Намăс çурчĕ
Канмалли кунсенче те пĕрле пулма тăрăшрĕç вĕсем. Пулла, çырлана, кăмпана пĕрле çӳресси те йăлана кĕрсе пычĕ.
Шанхайра яланах мĕн те пулин пулса иртет. Хыпарсем часах сарăлаççĕ. Усĕрпе çапăçни, кĕвĕçӳ харкашăвĕ, пушарсем... Сутса каякансем те пур. Илекенсем вара пурте тенĕ пекех чăвашсем.
Акă кĕтнĕ кĕркунне те çитрĕ. Паян Тимĕркке пĕрремĕш класа каять. Журнал çинче Таланов Владимир тесе çырнă. Ашшĕ парнелесе хăварнă хушаматпах çӳрет. Шкула ăсатса яраканĕ вара Пимен пулчĕ. Сĕнĕ тумпа, чечекпе пырса кĕчĕ шкула Таланов, ытти ачасенчен нимрен те япăх курăнмасть. Сӳллĕшĕпе те çавах. Вĕрен кăна, лайăх паллăсем илсе килтисене савăнтар. Савна ытларах кĕтеççĕ вĕсем, ачана кашни кун лартса панă шалу пекех шутлаççĕ. Енчен те начар паллăсем çаклансан, ятлаçаççĕ, пăшăрханаççĕ. Хăйсене пĕлесчĕ, кашни кун хăйсен ĕçне тĕрĕслесе пĕр-пĕр паллăпа хаклас пулсан... Виççĕлĕх ĕçлеймен кунсем те темĕн чухлех. Паллах, пахалăх тĕлĕшĕнчен пăхсан. Анчах шкул ачин ун пек тĕрĕслеме май çук. Кусем вара кашни кун дневнике уçа-уçа пăхаççĕ. Юрать-ха, пĕрремĕш класра малтанлăха отметка лартмаççĕ...
Тӳрех вырăсла. Ачисем пурте тенĕ пекех чăвашсем пулсан та тăван чĕлхе урокĕ çук. Чăвашла калаçма та чараççĕ, атту вырăсла час вĕренейместĕр теççĕ. Тимĕрккене Шупашкара илсе килсе ача пахчине яман пулсан-и? Халĕ те йывăрлăхсем çук мар. Хăш-пĕр сăмахсене, шухăшсене чăвашла ăнлантарни кирлех те-ха, мĕн тăвăн ĕнтĕ: вĕрентекенĕ çак питĕ усăллă ĕçе тăваймасть. Аптранипе вара ятлаçма пуçлать. Тепĕр чух тата кӳрентерекен сăмахсем те сике-сике тухаççĕ. Çапла пуçланса каять те ĕнтĕ чăваш ачисем пирки япăх шутласси. Тӳрех вырăс чĕлхипе çапса хуçаççĕ те ачан ăс-тăн аталанăвне пӳлеççĕ. Сичĕ çулхи ачан виçĕ çулхи ача шайĕнче калаçма тивет. Тăван чĕлхепе, тен, ним такăнмасăр интереслĕ юмах каласа панă пулĕччĕ. Ун вара халĕ: «Маша читает книгу», — тенипе çырлахма тивет. Тимĕркке те çак мелпех вĕренсе пычĕ. Иккĕмĕш класра тин лайăхрах ĕлкĕрсе пыракансен ушкăнне лекрĕ. Килти учитель çине тăнипе тесен те юрать пуль. Уççăнрах каласан, Пимен пулăшнипе ĕнтĕ. Чăтăмлăхĕ вара ун чăнах та пур. Пĕр япаланах темиçе хутчен ăнлантарса пама пултарать. Тимĕркке йăнăшсем тусассăн та сассине хăпартмасть. Арçынсем çапла вĕренсе ларнине курсассăн Лена хăй ăшĕнче Пимена миçе хутчен тав туман пуль. Каярах вара, Пимен пулăшайми пулсан, вĕренӳри йывăрлăхсене Тимĕркке хăех çĕнтерсе пычĕ...
Пурнăç куç умĕнчех тепĕр майлă çавăрăнса ӳкрĕ. Еçри çыхăнусем те улшăнса пычĕç, укçине те вăхăтра тӳлеме пăрахрĕç. Ку çеç те мар-ха, черете кĕтсе хваттерлĕ пулаяс çук, тен, кооператива кĕмелле мар-ши тесе Пименпа Лена укçа пухнăччĕ. Вăл та çунса кайрĕ. Унпала халĕ велосипед та илеес çук. Пур çĕрте те укçа, укçа... Директорсем, чиновниксем пуйса пычĕç, патшалăх хысни вара çӳхелсе юлчĕ. Чечня вăрçи те самаях ĕмсе тăчĕ пулас.
Акă тата тепĕр куляну: ĕç сахалланса пынине пула çынсен шутне чакарчĕç. Сав ушкăна Пимен та лекрĕ. Апат-çимĕç, тумтир, атă-пушмак хакĕсем ӳссе кайрĕç. Лавкка тулли тавар, черетсем те пĕтрĕç. Анчах çакă ырлăх укçаллисем валли кăна. Аякран тавар илсе килсе сутасси йăлана кĕчĕ. Кунта ĕçсĕр тăрса юлнă арçынсем урăх çĕрелле тапса сикрĕç. Пĕрисем — Çурçĕрелле вахта мелĕпе ĕçлеме, теприсем — Мускав çывăхнелле унти çĕрме пуянсем валли çурт лартма. Пимен вара урăхла çул суйласа илчĕ.
Юлашки вăхăтра Лена Пимен çине хĕрхенӳллĕн пăхни уçăмлăрах сисĕне пуçларĕ. Шеллени те чуна ыраттарать иккен. Енчен те унччен Лена куçĕнче хăйне юраттарас туйăм тапса тăратчĕ пулсассăн, халĕ вара пачах урăхла. Упăшки ар тивĕçне пурнăçлайманнине пулах ĕнтĕ. Аптранипе Пимен «Интим» ятлă лавккана та кĕркелесе тухнăччĕ. Резинăран тунă ар хатĕрĕ туянас шухăш та пурччĕ. Хăяймарĕ. Вăтанни пĕтерет. Сăмахне мĕнле пуçарса ярăн-ха. Ют çĕршыв çыннисен кун пирки нимле именӳ те çук теççĕ. Эпир чăвашсем çав, ытлашши сăпайлă пулни чарать.
Тата тепĕр шухăш та çивĕчленсе пычĕ. Чечняран таврăннă чухне çамрăк салтаксем хăйсене кунта геройсене кĕтсе илнĕ пек йышăнаççĕ пуль тесе ĕмĕтленнĕччĕ. Çук, пулмарĕ. Чечняра çапăçни чуна суранлатни кăна пулчĕ. Мĕн кăна илтме тивмерĕ пуль халăх хушшинче: пĕри ырлать, тепри хурлать, виççĕмĕшĕ вăрçать. Савна пулах Пимен хăй Чечняра пулни пирки калаçма та пăрахнăччĕ, Ленăна та шарламан. Халĕ вара... Тарăху туйăмĕ, курайманлăх капланса çитрĕ. Тыткăна лексессĕн хăйне мĕнле хĕн кăтартнине, мăшкăлланине кашни кунах аса иле пуçларĕ. «Çук, кун пек юрамасть. Тавăрмалла вĕсене», — турĕ пĕтĕмлетӳ Пимен. Кунпа пĕрлех тата тепĕр шухăш та Чечня еннелле туртрĕ. Хваттерпе укçа ыйтăвĕ канăç памасть. Тимĕркке те кĕçех ӳссе çитĕ. Нивушлĕ унăн та ĕмĕрне Шанхайрах ирттермелле вара? Тен, Чечняна контрактпа кайсассăн хваттер туянасси те çăмăлланĕ? Паллă спортсмен вĕт-ха, япăх снайпер пулас çук.
Пимен кирлĕ хутсене, тĕрлĕрен ăмăртура çĕнсе илнĕ дипломсене, медальсене илчĕ те военкомата кайрĕ. Анчах ĕç тухмарĕ, аманнă çын тесе Чечняна ямарĕç. Тепĕр кун килте никам та çук самантпа усă курса япалисене пуçтарчĕ те Канашалла вĕçтерчĕ. Ăçта кайнине хут çине çырса пĕлтерчĕ.
* * *
Моздока çитсенех госпитале кĕчĕ, хăйне сыватнă врачпа калаçса пăхас тесе ĕнтĕ. Чылай вăхăт иртнĕ пулсан та лешĕ Пимена палласа илчĕ. Мĕн сăлтавпа каялла килнине пĕлсен пулăшма тăрăшрĕ, хăй паллакан полковник патне пĕр-ик йĕрке çырчĕ те Пимена тыттарчĕ, аманнисене турттаракан машина çине лартса çитес çĕрелле ăсатрĕ.
Анчах ĕмĕтленни пурнăçа кĕриччен пайтах тăрăшмалла, салтакра вара пушшех. Санран ыйтса тăмаççĕ, мĕн хушнă, çавна тумалла. Пимен взвод командирĕпе икĕ хутчен те калаçса пăхнăччĕ, усси пулмарĕ. Юрать-ха нуша пулăшрĕ. Чечен снайперĕсем хамăр командирсене суйласа илсе шĕкĕлчеме тытăнсассăн тин Пимена аса илчĕç, алла снайпер винтовки тыттарчĕç. Шăпах çакна кĕтнĕ те ĕнтĕ ăста спортсмен.
Кунта вара пачах урăхла, ушкăнпа кĕпĕртетсе çӳресси мар, чеелĕх те, ăсталăх та, чăтăмлăх та унчченхинчен ытларах кирлĕ. Туйăм та урăхларах, ăмăртури пек азарт та пур пек.
Ăста снайпера тăшман часах сисет. Вара снайперпа снайпер хушшинчи тытăçу, урăхла каласассăн, ăмăрту пуçланса каять. Тепĕр чух тата снайпера часрах пĕтерес тесе пĕтĕм хĕç-пăшалран пеме тытăнаççĕ. Ниçта кайса кĕме çук. Пĕртен-пĕр çăлăнăç — пытанса пенĕ вырăна улăштарса пыни.
Пимен халĕ унчченхи пек салтак мар, хăй пăшалĕн уссине хăй куçĕпе курать. Командирсем те урăхларах калаçма пуçларĕç. Пĕр çын та самай пысăк усă кӳме пултарать иккен.
Пимена тахçантанпах пĕр ыйту канăç памастчĕ: «Мĕнле-ха капла, Чечняра хĕç-пăшал тăвакан заводсем пĕрре те çуккă, салтак тумĕ те çĕлемеççĕ. Анчах унти салтаксен мĕн кирли пурте пур. Вĕсен аллинче вĕр-çĕнĕ автоматсем. Патронсем те нихăçан та пĕтес çук. Мĕнле майпа пирĕн хĕç-пăшал вĕсен аллине лекет-ха?» Вăрçă пуриншĕн те пĕр пек япала мар иккен: пĕриншĕн — куляну, çухату, теприншĕн — пуйса юлмалли меллĕ вăхăт. Укçа вăл куçсăр. Ун умĕнче тăшман та тăшман мар. Вăрттăн сутнă пăшал хăй ĕçне тăватех. Шăпах çавăн пек пăшал кĕпçинчен вирхĕнсе тухнă пуля амантрĕ те ĕнтĕ Пимена. Вăхăтра пулăшу парайманнине кура тăна кĕмесĕрех ку тĕнчерен уйăрăлса кайрĕ. Кĕçех Шупашкара тупăк çитрĕ. Калама çук пысăк хуйхă. Уйрăмах Тимĕрккене йывăр пулчĕ. Юратнă çынни вилнишĕн кăшкăрсах макăрчĕ. Сакна курсассăн амăшĕ те чăтса тăраймарĕ...
Пытарма йывăрах пулмарĕ, пĕрле ĕçлекенсем чылайăн килчĕç, военкомат та çине тăчĕ. Масар çинче Лена хытă макăракан хура тутăрлă хĕрарăма асăрхарĕ. Пименпа пĕр çулалласкер. Асăну апачĕ çинĕ çĕре те пычĕ. Шăпах çавăнта паллашрĕç те ĕнтĕ вĕсем. Пĕрле выляса ӳснĕ тусĕ иккен. Сынсем столовăйĕнчен кайса пĕтичченех Ленăпа пĕрле ларчĕ, кайран ăсатма та пычĕ. Акă кӳршĕсем те килĕсене саланчĕç. Вара вĕсем виççĕшех тăрса юлчĕç. Тимĕркке çывăрса кайсассăн икĕ хĕрарăм хушшинчи калаçу çапларах йĕр çине ӳкрĕ.
