Сетреслу ĕмĕрĕ


Карчăк хĕре пӳрте ертсе кĕчĕ.

— Юмах-халапне, чиперккеçĕм, эпĕ чылай пĕлетĕ-ĕп, — юрланă евĕр тăстарчĕ вăл сĕтел хушшине вырнаçсан. — Ятне-шывне кайран калăп, халь эпĕ мĕнле халап ярса панине тăнла. Çырассу килсен çырсах пыр, ара...

Шалккă-им Сетреслăва халь-халь çут тĕнчерен уйрăлас хĕре тăватçĕр çул хушшинче мĕн илтни-курнине каласа пама?

— Виç ĕмĕр каялла çак тăрăхри пĕр ялта, тен, çак ялтах та-и, пĕр ватă карчăк вилсе выртнă. Вăл, пурнăçне тăр пĕччен пурăнса ирттернĕскер, ахаль-махаль хĕрарăм пулман. Унра усал вăй ларнă. Кăнтăр çутипе вăл ахаль çынах пулнă-ха, кил-тĕрĕшре кăштăртаткаланă. Хĕвел анăçа кĕрсе пытаннă-пытанманах çĕр çинче утса çӳрекен кашни чĕрĕ чун уншăн чи курайми тăшман пулса тăнă. Тулашнă, тарăхнă вăл, чăтайми самантсенче выльăх-чĕрлĕхе вĕлернĕ, ача-пăчана сусăрлатнă, çынсен çемйисене инкек иле-иле пынă. Анчах Турă çырнинчен иртеймĕн. Çав тухатмăш карчăкăн та шăпах пĕр ĕмĕр пурăнсан вилĕмĕ çитнĕ. Ял халăхĕ усал вăйран хăвăртрах тасалас тенипе ăна васкавар, пĕр кунтах пытарать. Карчăк чунĕ ӳчĕ хыçĕнченех йĕрсе пынă пулнă. Тăхăр кун ларать вăл вилтăпри çинче. Кинемей чунĕ тутлăхра пултăр тесе никам та ни кĕлĕ вуламасть, ни апат-çимĕç килсе пăрахмасть, ни хĕрес килсе çапмасть. Çапла карчăк чунĕ Туррăн çӳлти тĕнчи йышăнманнипе тăхăр кун асапланать, пăртакран вара хайскер усал вăя парăнса çĕр çинчи этемсем хушшинех килет. Анчах ăна халь çын ăшне кĕрсе ларма этем кĕлетки кирлĕ пулнă. Тухатмăш чунлă вăй пĕр хĕре, улахран юлса таврăнаканскерне, пăвса пăрахать те çав кĕлетке ăшне кĕрсе вырнаçать, килне таврăнать. Унтан вăл çамрăк хĕр сăнне хăйĕн ĕлĕкхи сăнĕпе ылмаштарать. Килĕнчен кун çутипе тухса çӳреме пăрахать. Унтанпа тепĕр ĕмĕр иртет. Сетреслу тесе чĕннĕ ăна тахçан-тахçан ашшĕ-амăшĕ. Унăн çамрăк хĕртен туртса илнĕ ĕмĕрĕ вĕçленсе пынă. Тепĕр пике пурнăçĕ кирлĕ пулнă ăна. Акă мĕн канăç паман вилнĕ Сетреслу кĕлетки ăшĕнче пурăнакан хура вăя...

Кинемей калама чарăнса чӳречерен урамалла пăхса илчĕ. Лайда та тинкерчĕ. Хĕвел анма нумаях юлман. Хĕвеланăç, теме систерет тейĕн, хĕп-хĕрлех.

— Кала, кала, асанне. Мĕнпе вĕçленет-ха вара ку халап? — чăннипех кăсăкланса ыйтрĕ Лайда.

Карчамас хуравлама васкамарĕ. Типсе кушăрханă тутине йĕрĕнчĕклĕн чалăштарса ларчĕ. Çĕлен чашкăрнă евĕр сасă илтĕнчĕ сасартăк. Ун-кун пăхса илчĕ Лайда. Çĕлен мар, кинемей сасси илтĕнет иккен çапла.

— Хĕрĕ-ĕм, вĕçĕ-ĕ мĕнле-е пулассине-е часа-ах пĕлĕ-ĕн... Хĕвел анса-анн...

Кăрт турĕ хĕр чĕри. Мĕншĕн хĕвел ансан?

— Хăвăрăн ятăра калама пулнăччĕ. Тата миçе çулта эсир? — хăйса ыйтрĕ пурпĕрех Лайда.

— Сетреслу, — терĕ кинемей, тупăкри пек шăплăха янратса. — Шăп 400 çул каялла çуралнă...

Мачча кашти шатăртатса ишĕлсе аннă пулсан Лайда сахалтарах тĕлĕннĕ пулĕччĕ. Тĕлĕннипе пĕрлех пĕтĕм вăйĕ ура тупанне анса ларнине туйрĕ хĕр. Хăй кам патне килсе лекнине пĕтĕм чунĕпе туйса илчĕ вăл, çавăнпа пĕр авăк шăпăрт пулчĕ, ăшри лăпкăлăх хĕлĕхĕсене вăй пур таран карăнтарчĕ.

 

* * *

Ольгăна пĕр самант шанмасăртах пăхса ларчĕ Поленов. Пулма пултараймасть! Аташмасть-и?

— Ласточкина, эсĕ нимĕн те пăтраштармастăн-и? — мĕн илтнине ĕненмесĕр ыйтрĕ вăл.

— Вениамин Сергеевич, ара, яра куна мĕншĕн хама вилсе чĕрĕлнĕ çын пек туйса çӳретĕп-ха эпĕ? — шиклĕхĕ халь те тарса пĕтмен-ха Ольăн.

— Апла пулсан мĕншĕн маларах каласа памарăн? — тĕлĕнчĕ преподаватель.

Оля йĕрсе ярас пекех ларать:

— Эпĕ каласа пама пултарнă пулайсан-и?.. Çав хура кушака курнипех ăс-тăн таçта тухса вĕçнĕ...

— Тухатмăш сăмаха асăнтăн вĕт-ха эсĕ, Оля. Кам патĕнчен тухнине те астуса юлнă? — пурпĕрех ĕненесси килмерĕ Вениамин Сергеевичăн.

— Леш хĕрарăм асăннипе кăна. «Мĕн туса ларан эс çак тухатмăш хапхи умĕнче?» — терĕ вăл мана. Хĕрарăмĕн сăнне-питне астумастăп, сăмаххи çеç пуçа çапăнса юлнă вара.

Çав самантра «Мяув!» — тени илтĕнсе кайрĕ. Оля шар-и! çухăрса ячĕ. Акаци тĕмĕсем айĕнчен пĕчĕк сăркка кушак çури çăмха пек кусса тухрĕ. Ачи «йĕнине» илтнĕ амăшĕ, леш хайхи хура кушак, çавăнтах «мяув, мăр, мăр» тесе чупса та çитрĕ, çурине пикенсех çулама тапратрĕ.

Оля лăпланчĕ.

— Вениамин Сергеевич, — терĕ вăл пăртакран пăшăлтатса. — Лайда ăçта?

— Роговцева-и. Вăл юмах пуçтарма кайнă. Килеймен-ха, — хĕр мĕншĕн каллех шикленсе ӳкнине ниепле те тавçăраймарĕ Поленов.

— Ах-х! — темле асаплăн йынăшса ячĕ Оля. — Вениамин Сергеевич... Лайда... Лайда та çав тухатмăш патне кĕрсе кайнă пулсан... Чĕре ырă мара сисет. Вениамин Сергеевич, мĕн тумалла халь?

Поленов хăвăрт ыйтрĕ:

— Оля, эсĕ кăтартма пултаратăн-и çав карчăк ăçта пурăннине?

— Паллах, Вениамин Сергеевич...

— Апла вĕçтертĕмĕр...

 

* * *

Карчăка хура куçĕпе вут-çулăмлăн çунтарса илчĕ Лайда. «Пăх-ха эс ăна, епле хĕм сапать, — шухăшларĕ хĕвел аннăçемĕн вăй илсе пыракан усал тухатмăш. — Çиçтерех, çиçтерех куçна-пуçна, пурпĕрех юлашки каç пурăнатăн». Ĕнер мĕне пула ĕç ăнманнине лайăх чухлать-ха усал вăй. Çав пукане пек кăн-кăвак куçлă хĕрача пурнăç йывăççин турачĕсенчен çыхнă шăпăра ярса тытман пулсан, пĕтĕмпех Сетреслу ĕмĕрĕшĕн ăнăçлă вĕçленетчĕ. Ытлашширех васкарĕ, епле асăрхайман вăл аçа çапасшĕ шăпăра. Паян вĕçертместех ĕнтĕ çак çамрăк хĕре, тытса илетех унăн пурнăçне. Карчăк хухса, вилнĕ пек типсе кайнă аллисене хĕр аннелле кăнтарчĕ...

