— Пăх-халĕ, мĕнле тайкаланса пырать вăл, самăртнă сысна пек. — Ара, ара, уринчен ури иртмест, шывне те çуршар витре кăна тултарчĕ.
— Хăйсен пуянлăхĕпе мухтанаççĕ, каппаяççĕ — мĕнле вара килне пăрăх тăрăх шыв çаплах кĕртеймеççĕ? Тахçанах Çемекки: «Кран пăрсан — шыв юхмалла, кнопка пуссан — пӳрте çветпа ăшăтмалла тăвап», — тетчĕ-çке.
— Ай, вĕсем тăвĕç те тăвĕç, эпĕр мар. Виççĕмĕш машинине, крусовойне, илсен шыв кĕртессипе ĕçлеме пуçăнап тесе калаçать тет-и...
— Пуйса кайрĕç, çын куççулĕ, çын инкекĕ çинче пуйса çитрĕç, вĕреçĕленсем!
— Ан та кала, пĕр вунă-вуникĕ çул хушшинче ним çук çĕртен çĕрме пуян пулса тăчĕç: ик-виç хутлă чул çурт лартрĕç, лаççи-мунчине, витине çĕнетрĕç, икĕ машин илчĕç.
— Ним çук çĕртен мар-ха, пурте пĕлеç вĕсем мĕнле пуйнине: денатурат, сăмакун сутса.
— Çавсем суту-илӳ пуçласан пĕтĕм ял арçынĕ ĕçке ерчĕ. Малтан кӳршинчен, Улюк Мишшинчен, пуçларĕç-ха вĕсем. Ĕçкĕшĕн сутса-ĕçсе пĕтерче Мишша хăй кил-çуртне (кайран хăй те ĕçкĕпех тĕп пулчĕ.) Арăмĕ, Улюк, чăтрĕ-чăтрĕ те — юлашкинчен ĕçке ерсе кайрĕ. Хуçăлчĕ хĕрарăм, пĕтрĕ. Çын ĕренкинчен тухрĕ: ни ачи кирлĕ мар, ним те кирлĕ мар. Ĕçкĕ çеç пултăр. Куç умĕнче тенĕ пек арканчĕ чипер кил-йыш. Çапла тата миçе çын пĕтрĕ, миçе çемье арканчĕ — йăлт эрехе пула. Эй, мĕн аякка каймалла, хамăн та килте пĕр чун илли пур. Пенси укçи те ача укçи çеç кĕтсе ларать.
— Ашшĕ-амăш кăна мар, ачи-пăчи те ĕçет халь. Ман кин учитĕлте ĕçлет. Вăл: «Шкула та ĕçсе пыракансем пур, — тет, — тăват-пилĕк ача ĕçке ерсе кайса пачах вĕренме çӳреме пăрахрĕç», — тет. Вăт пурнăç пуçланса кайрĕ, ваçка! Эпĕр çамрăк чухне капла пулнине астумастăп. Сăра ĕçнĕ. Ăна та кирек-мĕн ĕç тусан анчах, ăш хыпсан тутаннă. Халь пĕлмес мĕнле пурнăç пуçланса кайрĕ тульккăш. Йăлт çав Çемеккесем ял-йыша латран ячĕç. Ма çĕр çăтмасть мур пуçĕсене! Çын куççулĕ çинче виçĕ хутлă чул çурт лартрĕç. Çĕрлесерен мĕнле ыйхи килет-ши?
— Çапла, çапла... Ни саккун, ни милици çук тата сатанасем валли!
— Ялĕ пирĕн тĕттĕм ял, ытла улах çĕрте вырнаçнă: икĕ енчен — вăрман, тепĕр енчен — çыр-ма. Çавăнпа пушшех те никам сисекен, пĕлекен çук. Вăт асаççĕ ниçтан чару çукран. Çын килес-тăвас пулсан та — тимĕр хӳме. Кăнтăр кунĕнчех шалтан питĕрĕнсе лараççĕ. Денатурат илме пыракансене çеç хапăл вĕсем, Çемеккесем.
— Хӳмишĕн мар-ха — йыттишĕн кĕме хăраççĕ вĕсем патне. Эй! Кама кирлĕ?! Хам пулсан та çав йытă çине пырса кĕмес. Пăхма хăрушă: кашкăр та ун пек тискер пулмасть пуль. Ай, пулмастех. Эп пĕрре ывăл кивçенне тӳлеп тесе кайрăм та куртăм. Хăранипе чĕлхесĕр пулса лараттăм: хаярĕпе ниçта кайса кĕрейми хăй сăнчăрне хăй кăшлать йытти, шăртне тăратнă, куçĕ-пуçĕ вăкăрăнни пек юнпа пĕвеннĕ. Пĕрте-пĕр сăнчăрĕ татăлса каяс пулсан-и — такама та лăр-лар кăна туртса çурать вăл. Апатне пама Çемекке матки патне пымастăп тет. Валашкине çекĕлпе туртса илсе каялла та çекĕлпех тĕксе лартатăп тет.
— Ара, Çемекки йыттине юри хаяр пултăр, никама киле ан кĕрттĕр тесе хĕнет тет...
— Ай, Çемекке матки каллех шыва килет пулас. Ав тайкаланса пырать. Ну, эп кайрăм.
— Тăхта, инке, эп те пырап. Ăсса лартнă шыва витрене ярам-ха.
Çăл пури кутĕнче çапла калаçкаласа тăрсан икĕ хĕрарăм тулли витрисене çĕклерĕç те килĕсем еннелле утрĕç. Çемекке арăмĕпе танлашсассăн умра пыраканни йăл-йăл кулса:
— Ай, эс тепре те килетĕн ак. Вăт, вăр-вар çынсем çапла çав, эпĕр ав халĕ те çитсе пĕтереймерĕмĕр-ха, — терĕ.
— Килмелле пулчĕ çав. Чуста çăрма шыв çитмерĕ те, — пуш витрелли те йăл-йăл çиçсе сăмах хушрĕ.
Çиелтен куланçи турĕ Çемекке арăмĕ — чунĕнче вара ух! мĕн тери кураймарĕ вĕсене вăл: «Тьфу, навус хурчĕсем! Çынна кăшлама тухса тăратăр эсир çакăнта, — мăкăртатрĕ витрине çăла янă май, — ачу-пăчу та сирĕн навус хурчĕ!»