— Лена, кала-ха, — пуçларĕ çамрăкки, — ывăлу сан Пименранах-и вара?
— Ку сана мĕн тума кирлĕ тата? — терĕ тĕлĕнсе Лена çакă кĕтмен çĕртен сиксе тухнă ыйту çине хурав парас вырăнне. Ыйту çине ыйту пулчĕ ĕнтĕ.
— Тĕрĕссине пĕлес килет ман. Унсăрăн ман ăшăмра лăпкăлăх пулас çук. Юратнă эпĕ ăна, хытă юратнă, пĕрле пурăнса ирттеретпĕр пуль тенĕччĕ. Анчах вăл ман юратăва йышăнмарĕ, салтакран килсенех пăрăнчĕ, хулана тухса шăвăнчĕ. Унтанпа тĕл пулса калаçман. Вилнине пĕлсессĕн чăтса тăраймарăм, килтĕм, упăшкам та чармарĕ.
— Мĕншĕн ывăлăм пирки ыйтатăн-ха?
— Мĕнле калас... Качча тухсассăнах эпĕ пĕррехинче упăшкана Пимен тесе персе ятăм. Вăл мана юнашар лартрĕ те питĕ япăх хыпар пĕлтерчĕ. Пимен вăл Чечняра плена лекнĕ тет. Лешсем вара унăн ар хатĕрне касса илнĕ тет те çĕрле, тĕттĕмре каялла пырса пăрахнă тет. Ирхине тин тупаççĕ ăна. Вара часрах госпитале ăсатнă. Чылай выртнă тет вăл.
— Çакна упăшку ăçтан пĕлет вара? Пĕрлех пулман пуль вĕт.
— Çук, Хусана кайнă чухне поезд çинче пĕринпе паллашса кайнă та, çавă каласа пачĕ тет. Иксĕр пĕрлешнине пĕлсессĕн питĕ савăннăччĕ. Паян вара ывăлна курсассăн чăннипех тĕлĕнтĕм, тимлĕнрех пăхсан Пимен сăнĕ те пур пек. Иккĕленӳ ан пултăр тесе ыйтрăм ĕнтĕ.
— Çапла çав эпир, хĕрарăмсем, часах ĕненетпĕр. Упăшку сана хăйне Пимен тесе чĕнесрен çапла каланă ĕнтĕ. Пимен вăл йĕркеллĕ арçынах пулнă. Кăштах аманнă та пулас, анчах тухтăрсем ăнăçлă сыватнă ăна, — терĕ Лена чун пăлханăвне кăтартас мар тесе тăрăшса.
— Тимĕркке макăрнине курсассăн Пимен ывăлех пуль терĕм çав. Ют арçыншăн ун пек хуçăлас çук. Пĕчĕк ача мар вĕт.
Çапла вара икĕ хĕрарăм тул çутăличченех калаçса ларчĕç. Асăнмалли кунсене те палăртса хучĕç. Пĕрне-пĕри сывлăх сунсах уйăрăлчĕç...
Унтанпа вăхăт чылай иртрĕ ĕнтĕ. Тимĕркке те шкул пĕтерчĕ, института кĕчĕ. Анчах Пимен умĕнчи тивĕçе манмарĕç вĕсем, çимĕке те кашни çулах çӳрерĕç. Манма май та çук. Хăй çуккă пулсан та ун пулăшăвĕ кашни уйăхрах сисĕнет, институтра вĕреннĕ чухне те укçа илсе тăчĕ. Студентшăн çакă калама çук пысăк çăмăллăх. Тен, çавна пулах Владимир Таланов вĕренӳре самай пысăк çитĕнӳсем тума пултарчĕ. Диплом ĕçĕшĕн виççĕ кăна лартса парсан та пуçне усмарĕ. Халĕ вара Варук аппана пулăшас тĕллевпе çӳрет.
