Турăсăр тупнă телей
— Пăх-халĕ, мĕнле тайкаланса пырать вăл, самăртнă сысна пек. — Ара, ара, уринчен ури иртмест, шывне те çуршар витре кăна тултарчĕ.
— Хăйсен пуянлăхĕпе мухтанаççĕ, каппаяççĕ — мĕнле вара килне пăрăх тăрăх шыв çаплах кĕртеймеççĕ? Тахçанах Çемекки: «Кран пăрсан — шыв юхмалла, кнопка пуссан — пӳрте çветпа ăшăтмалла тăвап», — тетчĕ-çке.
— Ай, вĕсем тăвĕç те тăвĕç, эпĕр мар. Виççĕмĕш машинине, крусовойне, илсен шыв кĕртессипе ĕçлеме пуçăнап тесе калаçать тет-и...
— Пуйса кайрĕç, çын куççулĕ, çын инкекĕ çинче пуйса çитрĕç, вĕреçĕленсем!
— Ан та кала, пĕр вунă-вуникĕ çул хушшинче ним çук çĕртен çĕрме пуян пулса тăчĕç: ик-виç хутлă чул çурт лартрĕç, лаççи-мунчине, витине çĕнетрĕç, икĕ машин илчĕç.
— Ним çук çĕртен мар-ха, пурте пĕлеç вĕсем мĕнле пуйнине: денатурат, сăмакун сутса.
— Çавсем суту-илӳ пуçласан пĕтĕм ял арçынĕ ĕçке ерчĕ. Малтан кӳршинчен, Улюк Мишшинчен, пуçларĕç-ха вĕсем. Ĕçкĕшĕн сутса-ĕçсе пĕтерче Мишша хăй кил-çуртне (кайран хăй те ĕçкĕпех тĕп пулчĕ.) Арăмĕ, Улюк, чăтрĕ-чăтрĕ те — юлашкинчен ĕçке ерсе кайрĕ. Хуçăлчĕ хĕрарăм, пĕтрĕ. Çын ĕренкинчен тухрĕ: ни ачи кирлĕ мар, ним те кирлĕ мар. Ĕçкĕ çеç пултăр. Куç умĕнче тенĕ пек арканчĕ чипер кил-йыш. Çапла тата миçе çын пĕтрĕ, миçе çемье арканчĕ — йăлт эрехе пула. Эй, мĕн аякка каймалла, хамăн та килте пĕр чун илли пур. Пенси укçи те ача укçи çеç кĕтсе ларать.
— Ашшĕ-амăш кăна мар, ачи-пăчи те ĕçет халь. Ман кин учитĕлте ĕçлет. Вăл: «Шкула та ĕçсе пыракансем пур, — тет, — тăват-пилĕк ача ĕçке ерсе кайса пачах вĕренме çӳреме пăрахрĕç», — тет. Вăт пурнăç пуçланса кайрĕ, ваçка! Эпĕр çамрăк чухне капла пулнине астумастăп. Сăра ĕçнĕ. Ăна та кирек-мĕн ĕç тусан анчах, ăш хыпсан тутаннă. Халь пĕлмес мĕнле пурнăç пуçланса кайрĕ тульккăш. Йăлт çав Çемеккесем ял-йыша латран ячĕç. Ма çĕр çăтмасть мур пуçĕсене! Çын куççулĕ çинче виçĕ хутлă чул çурт лартрĕç. Çĕрлесерен мĕнле ыйхи килет-ши?
— Çапла, çапла... Ни саккун, ни милици çук тата сатанасем валли!
— Ялĕ пирĕн тĕттĕм ял, ытла улах çĕрте вырнаçнă: икĕ енчен — вăрман, тепĕр енчен — çыр-ма. Çавăнпа пушшех те никам сисекен, пĕлекен çук. Вăт асаççĕ ниçтан чару çукран. Çын килес-тăвас пулсан та — тимĕр хӳме. Кăнтăр кунĕнчех шалтан питĕрĕнсе лараççĕ. Денатурат илме пыракансене çеç хапăл вĕсем, Çемеккесем.
— Хӳмишĕн мар-ха — йыттишĕн кĕме хăраççĕ вĕсем патне. Эй! Кама кирлĕ?! Хам пулсан та çав йытă çине пырса кĕмес. Пăхма хăрушă: кашкăр та ун пек тискер пулмасть пуль. Ай, пулмастех. Эп пĕрре ывăл кивçенне тӳлеп тесе кайрăм та куртăм. Хăранипе чĕлхесĕр пулса лараттăм: хаярĕпе ниçта кайса кĕрейми хăй сăнчăрне хăй кăшлать йытти, шăртне тăратнă, куçĕ-пуçĕ вăкăрăнни пек юнпа пĕвеннĕ. Пĕрте-пĕр сăнчăрĕ татăлса каяс пулсан-и — такама та лăр-лар кăна туртса çурать вăл. Апатне пама Çемекке матки патне пымастăп тет. Валашкине çекĕлпе туртса илсе каялла та çекĕлпех тĕксе лартатăп тет.