Ир-ирех упăшкипе, Çемеккепе, харкашу пулса иртрĕ-ха унăн. Халĕ, иккĕмĕш хут шыва килнĕ чух, пушшех мăртăхса тухрĕ:
— Шуйттан арçынĕ, эсремет, мана вăрçать, йытта япăх тăрантаратăн тет. Ман, мĕн, унтан ытла така пусса парас-и ăна? Пĕлмест хăй. Чим-ха, киле çитем ак, ăнлантарап йытти мĕншĕн ырханланса пынине, — килне утна чух та мăкăртатма пăрахмарĕ хĕрарăм.
Шыв витрисене алкумне лартса хăварса Çемекке арăмĕ пӳрте кĕчĕ. Упăшки çаплах çемçе диван çинче видеофильм пăхса выртать. Мăшăрĕ шăртне ниçта шăнăçтараймасăр пӳлĕм тăрăх каллĕ-маллĕ утнишĕн, мăш та маш сывланишĕн хăнк та тумарĕ вăл. Чăтаймарĕ хĕрарăм, видеона пырса чăнк сӳнтерчĕ.
— Яр тетĕп каялла, — хăтăрчĕ Çемекке.
— Çук, ямастăп.
— Итле-ха, сана мĕн кирле? Ăнланмарăм.
— Выртам терĕн-и? Ну, вырт, вырт апла! Шыв ăсса кил терĕм те, ăсса килмерĕн. Хăçан киле шыв кĕртен? Эп йăлт халтан кайрăм. Нимĕн те хĕрхенместĕн эс мана! Выртан, вырта-а-ан!
— Ну, хĕрарăм! Вă-ăт хĕрарăм! Юраса пĕтер ăна. Эсрел мар-и? Мĕн чухлĕ ытларах паратăн ăна, çавăн чухлĕ нумайрах кирлĕ ăна...
— Ки-ирлĕ, — витлесе илчĕ арăмĕ, — вăт, хăв кайса пăх-ха эс унта. Мĕнле инçе, мĕнле йывăр, вара урăхла юрлăн.
— Сан шыв патне те каймасан, апат пĕçермесен мĕн тумалла тата?! Килне-çуртне туса панă, выльăх-чĕрлĕхне хам пăхса пурăнап. Канлĕ пурăнса шыçăнса-мăнтăрланса кайрăн. Ача та çавăнпах çуратаймастăн эс. Кала, кама валли пухрăм эп çак мула?! Кăшкăрашса тăрать-ха тата вăл? Акă парап пĕрре янаххунтан, юрăхсăр! Кӳршĕри Улюк пур, вăл та пулин ача çуратать...
— Ах, Улюкпа танлаштарма пуçларăн-и эс мана? Сурнă эп ун пек алккашкăсем çине. Ача çуратать иккен вăл! Упăшки вилсен ик çултан ача çуратрĕ. Ачин ашшĕ кам пулнине хăй те пĕлмест теççĕ. Этем-и вăл? Манпа танлаштармалли çын тупнă. Ача çуратнă иккен Улюк! Мĕн усси унăн çуратни? Вăн, тухса пăх: тăватă çула çитнĕ — кутпа шуçса çӳрет ачи, карта айĕпе кĕрсе пирĕн йытă валашкинчен çисе пурăнатъ.
— Мĕнле йытă валашкинчен çисе пурăнать? Кам, Улюк ачи-и? Пирĕн йытă валашкинчен-и? — сасартăк тĕлĕнсе шăпланчĕ Çемекке.
— Урăх кам йыттинне, пирĕн йытăпа çисе пурăнать çав!
— Ан калаç...
— Мĕн ан калаçĕ. Хам куçпа хам куртăм. Паян пĕрремĕш рас шыв ăсма кайнă чух йытта апат парса хăвартăм. Эп çăл патне кайса килнĕ хушăра Улюк ывăлĕ валашка патне çитсе ларнă уш. Йыт апатне алпа ăсса çисе ларать. Мана курсан карта айĕпе упаленсе тухса тарчĕ. Шăрăх чух Динго чавнăччĕ, вăт çав шăтăкран. Эс пур — ман çине сиксе ӳкрĕн паян ир-ирех. «Йытта начар тăрантаратăн, типсех пырать, вăйсăр йытă хăравçă пулать», — тесе тулхăратăн. Мĕншĕнне пĕл эсĕ малтан ман çине кăшкăриччен. Пач пустуйран айăпа кĕртен мана, сӳтĕк!
— Чим-ха, йытти вара? Вĕрмест те-и?..
— Вĕрет сана! Лăм та тумасть. Юнашар ларнă та киленсе пăхса ларать. Ачине патакпа ислетесшĕнччĕ те — мана лучшĕ хăр-хар кăна турĕ. Чут алран çыртса илетчĕ. Укçа парса илсе килетĕн тата ухмаха.
Пĕр хушă Çемекке шухăша кайса чĕнмесĕр ларчĕ. Унтан сиксе тăчĕ, кил хушшине вирхĕнсе тухса кайрĕ.
— Тăхта, вĕрентеп сана йăпăлтатма ачапа! Кăтартап ăшшĕ! Патак сахал çиен-ха эс! — хулăн ал туйине çĕклесе йытти патне чупса пычĕ.
Лешĕ хăй хуçине курсан тискерленсе кайрĕ. Шăртне тăратрĕ, асав шăлĕсене йĕрсе хучĕ, куçĕ юнпа пĕвенчĕ. Тути хĕррисене чĕтрентерсе чун сӳлетсе каймалла хăрлатма пуçларĕ: «Хр-р-р! Р-р-р! Хр-р-хам! Хам!»
— Ах, эс мана-и? Çапла хаярланатăн-и? Хуçу çине хăрлатан апла?! Ме сана! Ме! Ак тата тепре! Ют ачана вĕрместĕн — ман çине талпăнан?! Ак сана! — Çемекке урса кайса сăнчăрти чĕрчуна вăрăм ал туйипе ăçтан килнĕ çавăнтан çапма-хĕнеме пуçларĕ. Ахаль те сивĕ куçĕсем тата та сиввĕнрех, кантăк пек курăнчĕç.
Çук, Динго йăвине тарса кĕмерĕ. Хăравçăланса йăпшăнса та выртмарĕ, нăйкăшмарĕ. Ун вырăнне пушшех урса кайса мĕнпур вăйран талпăнма пуçларĕ. Туя вĕçне çыртса илсе пăчкă кĕрпи пек ватса-тĕпретсе такрĕ.
Çемекке чупса кайса вите алăк хыçне сĕвентернĕ тимĕр кĕреплене илсе килчĕ:
— Вĕрентеп эп сана! Вĕрентеп хаяр пулма! Эп, мĕн, пустуйран саншăн виççĕр тенкĕ кăларса хутăм-и? Овчаркă мар — кашкăр тăвап ăшшĕ санран. Ме! Ак сана! — Тата хĕнерĕ, хĕнерĕ... ,
Лешĕн ĕнтĕ шăлĕ-çăварĕнчен юнлă сĕлеке юхма пуçларĕ, хăрлата-хăрлата сасси çĕтрĕ, анчах пурпĕр хирĕç тăма пăрахмарĕ. Курайманлăх, виçесĕр курайманлăх вутланчĕ чĕрчун куçĕнче. Пĕтĕм тĕнчене туртса çурма хатĕр курайманлăхчĕ ку...
Карта хушăкĕпе çак ĕç-пуçа мĕн паçăртанпах сăнаса тăракан пĕр чун пулчĕ тата кунта. Улюк ывăлĕччĕ вăл. Унăн хăранипе чарăлнă куçĕ Динго çине патак-кĕрепле анмассерен мăч та мăч хупăнчĕ.
Ак Çемекке йыттипе вăрçса тăранчĕ, кĕреплине пăрахрĕ те пӳрте кĕрсе кайрĕ.
Картишĕнче шăп пулса тăчĕ. Динго сассăр хăрлатни çеç илтĕнчĕ...
Кил хуçи кĕрсе çухалсанах карта айĕнчен пĕчек алă курăнса кайрĕ:
— Ам-ам... Ам-ам... — нăшăклатса чĕнчĕ ача лешенчен.
Кĕрепле аврине ниçта кайса кĕрейми кăшлакан Динго кам чĕннине тăруках ăнланса илеймерĕ пулин те, çак сасса илтсен шăпланчĕ. Шăпланчĕ те — çак самантра тĕнчере мĕн пур, çавна пĕтĕмпех татăкăн-татăкăн çурса тăкма хатĕр курăнакан куçĕсем пушшех тискерленчĕç, хăлхисем чăнк тăчĕç. Юнлă сĕлекине лăнкăрт çăтрĕ, хăйне кӳрентерекен çине сиксе ларма хатĕрленчĕ.
Анчах карта айĕнчен кăнтарса тăракан хытанка алла курсан, ача сассине палласа илсен Динго пĕр самантрах урăх йытă пулса тăчĕ: хăлхине лăпчăтрĕ, куçĕ ăшшăн çуталчĕ. Хӳрине вăлтăртаттарса карта патне хавассăн чупса пычĕ те хуралса-вараланса пĕтнĕ пĕчĕк алла юнлă чĕлхипе йăмпăлт-йăмпăлт çулама пуçларĕ.
— Ам-ам... Ам-ам... Ой-о-ой, ам-ам... — шеллевлĕн ачашларĕ йытта пуçĕнчен çав алă.
Хаярлăх, чунсăрлăх умĕнче Динго пĕр сасă та кăларманччĕ, анчах çепĕçлĕх, ачашлăх умĕнче чăтаймарĕ: куçĕ шывланчĕ, çинçен нăйкăша-нăйкăша илчĕ... Патак тытнă мăн арçын умĕнче пуçа пĕкменнине — пĕчĕк алă умĕнче чура пулса хырăмпа шурĕ...
Пӳрт алăкĕ шартлатрĕ те, Çемекке арăмĕ тухрĕ — карта леш енчи ача çавăнтах йăкăштин-йăкăштин кутпа шуçса тарчĕ.
— Хр-р-р! Хр-хам! Хам-хам! — кашкăррăн хăрлатса талпăнчĕ хĕрарăм енне Динго. Туласа вĕлерĕччĕ — сăнчăрĕ ямасть.
— Лайăх пулчĕ-и? Вăт сана, çав кирлĕ, харам пыр! Мана ята кĕртсе пурнан атту. У-у! — йĕкĕлтевлĕн сăмах хушса иртрĕ нӳхрепе сăра ăсма каякан.
Çемекке арăмĕ курка йăтса кĕчĕ. Сăра ăсма кайичченех çĕрти-çӳлтине асăнса ятлаçакан упăшки халĕ те лăпланман иккен. Тин çеç йыттипе вăрçăнатчĕ, халĕ Улюкпа ун ачи çине сиксе ӳкнĕ:
— Пурăнать çĕр çинче çăкăр çĕртсе, сывлăша вараласа! Çĕрулми лартса тăваймасть та-ха вăл, пĕртен-пĕр ывăлне пăхаймастъ, намăссăр хĕрарăмĕ. Малтанхи ачи те çаплах, пăхайманранах, вилчĕ.
— Пĕр Улюк кăна-и? Çур ялĕ ытла çавнашкал. Мĕн акни-лартни те çум айĕнче. Ачи-пăчи бандитра. Поголовно ĕçеççĕ. Куçпа курас килмест çыннисене. Çампа сана тахçанах айта хулана каятпăр тетĕп. Çак кил-çурта тăвас укçапа пĕр квартир илсе ямаллаччĕ те лучшĕ пулатчĕ. Итлемерĕн мана. Вăт халь лар тулашса.
— Эс, хĕрарăм, нумай пĕлен! Хулана кайсан ăçта, мĕн ĕçлесе илен унта? Иксĕмĕр те сакăр класс анчах пĕтернĕ, пĕр професси алла илмен. Кунта хăть денатурат, сăмакунккă сутса тупăш тăватпăр. Ялта алккаш пĕтес çук. Колоратă нăррисем мар-и вĕсем: мĕн чухлĕ пĕтеççĕ — çавăн чухлĕ нумайрах ĕрчеççĕ. Вăн Улюк ачи миçе çул кутпа шуçса çӳрет — а нипочем кăнмасть. Мĕн усси унтан, кама юрăхлă çын пулать вăл ӳссе çитĕнсен?! Патшалăх тата ун пеккисемшĕн, уксах-чăлах тесе, инвалид укçи уйăрать, тепри ĕçлесе ун чухлĕ илеймест. А кам укçи каять унта?! Пирĕн укçа, пирĕн, ĕçлекенсен укçи, каять унта! Ма çавна ăнланмаççĕ-ши пуçлăхра ларакансем? Эпĕ пĕрре темле хаçатра вуланăччĕ: тахăш çĕр-шывра ун пеккисене — чăлахсемпе дебилсене çуралсанах е хырăмра чухнех укол туса вĕлереççĕ тет. Вăт ăслă вĕсем, вăт çавăнпа пуян, пурнăçĕ те малалла каять. А пирĕн? Пирĕн инвалиднăй çуртсем туса тултарнă: гуманизм çĕклеççĕ, çы-ынлăх теççĕ, хăйсем çаплах тислĕк ăшĕнче йăраланаççĕ. Мĕн вăл «гуманизм»? Уксах-чăлаха чĕрĕ хăварса ăна ĕмĕр тăршшĕпе асаплантарса пурăнни-и? Тата хăйсем кăна мар — ашшĕ-амăшне, çемйине, обществăна асаплантарса пурăнаççĕ-çке-ха вĕсем! Ăçта кунта ÇЫНЛĂХ? Мĕн усси вăл чăлахсенчен? Ман шутпа, пурăнмалла мар ун пеккисен çĕр çинче! Çуралсанах тĕп тумалла вĕсене!
— Эс сăруна ĕç-ха, илсе кĕрттертĕн те — ĕçместĕн ху. Ĕç, лăплан кăштах. Ав тăнлавунти юн тымарĕсем хĕрелсе, хăпарса кайнă. Таçта аптраса ан ӳк.
— Ăçта лăпланан унта! Чĕре тулашать. Ăфп... ăфп... — кăпăклă сăрине сыпрĕ. — Ха! Улюк ачи тесе ман йытта сая ямалла-и? Виççĕр тенкĕ парса илсе килтĕм ăна хула пасарĕнчен, таса овчаркă! Мĕн чухлĕ хаярлатмарăм эп ăна, çвер туса çитертĕм темелле. Вăл пур — Улюк ачи ăна йăпăлтатма вĕрентет иккен! Тăхта, кăтартап ăшшĕ вăл анчăк çурине! Тепре пытăр йыт патне — вĕслетсе лăр-лар кăна туртса çуртарап. Çапла! Туласа вĕлертĕр! Саккун та ним те тумасть мана вăл çĕр ăманĕшĕн. Калап: эп хам картишне туртса кĕмен ăна теп, кам çуратнă çавăн пăхмалла пулнă, теп. Нечево, пăхмастăн пулсан, ача çуратса ларма. Ман шутпа, уксах-чăлахсене çуратса вĕсене пăхмасăр усракансен те çĕр çинче утса çӳремелле мар!
Ятлаçрĕ, ятлаçрĕ Çемекке, вĕçне-хĕрне пĕлмерĕ. Арăмĕн итлес килми те пулса çитрĕ. Апат пĕçерме каям-ха тесе аяккалла пăрăнчĕ вара вăл. Таçта та, тем патне те çитрĕ кĕрлевĕнче кил хуçи. Ларсассăн та, выртсассăн та лăпланаймарĕ. Каçалла сулăнсан тин шăплана пуçларĕ, ывăнчĕ пулас. Анчах апата ларсан хирĕлӳ çĕнĕрен хыпса тухрĕ:
— Миçе каламалла сана: çиеймес эп çак çуллă кăлпассине. Анмасть вăл ман пыртан, йĕклентерет! Копченнăйне ил мана валли тесе каламан-им эп сана?!
— Мĕн шуйттанĕ кăшкăран эс ман çине! Çуккăччĕ лавккара копченнăйĕ. Çăвăрлас-им ман? Виçĕм кун машинупа хулана денатурат илме кайрăн, ма илсе килмерĕн тата?
— Ăçтан мур пуçĕнчен пĕлеп эп: хăш продукчĕ пĕтнĕ пирĕн, хăшĕ пĕтмен? Эс кил хуçи хĕрарăмĕ пуль, ма каласа ямарăн?
— Çиейместĕн пулсан ан çи, кам çилумпа çитерет сана? Ак яшка пĕçертĕм, хăйма яр, шарккупа çиме хур ăшаларăм, шăрттанĕ те пур.
Çемекке яшкине çур чашăк пек çирĕ те хур тукмакки тытрĕ, пĕр-ик çыртăм турĕ:
— Тьфу! Мĕнле кун пулчĕ паян? Е ашĕ ку сан пиçсе çитмен, е ватă хур ашĕ пулнипе чăмланмастъ. Иртнинче те çавăн пекчĕ. Тек ан сĕн мана çакна. Кăркка ашĕ пур вĕт — çавна ăшала.
— Хăв эсĕ чăмланмастăн, пиçсе çитменскер! Йăлт килĕшмест ăна, йăлт килĕшмест! Ĕнер — котлечĕ типĕччĕ, паян — кăлпассийĕ çуллă, то — пуллин вăлчи сахал, пылĕ — çăка пылĕ мар... Килĕшмест тĕк эп пĕçерни — тыт та пĕçер ху. Йыттуна та хăв тăрантар, атту эп ăна мăнтăрлатаймастăп, — сĕтел хушшинчен тухса çывăрмалли пӳлĕмне кĕрсе кайрĕ арăмĕ.
— Мĕн, йытта апат парасси те йывăр пула пуçларĕ-им? Ах, наян-çке, ах, кахал! Мĕнле хăвна йăтса çӳрен тульăк... Ха, йытта апат парайми пулса çитрĕ вăл халь. Выртса кӳпчех ĕнтĕ, сысна ыйхи, хамах тухса çитереп.
— Кастрюльти яшкине ан яр, ыран сыснасене пама кирлĕ.
— Хамах пĕлеп, вĕрентсе вырт тата. Çапла вăрçкаласа Çемекке пĕчĕк витрине сĕтел çинчи апат-çимĕç юлашкине, çăкăр тĕпренчĕкĕсене шăлса ячĕ. Уйран хушрĕ тăрăлса ларнине. Çăнăх ярса пăтратрĕ çăралма.
Пуçне малти урисем çине хурса, куçне хупса выртакан Динго патне пычĕ çеç Çемекке — лешĕ куç шуррисене çавăрса хурса шăлĕсене шăтăртаттарса хăрлатма пуçларĕ:
— Хр-р-р! Р-р-р! Хр...
— Ну-ну! Пăтранса ан тăр! Эп ку — хуçу, апат пама килтĕм, — йытă валашкине патакпа туртса хăй патне куçарма тăчĕ Çемекке.
Анчах Динго сасартăк выртнă çĕртен патак çине сиксе ӳкрĕ, кăшлама пуçларĕ.
Кунашкал ĕç тухманнине кура Çемекке лаççа кайса вучахран кĕл туртмалли пĕчĕк тимĕр турчăка илсе килчĕ. Çекĕлĕпе çаклатса валашкана хăй патне куçарчĕ те апатне унта ячĕ, турчăкипех каялла тĕксе лартрĕ. Анчах Динго апачĕ çине çаврăнса та пăхмарĕ, хăрлатрĕ çех.
— Çи, мĕн кирлĕ тата?
— Хр-р-р! Р-р!
— Çи, сатана!
— Хр-хам!
Çемекке тек чăтаймарĕ, сирпĕнсе кайрĕ:
— Ах, эс çапла-и? Пăхăнтаран апла? Ме, тимĕр турчăка тутанса пăх эппин! На сана, на! — йытта пуçĕнчен, сăмсинчен, çурăмĕнчен алри япалипе çине-çине çапа пуçларĕ.
Ытла хытă ыратнипе Динго каялла сикрĕ, карта çумне тĕршĕнчĕ. Хаяррăн çиçекен куçĕсемпе хуçи çине хыпса çăтаслăн пăхрĕ. Курайманлăх, виçесĕр курайманлăх пулчĕ вăл пăхнинче.
Урса кайнă Çемекке татах, çапасшăн пулса, йытă патне пĕр утăм турĕ. Анчах Динго кĕтмен çĕртен ялт сикрĕ те турчăка тытнă алла лăр-лар кăна туласа илчĕ, сăнчăрĕ çитнĕ пулсан хуçин пырне ним мар кăшласа татнă пулĕччĕ. Çемеккен тимĕр турчăки çĕре ӳкрĕ. Пĕр хушă хăй алли çине нимĕн чĕнмесĕр, хускалмасăр пăхса тăчĕ: пăтăр-пăтăр юн тумлать.
— Чунна кăларса илеп санне куншăн... — терĕ кăштахран Çемекке шăл витĕр. — Çук, хĕнесе вĕлермес эп сана... выçтарса, типĕтсе вĕлереп. Ан та пул лучшĕ çĕр çинче. — Çапла каларĕ те аллине кĕпе аркипе тытса пӳрте кĕрсе çухалчĕ.
Тавралăх тĕксĕмленсех кайрĕ. Пĕлĕт ачисем таçти вараланчăк лупашкара ашкăнса хуралса пĕтнĕ те халĕ хыçран хăвалакан амăшĕнчен сиккипе тараççĕ. Вĕсем хыççăн пăш çĕкленсе юлнă тусан сăмсана кăтăклантарать. Сунасласах илет вара Динго. Сунасламассерен çăралса-хытса ларнă юн катăкĕсем сирпĕнсе тухаççĕ, çан-çурăм сурса ыратать. Апла пулин те йыттăн чăнк тăратнă хăлхи кашни сас-чĕвве сисет, уйăрать.
Акă кӳршĕсем енчен такам кутпа шуçса килни илтĕнчĕ. Çитрĕ. Мăш-мăш сывлать, карта çурăкĕнчен кил хушшинче кам пуррине сăнать. Кĕç карта айĕнчи шăтăкран тăрмаланчăк çӳçлĕ ача пуçĕ курăнчĕ, унтан — ырхан кĕлетке. Шуса тухрĕ ача. Ларчĕ. Ун-кун пăхкаларĕ. Дингăна курчĕ те:
— Ам-ам... — терĕ куççуль витĕр Çемекке епле çĕмĕрĕлнине пĕтĕмпех итлесе ларнăскер.
Йытăсем хăйсем шутсăр юратакан çын умĕнче хырăмпа шуçса йăпăлтатаççĕ. Динго та ача патне çапла — шуçса çитрĕ. Мăнăскер, выртсассăн та лараканскертен çӳллĕрех курăнчĕ вăл. Хӳрине пăлтăртаттарса, хăлхине лăпчăтса Улюк ывăлне пичĕн-куçĕнчен, аллисенчен нăйкăшса çуларĕ чĕрчун. Куçĕсем телейлĕн çиçрĕç.
— Ой-ой, ам-ам, ой-о-ой... Пу-пу, ам-ам? Пу-пу? — ача хĕрхенсе мăйĕнчен ыталарĕ Дингăна.
— Ов-в... о-ов-в... — пу-пу, пу-пу çав тени пулчĕ-ши ĕнтĕ ку, пуçĕпе юлташĕн хул хушшине тĕрĕнсе шăппăн йынăшрĕ йытă.
— Ам-а-ам... Ой-о-ой... — арçын ача ăна хăй пĕлнĕ пек йăпатрĕ: хăлхисенчен, куçĕсенчен ачашларĕ, сăмсинчен чуптурĕ. Унтан каллех мăйĕнчен ыталарĕ. Çапла икĕ мĕскĕн чун чылайччен хускалмасăр ларчĕç: сип-сивĕ тĕнчере пĕр-пĕрин ăшшипе ăшĕнчĕç вĕсем...
Кăштахран пĕр-ик утăмри валашкаран апат шăршине туйса ача хăй ытамне вĕçертрĕ, сăмсине нăш-нăш туртрĕ те сурчăкне лăнкăрт çăтрĕ. Çатăртатсах выçать-çке хырăмĕ: ирхине Çемекке арăмĕ çитсе кĕнине пула çисе ĕлкĕреймерĕ.
Васкаса кутпа йăкăштин-йăкăштин шуçса пычĕ валашка патне вăл. Вара тепĕр самантранах пурин çинчен те манса кайрĕ: хырăм çине выртса уйранлă-яшкаллă шĕвеке çăткăннăн, нихăçан курманла чыхăнса ĕçме пуçларĕ. Темле тискер кайăк çури майлах курăнчĕ. Наччас хушăра тĕпĕнчи «çăри» патне çитрĕ. Çĕкленчĕ те — çара урисемпе йывăç валашкана ик енчен хĕстерсе — çăнăхлă, çĕрулмиллĕ, çăкăр тĕпрен-чĕкесемлĕ çăра апата аллисемпе илсе çиме пуçларĕ. Чăмламасăр, васкаса, такам туртса илесрен хăранăн çăтрĕ те çăтрĕ. Çак тĕнчере вăл тата валашкари йытă апачĕ çеç пулчĕ халĕ уншăн. Инçех мар ун çине ытарайми, ик куç тулли юра-тупа пăхса ларакан Дингăна та асăрхамарĕ ача. Чыхăнса кайса çăтрĕ...
Самантрах çисе ячĕ вăл йытă апатне.
