Гурий Гурьевич Чаржов 1940 çулхи çĕртмен 25-мĕшĕнче Комсомольски районĕнчи Йăлмахва ялĕнче çуралнă. Комсомольски вăтам шкулĕнче, СССР Писателĕсен союзĕ çумĕнчи М.Горький ячĕллĕ Литература институтĕнче пĕлӳ илнĕ. Пĕр тапхăр çурт-йĕр тунă çĕрте ĕçленĕ, Чăваш Республикин Министрсен Совечĕ çумĕнчи Радиопа телевидени комитечĕн корреспонденчĕ пулнă, Шупашкар райхаçатĕнче вăй хунă, чылай вăхăт Чăваш кĕнеке издательствинче кĕнекесем редакциленĕ.
Унăн паллăрах кĕнекисем: «Вĕçев» (1974), «Тымар» (1978), «Вăхăт шăнкăравĕ» (1987).
Г.Чаржов 1979 çултанпа СССР Писателĕсен союзĕн членĕ.
Поэт сăввисемпе чăваш композиторĕсем сахал мар юрă хывнă. Вăл тĕрлĕ халăх сăвăçисен хайлавĕсене чăвашла куçарас енĕпе те хастар ĕçлет.
Хайлавĕсем
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...