— Ара, Çемекки йыттине юри хаяр пултăр, никама киле ан кĕрттĕр тесе хĕнет тет...
— Ай, Çемекке матки каллех шыва килет пулас. Ав тайкаланса пырать. Ну, эп кайрăм.
— Тăхта, инке, эп те пырап. Ăсса лартнă шыва витрене ярам-ха.
Çăл пури кутĕнче çапла калаçкаласа тăрсан икĕ хĕрарăм тулли витрисене çĕклерĕç те килĕсем еннелле утрĕç. Çемекке арăмĕпе танлашсассăн умра пыраканни йăл-йăл кулса:
— Ай, эс тепре те килетĕн ак. Вăт, вăр-вар çынсем çапла çав, эпĕр ав халĕ те çитсе пĕтереймерĕмĕр-ха, — терĕ.
— Килмелле пулчĕ çав. Чуста çăрма шыв çитмерĕ те, — пуш витрелли те йăл-йăл çиçсе сăмах хушрĕ.
Çиелтен куланçи турĕ Çемекке арăмĕ — чунĕнче вара ух! мĕн тери кураймарĕ вĕсене вăл: «Тьфу, навус хурчĕсем! Çынна кăшлама тухса тăратăр эсир çакăнта, — мăкăртатрĕ витрине çăла янă май, — ачу-пăчу та сирĕн навус хурчĕ!»
Ир-ирех упăшкипе, Çемеккепе, харкашу пулса иртрĕ-ха унăн. Халĕ, иккĕмĕш хут шыва килнĕ чух, пушшех мăртăхса тухрĕ:
— Шуйттан арçынĕ, эсремет, мана вăрçать, йытта япăх тăрантаратăн тет. Ман, мĕн, унтан ытла така пусса парас-и ăна? Пĕлмест хăй. Чим-ха, киле çитем ак, ăнлантарап йытти мĕншĕн ырханланса пынине, — килне утна чух та мăкăртатма пăрахмарĕ хĕрарăм.
Шыв витрисене алкумне лартса хăварса Çемекке арăмĕ пӳрте кĕчĕ. Упăшки çаплах çемçе диван çинче видеофильм пăхса выртать. Мăшăрĕ шăртне ниçта шăнăçтараймасăр пӳлĕм тăрăх каллĕ-маллĕ утнишĕн, мăш та маш сывланишĕн хăнк та тумарĕ вăл. Чăтаймарĕ хĕрарăм, видеона пырса чăнк сӳнтерчĕ.
— Яр тетĕп каялла, — хăтăрчĕ Çемекке.
— Çук, ямастăп.
— Итле-ха, сана мĕн кирле? Ăнланмарăм.
— Выртам терĕн-и? Ну, вырт, вырт апла! Шыв ăсса кил терĕм те, ăсса килмерĕн. Хăçан киле шыв кĕртен? Эп йăлт халтан кайрăм. Нимĕн те хĕрхенместĕн эс мана! Выртан, вырта-а-ан!
— Ну, хĕрарăм! Вă-ăт хĕрарăм! Юраса пĕтер ăна. Эсрел мар-и? Мĕн чухлĕ ытларах паратăн ăна, çавăн чухлĕ нумайрах кирлĕ ăна...
— Ки-ирлĕ, — витлесе илчĕ арăмĕ, — вăт, хăв кайса пăх-ха эс унта. Мĕнле инçе, мĕнле йывăр, вара урăхла юрлăн.
— Сан шыв патне те каймасан, апат пĕçермесен мĕн тумалла тата?! Килне-çуртне туса панă, выльăх-чĕрлĕхне хам пăхса пурăнап. Канлĕ пурăнса шыçăнса-мăнтăрланса кайрăн. Ача та çавăнпах çуратаймастăн эс. Кала, кама валли пухрăм эп çак мула?! Кăшкăрашса тăрать-ха тата вăл? Акă парап пĕрре янаххунтан, юрăхсăр! Кӳршĕри Улюк пур, вăл та пулин ача çуратать...