Хырăмĕ сывлаймиех тулса ларчĕ пулин те, тăраннине туймарĕ. Валашка çумне çыпăçнă çăнăха пĕчĕк пӳрнипе шăлса хыпрĕ, «пытанса» юлнă çĕрулми турамне тупса çисе ячĕ. Чăн юлашкинчен уйрăммăн йывăç савăт тĕпне выртса юлнă шăмă татăкне асăрханса илчĕ. Ăна çуларĕ, çуларĕ, унтан çăварне хыпса ĕмкĕч ĕмнĕ евĕр начлаттарса ĕмме пуçларĕ.
Чылайччен ларчĕ ача çапла. Çумăр вĕтĕртетме пуçланине те, çил хыттăн каснине те сисмерĕ. Пуçне усса шухăша кайнăн курăнчĕ пулин те ун пуçĕнче нимĕнле шухăш та пулмарĕ. Пĕтĕм кăмăл-туйăмĕ халĕ унăн çак шăмă çинче, ĕмнĕçем çăвара килекен сĕткенлĕх çинче пулчĕ.
Ларсан-ларсан сивĕ çапнине, ыйхă пуснине туйма пуçларĕ, анчах вырăнтан хуçкалма вăй-хăват çитереймерĕ. Мĕн паçăртанпах чун парăнулăхĕпе пĕчĕк тусĕ çине пăхса ларакан Динго çакна сисрĕ. Йĕм пĕççинчен ачашшăн çыртса ачана хăй йăви еннелле туртанçи турĕ. Лешĕ, ĕнтĕркенипе куçĕ хупăнсах ларать пулсассăн та, çăмламас тусĕ ăçталла сĕтĕрнине тавçăрса илчĕ: куçне уçмасăрах тенĕ пек хыççăн шуçрĕ, упаленсе йăвана кĕчĕ...
Кĕнĕ-кĕмен Динго çине пуçне хурса ним пĕлми çывăрса кайрĕ вăл. Тулта аслати авăтрĕ, çиçĕм çиçрĕ. Тĕнче хаярланса, тискерленсе кĕрлерĕ, такама чышкипе юнарĕ. Çӳхе хăмасенчен çапкаласа тунă йăвара йытта ыталаса мăшлаттарсах çывăракан пĕчĕк ача нимĕн те илтмерĕ, туймарĕ, çăварти шăммине çеç пылаккăн начлаттарчĕ...
Виçĕ хутлă чул çуртра вара Çемекке ниепле те çывăрса каяймарĕ. Тĕк тӳшек çинче çавăрăнчĕ, пĕтĕрĕнчĕ. Хулăн утиялне пуç таран туртса витрĕ, тепре ăна тапса уçса пăрахрĕ — ыйхи пурпĕр килмерĕ. Çапла пĕрремĕш мар асапланать вăл. Мĕн çак çĕнĕ пӳрте хута янăранпах путлĕн çывăрса каяймасть: çĕрĕ-çĕрĕпе усал-тĕсел тĕлĕкпе аташать, лачкам пулса вăранса каять.
— Мĕншĕн? Мĕншĕн? — вырăнĕ çинчен тăрса ларса пăшăлтатрĕ Çемекке хăй тĕллĕнех. — Паян йытă туланă алă сурса ыраттăр-ха. Анчах ытти чухне? Пачăшкă илсе килсе кил-çурта çветить тутармаллах пулĕ. Ĕненеп-и, ĕненмес-и унта — пурпĕр. Тен, усси пулать. Кам пĕлет, тен, чăнах, пур та-и вăл темскерле хăватлă сывлăш?
Тарлă ĕнсине сывă ал тупанĕпе шăлса илчĕ. Тăрса тĕттĕм пӳлĕм тăрăх уткаларĕ Çемекке.
«Пылпа ăшă сĕт ĕçни ыйха лайăх килтерет тенине илтсеччĕ. Ĕçсе пăхам-ха», — шутларĕ вăл.
Кухньăна кайса сĕтне ăшăтрĕ, пылне виçĕ мăн кашăк ячĕ, пăтратса пĕр-ик çăвар сыпрĕ.
— Фу, ытла пылак кун пек, çăтма çук. Кулачăпа çыртса çисен мĕнле ĕнтĕ.
Кăмăлне пусарса аран-аран çисе-ĕçсе ячĕ сĕтпе çăкăрне Çемекке. Хыççан каллех вырăнĕ çине кайса выртрĕ. Çавăрăнчĕ, пĕтĕрĕнчĕ... Çук, ыйхă килме мар, пушшех кансĕр пулса кайрĕ ăна: вар-хырăмĕ кӳпĕннĕ пек, пыр тĕпĕнче темскер вĕçĕм йĕкĕлтесе-йĕклентерсе тăрать пек...
— Уф-ф! — Çемекке чӳрече умне пычĕ. Тескер, асар-писер çанталăк тул енче. Çумăр çăвать, çил кĕрлет. Чӳрече умĕнчи чие йывăççин тураттийĕсем çил хумĕпе авăнса-силленсе илмессерен темĕнле хăруш чĕрчун вăрăм чĕрнийĕсемпе кантăкран чăрмаланăнах туйăнать. Тулашать, тискерленет çав чĕрчун, лач та лач сурать кантăк çине. Кĕç-вĕç вирхĕнсе кĕрсе Çемеккене пăвса пăрахассăнах аллисене кăнтарать. Вăл кăна мар, йывăç ĕмĕлки пӳлĕм стенисем çине ӳкет те Çемеккене хăй тавра арçури туйĕ сикнĕ пек туйăнса каять. Шăхăрса, ӳлесе ташлаççĕ усал-тĕселсем...
— Тьфу, ыранах касса пăрахап ку чие тĕмне, çырлу качку, — чăннипех шикленсе каялла чакрĕ кил хуçи.
Чун сӳлетĕвне ирттерес тесе çутă çутрĕ, пирус туртса ячĕ. Çапах та лăпланаймарĕ. Нимĕн тума аптрарĕ. Вара видеофильм курма шутларĕ, кăнтăрла арăмĕ пăхса пĕтерме паманччĕ.
— Пĕчĕклет сассине! Хăв çывăрмастăн — çынсене те çывратмастăн. Çĕрĕ-çĕрĕпе утатăн! Куçа уçнă çĕре вĕри апат ыйтатăн тата! — кăшкăрчĕ арăмĕ юнашар пӳлĕмрен.
