Анна Никонорова


Анна Никонорова

Анна Степановна Никонорова Тутарстанри Пăва районне

кĕрекен Таккавар ялĕнче 1952 çулхи çу уйăхĕн 27-мĕшĕнче çуралнă. 1969 çулта Элшелĕнчи вăтам шкултан вĕренсе тухнă. Каярах суту-илӳ училищипе Хусанти кооперативлă техникум пĕтернĕ.

Чи малтанхи калавĕ Пăва район хаçатĕнче 1967 çулта кун курнă. Каярах Чăваш Республикинче тухса тăракан «Аван-и», «Самана» хаçатсенче пичетленнĕ. Темиçе юрă авторĕ, сăмахне те, кĕввине те хăех çырнă.

1981 çултанпа Чĕмпĕр районĕнчи Вышки ялĕнче пурăнать. «Шевле» литпĕрлешӳ пайташĕ.


Хайлавĕсем