантарать. Урăххи... Арăмĕ Хĕветĕре çул çитмен тăватă ачапа пăрахса хăварчĕ. Вĕсенчен пĕри кăçал вун пĕрмĕш класа кайрĕ. Тепĕр виççĕшĕ вара — пĕри тепринчен кĕçĕнрех, пĕри тепринчен айвантарах.

Кĕçĕн ачисем пирки шутласа илнĕ май Хĕветĕр 1975 çулхи çу варринче тухнă пушара аса илчĕ. Темшĕнçке шăпах çак синкерлĕ ĕçе. Çук, пĕлмĕше персе Хĕветĕр суеçтерет. Пĕлет... Пушар виççĕри хĕр ачин, çулталăкри ывăлĕн кĕлеткине амантса, çуралма ĕлкĕреймен пепкин шăпине хуçса хăварнине пĕлет. Темшĕн арçын хăйне айăплă туйрĕ. Вун пĕр çул каялла хăй ачисене инкекрен сыхласа, хӳтĕлесе çитерейменшĕн те, паянхи кун вĕсене тăлăх хăварнишĕн те.

Ырату вăйланчĕ. Вархырăм хĕрлĕ пăрăç хыпса янă пек çунчĕ. Часах çакă пĕтĕм кĕлетке тăрăх саланчĕ, ăс-тăна пăтраштарчĕ. Тепĕр самантран шăнтса пăрахре. Сирсе пăрахнă утияла васкаса хăй çинелле туртре Хĕветĕр. Ăшăнаймарĕ. Алурана хутлатса пĕр çĕрелле чăмăртанчĕ. Анчах çак хускану ыратăва вăйлатрĕ кăна. Арçын хăй сисмесĕрех ах! тесе ячĕ. Шăлне çыртса куçне хупрĕ. Хĕрхенӳсĕр çулăм ăна шалтан та, тултан та çупăрласа илчĕ.

Çак самантра таçта шалтан малтан питĕ ерипен, кайран вăйлăрах та вăйлăрах яланах усал тума хистекен сас калаçма пуçларĕ.

— Мĕн кĕтетĕн? Мĕне шанатăн? Тат! Кунçул çиппи çӳхе. Ытла та çӳхе. Асапĕ вара пысăк. Тат! Пĕр кун... пĕр сехет... пĕр самант... Урăх вăхăт çук. Кĕрешни усăсăр. Тат! Хăтăл ыратуран! Асапран! Парăн! Ан хирĕçле. Хăтăл асапран. Хăтăл ыратуран. Тат! Та-а-ат!

Сасă чарăнма пĕлмерĕ. Çук. Хĕветĕр парăнмаре. Хăйшĕн мар. Малашлăхалла тулли шанчăкпа пăхакан мăшăр куçĕнчи хаваслăх хĕлхемĕ, ачалла айванлăх, лăпкăлăхпа канăçлăх тăсăмĕшĕн кĕрешрĕ. Пултăрах пĕр талăк, утмăл минут, пĕр самант кăна. Пултăрах. Пуçелĕк умне Вилĕм çитсе тăрсан та тата тепĕр самантшăн кĕрешĕ вăл. Ачисемшĕн кĕрешĕ. Вĕсен куллипе савăнăçĕшĕн.

Хĕветĕр çĕкленме хăтланчĕ. Ырату хумĕ шăм витĕр тухса минтер çумне лапчăнтарчĕ. Арçын шăлне çыртрĕ. Тем вăхăта каллех тăнне çухатрĕ.

 

11

Паян сентябрĕн виççĕмĕшĕ. Алюнкка кăçал улттăмĕш класа кайрĕ. Пĕлӳ сукмакĕ ăна нихăçан та хăратман. Шкул сывлăшĕ йăлăхтарман. Анчах паян вăл темшĕн киле кайма васкарĕ. Уроксенче те урок пирки мар, тăхтава кăларакан шăнкăрав çинчен шухăшласа ларчĕ. Хĕр ача чунĕ канăçсăрланчĕ. Мĕншĕнне вăл пĕлмерĕ.

Шкултан таврăнсан Алюнкка чи малтан пӳрт умне чупса кĕчĕ. Ашшĕ сывланине итлерĕ. Çывăрать пулас. Вăл ашшĕне чĕнчĕ. Лешĕ сас памарĕ. Хĕр ача вара май килнĕ таран шăппăн пусса пӳрте кĕчĕ.

Анкарти хыçĕнче трактор сасси кĕрлесе кайсан Алюнкка шалти пӳртрен тухрĕ.

— Шы-ыв, — тӳрех илтрĕ вăл ашшĕн вăйсăр сассине. Хĕр ача хыпаланса ятарлă куркапа лĕп шыв тăсса пачĕ. Ашшĕ ĕçеймерĕ, тутине çеç йĕпетрĕ. — Мĕн унта? — кĕрлеве илтсе ыйтрĕ ашшĕ.

— Улăм илсе килнĕ. Çавна пушатаççĕ.

— Веçех-и?

— Пĕлместĕп. Час тухса пĕлсе килетĕп, — ашшĕ хушнине пурнăçлама васкарĕ хĕрĕ.

Анкарти хыçĕнче хĕрӳ ĕç кĕрлет. Икĕ пиччĕшĕ кӳршĕсемпе пĕрле трактор çинчи улăма пушатса ура уралаççĕ. Патшалăха сутнă сĕтшĕн улăм пара пуçласан выльăх-чĕрлĕх валли апат тавраш хатĕрлес нуша чакрĕ. Сĕтне мĕн чуль нумаирах сутатăн, улăмĕ çавăн чуль нумайрах килет. Кăçал Алюнккасем икĕ трактор прицепĕ чухлĕ улăм илнĕ. Выльăхсене çитерме те, ая сарса пама та çитет.

■ Страницăсем: 1 2 3 4

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Ярмат (2015-10-14 17:33:10):

Тарăн шухăша яракан повеç ку, атте пилĕ...Куççӳл тухмаллах анлă та тарăн витĕм хăварчĕ.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: