Намăс çурчĕ
— Çук, çук. Мĕскер эсир... Илместĕп...
— Илетĕн! — терĕ тепри пысăк чышкипе çурăмран тăрăслаттарса.
— Мана нимле укçа та кирлĕ мар. Варвара Филимоновна та илес çук, — терĕ Таланов ыратнине чăтса.
— Апла пулсан!..
Иккĕшĕ те пĕр харăс сиксе ӳкрĕç те Таланова авса антарчĕç. Тепри вара шприц йăтса пычĕ. Вăйпах укол туса ячĕç. Кăшт вăхăт иртсен çăварĕнчен шурă эрех ячĕç. Унтан шăлаварăн хыçалти кĕсйине леш долларсене чикрĕç те Таланова кĕртсе лартрĕç. Вăл халĕ çывăрса кайнăпа пĕрех. Машина хуланалла çул тытрĕ...
Кӳршĕ хĕрарăмĕ хăйсен килĕ умĕнче Таланов выртнине курсан Лена патне чупса кĕчĕ. Усĕрскерне сĕтĕрсе кĕртсе диван çине вырттарчĕç.
— Кун пеккине нихăçан та курманччĕ, — терĕ амăшĕ. — Сăра кăна ĕçет вĕт-ха вăл. Мĕн пулчĕ-ши вара?
— Самрăксене ăçтан пĕлсе пĕтерĕн. Темле савăнăçа пула ĕçнĕ-ха, — тесе кӳршĕ хĕрарăмĕ тухса кайрĕ.
Хыпăнса ӳкнĕ амăшĕ ним тума аптранипе çăварĕ патне пĕшкĕнсе шăршласа пăхрĕ. Чăнах та эрех шăрши перет. Вăратас тесе силлесе пăхрĕ, ĕç тухмарĕ. Вара çывăрма выртрĕ.
Ирпе-ирех алăкран шаккарĕç.
— Кам унта? — ыйтрĕ амăшĕ.
— Милици! — илтĕнчĕ арçын сасси.
Алăк уçăлчĕ. Икĕ милиционерпа тепĕр çамрăк, леш Морсков çурчĕ патĕнче экскаваторщике укçа параканни кĕрсе тăчĕç. Капитанĕ тӳрех шалалла утрĕ. Таланов диван çинче выртнине курсан: «Çакă-и?» — терĕ. Леш çамрăк диван патнерех пырса пăхрĕ те пуçне сулчĕ. Шăв-шава пула Таланов вăранчĕ те тăрса ларчĕ, куçĕсене шăлса илчĕ.
— Мĕн пулнă вара кунта, — ыйтрĕ Таланов.
— Ахальтен килмен ĕнтĕ. Мĕн туса хутăн, ывăлăм? — терĕ амăшĕ макăрас пек сасăпа.
— Документсем пур-и сан? Паспортна кăтарт-ха, — хушрĕ капитан.
Таланов комод ещĕкне уçрĕ те паспортне илсе пачĕ. Лешĕ уçа-уçа пăхсан мĕншĕн килнине пĕлтерчĕ:
— Офис çаратнă çĕре хутшăннă вăл.
— Мĕн эсир? — хăраса ӳкрĕ Таланов. — Адреспа йăнăшрăр пуль.
— Палларăм эпĕ ăна, ман офис патĕнче çӳренине темиçе хут та курнăччĕ, — терĕ усламçă.
— Пулма пултараймасть. Ман ывăлăм ун пек çын мар вăл, — хута кĕме тăрăшрĕ амăшĕ.
— Ухтару тусан веçех паллă пулĕ. Кӳршĕсене чĕнсе кил-ха, — хушрĕ капитан сержанта. — Тен, укçине хăв ирĕкпех тавăрса парăн.
— Нимле укçа та çуккă ман.
Сержант икĕ çынна чĕнсе килчĕ. Пĕри леш ĕнерхи хĕрарăмах.
— Сирĕн умăрта халĕ ухтару тăватпăр, — терĕ капитан. — Тепĕр хут калатăп, хăв ирĕкпе парсан çăмăллăх пулĕ.
