Атте пилĕ
Юратнă атте Федор Васильевич Мышкин умĕнче пуç тайса
1
Пуш уйăхĕн пĕрремĕш кунĕсем. Çанталăк çур еннелле кайнă. Анчах хĕл те парăнасшăн мар-ха. Кăнтăрла ăшă, çĕрле вара çаплипех сивĕ.
Паян канмалли кун. Чаршав хыçĕнчи вырăн çинче выртакан Алюнкка ура çине тăма васкамарĕ. Çĕр каçа пӳрт самаях сивĕннĕ. Çавăнпах хĕр ачан утиял айĕнчен те тухас килмерĕ. Акă малти пӳртрен такамăн утти илтĕнчĕ. Ашшĕ выльăх-чĕрлĕхе ирхи апат парса кĕчĕ пулас. Алюна кантăк еннелле çаврăнчĕ. Пысăках мар чӳрече куçĕнчен янкăр таса тӳпе курăнать. Паян çанталăк уяр та ăшă пулать пулĕ...
Мĕн вăхăт çитнине хĕр ача чухлаймарĕ. Унăн ĕнтĕ ыйхи тулнă. Утияла сирсе ăшă кĕпе, çăм чăлха тăхăнчĕ. Вырăн çинчен анас тесе урине çĕрелле уснăччĕ ĕнтĕ...
— Аннӳ вилнĕ...
Ашшĕн сасси лăпкăн, типпĕн илтĕнчĕ. Шăкăл-шăкăл калаçса тумланакан ачасене усал хыпар чĕлхесĕр туса хучĕ. Вĕсем пĕр-пĕрин çине пăхма та шикленчĕç. Анчах кăшкăрса йĕрекен пулмарĕ. Ашшĕн сăмахĕсем мĕне пĕлтернине хальлĕхе нихăшĕ те ăнланса илеймерĕ.
Шăллĕпе йăмăкĕ хыççăн Алюнкка та хыпаланса ура çине тăчĕ, диван çинче пĕр хусканусăр выртакан амăшне курни ăна каялла чаршав хыçне пытантарчĕ. Çак самантра вун пĕр çулхи хĕр ача чунĕнче мĕн пулса иртнине каласа кăтартма çăмăл мар.
Çук. Çу-ук! Суя... Пулма пултараймасть! Хăйĕн пĕртен-пĕр тĕрекĕ, шанăçĕ çапла пĕр самантра арканнине Алюнкка çаплах ĕненмерĕ. Çук! Анне сутăнчăкла пăрахса кайма пултараймасть. Анне вăйлă. Вăйсăр пулма пултараймасть...
Çĕр тĕрлĕ шухăш, пин тĕрлĕ сăмах. Хĕр ачан чунĕ мĕн илтнине йышăнмарĕ. Амăшĕ часах вăранать. Вăранать! Ак çĕкленĕ те кăштăр-кăштăр утса хуран çакса ярĕ, çăнăх алласа чуста хурĕ, вара кукăль, тутлă кукăль, пĕçерсе кăларса пĕтĕм çемйине сĕтел хушшине чĕнĕ.., Амăшĕ ывăннă. Ыйхи тарăн...
— Хĕрĕм, çаплах ан хуçăл, — хыпар ытла хăруш пулнăран хытса кайнă хĕрне хăй çумне чăмăртасшăн аллине тăсрĕ Хĕветĕр.
Алюнкка карт! туртăнса ун ытамĕнчен пăрăнчĕ. Хăй умĕнче тăракан сарлака хул-çурăмлă, лутра кĕлеткеллĕ апппĕне пĕрремĕш хут курнăн тĕсесе пăхрĕ. Куçĕнчен шик-ленӳпе курайманлăх вут-хĕмĕ сирпĕнчĕ. Тинех куçĕ шыв-ланчĕ, Хĕр ачан вăйлă-вăйлă кăшкăрса чунри ыратăва кăларас килчĕ. Кăшкăраймарĕ... Вăрт çеç пăрăнса ашшĕ çумĕнчен малти пӳрте тарчĕ. Çаплипех диван çинче выр-такан амăшĕ çине куç хӳрипе пăхма та хал çитереймерĕ.