— Ах, Улюкпа танлаштарма пуçларăн-и эс мана? Сурнă эп ун пек алккашкăсем çине. Ача çуратать иккен вăл! Упăшки вилсен ик çултан ача çуратрĕ. Ачин ашшĕ кам пулнине хăй те пĕлмест теççĕ. Этем-и вăл? Манпа танлаштармалли çын тупнă. Ача çуратнă иккен Улюк! Мĕн усси унăн çуратни? Вăн, тухса пăх: тăватă çула çитнĕ — кутпа шуçса çӳрет ачи, карта айĕпе кĕрсе пирĕн йытă валашкинчен çисе пурăнатъ.
— Мĕнле йытă валашкинчен çисе пурăнать? Кам, Улюк ачи-и? Пирĕн йытă валашкинчен-и? — сасартăк тĕлĕнсе шăпланчĕ Çемекке.
— Урăх кам йыттинне, пирĕн йытăпа çисе пурăнать çав!
— Ан калаç...
— Мĕн ан калаçĕ. Хам куçпа хам куртăм. Паян пĕрремĕш рас шыв ăсма кайнă чух йытта апат парса хăвартăм. Эп çăл патне кайса килнĕ хушăра Улюк ывăлĕ валашка патне çитсе ларнă уш. Йыт апатне алпа ăсса çисе ларать. Мана курсан карта айĕпе упаленсе тухса тарчĕ. Шăрăх чух Динго чавнăччĕ, вăт çав шăтăкран. Эс пур — ман çине сиксе ӳкрĕн паян ир-ирех. «Йытта начар тăрантаратăн, типсех пырать, вăйсăр йытă хăравçă пулать», — тесе тулхăратăн. Мĕншĕнне пĕл эсĕ малтан ман çине кăшкăриччен. Пач пустуйран айăпа кĕртен мана, сӳтĕк!
— Чим-ха, йытти вара? Вĕрмест те-и?..
— Вĕрет сана! Лăм та тумасть. Юнашар ларнă та киленсе пăхса ларать. Ачине патакпа ислетесшĕнччĕ те — мана лучшĕ хăр-хар кăна турĕ. Чут алран çыртса илетчĕ. Укçа парса илсе килетĕн тата ухмаха.
Пĕр хушă Çемекке шухăша кайса чĕнмесĕр ларчĕ. Унтан сиксе тăчĕ, кил хушшине вирхĕнсе тухса кайрĕ.
— Тăхта, вĕрентеп сана йăпăлтатма ачапа! Кăтартап ăшшĕ! Патак сахал çиен-ха эс! — хулăн ал туйине çĕклесе йытти патне чупса пычĕ.
Лешĕ хăй хуçине курсан тискерленсе кайрĕ. Шăртне тăратрĕ, асав шăлĕсене йĕрсе хучĕ, куçĕ юнпа пĕвенчĕ. Тути хĕррисене чĕтрентерсе чун сӳлетсе каймалла хăрлатма пуçларĕ: «Хр-р-р! Р-р-р! Хр-р-хам! Хам!»
— Ах, эс мана-и? Çапла хаярланатăн-и? Хуçу çине хăрлатан апла?! Ме сана! Ме! Ак тата тепре! Ют ачана вĕрместĕн — ман çине талпăнан?! Ак сана! — Çемекке урса кайса сăнчăрти чĕрчуна вăрăм ал туйипе ăçтан килнĕ çавăнтан çапма-хĕнеме пуçларĕ. Ахаль те сивĕ куçĕсем тата та сиввĕнрех, кантăк пек курăнчĕç.
Çук, Динго йăвине тарса кĕмерĕ. Хăравçăланса йăпшăнса та выртмарĕ, нăйкăшмарĕ. Ун вырăнне пушшех урса кайса мĕнпур вăйран талпăнма пуçларĕ. Туя вĕçне çыртса илсе пăчкă кĕрпи пек ватса-тĕпретсе такрĕ.
Çемекке чупса кайса вите алăк хыçне сĕвентернĕ тимĕр кĕреплене илсе килчĕ:
— Вĕрентеп эп сана! Вĕрентеп хаяр пулма! Эп, мĕн, пустуйран саншăн виççĕр тенкĕ кăларса хутăм-и? Овчаркă мар — кашкăр тăвап ăшшĕ санран. Ме! Ак сана! — Тата хĕнерĕ, хĕнерĕ... ,
Лешĕн ĕнтĕ шăлĕ-çăварĕнчен юнлă сĕлеке юхма пуçларĕ, хăрлата-хăрлата сасси çĕтрĕ, анчах пурпĕр хирĕç тăма пăрахмарĕ. Курайманлăх, виçесĕр курайманлăх вутланчĕ чĕрчун куçĕнче. Пĕтĕм тĕнчене туртса çурма хатĕр курайманлăхчĕ ку...