— Ман мĕнпур укçа та çакă çеç, — терĕ Таланов комодран илсе.
— Долларсем ăçта?
— Нимле доллар та çук.
Ухтарăва тумтиртен пуçларĕç. Капитан шăлавар кĕсйинчен çăраççисемпе долларсем туртса кăларчĕ.
— Ку мĕскер тата. Доллар мар-и? Кам укçи? Сак уçăсемпе уçрăн-и вара?
Таланов аптраса ӳкрĕ. Леш ĕнерхи чăрсăрсем чиксе янă ĕнтĕ. Нимле офисран та мар.
— Хамăнах вăл. Юлташран илнĕччĕ, — персе ячĕ Таланов хăранипе.
— Номерĕсене пăхасчĕ. Эпĕ вĕсене веçех çырса пыратăп, — сĕнчĕ усламçă хут татки кăларса.
Вара вĕсем çĕр тенкĕлĕх долларсене сĕтел çине сарса хучĕç те номерсене танлаштарса пăхма тытăнчĕç.
— Доллар та доллар теççĕ, мĕн тĕслине халь кăна куртăм. Симĕс иккен. Илемлех те мар, — терĕ кӳршĕ хĕрарăмĕ.
— Хакĕ илемĕнчен килмест вăл, — сасă пачĕ пĕрремĕш хут сержант.
— Ман укçасем... Акă пăхăр, пăхăр!
— Чăнах та, хут çинчи номерсемех, — тĕллесе кăтартрĕ тепĕр кӳрши.
— Анчах пурте çуккă кунта. Ыттисем ăçта-ши, — ыйтрĕ усламçă.
— Ĕçсе янă ĕнтĕ вăл. Ĕнер ним пĕлми ӳсĕрччĕ. Аран кĕртсе вырттартăмăр, — çине тăчĕ хĕрарăм.
— Вăйпах ĕçтерчĕç мана...
— Ну çитĕ, — чарчĕ капитан. — Ман ывăл, ман ывăл... Амăшĕсем яланах çапла вĕсем... Халĕ протокол çырар...
Таланова пĕрлех лартса кайрĕç. Амăшĕ вара йĕпеннĕ куçĕсене шăла-шăла пăхса юлчĕ. «Анне, айăплă мар эпĕ. Никама та çаратман», — тени кăна кăштах лăпкăлăх пачĕ. Ывăлĕ ун пек çын маррине чĕри туятех çав. Лешĕ вара каллех Чечекова аса илчĕ. Тен, ăна пĕлтернĕ пулсан... Анчах вăл халь хулара çук, командировкăра.
Милицие çитсен Таланова халь çеç тытса килнисен пӳлĕмне хупса лартрĕç. Иккĕшĕ маларах лекнĕ. Пĕри аллă çулалла çывхарнă типшĕм арçын, тепри вара çамрăк ача, тăххăрмĕш е вуннăмĕш класра вĕренмеллискер. Пăхсах паллă, шкула çӳрекенскер мар ĕнтĕ.
Таланов кун пеккине кĕтменччĕ. Мĕнлерех тыткаламалла-ха? Кĕнекесенче çырнине ĕненсен, кунта çемçешкесене килĕштерсех каймаççĕ. Тен, чăн-чăн преступник пек курăнни вырăнлăрах та. Атту кусенчен темĕн те кĕтме пулать. Халĕ те ав темскер пулса иртнĕ курăнать: çамрăкки питĕ хăравçă куçсемпе пăхать, тути хĕрринчен сăрхăнса тухакан юна шăла-шăла илет. Таланова кунта кĕртсе янăшăн кăштах хĕпĕртенĕ пек те туйăнать. «Кусем пĕр-пĕринпе хирĕçӳллĕ пулни япăх мар-ха», — шутласа илчĕ Таланов.
— Тепĕр хут калатăп, профессор господин, эпĕ никама та нимĕн те каламан, — терĕ чĕтрекен сассипе çамрăкки.
— Чарăн! Хуп çăварна!
«Профессор» теççĕ ĕнтĕ кăна», — тавçăрса илчĕ «айăпа» кĕнĕ тĕпчевçĕ. Шиклĕх туйăмĕ кăштах чака пуçларĕ. Профессор тесе ахальтен чĕнес çук. Вăйпа илеес çук-ха, Таланов унтан çамрăкрах та, тĕреклĕрех те. Сапах та сыхлануллăрах тытма тăрăшмалла.
— Паллашар эппин, эсĕ кам пулатăн? — пуçларĕ калаçăва арçын.
— Хăвăр тата кам? — персе ячĕ Таланов.
— Ыйту çине ыйту... Çук, йĕркесем кунта ун пек мар. Ыйту параканĕ эпĕ. Ыйтнă пулсан — хуравла!
— Эсĕ Профессорччĕ пулас.
— Ăçтан пĕлетĕн вара?
— Пайтах илтнĕ, анчах курма тӳр килмен. Мана... Кувалда теççĕ — тухса кайрĕ пуçа ăнсăртран пырса кĕнĕ сăмах.
— Кувалда? Илтмен.
— Сĕннисенчен ĕнтĕ.
— Мĕне пула çаклантăн тата? И вообще, сан специализаци пур-и? Е çапăçса çӳрекенскер кăна?
— Офисри сейф пирки ĕнтĕ.
— Вăт, куратăн-и, — юнаса илчĕ çамрăккине, — çынсем ăçталла пăхаççĕ. Миçе хут каламан пуль сире пенсионерсене, аран çӳрекен карчăксене тĕкĕнмелле мар тесе. Вĕсен ахаль те пурнăçĕ хĕсĕк. Кусем вара пенси паракан вырăнсене пĕр-пĕрин хушшинче пайласа тухнă та лавккана е пасара каяканнисене йĕрлесе çӳреççĕ. Сылăхлă вăрăсем. Сăмăл мелпе ĕçлеççĕ. Аран уткаласа çӳрекен çын укçине кăларса илесси ĕнтĕ вăл... Нимле хавхалану та, киленӳ те çук. Саксене вĕрентес тесе пайтах вăй хунă, теори тĕлĕшĕнчен те, практикăра та. Вĕсем вара...
— Нивушлĕ ку япалан та теори никĕсĕ пур вара? — тĕлĕнчĕ Таланов.
— Пулмасăр. Практика енчен илсен çакă вăл чăн-чăн искусство. Пысăк ăсталăх кирлĕ. Пӳрне вĕçĕнчи нервсене лайăх ĕçлеттермелле.
— Теори пайĕ вара?
— О, кунта та пĕлмелли сахал мар. Пĕрремĕшĕ вăл, паллах, çынна психологи тĕлĕшĕнчен асăрхама пĕлни. Сав тери чалак çиçсе çӳрекен çамрăк хĕрарăмсемпе ĕçлеме çăмăлрах. Пирĕн партнерсем тесен те юрать. Хăй илемĕпе киленсе ытти арçынсем çине пăхкалакансем те çавсемех. Сыхлăхĕ çукпа пĕрех вĕсен. Иккĕмĕш, материаловедени тĕлĕшĕнчен. Кунта вара пире пулăшакансем — целлофан сумка туса сутакансем. Вĕсене кашни уйăхрах преми парса тăрсан та ытлашши пулас çук. Пир хутаçсене е сăран сумкăсене те касма пулать, паллах, ĕç хатĕрĕсем пахисем кирлĕ. Кусем вара ăсталăха ӳстерес вырăнне... — каллех ятласа илчĕ лешне Профессор. — Сейф уçма пултаракан упасен çылăхĕ пысăках пулас çук. Укçаллисене сăптăраççĕ. Саклансан вара çăлăнма çав тери хĕн. Милици те, суд та çавсене майлă ĕçлет.
Таланов хăвăрт чухласа илчĕ. Ун халĕ калаçăва урăх еннелле пăрса ямалла. Енчен те Профессор хăй пирки тĕплĕнрех ыйтма тытăнсан, нимех те калаяс çук.
— Профессор ятне ахальтен паман ĕнтĕ. Хăв тата мĕнле майпа кунта лекрĕн?
— Халлĕхе паллах мар-ха. Те çак шĕвĕрккесем темскер пĕлтернĕ-ха, те урăххи...
— Ман совесть сан умра таса, — терĕ çамрăкки.
Сав самантра алăк уçăлчĕ те Профессора чĕнсе кайрĕç. Кусем вара иккĕшех тăрса юлчĕç.
— Сана мĕнле чĕнеççĕ тата? — ыйтрĕ Таланов.
— Пăшатан.
— Мĕншĕн унтан çав тери хăратăн вара?
— Хытă тытать вăл пире. Хăй хушнă пек тумасан... Ун çумĕсем хăйĕнчен те усал. Савсене хушсан шăмăсене аванах шĕкĕлчеççĕ. Пирĕн халь çĕнĕ системăна куçнă вăхăт.
— Мĕскер эсир иксĕр те наука çыннисем пек калаçатăр?
— Профессор çапла калать те. Компьютер çине куçнă вăл. Унта укçаллăрах çынсен адресĕсене кĕртнĕ. Хăшĕ-пĕрисен ăçта ĕçлени те, шалу хăçан илни те паллă. Пирĕн вара кашниннех уйрăм çуртсем. Пасара е лавккана хăшĕ тата мĕнле кун çӳренине те пĕлетпĕр. Профессор вăл яланах: «Пирĕн ĕçре мораль пулмалла», — тет. Чухăнсене тĕкĕнсен алăран çапать. Маншăн пулсан кунтах лайăх. Тухсан хама мĕн кĕтнине пĕлместĕп. Май килсен, тархасшăн, калаçса пăх-ха унпала. Ман хута кĕр. Милицирен ытла çавăнтан хăратăп.
Пĕр çур сехетрен Профессора килсе ячĕç те Пăшатана илсе кайрĕç.
— Манпа калаçма çăмăл теççĕ пуль, — пуçларĕ Профессор. — Ытла йӳнĕ хаклаççĕ.
— Мĕн пирки чĕнчĕç вара?
— Пулăшу ыйтаççĕ. Сӳлтисем хытă хĕстернĕ пулмалла. Вĕри çатма çинчи пăрçасем пек. Пĕр питĕ пысăк шишкă хĕрне ювелир лавккинче пулнă хыççăн тасатнă. Япали питĕ хаклăскер тет. Савна тавăрса пама манăн пулăшмалла тет. Пулăшмасан ĕçсене тапрататпăр теççĕ. Шантаж тăваççĕ. Эпĕ те услови лартрăм, Пăшатана кăлармасан калаçмастăп терĕм. Сăлас пулать ăна. Хам ачасем вĕт.
Сак сăмахсем тĕлĕнтерсех ячĕç. Юн тухиччен тутаран çапнă çыннăн чĕринче те ырă туйăм валли вырăн пур иккен. Мĕнле общество вара ку? Пĕрне-пĕри сыхласси, çăласси йăлара иккен. «Ман хута кам кĕрĕ-ха? Мĕнлерех тыткаламалла-ха? Пĕрремĕш хут вĕт, — шухăша кайрĕ Таланов. — Тен, Профессор канаш парĕ». Çапла, сăмах хыççăн сăмах, пирĕн герой хăй мĕнле çулпа çакăнта çитнине веçех каласа пачĕ.
— Хула пурнăçне пачах та пĕлместĕн иккен эсĕ, — тытăнчĕ Профессор. — Хуçасем камсем тетĕн эсĕ?
— Кун пирки шутламан. Вăхăт та пулман. Вĕреннĕ эпĕ. Сав хушăрах укçа пултăр тесе темиçе çĕрте ĕçленĕ. Паллах, пысăк укçаллă çĕрте мар ĕнтĕ.