Кĕтнĕ хыпар çитрĕ. Каланă пекех, çырупа ярса пачĕç. Варук аппана хула пуçлăхĕ патне чĕнеççĕ иккен. Ун вырăнне вара Таланов хăй кайрĕ. Варук аппан шанса уйăрнă çынни пулнине çирĕплетекен хута кăтартсан ăна хула пуçлăхĕ патне кĕртрĕç.
— Эсир тăратнă хутсене пăхса тухнă хыççăн калаçса пăхас терĕм, — пуçларĕ сăмахне мэр. — Варвара Филимоновнăна çав çурт мĕн тума кирлĕ вара? Унта ăшă та кĕртмен, склад вырăнне кăна усă кураççĕ. Юхăнса кайнăскер кăна вĕт.
— Çапла пуль те, ашшĕ çуртне чăн-чăн хуçа шучĕпе кĕрсе курасшăн ĕнтĕ вăл. Сакă вăл демократи тапхăрĕшĕн калама çук пысăк пĕлтерĕшлĕ ыйту, — хуравларĕ Таланов. — Калаçу кунта принцип пирки пырать.
— Хăй мĕншĕн килмерĕ тата?
— Сахăр чирĕпе аптрать çав. Больницăра выртать.
— Хăш больницăра вара?
— Республика больницинче ĕнтĕ.
— Ыранах социаллă пулăшу енĕпе ĕçлекенсене ярăп-ха. Тен, вăл укçан илме килĕшĕ. Паллах, пысăк укçах пулас çук, хакĕ пĕтнĕ ĕнтĕ унăн. Сапах та сывлăхне тӳрлетме кирлĕ тăкаксене саплаштармалăх илĕ.
— Юрĕ, калаçса пăхăп, — тесе Таланов тухрĕ те скверта кăштах уткаласа çӳренĕ хыççăн Морсков çуртне кайса пăхас тесе Атăл хĕрринелле васкарĕ. Ак тамаша, кунта хĕрсе кайсах юсав ĕçĕсем пыраççĕ иккен. Шыв кĕртме тесе канавне те чавса уçнă. Экскаваторĕ те кунтах. «Мĕнле-ха капла? Нивушлĕ хула пуçлăхĕ тĕрĕссине каламарĕ. Çук. Ун пек пулма та пултараймасть. Е кусем ăна пĕлтермесĕрех пуçăннă», — иккĕленсе илчĕ Таланов.
Сав хушăра Морсков çурчĕ патне ют çĕршывра кăларнă машина çитсе чарăнчĕ. Икĕ çамрăк тухрĕç те юсав ĕçĕ тăвакансене темле кăтартусем пачĕç. Яка тумланнăскерсем хăйсене хуçасем пекех тыткалаççĕ. Пĕри экскаватор çумĕнче тăракан арçын патне пычĕ, кĕсйинчен пĕр ывăç укçа кăларчĕ те шутласа илсе лешне тыттарчĕ. Экскаваторщик хăйне тăрантаракан тимĕр каюра çине çăмăллăн хăпарса ларчĕ те урăх çĕрелле вĕçтерчĕ. Лешсем те нумай тăмарĕç, кайрĕç.
Таланов пĕр самантлăха аптраса тăчĕ. Хула пуçлăхĕ патне каяс шухăш та пурччĕ. Анчах кунта ĕçлекенсем чăвашла калаçнине илтсен чăтса тăраймарĕ, вĕсем патне çывхарса сăмах тапратрĕ:
— Вăй патăр ĕçлекенсене... Мĕнле çурт пулать вара ку?
— Халлĕхе хамăр та пĕлместпĕр-ха, — терĕ пĕр хĕрарăмĕ.
— Офис текенни пулать терĕç мар-и? — хутшăнчĕ тепри. — Хуçи тин çеç килсе кайрĕ вĕт. Курмарăн-им?
— Хăçантанпа ĕçлетĕр вара кунта?
— Виççĕмĕш кун ĕнтĕ.
— Кам тĕпчесе ыйтать вара кунта? Сӳреççĕ чăрмантарса, — терĕ пĕр арçынни çывăхрах пырса тăрса. Асли пулмалла. Таланов пăрăнса утрĕ. «Заявлени панă хыççăн тапраннă ĕç иккен ку», — шутласа илчĕ вăл. Унтан каллех хула советне çул тытрĕ. Анчах пуçлăх патне кĕме май килмерĕ. Тухса кайнă иккен. Таланов кайран та кашни кун тенĕ пекех секретарĕ патне шăнкăравларĕ. Пĕррехинче вара: «Хăçан килмеллине хамăрах пĕлтерĕпĕр», — терĕ лешĕ.
Варук аппа патне кайсан Таланов тепĕр хыпар илтрĕ. Ун патне хула администрацийĕнчен пĕр хĕрарăм килсе кайрĕ тет, ашшĕ çурчĕшĕн укçан илме сĕнет тет.
— Тен, чăнах та çапла тумалла мар-ши, — терĕ Варук аппа. — Хăвна та пысăк чăрмав вĕт.
— Çук, çук. Парăнма юрамасть. Камăн та пулин çакăн пек ĕçе пуçарса ямаллах ĕнтĕ. Ыттисемшĕн те усăллă пултăр. Варук аппа, леш хĕрарăм тепре килсен аçу çуртнех ыйт. Е ун вырăнне икĕ пӳлĕмлĕ хăтлă хваттер уйăрса паччăр эппин. Ватлăхра канлĕрех пурăнса кур ĕнтĕ.
— Темле çав. Пĕччен пурнăç... Утайми пулсан тата кам пăхĕ?
— Ун пирки ан хăра. Хамăр пăхăпăр. Апатне пĕлсе çисен, уколне вăхăтра тусан сахăр чирĕпе те чылай пурăнаççĕ.
— Сана шансан çеç. Хăв пĕлнĕ пек ту эппин, — терĕ Варук аппа.
Таланов больницăран тухнă çĕрте ăна иккĕн кĕтсе тăраççĕ.
— Таланов эсĕ пулатăн-и? — ыйтрĕ пĕри.
— Эпĕ.
— Сана иртенпех хула пуçлăхĕ кĕтет. Шыраса тупма хушрĕ. Лар часрах, — сĕнчĕ тепри машина алăкне уçса. Таланов кĕрсе ларчĕ. Виççĕмĕш çын та пур иккен. Алăк уçаканни те ларчĕ. Таланов икĕ тĕреклĕ çамрăк хушшине лекрĕ. Машина тапранса кайрĕ. Республика больницин пысăк хапхинчен тухсан машина Етĕрне еннелле пăрăнчĕ.
— Мĕншĕн унталла каятпăр вара, — ыйтрĕ Таланов.
— Мэр патне кĕриччен калаçса илмелли пур, — терĕ пĕри. Водителĕ вара çав тери хытă хăвалать, çул хĕрринче
çакăнса тăракан паллăсене те пăхăнмасть. Чаракан та çук. Хуларан тухса пĕр-ик çухрăм пек кайсан машина сылтăмалла пăрăнчĕ те пысăках мар уçланкăра чарăнчĕ. Пурте тухрĕç. Калаçăва малта ларса пыраканни пуçларĕ.
— Таланов юлташ, мĕскер эсĕ сăмсуна пур çĕре те чикетĕн, теприсен çулне пӳлетĕн, — терĕ вырăсла.
— Анланаймарăм-ха, мĕн пирки вара эсир?
— Анланатăн, лайăх чухлатăн... Морсков çурчĕ пирки мĕншĕн çав тери тапалашатăн вара. Леш карчăка вăл нимĕн тума та кирлĕ пулас çук. Эсĕ мĕн, карчăк вилсен хăвна юлать тетĕн-им?
— Саккунсем ун майлине пĕлместĕр-им тата?
— Саккунĕ вăл сана валли те тупăнĕ-ха. Сакна куратăн-и? — терĕ тепри тукмак пек чышкине кăтартса. — Тутанса пăхас килмест-и?
— Ан васка-ха эсĕ, — чарчĕ пĕрремĕшĕ. — Хăех тавçăрса илĕ-ха. Ассăрскер пулас çук... Вообщем, леш карчăка кала, уйăрса панă укçана илтĕр те лăплантăр. Ку вара хăвна, — сĕнчĕ Таланова çĕр тенкĕлĕх долларсем.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...