Карта хушăкĕпе çак ĕç-пуçа мĕн паçăртанпах сăнаса тăракан пĕр чун пулчĕ тата кунта. Улюк ывăлĕччĕ вăл. Унăн хăранипе чарăлнă куçĕ Динго çине патак-кĕрепле анмассерен мăч та мăч хупăнчĕ.
Ак Çемекке йыттипе вăрçса тăранчĕ, кĕреплине пăрахрĕ те пӳрте кĕрсе кайрĕ.
Картишĕнче шăп пулса тăчĕ. Динго сассăр хăрлатни çеç илтĕнчĕ...
Кил хуçи кĕрсе çухалсанах карта айĕнчен пĕчек алă курăнса кайрĕ:
— Ам-ам... Ам-ам... — нăшăклатса чĕнчĕ ача лешенчен.
Кĕрепле аврине ниçта кайса кĕрейми кăшлакан Динго кам чĕннине тăруках ăнланса илеймерĕ пулин те, çак сасса илтсен шăпланчĕ. Шăпланчĕ те — çак самантра тĕнчере мĕн пур, çавна пĕтĕмпех татăкăн-татăкăн çурса тăкма хатĕр курăнакан куçĕсем пушшех тискерленчĕç, хăлхисем чăнк тăчĕç. Юнлă сĕлекине лăнкăрт çăтрĕ, хăйне кӳрентерекен çине сиксе ларма хатĕрленчĕ.
Анчах карта айĕнчен кăнтарса тăракан хытанка алла курсан, ача сассине палласа илсен Динго пĕр самантрах урăх йытă пулса тăчĕ: хăлхине лăпчăтрĕ, куçĕ ăшшăн çуталчĕ. Хӳрине вăлтăртаттарса карта патне хавассăн чупса пычĕ те хуралса-вараланса пĕтнĕ пĕчĕк алла юнлă чĕлхипе йăмпăлт-йăмпăлт çулама пуçларĕ.
— Ам-ам... Ам-ам... Ой-о-ой, ам-ам... — шеллевлĕн ачашларĕ йытта пуçĕнчен çав алă.
Хаярлăх, чунсăрлăх умĕнче Динго пĕр сасă та кăларманччĕ, анчах çепĕçлĕх, ачашлăх умĕнче чăтаймарĕ: куçĕ шывланчĕ, çинçен нăйкăша-нăйкăша илчĕ... Патак тытнă мăн арçын умĕнче пуçа пĕкменнине — пĕчĕк алă умĕнче чура пулса хырăмпа шурĕ...
Пӳрт алăкĕ шартлатрĕ те, Çемекке арăмĕ тухрĕ — карта леш енчи ача çавăнтах йăкăштин-йăкăштин кутпа шуçса тарчĕ.
— Хр-р-р! Хр-хам! Хам-хам! — кашкăррăн хăрлатса талпăнчĕ хĕрарăм енне Динго. Туласа вĕлерĕччĕ — сăнчăрĕ ямасть.
— Лайăх пулчĕ-и? Вăт сана, çав кирлĕ, харам пыр! Мана ята кĕртсе пурнан атту. У-у! — йĕкĕлтевлĕн сăмах хушса иртрĕ нӳхрепе сăра ăсма каякан.
Лиана Григорьева Пуканкасси яле (2015-02-19 09:32:44):
Сирĕн калава эпĕ наци радиовĕпе итлерĕм. Çав тери чуна йывăр пулчĕ итлеме. Мĕнле çырма пĕлетĕр?
снег (2015-02-19 18:35:17):
Питĕ пурнăçлă калав. Мĕн чухлĕ çын пĕтет сăмакун сутакансем пирки.Çын хуйхи çинче укçа тăваççĕ. Вулаттарасчĕ вĕсене çак калава,ачах, шел те, ăнланмĕç пуль, теп. Чунĕсем хытнă, хăйсенех тӳре кăларĕç. Кун пек калавсене шкулта аслă классенче сӳтсе явсан, тен, усси пулĕ.
маша (2016-01-23 22:16:53):
очень печально,за душу берет,до слез жалко ребенка
Ярмат (2016-01-24 14:03:01):
Паянхи кун ялсенче ĕçке ерсе, супашса пурăнас йăла вăй илнĕ çав. Пĕрисем çын хуйхи çинче укçа тăваççĕ, теприсем - çак каварлă шухăш тыткăмне лексе, эрех айне пулса, çынлăхран тухаççĕ. Автор çырса кăтартнă тĕслĕх пурнăçра пулма пултарни чĕрере пăлхавлă туйăм çуратать.