— Интеллигенци вăл Ленин калашле хум çинче унталла-кунталла чӳхенсе выртакан каяш кăна. Идеалпа киленсе пурăнаканскерсем эсир пурнăç тути-масине нихăçан та тĕрĕс чухлаймастăр. Калаçатăр, тавлашатăр, суйлавсем ирттеретĕр, депутатсенчен, министрсенчен мĕн те пулин лайăххи кĕтетĕр. Пĕлетĕн-и эсĕ, хулана ăна тахçанах пайласа пĕтернĕ. Хула хыснине кĕмелли укçан самай пысăк пайĕ уйрăм çынсен аллине лекет. Хула вăл тăванлăхпа çыхăннă пилĕк-ултă çемье аллинче. Ывăлĕсем, кĕрӳшĕсем урлă ярса илнĕ. Пĕрисем лавкка хыççăн лавкка лартаççĕ, пасарсене пăхăнтарнă, теприсем çăмăл машинăсене вăхăтлăха лартмалли вырăнсене хăйсен аллине илнĕ, бензоколонкăсем те çавах. Вĕсемшĕн нимле милици те çуккă, сурса кăна иртсе каяççĕ. Йĕрке халĕ пачах тепĕр майлă çавăрăнса ӳкрĕ. Милици те, суд та çав ачасен аллине ларассишĕн ăмăртать. Паллах, ашшĕсем пысăк начальниксем пулнăран. Влаçра ларакансем паянхи пек пуян нихăçан та пулман. Укçа хăех юхса пырать, кĕсьене кăна анлăрах уçса хур. Парас текеннисем те черетпех тăраççĕ. Илме кăна ан ӳркен. Вăтанасси пирки халĕ калаçма та кирлĕ мар. Тултар кăна. Пĕчĕкреххисене вĕтĕрех çăмах, аслисене шултри ĕнтĕ. Вăт çапла, шăллăм.
— Сана итлесен... Пур çĕрте те укçа хуçаланать. Тĕрĕслĕхе те çавă хупăрласа тăрать.
— Тĕрĕслĕх пирки ан шарла-ха эсĕ. Пуçлăхсем халь никам умĕнче те явап тытмаççĕ, мĕн тăвас тенĕ çавна тăваççĕ. Халăх укçи пирки те яваплăх çуккă. Ĕçлекенсем валли укçа çуккă тенине нихăçан та ан ĕнен.
— Сан логикăна ăнкартсан леш пуçтахсем вĕсем пысăк начальниксен ачисем пулса тухаççĕ.
— Ай маттур, тавçăруллăскер иккен эсĕ. Енчен те укçаран йывăр самант сиксе тухсассăн, ман пата пыр. Аслă пĕлӳ илнисем пирĕн ĕçре те кирлĕ. Сана халь икĕ сĕнӳ паратăп: адвокатсăр калаçăва ан пуçла, унччен каланă сăмахна ан йышăн.
— Адвокатне ăçтан тупăн-ха?
— Сине тăрса ыйтсан хăйсемех чĕнеççĕ. Йĕрки çапла... Акă Таланова та чĕнсе илчĕç. Самрăк хĕрарăм ларать, пăхма
илемлĕскерех. Калаçасса та çемçе сасăпа кăна калаçать. Нимле хаярлăх та çук. Пачах та кинори пек мар. Унта следователь патне кĕрсен калаçу ăнăçлăрах пултăр тесе ĕнтĕ туртмалли те сĕнеççĕ, шыв та сыптараççĕ. Кунта вара...
— Студент-дипломник эппин, — терĕ следователь ахальтен кăна калаçнă пек. — Дипломне хăçан илмелле вара?
— Обходной листа тăратнă пулсан тепĕр виçĕ кунтан. Халĕ ĕнтĕ... Хамах айăплă. Сав машинăна лармалла пулман ман.
— Мĕн пирки эсĕ? Йĕркипе каласа пар-ха.
Таланов адвокат çинчен манса кайсах мĕнле сăлтава пула çакăнта лекнине пĕлтерчĕ. Нимĕн те сиктерсе хăвармарĕ.
— Эсĕ ку дедективлă сюжета пĕр-пĕр писатель валли хăвар-ха. Халĕ вара ĕç пирки. Нимле офиса та кĕмен тесшĕн ĕнтĕ эсĕ.
— Кĕмен. Тăна çухатиччен хампа мĕн пулса иртнине веçех астăватăп. Киле мĕнле çитнине калама пултараймастăп.