* * *
Хăй çумĕнчен тӳрккессĕн пăрăннă хĕрĕн куçĕнче курайманлăх вылянине Хĕветĕр сисмерĕ мар, Апла пулин те çакна вăл курмăш пулчĕ. Унăн, ĕнтĕ аллă урлă каçнă, пурнăçра хурине те, шуррине те сахал мар курнă арçыннăн, хуйхи темле пысăк пулсан та ачан çухатăвĕ тата пысăкрах. Хĕветĕр арăмне кăна çухатрĕ, унăн ывăл-хĕрĕ вара — амăшне. Хăй те тăван мар амăшĕпе çитĕннĕрен вăл Алюнкка чунĕнче мĕнле тăвăл вылянине пĕлмерĕ мар. Ахальтен-ши, арăм вилсен тепри алăк хыçĕнчех теççĕ. Анне вара тепре пулмасть. Алăк хыçĕнче те, умĕнче те...
Çаплине çаплах та-ха, анчах Хĕветĕре те тăмран йăваламан-çке. Унăн та чунĕ çурăлса каясла ыратрĕ. Унăн та ӳлесе кăшкăрас, çĕр çинче йăваланса макăрас килчĕ...
Çук... Сакăр ача ашшĕ чунне çемçелме памарĕ. Куçран куççуль кăлармарĕ. Тутине тачăрах тытса шăлне çыртрĕ. Пур пĕтĕм вăя пĕр чăмăра пуçтарнăн хăй аллине хăй вăйлăн чăмăртарĕ. Пӳрнисем ыратса шăтăртата пуçличченех. Çак ырату арçыннăн чунне кăшт çăмăллатрĕ. Чаршав хыçĕнчен тухса арăмĕ умне пыма хал пачĕ.
2
Кащни ĕçĕн йĕрки пур теме юрататчĕ Алюнкка амăшĕ мĕн те пулин тунă чухне. Йĕрке... йăла...
Ĕнтĕ виççĕмĕш çĕр хĕрлĕ хăмачпа сырнă тупăк пӳрт варринче ларать. Çĕрле те, кăнтăрла та ун умĕнчен çын татăлмасть, Кӳршисем, тăванĕсем, пĕлĕш таврашĕсем вилепе сывпуллашаççĕ. Пĕри кĕрет, тепри тухать...
Алюнкка та пĕрехмай тупăк таврашĕнче пулчĕ. Анчах çывăха пыма хăрарĕ. Вилнĕ çын кĕлетки ăна хăратрĕ. Тупăкра юратнă амăшĕ выртни те хĕр ачан çак туйăмне сиреймерĕ. Вăл аяккарах тăма, виле çине сахалтарах пăхма тăрăшрĕ.
Çапах та вăхăт-вăхăтпа тупăк умнех, пуçĕ патне, пырса тăчĕ хĕр ача. Çакăн пек самантсенче унăн кашни клетки вилĕм шăршипе тулса хăпарчĕ: пуçĕ сĕрĕмленчĕ, кĕлетки вăйсăрланчĕ, куçĕ хуралса суккăрланчĕ. Чĕри ырата-ырата кайса сывлама чăрмантарчĕ. Никама курмасăр, ниме туймасăр йăвалана-йăвалана макăрчĕ вара хĕр ача. Уншăн пĕтĕм тĕнче ишĕлсе арканчĕ...
— Ача халран ан ӳктĕрччĕ çеç ĕнтĕ... Хаш! сывларĕ тахăшĕ.
— Ах, хуйхи ытла пысăккă-çке...
Пӳртрисем сăмах чĕнмерĕç. Алюнкка та макăрма чарăнчĕ. Çук, унăн куçĕ типмерĕ-ха, анчах халĕ вăл паçăр-хи пек ăнтăлса йĕмерĕ. Тулли пӳртри чуна пусаракан шăплăх, тĕттĕмлĕх ытамне пытаннă тавралăх хĕр ача асĕнче ĕнтĕ ĕнерхи куна юлнă асаилӳсене çĕнĕрен хускатрĕ. Савăк та илемлĕ асаилӳсем...
...Пĕтĕм çемье каçхи апата вăрăм сĕтел хушшине пухăнса ларнă. Сак тулли ача-пăча. Амăшĕ апат антарать, ашшĕ çуллă чăх какайне пайлать.
— Мана тукмакки, мана тукмакки! — аллисене тăса-тăса минретеççĕ кĕçĕннисем. Ашшĕ нихăшĕн кăмăлне те хăварасшăн мар. Такмакла-такмакла кашнин умне пĕрер татăк хурать вăл.
Качча каяс хĕрсене
Çитерер çунаттине.