Шăп çак самантра Ольăпа Поленов карчамас хапхине вăйпа тĕрсех кил картине кĕрсе кайрĕç. Чалт сикрĕ вĕсен умне тем пысăкăш хура кушак. «Ай-й!» — кăшкăрса ячĕ Оля тухатмăш кушакне палласа илсе. Кушак çав самантрах пач çĕтрĕ. Унччен те пулмарĕ пепке макăрнă сасă илтĕнсе кайрĕ. «Ăçтан муртан кунта ача.» — Оля каласа панине мансах шухăшларĕ Поленов. Хыçалалла çаврăнса пăхрĕ те вĕлтĕрен хушшинче упаленекен çаппа-çарамас кăкăр ачине курсан капах карчĕ çăварне.

— Вениамин Сергеевич, кăна тухатмăш кушакĕ çапла хăтланать, — çаннинчен туртрĕ преподавателе Оля.

— Чим-ха, — тавçăрнă пек пулчĕ Поленов. — тен, пĕтĕм вăрттăнлăхĕ çак кушакра.

Хаяррăн мря-яув-в! туса çенĕкĕлле ыткăнчĕ кушак. Унăн пăк-пăк çăварĕпе чăл-чăл симĕс куçĕсене çеç асăрхаса юлчĕç килсе кĕнисем. Поленов шиклене-шикленех пӳрт алăкне хăйсемпе пĕрле илсе килнĕ пилеш шăпăрĕпе тĕксе уçрĕ. Виле шăрши палкаса тухрĕ пӳртрен. «А-а-а!» — вăйсăррăн сасă пачĕ сасартăк тахăшĕ. Уçă алăкран Лайдăн сак çинчен çĕрелле усăннă кĕлетки куçĕ тĕлне хăрушшăн тăрăнсан Поленов шарт! тапрĕ алăка. Оля: «Лайда-а-а!..» — тесе çухăрса ячĕ те тек нимĕн тăхтаса тăмасăрах пӳрте ыткăнса кĕчĕ. Лайда умĕнче тутипе темĕн мăкăл-мăкăл сиктерсе ларакан карчăк типшĕм аллине хĕрĕн шурă мăйĕ çинчен картах туртса илчĕ. Таçтан-муртан паçăрхи хура кушак сиксе тухрĕ. Поленов çав кушак еннелле хыçалтан тапса янă пек сикрĕ те ăна аллинчи шăпăрĕпе çапма тăчĕ. Кушакне хӳтĕлеме хăтланчĕ карчăк. Поленов кĕтессе пырса тухнă хура кушака пĕррех туртса çапрĕ шăпăрпа. Кушак тискеррĕн çухăрса лаштах тăсăлса выртрĕ. Чĕтренсе илчĕ Сетреслу кĕлетки.

— Ил-л шăпăрна-а, катемпи-и!.. — çĕлен евĕр чашкăрчĕ тухатмăш.

— Вениамин Сергеевич!.. Çапăр ăна. Усал сывлăш тĕппипех çухалтăр... Ан хĕрхенсе тăрăр!.. Мĕн тунă вăл пирĕн Лайдăпа?! — илтрĕ преподаватель Оля сассине.

Пĕтĕм вăйпа сулса ячĕ вăл шăпăрне — карчăк урайне тӳплетсе ӳкрĕ, алли-урине шăнăр туртнă чухнехилле хутлаткаларĕ те тăпланса выртрĕ. Оля тантăшĕ умĕнче нимĕн тума пĕлмесĕр тăпăртать. «Лайда, Лайда», — тет, питĕнчен ал лаппине çапкаласа илет. Преподаватель тăнсăр пулнă Лайдăна йăтрĕ те алăкран çенĕкелле тухрĕ. Оля та ун хыççăн.

Тăнсăр пулнă хĕре вĕсем тухатмăш килĕнчен инçех те мар çерем çине вырттарчĕç. Самаях теттĕмленнĕ каç хăйĕн чаршавне карма хатĕрленет. Поленов нумай шутласа тăмарĕ, юнашарти кирпĕч çуртăн хапхинчен кĕчĕ те кил хуçи хĕрарăмĕпе пĕрлех тухрĕ. Лешĕн аллинче — шыв куркипе шурă алшăлли. Преподаватель студенткăн пуçне кăштах йăтрĕ те хĕр сăмси çывăхне пĕчĕк флакон илсе пычĕ. Кăмăллă инке алшăллине алтăрĕнчи шывĕпе йĕпетсе илчĕ, Лайдăн çамки çине хучĕ. Хĕр кăрт туртăнчĕ, самантрах куçне вăйсăррăн уçрĕ.