Следователь пĕр папкăран хут листи илчĕ те Таланов умне хурса пачĕ. Обходной лист иккен.
— Ку мĕнле сирĕн алла лекнĕ вара?
— Саратнă офис алăкĕ патĕнче тупнă ăна. Уçă кăларнă чухне тухса ӳкнĕ пулас. Урапа та таптанă. Сан пушмак йĕрри те пур.
— Веçех çавсем тунă ăна.
— Камсем-ха вĕсем? Ячĕсене те, машина номерне те калаймастăн.
— Пĕрне-пĕри ятран чĕнмерĕç вĕсем. Машинине шалтан палласа илнĕ пулăттăм, анчах мĕнле тупăн-ха. Фирма ятне те пĕрремĕш хут илтетĕп — «Ватиг». Вырăнне те пĕлместĕп.
— Пĕр сăмахпа каласан, самай йывăр лару-тăрăва лекнĕ эсĕ, Таланов юлташ. Мирлĕ майпа татăлмалли çулсем тупсан аванрах та пуль тетĕп. «Ватиг» фирмăна кайса пăхар эппин.
Вара вĕсем çăмăл машинăпа Атăл хĕрринчи çĕнĕ çуртсем патнелле кайрĕç. Ун пек фирма, чăнах та, пур иккен, тăхăр хутлă çуртăн пĕрремĕш хутĕнче. Килкартинчен кĕмелле.
— Эпĕ кунта нихăçан та пулман, — терĕ Таланов.
Леш усламçă вырăнтах. Алăк патĕнче пĕр тĕреклĕ çамрăк ларать. Хуралçи ĕнтĕ. Кантăкĕсем пурте решеткеллĕ. Пуçлăх пӳлĕмне кĕрсен следователь обходной листа тавăрса пачĕ.
— Ĕç мĕнле вĕçленесси паллах мар-ха. Анчах дипломне илсе юлмаллах ĕнтĕ. Малашне сан хуларан кайма юрамасть. Килтех пулма тăрăш. Эпĕ халь иксĕре пĕрле хăваратăп. Кирлĕ чухне чĕнсе илĕп, — терĕ те капăр тумлă хĕрарăм тухса кайрĕ. Анчах хăй çук пулсан та Францире кăларнă духи шăрши çаплипех аса илтерсе тăрать-ха.
— Ну, Таланов юлташ, лару-тăрăва кăштах ăнланса илтĕн-и? — пуçларĕ вырăсла çамрăк усламçă.
— Пурпĕрех ĕç тухмасть сирĕн. Эпĕ айăплине ниепле те доказать тăваймастăр.
— Кĕсьери долларсем вара?
— Мана киле мĕнле пырса пăрахнине çынсем курнă. Свидетельсем ман çителĕклех. Машина номерне те çырса юлнă, —каласа хучĕ Таланов чылай хăюллăн. — Енчен те тепре алăпа тĕкĕнсен...
— Вара мĕнех тăвăн-ха?
— Вара-и? Чăваш каччисем çĕкленĕç те... Мана пач пĕччен тесе шутлатăр пуль ĕнтĕ. Йăнăшатăр. Енчен те çак суя ĕçе чармасан, хăвна суда паратăп.
Таланов хăй çапла калаçнинчен хăй тĕлĕнсе илчĕ. Ăçтан çуралчĕç-ха çак хăюллă сăмахсем? Кун пек никампа та калаçманччĕ. Нивушлĕ Профессорпа тĕл пулни хастарлăх парать.
— Ахалех хăпартланса калаçатăн. Хула тилхепи чăвашсен аллине лекиччен пайтах вăхăт иртĕ-ха. Санăн паян пурăнас пулать. Атя калаçса татăлар: эсĕ хула администрацине тăратнă заявление мана паратăн, эпĕ хам милицие тăратнине — сана. Унпа пĕрлех тата долларсем. Шутла. Сакăнпа килĕшмесен çулу пач татăлас хăрушлăх та пур. Халĕ чармастăп сана, кайма пултаратăн. Енчен те сана курас кăмăлăм çуралсан, лартса килĕç. Ун чух вара калаçу пачах урăх çĕрте пулĕ.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...