Çирĕп пулма уттине —
Акă сире тукмакне.
Хуçалăх тытаканне
Тыттарар çак татăкне... .
Такмаклать те такмаклать ашшĕ, амăшĕ апат антарать. Пӳртре вĕри яшка, тутлă какай, ăшă кăмака шăрши тăрать. Часах тимĕр кашăксем те пĕр тикĕссĕн шăкăлтатса «такмакла» пуçларĕç. Савăк та ырă пӳртре. Чунсенче ăшă. Телей, ăнлану, юрату хуçаланать сĕтел хушшинче. Телей, телей пурăнать пысăк пӳртре...
...Тĕп хула урамĕпе Алюнккапа амăшĕ пыраççĕ. Хĕр ача аллинче пĕчĕк илемлĕ мечĕк. Тин çеç илсе пачĕ ăна амăшĕ. Алюнкка мăнаçлăн, хавхаланса утать. Ун аллинче амăшĕ илсе панă пĕрремĕш тата юлашки парне тетте. Хĕр ачан выляс килет. Вăл мечĕке çӳлелле ывăтрĕ. Анчах тытаймарĕ — мечĕк алла лекмесĕр машинăсем çӳрекен çул çине кусса кайрĕ. Алюнкка — ун хыççăн. Шăй-й-й! хăйрарĕç асфальта урапасем. Алюнккана чĕтрекен алăсем каялла туртса илчĕç, кăкăр çумне пăчăртарĕç. Хĕр ача амăшĕн чĕри пăлханчăклăн, хăвăрт-хăвăрт тапнине туйса илчĕ. Тем самантран çеç ытамран ячĕ ăна амăшĕ. Вара Алюнккана çапла ăссăрла хăтланнишĕн вăйлă пĕçеркке лекрĕ. Çук, амăшĕ ăна çапмарĕ. Ятларĕ кăна. Алюнкка çине нихăçан та алă çĕклемен...
...Алăсем. Анне аллисем. Сивĕ хĕл варринче сĕткенлĕ пан улми е сап-сарă тутлă мăйăр паракан алăсем... Ĕçсĕр ларма пĕлменскерсем... Çемçе те ачаш алăсем. Яланах чирлекен Алюнккана час-часах ачашлатчĕç вĕсем. «Ватлăхра мана пăхаканни», — тетчĕ амăшĕ хĕр ача еннелле кăтартса. Вăталăх хĕрĕшĕн çакă мĕнле пысăк яваплăх пулнине пĕлетчĕ-ши вăл...
— А-а-ах! — çӳç вирелле тăмалла кăшкăрчĕ такам урам варринче. Лăпланса тĕлĕре пуçланă Алюнкка вăшт! кăна тăрса ларчĕ. Мĕн амакĕ пулнине вăл ăнланмарĕ. Анчах темрен хăраса чĕтре пуçларĕ.
— А-а-ах! Ы-ых! — чарăнмасăр мĕкĕрчĕ пуш-пушă, тĕттĕм урам. Сасă ерипен çывхарчĕ.
— Аçу Куçмасем патенчен килет пуль? — Те ыйтрĕ, те каларĕ такам.
— Çавăнта кайнăччĕ...
Сасă чарăнмарĕ. Хытăрах та хытăрах ӳлерĕ вăл. Пӳртрисем урăх чĕнмерĕç. Пĕтĕм тĕнче ухмаха тухнă пек çухăрса кăшкăракан арçын сассине итлерĕ тейĕн çав. Çынсем кăна мар, çут çанталăк та шăпланчĕ пулĕ...
— А-а-а-ах! — пĕтĕм пӳрте кисретрĕ çухату сасси. — А-ах!
— Хĕветĕр арăмне ăсатать... — пĕрин чĕлхинчен тухнă сăмах пĕтĕм ял тăрăх вĕçрĕ. Пĕр минутра тĕнчипе сарăлчĕ. Минут ĕмĕре пычĕ...
Хӳхлев сасси хапха тĕлне çитрĕ пулас. Урăх илтĕнмерĕ. Тепĕр çур сехетрен пӳрт алăкĕ уçăлчĕ. Урамран кĕнĕ Хĕветĕр никам çине пăхмасăр кĕтесри пушă пукан çине кайса ларчĕ. Ун куççульне ӳлĕмрен никам та курмарĕ...
3
Хĕвел паян ирех вăранчĕ. Хаваслăн вылярĕ вăл хăй шевлипе. Алюнккан пысăк хуйхине курмарĕ те. Кăшт ирĕлсе çӳхе пăрпа витĕннĕ, çаплипех шап-шурă юр çийĕн сике-сике ташланă май хĕр ачан пĕчченлĕхне туймарĕ те. Çапла ĕнтĕ, çут çанталăкăн хăйĕн йĕрки. Çак пысăк çĕр чăмăрĕн пĕр пĕчĕк кĕтессинче пĕр çын вилни е çурални сарă хĕвелшĕн пĕлтерĕшлĕ мар. Хăй ĕмĕрĕнче, миллион, миллиард çул хушшинче, вăл пĕр самантрах пиншер çын вилсе выртнине те, хули-хулипе çунса кайнине те, патшалăхсем, халăхсем çĕр çинчен çухалнине те пĕрре кăна мар курнă. Мĕн вăл пĕр çын кун-çулĕ çакăнпа танлаштарсан? Вĕçĕ-хĕррисĕр тинĕсри куçа курăнман тумлам... Çурхи вăрманти пĕр çаврăм пылак сывлăш...
Çут çанталăк хăйĕн йĕркипе пурăнать. Теме кĕтсе тавралăха сăнакан Алюнккана вăл асăрхамарĕ те. Хĕр ача вара унра хӳтлĕх шырарĕ. Мĕн пĕчĕкрен упаленсе, утса ӳснĕ çырма-çатра тăрăх çӳренĕ май хуçăлнă чун малалла пурăнма вăй-хăват ыйтрĕ.
Çак самантран хăй асамлă хӳтлĕхсĕр юлнине Алюнкка чунĕн кашни хĕлĕхĕпе туйрĕ. Вăл ытла та имшер, вăйсăр. Кĕлеткипе çеç мар, чунĕпе те. Ун вăйĕ амăшĕнче пулнă. Амăшĕсĕр вăл — пушă кĕлте. Хăй тымарне çĕрпе сыпайман çамрăк хунав...
Пӳрте кĕрекен-тухакан çынсен йышĕ нумайланнă. Тепрер сехетрен тупăка илсе тухĕç. Ĕмĕрлĕхех сывпуллашĕç. Алюнкка та амăшне масар çине ăсатма кайма хатĕрлене пуçларĕ.
— Эсĕ килте юлатăн, — çирĕппĕн каларĕ ашшĕ.
— Çук, пыратăп!
— Юлатăн. Çурхи çанталăк вылянчăк. Сана йывăр пулатъ...
Алюнкка çак самантра ашшĕне мĕнле вăйлă курайманнине хĕр ача хăй кăна пĕлет. Паллах, ашшĕ ун пирки шухăшланăран ăна масар çине илсе каясшăн мар. Нумаях пулмасть операци сĕтелĕ çинчен тăнă ачашăн масар сывлашĕ усăллă пулас çук. Çаплине çапла. Анчах Алюнккан çакна ăнланма пĕр чĕптĕм тăрă ăс та юлман. Вăл пĕтĕмпех хуйхăпа, ыратупа минренĕ...
Утнă çĕрте утса, чупнă çĕрте чупса вăрман тăрăх мĕн чухлĕ çӳренине Алюнкка астумасть. Макăрма та макăрмарĕ вăл. Ĕрĕхсе кайнă выльăх пек, кĕрт ашрĕ. Киле çаврăнса çитнĕ теле вара амăшне пӳртрен илсе тухнăччĕ. Машина çине хăпартрĕç. Унтан виле ăсатма каякансем те кузова лара пуçларĕç. Хĕр ача та хăпарма туртăнчĕ, анчах юнашарах тăракан ашшĕ ăна айккинелле сирчĕ. Ларма памарĕ. Алюнкка макăрса ячĕ. Хăй вăйсăрлăхĕнчен тарăхса макăрчĕ вăл...
Машина тапранчĕ. Ерипен, çын уттинчен кăшт çеç вăйлăрах пычĕ. Алюнкка ун хыçĕнчен юлми утрĕ. Каярах чупма пуçларĕ. Çапах та кашни утăмранах хăвăртлăхне пысăклатакан машинăна çитсе пыраймарĕ ача. Темрен такăнса çул варринех ӳкрĕ. Урăх çĕкленмерĕ. Мĕнле ларнă, çавăн пекех юлчĕ. Машина курăнми пулсан та чылай ларчĕ вăл. Ниме курмасăр, илтмесĕр çул варринче выртса юлнă чăрăш лăссисен симĕс йĕрне тинкерчĕ...
4
Вăхăт иртрĕ. Тăхăр кунĕ, хĕрĕх кунĕ, çур çулĕ иртрĕ. Хĕветер çемйинче те пурнăç малалла шурĕ. Аслă ывăлĕ авланчĕ, хĕрĕ алла аттестат илсе тĕп хулана тухса кайрĕ. Пысăк çемье сапаланчĕ. Кĕçĕннисемшĕн тăван кил ăшшине сыхласа хăварма Хĕветĕр нумай тăрăшрĕ. Паллах, вăл ачасемшĕн амăшне улăштараймарĕ, анчах май килнĕ таран ĕлĕкхи, арăмĕ пур чухнехи йĕркене тытса пычĕ. Ирхи вĕри апат, каçхи кăпăклă сĕт ачасем умĕнчен каймарĕ. Темле йывăр пулсан та ĕнине те сутмарĕ. Кӳршĕ-арша ыйтса чăрманмарĕ — ир те каç хăех сурĕ. Хĕрарăм ĕçне те, арçын ĕçне те хăй çине тиерĕ вăл. Кил хушшинчи ĕçе те, кăмака кукринчине те тиркесе тăмарĕ. Кĕпе-йĕм çума çеç васкамарĕ. Аслă хĕрĕ хуларан килсен çуса-тасатса хăварнипе çырлахрĕ.
Ĕç йĕркипе ĕçкĕ виçине пĕлекен, сăпайлă та лăпкă кăмăллă, çирĕп хуçалăхлă урçана тăлăх арăмсем часах куç хыврĕç. Анчах Хĕветĕр вĕсене курнă çĕртех курмăш пулчĕ. Тепĕр хут авланма вăл аса та илмерĕ. Çавăнпа евчĕ ĕçне кӳлĕннĕ Чĕкеç куммăшĕ каçсерен мĕн тума киле-киле ларнине те ăнланмăш пулчĕ. Лешĕ сăмаха тӳртен калама тăхтанăран Хĕветĕр те кăмăлне палăртмарĕ. Тен, лешĕ ăнланса илĕ те хăпĕ тесе те шутларĕ пуль. Евчĕн шухăшĕ урăхларах. Тăлăххăн юлнă арçын мĕнле нушаланнине курмасть мар-çке вăл. Хĕрарăм ĕçне хĕрарăмăнах тумалла та çав ăна. Йĕрки çапла вĕт. Тата ачисемпе те нуша...
— Мана текех арăм тавраш кирлĕ мар. Ачасемшĕн вара нимĕнле ют хĕрарăм та тăван амăшĕ вырăнĕнче пулаймĕ, — кĕскен çеç хуравларĕ Хĕветĕр.
Евчĕ çӳреме пăрахрĕ.
Ырату та, тунсăх та иртмерĕ. Арăмне самантлăха та манаймарĕ вăл. Ара, мĕнле манайăн-ха сакăр ача çуратса ӳстерсе сакăр туй выляма ĕмĕтленсе пурăннă савнине. Пӳрт-çуртри кашни япала унăн ăшшине сыхласа тăчĕ, кашни утăм ăна аса илтерчĕ...
Кивахпӳрт вăййине тухсан куç хыврĕ Хĕветĕр пулас арăмне. Пĕрре курсах юратрĕ хавас кăмăллă хĕре Юмансар каччи. Хĕрĕ те ăна асăрхарĕ иккен. Ара, Хĕветĕр те куç тулли каччăччĕ-çке. Çамрăк путекĕнни пек кăтраланса тăракан сарă çӳçĕ мĕне тăратчĕ пуль. Сăн-пичĕ те, чунĕ те пур теççĕ-и-ха ун пеккисем пирки? Ĕçрен те пăрăнса çӳремен, ял çине те усал сăмах кăларман.
Пĕр-пĕрне юратрĕç те часах пĕрлешрĕç. Уçырма ялне куçса килчĕç. Иккĕшĕ те кирпĕч заводне ĕçе кĕчĕç. Часах хăйсен вăйĕпе пӳрт те купаласа лартрĕç. Ывăлсем çуралчĕç. Хĕветĕр куçăмсăр майпа техникум пĕтерчĕ. Экскаватор çине куçса ларчĕ, Тата икĕ хĕрпе икĕ ывăл çуралчĕ. Арăмĕ саккăрмĕшпе йывăрланчĕ... Паллах, пурнăç пыл та çу пулман. Тăмлă вырăнта кил-çурт çавăрсан пахча çĕрĕпе те самаях нуша курнă. Çиекен çăвăр нумайçке, хĕл хырăмĕ вара пĕчĕк мар, Хĕветĕрпе арăмĕ алă
усман. Мĕн кирлине çитерсе пынă. Выльăх-чĕрлĕх те усранă. Çынран япăх пурăнман.
Анчах çу варринче тухнă пушар вĕсене çапса хуçрĕ. Пĕтĕм хуçалăх çунса кайрĕ. Кĕçĕн ывăлне чутах çухататчĕç. Инкек Хĕветĕр чунне туптарĕ, хурçă пек çирĕплетрĕ. Пуçне усмарĕ арçын. Çак инкекрен татах та вăйланса тухма пултарчĕ. Арăмне те пулăшрĕ. Хуйхăпа касăлма памарĕ. Çĕнĕрен ураланма тиврĕ сакăр ачаллă пысăк çемьен. Çĕкленчĕç. Канăçа пĕлмесĕр ĕçлерĕç. Паянхи кунпа пурăнса та курмарĕç пулĕ. Яланах пуласлăхшăн, ачасемшĕн ĕçлерĕç.
Шăпах канлĕ пурăнмалли вăхăтра вилчĕ арăмĕ. Чĕри чăтаймаре. Пурăнмалла та пурăнмаллаччĕ унăн. Тин çеç аллă урлă каçрĕ-çке. Анчах шăпа пӳрни урăхларах пулчĕ çав.
5
Алюнкка вун виççĕ урлă каçрĕ. Çак тĕлелле ун чĕрине юрату кайăкĕ йăва çавăрчĕ. Пĕрремĕш юрату... Унăн вăйне, черченлĕхне вăхăт иртсен, кайранхи ăспа çеç ăнланатпăр иккен. Хăш вăхăтра çунат илнине хĕр ача та асăрхамарĕ. Хальлĕхе вăл çак туйăм мĕн тери хĕрӳ, асаплă пулнине те, çакă унăн пĕрремĕш тата юлашки юратăвĕ пулнине те пĕлеймерĕ-ха...
Çак çул Алюнкка пурнăçне çĕнĕ тус та килчĕ. Инçетри Сахалин çур утравĕнчен куçса килнĕ Таньăпа (ялта ăна часах Вырăс Тани тесе ят хучĕç) вăл хăвăрт паллашса туслашрĕ. Чăвашла пачах тĕшмĕртмен Таньăпа вырăсла япăхрах пĕлекен Алюнккана хутшăнма çăмăлах пулмарĕ. Калаçнă чух йăнăш çине йăнăш тунăран, нумай сăмахсен пĕлтерĕшне ăнланман пирки пĕрин вырăнне теприне каланăран хĕр ача мĕн калас тенине калама питĕ именчĕ. Ун пек чухне вара Таня куççуль тухичченех кулатчĕ. Анчах усал сунса мар, ытла кулăшла пулнăран. Çакăншăн Алюнкка юлташне пĕртте ӳпкелемерĕ. Унпа пĕрле хăй те чун каниччен кулчĕ. Кайран вара ăçта йăнăш тунине тĕпчесе пĕлсе тӳрлетме тăрăшрĕ. Таня калаçма та, пулăшса вĕрентме те ӳркенмерĕ. Нумай çул тинĕс хĕрринче пурăннăран, инçет çĕрсене çитсе курнăран тĕнчери тĕлĕнтермĕшсем пирки талăкĕ-талăкĕпе юмахлама пултарать вăл. Çавăнпа кашни пушă минута юлташĕпе пĕрле ирттерчĕ Алюнкка. Тата темиçе уйăхран вара вăл вырăсла ăнланса, пĕлсе калаçакан, Таня та ерипен чăвашла ăнкаракан пулчĕç. Часах вĕсем уйрăлми туссем пулса тăчĕç, пĕр-пĕрне темле вăрттăнлăха та шанма пуçларĕç.
Ярмат (2015-10-14 17:33:10):
Тарăн шухăша яракан повеç ку, атте пилĕ...Куççӳл тухмаллах анлă та тарăн витĕм хăварчĕ.