Ир кӳлĕмхи хĕвел иленнĕ вăрман сукмакĕпе ярăнса утрĕ Лайда. Сайра тĕл пулакан ят хунă ăна ашшĕ-амăшĕ. Лайда... Чăвашла мар та, пурпĕрех килĕштерет хăйĕн ятне хĕр. Утрĕ те утрĕ вăрманпа пĕве çитнĕ чиперкке, кĕç-вĕç пĕр-пĕр вĕçкĕн каччă татса илмелли куç йăмăхтармăш чечек. Хăй çавнашкал ĕлккен сăн-сăпатлă пулни те, ытти хĕрупраçран уйрăм ят хуçи пулма тӳрĕ килни те, вун сакăр çулхи студент пурнăçĕ хальлĕхе пĕр хуйхăсăр кăлтăртатса пыни те ниçта кайса кĕрейми хĕпĕртеттерет-ха пикене. Ĕнер çак пысăках мар вăрманти сукмакпа иккĕн утнăччĕ вĕсем: Лайдăпа Ольга, хĕр-тантăшĕ. Паян тем пулчĕ Ольăна — вырăн çинчен те тăраймарĕ. «Вăй çук, пуç çаврăннă пек. Юмах-халап пуçтарма паян эсĕ, Лайда, пĕчченех кайса кил. Вениамин Сергеевича та çаплах кала-ха», — тилмĕрчĕ вăл Лайдăна ир çинче. Фольклор экспедицине ертсе пыракан пуçлăха тантăшĕ сыв марри пирки евитлесен леш хыпăнса ӳкрĕ. Нимĕн те апла-капла пулмалла мар-çке. Тăруках çанталăк пăсăлнă теесрен — кунта килсе вырнаçнăранпах сар çу пек ирĕлекен çу кунĕсем тăраççĕ. Шалкăм çумăр айне те пулман, сивĕ çил вĕрнипе те çӳçенмен темелле. Хĕвел тивнĕ тесен те ятарласа хĕртĕнме кайман. Ялтан яла çуран танкăшса çӳресе юмах-халап, авалхи сăвă-юрă пуçтарнă, çавă кăна. Вениамин Сергеевич Поленов, вăтăрсенчен иртнĕ йăрăс пӳллĕ хурарах арçын, университет преподавателĕ, сасартăк чирлесе ӳкнĕ студентка патне пӳлĕме кĕчĕ те шалтăрах тĕлĕнсе тăчĕ. Пĕр кун хушшинче палламалла марах шурса-кăвакарса кайнă ĕнер çеç йăл-йăл çиçсе çӳрекен маттур хĕр.
— Ăнланмастăп, Вениамин Петрович... Нимĕн те ыратмасть пек, хăрушă... Вăй пĕте-пĕте килет... — терĕ шала кайнипе сассипе Ласточкина.
Вениамин Сергеевич хĕр темрен хытă шикленнине туйса илчĕ. Халиччен пулса курман ял, палламан çынсем. Инкеке, вăрман витĕр çӳремелле.
— Оля, эсир ĕнер Лайдăпа пĕрле пулнă-и? — тĕлĕнсе пăхрĕ Поленов хĕре.
— Эпир Лайдăпа яла кĕрсен тĕрлĕ урама пăрăнтăмăр... Вениамин Сергеевич, пĕлетĕр-и, çак аптрашки пĕтĕмпех тухатмăш патĕнчен тухсан пуçланчĕ...
Оля шăпланчĕ.
— Чим-ха, Оля. Мĕнле «тухатмăш». Ăнланмалларах кала-ха... — хистерĕ Поленов.
Сасартăк пӳлĕм алăкĕ чĕриклетсе уçăлчĕ те, хĕр: «Анне-е!» — тесе çухăрса яштах сиксе тăчĕ, преподаватель çумне лăпчăнчĕ. Ку никам та мар, Аннетта пулнине асăрхасан тин аванмарланса хăй вырăнне хутланса выртрĕ. Вениамин Сергеевич ăнланчĕ: темле хăратмăш ĕç пулса иртнĕ. Çыннăн нерв системине вырăнтан тапратма мехел çитерекенни, анчах мĕн?
Лайда, тантăшĕ сасартăк чирлесе ӳкнине манма та ĕлкĕрнĕскер, вăрманпа çĕкленӳллĕ кăмăлпа утрĕ. Ара, мĕншĕн шутласа çӳрес-ха унăн пĕр-ик сехетренех иртекен чир-чĕр çинчен? Хĕре урăххи канăç памарĕ. Паянхи тĕп тĕллевĕ унăн — ялти чи лайăх халапçăпа курса калаçасси. Ĕнер, акă, кунĕпе сулланса çӳресе те усси çерçи сăмси тăршшĕ чухлĕ те пулмарĕ. «Çӳлти урама хăпармаллаччĕ сан, хĕрĕм. Унта ватă карчăк-кĕрчĕк чылай," — ăс паркаларĕç ăна çамрăк инкесем. Асăннă çӳлти урама вара ăçтан каяс-ха Лайдăн, енчен те унта Оля маларах çитме ĕлкĕрнĕ пулсан? Çавна пула пĕр-ик сăвă-такмак çыркаласа илнипех çырлахма тӳр килчĕ хĕрĕн. Ĕçĕ ăнманнипе кайран, ĕç пĕтерсен, тантăшĕпе те кăсăкланса тăмарĕ вăл. Лайдăн хăйĕн шухăшĕччĕ – тăхăрвун ултă листаллă хулăн тетраде тултармалла.
Паян вара Оля чирлĕ, эппин паян Лайда çӳлти урама хăпарать. Ялти пĕтĕм юмах ăстисемпе хăй калаçса килет.
Вăрман пĕтрĕ те, лапамра ял курăнса кайрĕ. Ешĕл тĕнче хупăрласа илнĕ ăна. Укăлчара лаштра йăмрасем çитĕнеççĕ. Ултă-çичĕ ытама та кĕмеççĕ пулĕ вĕсем. «Çак ватă-ватă йăмрасем тахçан-тахçан пурăннă асаттесемпе асаннесене те астăваççĕ вĕт-ха», — сырăнчĕ хĕр пуçне шухăш. Юмах тĕнчипе сĕлкĕшнĕскер, çак йӳтĕмпех пырса кĕчĕ вăл укăлча хапхинчен.
Темле калама пĕлмелле мар аваллăхпа сывлать ку тавралăх. Лаштра йăмрасем те, машина-трактор çăрса пĕтермен вăрман та темĕн пытарса усраççĕ тейĕн. «Мĕн тăвас шухăшлă этем-ха эсĕ», — тенĕн сăнаса пăхаççĕ ял çыннисем, кайран та асăрханса, ерипен пуçтарса çеç сăмахлаççĕ. Калăн, ялĕпех темле вăрттăнлăха çынсенчен пытараççĕ. Ара, чăн та, мĕн пĕлет-ха хĕр çак вăрман варринчи икĕ урамлă пĕчĕк ял пирки? Пĕр кун хушшинче темиçе карчамасран юрă-такмак çырса илнисĕр пуçне — нимĕн те. Ял историне путлĕн каласа паракана тупаймарĕ-ха вăл хальлĕхе.
Урампа иртӳçĕн Лайда çакна асăрхарĕ: кушак питĕ нумай иккен ку ялта. Хĕвел питтинче, крыльца е пĕренесем çинче лараканскерсем, куçĕсене чăл-чăл вылянтараççĕ. Мĕн пĕчĕкрен çак мăр-мăрсене юратать Лайда. Çавăнпах «пĕç-пĕç« тесе пĕр-икĕ хутчен йыхăрса та пăхрĕ вĕсене, лешсем, ют çынтан шикленсе тӳрех хапха айне кĕре-кĕре тарчĕç. «Ытла та сивлек ку ял кушакĕсем. Темех тăвăп ĕнтĕ сирĕнпе», — тесе тарăхса та илчĕ Лайда.
Çӳлти урамалла утрĕ хĕр. Акă пĕр ватах мар инке, кĕвентипе икĕ пушă витре çакса янăскер, хирĕç килет. Лайда нихăçан та кĕвентепе шыва кайса курман, çавăнпа унпа еплерех усă курмаллине те чухламасть. Тата картишĕнчи пусăран шыв йăтма мĕншĕн кĕвентепех чăрманмалла-ха? Ку ялти пек урамăн тепĕр вĕçне танкăшмалла мар вĕт Лайдăсен. Пусси те кунта тарасаллă пусă, Лайăдăсен вара — алăпа çавăрса ăсмалли.
— Ырă кун пултăр! — пултарнă таран хаваслă сасăпа сывлăх сунчĕ Лайда палламан хĕрарăма. — Каçарăр та, сирĕнтен пĕр-ик сăмах ыйтса пĕлме юрать-и?
— Кунĕ ырă-ха, мĕн пиркиччĕ-ши сăмахĕ? — терĕ чарăнса инке сисчĕвленнĕ сасăпа.
Лайда аптăраса ӳкмерĕ, хăюллăхне кăштах пухрĕ те:
— Вăт, аппа, пурнăç шăвать, ĕмĕр хыççăн ĕмĕр хыçа тăрса юлать, чăваш сăмахлăхĕ те улшăнса пырать. Авалхи халап-юмах, сăвă-юрă та ĕмĕрсемпе пĕрлех хыçа тăрса юлать вĕт-ха... Анчах пĕтĕмпех манăçа тухман-çке. Çав сăмахлăха астăвакан çынсем пурах-тăр сирĕн ялта? Пĕр-пĕр кинемей-и унта, ватă старик-и — пурпĕрех?.. — терĕ çивĕч хура куçĕсемпе инкене тинкерсе.
Хĕрарăм шурă тутăрне пушă аллипе тӳрлеткелерĕ те юрланă евĕрлех çапла тăстарчĕ:
— И-и, пулмасăр, хĕрĕм, пулмасăр. Епле ан пултăр çак авалхи сывлăшпа сывлакан ялта пĕр-пĕр ватă? Ак кунта ак, — пӳрнине кивелерех панă, икĕ чӳречи урам енне тинкерекен çурт çине тĕллесе кăтартрĕ вăл, — Сăпани кинемей пурăнать, пĕчченех. Ывăлĕ-хĕрĕ хулара. Çитмĕлсенчен те иртнĕ пуль вăл. Унпа çумлах — Пăраски кинемипе Çитăр мучи пӳрчĕ. Темĕн те пĕлеççĕ ватăсем, ай, Турă çырлах, юррине, халапне...
Лайда чăннипех те хĕпĕртесе ӳкрĕ. Паян тултаратех вăл тăхăрвун ултă листаллă тетраде.
— Тавтапуçах сире, инке, — çапла тав турĕ те вăл, асăннă пӳрт еннелле утма тăчĕ.
— Тăхта-ха, хĕрĕм, — чарчĕ ăна кĕвентеллĕ инке. — Çак урам вĕçĕнче пĕр лапчăк пӳрт ларать, мунча евĕрлĕскер. Асăрхамасăр е пĕлмесĕр пырса ан шакках çав пӳрт чӳречинчен. Лайăх мар сăмах çӳрет çав пӳрт карчăкĕ çинчен.
Хăй те сисмерĕ — çăварĕ капах карăлчĕ хĕрĕн. «Мĕнле сăмах?» — ыйтасшăнчĕ вăл, анчах ĕлкĕреймерĕ, хĕрарăм витрисене суллантарса утса та кайрĕ. «Курайманран кăна каламарĕ-ши?» — шутласа илчĕ те Лайда, хĕрарăм малтан тĕллесе кăтартнă çурт енне пăрăнчĕ.
Сăпани кинемей шутсăр тарават йышăнчĕ хĕре. Лайда малтанах ăна хăй мĕн тĕллевпе чăрмантарса çӳренине каласа пачĕ те, лешĕ: «И-и-и, мĕн чăрмавĕ, мĕн чăрмавĕ ара, мĕн пĕлнине каласа паратăпах ĕнтĕ», — текелесе пӳрте кĕме йыхăрчĕ. Тархаслаттарса тăмарĕ Лайда. Нихăçан та виçесĕр вăтанчăк пулман та вăл. Пачах урăхла, кас-кас шухăлăхĕпе пуçсăрлăхĕ тепĕр çын валли те çитет унăн. Алăк урати урлă каçсанах пӳрт ăшчиккин тирпейĕ куç умне тăп-тулли тухса тăчĕ. Стенасене янкăр сенкер сăрăпа сăрланăран пӳртре пушшех те çутă. Урам енчи икĕ чӳречерен кĕрекен хĕвел пайăркисем урайне ылтăн тĕслĕн сапаланнă. Урайĕ вара, тин çуса кайнă чухнехилле, йăл кулса пăхать. Пӳлĕм варрипе килте тĕртнĕ тĕрлĕ тĕслĕ кашма хăтлăн сарăлса выртать. Чӳрече янаххисем çинче те, чĕнтĕрлĕ çивиттиллĕ сĕтел çинче те, тăм чӳлмеке лартнă тĕрлĕ чечек çитĕнет. Лайда самантлăха çакнашкал тирпейпе киленсе тăчĕ те кашма сарнă вăрăм сак çине пырса ларчĕ. Пушмакне вăл крыльцаранах хывса кĕнĕччĕ.
Чылайччен юмахласа ларчĕç иккĕшĕ — ваттипе çамрăкки. Кирлĕ самантсене Лайда тетраде çыркаласа пычĕ, астума пултараканнисене пуç мимине кĕрте-кĕрте хăварнипех çырлахрĕ. Кăнтăрла иртнине сисмен те çапла. Сăпани кинемее ырлăх-сывлăх сунса урама тухрĕ Лайда. Хырăм выççи те аптăратмарĕ ĕç ăннипе савăннă хĕре. Çитăр мучипе Пăраски кинемей патне çитмелле-çке унăн тата. Май пулсан, тен, леш «лайăх мар сăмах çӳрекен пӳрт карчăкĕ» патне те.
Пăраски кинемейпе Çитăр мучи хĕре мĕн пуррипе сăйласах кăларса ячĕç. Ара, яра куна выçă ăçтан çӳрейĕн? Сăвă-юмахпах хырăм тутă пулаймасть çав. Тухса каяс умĕн çав лапчăк пӳрт карчăкĕ пирки ыйтма астурĕ-астурех хĕр. Пĕр-пĕрне кăллин пăхса илчĕç мучипе кинемей. Çитăр мучи кĕреçе евĕр шур сухалне ал лаппипе шухăшлăн шăлкаларĕ те:
— Ним калама та пĕлместĕп. Тĕрлĕ калаçакан пур та... — калас тенине пытарарах хăварчĕ мучи. — Темĕн, унта кайма сăлтавĕ пурах-ши, хĕрĕм? Юмах-халапне çителĕклех çыртăн мар-и эсĕ капла та?
Унтан, Лайда тилмĕрсе пăхнăран, çапла хушса хучĕ:
— Пĕччен пурăнать вăл мĕн эпĕ астăвассах. Тата, чи тĕлĕнмелли, тахçантанпах пĕр евĕклĕн тăрать ват карчăк. Ни ватăлни ун, ни чирлени. Çын çине тухсах кайманран, питĕ сахал пĕлеççĕ ун çинчен ялта. Куçĕ вара, куçĕ... — мучи каласа пĕтереймерĕ, аллине лаш сулчĕ те «пустуй сăмахпа аппаланиччен» тенешкел, кăмака кукринче тем кĕмсĕртеттерме тытăнчĕ. Çакна илтсен Лайдăн пурне те пĕлес килнĕ туйăмĕ çĕнĕ çĕпрепе йӳçекен чуста майлах йӳçсе çĕкленчĕ. Кĕç-вĕç тулса тăкăнасла. Ватăсемпе сывпуллашрĕ те вăл ярăнтара пачĕ урампа анаталла.
* * *
Оля кун каç енне сулăнсан тин тухрĕ пӳлĕмрен. Кăштах сăн кĕнĕ ăна, кĕлеткине те ним сăлтавсăрах чĕтрев ермест темелле. Коридорпа каллĕ-маллĕ уткаларĕ. Мĕн пулса иртнĕ унпа ир çинче? Мĕншĕн вăл ыттисенчен тăрса юлнă. Мĕншĕн пуç вăрман пек кашлать, анчах мĕн пулса иртнине çаплах тăна илеймест-ха вăл. Нимĕн те ăнланмасть хĕр. Ăнланмасть те, ас тумасть те. Урамран Аннетта тантăшĕ кĕчĕ. Дежурнăй пекки вăл паян. Урайне çуса тухнă пулас та, пушă витрине шăлтăртаттарса кĕтессе лартрĕ.
— Оля, кăшт самайрах-и сана. — ыйтрĕ вăл чӳречерен урамалла ним тĕллевсĕр тинкерекен тантăшĕнчен.
Оля сасса илтсе шарт сикрĕ. Мĕн пулнине калама пултарайсанччĕ-и вăл.
— О-оля, тухатман-и сана темле ют куç? — илтĕнчĕ каллех Аннетта сасси.
Ют куç. Мĕнле ют куç. Чим-ха. Куçсем... Чуна чĕрĕллех тăпăлтарса кăларма хăват çитерекен сăхă та вылянчăк хура кăмрăк куçсем. Ăçта курнă вĕсене Оля? Чӳречерен пилеш йывăççи тайăлса коридоралла тинкерет. Ăс-тăнне темле пăлхатсан та çав куçсене ăçта курнине аса илме пултарайманран Оля, симĕс пилеш сапакисемпе кăсăкланнăн, унталла пăхрĕ. Ешĕл туратсем хушшинче темĕн хура япала вĕлт турĕ те çухалчĕ. Йывăç вулли тăрăх хура кушак чĕрмеленсе хăпарать-мĕн. Ольăна питрен хыттăн çупса ячĕç тейĕн. Слива пек чăмăр куçĕсем пушшех те пысăкланчĕç. Ăшра темĕн татăлса кайрĕ, пуç миминче темĕн ӳссе, пысăкланса ларчĕ. Аса илчĕ вăл пĕтĕмпех! Аса илчĕ! Хăрушă, хăрушă... Анчах ăс-тăна çухатмалăхах мар.
— Анне-етта-а! — кăшкăрса ячĕ Оля мĕн вăй пур таран.
Пӳлĕме кĕрсе çухалнă юлташĕ çиçĕмле хăвăртлăхпа коридора сиксе тухрĕ. Сăмах чĕнсе ĕлкĕреймерĕ вăл, Оля васкаса ыйтрĕ:
— Аннетта, ăçта Вениамин Сергеевич? Ман ăна çак самантрах курмалла...
— Унтах вăл... Аллейăри сак çинче тем шухăша кайса ларать, — çĕтнĕ сасăпа пĕлтерчĕ Аннетта.
Урама çĕмрен пек ыткăнчĕ Ольга. Поленов, чăнах та, акаци айĕнчи хыçлă сак çинче пĕчченех ларать. Вĕçнĕ пек килекен Ольăна курсан йăпăр-япăр сиксе тăчĕ вăл. Студентка ун тĕлне çитсен чарăнчĕ, сывлăш çавăрса илеймесĕр чылай вăхăт пашкаса тăчĕ.
— Вениамин Сергеевич... Лайда... Лайда килмен-и? — татса-сыпса ыйту пачĕ вăл нимле мар тăракан Поленова.
— Килмен. Анчах мĕн тума кирлĕ пулчĕ сана Лайда? Чипертерех каласа ăнлантар-ха эсĕ, — ни унталла, ни кунталла тăчĕ преподаватель.
— Пуçра тем пăтраннă пирки çеç нимĕн те астуман эпĕ. Халь аса илтĕм, пĕтĕмпех. Хура кушака курнипе аса илтĕм, — пăлханса калаçма пуçларĕ Оля хашкама чарăнсан. — Пĕлетĕр-и, пурнăçра мар-тăр, юмахра пулчĕ пуль ку. Ĕненес килмест, Вениамин Сергеевич. Пĕтĕмпех каласа паратăп акă, анчах Лайда...
— Лайда тăхтать, эсĕ малтан мана каласа пар. Йĕркипе, — сак çине лартрĕ студенткăна Поленов.
— Хăру-ушă истори, — çӳçенсе илнĕ пек пулчĕ Оля. — Куçпа курмасан ĕненме хĕн... Акă мĕн пулчĕ вара, Вениамин Сергеевич.
... Вĕсем ун чухне, чăнах та, Лайдăпа урам йӳпленнĕ тĕлте уйрăлчĕç. Лайда аялти каспа çӳреме кăмăл турĕ, Оля вара çӳлти урама хăпарчĕ. Хĕвел ансан пĕр çур сехетсем пек иртсен, укăлчара тĕл пулма калаçса татлăчĕç. Ара, çулла хĕвел анса ларсан та час каç пулмасть-çке. Ĕнтрĕк иленнĕ вăрманпа утасси вара вĕсемшĕн пĕр ырлăх. Иккĕшĕ те вăрманлă тăрăхра çитĕннĕрен каçхи вăрманта хăрасси-тăвасси çук вĕсен. Тата нумай та утмалла мар-çке. Пулсан пулĕ çухрăма яхăн. Студентсем вăхăтлăх пурăнакан интернат шăпах вăрман хĕрринчен пĕр икçĕр метрта вырнаçнă. Çамрăк çыншăн çак çул тăршшĕ вăрăм пулать-и вара. Пĕр пилĕк минут сывлăш çавăрмасăр чупмалăх, е, тавралăхпа киленсе пырас тăк, çирĕм минут утмалăх та çук вĕт вăл.
Оля, палламан çынсемпе ытлашши сăмах ваклама юратсах кайманскер, урампа танкăшрĕ те танкăшрĕ. Никамран нимĕн ыйтмарĕ. Пӳрчĕсем пĕринчен тепри хăтлă курăнаççĕ. Нихăшне те: «Кунта карчăк е ват старик пурăнать», — тесе калама май çук. Çапла утсах урам вĕçне тухрĕ вăл. Малалла пăхрĕ те — ытти пӳртсенчен уйрăм ларакан хăрах чӳречеллĕ пĕр тайлăкрах йывăç пӳрте асăрхарĕ. Мунча пекскер. Пӳрт тăррине çурри таран хăмапа лăп-лап витнĕ, тепĕр çуррине улăм сарнă. Пӳрчĕ пекех чалăшнă хапхи умĕнче лаштра юман саркаланса ларать. Калăн, ку пӳрте çĕр çулхи аваллăхран хальхи пурнăçа темле асамлă вăй куçарса лартнă. Юман тăрринчи çăхан усаллăн кра-анк! — туса илчĕ те, Оля хăй сисмесĕрех кăрт сикрĕ: «Юмахри тухатмăш çурчĕ евĕрлех, чăх ури çеç çитмест», — шухăшларĕ вăл йӳççĕн кулса. Юмах тенĕрен, савăнăçпа тулчĕ хĕр чĕри. Ара, ăçтан пĕлес, тен, шутсăр паха юмахçă пурăнать-ха кунта. Телей пуç çинех йăтăнса анать мар-и хăш чух. Иккĕленӳ, шикленӳ туйăмĕсене хӳтерсе ячĕ те Оля, хăрах куçлă ват çынна аса илтерекен çурт енне çирĕппĕн утса кайрĕ. Ниçталла мар таçталла хапха шал енчен питĕрĕнчĕк пулнă пирки, тĕксĕм карăпа картланă чӳречерен пырса шаккас тенĕччĕ вăл, анчах ĕлкĕреймерĕ. Тăкăртаттарас тесе аллине тăснă самантра карă, хĕре шарт сиктерсе, сулахай еннелле хăвăрттăн уçăлчĕ те чӳречере пĕркеленчĕк питлĕ, ватăран та ватă карчамас сăнĕ курăнса кайрĕ. Карчăкăн çулне кура мар чĕррĕн çунакан кăмрăк евĕрлĕ куçĕ çамрăк хĕре сăнă пекех тăрăнчĕ. Оля, ахаль те именчĕкскер, çӳçенсе илсе пĕр-ик утăм кутăн чакрĕ. Тем калама та тăчĕ вăл, анчах чĕлхи самантрах çыхланса ларчĕ. Калас тенĕ шухăш тахăш вăхăтра, пуçра пулман евĕрлех, ирĕлсе çухалчĕ. Мĕн чухлĕ тăчĕ-ши Оля çакăн пек хытса — карчăк шăлсăр çăварне карнăран хăй ăçта тăнине тинех аса илчĕ.
— Кинемей!.. — терĕ вăл хăйне илттĕр тесе хыттăн. — Манпа калаçса ларма кăмăл тумăр-ши.
Кинемейĕн тути ейĕлчĕ — те кулни пулчĕ çавă, — сивлек сăнĕ пушшех те килпетсĕррĕн хытрĕ.
— Халь ма-ар, хĕрĕм... Халь ма-ар, — юрланă евĕрлĕ сасă илтрĕ Оля. — Хĕвел ансан кил...
Карă мĕнле уçăлнă çаплах хăвăрт хупăнчĕ. «Мĕншĕн хĕвел ансан?» — нимĕн те ăнланмарĕ хĕр. Хулпуççине сиктеркелесе илчĕ те лапчăк çурт умĕнчен пăрăнса утрĕ.
Яра куна мучисемпе кинемейсем патне килтен киле çӳренĕ хушăра кун каç еннелле сулăнчĕ. Хĕр каллех тайлăк çурт умне пырса тăчĕ.
— Хĕ-ĕрĕм, килях... килях, — илтрĕ вăл çак самантра юрланă пек çемçе сасса.
Ниçта та никама та курманран, шалтах аптрана ерчĕ хĕр. Тинкеререх пăхрĕ те — хапха хушăкĕнче такам мĕкĕлтетнине асăрхарĕ. Тикĕтлемен урапа сасси кăларса калинкке яри уçăлчĕ те алăкра паçăрхи кинемейĕн курпунлă кĕлетки курăнса кайрĕ. Пуçне çыхнă хура тутăрĕ айĕнчен чăлт шурă çӳç пайăркисем тĕлли-паллисĕр тухнă.
— Хĕвел анать халь, хĕрĕм, нумаях юлмарĕ... Халь кĕме юрать, — хăйпе хăй сăмахланăн юрласарах калаçрĕ карчăк. — Кăмăл тусам, хĕрĕ-ĕм, кăмăл туса-ам...
Картиш пеккине кĕрсе тăчĕ Оля. Çурчĕ евĕрлех тайăлса кайнă лупасайсăр пуçне нимĕн те курмарĕ вăл унта. Картишĕнче талккăшĕпех вĕлтĕрен ашкăрать. Çав вĕлтĕрене хуçса, ава-ава таптаса тунă сукмак пекки алкум алăкĕ тĕлĕнчен хапха патне çити тăсăлать. Оля кунашкал ӳкерчĕке нихăш ватă патĕнче те курма май килменрен, самаях тĕлĕнчĕ. Çавăнтах ялти çынсенчен никам та вăл миçе çултине калама пултарайман кинемее шеллесе те илчĕ — пулăшакан çук-тăр ĕнтĕ мĕскĕнĕн. Çак самантра хĕр çара ура тунине вĕлтĕрен çатăр-р чĕпĕтсе илнĕрен айлатса вĕтеленĕ вырăна аллипе яп! ярса тытрĕ. Сукмакпа хыçалта пыракан карчăк сасартăк хаваслăн лĕхлетнĕн туйăнса кайрĕ Ольăна. «Ватă пуçпа çын инкекĕнчен мĕн кулса пымалли-ха.» – пĕр тарăхса, пĕр тĕлĕнсе илчĕ вăл. Сăмах вакламасăрах карчăк çенĕк алăкне уçрĕ те, Оля сăмсине тăкăскă шăршă кӳ-ӳ пырса çапрĕ. Ай-уй!.. Мĕнрен килет ку. Урай тулли чапăр курăкĕ сарса тухнă-мĕн. Лапкăшпех. Пушă вырăн ниçта та курăнмасть. Тек чĕнмесĕр пыма тӳсĕм çитереймерĕ Оля, ыйтрĕ:
— Кинемей, эсир пĕчченех пурăнатăр-им?
Кинемей вăртах çаврăнчĕ. Кăмрăк пек хура куçĕпе хĕре наркăмăшлă çĕлен сăнни пек тăрăнчĕ. «Çамрăк чухне мĕнлерех хӳхĕм пулнă пулĕ унăн куçĕ», — хăй сисмесĕрех шутласа илчĕ Оля.
— Ку çуртра эпĕ кăна калаçатăп, — темле шăл витĕр сăрăхтарарах каларĕ ватă çын. — Туятăп, хĕрĕм, эсĕ мĕншĕн килнине те... Юмах-халапа манран ытла пĕлекенни çук, хĕрĕ-ĕм...
Карчăк чапăр курăкне пусса иртме тăчĕ кăна, таçтан муртан хаяррăн мяув! туса тĕм хура кушак чалт! сиксе тухрĕ те карчăкран малтан пӳртелле ыткăнчĕ. Тĕлĕнмелле! Алăкĕ, Оля асăрханипе, хупăччĕ — мĕнле кĕрсе çухалма пултарчĕ-ха унта кушак? «Карчамасăн кавир вырăнне сарнă япали пулчĕ пуль ку ахăртне», — шутларĕ хĕр курăк çине асăрханса пускаланă май. Шутларĕ кăна, шалтан ăш пăтранса килнине туйса илчĕ. Анчах ку самантлăх пулăм çавăнтах иртрĕ. Пӳлĕме кĕчĕç. Айтуру! Урай тулли каллех çав чапăр курăкне сарса хунă. Мĕне пĕлтерет ку, чăннипех те?
— Ларса-ам, хĕрĕ-ĕм, çавăнта... — паçăрхи юрланă чухнехи пек сасăпа каларĕ карчăк вăрăм сак çине шĕвĕр пӳрнипе тĕллесе.
Оля сап-сарă пуличчен хырса тасатнă сăрламан сак çине пырса ларчĕ. Пӳлĕм ăшчиккине пăхса çаврăннăçемĕн ыйтма хăйрĕ:
— Кинемей, каçарăр та, эсир миçе çулта.
«Ку çуртра эпĕ çеç калаçатăп!» — Мансах кайнă ун çинчен Оля. Карчăкăн куçĕ тĕксĕм пӳлĕмре симĕссĕн çуталса илчĕ. Чим-ха, паçăр хура тĕслĕ марччĕ-и-ха вара вĕсем? Халь акă темшĕн кушакăнни евĕрлех ялтăрарĕç пек. Е туйăнчĕ кăна-ши? Туйăм-сисĕме ĕмĕрлĕхе пăр пек шăнтса яракан сивлек куçсем ĕнтĕ кусем.
— Эпĕ миçе çултине хам та тахçанах манса кайнă. Ялти çынсем пушшех те пĕлмеççĕ, — терĕ карчамас çиллине палăртмасăр.
Оля пĕрех вăл чунтан калаçманнине туйрĕ. Татах та ыйтас кăмăлĕ пурччĕ унăн, анчах вăхăтра шăлне çыртрĕ. Карчăк сĕтел хушшине пырса вырнаçрĕ те хĕре куçран пăхса хытса ларчĕ. «Тухатакан куç тейĕн », — шутлама ĕлкĕрчĕ Оля. Карчăк хыттăн «ăх-хăм!» — терĕ те хĕр çумнерех куçрĕ. Вара вăрттăн япала пĕлтернĕ чухнехилле пăшăлтатса калаçма пикенчĕ.
— Хĕрĕм, илте, çакăн пек халап ярса паратăп сана! Тен, чăн та, пулнă-и çапла, пулман-и, ăна ху чухлăн... Питĕ-питĕ ĕлĕк, темиçе çĕр çул каялла, çак ялта пĕр пике пурăннă. Чăтма çук чипер курăннă. Унăн хура хурлăхан пек икĕ куçĕ виçесĕр тарăн пулнă. Хирĕç тинкерекене пĕрре пăхнипех çӳçентерме те пултарнă çав куçсем, анчах хăй мĕн тери чиперрине ăнлансах çитеймен-ха сарпике. Каччăсем ăмсанса пăхма тытăнсан кăна хĕр хăй хитре пулнине тинех туйса илнĕ. Вара ытти тантăшĕсем хушшинче пуç каçăртса çӳреме пуçланă. Вăхăт иртнĕçемĕн калама çук чурăс кăмăллă пулса кайнă хăй пуринчен илемлине чунĕпе туякан хĕр. Юрату мĕнне пĕлме те вăхăт çитнĕ унăн, анчах пике пĕр йĕкĕте те тивĕçлипе хакламан. Вăл пĕр хăйне кăна юратнă. Сасартăк пурнăç урапи тĕк пынă çĕртенех чалăшса кайнă. Хĕрсен килĕнче инкек сиксе тухнă: çурт-йĕрĕ тĕппипе çунса кĕлленнĕ, ашшĕпе амăшĕ те çав пушартах пĕтнĕ. Хĕр çеç тĕлĕнмелле майпа çăлăнса юлнă. Хăр пĕччен тăрса юлнăскер, пĕр пуян патне тарçа кĕрĕшет вăл. Çак пуянăн ара çитнĕ ывăлĕ пулнă. Ял тăрăх пуç каçăртса çӳренĕ саркайăк хăйсен килне çапла майпа пырса лекнĕшĕн шутсăр савăнса ӳкнĕ вăл. Куштан хĕре хăйĕн хурри туса хурсан куçран пăхтарма ĕмĕт тĕвĕленет унăн. Пĕр тулли уйăхлă хитре каç хĕре тĕнчере çук мăшкăл кăтартать, ăна ирсĕррĕн мăшкăллать. Хайхи чиперкке пусăрăнать, çамрăклах инкек мĕн тути каланине астивнĕскер, вăхăтлăха йăлт шăлне çыртса тӳсме шутлать, анчах хăçан та пулин çак пуян ывăлне тавăратăпах тесе тĕв тăвать. Çапла ун чĕринче çамрăклах вăраннă мăнкăмăллăхпа курайманлăх ӳссе-ӳссе пыраççĕ те, юлашкинчен ун чунĕнче аçтаха-çĕлен пуçне çĕклет. Тăхăр уйăх иртет. Пуян ывăлĕпе пулса иртнĕ çылăхран пепке çуралать. Качча каймасăр ачаллă пулни ялта чăтма çук килпетсĕр ĕç тунипе танлашнă. Мăн кăмăллă, чипер хĕртен çакна кĕтме пулнă-и вара? Таврашри çынсем хăйне тиркевлĕн сăнанине туякан хĕр чĕринче курайманлăх пушшех те йӳçсе, вĕресе çĕкленет. Çуралнă ывăлĕ çылăха кĕртекене аса илтернĕрен, хĕр урăх чăтса тăраймасть, вăрмана каять те хăй ачине хăй аллисемпех пăвса вĕлерет. Ан аса илтерсе пурăнтăр вăл ăна хурлăх каçĕ çинчен! Хĕр, хăй мĕнле хăрушă ĕç тунине пепки сывлама пăрахсан çеç ăнланса илнĕскер, ачине çаплипех хăварса тара парать. Çакна пĕтĕмпех арçурисен аслийĕ, пуçлăхĕ, курса тăнă пулнă. Пырать те вăл ача вилли патне, ун ăшне хăйĕн усал чунĕн пĕр пайне вĕрсе кĕртет. Ачаран арçури пулса тăрать. Хура кушака çаврăнать те хайскер амăшĕ хыççăн йĕре-йĕре чуптара парать. Хăваласа çитет те çын вĕлерен амăшне хыçран уртăнать. Улшăнса, улшăнса каять хĕрĕн сăнĕ-пичĕ. Хурлăхан пек хура куçĕсенче асамлă хура вăй йăва çавăрать. Тухатакан куçсемпе тинкерет вăл йĕри-тавралла. Унччен кăкăрта кăшт çеç йăшăлтатнă хура çĕлен инкек курнă çамрăкăн пĕтĕм чунне çатăрласа илет. Çак вăхăтра шăпах хĕвел аннă пулнă...
Чăр-р! тинкерчĕ карчăк Ольăна, хĕр шарт сикрĕ. Ай-уй, çав, çав куç мар-и?!.. Пĕртен-пĕр чӳречерен урамалла тĕмсĕлчĕ Оля — хĕвел анса ларнă иккен. Турăçăм! Нивушлĕ тухатмăша тухнă çав хĕрарăмах ларать ун умĕнче? Сиксе тăрасшăнччĕ Оля — пултараймарĕ. Калăн, урисене урай çумне пăтапа çапса лартнă. Юнашарах тĕпсĕр хура куçлă карчăк. Вилĕм пурăнать унăн куçĕсенче. Палт! сикрĕ урай варне çăмламас хура кушак. Вилнĕ ача чунĕ! Тăм юпа пек хытса ларать хĕр. Карчăк пӳртрен шăппăн тухрĕ. Хускалма çаплах-ха хăват çитереймерĕ Оля. Хăйпе хăй те хуçа мар вăл халь. Ури те, пĕтĕм кĕлетки те сиксе чĕтрет иккен унăн. Алăк ерипен уçăлчĕ те пӳрте тĕлĕнмелле чипер хĕр кĕчĕ тăчĕ. Кĕнĕ-кĕмен хĕвел пек сăпайлăн йăл кулса ячĕ. Оля шăнкăрт хытнăскер, ылмаш курмастăп-ши тесе куçне мăч-мăч хупкаласа илчĕ. Çук, нимле ылмашу та мар иккен. Тĕрĕллĕ шур кĕпе тăхăннă, шур саппун çакнă чăваш пики тăра парать ун умĕнче. Пуçне темшĕн хура тутăр çыхнă. Чим-ха, куçĕ? Хурлăхан пек хуп-хура куçне тĕм хура тутăр тĕксĕмлетнĕрен пушшех те чĕррĕн, вăйратса çунакан куç. Е, тен, карчăкăн хĕрĕ-ши вара ку? Тем, ялта апла-капла асăннине илтмерĕ-çке Оля. Е каллех... Оля ку хăрушă шухăш тапах пырса çапнăран, паçăрхи ăнкарăвран та сĕхĕрленме пăрахманскер, хальхинче вĕттĕн-вĕттĕн чĕтремех пуçларĕ. Пӳрте кĕрсе тăнă хĕрупраç малтан карчăк ларнă вырăнах пырса вырнаçрĕ. Кĕринччĕ юмах ярса кăтартнă кинемей хăвăртрах пӳрте — вара Оля пуçĕнчи пĕтĕм иккĕленӳ те туххăм сирĕлĕччĕ.
— Тăватçĕр çула яхăн иртрĕ унтанпа... — типĕ çанталăкра аçа çапнăн янăраса кайрĕç «хĕр» сăмахĕсем.
Епле тĕшĕрĕлсе анмасăр чăтса ларайрĕ-ши Оля? Кăвакарса-шурса, вилнĕ çын тĕслĕ пулса кайрĕ вăл самантрах. «Хĕр» йӳçĕ улма çинĕ чухнехилле пит-куçне пĕркелентерчĕ те лĕх-лĕх-лĕх кулса ячĕ. Унччен те пулмарĕ, кăмака хыçĕнчен пĕчĕк ача сасси илтĕнчĕ. Ăçтан тупăнма пултартăр çак лапчăк çуртра пепке? Оля, хăль ĕнтĕ темрен тем те кĕтме хатĕрскер, кăшт сисчĕвленчĕ. Ăнланчĕ вăл — пĕтĕмпех, пĕтĕмпех пĕр-пĕринпе çыхăннă ку пӳртре. Çак хăрушă пӳртре. Тухса каяйать-и вăл паян кунтан? Ку та паллă мар. Çак самантрах пуç миминчи сыхлăх янравĕсем хăйсене аса илтерчĕç: «Çын вĕт эсĕ, Оля, тухатакан куçлă мар пулсан та — çын! Мĕн те пулин шутласа тупма тивĕçех эсĕ. Енчен те усал вăйсен хура асамĕ пур пулсан, санăн вара ăсу-тăну, чĕрĕ пурнăçшăн талпăнакан ăсу-пуçу вырăнтах-çке. Ĕçлеттер ăна, ĕçлетĕр!..»
— Ача-а? — ыйтрĕ хăйса Оля.
— Çапла, ача, — хăрушă шăплăхра янăрарĕ «хĕр» сасси. — Пуян ывăлне çут тĕнчерен уйăрма та вăлах пулăшрĕ...
Сăнă евĕр куçĕсемпе тем каласла тăрăнчĕ Ольăна çак «хĕр». Шăппăн каланă сăмахсем: «Санăн пурнăçна илме те вăлах пулăшĕ», — тесе вĕçленмелле пек туйăнчĕ Ольăна.
— Итле, хĕрĕм, — хĕрхӳлетрĕ сăмахне «хĕр». — Çак пӳртре виçĕ хĕрĕн ĕмĕрĕ мана куçнă... Эпĕ вилĕсĕр... Сан ĕмĕрӳ те манах пулать.
Каллех ача макăрни тапса тухрĕ.
— Ача, ача макăрать вĕт-ха, — яштах сиксе тăчĕ Оля.
Темле хăват çитерейрĕ вăл — хăй те ăнланмарĕ. Наркăмăш саспа çунаççĕ «хĕр» куçĕсем. Паçăр çеç пиçнĕ хурлăхана аса илтеретчĕç вĕсем, халĕ вара, халĕ лăпах хăрушă асамçă куçĕсем пулса тăчĕç. Вут-хĕм пĕрĕхеççĕ, чĕрĕллех хыпса-çăтса яма хатĕр тейĕн. Оля çак хăвата чăтаймасăр, кăмака еннелле пĕр-ик утăм кутăн чакрĕ. Чалт! сикрĕ урай варне таçтан-муртан паçăрхи хура кушак. Сикрĕ те... Оля хăй курнине хăй те ĕненмерĕ. Кушак вырăнне сасартăк ача пулах тăчĕ. Çавăнтах хурлăхлă сасă кăларса урайĕнчи виле курăкĕ çинче упаленме пикенчĕ. Йĕксӳ-йĕксӳ пулса кайрĕ Ольăна. Тата хăрушă. Вилĕм умĕнхи хăрушлăх хупăрласа илчĕ ăна. Туххăмрах алли хытса ларчĕ. Тукмака тухнă урине шуçтарма тăчĕ те темĕнле япаларан такăнчĕ. Оля, кĕç-вĕç чунĕ тухса тарас пек тăраканскер, çари-и! çухăрма тесе çăварне карнăччĕ кăна — çăварĕ карăлнипех юлчĕ, сасси тухмарĕ. Ура хырăмне ăнсăртран лекнĕ япала вара пилеш тураттисенчен касса тунă урай шăлмалли шăпăр пулнă иккен. Лап! ӳкрĕ хайхискер тухатмăшпа Оля хушшине. Усал вăйăн куçĕсем ĕнсе каясла чарăлчĕç. Пĕрре шăпăр, тепре Оля çине чăл-чăл пăхрĕ вăл. Ун куçĕсенче сехĕрленӳ пуррине курчĕ Оля.
— Ха-а-ха-а-ха-а-а! — пĕтĕм пӳрте чĕтретсе ахăрса кулса ячĕ тухатмăш.
Çав самантрах çарапакка пепке çĕнĕрен кушак пулса тăчĕ те урайне касса тунă шăтăкран тĕпсакайне ялт сикрĕ, куçран çухалчĕ. Оля усал вăй шăпăртан сехĕрленнине асăрхама ĕлкĕрнĕскер, темле вăй вĕрсе кĕртнĕ чухнехилле карăнса илчĕ те, çиçĕмле хăвăртлăхпа пĕшкĕнсе, урай шăлмалли хатĕре ярса та тытрĕ. Тухатмăш чунлă «хĕр» самантрах сăнран улшăнчĕ. Кĕлеткипе пĕчĕкленсе хухса пычĕ-пычĕ те туххăмрах хӳхĕм хĕртен паçăрхи карчăк пулах тăчĕ.
— Пăрах шăпăрна-а, катемпи-и... — шăл витĕр сăрхăнтарчĕ вăл сăмахĕсене, ахăртнех вăйĕ пĕтсе-пĕтсе, чакса пынине туйма пуçланăскер.
Оля кутăн-кутăн чакса алăк патне çывхарчĕ. Урай шăлмалли шăпăрне, ылтăнран та хаклăрах евĕр кăкăрĕ умне пăчăртаса тытрĕ. Тухатмăш ниçта кайса кĕмелле мар тарăхрĕ, юлмарĕ, хыççăнах пычĕ, анчах хĕре ярса илме пултараймарĕ. Ара, пилешрен, пурнăç йывăççин турачăсенсен, тунă шăпăр ун аллинче-çке. Хĕр алăк хăлăпне хыпашлакаласа тупрĕ те ăна вăйĕ пур таран хăй еннелле туртрĕ. Чуна çӳçентерекен сасă кăларса уçăлчĕ алăк. Ытти пĕтĕмпех тĕлĕкринчен те хăвăрт пулса иртрĕ. Алăк урати çинче ларакан хăрăм тĕслĕ симĕс ялтра куçлă кушака тапса ывăтрĕ те çĕнĕкри виле курăкне чаштăртаттарса алкумĕнчен кил картине вирхĕнсе тухрĕ. Çук, Оля хыççăн ыткăнаймарĕ вилĕм куçлă карчăк. Вăйĕ пĕтнĕскер, ахлатса пӳртех тăрса юлчĕ. Оля, çиçĕмле хăвăртлăхпа вĕлтренсем ăшне кĕрсе кайнăскер, сасартăк халсăрланнине туйрĕ. Пĕр аллинче унăн — шăпăр, тепринче — халап-юмах çырса пымалли тетрадь. Тайлăк хапха еннелле талпăнчĕ хĕр. Чĕркуççи таран ашкăракан вĕлтĕрен ӳтне пĕçертнине те туймарĕ вăл. Чĕриклетекен калинккене аран-аран уçрĕ те урама тухса тăчĕ, икĕ урипе те тăн-тăн çĕр çине ярса пуснă-пусман пĕрре хевти пĕтсе килнипе, тепре пуçĕ çаврăнса кайнипе çĕре тĕшĕрĕлсе анчĕ. Сăнĕ унăн вилсе чĕрĕлнĕ çынăнни тĕслехчĕ...
Тем вăхăт выртнă çапла — Оля такам хулпуççинчен лăсканипе тăна кĕчĕ.
— Хĕрĕм, хĕрĕм, вăран-ха, вăран... Мĕн пулнă сана? — илтрĕ вăл хăлхи çывăхĕнчех янкăр уçă сасса.
Куçне ерипен уçрĕ хĕр. Пĕр ватах мар хĕрарăм иккен. Чăнах та, мĕн туса выртать-ха Оля ку тайлăк хапха умĕнче? Ăçтан килсе лекнĕ вăл кунта. Çук, тем пек тăрăшсан та нимĕн те аса илеймерĕ хĕр.
— Çак тухатмăш хапхи умĕнче мĕн çухатнă вара эсĕ, хĕрĕм. Атя, атя, тăрсам, каяр кунтан, — çаплах хистерĕ ăна инке.
Чим-ха. Тухатмăш... Анчах мĕн пулса иртнĕ. Оля хĕрарăм хулран тытнипе çĕкленчĕ те хуллен-майĕпен утăм хыççăн утăм утăмласа кайрĕ. Лайдăна аса илчĕ Оля. «Мăнтарăн, кĕтсе хашкăлчĕ пуль ĕнтĕ.»
Лайда кăмăлсăррăн кĕсе илчĕ ăна укăлча хапхи тĕлĕнче. Ольăна сăнасах та пăхмарĕ вăл. Теплерен çеç, те чĕнмесĕр пыма аван мартан:
— Тантăшăм, мĕн пулнă сана, тем питĕ сăнран улшăннă эсĕ. — терĕ.
Оля нимĕн те шарламарĕ. Мĕн калас унăн — вăл нимĕн те астумасть. Чунĕнче çеç тăвăр, тăвăр тата шиклĕ.
* * *
Лайда мунча евĕр çурт тĕлне çитсен, чарăнса тăчĕ. Мĕншĕн çаплах начарпа асăнаççĕ-ха çак çурт хуçине? Тен, ăна, шутсăр ватăскерне, ăнланаймаççĕ ял çыннисем? Тен, унпа сăмахлас тесе те тăрăшман вĕсем?.. Нумай шухăшласа тăмарĕ Лайда — калинккене пырса тĕкрĕ, калинкке уçăлмарĕ. Шал енчен сăлăп янă иккен. Хĕр ун-кун пăхкаларĕ. Алă кĕмелĕхех шăтăк пур-мĕн. Япăш чикрĕ те вăл аллине çав шăтăкран, кăштах пĕкрĕлсе сăлăпа хыпашласа тытрĕ. Пĕтĕм вăйран тĕкрĕ ăна — лешĕ шалтăртатса вырăнĕнчен куçрĕ, юлашкинчен йăлмакран та тухса ӳкрĕ. Лайда, ĕç ăннипе савăннăскер, йăл-йăл çиçсе тӳрленсе тăчĕ. «Тĕлĕнтĕр-ха кинемей епле маттур ку хĕр тесе», — кăмăллăн шутларĕ вăл. Калинккене уçса кĕриччен, аллинче сехет çукран, хĕвел анăçнелле куç ывăтрĕ — тепĕр сехет пек вăхăт пур иккен-ха хĕвел аниччен. Унччен Лайда çак кинемейрен пĕтĕм халап-юмаха çырса илме ĕлкĕретех. Вара таврăнма та кăмăллă.
Чашкăрса ӳсекен вĕлтĕрен хушшипе хывнă палăри-палăрми сукмакпа Лайда çенĕк алăкĕ патне çитрĕ. Тĕлĕннинчен ытла кинемее шеллесе илчĕ вăл – ара, шутсăр ватă карчăк-кĕрчĕк кил картинче те кунашкал курăк алхасмасть вĕт-ха. Апла пулсан ку кинемей пушшех те ватă ĕнтĕ. Çенĕк алăкне туртса уçрĕ те студентка шарт сиксе тăп хытса тăчĕ. Урайĕнче, темле йĕксӳ шăрш кăларакан типĕ курăк çинче, шап-шурă çӳçлĕ карчăк ларать. Лайдăн асламăшĕ виле курăкĕ тетчĕ пулас ăна. Карчăк çак курăка ухала-ухала тăм чӳлмеке тултарать. Пăлтăр алăкне уçса янипе карчамас кăртах сикрĕ курăнать, пуçне ваштах пăрчĕ те Лайдăн тĕм хура куçĕпе тĕл пулсан тӳрех сăнран улшăнчĕ. Çара пуçăнах лараканскер, хура тутăрне самантрах яваласа çыхрĕ. Лайдăна ырă мар хĕлхем сапакан куçĕпе витĕрлесе тинкерчĕ. Сивĕ-сивĕ пулса кайнине туйрĕ хĕр, анчах пăлханнине палăртмарĕ, кинемее сывлăх сунчĕ. Карчăк чĕнмерĕ, куçĕсемпе кăна вут-çулăм сирпĕтрĕ. «Акă епле иккен унăн куçĕсем. Чăнах та, чăтсан чăт вĕсен вăйне, чăтаймасан хирĕç ан та пăх», — шутларĕ Лайда. Кинемее вăл хăй мĕн йӳтĕмпе çӳренине пĕлтерчĕ. Карчăк сив кăмăллăрах иккенне тӳрех тавçăрчĕ хĕр, унпа калаçма çăмăлах маррине те ăнкарчĕ, анчах, пĕр килсе кĕнĕскер, тинех каялла чакма шутламарĕ. Кинемей: «Халь вăхăт çук, пĕрер сехет кайран кил», — тенине хирĕç сăпайлăн çапла хуравларĕ:
— Асаннеçĕм, эпĕ темех чăрмантармăп сире. Эсир тăвăрах хăвăр ĕçĕре, çав хушăра юмах-халап та ярса кăтартăр. Асанне, эсир тĕрĕс ăнланăр тульккăш. Эпĕ тем усал...
«Усал» тенине илтсенех карчамас шарт сикнĕ пек пулчĕ, çавăнтах тем пăшăлтатма пикенчĕ. «Тьху, тьху!.. Эп илтмен, эп илтмен... Çитмĕл те çичĕ тинĕс леш енче вилме выртнă карчăк ĕлки пур, çав илтнĕ», — тимлесе юлчĕ Лайда. Самантрах тетрадьне уçрĕ те мĕн илтнине çырса та хучĕ. Унăн, кинемее «усал» сăмах пăлхатса янине асăрхаса юлнăскерĕн, тӳрех каçару ыйтма халĕ çитрĕ:
— Каçарăр, кинемей, сире кӳрентерес теменччĕ эпĕ. Эсир ман пирки япăх ан шутлăр тесшĕнччĕ кăна. Халапĕ-юмахĕпе пĕрлех халапçă ятне-шывне те çырса илесшĕн эпĕ. Асанне, мĕн ятлă эсир, хушаматăр мĕнле, миçе çулта?
Сăнран ӳкрĕ ват çын. Манасса манман-ха хăй ятне карчăк, хăш çулта çуралнине те лайăх астăвать. Ыран тăватçĕр çул тултарать вăл. Унра виçĕ хĕр ĕмĕрĕ пытаннă. Хăй вăл, Сетреслу карчăк, тахçанах ĕмĕрне пурăнса ирттернĕ, виçсĕр çул каяллах! Усал сывлăш çеç унра халь, çынсене пăтратса пурăнаканни. Ыранччен пĕр-пĕр çамрăк хĕр ĕмĕрне илеймесен паянхи кун Сетреслу чунĕшĕн юлашки пулать. Вилет, пĕтет, сывлăшра ирĕлсе çухалать тухатмăш. Васкамалла унăн. Унсăрăн ав вăйĕ пĕтсе килнине туя пуçларĕ вăл. Çавна пулах виле курăкĕ вĕретсе ĕçесшĕнчĕ — вăй хушаканччĕ çавă. Тĕлнех акă темле хĕрача та тупăнчĕ. Çитменнине хăех пырса кĕчĕ-çке. Хăюллă тата. Сетреслăва унăн ĕмĕрĕпе пĕрлех хăюллăхĕ те куçас-тăк, тепĕр çĕр çул ним мар пурнăмалла-ха вăл. Анчах пĕр япала чăрмантарать — хĕвел анман, кун çутипе усал вăйсем хăйсен ĕçне пултараймаççĕ. Хĕвел анăçа ларма вара тепрер сехет те пур. Ия, ия, вĕçертме юрамасть ку вĕлтĕрккене. Ăна-кăна нимĕн те ăнкармасть пулмалла хăй.
Карчăк хĕре пӳрте ертсе кĕчĕ.
— Юмах-халапне, чиперккеçĕм, эпĕ чылай пĕлетĕ-ĕп, — юрланă евĕр тăстарчĕ вăл сĕтел хушшине вырнаçсан. — Ятне-шывне кайран калăп, халь эпĕ мĕнле халап ярса панине тăнла. Çырассу килсен çырсах пыр, ара...
Шалккă-им Сетреслăва халь-халь çут тĕнчерен уйрăлас хĕре тăватçĕр çул хушшинче мĕн илтни-курнине каласа пама?
— Виç ĕмĕр каялла çак тăрăхри пĕр ялта, тен, çак ялтах та-и, пĕр ватă карчăк вилсе выртнă. Вăл, пурнăçне тăр пĕччен пурăнса ирттернĕскер, ахаль-махаль хĕрарăм пулман. Унра усал вăй ларнă. Кăнтăр çутипе вăл ахаль çынах пулнă-ха, кил-тĕрĕшре кăштăртаткаланă. Хĕвел анăçа кĕрсе пытаннă-пытанманах çĕр çинче утса çӳрекен кашни чĕрĕ чун уншăн чи курайми тăшман пулса тăнă. Тулашнă, тарăхнă вăл, чăтайми самантсенче выльăх-чĕрлĕхе вĕлернĕ, ача-пăчана сусăрлатнă, çынсен çемйисене инкек иле-иле пынă. Анчах Турă çырнинчен иртеймĕн. Çав тухатмăш карчăкăн та шăпах пĕр ĕмĕр пурăнсан вилĕмĕ çитнĕ. Ял халăхĕ усал вăйран хăвăртрах тасалас тенипе ăна васкавар, пĕр кунтах пытарать. Карчăк чунĕ ӳчĕ хыçĕнченех йĕрсе пынă пулнă. Тăхăр кун ларать вăл вилтăпри çинче. Кинемей чунĕ тутлăхра пултăр тесе никам та ни кĕлĕ вуламасть, ни апат-çимĕç килсе пăрахмасть, ни хĕрес килсе çапмасть. Çапла карчăк чунĕ Туррăн çӳлти тĕнчи йышăнманнипе тăхăр кун асапланать, пăртакран вара хайскер усал вăя парăнса çĕр çинчи этемсем хушшинех килет. Анчах ăна халь çын ăшне кĕрсе ларма этем кĕлетки кирлĕ пулнă. Тухатмăш чунлă вăй пĕр хĕре, улахран юлса таврăнаканскерне, пăвса пăрахать те çав кĕлетке ăшне кĕрсе вырнаçать, килне таврăнать. Унтан вăл çамрăк хĕр сăнне хăйĕн ĕлĕкхи сăнĕпе ылмаштарать. Килĕнчен кун çутипе тухса çӳреме пăрахать. Унтанпа тепĕр ĕмĕр иртет. Сетреслу тесе чĕннĕ ăна тахçан-тахçан ашшĕ-амăшĕ. Унăн çамрăк хĕртен туртса илнĕ ĕмĕрĕ вĕçленсе пынă. Тепĕр пике пурнăçĕ кирлĕ пулнă ăна. Акă мĕн канăç паман вилнĕ Сетреслу кĕлетки ăшĕнче пурăнакан хура вăя...
Кинемей калама чарăнса чӳречерен урамалла пăхса илчĕ. Лайда та тинкерчĕ. Хĕвел анма нумаях юлман. Хĕвеланăç, теме систерет тейĕн, хĕп-хĕрлех.
— Кала, кала, асанне. Мĕнпе вĕçленет-ха вара ку халап? — чăннипех кăсăкланса ыйтрĕ Лайда.
Карчамас хуравлама васкамарĕ. Типсе кушăрханă тутине йĕрĕнчĕклĕн чалăштарса ларчĕ. Çĕлен чашкăрнă евĕр сасă илтĕнчĕ сасартăк. Ун-кун пăхса илчĕ Лайда. Çĕлен мар, кинемей сасси илтĕнет иккен çапла.
— Хĕрĕ-ĕм, вĕçĕ-ĕ мĕнле-е пулассине-е часа-ах пĕлĕ-ĕн... Хĕвел анса-анн...
Кăрт турĕ хĕр чĕри. Мĕншĕн хĕвел ансан?
— Хăвăрăн ятăра калама пулнăччĕ. Тата миçе çулта эсир? — хăйса ыйтрĕ пурпĕрех Лайда.
— Сетреслу, — терĕ кинемей, тупăкри пек шăплăха янратса. — Шăп 400 çул каялла çуралнă...
Мачча кашти шатăртатса ишĕлсе аннă пулсан Лайда сахалтарах тĕлĕннĕ пулĕччĕ. Тĕлĕннипе пĕрлех пĕтĕм вăйĕ ура тупанне анса ларнине туйрĕ хĕр. Хăй кам патне килсе лекнине пĕтĕм чунĕпе туйса илчĕ вăл, çавăнпа пĕр авăк шăпăрт пулчĕ, ăшри лăпкăлăх хĕлĕхĕсене вăй пур таран карăнтарчĕ.
* * *
Ольгăна пĕр самант шанмасăртах пăхса ларчĕ Поленов. Пулма пултараймасть! Аташмасть-и?
— Ласточкина, эсĕ нимĕн те пăтраштармастăн-и? — мĕн илтнине ĕненмесĕр ыйтрĕ вăл.
— Вениамин Сергеевич, ара, яра куна мĕншĕн хама вилсе чĕрĕлнĕ çын пек туйса çӳретĕп-ха эпĕ? — шиклĕхĕ халь те тарса пĕтмен-ха Ольăн.
— Апла пулсан мĕншĕн маларах каласа памарăн? — тĕлĕнчĕ преподаватель.
Оля йĕрсе ярас пекех ларать:
— Эпĕ каласа пама пултарнă пулайсан-и?.. Çав хура кушака курнипех ăс-тăн таçта тухса вĕçнĕ...
— Тухатмăш сăмаха асăнтăн вĕт-ха эсĕ, Оля. Кам патĕнчен тухнине те астуса юлнă? — пурпĕрех ĕненесси килмерĕ Вениамин Сергеевичăн.
— Леш хĕрарăм асăннипе кăна. «Мĕн туса ларан эс çак тухатмăш хапхи умĕнче?» — терĕ вăл мана. Хĕрарăмĕн сăнне-питне астумастăп, сăмаххи çеç пуçа çапăнса юлнă вара.
Çав самантра «Мяув!» — тени илтĕнсе кайрĕ. Оля шар-и! çухăрса ячĕ. Акаци тĕмĕсем айĕнчен пĕчĕк сăркка кушак çури çăмха пек кусса тухрĕ. Ачи «йĕнине» илтнĕ амăшĕ, леш хайхи хура кушак, çавăнтах «мяув, мăр, мăр» тесе чупса та çитрĕ, çурине пикенсех çулама тапратрĕ.
Оля лăпланчĕ.
— Вениамин Сергеевич, — терĕ вăл пăртакран пăшăлтатса. — Лайда ăçта?
— Роговцева-и. Вăл юмах пуçтарма кайнă. Килеймен-ха, — хĕр мĕншĕн каллех шикленсе ӳкнине ниепле те тавçăраймарĕ Поленов.
— Ах-х! — темле асаплăн йынăшса ячĕ Оля. — Вениамин Сергеевич... Лайда... Лайда та çав тухатмăш патне кĕрсе кайнă пулсан... Чĕре ырă мара сисет. Вениамин Сергеевич, мĕн тумалла халь?
Поленов хăвăрт ыйтрĕ:
— Оля, эсĕ кăтартма пултаратăн-и çав карчăк ăçта пурăннине?
— Паллах, Вениамин Сергеевич...
— Апла вĕçтертĕмĕр...
* * *
Карчăка хура куçĕпе вут-çулăмлăн çунтарса илчĕ Лайда. «Пăх-ха эс ăна, епле хĕм сапать, — шухăшларĕ хĕвел аннăçемĕн вăй илсе пыракан усал тухатмăш. — Çиçтерех, çиçтерех куçна-пуçна, пурпĕрех юлашки каç пурăнатăн». Ĕнер мĕне пула ĕç ăнманнине лайăх чухлать-ха усал вăй. Çав пукане пек кăн-кăвак куçлă хĕрача пурнăç йывăççин турачĕсенчен çыхнă шăпăра ярса тытман пулсан, пĕтĕмпех Сетреслу ĕмĕрĕшĕн ăнăçлă вĕçленетчĕ. Ытлашширех васкарĕ, епле асăрхайман вăл аçа çапасшĕ шăпăра. Паян вĕçертместех ĕнтĕ çак çамрăк хĕре, тытса илетех унăн пурнăçне. Карчăк хухса, вилнĕ пек типсе кайнă аллисене хĕр аннелле кăнтарчĕ...
Шăп çак самантра Ольăпа Поленов карчамас хапхине вăйпа тĕрсех кил картине кĕрсе кайрĕç. Чалт сикрĕ вĕсен умне тем пысăкăш хура кушак. «Ай-й!» — кăшкăрса ячĕ Оля тухатмăш кушакне палласа илсе. Кушак çав самантрах пач çĕтрĕ. Унччен те пулмарĕ пепке макăрнă сасă илтĕнсе кайрĕ. «Ăçтан муртан кунта ача.» — Оля каласа панине мансах шухăшларĕ Поленов. Хыçалалла çаврăнса пăхрĕ те вĕлтĕрен хушшинче упаленекен çаппа-çарамас кăкăр ачине курсан капах карчĕ çăварне.
— Вениамин Сергеевич, кăна тухатмăш кушакĕ çапла хăтланать, — çаннинчен туртрĕ преподавателе Оля.
— Чим-ха, — тавçăрнă пек пулчĕ Поленов. — тен, пĕтĕм вăрттăнлăхĕ çак кушакра.
Хаяррăн мря-яув-в! туса çенĕкĕлле ыткăнчĕ кушак. Унăн пăк-пăк çăварĕпе чăл-чăл симĕс куçĕсене çеç асăрхаса юлчĕç килсе кĕнисем. Поленов шиклене-шикленех пӳрт алăкне хăйсемпе пĕрле илсе килнĕ пилеш шăпăрĕпе тĕксе уçрĕ. Виле шăрши палкаса тухрĕ пӳртрен. «А-а-а!» — вăйсăррăн сасă пачĕ сасартăк тахăшĕ. Уçă алăкран Лайдăн сак çинчен çĕрелле усăннă кĕлетки куçĕ тĕлне хăрушшăн тăрăнсан Поленов шарт! тапрĕ алăка. Оля: «Лайда-а-а!..» — тесе çухăрса ячĕ те тек нимĕн тăхтаса тăмасăрах пӳрте ыткăнса кĕчĕ. Лайда умĕнче тутипе темĕн мăкăл-мăкăл сиктерсе ларакан карчăк типшĕм аллине хĕрĕн шурă мăйĕ çинчен картах туртса илчĕ. Таçтан-муртан паçăрхи хура кушак сиксе тухрĕ. Поленов çав кушак еннелле хыçалтан тапса янă пек сикрĕ те ăна аллинчи шăпăрĕпе çапма тăчĕ. Кушакне хӳтĕлеме хăтланчĕ карчăк. Поленов кĕтессе пырса тухнă хура кушака пĕррех туртса çапрĕ шăпăрпа. Кушак тискеррĕн çухăрса лаштах тăсăлса выртрĕ. Чĕтренсе илчĕ Сетреслу кĕлетки.
— Ил-л шăпăрна-а, катемпи-и!.. — çĕлен евĕр чашкăрчĕ тухатмăш.
— Вениамин Сергеевич!.. Çапăр ăна. Усал сывлăш тĕппипех çухалтăр... Ан хĕрхенсе тăрăр!.. Мĕн тунă вăл пирĕн Лайдăпа?! — илтрĕ преподаватель Оля сассине.
Пĕтĕм вăйпа сулса ячĕ вăл шăпăрне — карчăк урайне тӳплетсе ӳкрĕ, алли-урине шăнăр туртнă чухнехилле хутлаткаларĕ те тăпланса выртрĕ. Оля тантăшĕ умĕнче нимĕн тума пĕлмесĕр тăпăртать. «Лайда, Лайда», — тет, питĕнчен ал лаппине çапкаласа илет. Преподаватель тăнсăр пулнă Лайдăна йăтрĕ те алăкран çенĕкелле тухрĕ. Оля та ун хыççăн.
Тăнсăр пулнă хĕре вĕсем тухатмăш килĕнчен инçех те мар çерем çине вырттарчĕç. Самаях теттĕмленнĕ каç хăйĕн чаршавне карма хатĕрленет. Поленов нумай шутласа тăмарĕ, юнашарти кирпĕч çуртăн хапхинчен кĕчĕ те кил хуçи хĕрарăмĕпе пĕрлех тухрĕ. Лешĕн аллинче — шыв куркипе шурă алшăлли. Преподаватель студенткăн пуçне кăштах йăтрĕ те хĕр сăмси çывăхне пĕчĕк флакон илсе пычĕ. Кăмăллă инке алшăллине алтăрĕнчи шывĕпе йĕпетсе илчĕ, Лайдăн çамки çине хучĕ. Хĕр кăрт туртăнчĕ, самантрах куçне вăйсăррăн уçрĕ.
— Тавтапуçах, — ăшшăн тав турĕ çамрăк хĕрарăма Поленов. — Сире тепле тесе чĕнмеллеччĕ ĕнтĕ?
— Силемпи, — йăвашшăн кулкаларĕ хĕрарăм. — Мĕн пулнă вара ку чиперккене, тăнне çухатнă.
— Çав тайлăк пӳртри карчăк хăçантанпа пурăнать ку ялта? — хуравламасăрах ыйтрĕ унран Поленов.
Силемпи чипер сăн-питне ăнланман пек туртăнтарчĕ:
— Ăçти пӳртри?
— Вă-ăн çав, сиртен инçех те мар пӳртри... — аллине тĕллесех ăнлантарчĕ Вениамин Сергеевич.
Хĕрарăм кăлтăр кулса ячĕ. Сăпайлă та иккен унăн кулли.
— Мĕн калаçатăн, ыр çыннăм? Вăл çуртра тахçантанпах никам та пурăнмасть. Эпĕ ку яла качча килни çичĕ çул та иртрĕ ĕнтĕ, анчах ку çуртра никам пурăннине те астумастăп, калаçнине те илтмен, — терĕ вăл, Поленова та Ольăна та шалтах тĕлĕнтерсе.
— Мĕншĕн вара лапчăк пӳрте ял халăхĕ пăсас темест? Ахалех çĕр сая кайса выртать-çке, — татах пĕлесшĕн пулчĕ преподаватель.
Силемпи каçхи ĕнтрĕкре кăштах çӳçенсе илчĕ те:
— Упăшка ыран пăсасшăн пек калаçрĕ паçăр. Вăл ман тракторист та, бульдозерпа чыштарма ыйтнă ăна. Анчах халь ак бульдозерĕ ванса кайнă иккен тата. Тĕк тăнă çĕртех тем пулнă вара... — терĕ.
Унтан Поленовпа хĕрсене ырă каç сунчĕ те вырăсла хапха еннелле вĕтĕрти утăпа çивĕччĕн утса кайрĕ.
Юлнисем пĕр авка шăпăрт тăчĕç.
— Çухатрĕç пуль пире. Атьăр, каç пулсах лариччен çитер хамăр çурта, — сас пачĕ тем вăхăтран Поленов.
Студенткăсем пĕр сăмахсăрах вĕрентекен хыççăн хускалчĕç. Тин кăна инкекпе кăна мар, вилĕмпех куçа-куçăн тăнă пӳрт енне нихăшĕ те çаврăнса пăхмарĕ пулин те виççĕшĕ те виçĕ тĕрлĕ шухăшпа сĕмленчĕ. «Тĕлĕк курмастпăр-и эпир виçсĕмĕр те?.. — ыйтрĕ хăйĕнчен хăй Оля, хушăран вара тантăшĕн шурă мăйĕ çинчи кăвак паллăна шиклĕн сăнарĕ. Лайда, шурă кĕпеллĕскер, каç сĕмлĕхĕнче чĕрĕ мĕлке пек пычĕ. Вениамин Сергеевича шавах пĕр шухăш канăç памарĕ: «Мĕншĕн ванса кайнă-ха трактор? Мĕншĕн?.. Тен?..» Анчах пулни-иртнине шĕкĕлчекелесе нихăш те ни ырă, ни усал шарламарĕ.