Çемекке чĕнмерĕ. Телевизор сассине пĕчĕклетрĕ те çемçе диванĕ çине тăсăлса выртрĕ. Пурин çинчен те манас тесе тимлесе пăхрĕ. Пурпĕр пуçа нимĕн те кĕмерĕ. Çаплах чĕрене айăн-çийĕн шухăш-кăмăл канăç памарĕ: ыйхă килмерĕ. Çаврăнчĕ, пĕтĕрĕнчĕ. Ир енне тин кăтăш пулчĕ...
Анчах унта та пулин путлĕн çывăрасси пулмарĕ, арăмĕ çĕмĕрттерсе кĕрсе хăлха çурăлмалла çухăрашма пуçларĕ:
— Çĕрĕпе çывăрмастăн, намăссăр этемми! Хĕвел тухрĕ те — харлаттаран. Тухса пăх йыттуна: каллех Улюк ачипе йăпăлтатса ларать! — тĕрĕссипе, Çемекке арăмĕшĕн йытти кампа мĕнле ларни пĕлтерĕшлех марччĕ — ятлаçмалли сăлтав кăна кирлĕ пулчĕ ăна.
Малтанах ыйхинчен вăратнăшăн арăмне çутăлтарса та ярасшăнччĕ Çемекке, хирĕç кăшкăрасшăнччĕ, анчах йытăпа ача çинчен илтсен ун пек хăтланмарĕ.
— Ачи халь те картишĕнче-и? — терĕ çеç çиллессĕн.
— Çук, мана курсан каллех карта айĕпе тухса тарчĕ. Çăварне шăмă хыпнă хăй.
— Мĕн, йыттине апат патăн-им?! Пама хушрăм-и эп сана ĕнер?
— Ан кăшкăр ман çине! Шутсăр кирлĕ мана сан йытту. Ĕçсĕр аптранă эп кунта ăна тăрантарса çӳреме. Ахаль ир пуçласа каçчен ĕçлеп, ĕçлеп, — нăшăклатма пуçларĕ Çемекке арăмĕ, — çапах ним вырăнне те хумастăн мана, пĕрмай кăшкăран. Ав çав Улюк пек ĕçсе çапкаланса çӳретĕп пулсан, айта, кăшкăрни те юрĕччĕ. Улюкĕ ĕнтĕ касу янă чухне тин аран-аран сулланса кĕрсе кайрĕ килне: таçти лупашкара çĕр каçнă ĕнтĕ каллех.
— Сана вырăна хурас тесе ал çинче йăтса çӳремелле-и ман? Ырханлан малтан, ача çуратса пар — вăт ал çинче йăтса çӳрĕп вара. Кунĕпе ĕçлет вăл! Пĕр ĕне сăван та апат пĕçерен, эрнере пĕрре урай йĕпетсе тухан. Пĕтĕм ĕçĕ те çав сан. Тата кăшкăрса тăратăн кунта. Чĕлхӳне çырт та çухал куç умĕнчен! Атту... Атту... — хăмсарчĕ Çемекке.
Арăмĕ урăх ним те шарламарĕ. Питне хупласа, ĕсĕклесе пӳртрен чупса тухса кайрĕ.
— Пăх-халĕ, асса кайрĕ ку хĕрарăм! Хам тунă кил-çуртра сăмахсăр утăм тутармасть. — Çемекке шутсăр тарăхнипе хĕп-хĕрлĕ хĕрелсе кайрĕ, чĕтремех ерчĕ. — Тăхта, влаç тытма вĕрентеп сана ăшшĕ! Патак çисе курман-ха ку таранччен. Çавăнпа каскăн лаша пек шăмарса çӳрет. Патак, пата-ак лайăх юсать этеме! Улюкĕ те патак çименнипе манран мăшкăлласа пурăнать. Чĕррĕн кулать вĕт, э? Тăхта, вĕрентеп ăна та хамран кулма. Ачи-пăчи качки çĕр çинчен тасатап. Ан пурăнччăр ун пеккисем çĕр çинче!
Чышкисене чăмăртаса пӳртрен сирпĕнтерсе тухрĕ Çемекке.
Ĕнер каçалапа пуçланнă çумăр халĕ те çăвать. Аслати авăтса илет хушăран. Шăлĕсене шатăр-таттарса пыракан Çемекке нимĕн те асăрхамарĕ, никама та курмарĕ. Алкумĕнчи хулăн туяна йăтрĕ те кӳршĕри Улюк патне талкăштарчĕ.
— Укçа ыйтма ан ман! Икĕ çур литршăн халĕ те укçа тавăрса паман вăл! — кăшкăрчĕ арăмĕ хыçалтан, упăшки ăçта кайнине ăнкарса илнĕскер.
Ĕсĕклеме чарăнса кăмăллăн кулса илчĕ Çемекке арăмĕ. Хĕрарăм кĕвĕçĕвĕпе кĕвĕçет вăл Улюка: унăн ача çук, лешĕн вара — ачи уксах-чăлах пулсан та — пур.
Йăлт ишсе-ватса пĕтерме хатĕр Çемекке мунча евĕр пĕчĕк пӳрте çĕмĕрттерсе кĕнĕ чухне Улюк ывăлĕ урайĕнче хăма татăккисемпе, кĕленче пăккисемпе выляса ларатчĕ. Хырăм выççине манас тесех пуль ĕнерхи шăммине çаплах ĕметчĕ...
Аçа-çиçĕм сапакан куç-пуçлă, çиллес сăнлă арçынна курсан çăварĕнчи шăмми шаках тухса ӳкрĕ унăн. Çухалсах кайрĕ ача. Анчах пĕр хускалми нумаях лармарĕ, пыр тĕпĕпе темĕнле сăнсăр сасă кăларса сĕтел айне кĕрсе тарчĕ.
Пĕчĕк кĕлетки хăранипе тăр-тăр чĕтрерĕ пулин те, арçын ача, сĕтел уринчен çатăрласа тытнăскер, Çемекке çине чăрлаттарса пăхрĕ.
Çемекке кăшкăрса ятлаçма çăварне те уçнăччĕ, анчах мĕнле уçнă, çаплипех хытса тăчĕ: кил-çурт ăш-чикки хальхи саманара çав таранах таса мар, чухăн пуласса вăл нихăçан та тĕсемен.
Урăм-сурăм çилли таçта кайса кĕчĕ Çемеккен, çӳле çĕкленĕ туйине лаш усрĕ. Темле, шухăша кайнăн, куçĕсемпе пӳртри кашни япала çинче вăрах чарăнса тăрса сăнама пуçларĕ.
Çĕр тĕслĕ урайĕнче унта та кунта тĕрлĕ çӳп-çап, çĕтĕк-çатăк, турпас татăккисем йăваланаççĕ. Хăрăмланса, хуралса ларнă кăмака умĕнче ухват, лапчăннă витрепе кастрюль выртать. Виçĕ чӳрече. Анчах виççĕшĕ те пĕр чӳрече чухлĕ çутă ямаççĕ. Тĕттĕм. Нӳрĕк. Хуп-хура. Ăçта килнĕ унта эрешмен карти карса лартнă. Пӳртре мĕн пурри те ӳсĕр Улюк выртакан тимĕр çеткăллă кравать тата йывăç сĕтел. Сĕтел çинче катăк чукун ларать, юнашар — тăвар пĕрчийĕсем, çĕрулми хуппи (ачи унта кармашса çитеймен пулас). Урайĕнче пĕр ытам пăрçа улăмĕ выртать. Ахăртнех, кунта Улюк ывăлĕ выртса тăрать.
Сасартăк сĕтел айĕнче темскер кăштăрт, унтан шакăрт турĕ. Çемекке сасă илтĕннĕ енне пăхрĕ: арçын ача иккен. Вăл кăшт туртăнса паçăр кĕрсе тарнă чух ӳкерсе хăварнă шăмма йăпăрт илчĕ, çурăмĕ хыçне пытарчĕ.
Çемекке пĕшкĕнсе ларчĕ, сĕтел айĕнчен ăна хирĕç шăтарасла пăхса ларакан ачана интересленсе сăнарĕ. Ачи ĕмĕрне те урама тухса çӳременнине пула нихăçан та çапла çывăхран, ик-виç утăмран курманччĕ, тĕсесе пăхманччĕ вăл Улюк ывăлне.
— Сарă çӳç... Кăн-кăвак тĕслĕ хĕсĕкрех куçсем... Кăшт каçăртарах сăмса... Хулăн тата... Чим-ха, ăçта курнăччĕ-ши эп сан пек этеме, — мăкăртатрĕ Çемекке. — Хăлхисем те çавăн пекех усăкрахчĕ унăн, шăп çав тĕлтре, сулахай куç айĕнче, тур палли те пурччĕ... Тур пал... — сăмахне каласа пĕтереймерĕ вăл, сасартăк ахлатса ярса алăк урати çине сулăнса кайрĕ. Тытамак тытнăн чĕтренме пуçларĕ: ара... çав этем... Çемекке хăй-çке... Кĕç-вĕç йĕрсе ярасла шывланнă куçĕпе сĕтел ури хыçĕнчен пăхакан арçын ача каснă лартнă Çемекке. Тĕпренчĕк юлми ăна — Çемеккене — асилтерет.
— Çук... Ç-çук... — хăраса пăшăлтатрĕ арçьш, — пулма пултараймасть. К-кай...
Чун хавалĕпе сиксе тăчĕ. Тимĕр сеткăллă кравать çинче ним пĕлми ӳсĕр кăшкăрашса-тапкалашса выртакан Улюк енне пăхрĕ каллех, сулăнса кайрĕ. Пилĕк çул каялла пулса иртнĕ ĕç-пуç Çемекке умне яр уççăн тухса тăчĕ.
...Пилĕк çул каялла, кĕркунне, Çемекке Улюк патне тахçантанпах тавăрса паман укçана ыйтма каçнăччĕ. Ун чухне те кил хуçи хĕрарăмĕ шăп хальхи пек вил ӳсĕрччĕ, шыçăнса-кăвакарса ларнă куç-пуçне те уçса пăхаймастчĕ. Çӳçĕ тутăр айĕнчен тухса арпашăннăччĕ, кĕпи арки хăпарса кайнă, пĕççи-каççине саркаланă... Пĕлмест Çемекке, мĕн пулчĕ ăна ун чухне. Эрех укçине каялла илейменни тарăхтарса ячĕ те, çавăншăн тавăрас терĕ-ши е арçын юнĕ выляса кайрĕ — Улюка çĕре туртса антарчĕ... Хура урайĕнчех ăна пусмăрларĕ... Хыççăн анкартипе тухса килне вăрттăн каçрĕ. Тепĕр çул, çулла, Улюк ача çуратрĕ. Манăçа та тухнăччĕ ĕнтĕ ку ĕç-пуç. Ак халĕ тепĕр хут чĕррĕн куç умне тухрĕ.
— О-о! О-ох! — пуçĕнчен çапнăн ик аллипе тăнлавне хĕстерсе чупса тухрĕ пӳртрен Çемекке. Анчах халĕ вăл, пилĕк çул каяллахи пек, килне вите хыçĕпе каçмарĕ, анкартипе тухса уялла чупрĕ. Темрен такăнса ыткăнса кайрĕ, пичĕпе пылчăк çине тăрăнчĕ.
— П-ох! А-ах-ах! — ахлатрĕ те ахлатрĕ. Кăштахран аран-аран тăчĕ, сулăна-сулăна вăрман енне талпăнчĕ... Хура çĕр, ан кай, эсĕ манăн тенĕн, атти çумне çилĕм евĕр çыпăçать.
Çемекке нимĕн те курмарĕ, туймарĕ, Ун умĕнче вĕçĕмех, ăçталла пăхсан та, сĕтел айĕнчи ачан сăн-пичĕ: куçĕ, сăмси, тути... пулчĕ. Вараланчăк аллипе питне те хупласа пăхрĕ, çапах усси пулмарĕ: умра пĕрмаях — ывăлĕн куçĕ, сăмси, тути тата тур паллийĕ...
Акă таса уй пĕтрĕ. Малалла хура вăрман. Çак чикĕре ларакан хурама патне чупса çитрĕ Çемекке. Йывăç вуллине ытамласа илчĕ те халтан кайнăскер çĕре тĕшĕрĕлчĕ:
— О-о-ох! А-а-а!..
Чашлаттарса çумăр çурĕ, тĕнчене кисретсе аслати кĕрлерĕ. Кĕç пĕлĕт тăршшĕпе пушă вĕçĕ евĕр тăсăлса-авăнса илнĕ çиçĕм Çемекке ытамланă хурама тăррине чăнтлаттарчĕ. Юпа пек хăпарса кайрĕ çӳлелле сар тĕтĕм. Те — аçа çапнă йывăç тураттинчен тухнăскер пулчĕ вăл, те — Çемеккен хыпса çунан чунĕнчен йăсăрланчĕ...