— Тавтапуçах, — ăшшăн тав турĕ çамрăк хĕрарăма Поленов. — Сире тепле тесе чĕнмеллеччĕ ĕнтĕ?

— Силемпи, — йăвашшăн кулкаларĕ хĕрарăм. — Мĕн пулнă вара ку чиперккене, тăнне çухатнă.

— Çав тайлăк пӳртри карчăк хăçантанпа пурăнать ку ялта? — хуравламасăрах ыйтрĕ унран Поленов.

Силемпи чипер сăн-питне ăнланман пек туртăнтарчĕ:

— Ăçти пӳртри?

— Вă-ăн çав, сиртен инçех те мар пӳртри... — аллине тĕллесех ăнлантарчĕ Вениамин Сергеевич.

Хĕрарăм кăлтăр кулса ячĕ. Сăпайлă та иккен унăн кулли.

— Мĕн калаçатăн, ыр çыннăм? Вăл çуртра тахçантанпах никам та пурăнмасть. Эпĕ ку яла качча килни çичĕ çул та иртрĕ ĕнтĕ, анчах ку çуртра никам пурăннине те астумастăп, калаçнине те илтмен, — терĕ вăл, Поленова та Ольăна та шалтах тĕлĕнтерсе.

— Мĕншĕн вара лапчăк пӳрте ял халăхĕ пăсас темест? Ахалех çĕр сая кайса выртать-çке, — татах пĕлесшĕн пулчĕ преподаватель.

Силемпи каçхи ĕнтрĕкре кăштах çӳçенсе илчĕ те:

— Упăшка ыран пăсасшăн пек калаçрĕ паçăр. Вăл ман тракторист та, бульдозерпа чыштарма ыйтнă ăна. Анчах халь ак бульдозерĕ ванса кайнă иккен тата. Тĕк тăнă çĕртех тем пулнă вара... — терĕ.

Унтан Поленовпа хĕрсене ырă каç сунчĕ те вырăсла хапха еннелле вĕтĕрти утăпа çивĕччĕн утса кайрĕ.

Юлнисем пĕр авка шăпăрт тăчĕç.

— Çухатрĕç пуль пире. Атьăр, каç пулсах лариччен çитер хамăр çурта, — сас пачĕ тем вăхăтран Поленов.

Студенткăсем пĕр сăмахсăрах вĕрентекен хыççăн хускалчĕç. Тин кăна инкекпе кăна мар, вилĕмпех куçа-куçăн тăнă пӳрт енне нихăшĕ те çаврăнса пăхмарĕ пулин те виççĕшĕ те виçĕ тĕрлĕ шухăшпа сĕмленчĕ. «Тĕлĕк курмастпăр-и эпир виçсĕмĕр те?.. — ыйтрĕ хăйĕнчен хăй Оля, хушăран вара тантăшĕн шурă мăйĕ çинчи кăвак паллăна шиклĕн сăнарĕ. Лайда, шурă кĕпеллĕскер, каç сĕмлĕхĕнче чĕрĕ мĕлке пек пычĕ. Вениамин Сергеевича шавах пĕр шухăш канăç памарĕ: «Мĕншĕн ванса кайнă-ха трактор? Мĕншĕн?.. Тен?..» Анчах пулни-иртнине шĕкĕлчекелесе нихăш те ни ырă, ни усал шарламарĕ.

■ Страницăсем: 1 2 3 4

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Надежда Евдокимова (2016-11-04 19:56:51):

Çак хайлава студент çулĕсенчех вуланăччĕ. Унтанпа нумай сул иртрĕ.Алла тухатмăшсем çинчен çырнă чылай хайлав лекрĕ, вĕсене тулли кăмăлпа вуларăм.Кашни вуламассерен "Сетреслу ĕмĕрĕ" куç умне тухса тăратчĕ. Ăна вулас тесе темле журнал та пăхса тухрăм, анчах нимле те тупаймарăм. Тавах электронлă вулавăша, халь çак хайлава савăнсах вуларам.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: