Намăс çурчĕ
Таланов Владимир диплом ĕçне компьютерпа пичетлесе пĕтернĕ хыççăн йăнăшсем çук-ши тесе тепĕр хут пăхса тухрĕ те аллисене çӳлелле çĕклесе карăнса илчĕ. Çакна çырас тесе ăçта кăна çитмен пуль, кампа кăна калаçса пăхман пуль. Çулне вара çамрăк тĕпчевçе Чечеков доцент кăтартса пычĕ. Темине те çавă сĕннипех суйласа илнĕччĕ ĕнтĕ: «Ф. С. Морсков — чăвашсен паллă купци». Тӳрех каламалла, çак проблемăпа çырнă пĕрремĕш ĕç. Унччен кун пек тема пирки сăмах та уçма юраман. Партбюро та сыхласах тăнă. Енчен те хыпар обкома çитсен, чăт вара. Юрать-ха, самани кăштах улшăнчĕ. Кирлĕ тема суйласа ил те ĕçле.
Ирĕклĕх тапхăрĕ тетпĕр те-ха, анчах пур çĕрте те пĕр пек мар çав. Библиотекăсенчи кĕнекесем пирки нимле чăрмав та сисĕнмерĕ. Пăхса тухас тенисене пурне те тупса пачĕç. Архивра вара аплах мар.
Чăнах та, 1917 çулчченхи хутсенче Филимон Семенович Морсков ячĕ чылай çĕрте тĕл пулать. Йĕркеллĕ те тирпейлĕ çынах иккен Морсков купца, веçех çырса пынă — ăçтан мĕнле тавар илнине те, çурт лартнă чух мĕнле тăкак тӳснине те, çулталăк хушшинче мĕнле тупăш илнине те, хула хыснине мĕн чухлĕ налук тӳленине те... Кунтах акă хулари паллă çынсен ячĕсене çырнă хут. Ф. С. Морсков та пур. Мĕнле ĕçпе паллă купцасен ретне кĕме пултарнă-ха çакă чăннипех те пултаруллă çын? Чăвашсем туса илекен таварпах тесен те юрать. Вăл халăхран хăмла, урпа тата çăмарта пухса ытти хуласене ăсатнă, Петербург таранах. Шупашкарта икĕ çурт тытнă: пĕри урпапа хăмла упрамалли, тепринче хăйсем пурăннă, аялти хутра апат-çимĕç лавкки тытнă. Сăра сутакан уйрăм та пулнă. Ĕçсем йĕркеллех пынă. Пăтăрмахĕ вара 1917 çултан пуçланса кайнă. Çакна лайăхрах пĕлес тесе Таланов кунти ВЧК фондне пăхас терĕ. Анчах унти ĕçсене памарĕç. Парти обкомĕн архивĕнче те çаплах, ниме тăман хутсене кăна илсе тухса пачĕç. Чи кирлисене ыйтсан «юрамасть» терĕç. Мĕнле-ха капла? Мĕншĕн пытарса усрамалла-ха вĕсене? Мĕншĕн-ха тĕпчевçĕсене чăн сăмах калама чăрмантармалла? Ыйту хыççăн ыйту сике-сике тухать. Юрать-ха çамрăк тĕпчевçĕ çумĕнче наука ертӳçи пур.
Пĕртен-пĕр парти пуç пулса тăнă режим арканнă хыççăн коммунистсем питĕ хăраса ӳкнĕ иккен. Хăйсене суд тăвас хăрушлăх пуррине сиссе ĕнтĕ. Çавăнпа та архиври хутсем вĕсемшĕн чи хăрушă компромат шутланнă. Апла-тăк, архив ĕçне хăйсен аллине илмелле. Чăнах та, архивра унччен парти обкомне ертсе пынă çынсем ĕçлеççĕ иккен. Мĕнле документсене кăтартма юранипе юраманнине çавсем татса параççĕ.
Çапах та Таланов парăнма шутламарĕ, урăхларах çул çине ӳкрĕ, кĕнеке палатине кайса тахçанхи хаçатсене пăхса тухрĕ. Халăх тăшманĕ тесе купцасен пурлăхне туртса илни çинчен савăнса çырнисем чылай тупăнчĕç. Ф. С. Морсков пирки çырни те пур. Ун кил-çурчĕпе лавкки хула совечĕ аллине 1919 çулхи кĕркунне куçнă иккен. Морсковсем çинчен урăх пĕлтерни çук. Вара Таланов Шупашкарта çуралса ӳснĕ ватă çынсене шырама пуçларĕ. Йăнăшмарĕ, «Морсков лавкки» тенине илтнисем те пур, анчах Филимон Семенович хулана хăш ялтан килнине пĕлекен тупăнмарĕ. Юрать-ха, пĕр ватă вырăс хĕрарăмĕ Морсковсен вуник-вунвиç çулалла çитнĕ Варя ятлă хĕрачапа пĕчĕк арçын ача пурччĕ тесе пĕлтерчĕ. Мĕн тумалла-ха? Чим-ха, ача çурални çинчен çырнă хутсене шырамалла мар-и? Анчах ăçта? Чиркӳре? Çук, малтан ЗАГСа кайса пăхмалла пуль. Тепĕр кунах çавăнта вĕçтерчĕ. Чăнах та, чиркӳре çырса пынисем аванах упранса юлнă, вулама та меллĕ, почерк та хитре. Шырама вара çăмăл пулмарĕ, Морсков хĕрĕ хăш çулта çуралнине пĕлменни чăрмав кӳчĕ. Ку çеç те мар-ха, Шупашкар чиркӳсемпе пуян пулнă иккен, вуннăран та ытла. Хули пысăках та мар, пилĕк пин çынран кăна. Мĕншĕн çавăн чухлĕ чиркӳ кирлĕ-ши вара?
Çамрăк ăрăвăн пĕлменни нумай çав. Ĕлĕкхи виçепе пăхсан чиркӳ нумаййи хула пуяннине кăтартнă. Ма тесен кашни вăйлă çемье, ратне уйрăм чиркĕве çӳреме юратнă, ăна тытса тăма укçи-тенкине хĕрхенмен.
ЗАГСри сарăхса кайнă хулăн кĕнекесенче виçĕ кун шыранă хыççăн Морскова Варвара ячĕ тупăнчĕ. Вăл çурални тата ăна шыва кĕртни çинчен Благовещени чиркĕвĕнче çырса хунă. Ашшĕ ăçта çурални те паллă. Çакна çамрăк тĕпчевçĕшĕн самай ăнăçлă ĕç тесен те юрать. Шырав пăчланса лармарĕ, хĕпĕртеме те сăлтав пур. Питĕ тимлĕ пăхнипе ывăннă куçра çакăнти сăмахсем ăста якатса илемлетнĕ алмаз пекех çиçсе илчĕç.
Чечековпа канашласа пăхнă хыççăн Таланов пулас купца çуралса ӳснĕ яла вĕçтерчĕ. Çитсенех, те автобус чарăнăвĕнчен инçе мартан, тӳрех тăхăр çул вĕренмелли шкула кĕчĕ. Çурчĕ аптрамасть, кирпĕчрен тунăскерех. Директорĕ çук, районти канашлура тет. Юрать-ха завуч вырăнтах. Анчах Морсковсем пирки нимех те калаймарĕ, вăл хăй ку ялсем мар иккен. «Чим-ха, пирĕн кунта музей пур. Ăна тытса пыракан учитель ку ялсемех», — терĕ те коридора тухрĕ.
Шкул вăл кашниншĕнех ĕмĕрлĕхе асра юлакан вырăн, ачалăх сăпки. Çав çулсене ниепле те манма çук, пурте куç умĕнче: учительсем те, пĕр класра вĕренсе ӳснĕ ачасем те, тăхтав вăхăтĕнче вылянисем те, кăштах айăпа кĕрсен учительскине чĕнсе кĕртнисем те... Пĕррехинче Таланов та çакланнăччĕ виççĕмĕш класра чухне. Пысăк тăхтава тухнăччĕ кăна шкул алăкĕ умĕнче Кампур лара парать, ирхине ăсатса янă хыççăн киле кайман та пулас. Хăй тусне курсанах хĕпĕртенипе хӳрине вылятса илчĕ те сиккелеме тытăнчĕ, вылясшăн ĕнтĕ. Патак таткине айккинелле вăркăнтарсан чупса каять те çăварне хыпса илсе килсе парать. Çапла Улатимĕрпе икĕ юлташĕ патака пере-пере шкул пахчи патне çитнине асăрхаман та. Ак тамаша, Кампур сасартăк пахчаналла вĕрсе чупрĕ, çав самантрах уялла мулкач тапса сикрĕ. Йытă хыççăн ачасем те — çавăнталлах, тарăн юра ишсех. Çапла чылайччен чупса çӳрерĕç, Кампур мулкача тытаймарĕ. Çаврăнса çитнĕ тĕле юлашки урок та пуçланнă. Класс алăкĕ патне пырса тăнăччĕ кăна, юрлă-пăрлă ачасене завуч асăрхарĕ, тен, кĕтсех тăнă. Урок вĕçленичченех учительскинче пуçа чиксе тăма тиврĕ...
Каярах вара ытти ачасем кусене «сунарçăсем» тесе чĕнме тытăнчĕç. Сăмаххи усалскер мар пулсан та тарăхтаратчĕ. «Мулкач хӳрине кăтартрĕ-и?» — тесен пушшех.
Акă леш хĕрарăм килчĕ те Таланова пĕрле кайма ыйтрĕ.
Музей валли уйрăм пӳлĕм панă. Ĕлĕкхи савăт-сапа, кĕпе-тумтир, ĕç хатĕрĕсем, ялти паллă çынсен сăнӳкерчĕкĕсем... Таланов тимлĕнрех сăнаса пăхрĕ. Кама кăна аса илмен пуль — кунти совет влаçне çирĕплетекенсем, малтанхи колхоз председателĕсем, вăрçăра пуçне хунисемпе халĕ те пурăнакан ветерансем, наукăра, ӳнер ĕçĕнче палăрнă çынсем, спортсменсем... Морсков хушаматли вара пĕр çын та çук.
— Морсков тенине илтнĕччĕ-ха. Анчах тăванĕсем пирки уçăмлăн калама пултараймастăп, — терĕ учитель. — Халăх тăшманĕ тесе ялтан кăларса янă тенине те илтнĕччĕ. Çакă вăл тахçанах пулнă ĕнтĕ.
— Ялти чи ватă çынпа калаçса пăхма май çук-ши? Тен, шурсухалсем пĕлеççĕ.
— Шурсухалсем... Арçынсем нумай пурăнаймаççĕ çав. Чи ваттисем кунта пурте тенĕ пекех хĕрарăмсем.
— Хĕрарăм мĕнрен япăх тата. Чи ваттипе калаçса пăхасчĕ...
— Юрать эппин, кайрăмăр, — сĕнчĕ учитель. — Арăмăн кукамăшĕ патне кĕрсе пăхар-ха. Тен, çавă пĕлет, тăхăрвунна çывхарнăскер.
Шыракан тупатех теççĕ çав. Чăнах та Морсковăн хĕрĕ, ăна кунта Варук аппа теççĕ, юнашар ялти ваттисен çуртĕнче пурăнать иккен. Таланов çак ырă хыпаршăн пурне те тав турĕ те кунтан инçех мар вырнаçнă яла çул тытрĕ. Те хĕпĕртенине пула часах çитнĕ пек туйăнчĕ.
Акă умра ваттисен çурчĕ. Мăнтăр пĕренесенчен тунăскер. Йĕри-тавра карта тытнă. Улма йывăççисемпе йăрансем те пур. Килти майлах пурăнаççĕ иккен кунта. Ачаран хăнăхнă çĕр ĕçĕпе аппаланса чуна пусарма та май пур. Алăк патĕнче сак çинче ларакан икĕ карчăка сывлăх сунса Варук аппа пирки ыйтсан вăл хăй пӳлĕмĕнчех пулнине пĕлтерчĕç.
Койка çинче тумтирне хывмасăрах пĕр пĕчĕк карчăк хуçланса выртать.
— Варук аппа, сана курма килтĕм, — терĕ Таланов. — Мĕнле пурăнатăн?
— Кам пултăн çак эсĕ, паллаймарăм-ха, — лăпкăн сасă пачĕ лешĕ тăрса ларса.
— Каçар мана, çывăрма памарăм пулас.
— Çывăрма мар-ха... Сахăр чирĕпе аптратăп-çке. Выртса илмесен утмалăх та вăй çук. Кам ачи пултăн çак эсĕ?
Таланов хăйпе паллаштарчĕ, мĕншĕн килнине пĕлтерчĕ. Вара вĕсем килкартине тухрĕç те меллĕрех вырăн тупса чылайччен калаçса ларчĕç.
Варук аппа каласа панинчен çакă паллă пулчĕ.
Морсков хушамат вĕсен аслашшĕнчен пуçланса кайнă иккен. Лешĕ Балтика тинĕсĕнчи флотра çичĕ çул хушши хĕсметре тăнă. Кайран пĕр-икĕ çул çав тăрăхрах суту-илӳ флотĕнче те ĕçлесе пăхнă. Ăнсăртран урине амантнине пула яла таврăнма тивнĕ. Сумлă матрос малтан Ивановпа çӳренĕскер, киле Морсков хушаматпа килсе çитет. Укçи те пулнă курăнать. Авланать, кăштах çĕр те туянать, çăкăрлă-тăварлă пурнăçпа пурăнма пуçлать. Майĕпен хăй ĕçне йĕркелесе ярать: çил арманĕ лартать, хăмла пухса Чулхулана ăсатассине йĕркелет.
Çын вăл пур çĕрте те çынах ĕнтĕ. Шухăшлавĕсем те пĕр майлах. Лондонра е Шупашкар тăрăхĕнче пурăнать-и, пысăк завод хуçи е вулăс шайĕнчи усламçă — яланах хăй пуçарса янă ĕç пирки шутлать. Ăна пуласлăх канăç памасть. Сывлăх чакни сисĕнме пуçласан пушшех шухăша каять. Морсков Çеменĕн те сăлтавĕ пулнах çав. Малтанхи ачисем иккĕшĕ те хĕр çуралнă. Ывăл çуккишĕн пăшăрханнă, арăмне те час-часах ӳпкелешсе илнĕ. Ун пекки арçынсен пулкалать çав. Виççĕмĕш ачине вара чăннипех те кĕтнĕ парне тесен те юрать. Филимон çуралать, Морсков матросăн чи пысăк савăнăçĕ.
— Пирĕн асатте питĕ ĕçчен çын пулнă, аттене пĕчĕклех хăй çумĕнче тытма тăрăшнă, каччă шутне кĕрсен хăй тельняшкине тăхăнтарнă та матрос пурнăçĕнчи йăласемпе паллаштарнă, шывра лайăх ишме, мунча кĕнĕ чухне юр çине туха-туха выртма, икĕ пăт пуканне çавăрттарса вылятма хăнăхтарнă. Вулама, çырма, уйрăмах шутлама вĕрентĕр тесе аттене шкула панă. Аванах вĕренсе пынă. Икĕ класлă шкула пĕтерсен аттен малалла кайма та çул уçăлнă. Анчах асатте ярасшăн пулман. Çамрăклах авлантарнă та суту-илӳ ĕçне явăçтарма тытăннă. Асатте çамрăк çемьене Шупашкарта çурт илсе парать. Эпĕ вара хулара çуралнă. Каярах атте хăй вăйĕпех икĕ хутлă чул çурт лартать. Лавкка та пулнă пирĕн. Анчах самана улшăнсан веçех туртса илчĕç. Каллех асатте патне яла кайма тиврĕ. Чи хăрушши вара выçлăх çулĕ пулчĕ. Вăл вăхăта хальхи пекех астăватăп. Пур çĕрте те ыйткалакансем çӳретчĕç, кашни кун вилĕ пытаратчĕç. Эпир питех аптраман-ха. Асатте кĕлечĕ пушах марччĕ, аттен те кăштах укçа пулнă курăнать. Анчах пĕрре çапла вулăсран лашасемпе пычĕç те веçех тиесе тухса кайрĕç. Аттепе асатте хирĕç тăма пикенсен чутах персе пăрахатчĕç. Эпир те кĕлмĕçе тăрса юлтăмăр. Тепĕр темиçе кунтан асатте пире: «Ачамсем, сывă юлас тесен сирĕн кунтан тухса каймалла», — терĕ. Ăçталла каймаллине те палăртса хунă иккен. Тепĕр куннех вăл пире тăватсăмăра Шупашкар пристанне лашапа леçсе ячĕ. Хусанта Урал еннелле каякан поезд çине лартăмăр. Унта та вагонран вагона аллисене тăснă выçă çынсем çӳреççĕ. Атă-пушмака, тумтире, савăт-сапана çăкăрпа ылмаштарма сĕнекенсем те пур. Сĕрме купăс каласа юрлакан чăвашпа ывăл ачине курсан вара аттепе анне чăтаймарĕç пулас, кăштах укçа тата çăкăр татки пачĕç. Унтанпа вăхăт нумай иртнĕ ĕнтĕ, анчах çав тĕксĕм сăнлă кăтра çӳçлĕ ача халĕ те куçăм умĕнче. Уйрăмах ман аннем панă çăкăра мĕнле çини асра юлчĕ. Халĕ ав хăшĕ-пĕрисем пурнăç япăх тесе пуплешеççĕ. Выçлăх мĕнлине курасчĕ вĕсен.
— Вăл çапла пуль-те-ха, Варук аппа, хальхи пурнăç виçи вăл урăхларах çав. Ун чухне эсир ытти çĕршыв çыннисем мĕнлерех пурăннине пачах та пĕлмен. Пуçлăхсем сире эсир чи пуяннисем, чи телейлисем тесе улталаса усранă. Халĕ вара хĕвеланăçнелле пăхсан та, хĕвелтухăçнелле пăхсан та халăхсем хамăртан лайăхрах пурăннине куратпăр. Çавă питĕ пăшăрхантарать пире. Унччен пĕрле пулнă финнсем те пиртен иртсе кайрĕç вĕт, — терĕ Таланов. — Кашни ăрăвăн çавăн пек нуша витĕр тухса çитĕнмелле мар ĕнтĕ.
— Эпир курнине текех никам та ан куртăрччĕ... Ача чухнехи пирки ăçта çитнĕччĕ-ха эпĕ...
— Поездпа кайни çинчен...
— Çапла, çапла. Тепĕр кунне ирхине пăхатпăр та, ак тамаша, çăкăр тултарнă кутамкка та, типĕтнĕ какай хутаççи те çук. Çаратнă пире. Атте ниçта кайса кĕреймест. Юнашар ларса пыракансенчен ыйтса пĕлме тăрăшрĕ, нимех те калаймарĕç. Те чăнах та пурте çывăрса кайнă пулнă, те хăранипе шарламарĕç. Вара атте çынсен миххисене тĕрĕслеме пуçларĕ. Пĕрисем хăйсен ирĕкĕпех уçа-уçа кăтартрĕç. Хирĕç тăракансем те тупăнчĕç. Анчах атте вĕсен япалисене вăйпах турта-турта илсе тĕрĕслерĕ. Лайăх тумланнă вăйлă çынран кăштах хăрарĕç те пулас. Нимĕн те тупăнмарĕ. Юрать-ха, атте укçана тĕплĕ пытарса хунă. Вăрăсенчен юлнă çимĕç пĕтсен атте кашни чарăнурах тухса мĕн те пулин илкелесе кĕме тăрăшрĕ. Çапла майĕпен Янаула çитсен анса юлтăмăр. «Аслаçу каланă тăрăх çакăнта тăвансем пулмалла», — терĕ атте. Лешĕ адресне те çырса панă иккен. Урамне те, çуртне те часах тупрăмăр. Савăнăçĕ вара пысăках пулмарĕ. Ваттисем кăна пурăнаççĕ. Ывăлĕсем Çĕпĕре Абакан тăрăхне тухса кайнă тет. Лешсем унтан çырса пĕлтернине ĕненсен çăкăрлă-тăварлă, выльăх-чĕрлĕхлĕ пурăнаççĕ иккен. Çырăвĕсенчи хăш-пĕр вырăнсене атте сасăпах вуласа пачĕ. Сасартăк шăллăм чирлесе ӳкрĕ. Хырăмĕнчен тытса йăваланса макăратчĕ. Атте çине тăнипе тухтăрсем те килсе пăхрĕç. Çăлаймарĕç. Çавăнтах пытарса хăварма тиврĕ. Вара тухса кайрăмăр. Питĕ хĕнпе, выçăллă-тутăллă пурнăçпа Абакана çитрĕмĕр. Тăвансене те шыраса тупрăмăр. Минусинскран инçех те мар. Авалтанпах хакассем пурăнакан вырăн, казаксем те — тахçантанпах.
Чăнах та, кунта çынсем выçлăх пирки нимех те пĕлмеççĕ. Пуян вĕсем. Выльăх нумай усраççĕ. Кунти чухлĕ лаша, ĕне, сурăх нихăçан та курманччĕ. Ăшă çăм паракан качака та усраççĕ, хурт-хăмăр тытаççĕ. Анчах кунта та канăç пулмарĕ. Ялсем тăрăх леш продотряд текеннисем çӳреме тытăнчĕç. Кĕлетри тырра тата ытти япаласене, лашасене иле-иле каятчĕç, çынсене хăваласа кайсах ним тӳлевсĕр вăрман кастаратчĕç.
Пĕрре çапла ирхине вăрансан арçынсем килте çуккине асăрхарăм. Ялта та сахаллăн тăрса юлнă. «Атте ăçта вара?» — тесе ыйтсан анне шăппăн: «Вăрмана партизансем патне кайнă», — терĕ. Тепĕр темиçе кунтан партизансене шыракансем персе çитрĕç. Ял çыннисене урама хăваласа тухрĕç те партизансем ăçтине кăтартма ыйтрĕç. Пĕри те нимĕн те каламарĕ. Сутăнчăксем пулмарĕç. Вара вĕсен командирĕ, Хайдар-Голик ятлăскер, ниçта кайса кĕрейменнипе вунă çынна суйласа илчĕ те хăй аллипе пере-пере вĕлерчĕ. Çавсен шутĕнче ман анне те пулчĕ, — тесе Варук аппа куçĕсене саппун аркипе шăла-шăла илчĕ те пĕр вăхăт хушши ним шарламасăр ларчĕ.
Хайдар-Голик тесенех Таланов пуçĕнче те хирĕçӳ тапранса кайрĕ. Мĕншĕнни паллă ĕнтĕ. Çамрăк Варука тăлăха хăварнă çын вăл, урăхла каласан, Аркадий Петрович Гайдар писатель пулать. Мĕнле мухтавлă сăмахсем каламастчĕç пуль ун пирки шкулта. Кĕнекисене те вуланă. Анчах вăл мĕнлерех çын иккенне пĕлмен. Халĕ кăна тĕрĕссине çырма пуçларĕç. Тинех Таланова пĕчĕкренех канăç паман ыйту çине хуравлама май килчĕ. «Мĕнле-ха вунулттăри Аркадий Голиков нимле ятарлă шкул пĕтермесĕрех полк командирĕ пулма пултарнă-ха?» — шутлатчĕ вăл унччен.
Сăлтавсăр нимĕн те пулса иртмест иккен. Аркаша Голиковпа та çаплах пулнă ĕнтĕ. Самай чăрсăрскер темле майпа чăн-чăн револьвер тупнă та пĕрле вĕренекен шкул ачисене хăратса çӳренĕ. Аслисем çав хăрушă япалана пама ыйтсан Аркаша килĕшмен. Вара лешсем вăйпа тытса илме шутлаççĕ. Тытăçса каяççĕ. Çав хушăра маузер персе ярать. Юрать-ха, пуля айккинелле каймасть, урайне тивет. Амăшĕ çине тăнипе вунтăватă çулхи Аркадий ЧОН текен отряда лекет. «Части особого назначения» тени пулать ĕнтĕ. Контрреволюципе кĕрешме тесе тунăскер. Çакăнта çакланнишĕн Голиков çав тери хĕпĕртет. Ма тесен кунта çынна ним суд тумасăрах персе пăрахма пулать иккен. Çамрăклах нерв чирĕпе аптраканскер, ахальтен мар ĕнтĕ вăл хăй ӳтне лезвипе каса-каса суранлатнă, çак ĕçе пысăк хаваспах туса пынă. Тамбов тăрăхĕнче, кăнтăрта çĕмĕрттерсе çӳренĕ, ăсталăхне туптанă. Кам çынсене тискеррĕн пере-пере вĕлернĕ, çавна командира лартнă. Ахальтен мар ĕнтĕ вунсаккăрти Голикова Красноярскри ЧОНа пулăшма яраççĕ. Çакă вара уншăн çăрттана кӳлле янă пекех пулнă. Пĕтĕм Хакасси чĕтреме тытăнать.
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...
There are two stages to our service that...
If you're reading this, it means your co...